Хресчен сасси 42 (3082) № 05.11.2025
Пысăк объектсем хута яраççĕ
Аграрисем Шупашкарта Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявлама хатĕрленеççĕ. Кăçал ăна чăннипех те пысăк çитĕнӳсемпе кĕтсе илеççĕ.
Çак ӳкерчĕке республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Елчĕк округне 2025 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче кайсан тунă. Ун чухне тырă кăçал мĕн чухлĕ пухса кĕртессине никамах та пĕлмен. Çапах та вырман пĕрремĕш кунĕсенче А.Петров хресчен-фермер хуçалăхĕнче тырă кашни гектартан вăтамран — 45 ц, культурăсене минерал удобренийĕпе ытларах апатлантарнă хăш-пĕр ял хуçалăх организацийĕ нумайрах та пуçтарса кĕртни тухăç 2024 çулхинчен пысăкрах илес шанăçа самаях хăпартрĕ. Кĕрхисене пухса кĕртсен вăл çирĕпленсех çитрĕ. Вĕсем иртнĕ çулхинчен чылай пысăкрах тухăç парса аграрисене савăнтарчĕç. Тата вĕсенчен çурхисем кая питĕ нумаях юлмарĕç. Халĕ тырă кĕлетре ĕнтĕ — çĕр ĕçченĕ хăйĕн тĕллевне пурнăçларĕ. Професси кунне ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене татса панипе, çĕнĕ обьектсем хута янипе кĕтсе илесси республикăра нумай çул каялла йăлана кĕнĕ. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Етĕрне округĕнче савăнăçлă пуху ирттерсе 2400 тонна пахча çимĕç хумалăх управа уçнă. Автомат тытăмĕллĕ оборудовани шала сивĕ парса пĕр пек тытса тăрать.
— Тĕллев лартман тăк тата республика Правительстви, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшман тăк, потребительсене тĕрлĕ ресурспа тивĕçтерекен, вĕсен продукцине сутса паракан «Ниме» кооператив ĕçченĕсем тăрăшман пулсан управа уçаймастăмăр, — терĕ вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
— Çак обьект — патшалăх пулăшăвĕпе тĕрĕс, тухăçлă тата тĕллевлĕн усă курнине çирĕплетекен, хăйсен пултарулăхне çеç мар, кооператив членĕсем малаллах талпăннине, Етĕрне округĕпе республика аталанăвне тӳпе хывнине кăтартса паракан тепĕр ырă тĕслĕх. Кăçалтан кооператив членĕсенчен, унта шутланса тăманнисенчен пахча çимĕç туянса упрама кунта хурĕç, ăна тасатса, тултарса федераци сечĕсене ăсатĕç. Проект хакĕ 75 млн тенкĕпе танлашать, çав шутра патшалăх гранчĕ 40 млн тенкĕлĕх. Ăна материалпа оборудовани туянма панă. Çулталăк вĕçлениччен ытти пысăк обьекта та хута яма палăртнă. Ял çыннин уявĕ умĕн ЧР Строительство министерстви «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа кăçал епле пурнăçланни çинчен пĕлтерчĕ. Министр çумĕ — тĕп архитектор Павел Корнилов каланă тăрăх, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне 2025 çулхи çул проекчĕсен 81,7% пурнăçланă. Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шăмăршă, Улатăр, Етĕрне, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Йĕпреç, Елчĕк, Тăвай, Муркаш округĕсенче проектсене хута яма уйăрнă пĕтĕм укçана ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Ку вĕсем лайăх ĕçленине пĕлтерет. Ĕç малалла пырать. «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшӳллĕн 2026 çулта пурнăçлама проектсем йышăнмалли тапхăр юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Унта муниципалитетсем 4,2 млрд тенкĕлĕх 1609 проект тăратнă. Çав шутра «Пирĕн çулсем» — 689, «Çулсене хăтлăлатасси» — 254, «Ял инфратытăмне аталантарасси» — 235, «Санăн сассу» тата «Тĕлĕнтермĕш шыв» — 145-шер, «Спорт территорийĕ» — 82, «Ачалăх тата çамрăклăх тĕнчи» — 59. Халĕ конкурса хутшăнма тăратнă документсем йĕркене епле тивĕçтернине тишкереççĕ. Конкурс комиссийĕ хăйĕн ларăвĕнче проектсене пурнăçлама çирĕплетес ыйтăва кăçалхи чӳк уйăхĕн варринче пăхса тухать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Аграрисене — чыс та мухтав!
