Комментировать

13 Ноя, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 42 (1422) № 13.11.2025

Юрласа рекорд лартнă

Саратов тăрăхĕнче кун çути курнă чăваш пики Ольга Муртаева вокал енĕпе тĕнче рекордне лартнă.

Ольгăн сасси — сайра тĕл пулаканскер, лирика-колоратурлă сопрано. Вăл эстрада тата опера юрăçи, çĕршыв тата тĕнче конкурсĕсен лауреачĕ, театр тата кино актриси, поэт, ÿнерçĕ те. Пултарулăх енĕпе, чăнах та, Турă панă çамрăк хĕрарăма. Тĕлĕнтермĕш пулăм, рекорд лартни ĕнтĕ, чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи культура центрĕнчи концертра пулнă. Ольга Муртаева сцена çине тухса хăй çырнă юрра шăрантарнă. Анчах мĕнле шайра! Виççĕмĕш октавăри 21 çÿллĕ нотăна янăраттарса куракансене тĕлĕнтернĕ маттурскер. Çак нотăран пĕрне те пулин шăрантаракан юрăç питĕ сайра-мĕн. Чăваш пикин рекордне Пĕтĕм тĕнчери RuRecord платформăра официаллă майпа регистрациленĕ. Сăмах май, пултаруллă артисткăн ашшĕ те, амăшĕ те чăваш. Ашшĕ Иван Петрович — Саратов облаçĕнчи Шняево салинче, амăшĕ Римма Кузьминична Патăрьел районĕнчи Алманчăра çуралса ÿснĕ. Вĕсем Римма Кузьминична вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Саратов тăрăхне ĕçлеме килсен паллашнă. Ольга мĕн ачаранах юрă-кĕвĕ тĕнчине иленнĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хĕрача сăвă илемлĕ вуланă, концертсене хутшăннă. Паянхи кун вăл çемйипе Мускавра пурăнать. Музыка шкулĕнче вокал енĕпе вĕрентет, Мускаври çар ансамблĕн солистки те вăл. Пултаруллă ушкăнпа чылай çĕршывра гастрольпе пулнă хĕр: Турци, Итали, Франци, Китай, Узбекистан, тĕнчен ытти кĕтесĕнче куракансене савăнтарнă. Çар ансамблĕн йышĕнче хĕрÿ точкăсене те çитнĕ. Çавна май Ольга çар çапăçăвĕсен ветеранĕн ятне тивĕçнĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Кашни йĕрки чĕрене витерет

Владимир Степанов çыравçă ăна поэзи салтакĕпе танлаштарать, Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат вара: «Унăн сăвă йĕркисем салтак пек — пĕр такăнмасăр «утаççĕ», — тет. Чăнах та, Александр Ильин çыравçа çар çыннипе танлаштарни питĕ вырăнлă. Чылай хайлавне вăл Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă-çке-ха.

Нумаях пулмасть Наци библиотекинче хăтланă Александр Моисеевичăн икĕ чĕлхепе пичетленнĕ «Судьба солдата. Салтак шăпи» кĕнеки те мирлĕ пурнăçшăн хăйсене хĕрхенмен çар çыннисемпе çыхăннă. Ăна автор ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа кăçал 80 çул çитнине хисеп туса хатĕрленĕ. Çĕр-çĕр хайлав авторĕ çыравçăсенчен, журналистсенчен, ентешĕсенчен, тăванĕсенчен, артистсенчен, тавра пĕлÿçĕсенчен ăшă саламсем йышăнчĕ. Мероприятие Александр Ильин хăйĕн мăнукĕ Юлия ятарлă çар операцийĕнче тăшмана хирĕç кĕрешекенсене халалласа шăрçаланă сăвва вуланинчен пуçларĕ. Çавăн пекех автор хăйĕн хăш-пĕр сăввипе те паллаштарчĕ. Вăл çырнă кашни йĕрке чĕрене витерет, чуна хумхатать, ыраттарать… Уйрăмах 27 çултах çĕре кĕнĕ амăшĕ, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ывăлĕ Арнольд пирки çырнисене куççульсĕр итлеме май çук. Сăвăсемсĕр пуçне çĕнĕ кĕнеке ячĕпе йĕркеленĕ мероприятире юрăсем те янăрарĕç. Чăваш эстрада юрăçи Светлана Яковлева тата Александр Ильинăн ентешĕсем, Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнчи «Светлица» хĕрарăмсен клубĕн хастарĕсем, пултарулăхĕпе хăтлава пухăннисене савăнтарчĕç. <...>

Александра ТРОФИМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.