Комментировать

4 Дек, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 45 (1425) № 04.12.2025

Аманнă салтака хăйĕн кĕлеткипе хупланă

«Ятарлă çар операцине эпĕ тулли мар мобилизаци пуçлансанах кайма шухăшларăм. Анчах та май пулмарĕ — хĕр тесе йышăнамарĕç çар комиссариатĕнче. Ытти регион урлă та кайма хăтлантăм. 2024 çулта тинех Санкт-Петербургра РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт çыртăм. Ятарлă çар операцийĕнче эпĕ кирлĕрех терĕм», — пуçарать сăмахне Канашра кун çути курнă Ева Анисимова.

«Хамăр ял»

Ача чухнех патриотлăх туйăмĕ вăйлă пулнă унра, хĕрача çамрăк армеецсен ретĕнче те тăнă. Çитĕнсен çывăх тăванĕсене кура медицина енĕпе професси илнĕ — Шупашкарти медколледжра вĕреннĕ. Хыççăн васкавлă медпулăшу фельдшерĕнче, патологоанатоми уйрăмĕнче вăй хунă. Çынна пулăшасси яланах килĕшнĕ çак пысăк чунлă пикене. Пĕлтĕр авăнăн 6-мĕшĕнче Ева Анисимова медрота йышĕнче Курск облаçне çитнĕ. Хăйне мĕн кĕтнине, паллах, пĕлме пултарайман çамрăкскер. Пике аманнисене эвакуациленĕ, судмедэксперт тивĕçĕсене те пурнăçланă… «Çар лару-тăрăвĕнчи практика мĕнле пуçланнине нихăçан та манмăп. Эпĕ йывăр аманнă хамăрăн салтака вилĕм аллинчен çăлма тăрăшрăм. Чĕрине ĕçлеттерме хăтланатăп — пульс тупăнать, хускалма чарăнатăп — вăл та тапма пăрахать. 1 сехет çурă салтакăн пурнăçĕшĕн кĕрешрĕм, анчах кăлăхах… Çак çухатăва питĕ йывăррăн чăтса ирттертĕм», — каласа кăтартать харсăр медик. Ева аманнисен суранĕсене çыхнă, çĕленĕ, тепĕр чухне вĕсен алли-урине татма тивнĕ унăн. Моргра ĕçлени те кирлĕ пулса тухнă — салтак пуç хунин сăлтавне тата мĕнле суранланнине çырса пынă: «Ытларах чухне салтаксем снаряд ванчăкĕсенчен шар кураççĕ, контузиленеççĕ тата алă-урасăр юлаççĕ. Тепĕр чухне ванчăксем пуçа та кĕрсе лараççĕ. Пĕррехинче тĕлĕнмелли самант пулнăччĕ — 20 çулти каччăн пуçне ванчăк кĕнĕ, мимерен 2 миллиметр çеç! Хайхискер тăнне çухатмасăр блиндажа хăй тĕллĕнех çитме пултарнă». Ятарлă çар операцине каясси пирки Ева амăшне маларах пĕлтермен, тепĕр кунне çула тухмалли чухне çеç каланă. Амăшĕ, паллах, тӳрех пăшăрханса ӳкнĕ. Анчах та мĕн тăвайăн? Чунне хытарса, пил парса хĕрне тăшмана хирĕç кĕрешме ăсатнă. «Салтаксем тăракан вырăна çитсен вĕсем питĕ тĕлĕнчĕç — эпĕ унта пĕртен-пĕр хĕрччĕ. Чăвашран килнĕскер тата… Манпа пĕрле килнĕ медицина службин ертӳçи Евгений Кондратьев эпĕ Чăвашран пулнине ниепле те ĕненеймерĕ. «Хамăр ял?» — терĕ вара юлашкинчен. Вăл Куславкка тăрăхĕнченччĕ. Эпĕ чăвашла калаçнине илтсен çеç лăпланчĕ. Кайран яланах тĕл пулмассеренех мана тăван чĕлхепе кăна сывлăх сунатчĕ, хутшăнатчĕ, — сăмахне тăсрĕ Тилĕ позывнойлă лейтенант. Çак хушма ятăн та историйĕ пур-мĕн. Ева валли ниепле те килĕшӳллĕ позывной тупăнман. Пĕр кунхине вара хăйне евĕр ларутăруран йĕркеллех тухма пултарнă пике: хăвăрт, çаврăнăçуллăн, чеен. «Ах, тилĕ-çке!» — тенĕ капитан. Çапла медик валли хушма ят тупăннă. Шăплăх шиклентерет Медицина ĕçченĕсем те унта салтаксем пекех: тăшманшăн — мишень. Никама та хĕрхенмест унăн пульли-снарячĕ. Çавăнпа Ева обмундированипе çӳренĕ — каска, бронежилет, халат, форма… Аманнисене малти линирен аякрах та мар вырнаçнă çĕр пӳртрех пулăшу пама тивнĕ. Талăкра 2 сехет çывăрни — хăнăхнă пулăм. Наступлени пынă чухне уйрăмах канасси пирки шухăшламалли те çук. «Блиндажа тасатма хăтланаттăмăр пулин те май килместчĕ: аманнисене илсе килеççĕ те килеççĕ, çавна май тусан, тăпра кĕрет. Çавăн пек ларутăрура операци тунă, снаряд ванчăкĕсене кăларнă, бинтпа çыхнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Ева пĕрле служба тухакансемпе вăйлă аманнă салтака — унăн ури арканнă — эвакуацилеме кайнă. Анчах унтан хĕре хăйне госпитале ăсатма тивнĕ… «Жгутпа çыхнă самантра çывăхрах дрон кĕрленине илтрĕм. Сасă вăйлансах пычĕ. Ку мĕнпе вĕçленессе ăнланса аманнине хамăн кĕлеткепе хупларăм — манăн ăна та, унăн урине те сыхласа хăварас килетчĕ. Темиçе çеккунтран снаряд сирпĕнчĕ. Тек нимĕн те астумастăп. Эпĕ виçĕ кунран çеç Курскри больницăра тăна кĕнĕ», — аса илет «Паттăрлăхшăн», «Хăюлăхшăн», «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медальсене тата ытти наградăна тивĕçнĕ чăваш хĕрĕ. Ун чухне блиндажрисем пурте аманнă. Юрать, вĕсене çийĕнчех эвакуаци ушкăнĕ пулăшма пултарнă, медиксем патне илсе çитернĕ. Тăхăр кунран Евăна аманнă салтаксемпе пĕрле Мускаври госпитале илсе кайнă. Ева снаряда пула сулахай куçне çухатнă, теприн çивĕчлĕхĕ чакнă… Куншăн пике малтанах питĕ пăшăрханнă, куляннă. Вăхăт иртсен çав больницăрах хайхи хăй дронран хупланă салтака курсан лăпланнă — сывах. Анчах урине чĕркуççи таран татнă. Çапах вăл чĕрĕ пулни тем пекех паха. Хайхискер черченкĕ медика чĕререн тав тунă. Ахăртнех вăл çеç мар. Пике 200 ытла салтака вилĕмрен çăлнă, кашниех ăна ырă сăмахпа аса илет. Ева темиçе уйăх сипленнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Вăл мирлĕ пурнăçа çĕнĕрен хăнăхать. Халĕ пуринчен ытла пикене шăплăх шиклентерет — лере сас-чӳ çук чухне тăшман тапăнасса кĕтнĕ, çав атакăсем яланах пысăк пулнă. Ку кăна мар. Дрон кĕрлевĕ евĕр сасăсем — газон çулмалли хатĕр, стенана дрельпе шăтарнине — илтсен те вăл лăпкăлăхне çухатать. Салют сасси те сехĕрлентерет ăна. «Ятарлă çар операцине хутшăнни мана пĕтĕмпех улăштарчĕ. Унта кайнă чухне эпĕ çар ĕçĕ-хĕлĕ пирки нимĕн те пĕлмен. Пĕрремĕш хут отпуска килсен ăнлантăм: эпĕ пачах урăх çын. Унчченхи Ева мар. Кăмăл улшăнчĕ, çирĕплентĕм. Çывăх çынсем юнашар, вĕсем кирлĕ чухне йăпатаççĕ, лăплантараççĕ, шӳтлеççĕ», — уçать чунне çамрăк çар медикĕ. Ева иккĕленмесĕрех пĕлтерет: иртнине каялла тавăрас тăк, вăл çĕнĕрен çав çулах суйлĕччĕ, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайĕччĕ. <...>

Александра ТРОФИМОВА.

♦   ♦   ♦


Хăйĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарасшăн

Ятарлă çар операцийĕнчен урасăр таврăннă Артемий Репкинран тĕслĕх илмелĕх пур — протезпа утать пулин те чунппа та, кĕлеткипе те çирĕп вăл. Çак енсем пурăна киле туптанаççĕ кăна.

