Комментировать

26 Ноя, 2025

Хресчен сасси 45 (3085) № 26.11.2025

Хресчен хисепе тивĕçлĕ

Кăçал ял хуçалăх культурисене пухса кĕртме çанталăк самаях чăрмантарчĕ. Çурла-авăн уйăхĕсенче аграрисем кашни сехетпе усă курчĕç, продукцие пуçтарса илессишĕн пĕтĕм вăя хучĕç.

Тăрăшни сая каймарĕ — пĕтĕм продукци пӳлмере. Пушансан уй-хир ĕçĕсене малтанлăха пĕтĕмлетрĕç. Тухăç мĕн пур округра лайăх. Тăрăшса ĕçленĕшĕн аграрисем федерацин, республикăн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин наградисене тивĕçрĕç. Хаçатра хăшĕпĕрин хушаматне палăртас килет. Елчĕк округĕнчи «Прогресс» обществăн тĕп экономисчĕ Ольга Гаврилова, «Клевер» общество директорĕ Алексей Емельянов, «Çĕр улмине мухтав-Елчĕк» агрофирма рабочийĕ Марина Солина, «Яманчурино» общество тракторисчĕ Юрий Шуваров республика Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçнĕ. Агропромра нумай çул вăй хунăшăн «Рассвет», «Комбайн», «Сатурн» ЯХПКсен тракторисчĕсене Сергей Баймушкина, Владимир Васильева, Владимир Кукурузова тата «Çĕр улмине мухтав-Елчĕк» АФ тĕп бухгалтерне Елена Савельевăна РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă. РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне «Комбайн» ЯХПК машинăпа ĕне сăвакан операторĕ Лариса Головина, «Рассвет» ЯХПК тракторисчĕ Валерий Иванов, «Победа» общество механизаторĕ Раил Самигуллин, «Прогресс» общество доярки Надежда Скворцова илнĕ. Округăн кăçалхи ĕç ăмăртăвĕнче ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсен хушшинче кашни гектартан вăтамран 61,2 ц тырă пухса кĕртнĕ «Сатурн» ЯХПК, кашни гектартан 52,4 ц тырă тата 500 ц сахăр кăшманĕ пуçтарса илнĕ Александр Филиппов хресчен-фермер хуçалăхĕ, çĕр улми 385-шер ц пухса кĕртнĕ «Çĕр улмине мухтав-Елчĕк» АФ çĕнтернĕ. Уйрăм ĕçченсен хушшинче «Эмметево» общество комбайнерĕ Алексей Захаров 30300 ц тырă тĕшĕлесе вырма чемпионĕ пулса тăнă. Ăмăртура «Победа» общество комбайнерĕ Олег Елисеев, «Çĕр улмине мухтав- Елчĕк» АФ комбайнерĕпе механизаторĕ Герман Фадеев тата Сергей Столяров, «Прогресс» общество водителĕ Алексей Колсанов çĕнтернĕ. Красноармейски округĕнчи «Таябинка» АФ тĕп бухгалтерĕ Ирина Маслова тата рабочийĕ Нина Никитина — РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне, çак агрофирмăн аслă мастерĕ Артур Петров — ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне, «Таябинка» электромонтерĕ Вадим Афанасьев, агрономĕ Денис Брянцев тата тракторисчĕ Юрий Шуряшкин ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тивĕçнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен 2025 çулхи 9 уйăхри конкурсĕнче «Красное Сормово» общество мала тухнă, «Таябинка» АФ, «Караево» тата «Волит» обществăсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсен хушшинчи ĕç ăмăртăвĕнче тырă туса илессипе — «Таябинка» АФ, çĕр улми производстви енĕпе Г.Ильин предприниматель, кашни 100 га çĕр пуçне сĕт сăвассипе — «Волит», кашни 100 га çĕр пуçне аш туса илессипе «Красное Сормово» обществăсем çĕнтернĕ. Олег Степанова ятарлă çар операцийĕнчи пирĕн чаçсене тĕревленĕшĕн «Фронта пулăшнăшăн» медаль парса чысланă. <...>

Вадим НИКИТИН.

♦   ♦   


«Тавах, анне, çуратнăшăн…»

Пĕр уйăхри Любăна 1950 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхи 3 сехетре Канаш хулинчи чукун çул вокзалĕнче тупнă, милици сотрудникĕсем ашшĕ-амăшĕ камне пĕлейменрен тӳрех Канашри ача çуртне леçнĕ.

