Комментировать

28 Окт, 2014

Кÿршĕ кÿршине кÿрентерет

Чăххисем пÿрт умне варалаççĕ

«Хыпар» редакцине Етĕрне хулинчи Герцен урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнакан Римма Ильинична Кузьминаран çыру килчĕ.

«Чун-чĕрене ыраттараканнине «Хыпара» çырса пĕлтеретĕп, - вырăсла çырнă, чăвашла куçарса пичетлетпĕр. - Кÿршĕ Галина Михайловна Буракова хăйĕн килти хуçалăхĕнче «бизнес» йĕркеленĕренпе виçĕ çул çитрĕ. Вăтăр майлă чăх усрать, ытлашши çăмартине сутать. Лешсем çулла кунĕпех - урамра. Бураковăран: «Чăххусем манăн пÿрт умне пырса варалаççĕ. Картишĕнчен урама ан кăлар»,- тесе темиçе те ыйтрăм. Вăл эпĕ каланине пĕр хăлхинчен кĕртет те тепринчен кăларса ярать. «Харпăрлăху хапхаран пуçланать, - тет. - Урам санăн мар».

Тепĕр кÿршĕ Валентина Мазурова Буракова чăххисене пÿрчĕ умĕнчен хăваласа, унпа вăрçăнса ывăнчĕ. Галина Михайловнăна: «Урама ан кăлар!» - тесе темиçе те каларĕ. Анчах лешĕ унăн сăмахне ним вырăнне те хумарĕ. Валентина Бураковăпа юнашар пурăнас мар тесе пÿртне сутса тепĕр урамри ашшĕ-амăшĕн килне куçрĕ.

Эпĕ пĕлтĕр Етĕрне хула администрацийĕнчен Бураковăна чăххисене урама кăларса муниципалитет çĕрне каяшланăшăн явап тыттарма ыйтрăм. Çырăва район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссире пăхса тухма ярса панине пĕлтерчĕç. Анчах хурав кĕтсе илеймерĕм. Кăçал комиссие çыру тепре ятăм. Хурав пулмарĕ. Пÿрт умĕнчи каяша пуçтарма пăрахрăм. Аптранипе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти уйрăмне çитрĕм, хам нушана пĕлтертĕм.

«Хыпар» Издательство çуртĕнчен пирĕн пата килсе курăр-ха. Хаçатра хăйĕн çинчен çеç шухăшлакан çынпа паллаштарăр, райадминистраци çумĕнчи комисси секретарĕпе калаçăр».

Çырăва редакцие юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче янă. 16-мĕшĕнче Етĕрнере пултăм. Çыру авторĕ Римма Кузьмина çав кун Мускава каяссине маларах пĕлтерчĕ. Унпа тĕл пулаймарăм.

«Буракова çанталăк çумăра кайсан чăххисене урама кăларма пăрахрĕ, - терĕ вăл телефонпа. - Хĕл каçиччен вĕсене картара тытать. Çуркунне каллех урама кăларать. Буракова ĕçне сÿтсе явнă-ши? Комисси секретарĕнчен ыйтса пĕлме тăрăшăр».

Райадминистрацин право уйрăмĕн эксперт-специалисчĕ /административлă комисси секретарĕ/ Анна Чеботарева çапла каларĕ:

- 2013 çулта эпĕ Римма Ильинична Кузьмина çырăвне вырăна çитсе тĕрĕслерĕм. Етĕрне хулинчи Герцен урамĕнчи 8-мĕш çурт умĕнчи лаптăкра чăхсем куртăм. Р.Кузьмина тата кÿршисем вĕсем Галина Буракова килти хуçалăхĕнчен тухнине çирĕплетрĕç. Тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе Р.Кузьмина çурчĕ умне каяшлани пирки протокол çыртăм. Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси ăна пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче тишкерчĕ. Г.Буракова килти выльăха тытмалли йĕркене пăхăнманнине тĕпе хурса ăна сăмахпа асăрхаттарма, административлă ĕçе чарса лартма йышăнчĕ.

Р.Кузьмина Г.Буракова чăххисене иртнĕ çулла та куллен урама кăларса каяшпа варалаттарнине çырса пĕлтерчĕ, ăна явап тыттарма ыйтрĕ. Республикăн «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн тепĕр протокол çыртăм. Райадминистраци çумĕнчи комисси ăна кăçалхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче тишкерчĕ. Ларăва Римма Кузьминана чĕнтĕмĕр - хутшăнчĕ. Галина Бураковăна та йыхравларăмăр - пымарĕ. Комисси Г.Буракова килти хуçалăхра выльăх тытмалли йĕркене пăснăшăн айăплă тесе çирĕплетнĕ, ăна право йĕркине пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарма - пин тенкĕлĕх штрафлама - йышăннă. Çак йышăну копийĕпе хурава Г.Бураковăпа Р.Кузьминана ярса патăмăр.

Комисси Г.Бураковăран кÿршĕ-арша хисеплеме ыйтать. Хыснана пин тенкĕ хывсан, тен, йĕркене пăхăнĕ. «Пăхăнмасан каллех çырса пĕлтерĕр», - тенĕ комисси Р.Кузьминана ярса панă çырура. Чăххисене килес çулла та урама кăларса пÿрт умне каяшласан каллех явап тытма тивĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.