Çĕрпӳ округĕнчи аграрисем 2025 çулта ял хуçалăх культурисенчен мĕнле тухăç илнĕ? Ыйтăва ЧР АПК ветеранĕсен союзĕн Çĕрпӳ тăрăхĕнчи уйрăмĕн ертӳçинчен Борис Марковран хуравлама ыйтрăмăр.
— Эпĕ округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче нумай çул ĕçленĕ хыççăн пенсие кайрăм. Апла пулин те муниципалитетра кăçалхи уй-хир ĕçĕсене епле пурнăçланине пĕлетĕп. Чăн та, тивĕçлипе канма памарĕç: «Чăвашхмельпром» общество директорĕн çумĕ пулса 1,5 çул ĕçлерĕм. Çуркуннеччен сипленмешкĕн яма ыйтрăм. Пирĕн аграрисем Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн Шупашкарта ирттерекен кунне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ.
— Йышĕ мĕн чухлĕ вĕсен?
— Ял хуçалăх организацийĕ — 13, хресчен-фермер хуçалăхĕ 20 ытла. Кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 19668 га йышăнчĕç, 83677 тонна тырă пухса кĕртрĕмĕр. Ăна пуçтарса илес енĕпе республикăра иккĕмĕш вырăна йышăнтăмăр. Çĕрпӳ округĕпе районĕн нумай çулхи историйĕнче кун пек кăтарту пулман. Кашни гектартан вăтам тухăç 42,4 центнер, ку енĕпе Чăваш Енре виççĕмĕш пусма çине хăпартăмăр. Округра малти вырăнсене «Куснар» агрофирма (50,4 ц), «Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ (48,6 ц), А.Хорошавин ХФХĕ (46,4) тухрĕç. Пирĕн хуçалăхсене те патшалăх пулăшнăран — техникăпа оборудовани, паха вăрлăх, ытти ресурс туянма субсиди панăран — çитĕнӳ тума май килчĕ. Ӳсĕм тума муниципалитетра çĕр ĕçченĕсен ăмăртăвне йĕркелени те пулăшрĕ. Çуллен пуш уйăхĕнче хуçалăхсен ертӳçисене, «Россельхозцентр», Чăваш патшалăх аграри университечĕн тĕпчевçисене, АПК ветеранĕсене пухса семинар ирттеретпĕр, ял хуçалăх культурисен производствин тапхăрĕсенче пурнăçлакан ĕçсемпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе яватпăр. Уя çитсе калча пахалăхне палăртма, чи лайăх шăтас енĕпе мала тухнисене Акатуйра хавхалантарма ветерансем те хутшăнаççĕ. Вырмара «Чи лайăх комбайнер», «Чи лайăх механизатор», «Чи лайăх водитель» ятсене тивĕçнисене кашни эрнере палăртрĕç, вĕсем çинчен «Çĕрпӳ хыпарçи» хаçатра кашни эрнере пĕлтерчĕç. Механизаторсене хавхалантарас тĕллевпе çак ĕçе 2008 çулта, эпĕ администрацин ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăнсан, йĕркелесе ятăмăр.
— Нуль технологийĕпе тырă çитĕнтерекенсем ĕçсене хăш енĕпе маларах тăваяççĕ?
— Кĕрхи тырă культурисене акма вăхăт çитсен çумăр çуса чăрмантарнă тĕслĕх час-часах пулать. Пирĕн Хорошавин хуçалăхне вăл, нуль технологийĕпе усă кураканскере, ура хураймасть, мĕншĕн тесен кунта çĕре сухаламаççĕ, культивацилемеççĕ, çавăнпа унăн çиелти сийĕ хытă. Унăн ака комплексĕсем çумăр çуса тăнă вăхăтра та акаççĕ, çĕре путса анмаççĕ. Ăна сухалакансем вара сеялкăпа пĕр сехет çумăр çуса иртнĕ хыççăн уя кĕреймеççĕ. Кĕрхисене Хорошавин кăçал та ытти хуçалăхран маларах акса хăварчĕ, калча парка шăтса вăй илчĕ. Вăл ăнăçлă хĕл каçасси халех паллă.
— Борис Николаевич, кăçал кĕрхи культурăсен тухăçĕ мĕнле?
