Чăваш хĕрарăмĕ 46 (1426) № 11.12.2025
«Вăй çитнĕ таран пулăшасчĕ»
«Хамăрăн салтаксене мĕнпе те пулин, кăштах та пулин пулăшас тесе мобилизаци хыççăн тӳрех шухăшлама тытăннăччĕ эпĕ. Хамăн шăллăм та Афганистанра пуç хунă. Çавăнпа эпĕ вăрçă, çухату мĕн иккенне лайăх пĕлетĕп...» — çапла пуçларĕ калаçăва Муркаш муниципалитет округĕнчи Шарпаш ялĕнче пурăнакан Нина Маркова.
«Урăхла юрамасть»
2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн, çынсен пĕр пайне мобилизацилеме тытăнсан, кашни ял тăрăхĕнчех салтаксене пулăшакан ушкăнсем хăйне хăй йĕркеленме тытăнчĕç – йывăр самантра пулăшас текенсем пĕр-пĕрне «курчĕç». Нина Митрофановна та çакăн пеккисен йышĕнче пулчĕ. Ун чухне вăл ырă ĕçе хăй ирĕкĕпе кÿлĕннĕ, паян вăл – ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакăн амăшĕ те. Ывăлĕ Юра хăй ирĕкĕпе унта 2023 çулхи çурла уйăхĕнче тухса кайнă. «Унта каясси пирки ывăл пире малтанах пĕлтермен. Хăй вара çар комиссариатĕнче темиçе хут та пулнă иккен. Тухса кайсан çеç пĕлтĕмĕр. Кайичченех каласан ытла та хытă кулянатăп тесе шухăшланă вăл. Унăн йышăнăвĕ. Турра кĕлĕ тăватăп çеç чĕрĕ-сывă таврăнтăр тесе. Отпуска килсен эпир ăна унти вырăнсемпе пĕр тĕслĕ маскировка тетелне Чуманкасси салинчи ырă çынсемпе пĕрле хăвăрт туса патăмăр. Разведкăна тухса çÿреме питĕ кирлĕ терĕ те... Яланах ывăл çыхăнăва тухасса кĕтетĕп, май пур таран салтаксене пулăшатăп – шăпа паян çапларах манăн. Урăхла юрамасть. Мана упăшка ку ĕçре яланах пулăшса пырать, тав тăватăп ăна çакăншăн», – пĕлтерчĕ калаçу вăхăтĕнче салтак амăшĕ. Çавăнпа та паян Нина Митрофановна пĕр минут та пушă мар: килти ĕçсенчен кĕске самантлăха пушанать те тÿрех тепĕр ĕçе пикенет. Хальхи вăхăтра, сăмахран, алла йĕпсе тытать те хӳтлĕх тетелĕсен никĕсне çыхать. Хĕлле вара мăшăрĕпе Виталий Петровичпа пĕрле окоп çуртисем тунă. Салтаксене пулăшма мĕнрен пуçламаллине тÿрех никамах та пĕлсе кайман, лару-тăру хăй вĕрентсе пынă. Нина Митрофановна чи малтанах çăм нуски çыхса парса янинчен пулăшма пуçланă. «Астăватăп-ха: 2023 çулхи кăрлач уйăхĕнче хамăр ялта çăм çипрен нуски çыхса парас текенсене шырарăм. Килĕшекенсем пулчĕç. Çăмхасем валеçсе тухрăм... Çапла ялтан хамăр енчи салтаксем валли 27 мăшăр çăм нуски парса янинчен пуçланчĕ те пулăшу кӳресси», – аса илчĕ вăл. Тепринче те Муркашран гуманитари посылкисемпе Раççейри çĕнĕ регионсене çул тытнă арçынсенчен Нина Митрофановна каллех çăм нускисем тата 600 штук вĕтĕ кукăль парса янă. Вăл салтаксене чĕреренех пулăшма тăрăшнине курса çавăн чухне упăшки çатма умне тăнă – кукăль пĕçерме пулăшнă. Нарăс уйăхĕ пулнăран кукăльсем салтаксем патне чиперех çитнĕ, пăсăлман... «Çавăн чухнех эпĕ Муркашра волонтерсен ушкăнĕ ĕçлеме тытăннине пĕлтĕм. Пĕр тăхтамасăрах ун чухне Муркаш район хаçачĕн журналистĕнче тимленĕ Наталия Николаевнăпа тĕл пулма васкарăм. Хальхи пек астăватăп: нумай к алаçрăмăр. Ун патĕнчен эпĕ питĕ хавхаланса тухрăм – ĕç уçăмланчĕ. Маскировка тетелĕсене туса хатĕрлес ĕçе те кӳлĕнтĕмĕр. Чи малтанах – килте. Çурла уйăхĕнче Чуманкасси салинчи питĕ ырă чĕреллĕ çынпа Нина Замятинăпа калаçрăм. Унăн мăшăрĕ кил картинчех маскировка тетелĕсене туса хатĕрлемелли станок ăсталаса пачĕ. Лав хускалчĕ...» – хăйĕнпе пĕр шухăшлă çынсемпе салтаксене пулăшма тытăннăшăн савăннине палăртрĕ Нина Митрофановна. Пĕр тытăмра Муркаш округĕнчи ял тăрăхĕсенчи ырĕ чĕреллĕ çынсен пĕчĕк ушкăнĕсем çав çулах, 2023 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче, «çавра сĕтел» хушшине ларчĕç. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа уçă калаçу пулчĕ, ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене малалла пурте пĕрле пулăшассине, çак ĕçе еплерех йĕркелессине сÿтсе яврĕç. Çав канашлуранпа волонтерсен «Моргаушцы – ZA победу!» ушкăнĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Çавăнтанпа ăна Андрей Троицкий тата Наталия Иванова ертсе, ушкăнăн ĕçне йĕркелесе пыраççĕ. Пĕр-пĕринпе хутшăнма волонтерсен чатне Телеграм мессенджерта йĕркелесе ямаллине палăртса, ăна Ярапайкасси ял тăрăхĕн чатне никĕсе илсе анлăлатнинчен пуçларĕç. Çав вăхăта ку ял тăрăхĕн ушкăнĕ чи йышли пулнă. Ĕçе уçăмлатма тата мĕнпе пулăшмаллине çапăçăва хутшăнакансенчен хăйсенчен пĕлсе тăма тесе волонтерсем тÿрех йĕрке çирĕплетсе хучĕç: ушкăн Муркаш тăрăхĕнчи салтаксен ыйтăвĕсем тăрăх ĕçлет, май пур чухне ыттисене те пулăшма пултарать. Çапла чатра паянхи кун та салтаксенчен килекен ыйтусем тăрăх ĕçлесе пыни лайăх курăнать: пĕтĕмпех уçă – мĕнле пулăшу кирлине те çыраççĕ, гуманитари посылкисем шăп ăна ыйтнă салтаксем патне çитнине те çирĕплетсе пыраççĕ: тĕрлĕ чаçри ентешсенчен килнĕ тав сăмахĕсене чатра вырнаçтараççĕ. Салтаксем е видео, е сăн ÿкерчĕк, е тата сасă смсне те ярса параççĕ, май пур чухне чатри калаçăва та хутшăнаççĕ. <...>
Наталия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ача чухнех сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ
«Манăн юрăç пулас, Трактор тăвакансен культура керменĕнче юрлас килет», — тенĕ Светлана аппăшĕ унăн пуласлăхри ĕмĕчĕсем пирки кăсăкланса ыйтсан…
Чӳрече янахĕ çинче те юрланă
«Ун чухне пуçламăш классенче кăна вĕреннĕ пулĕ-ха, — калаçăва пуçларĕ Светлана Иванова. — Пахчара аппапа Людăпа йăрансене çумран тасататпăр. «Санăн ӳссен кам пулас килет?» — ыйтрĕ вăл. Эпĕ Шупашкарта ытти культура çурчĕ пуррине пĕлмен ĕнтĕ. Чăнах та, пурăнсан-пурăнсан Трактор тăвакансен культура керменĕн сцени çине тухрăм…» Анчах та çак çул кĕске пулман. Светланăн хура-шура чылай курма тивнĕ. Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне тăлăха юлнă: амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. «Аттепе тата пиччепе Сашăпа тăрса юлтăмăр. Тепĕр пичче салтакра, Чечняра службăра тăнă. Вăл анне вилнине те пĕлмен. Икĕ аппапа тепĕр пичче килтен тухса кайнăччĕ, — аса илчĕ Светлана. — Шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ мероприятие хутшăннă эпĕ. Пĕррехинче Тĕрĕньелте район шайĕнчи «Тĕлĕнтермĕш шкул ачи» конкурс иртрĕ. Унта эпĕ анне çинчен юрă юрларăм. Ял çыннисем ман пирки «ашшĕпе кăна пурăнать» тенине илтнĕ ĕнтĕ. Çавăн чухне хам пата пырсах чылайăшĕ мана питĕ шеллесе