Комментировать

28 Окт, 2014

Вулаканăм, пĕр çулпа утар!

Хаçатсем те, журналсем те - çынсем пекех. Çынсем пекех çуралаççĕ, ÿссе йăл илеççĕ, çунат сараççĕ; ырă пулсан - ырра вĕрентеççĕ, усал пулсан - усала. Çынсем пекех тепĕр чух чирлеççĕ вĕсем, халран каяççĕ, пулăшу тилмĕреççĕ, инкекпе кĕрешеççĕ...

Хăш-пĕр хаçат-журнал пĕр-ик кун пурăнать те - «яланлăхах куçне хупать». Тепри вара - уйрăмах ырра вĕрентекенни, Пурнăçа тата хăйĕн Вулаканне чунтан юратаканни, йывăрлăхсенчен хăраманни - чăрмавсене çĕнтерсе малаллах утать, вуншар çул халăха хавхалантарать, пурăнма та кĕрешме вăй-хал парать.

Хаçатсем те, журналсем те - çынсем пекех.

Чăваш Енре пурăнакансем пĕлеççех-тĕр: тин кăна «Хыпар» Издательство çурчĕн ертÿçи улшăнчĕ. Калама çук яваплă та çăмăл мар çак ĕçе малашне туса пыма мана, Валери Туркая, шанса пачĕç.

Чăваш журналистики те, «Хыпар» та маншăн пĕрре те ют мар. Ачаллах эпĕ тĕрлĕ хаçат-журналпа, çав шутра, паллах, «Хыпарпа» та /ун чухне вăл «Коммунизм ялавĕ» ятпа тухса тăратчĕ/ çыхăну тытма пуçланă. Ахăртне, çакă эпĕ ача чухнех тăван чĕлхене, юрра-кĕвве, тăван литературăна чунтан юратнинчен те килнĕ-тĕр. Çавăнпа та мана сумлă та паллă Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем ют çын вырăнне хумаççĕ пуль тетĕп.

Çынна пысăк та яваплă ĕç шанса пани ăна, çав çынна, шаннине тата унран нумай кĕтнине пĕлтерет. Кун пек чухне, паллă ĕнтĕ, йĕркеллĕ çынсем тав тăваççĕ. Эпĕ те тав тăватăп – тăван республикăна ертсе пыракансене, «Хыпар» Издательство çурчĕн пулас ертÿçин шăпине татса парас тĕлĕшпе ятарласа йĕркеленĕ комисси членĕсене, хамăн чăрсăр та хастар, пултаруллă та хыт утăмлă ĕçтешĕмсемпе тусăмсене тав тăватăп. Шаннăшăн, шута хунăшăн, ырă суннăшăн, пулăшма хатĕр пулнăшăн.

«Хыпар», пĕрремĕш хут 108 çул каялла кун çути курнăскер, чăваш халăхĕшĕн пархатарлă ырă ĕç нумай тунă. Вăл пире ниме пăхмасăр малалла утма, хамăра хамăр хаклама, Тăван çĕршывăмăра чунтан юратма, кирлех пулсан, ăна алла пăшал тытса хÿтĕлеме, пур халăхпа та килĕштерсе пурăнма вĕрентнĕ, халĕ те вĕрентет. Халь вара, Вулаканăмăр, «Хыпарпа» унăн «ачисем» - «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тăван Атăл», «Капкăн» т.ыт.те - САНРАН пулăшу кĕтеççĕ. Эсĕ вĕсене мĕнле кăмăлпа вуланинчен, эсĕ вĕсене çырăнса илнинчен е илменнинчен, киосксенче туяннинчен е туянманнинчен пирĕн пуласлăхăмăр килет. Хăйĕн вулаканĕсĕр хаçат хаçат мар, журнал журнал мар. Эпир сана шанатпăр, хаклă Вулаканăмăр! Ансат мар çак лару-тăрура эсĕ пирĕнпе пĕрле пуласса шанатпăр, эсĕ шаннине тÿрре кăларма сăмах паратпăр.

* * *

Иртсе пыракан 2014 çула пĕтĕмлетсе хак пама кăштах иртерех-ха. Çапах та, пĕр-ик сăмахпа та пулсан, вулакана кăçал ман асăмра м ĕ н юлни пирки пĕлтерес тетĕп.

Çулталăк пуçламăшĕнчех, паллах, эпир пурсăмăр та тăванла Украинăшăн пăшăрхантăмăр, уншăн чĕремĕрсене çунтартăмăр. Шел - майдан «паттăрĕсемпе» вĕсен чее те каварлă хуçисем ним айăпсăр çынсене вĕлернипе те амантнипе çеç лăпланмарĕç, Украинăна граждан вăрçин тамăкне пăрахрĕç. Тăван чĕлхипе калаçма тата ирĕклĕ пурăнма тĕллев тытнă çынсене, уйрăмах ачасене, тискеррĕн вĕлернине тÿрре кăларма çук!

Пире, чăвашсене, Украинăра пулса иртекен ĕç-пуçсем уйрăмах хумхантараççĕ, пăшăрхантараççĕ. Унта, Чернигов облаçĕнчи Остерта, аслă Çеçпĕлĕмĕрĕн вил тăпри... Мĕн кĕтĕ çав вил тăприне ыран? Мĕн кĕтĕ виçмине?.. Кам татса калаять паян? Кам?.. Е пирĕншĕн пур пĕрех-и?..