— Çурхисенчен самай пысăкрах. Кĕрхисене округра ытти муниципалитетран ытларах акса хăваратпăр. Вĕсем вара çурхисенчен тухăç нумайрах параççĕ, çавăнпа округ лайăх тухăç илет. Кĕрхисене çуллен 7600 га акса хăварнă, кăçал çурла-авăн уйăхĕсенче çумăр çусах тăнăран 7300 га варăнтарма пултарчĕç. Кĕрхисен тепĕр лайăх енĕ — вĕсене маларах пуçтарса илни. Кăçал типĕскерне пухса кĕртрĕмĕр те — çумăр лӳшкеме тытăнчĕ. Çурхисене типĕтме сушилка кирлĕ пулчĕ, ăна пула тăкак пысăкланчĕ. Йĕпене пула пăрçа, ытти культура тăкăнчĕ — çухату тӳсрĕмĕр. Кĕрхисем вара кĕлете типтипĕ кĕчĕç.
— Ытти пӳлмере-и?
— Çĕр улми 117 гектартан пухса кĕртрĕç, вăтам тухăç кашни гектартан 296 ц. Уяв умĕн фермерсене — паттăрсене — мухтас килет. Александр Артемьев хăйĕн çемйипе, ял-йышпа пĕрле 54 гектартан 1728 тонна çĕр улми кăларса илчĕ. Вăтам тухăç 302 ц. Ăна «Луч» ХФХ 30 гектартан 1010 тонна пуçтарчĕ, вăтам тухăç 336 ц. Вĕсен тухăçĕ начар мар, мĕншĕн тесен Кĕçĕн Çавал айлăмĕнчи «иккĕмĕш çăкăра» шăвараççĕ. Çĕр улмине шăвармасан çавăн пек тухăç илейместĕн. Вĕсем пĕлтĕр кашни килограма 45 тенкĕлле сутма пултарчĕç. Культурăна пухса кĕртмелли «Гримме» комбайн çуллен туянаççĕ. Вĕсен вăрлăх лартнă чухне трактора тӳрĕ тытса пыма спутникпа çыхăнса информаци илекен автопилот пур. Сăмах май, хăмла тĕмне те вăл кăтартса панă рете лартмалла. Автопилот ытти культурăна туса илнĕ чухне те ĕç пахалăхĕпе тухăçне ӳстерме май парать. Республикăн техникăпа оборудовани туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштармалли программипе пирĕн фермерсем те усă кураççĕ, регион ертӳçисене тав тăваççĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Хăйсем тунă техника
Республикăра йĕркеленĕ «ХХI ĕмĕрти Кулибин» конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарти трактор историйĕн музейĕнче чысларăмăр. Пухăннисене «Трактор завочĕсем» концерн гендиректорĕн çумĕ Сергей Серегин, республикăн промышленноç министрĕн пĕрремĕш çумĕ Евгений Теллин саламларĕç. Конкурса хутшăнма 21 заявка, çав шутра Владимир тата Курск облаçĕсенчен 2 онлайнзаявка, тăратрĕç. Çак номинацисенче ăмăртрĕç: трактор техники, ял хуçалăх машинисем тата ытти техника тĕсĕсем, çамрăксем куракан техника. Çул тулашĕнче çӳремелли техникăпа квадроциклсене уйрăм номинацире кăтартрĕç. Ку конкурсра Шупашкарти Виктор Полытов çĕнтерчĕ, 2-мĕш вырăна — Дмитрий Артемьев (Сĕнтĕрвăрри округĕ), 3-мĕшне Алексей Зорин (Элĕк) йышăнчĕç. «Çамрăксем куракан техника» номинацире Сергей Лукаев (Чăваш патшалăх аграри университечĕ) — 1-мĕш, Евгений Максимов (И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ) 2-мĕш вырăнсене тухрĕç. «Ял хуçалăх машинисем тата ытти техника тĕсĕсем» номинацире Сергей Порфирьев (Муркаш) çĕнтерчĕ, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Михаил Петров (Куславкка) тата Феоктист Васильев (Вăрнар) йышăнчĕç. «Трактор техники» номинацире Николай Ермаков (Шупашкар округĕ) — 1-мĕш, Айрат Гайфуллин (Тутарстан) — 2-мĕш, Александр Кузьмин (Канаш) тата Александр Васильев (Вăрмар) 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Çĕрпӳри аграрипе технологи колледжĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата ЧПАУ студенчĕсем музейăн Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Гран-прие тата 100 пин тенкĕлĕх премие Валерий Александров çĕнсе илчĕ. 1, 2 тата 3-мĕш вырăнсене йышăннисене 30, 20 тата 10 пиншер тенкĕ, музейпа Раççейри машинăсем тăвакансен союзĕн ячĕпе пурне те парне, çĕнтерӳçĕсене ЧР Промышленноç министерствин сертификачĕпе Тав хутне патăмăр. <...>
Альберт СЕРГЕЕВ, Шупашкарти трактор историйĕн музейĕн директорĕ.