калаçнăччĕ». …Пĕр çулхине Светлана больницăна лекнĕ. Унта хĕрача чирлисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарма пуçланă. Чӳрече янахĕ çине хăпарса тăнă та… Пĕрин хыççăн теприне юрă шăрантарнă. «Ку самантсем манăн пуçран тухса ӳкнĕ. Пĕр палатăра выртнă хĕрача чылай çул иртсен аса илтерчĕ. «Чӳрече янахĕ сцена пулать. Эсир кравать çине ларăр», — тенĕ-мĕн эпĕ. Çапла пĕр палатăран теприне куçса концерт кăтартса çӳренĕ, — калаçрĕ пултарулăха кăмăллакан хĕрарăм. — Юрлас ăсталăх мана аттепе аннерен куçнă. Кӳршĕ-аршă хăна-вĕрле пухсан вĕсене яланах юрлама чĕнетчĕç. Атте: «Эс чĕтретĕн-и, шăнкăрав курăкĕ?» — тесе юрлатчĕ. Анне «Кăви-кăви кăвакарчăн» юрра юрататчĕ. Иккĕшĕн сасси халĕ те хăлхара янăрать». Аслă классенче вĕреннĕ чухне Светлана пулас мăшăрĕпе Константинпа паллашнă. Хĕр аттестат илсен çамрăксем мăшăрланнă. «Питĕ лайăх киле лекрĕм, — терĕ Светлана. — Хуняма вĕреннĕ çын пулнă. Ăна институт вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Патăрьел тăрăхне шкула ĕçлеме янă. Упăшка та Мускавра аслă шкулта пĕлӳ илнĕ, спорт шкулĕнче тренерта ĕçлетчĕ. Ача çуратнă хыççăн тепĕр çулталăкран вĕсем мана И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме ячĕç. Диплом илсен Нăрваш Шăхаль клубĕнче директорта ĕçлеме пуçларăм. Çак киле качча килмен пулсан паян кам пулăттăмши? Вĕсем манран çын турĕç». Ĕçе — кĕлĕ кĕнекипе Сахал кинрен хуняма пирки çакăн пек ăшă сăмахсем каланине илтме пулать. Светланăн калаçăвĕнче мăшăрĕн амăшĕ тĕп вырăнта тăрать. «Хуняма пĕçерекен кукăльсем чĕлхе çăтса ямалла тутлăччĕ. «Çак кукăльсене килĕштернĕренех качча килтĕмтĕр», — теттĕм час-часах шӳтлесе. «Эпир сана мĕнле хытă юрататпăр. Сана качча илессишĕн виçĕ туй турăмăр вĕт», — хуравлатчĕ хуняма. Чăнах та, паллашма килсен те, хĕр килĕшнĕ чухне те сĕтел йăтайми апат-çимĕç хатĕрленĕччĕ. Туй кĕреки те питĕ пуянччĕ. Йывăр çын чухне манăн пĕрмай ыйхă килетчĕ. Анне шкултан килет — эпĕ вырăн çинчен те тăман-ха. «Çывăр, çывăр, кин, — тетчĕ вăл. — Сана юрать». Питĕ аванмарланаттăм куншăн… — иртнине куç умне кăларчĕ Светлана. — Манăн та кинсемшĕн хуняма пек лайăх пуласчĕ. Аслă ывăл 24 çула çитрĕ ĕнтĕ. Кĕçĕнни 5-мĕш класра вĕренет». …Иккĕмĕш ывăлне çуратнă хыççăн Светлана Петровна налук органĕсен тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Çак вăхăтра чун тĕпĕнчи ĕмĕт — сцена çинче юрласси — тепĕр хут хăйĕн пирки аса илтернĕ. Пурнăç хăй еккипе пĕр тикĕс шунă вăхăтра инкек çине инкек тухнă. Малтан хунямăшĕ, унтан мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. «Костя 2022 çулхи раштав уйăхĕнче чирлесе вилчĕ. Çак вăхăт маншăн питĕ йывăр тапхăр пулчĕ, — терĕ Светлана. — Эпĕ ĕçлекен кантура Комсомольскине куçарчĕç. Унта общество транспорчĕпе çӳрерĕм. Алăра — кĕлĕ кĕнеки. Çул тăршшĕпе ăна вуласа пыраттăм. Пĕррехинче пуçлăх Татьяна Сергеевна психологи кĕнеки пачĕ. Ăна тишкерме пуçларăм. Çапла майĕпен тăна кĕтĕм. Авăн уйăхĕнче парикмахерские кайрăм. Çӳç кассан кун-çул улшăнать тенине илтнĕччĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