...Çурхи кунсем çитсен, Крымпа Севастополь Амăшĕн, Раççейĕн, ытамне таврăнчĕç. Ку вăл - питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм! Истори куçĕпе пăхсан та, геополитика куçĕпе пăхсан та. Чыс та мухтав Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Путина – вăл Крымпа Севастопольте пурăнакансен сассине, йыхравне илтрĕ, хăйĕн çине калама çук пысăк яваплăх тиеме шикленмерĕ. Шикленнĕ пулсан, нумай иккĕленнĕ пулсан, мĕн кĕтетчĕ Крымпа Севастопольте пурăнакансене? Мĕн кĕтетчĕ Раççейĕн Севастопольти Тинĕс-Çар базине, Хура тинĕс флотне?..

Пирĕн юратнă Чăваш Енĕмĕрте те нумайлăха асра юлмалли пулăмсемпе ĕç-пуçсем чылай пулса иртрĕç. Эпĕ вĕсенчен иккĕшне кăна асăнса хăварасшăн. Пĕри вăл - тĕнче шайĕнчи «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум, тепри - çут çанталăкăн никама та, ним тума та кирлĕ мар «парни» - пăрлă çумăр.

«Раççей – спорт çĕршывĕ» форума республикăмăр та, тĕп хуламăр та питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕç. Капла та тирпейлĕ те илемлĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар /мĕн, тĕрĕс мар-им – тĕрĕс!/ тĕнче шайĕнчи спорт уявне хатĕрленнĕçемĕн тата та ытларах илемленчĕç, капăрланчĕç /Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне тĕпрен çĕнетсе сарни хăех мĕне тăрать!/. Тав Турра - çанталăкĕ те ăнчĕ форум уçăлнă кун.

Форума Раççей Президенчĕ хăй килнин, ун çумĕнче çĕршыври чи пысăк пуçлăхсемпе спортсменсем пулнин пĕлтерĕшĕ те птĕ пысăк.

Çакнашкал çĕнтерÿсемпе çитĕнÿсенчен йĕркеленет вăл – Чăваш Енĕн сумĕ-хисепĕ, ырă ячĕ. Пысăк тав «Раççей – спорт çĕршывĕ» форума çÿллĕрен те çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕ çынсене тата чаплă çак уяв епле иртнине халăха тĕплĕн пĕлтерсе тăнă пултаруллă журналистсене /паллах, чи малтан – «Хыпар» Издательство çурчĕн хастарĕсене!/

...Пăрлă çумăр тенĕрен... Аллă виçĕ çула çитсе, çут çанталăкăн кун пек «парнине» эпĕ халĕччен курман. Ара, ытла та алхасрĕ-çке кĕрхи çанталăк, ытла та нумай турĕ-çке сăтăрне! Шăнса пăрланнă, пăрланнăçемĕн пăрланакан йывăçсен тураттисем куç умĕнче хуçăла-хуçăла анаççĕ, çав шутра - электричество линийĕсем çине, автотрассăсем çине, çуртсемпе автомобильсем çине... Ялсенче электричество çук, шкулсем ĕçлеймеççĕ, ачасем вĕренеймеççĕ... Фермăсенче ĕнесене сумалла, апат памалла...

Юрать-ха, çак кĕтмен лару-тăрура /инкек куçа курăнса килмест/ инкекпе кĕрешме пуринчен ытла тивĕçлĕ çынсем çухалса каймарĕç, аллисене усса лармарĕç. Кунта эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев пирки ырă сăмах каламасăр, ăна уйрăммăн тав тумасăр ниепле те чăтаймастăп.

Чăваш чĕлхинче тĕлĕнмелле илемлĕ сăмах пур. Çав сăмах вăл - «маттур» сăмах /тутар-тăванăмăрсен чĕлхинче çак сăмах темшĕн, «илемлĕ», «чипер» тенине пĕлтерет/. Паян эпĕ, хисеплĕ Михаил Васильевич, нумаях пулмасть Чăваш Ен çине йăтăнса аннă çут çанталăк инкекне пула шар курнă, анчах та кĕске вăхăтрах пулăшу кĕтсе илнĕ пиншер çын ячĕпе Сире тата Сирĕн ĕçтешĕрсене тулли кăмăлăмпа «Маттур!» тетĕп, чĕререн тав тăватăп.

Тахçанах паллă - çыннăн вăйлă енĕсем те, вăйсăр енĕсем те инкекре те пăтăрмахра, вăрçăра та кĕрешÿре палăраççĕ. Пуçлăхсене те халăх илемлĕ калаçма пултарнăшăн мар, пысăк та пархатарлă ĕçсем тума пултарнăшăн хаклать, хисеплет.

...Юр пĕрчи çине юр пĕрчи ÿкет... Ерипен 2014 çул та вĕçленсе пырать. Пирĕн вара ĕçлесси, йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтересси, çĕнĕ çуртсем тăвасси, çĕнĕ çулсем сарасси, ача-пăча çуратса ăна çунат сарма пулăшасси - малта пайтах!

Пĕрле пулар, Вулаканăмăр! Пĕр Çулпа утар!

 

Валери ТУРКАЙ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.