Люба унта — 3 уйăх, Комсомольки районĕнчи Вутланти ача çуртĕнче — 6 çул, Атăл леш енчи Сосновкăри ача çуртĕнче 10 çул пурăннă. Канашринче вăл çут тĕнчене хăçан килнине, ашшĕ камне пĕлмен, çавăнпа çуралнă кунне çирĕплетекен свидетельствăна вокзалра тупнă куна, уйăха тата çула çыртарнă, çĕршывра Ивансем нумай пулнăран Любовь Ивановна пулса тăнă. Вăл ашшĕ-амăшĕ камне тата ăçтине пĕлмесĕрех пурăннă. 18 çула çитсен Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн профтехучилищинче çăм арлама вĕреннĕ, предприятире 37 çул ĕçленĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ, портретне комбинатăн Хисеп хăми çине темиçе те çакнă. Уншăн Люба питĕ мăнаçланнă. Туй кĕрлеттерсе качча тухнă, вăл епле иртнине час-часах аса илет. Паспорчĕ çине упăшкин хушаматне çыртарнă. — Пирĕн хĕр çуралчĕ, — каласа пачĕ Любовь Ивановна. — Анчах вăл 3 çулта чухнех упăшка пире пăрахса кайрĕ. Ачана пĕчченех пăхса çитĕнтертĕм, текех качча тухмарăм. Хамăн хĕрача телейлĕ пултăр тесе тăрăшрăм. Комбинатра ĕçлесе пухнă укçан пĕр пайне унăн туйне чаплă ирттерме ятăм. 40 çулта чухне Люба ашшĕ-амăшне шырама тытăннă: ăçтан, камсем? Темле шырасан та ыйтусен хуравне тупайман. 1990 çулта Шупашкарта тухса тăнă «Пике» журнал редакцийĕнчен пулăшу ыйтнă, редакторне Раиса Сарпие хуйхи çинчен каласа панă. Журналта Люба çинчен материал кун çути курнă, вăл пурăннă адреса пĕлтернĕ. Часах унпа тĕл пулма хулана Шупашкар районĕнчи Чаканар ялĕнчен Анатолий Лепин ªкайран вăл ашшĕн шăллĕ пулнине пĕлнĕº килнĕ, ашшĕ çав ялта пурăнни, каччă чухне амăшĕпе пĕр хушă туслă пулни, вăл йывăр çын пулнине пĕлсенех пăрахни, тепĕр хĕре качча илни, унпа çемьене пĕрлешсен 3 ача çуратни çинчен каласа панă. Çак хыпара пĕлсен Люба пĕрремĕш канмалли кунах Чаканара кайнă, Лепин ăна ашшĕн çемйи пурăнакан пӳрте кăтартнă, анчах Люба унта кĕме хăю çитереймен. Çакăншăн хăйне халĕ те ӳпкелет. Чаканара иккĕмĕш хут кайсан кĕме хапхи хăлăпĕнченех тытнă, анчах ашшĕн шăллĕ хулĕнчен тытса чарнă. «Мĕн шырама кĕресшĕн? Тупайăнши? Тӳрккес вăл, шыраса килнĕшĕн тем каласа пĕтерĕ, çапма та пултарĕ», — тенĕ. — Хăранăран чĕре сикме пуçларĕ, — аса илчĕ Любовь Ивановна. — Çак сăмахсене илтсен чĕре çав самантрах пăрланчĕ, аттепе тĕл пулас шанăç юлмарĕ. Эпĕ унран анне ăçта пурăннине çеç пĕлесшĕнччĕ, урăх нимĕн те ыйтмастăмччĕ. Текех Чаканара каймарăм. Авăн уйăхĕнче 75 çул тултартăм, аттепе курнăçаймарăм. Анне çамрăк чухне Чаканарти ача садĕнче ĕçленĕ, каярахпа Шупашкарти общежити вахтерĕ пулнă. Ăна та шырама кайрăм — вырăнта пулмарĕ, çыру çырса адреса хăвартăм. Шел, мана шыраса тупмарĕ. Пурпĕр тавах, анне, çуратнăшăн, юрла-юрла сиктернĕшĕн... Вăл нумай çул ĕçленĕ пулин те вырăнти хăй тытăмлăх органĕ ăна хăтлă хваттер паман. Малтан Декабристсен урамĕнчи çуртăн пĕр пӳлĕмĕнче пурăннă, вĕри шывпа ванна тата туалет пулман. Кайран Элмен урамне куçнă, кунта та хайхи ырлăх çук. Çапах Любăн савăнмалли çук мар: ăна хĕрĕ мăнук парнеленĕ. Раççейĕн хисеплĕ донорĕ пулнăшăн ª68 хут юн панăº хăйне 40 Хисеп хучĕпе, 58 Дипломпа наградăланăшăн, сцена çинче юрлама 40 кĕпе çĕлеттерме укçа çитернĕшĕн мăнаçланать. Любовь Ивановна мăн кăмăллă мар, пурне те сывлăх сунать, калаçать, хура ĕçрен хăрамасть. Тивĕçлĕ канура хулара куллен хут-хăмăр пухса хатĕрлев пунктне парать. Нумаях пулмасть мана çапла пĕлтерчĕ: «Халь манăн аннен сăн ӳкерчĕкĕ пур!»