♦ ♦ ♦
ПАЛЛĂ ЕНТЕШСЕМ: Ленин юлташĕ
Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Пантьăк ялĕнче 1876 çулта çуралнă Степан Данилов тĕнчери пĕрремĕш совет патшалăхĕн ертӳçипе Владимир Ленинпа пĕрле ĕçленĕ.
Вăл Чутайра çитĕннĕ, ашшĕ пачăшкăра ĕçленĕ. Священник ывăлне Улатăрти тĕн училищине, каярахпа Чĕмпĕрти тĕн семинарине вĕренме кĕртнĕ. Чиркӳре ĕçлессе шаннă, анчах Çтаппан Томск университечĕн медицина факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Студентсен пăлхавне хутшăннăшăн 1899 çулта ăна университетран кăларса янă, аслă шкулта пĕлӳ илмелли правасăр хăварнă. Полици хуралĕ Çтаппана Чутая леçнĕ. 1911 çулта вăл Петербургри «Звезда», 1912 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчен «Правда» хаçатсен редакцийĕсенче ĕçленĕ, редакци ертӳçи, редколлеги членĕ тата пĕтĕм яваплăха хăйĕн çине илекен редактор пулнă. Рабочисене сăлтавсăрах штрафлани, завод администрацийĕ саккуна пăсни, больница касси, профсоюз, нацисен хутшăнăвĕсем çинчен 50 ытла статья пичетлесе кăларнă. Çтаппан тăван ялне килсех çӳренĕ, 1917 çул хыççăн чăваш кĕпĕрнисенчи революционерсемпе те çыхăну йĕркеленĕ. 1912-1914 çулсенче «Правдăра» чăвашсем çинчен 10 ытла корреспонденци пичетленĕ. Сăмахран, Хĕрлĕ Хĕресĕн ырă хĕрĕсем Етĕрне уесĕнче выçăпа касăхакансене пулăшса тиф ертни, пуян апат-çимĕçпе таврари хуласене те ăмсантарнă Шупашкар юхан шыв пристанĕ 1912 çулта пушанса юлни, Лена юхан шывĕ хĕрринчен ылтăн кăларса таврăнакан Улатăр хресченĕсене епле улталани, Этмен пăлхавĕн сăлтавĕсем, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Чăваш тата Вырăс Улхашĕсенчи хресченсен пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă. С.Данилов 1917 çулхи нарăс уйăхĕнчи революцие Костромара кĕтсе илнĕ, 1917 çулхи юпа уйăхĕнче Петербургри влаçа тытса илме хастар хутшăннă. 1918 çулхи çурла уйăхĕнче, учредителовецсем ертсе пынипе Шурă çар тата чехословаксен корпусĕ Хусана илсен, вăл, Хĕрлĕ çарăн аслă инспекцийĕн комиссарĕ, «революци тăшманĕсене» çапса салатма Чăваш Ене килнĕ, Хĕрлĕ çара çын пухма партипе совет органĕсене пулăшнă, Кăрмăшри хресченсен пăлхавне путарма хутшăннă. Мускава таврăнсан Çтаппан Данилов — çарăн аслă инспекцийĕн политпайĕн председателĕ, 1919 çулхи çуркуннеренпе — дезертирсемпе кĕрешекен тĕп комисси председателĕ, кĕркуннеренпе — çар шкулĕсен тĕп комиссарĕ. Владимир Ленин ăна карьера пусмипе хăпартсах пынă: 1920 çулта пурне те ĕçлеттерме хистес тĕлĕшпе ĕçлекен тĕп комиссие кĕртнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Волков тухтăр сипленĕ
1933 çулта ТАСС çапла пĕлтернĕ: «Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче, 24 сехетре, Чăваш Енри Етĕрне хули çывăхĕнче Польша самолечĕ, Красноярска Варшавăран çитме çула тухнăскер, аварие лекнĕ…»
