Тантăш 46 (4967) № 11.12.2025
Çĕнтерӳшĕн нимĕн те шел мар!
Нумаях пулмасть Патăрьел округĕнчи Турхан шкулĕн вĕренекенĕсем «Салтак валли — парне» акци ирттернĕ. Ялти Анатолий Кольцов тухтăр тăрăшнипе Дима Кольцовпа Алеша Самарин шкул ачисем кĕске хушăра 7 тонна та 300 килограмм тимĕр-тăмăр пухнă. Ăна сутса тунă укçа-тенкĕпе госпитальте сипленекен салтаксем валли 327 килограмм пылак çимĕç туяннă. Ку Çĕнĕ çул кучченеçне хăвăртрах кирлĕ вырăна илсе çитернĕ.
«АТЬĂР-ХА ПĔРЛЕ!»
Дима Кольцовпа Алеша Самарин Турхан шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те мĕн пĕчĕкрен волонтер ĕçне пуçăннă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех тимĕртăмăр пухма тытăннă. Хаçатра Турханти волонтер-медиксен «Атьăр-ха пĕрле!» отрячĕ пирки сахал мар çырнă эпир. Ăна вĕсем 2018 çулта йĕркеленĕччĕ. Димăпа Алеша ун чухнех пысăк хастарлăх кăтартнă, аслисенчен ниçта та тăрса юлман. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан асăннă отряд салтаксене пулăшма тытăннă. Акă миçе çул ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ ĕç йĕркелесе ирттереççĕ. Анатолий Валентинович ялти пушă çĕрсене тара илсе çĕр улми лартса çитĕнтерет. Паллах, пĕччен мар. Ку ĕçре ăна вĕрентекенсем, шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ нумай пулăшаççĕ. Пухнă çĕр улмине ятарлă çар операцине ăсатаççĕ е çимĕçе сутса укçа-тенке çавăраççĕ. Нухратпа салтаксем валли кирлĕ япаласем туянаççĕ. Турханта ĕç вĕресе кăна тăрать. Канмалли кунсене, уявсене пăхмасăр Çĕнтерӳшĕн чăннипех те кар тăраççĕ. Ватти те, вĕтти те яланах пĕрле! Анатолий Кольцов тухтăрпа шкул ачисен ырă та пархатарлă ĕçĕ пирки таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Кашни çулах асăннă шкул вĕренекенĕсем «Лучший волонтерский отряд» округ шайĕнчи конкурса хутшăнаççĕ. 2023 çулта чи лайăх отряд ятне тивĕçнĕ. Пĕлтĕр округра призер пулнă. Кăçал волонтерсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Мĕн кăна ĕçлемеççĕ-ши вĕсем? Аслисене çĕр улми лартма, кăларма, пахчара çум çумлама, вутă çурса купалама, хĕллехи вăхăтра юр тасатма пулăшаççĕ. Унсăр пуçне ватăсене лавккаран апат-çимĕç туянса килсе параççĕ. Аслисемпе пĕрле ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли маскировка тетелĕ те çыхма ĕлкĕреççĕ. Ку кăна та мар, ялти тухтăр амбулаторийĕпе яланах тачă çыхăнура. Ялти çынсем патне чир-чĕртен сыхланас тĕлĕшпе буклетсем илсе çитереççĕ е ытти пулăшу пама васкаççĕ. Нумаях пулмасть Дима Кольцовпа Алеша Самарин ятарлă çар операцийĕнчи пĕр çар чаçĕнчен Тав хучĕсем илнĕ. Ку чăннипех те пысăк савăнăç. Пылак çимĕçсемшĕн арçын ачасене салтаксем чунчĕререн тав тунă. «Ял çыннисем питĕ хастар та маттур. Пурте пĕрле кар тăрса тăрăшулăх кăтартрĕç. Ялти ватăсем те айккинче юлмарĕç. Кашни килтех: «Çĕнтерӳшĕн нимĕн те шел мар! Салтаксем килĕсене сывă çеç таврăнччăр!» тенине илтрĕмĕр», — хавхаланса калаçрĕç арçын ачасем.
ÇЫВĂХ ÇЫННИСЕМ — ЫРĂ ТĔСЛĔХ
Ăçтан ĕлкĕреççĕ-ши арçын ачасем?! Вĕренӳре те маттур, спортра та питĕ хастар. Волейболла, футболла выляççĕ, армрестлинг енĕпе те çитĕнӳсем тăваççĕ. Иккĕшĕ те килте ашшĕ-амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшаççĕ. Амăшĕ ĕçре чухне Алеша ĕне те сăвать, выльăх пăхать, картишре тирпейлет, пушă вăхăтра инкĕшне пулăшма васкать. Арçын ачасене ырă тĕслĕх кăтартаканĕсем — çывăх çыннисем. Димăн ашшĕ — шăпах Анатолий Валентинович тухтăр. Турхан ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Амăшĕ Алина Анатольевна Турханти психоневрологи интернатĕнче медсестрара тăрăшать. Пиччĕшĕ Андрей — чи хастар волонтерсенчен пĕри. Вăл халĕ аслă шкулта тухтăра вĕренет. Аппăшĕ Инна асăннă профессие алла илесшĕн. Дима та вĕсен çулĕпех каясшăн. Вăл та тухтăр пулма ĕмĕтленет. Алешăн ашшĕпе амăшĕ — ачисемшĕн ырă тĕслĕх. Ял çыннисен хисепне çĕнсе илнĕ çемье. Ашшĕ Владимир Алексеевич — Чечня вăрçин ветеранĕ. Амăшĕ Надежда Николаевна Турханта психоневрологи интернатĕнче тăрăшать. Патриот чунĕллĕ хастар волонтерсене Дима Кольцовпа Алеша Самарина эпир те хамăр ятран вĕренӳре, спортра малашне те ăнăçу сунатпăр! Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн, тăнăçлăхшăн чунтан тăрăшакан патриот чунĕллĕ ачасен çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ пултăр!
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











