Комментировать

25 Ноя, 2025

Хыпар 88 (28405) № 25.11.2025

Вăй кÿрекен йăласене упрар

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче каллех çамрăксене тĕрлĕ профессие тĕллевлĕн вĕрентес ыйту пулчĕ. Ку хутĕнче аслă шкул программисемпе вĕрентесси пайăр тата çивĕч калаçу çуратрĕ.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, яшсемпе хĕрсене тĕллевлĕн вĕренме йышăнмалли квотăна кăçал аграри университечĕ кăна 100% пурнăçланă. Ыттисен çак ĕçĕ мăнаçланмалăх çук. Чăваш патшалăх университечĕн кăтартăвĕ 43% шайĕнче, педуниверситетăн — унтан та пĕчĕкрех. Тĕллевлĕн вĕрентмелли килĕшӳсен кăçалхи шучĕ иртнĕ çулхинчен те сахалраххине министр саккасçăсем пулманнипе, абитуриентсен заявкисем сахаллипе сăлтавларĕ. Çакă вĕсен вăл е ку професси тĕлĕшпе интерес çуккипе е тĕллевлĕн вĕренмелли майсем пирки информаци çителĕксĕррипе çыхăннă. Министр шучĕпе, ĕç параканăн тата абитуриентсен интересĕсене тĕл пултармалли майсем йĕркелемелле. Çийĕнчен муниципалитетсене «Раççейри ĕç» порталпа ĕçлеме вĕрентмелле — тĕллевлĕн вĕрентесси паян ун урлă йĕркеленет. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров хăй яваплă отрасле кадрсемпе тивĕçтересси пирки сăмах пуçарчĕ те — педагогсене тĕллевлĕн вĕрентмелли квотăсемпе усă курасси уксахланине пытармарĕ. Министерство муниципалитетсене 2029 çулта /халĕ вĕренме кĕрекенсем шăпах ун чухне диплом илсе ĕçе пуçăнĕç/ миçе тата мĕнле педагогсем кирлĕ пулассине тишкернĕ. Демографи лару-тăрăвне, паян ĕçлекен вĕрентекенсем ватăлассине шута илнĕ. Республикипе 391 педагог кирлĕ пулать-мĕн. Шупашкарта кăна шкулсенче 166 ваканси пулĕ. Муниципалитетсем, шел те, çакна шута илмеççĕ. Кăçал педагогсене тĕллевлĕн хатĕрлемелли 122 квота пулнă. Анчах вĕсенчен 44-шĕн кăна хуçи тупăннă — çавăн чухлĕ хĕрпе качча вĕренме илнĕ. Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шупашкар, Тăвай округĕсем квотăсене туллин тултарнă, çав вăхăтрах Элĕк, Патăрьел, Куславкка, Вăрмар, Çĕрпӳ, Шăмăршă, Етĕрне округĕсем пĕр çамрăка та вĕрентекен пулмашкăн тĕллевлĕн яман. «Çамрăксемпе хăйсемпе тӳррĕнех ĕçлĕпĕр. Çак ĕçе вузсене хастартарах явăçтарăпăр. Пĕрлех предприятисемпе те ĕçлемелле», — терĕ министр.

Культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш тĕррин кунне мĕнле уявлассипе паллаштарчĕ. Вăл республика çак уява улттăмĕш çул паллă тăвассине аса илтерчĕ. Праçник ĕмĕрĕ вăрăм тееймĕн, анчах унăн хальлĕхе кĕске историйĕ те курăмлă пулăмсемпе пуян ĕнтĕ. Вĕсен ретĕнче — ултă метрлă сурпан тĕрлени, чăваш тĕррин шкулне /çак çулсенче унта 100 ытла çын ăсталăха вĕреннĕ ĕнтĕ – 13-ри ачаран пуçласа 75 çулти ватă таран/, Пĕтĕм Раççейри «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурс, «Асамлă тĕрĕ» клуб йĕркелени... Чăваш Ен карттине тĕрленипе çыхăннă пуçару Раççей карттине çуратрĕ — ăна паян пĕтĕм çĕршыв пĕлет. Шупашкарта çак карттăн музейĕ те уçăлчĕ. Олег Николаев та ултă çулта пысăк ĕç пурнăçланине, тĕллевлĕн малалла утни тивĕçлĕ кăтарту кӳнине палăртрĕ. «Çавна май йăласем çĕнĕрен сывлăш çавăрса яраççĕ — пире вăйлатаççĕ. Çак йăласене малалла аталантарар, вăйлатар, çĕнĕ ăрусене парар»,— терĕ вăл. Канашлура çавăн пекех хуçасăр чĕр чунсемпе ĕçлессипе çыхăннă ыйтăва пăха тухрĕç. Патшалăх ветслужби пĕтĕмлетнĕ тăрăх, хуçасăр йытăсене тытас енĕпе Шупашкар хули, Пăрачкав, Етĕрне, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай округĕсем плана пурнăçланă. Хуçасăрскерсем ĕрчесрен асăрханса кăçал 120 йытта кастраци тата стерилизаци тунă. Граждансем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата Регионăн управлени центрĕ урлă хуçасăр йытăсем алхасни çинчен пĕлтернĕ тĕслĕхсем кăçал 64% чухлех сахалланнинче те ветслужба ертӳлĕхĕ çак ĕç кăтартăвне курать. Тишкернĕ тепĕр ыйту — тĕп хулари ачасене физкультура енĕпе пĕчĕклех аталантаракан центр ĕçĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче уçăлнăскерĕн майĕсем пысăк та — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕсемпе тухăçлă усă курмалли çинчен каларĕ. Çав шутра — 5,5-12,5 çулсенчи ачасене «Чемпион пул» аппарат-программа комплексĕпе тестласси. «Çак комплекс пĕчĕкскерсене тĕрлĕ секцие илсе çӳресе вăхăта, укçана сая ярассинчен упранма — ача спортăн хăш енĕпе ăнăçу тума пултарассине палăртма — май парать. Çавăнпа та ачисене спортпа туслаштарма шут тытнă ашшĕ-амăшĕн çак тестпа усă курмаллах – спортăн хăш тĕсне суйласа илесси тӳрех уçăмланĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Çулсем иртнĕ май ача кăмăлĕ улшăнсан вара? Кунашкаллинчен хăрама кирлĕ мар. Пулас чемпиона хайхи программа комплексĕпе усă курса вăхăт иртнĕ май каллех тестлама пулать — спортри аталану çулне тӳрлетесси чăрмавсăр. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦

Патшалăх пулăшăвĕ промышленноç ÿсĕмне тĕревлет

Эрнекун Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Максим Решетников пулчĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сумлă хăнана малтанах «Çĕнĕ Шупашкар» уйрăм экономика зонине кĕрекен индустри паркĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Предприятисене электричествăпа тивĕçтерекен çĕнĕ те хăватлă «Технопарк» подстанци, палăртнинчен маларах хута янăскер, ĕçлекен тата пулас производствăсен площадки — курмалăх-хакламалăх пур. Министршăн кунта тата мĕнле производствăсем вырнаçасси те кăсăклă пулчĕ. — Уйрăм экономика зонисем — ĕç тумалли инструмент, вĕсем регионсене инвесторсене илĕртме тата çĕнĕ производствăсене хута яма пулăшаççĕ. Кăтартăвĕ регион хăйĕн ĕçне мĕнле йĕркеленинчен килет: инфратытăм хатĕрлессин хăвăртлăхĕнчен, бизнеспа тачă çыхăну тытнинчен. Кăçал регионсем валли УЭЗсен инфратытăмне йĕркелеме 3,9 миллиард тенкĕ уйăратпăр. Çак укçа площадкăсене хатĕрлеме, продукци производствине пуçарма пулăшмалла. Чăваш Енре ку енĕпе ĕç пырать ĕнтĕ: инфратытăм хатĕр, инвесторсем лаптăксене йышăнаççĕ, çĕнĕ индустри площадкин аталану майĕсем пысăк, — терĕ федераци министрĕ уйрăм экономика зонинче курнине хакласа. Палăртни вырăнлă: социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программин тата республика бюджечĕн укçипе кунта инфратытăма туллин йĕркеленĕ. Шыв сечĕсем, канализаци, электролинисем, газопровод, çыхăну, çутă, автоçул, тротуарсем, тĕрĕслев пункчĕ — пĕтĕмпех пур. Строительство 1,2 миллиард тенке ларнă, çав шутра 395 миллион тенкĕ — федераци бюджетĕнчен. «Çĕнĕ Шупашкар» УЭЗ территорийĕнче ултă резидента регистрациленĕ. Инвестици проекчĕсен хакĕ 5,8 миллиард тенкĕпе танлашать. Резидентсен продукцийĕн ассортименчĕ анлă: ачасен вăйă тата спорт оборудованийĕ, пĕчĕк архитектура формисем, лофт сĕтел-пукан, çĕнĕ йышши туртăм электропривочĕсем, хăватлă энерги кăмакисем, гидро- тата турбогенераторсем, промышленноç насусĕсем, вăй трансформаторĕсем. Çапах лаптăксен пĕр пайĕ пушă-ха — çĕнĕ резидентсем валли вырăн пур. Республика Правительстви инвесторсене явăçтарас енĕпе çине тăрса ĕçлет. — Республика мăнаçланма пултарать: пирĕн индустри паркĕсем, резидентсем ăнăçлă ĕçлеççĕ — регионăн технологи аталанăвне, çĕршывăн технологи суверенитетне тивĕçтерес ĕçе курăмлă тӳпе хываççĕ. Пĕрле ĕçлесе бизнес ӳсĕмĕ валли условисем йĕркелетпĕр, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшатпăр. Уйрăм экономика зонин резиденчĕсем хатĕр коммуникацисемпе кăна мар, УЭЗсем валли палăртнă мĕн пур çăмăллăхпа та усă кураççĕ. Эпир патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ инструментне пĕрлештерме пултартăмăр, индустри паркĕн пушă çĕр лаптăкĕсене йышăнмашкăн инвесторсене илсе килес енĕпе çине тăрса ĕçлерĕмĕр, ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр, — терĕ Олег Николаев. Аса илтерер: «Звениговский» компани 2023 çулхи раштавра уйрăм экономика зонин пирвайхи резиденчĕ пулчĕ. Вăл кунта çĕнĕ производство хута яма 2 миллиард ытла тенкĕ инвестици хывнă, 260 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. 2024 çулта промпроизводство пуçармалли тата тăватă килĕшӳ тунă. Резидентсен шутĕнче — «Çеçпĕл» компанин çĕнĕ йышши электроприводсем туса кăларакан предприятийĕ /2,7 миллиард тенкĕлĕх инвестици, 180 ĕç вырăнĕ/, пĕчĕк архитектура формисем туса кăларакан «Авиатор» ООО /832 миллион тенкĕ, 129 ĕç вырăнĕ/, «Химпром» ПАО — кальци гипохлоричĕн производствине çĕнĕ техникăпа тивĕçтересси /1,3 миллиард тенкĕ, 15 ĕç вырăнĕ/, «ИнтерЭнерго» ООО — хăватлă энерги кăмакисен производстви /1,9 миллиард тенкĕ, 200 ĕç вырăнĕ/. Кăçал йыш хушăннă — Узбекистанпа ĕçлĕ çыхăну йĕркелени пулăшнă: «Шупашкарти электромашиностроени завочĕ» НПОпа килĕшӳ тунă та — вăл кунта 588 миллион тенкĕ инвестици хывса, 51 ĕç вырăнĕ йĕркелесе электротехника тата машиностроени производствине вырнаçтарать. Çĕнĕ производствăсемпе паллашасси çакăнпа кăна вĕçленмерĕ — каç еннелле, 17 сехетре, Максим Решетников Шупашкарти индустри паркĕнче вырнаçнă «Евраз Автоматика» завода та çитрĕ /сăн ӳкерчĕкре/. Завод гендиректорĕ Андрей Евтушенко каланă тăрăх, маларах предприяти тĕп хулара темиçе адреспа вырнаçнă — «меллĕ марччĕ», халĕ вара кунта тĕпленет. Производствăн пĕр пайĕ çĕнĕ корпуса куçнă ĕнтĕ. Ытти те — сварка тăвакан тата изделисене сăрлакан цехсем — кĕçех çĕнĕ адреспа ĕçлеме пуçлĕç. Лаптăкĕ 1,5 пин тăваткал метрпа танлашакан виççĕмĕш производство цехĕн строительстви вĕçленнĕпе пĕрех, çапла вара заводăн мĕн пур подразделенийĕ тинех пĕр çĕрте пулĕ. Максим Решетников, Олег Николаев электричество шкапĕсемпе щичĕсен производствипе паллашрĕç. Завод патшалăх пулăшăвĕпе усă курать. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.