Çамрăксен хаçачĕ 46 (6597) № 11.12.2025
Пурнăç темле авсан та хуçăлса ӳкмен
Кудряшка — унăн хушма ячĕ. Чăн ячĕ – Елена Никитина. Ун пек çынсене эпĕ ку таранччен курман. Вăл Шупашкар хулинче пурăнать. Ăçта ĕçлет тесе калам-ши? Çынсене хаваслă кăмăл-туйăм парнелет. Унпа калаçсан вăй хушăнать, ыттисем те çакнах çирĕплетеççĕ.
Менелникре тортпа сăйланă
Хальхи саманара нумайăшĕ социаллă сетьсенче паллашать. Елена Ильинична гуманитари пулăшăвĕ валли /ăна «Зов Чувашии» фонд йĕркеленĕ/ 50 пин тенкĕ панине пĕлтĕм. Çавăн пекех салтаксене сакăр мăшăр пушмак илсе панă, Патăрьел тăрăхĕнчи «Батыр» салтак валли машина илме укçа уйăрни çинчен каларĕç. Вăл çак тăрăхри Пăлапуç Пашьел ялĕ 200 çул тултарнине паллă тунă чухне чечексемпе тирпей-илем кĕртессине хăй çине илнĕ, ялти хĕрарăмсене ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕсем валли хӳтĕлев тетелĕсем çыхма материалсем илсе панă. Хĕрарăм кĕркунне çитсен хăй ӳстернĕ чечексене хĕле хатĕрлеме тытăнать. 73 тĕрлĕ гортензи пур, хризантема сорчĕн шучĕ те çук. Вĕсене çĕр çинчен кăларса куршаксене вырнаçтарать. Унсăр пуçне туя ĕрчетет. Кĕркунне ун патĕнчен çын татăлмасть. Тĕслĕхрен, кăçал хризантемăн 50 ытла тĕпне Мускава ăсатнă. Вĕсем унти тĕрлĕ офисра хĕл каçĕç. Елена Ильинична Шупашкар ярмăрккинче тумтир сутать. Ротангран карçинккасем, кашпосем, сĕтел-пукан, диван тата тем те пĕр ăсталать. Пĕр çынра çавăн чухлĕ вăй-хăват ăçтан тапса тăрать-ха? — Манăн атте Илья Никитин çапла пулнă. Асатте колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Ун чухне вăл ялти пысăк пуçлăх шутланнă. Атте те хăюллă каччă пулса ӳснĕ. «Çамрăк чухне эпир, ялти хĕрсем, унран шикленеттĕмĕр. Çӳллĕ те илемлĕ каччăччĕ. Хура плащ е пальто тăхăнса яратчĕ те — кинори артист пек курăнатчĕ. Унпа ăнсăртран çывăхлантăмăр. Аçун салтака кайма вăхăт çитнĕ. Каччăсене киремет вырăнне çити юрласа-ташласа ăсатса яратчĕç. Унта савнă хĕрĕ те пулмаллаччĕ. Кун вара вăл пулман-ши? Çавăн чухне мана ялти çамрăксем ун çумне пырса тăратрĕç. Çапла ăсатрăм салтака. Вăл мана аса та илмен пулĕ. Çартан таврăнсан та ун патне пыма хăраттăмăр. Кайран сисмерĕмĕр те туслă çӳреме тытăнтăмăр. Хам та начар хĕрех пулман та. Ман аттепе анне 13 ача çуратнă, 11-шĕ тĕрĕс-тĕкелех çитĕнтĕмĕр. Атте ялти «Пашьел» пултарулăх ушкăнне ертсе пыратчĕ, эпĕ те çав ушкăнтах çитĕннĕ. Кирилл Михайлович вăрçă витĕр тухнă. Кăкăр тулли орденпа медальччĕ. Çамрăк ачасемпе урамра мечĕкле те вылятчĕ. Юрлама, сăвă калама ăста пулнă, пире пурне те юрă-кĕвĕ çумне çыпăçтарчĕ. Хамăр пултарулăха кăтартса таçта та çитнĕ эпир. Аçу мана çавăнта курнă пулинех. Салтакран килсен те çамрăксен ушкăнĕпе тĕрлеттерсе çӳренĕ-ха вăл. Пĕрлешрĕмĕр те вĕсенчен пăрăнчĕ. Маншăн — лайăх мăшăр, сирĕншĕн лайăх атте пулса тăчĕ», — каласа паратчĕ анне. Анне юрра-ташша çеç мар, алă ĕçне ăста пулнă. Çывăх çыннăмсем пĕрлешсен пĕр вăхăт Ульяновск хулинче пурăннă. Эпĕ унта 1978 çулта çуралнă. Эпĕ çулталăкра чухне вĕсем Пăлапуç Пашьеле куçса килнĕ. Ытти тăватă ачи, хĕрпе виçĕ ывăлĕ, ялта çуралнă. Анне ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçлерĕ, атте водительччĕ. Пире лайăх пăхнă. Эпир пурте çу-çĕртме уйăхĕсенче çуралнă. Менелниксем 4-5 кунранах. Йывăр вăхăтра та атте çуралнă кунра торт илсе килетчĕ. Машинăпа хулана тухса çӳренĕ-ха та, çавăнпа туяннă. Ыттисен ун пек марччĕ те пире ăмсанатчĕç. Анне эпир пĕчĕккĕ чухнех тĕрлетчĕ. Унăн ĕçĕсене пĕрне те пăрахман, вĕсем паянхи кун та тăван килте стена çинче çакăнса тăраççĕ. Кашни тĕрринче аннен чунĕ пур пек туйăнать. Реликви вырăнĕнче вĕсем. Тĕрлеме юрататчĕ. Рамкăна карса хунă пир çине пысăк йĕппе шăтарса, пурçăн çипсене витĕр кăларса кавир пек çĕвĕсем туса пыратчĕ. Питĕ хитре ӳкерчĕксем пулатчĕç. Каярах пусма çине ӳкерчĕк туса пыма тытăнчĕ. Чечексене çав тери юрататчĕ. Эпĕ ачаранах ӳкерме кăмăллаттăм, анне мана тĕрĕ валли чечек ӳкерме ыйтатчĕ. Мĕн кăна тĕрлемен пулĕ вăл: тутăр, минтер пичĕ, вырăн çине сармалли, саппун, турăш кĕтессин карри тата ытти. Ӳ тытăнтăмăр. Вăл та çын пекех ватăлать. Пирĕн кашнин уйрăм çемье, уйрăм çурт. Тăван кил вучахне сӳнтерес килмест, — сăмах хыççăн сăмах сыпăнтарчĕ Елена Ильинична. «Эпĕ — Тăван çĕршыв ывăлĕ» Унăн икĕ ача, ывăлпа хĕр, çитĕнет. Кукашшĕне хисеплесе ывăлне Кирилл ят панă. 2001 çулта çуралнăскер ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул çулĕсенчех тхэквондо, ирĕклĕ кĕрешӳ, каратэ секцийĕсене çӳренĕ. Хĕллехи вăхăтра пушмакне вăрласа кайнипе киле резина тапăчкипе темиçе хут та таврăнни çинчен аса илчĕ амăшĕ. Пурпĕрех секцие çӳреме пăрахман Кирилл. Вăтам шкул хыççăн Калининградри çар училищине кайнă, анчах ăнман. Чăваш патшалăх университечĕн энергетика факультетне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах тренировкăсене çӳренĕ, Мускаври аслă çар университетне кĕме хатĕрленнĕ. Пулас курсантсене Шупашкара килсе тĕрĕсленĕ. Кирилл кăтартнă результатсем чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Мускавран йыхрав килсен кăна ашшĕпе амăшне пĕлтернĕ каччă. 2023 çулта çамрăк лейтенант аслă шкултан вĕренсе тухнă. Ăна Владикавказа çар тивĕçне пурнăçлама янă. Елена çав вăхăта çапла аса илчĕ: «Кирилл мана: «Анне, паянтан эпĕ — Тăван çĕршыв ывăлĕ. Çавăнпа ăçта хушаççĕ, çавăнта каятăп», — терĕ. Çапла пĕр çулхине унăн çуралнă кунĕ çывхарса çитет. Шăнкăравласан та тытмарĕ. Хĕрĕмпе Настьăпа Владикавказа кайса килме шухăшларăмăр. Кĕтменлĕх пултăр терĕмĕр. Самолетпа вĕçсе çитрĕмĕр. Вăл пурăнакан хваттер умне чарăнтăмăр, машини ларать. Тӳрех паллă, ăна тахçантанпах хускатман. Юрать, хамра хваттер уççи пур. Унта та çук. Шăнкăравларăмăр, телефонне тытрĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Пĕчĕк касăкпа та савăнма пĕлмелле»
Кашни çын пурнăç çине тĕрлĕрен пăхать. Пĕрисем 1-2 пепкепе çырлахаççĕ пулсан теприсем сак тулли ача-пăча çитĕнтереççĕ. Вĕсене ӳстересси савăнăç кăна мар, пысăк яваплăх та.
