Комментировать

28 Окт, 2014

Хресченшĕн - ăнăçлă çулталăк

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ĕççие пĕтĕмлетнĕ. Республикăра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ - пĕтĕмпе 574,5 пин тонна тырă çапса илнĕ. Çĕр улми - 144,3 пин, пахча çимĕç - 18,9 пин тонна. Кĕрхи тырăсене 89,4 пин гектар акса хăварнă, çакă планпа пăхнинчен 10,6 пин гектар сахалрах. Министр пĕтĕмлетнĕ тăрăх - ял ĕçченĕсем çулталăка ăнăçлă вĕçлеççĕ.

Ларăва хутшăннисем вĕренÿ организацийĕсенче правăна пăсасран сыхланассипе çыхăннă ĕç йĕркелĕвне сÿтсе явнă. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пĕлтернĕ тăрăх - юпа уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Шупашкарта правăна пăсассине сирсе ярас тĕллевпе 111 çамрăка тытса чарнă, полицие ăсатнă. «Эпир çав ушкăнсем пухăнма палăртнине пĕлнĕ, çавна май вĕсем пĕр-пĕринпе тытăçассине сирсе яма пултартăмăр», - тенĕ министр.

Çавна май Чăваш патшалăх университечĕн, коопераци институчĕн ректорĕсем лару-тăрăва ăнлантарса панă, хăйсем йышăнакан мерăсемпе паллаштарнă. Михаил Игнатьев оперативлă мерăсем пăтăрмахран сыхланма май панине палăртнă, уяв, каникул кунĕсем çывхарнă май сыхлăха çухатма юраманни пирки асăрхаттарнă.

Иван Моторин премьер-министр хăй Китайра командировкăра пулни çинчен каласа панă. Унта Чăваш Енре агропарк тумалли проектпа ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, пĕрлехи ытти проекта пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă. ЧР Пуçлăхĕ Китайри 80 млн çын пурăнакан Сычуань провинцийĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлени Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕпе промышленноçне аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ майсем уçнине çирĕплетнĕ.

 

Н.ЯКОВЛЕВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.