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи Улатăрта çуралса ӳснĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах подполковник тăшмана хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Анчах 2022 çулхи авăн уйăхĕнче йывăр суранланса хăрах урисĕр юлнă. Госпитальте сипленнĕ вăхăтра коридорта утакансем çине тĕмсĕлсе тинкернĕ — унăн та ура çине тăрса урама тухас, уçă сывлăша çăтас килнĕ. Çавăнпа вăл çан-çурăмне пиçĕхтерес, тĕреклентерес енĕпе ĕçлеме пуçланă. 2023 çулта адаптаци шкулне кайнă, çăмăл атлетика енĕпе спортзалта сывлăхне çирĕплетнĕ. Çав çулах вăл Раççей чемпионатне хутшăннă. Халĕ Артемий Репкин тренировкăсене çӳренисĕр пуçне регионти «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проекта хутшăнать, шкул ачисемпе тата çамрăксемпе тĕл пулать. Чи малтан вара çĕршыв хӳтĕлевçи ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисене ырă тĕслĕхпе хавхалантарасшăн. Нумаях пулмасть подполковник Шупашкарти В.Н.Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕсен 5-мĕш шкулĕнче ăсталăха туптакансемпе курнăçнă. Вăл хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă: кăçал çулла Артемий Олегович Эквадорта иртнĕ параатлетика чемпионатĕнче тупăшса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Вăл диск ывăтас енĕпе палăрнă. Ачасем паттăртан тем те ыйтса пĕлнĕ: ятарлă çар операцийĕнче кунсем епле иртни, мĕнле аманни, спортри çитĕнӳсем тата ытти те кăсăклантарнă пулас спортсменсене. Артемий Репкин хăйĕн управçи пирки те каласа кăтартнă: «Манăн бронежилет çинче «Ника» ят пурччĕ. Унччен тимлемен-ха эпĕ ăна, аманнă хыççăн кăна çунса хуралнă бронежилет çинчи чип-чипер сыхланса юлнă сас паллисене асăрхарăм. Манăн хĕрĕм Ника ятлă. Çак ят вара Çĕнтерĕве пĕлтерет. Халĕ бронежилета килте упратăп». Ăмăртура çĕнтерес тесен мĕн тумалла-ха? Çак ыйтăва подполковник пурнăçри тĕслĕхне илсе кăтартса хуравланă: «Сипленнĕ вăхăтра аманнисене чылай куртăм. Пĕрин ури, теприн алли татăк, виççĕмĕшĕн пуçĕ суранланнă. Мана пуринчен ытла пĕр палатăра выртакан Дима тĕлĕнтеретчĕ. Унăн икĕ ури те çукчĕ. Хĕлле те, кирек мĕнле çанталăк пултăр — вăл кӳмепе урама тухса тренажер хатĕрĕсем çинче хăнăхтарусем пурнăçлатчĕ. Халĕ вăл протезпа çӳрет. Йывăрлăха парăнмалла мар». Артемий Олегович спорт енĕпе малашне те аталанас тĕллевлĕ. Çитес çул вăл çар çыннисен олимпиадине хутшăнас, пуласлăхра тĕнче вăййисенче ăмăртас шухăшлине палăртнă. <...>

Нина ЗОДНЕВА.

♦   ♦   ♦


«Выльăха сиплеме кăмăллатăп»

«Ĕне — чи юратнă выльăх. Ăна сиплеме ытларах килĕшет», — тет вăл. Сăмахăм Патăрьел тăрăхĕнчи Пӳртлĕре пурăнакан Надежда Трофимова çинчен. Надежда Геннадьевна Аслă Арапуç ялĕнчи ветеринари лечебницин заведующийĕнче вăй хурать. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе, професси шайĕ пысăк пулнипе, яваплăха туйса ĕçленипе палăрать.

«Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Чăваш Çармăс ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере улттăн çитĕнтĕмĕр. Пурте хĕр. Аттепе анне фермăра ĕçлетчĕç. Анне Лидия Евсеевна дояркăра тăрăшатчĕ, атте Геннадий Андреевич — скотникчĕ. Эпĕ те аттепе фермăна лашапа кайкалаттăм. Ун чухне фермăсенче йĕп-йĕпеччĕ. Резина атăсăр кĕме çукчĕ. Килте те выльăх нумай усраттăмăр. Ĕне, пушмак пăру, хур чылайччĕ. Мĕн ачаран выльăх-чĕрлĕхе юратнă. Аттепе анне ĕçрен килнĕ çĕре тислĕк хыраттăмăр, витене шăлса тасататтăмăр. 6-мĕш класра ĕне сума пуçларăм. Çемьере асли пулнăран 7-мĕш класранах утă çулма вĕрентĕм. Аттепе анне пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Йăмăкăмсем пурте çемьеллĕ. Чи кĕçĕнни тĕп килте пурăнать», — çапла пуçарчĕ калаçăва Надежда Геннадьевна. Шкул хыççăн вăл Улатăрти совхозтехникумра техник-осеменатора вĕреннĕ. 1989 çулта Пӳртлĕ каччипе Петр Ивановичпа çемье çавăрнă. Колхозри ĕне комплексĕнче 7 çул техник-осеменаторта тăрăшнă. Каярах Аслă Арапуç ялĕнчи ветлечебницăна ветсанитара куçнă. Ĕçленĕ вăхăтрах Патăрьелти аграри техникумĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухнă, ветеринари фельдшерĕн профессине илнĕ. Темиçе çултан Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ, ветврач пулса тăнă. Надежда Трофимова 2011 çултанпа ветлечебница ертӳçинче вăй хурать. Хăйĕн ĕçне çав тери кăмăллать. «Юратман пулсан çавăн чухлĕ çул ĕçлейместĕн», — тет. Вăл ветлечебницăра ĕçлеме тытăннăранпа 29 çул иртнĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 36 çул. Ĕçре пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнăшăн нумай наградăна тивĕçнĕ вăл. Пултаруллă, ырă кăмăллă ветврача ял халăхĕ хисеплет. «Эпĕ выльăхсене укол тума, сиплеме кăмăллатăп. Килте выльăх нумай тытатпăр. 4 ĕне усратпăр. Сысна çăвăрлаттаратпăр. Лаша та пурччĕ. Ăна пĕлтĕр сутрăмăр. Халĕ эпир ялта выльăх-чĕрлĕхе прививкăсем тăватпăр. Сурăхсене бирка çакатпăр. Эпĕ ĕçлеме пуçланăранпа ялта выльăх шучĕ нумай чакрĕ. Аслă Арапуç ялĕнчи пĕр кĕтӳре — 170, АТП енчи кĕтӳре 350 ĕнеччĕ. Халĕ 50 та çук», — пĕлтерет Надежда Геннадьевна. Çулсеренех выльăх тухтăрĕсем кĕтӳ тухиччен ĕнесен, сурăхсен, качакасен юнне илеççĕ, чир-чĕртен тĕрĕслеççĕ. Кашни уйăхра сĕт пахалăхне тишкереççĕ. Надежда Геннадьевна — ĕçчен кил хуçи хĕрарăмĕ. Пушă вăхăт тупăнсан çыхма, арлама, тĕрлеме юратать. Çав вăхăтра «Шуçăм» фольклор ушкăнне юрлама çӳреме те вăхăт тупать. Çуллахи вăхăтра пахчара тĕрлĕ илемлĕ чечек ӳстерет. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ хĕре пурнăç çулĕ çине тăратнă. Паян виçĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ чăвашлăха упрамашкăн мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртнă?

Паянхи кун тĕлне Раççей Федерацийĕнче пурăнакан 190 халăх хушшинче чăвашсем йышĕпе вырăссем, тутарсем, чеченсем, пушкăртсем хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăнаççĕ. Ку кăтарту та япăх мар пек, çапах та халăхăмăрăн чĕрине юнăхтарса, ыраттарса тăраканни — унăн йышĕ чакса пыни, енчен не 1983 çулхи çыравра Яковлевпа Çеçпĕл чĕлхипе 1667000 çын калаçнă пулсан, 2025 çулта çĕр çинчи 1159768 çын çеç хăйне «чăваш» тесе палăртнă. Шел те, 40 çул хушшинче йăхташăмăрсен йышĕ 507000 чухлĕ чакнă пулса тухать.