Хĕр «вăрласа» килнĕ
Елчĕк округĕнчи Патреккел ялĕнче пурăнакан Леонидпа Вера Филимоновсем 12 ачана кун çути парнеленĕ. Йывăрлăхсенчен хăраса тăмасăрах пурне те ура çине тăратнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Вера Кузьмина 1957 çулта Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă. Амăшĕ Ольга Константиновна тата ашшĕ Василий Александрович фермăра вăй хунă, çав вăхăтрах килте те выльăх-чĕрлĕх тытнă, тăватă ачине те тимлĕхсĕр хăварман. Вера çемьене Алешăпа Роза хыççăн çут тĕнчене килнĕ. Тăваттăмĕш Гена çуралнă. «Ĕне, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп… Атте-анне ĕçрен хăраса тăман, пире тивĕçлĕ ӳстерес тĕллевпе ырми-канми вăй хунă. Пысăк сыснасем ĕрчететчĕç, çăвăрлаттаратчĕç. Вĕсем тăрăшнипе нихăçан та укçаран татăлман. Пире лайăх пăхнă, выçă лартман, тумтире те çĕнетсех тăратчĕç. Кашни ачине ӳссен пĕршер пин /ун чухне калама çук пысăк укçаччĕ/ тыттарнăччĕ: килтен уйрăлса тухнă чухне пӳрт-çурт тума пысăк пулăшу пулчĕ. Леша Чулхулара хваттер туянчĕ, унтах пурăнать. Роза Комсомольскинче вырнаçрĕ, унăн икĕ ача. Гена çемйипе тăван килте пурăнать», — каласа кăтартрĕ хĕрарăм. Вера Васильевна Хĕрлĕçырпа Тăрмăш шкулĕсенче вĕреннĕ. Шкул хыççăн ашшĕ-амăшне пулăшма васканă, пушă вăхăтра касри ачасемпе вылянă, тĕрленĕ. «Тĕрĕ майне анне вĕрентрĕ. Минтер пичĕсене, простыньсене илемлететтĕм. Канва çĕлесе хураттăм та материал çине пăхса çав макетпах тепĕр тĕрĕ тăваттăм», — аса илчĕ вăл. Шкултан вĕренсе тухсан Вера Кузьмина Чулхулари автозавода ĕçлеме кайнă. «Пичче Леша та пĕрлеччĕ. Унăн мăшăрĕ Роза çав заводра пуçлăх çумĕччĕ, иккĕмĕш участокра ĕçлетчĕ, эпĕ кладовщикра вăй хураттăм, саппас пайсене кайса илеттĕм. Каярах Шупашкарти заводра кладовщик пултăм, кану çуртĕнче вăй хутăм», — иртнине куç умне кăларчĕ хĕрарăм. 1979 çулта тăван ялта пурăннă вăхăтра Верăна Патреккелти Леонид Филимонов йăла-йĕрке тăрăх «вăрласа» килнĕ. «Ял канашне кайса çырăнтăмăр, туя килтех турăмăр, çăнăхта ирттертĕмĕр, каярах Тĕмер ялĕнче венчет тăтăмăр. Çапла майĕпен пурнăç йĕркеленсе пыма пуçларĕ. Ун чухне кил-çурта пĕрле тытса пыма, ачасене ӳстерме ЗАГСра мăшăрланни кирлех пулнă. Хальхи çамрăксем регистрациленмесĕрех пурăнаççĕ. Хăнăхма çăмăлах марччĕ — ют вырăнта, палламан çынсем, тăвансем çумра çук. Мăшăрăн ашшĕ-амăшĕпе малтанхи вăхăтра хутшăнусем çăмăлах марччĕ, кайран çывăхлантăмăр, хуняма ĕç майне нумай вĕрентсе хăварчĕ. Упăшкан пĕртăванĕсемпе те пĕр чĕлхе тупрăм. Çулталăк иртсессĕн ывăлăм Александр çут тĕнчене килчĕ. Пĕрремĕш ачана алăра тытни чĕрере асамлă туйăм çуратрĕ, Леня та савăнчĕ. Çак пулăм манăн пурнăçри çĕнĕ сыпăкăн пуçламăшĕ пулса тăчĕ. Ача ятне мăшăр суйларĕ. 19811982 çулсенче çĕнĕ çурт лартса тĕп килтен уйрăлса тухрăмăр», — аса илчĕ Вера Филимонова.