Юрий МИХАЙЛОВ.


«Ăнса пулчĕç хăмласем…»

«Хăмла пахчи» юрăри çак сăмахсене Вăрнар районĕнче те аса илеççĕ.

2025 çулта Вăрнар округĕнче 18 га çинчен 22,5 тонна «симĕс ылтăн» пухса кĕртнĕ. «Балтика» компани пĕлтернĕ тăрăх, кунта çитес 6 çулта 100 га ытла хăмла тĕмне лартма палăртнă, 2024 çулта 38 га варăнтарса хăварнă. Ершепуç территорийĕнчи Хураçырма ялĕнче пучах татмалли «Аван» комбайн тата сушилка вырнаçтарнă. Çитес çулхи тĕллевсене пурнăçлама 1,6 млрд тенкĕлĕх инвестици хывасшăн. Производствăна йĕркелесе ярсан кунта куллен 30-ăн тăрăшĕç, çуркунне-кĕркунне 200-е яхăн çынна ĕçе явăçтарĕç. 2010 çултан тытăнса районта «Агрохмель» ООО хăмла туса илнĕ тата сутнă. Унăн ертӳçисенчен пĕри Алексей Семенов пĕлтернĕ тăрăх, малашне общество ĕçне округра «Балтика» тăсĕ. Иртнĕ çулсенче хăмла пахчинче Лев Курманин, Станислав Краснов, Виктор Филиппов, Валерий Бурмистров, Юрий Алексеев, Светлана Васильева, Эльза Ямщикова, Роза Яковлева, Полина Ефремова, Раиса Николаева, Анастасия Якушина, Альбина Алексеева ĕçленĕ. «Агрохмельте» вăй хунисем ӳлĕм те хăмла çитĕнтерĕç», — терĕ А.Семенов. Ершепуçсем хăмла пахчин бригадирне Михаил Клементьева, унпа пĕрле ĕçленисене манмаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте Вăрнар районĕнче çак культурăна чылай хуçалăхра туса илнĕ. Вĕсем çинчен пĕлессишĕн округри халăхăн тавра пĕлӳ музейĕпе çыхăнтăм. «Сире пулăшаймастпăр, пирĕн хуçалăхсен списокĕ çук, вĕсен хăмла производствине ятарласа тĕпчемен», — хуравларĕ музей ертӳçи Елена Шарипова. Иртнĕ ĕмĕрте хăмла производствине «Самолет» колхоз та йĕркеленĕ. АПК ветеранĕсем Вăрнарти хăмла йышăнакан пункта астăваççĕ-ха. Вăл «Чувашхмель» треста кĕнĕ, 1975 çул тĕлне республикăри хăмла йышăнакан 5 пунктран пĕри пулнă, хуçалăхсенчен «симĕс ылтăн» туянса тирпейленĕ, ăна сăра завочĕсене вырнаçтарнă. Çĕршывра 1990 çулсенче отрасле пĕтерсен, 1997 çулта, хăмла йышăнакан тата унран продукци хатĕрлекен «Вурнарский» пункт йĕркеленĕ, культурăна çитĕнтерменрен 2006 çулта ăна хупма тивнĕ. Район ертӳçисем хăмла совет тапхăрĕнче хуçалăхсене çулталăкра миллионшар тенкĕ е ытларах та тупăш панине манман, 2002 çулта муниципалитетăн «Вурнары Хмель» ятлă унитари предприятине регистрациленĕ, ертсе пыма Владислав Иванова çирĕплетнĕ. Çӳлте палăртнă сăлтава пула ăна 2019 çулта хупма тивнĕ. Çапах та округа инвестор çитес çулсенче пысăк укçа хывма палăртнăран пахчана пысăклатас, районти хăмлаçăсен ĕçне малалла тăсас шанăç пур.

Василий АНИСИМОВ.

Материалсемпе туллин пулăшас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.