Чикĕ леш енчи хастарсем те… Чăвашлăхпа çыхăннă çивĕч ыйтусене сӳтсе явмашкăн Чăваш наци конгресĕн тытăмĕнче тăракан тĕрлĕ регионти чăвашлăх автономи пĕрлĕхĕн хастарĕсемпе ертӳçисем Мăн Канашăн ларăвне пуçтарăнчĕç. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пысăк залĕнче иртрĕ. ЧНКн çулталăкра пĕрре иртекен Мăн Канаш ларăвне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова та хутшăнчĕç. Вĕсем конгресс хастарĕсене, регионсенчен килнĕ наципе культура автономийĕсен ертӳçисене саламларĕç, чи маттуррисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Леонид Ильичпа Светлана Анатольевна общество пĕрлешĕвĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Ку енĕпе Чăваш парламенчĕпе правительстви туса ирттернĕ курăмлă ĕçсене те асăнчĕç: пĕтĕм чăвашсен «Акатуйĕ» çĕршывăн тĕп хулинче кĕрлени, Раççейĕн тĕрĕллĕ карттине Чăваш Ен пуçарнипе ăсталани, Чăваш тĕррин уявне йĕркелени, чăвашсем Раççей форумĕсенче çĕнтерни… Çакна Леонид Черкесов ЧНК президентне Валерий Клементьева «Наци мăнаçлăхĕ» конкурсра çĕнтернĕ ятпа чыслани те аван çирĕплетрĕ. — Тăван чĕлхепе халăх шăпи патшалăх хӳттинче пулни кирлĕ. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин 2026 çул Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пуласса палăртрĕ. Ку йышăну çĕршывра пурăнакан халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхне упрама, аталантарма пулăшасса шанатпăр, — терĕ Валерий Леонидович. Вăл çавăн пекех «Раççей халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕ» тата «Раççей Федерацийĕнчи сахал йышлă халăхсен кунĕ» йышăнусем ЧНК хастарĕсене çĕнĕлле ĕçлемелли программа, çул картти пулнине каларĕ. Францирен, Çĕпĕртен, Мускавран, Самартан, Челябинскран... килнĕ хăнасем ЧНК Президиумĕ палăртакан ĕçсене уйрăмах хавхаланса йышăнчĕç. В.Л.Клементьев докладĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсем: чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессине çĕнĕ шая çĕклесси; тăван чĕлхе урокĕсене эрнере 1 сехет вырăнне 3 сехете çитересси; Чăваш Республикин Вĕрентӳ министерстви чăваш тата вырăс чĕлхиллĕ шкулсем валли илĕртӳллĕ, пысăк пахалăхлă вĕрентӳпе меслет комплексĕн çĕнĕ ярăмне хатĕрлесси, çакна пурнăçлама ведомствăра конкурс ирттересси; Чăваш пичетне вăйлатасси, массăллă информаци хатĕрĕсем валли пултаруллă кадрсем хатĕрлесси; чăваш çыравçисен малашлăхне уçăмлатасси; Чăваш наци конгресĕпе республикăри профессиллĕ пултарулăх организацийĕсен хушшинчи çыхăнăва вăйлатасси — чăвашлăха упрама, çĕклентерме май паракан тĕллевсем. Тĕнчипе палăрнă Чапаев начдивпа уçлăх паттăрне Андриян Николаева çитĕнтерме пултарнă халăхăмăр Хусанкайла каласан: «Пур йăхран та катăк мар, чун хавалĕпе те паттăр!» Çак çăмхана малалла кустармашкăн ЧНК комитечĕсем çанă тавăрсах ĕçлерĕç. Мăн Канашра чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе конгресăн пĕрремĕш вицепрезиденчĕ Николай Угаслов пысăк тӳпе хывнине асăнмалла. Мăн Канаш ларăвĕнче вырăнти уйрăмсен ертӳçи Михаил Краснов тухса калаçрĕ. Вăл вырăнти уйрăмсен çĕнтерӳçисене асăнчĕ. Чулхула облаçĕнчен килнĕ чăваш хастарĕ Петр Иванов унти чăваш автономине ЧНК йышне илме сĕнчĕ. Тюмень облаçĕнчи «Тăван» ассоциаци ертӳçи Любовь Павлова хăйсем еплерех тăрăшса ĕçленине тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Красноярск тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертӳçи Геннадий Храмов та хастарсене чунтан саламларĕ. Çавăн пекех Мăн Канашра Шупашкар муниципалитет уйрăмĕн ертӳçи Надежда Васильева, Крымпа Севастополь тăрăхĕнчи ЧНК элчи Андрей Яковлев, ЧНК президиум пайташĕ Лидия Филиппова, Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ Николай Герасимов, Челябинскри Екатерина Тельцова тата ыттисем те сăмах илчĕç. <...>

Анатолий АБРАМОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.