Сак çинче — 12 ача
Кил-çуртра çултан-çул шавлăрах та хаваслăрах пулса пынă. Саша хыççăн 2 çултан çут тĕнчене Татьяна килнĕ. Каярах Светлана, Екатерина, Ольга, Наталья, Марина, Петр, Алексей, Сергей, Оксана, Ирина ашшĕ-амăшне телей парнеленĕ. Саша кĕçĕннисене тĕслĕх кăтартаканни пулса тăнă. Кашни çĕнĕ пурнăç савăнăç кӳнĕ, çав вăхăтрах йывăрлăхсем те пулман мар. Апла пулин те Вера Васильевна хăйĕн чун тĕпренчĕкĕсемшĕн тăрăшма вăй-хал, хавхалану тупнă. «Кашнине вăхăт уйăрмаллаччĕ, шкула кайма хатĕрлемеллеччĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пушшех кансĕрччĕ. Пурне те пуçтармалла, çи-пуçне тирпейлемелле, кирлине туянмалла. Аслисем пулăшатчĕç. Халĕ пурнăç мĕнле хăвăрт улшăннине шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн. Ун чухне çут çанталăк газĕ те çукчĕ. Çуртсене вутăпа тата кăмрăкпа ăшăтнă. Хĕллехи кун çунă япаласем пӳртре те аран-аран типетчĕç. Темиçе хут та урама шыв ăсма тухаттăмăр. Районти больницăна кайса килесси те чĕр нушаччĕ. Халĕ килĕрен автомашина пур, ун чухне ăна илесси пирки ĕмĕтленмен те. Хальхи евĕр памперс, ача валли тĕрлĕ апат хутăшĕсем пулман. Лавккара темех çукчĕ. Паянхи саманара çăмăлрах. Телее, ачасем нушалантарса курман. Эпир мĕн каланине яланах итлетчĕç, пулăшатчĕç. Шкулта пурте лайăх вĕренетчĕç. Çулла колхозра тар тăкнă, лаша кӳлсе улăм турттарнă, чĕкĕнтĕрпе севок сухан пайĕсенче кунĕпе ĕçленĕ. Пĕчĕкренех ĕçе вĕренсе ӳснĕ. Пушă вăхăтра касри ачасемпе урамра вылятчĕç: арçын ачасем — футболла, хĕрсем — пуканелле. Киле каçхине çеç таврăнатчĕç», — сăмах çăмхине сӳтрĕ хĕрарăм. Ялта Филимоновсем çинчен япăххине илтмен. 12 ачана ӳстерме вăй мĕнле çитернин вăрттăнлăхне уçма ыйтаççĕ. Вăл вара çапла хуравлать: «Ачасене юратмалла, чăтăмлă пулмалла». Тӳрĕ кăмăллă, ĕçчен пулма, ыттисене ырă сунма хăнăхтарнă. Вĕсем кашниех çемье тĕрек пулнине, пулăшу, ăнлану тупма май пуррине пĕлсе тăраççĕ. Шăпăрлансем те пĕр-пĕриншĕн тăрăшнă. Леонид Петрович платникра, слесарьте вăй хунă, çемьене тăрантарнă. Пăтăрмахсем сиксе тухсан та алă усман. Арăмĕ тăрăшнипе сĕтел çинче яланах вĕри апат пăсланса тăнă. «Манăн мăшăр — вăй питти арçын. Нихăçан та килте алă усса ларман. Патреккел шкулĕнче 9 класс вĕреннĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринче вĕреннĕ, ылтăн алăллă маçтăр пулса тăнă. Çурта та хамăрах турăмăр. Циркуляр станокĕпе чылай ĕçлерĕ, çынсене чурече рамисем, алăксем туса паратчĕ. Мĕн кăна ăсталаман-ши? Никама та хирĕçлемен. Паянхи кун та ун патне пулăшу ыйтма килеççĕ: е саваламалла, е хăма çурмалла, е хăйрамалла... Ĕçрен пушă вăхăтра стройкăра тар тăкатчĕ. Эпĕ кил-çурта тытса тăнă, ачасене пăхнă. Укçа-тенкĕ енчен аптăраман, выльăх-чĕрлĕх ӳстернĕ. Кăлпасси, пылак çимĕç, ыттине туянма яланах çитнĕ. Эпĕ малтанхи çулсенче тирпейлӳçĕре вăй хутăм, ачасем çуралсан ĕçе çӳремен», — каласа кăтартрĕ Вера Филимонова. Хальхи вăхăтра Вера Васильевнăпа Леонид Петровичăн 12 ачи те ура çинче çирĕппĕн тăраççĕ. Пурте мăшăрланнă, нумайăшĕ ачаллă. Вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Мăшăр вунă мăнукпа савăнать, мăн асаннепе мăн асатте ятне илтессе шанаççĕ. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