Штурвала Польша авиацийĕн паллă пилочĕ Юзеф Леваневский капитан тытса пынă, штурманĕ — граждан авиацийĕн департаменчĕн пуçлăхĕ Чеслав Филиппович. Авиакатастрофăра Леваневский вилнĕ, штурман аманнă. Аэроплан мĕнле сăлтава пула ӳкнĕ? Филиппович сипленсе тухсан, çав çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче, çапла аса илнĕ: «Эпир «ПЗЛ-19» самолетпа (Польша авиаконструкторĕсен проекчĕпе 1931 çулта туса кăларма пуçланă. — Авт.) Варшавăран 11 сехетре е Мускав вăхăчĕпе 13 сехетре инçе çула тухрăмăр. 19 сехет те 10 минутра Мускавран иртрĕмĕр те — Арзамас (Чулхула облаçĕ. — Авт.), çур çĕр иртсен, 2 сехет хыççăн, курса Хусан еннелле тытрăмăр… Машина штопора кĕнине те астăватăп. Бортра çунтармалли материал нумай пулнăран штопортан тухма йывăррине пĕлсе парашюта çурăм хыçне çакма шухăшларăм, пĕр хулпуççинчен çеç уртса яма ĕлкĕртĕм. Ун хыççăн мĕн пулса иртнине астумастăп. Тăна çухатнă, çапла мĕн чухлĕ выртнине пĕлместĕп. Тăна кĕтĕм те пăхатăп: хам çĕре ӳксе саланнă самолет ăшĕнче, варринче, выртатăп. Ăна çулăм хыпса илесрен хăраса пĕтĕм вăя пухрăм та шуса тухрăм. Унăн айккине икĕ метр шусан тĕттĕмре арçын сассине илтрĕм. «Усал шухăшлă мар-ши?» — тесе револьвера кăлартăм. Вăл мана хирĕç темиçе утăм турĕ те чарăнчĕ, алăри револьвера асăрхарĕ. Кунти колхозник иккен. Револьвера кĕсьене чикрĕм, хама аяккарах куçарма ыйтрăм — темиçе метра шутарчĕ. «Ман юлташ Леваневский пилот мĕн тăвать?» — ыйтрăм унран, бензин шăршине туймасăрах пирус туртса ятăм, пилота мотор таврашĕнче шырама ыйтрăм. Вăл аэроплан тавра пăхса çаврăнчĕ, юлташа тупаймарĕ. «Самолет ӳкиччен Леваневский парашютпа сиксе ĕлкĕрнĕ, çавăнпа унран аякка çĕре аннă, çавăнпа тупаймаççĕ», — шухăшларăм хам. Арçынран пулăшма — ялтан темиçе çынна чĕнсе килме, мана самолет патĕнчен яла илсе кайма — ыйтрăм. Сулахай ура ыратнăран тăрса утаймастăмччĕ…» Самолет ӳкнĕ вырăна тепĕртакран тĕттĕмре икĕ арçынпа хĕрарăм çитнĕ, пилота шыранă — тупайман. Засурье колхозĕн председателĕ Александр Иванов колхозниксене пилота тепĕр хут шырама хушнă, штурмана апатлантарнă. Ăна колхозниксем лайăх пăхнă. Ирхи 10 сехетре кунта Етĕрнерен райĕçтăвком председателĕ Васильев, Етĕрне врачĕ, революциччен Лев Толстоя пĕр хушă сипленĕ Константин Волков тухтăр тата унăн йăмăкĕ, парти райкомĕн секретарĕ Иванов çитнĕ, Филиппович сывлăхĕпе кăсăкланнă. Волков унăн сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн ăна Етĕрнери куç хирургийĕн больницине çитересси çинчен пĕлтернĕ. Сăр юхан шывĕ хĕрринче, ӳкнĕ самолетран 10 метрта, ирхи 5 сехетре Леваневский виллине тупнă. Юзеф Леваневский — паллă совет летчикĕн Сигизмунд Леваневскин аслă пиччĕшĕ. Сигизмунд Леваневский 1930 çулсенче ССР Союзĕнче вăрăм маршрутлă вĕçевсене, Çурçĕр тинĕс çулне тĕпченĕ «Челюскин» пăрахут экспедицийĕн членĕсене пăр çинчен пысăк çĕре илсе тухма хутшăннă. Çав операцишĕн ултă летчикпа пĕрле Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Ю.Леваневский ӳтне Етĕрне моргне илсе кайнă, тупăка вырттарнă. Ăна юлашки çула ăсатма Етĕрнерен тата таврари ялсенчен пуçтарăннă, икĕ çĕршыв халăхĕн çыхăнăвне çирĕплетме хутшăннă летчик пурнăçран çамрăклах кайнăшăн пăшăрханнă.Тупăка малтан Хусана — самолетпа, хыççăн Мускава чукун çулпа илсе çитернĕ. <...>
Михаил СЕРЕГИН.










