Поэтпа тăван чĕлхе - пĕр тĕвĕре
Чăваш хастарĕсем Канаш тăрăхне çитсе килчĕç. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин 115 çулхи юбилейĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнчи паллă самантчен шăпах пĕр уйăх малтан унăн тăван ялĕнче - Канаш районĕнчи Çеçпĕлте - тăван чĕлхе ячĕпе пурне те пĕр пулма чĕнекен поэтăн уйăхлăхĕ уçăлчĕ. Мухтавлă сăвăçăмăрăн тăван кĕтесне Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ», «Вĕрентÿ», «Чăваш ялĕ» комитечĕсен тата конгресс çумĕнчи хĕрарăмсен «Чăвашлăх управçи» пĕрлешĕвĕн хастарĕсем Нина Петрова, Эдуард Бахмисов, Нина Димитриева, Лидия Филиппова, Юлия Анисимова, Ирина Удалова, ЧР Вĕрентекенсен ассоциацийĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ Геронтий Никифоров, Шупашкарти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертÿçи Зоя Лукина килсе çитрĕç.
Вĕсем кунти культура керменĕнче тĕл пулу ирттерчĕç.
Ун умĕн Çеçпĕл Мишшин музейĕпе паллашрĕç, вăл утса тухнă кун-çулпа Ирина Егорова экскурсовод тепĕр хут çывăхлатрĕ. Унтан поэт палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Тĕп хуларан килсе çитнĕ хăнасене Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова, Канаш район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ЧНКан Канаш районĕнчи филиалĕн ертÿçи Светлана Иванова, вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Елена Иванова, Çеçпĕл вăтам шкулĕн директорĕ Александр Петров, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем кĕтсе илчĕç.
Мĕн пирки пычĕ-ха калаçу? Тĕлĕнмелле те - Çеçпĕл ĕмĕре яхăн каялла хускатнă ыйтусем паян та çивĕч-ха. Тăван чĕлхепе е чăваш хĕрарăмĕн шăпинех илер - вĕсем паян та калаçтараççĕ, шухăшлаттараççĕ, чуна ыраттараççĕ. Хĕрарăм тахçанах арçынпа тан тетпĕр. Анчах ытларах чухне çемье «кĕтесĕнчен» тухаймасть-ха. Ăçта пирĕн маттур пикесемпе аппасем - пысăк предприяти-организацие ертсе пыракансем? Унашкаллисем те пур-ха, анчах сахал. Апла мĕн тумалла? Çакăн пирки чуна уçса калаçрĕç те ĕнтĕ Нина Петрова, Нина Димитриева, Лидия Филиппова...
ЧНКа çумĕнчи «Чăвашлăх управçи» пĕрлешĕве мĕншĕн çавăн пек ят панă-ши? Мĕн тĕллевпе чăмăртаннă вăл? Ун пирки Нина Димитриева акă мĕн пĕлтерчĕ:
- Республикăри хĕрарăмсен юлашки съезчĕ иртнĕ хыççăн конгреса унта хутшăннă ушкăн пычĕ. Пикесене пухура чăваш сăмахĕ янăраманни канăçсăрлантарнă. Вĕсен чун ыратăвне шута илсе çав кунах асăннă пĕрлĕхе йĕркеленĕ, тĕллевсене палăртса малашлăх ĕç планне çирĕплетнĕ. Мĕн пирки ĕмĕтленĕççĕ-ха «Чăвашлăх управçисем»? Чăваш халăхĕн сумне çĕклесси, ун ырă ĕçĕсене пропагандăласси, лайăх енĕсемпе чăваш пикисене хăватлантарасси çунатлантарать вĕсене. Пĕрлĕхĕн пĕрремĕш проекчĕ - «Чăваш хĕрарăмне мухтав!» - Марина Карягина, Раиса Сарпи, Ольга Туркай тата ытти маттур пикепе çывăх паллаштарчĕ. Ял хĕрарăмĕсем пирки те каласа кăтартасшăн. Нумаях пулмасть вара çамрăк хĕрарăмсене сцена çине кăларнă.
Ĕçре çĕнĕ майсем те шыраççĕ пĕрлĕх хастарĕсем. Акă «Чăваш хĕрарăмĕ» комитетпа пĕрле вырăна тухса çÿреме пуçланă. Авăн уйăхĕнче Муркаш районĕнчи Каршлăхри ветерансен çуртĕнче пулнă.
Лидия Филиппова ентешĕн Çеçпĕл Мишшин юбилейне Чăваш Енре çеç мар, поэт яланлăхах канлĕх тупнă Украинăра та паллă тума хатĕрленнине палăртрĕ. «Украинăра лăпкă мар, анчах пирĕн Çеçпĕлĕн вил тăпри йĕркеллех, - терĕ журналистка. - Па-ян Киевра Черниговри, Херсонри, Харьковри чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисем тĕл пуласси пирки пĕлтерчĕç. Тĕп ыйту - Çеçпĕл Мишшин юбилейне вырăнта паллă тăвасси. Остерти шкул ачисем уява хатĕрленме пуçланă».
Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров хальхи вăхăтра пурнăçа кĕрсе пыракан «Чăваша - чăваш чĕлхи кирлĕ» форум пирки чарăнса тăчĕç. Ун тĕллевĕ - шкулта тата пурнăçра чăваш чĕлхин кирлĕлĕхне, пĕлтерĕшне, хăватне, нумай енлĕхĕпе тăрăмне çĕклесси, тăван чĕлхепе литература вĕрентĕвне федерацин патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесси, тăван ен историйĕпе культурине ытти предмет программине кĕртсе вĕрентесси. Форума чăваш поэзийĕн никĕсне çĕнĕлĕх хывнă Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа чÿк уйăхĕн вĕçĕнче ирттерме палăртнă.
Чăваш наци конгресĕ ирĕклĕ ишеве кăларнă тепĕр проект - «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс. Ăна чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. 2014 çулхи авăн йăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2015 çулчченхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Енри тата республика тулашĕнчи мĕн пур чăваш ачисем сăмахлăхпа ÿкерÿ пултарулăхĕн конкурсне хутшăнма пултараççĕ.
Геронтий Лукианович паянхи çивĕч ыйтусем пирки те чарăнса тăчĕ. Вĕсем: Герман Лебедев ячĕллĕ лицей шăпи, республикăри чылай шкулта чăваш чĕлхин урокĕсене кĕскетни тата ытти те.
- Элĕк, Муркаш, Тăвай районĕсенчи темиçе шкулта сăнав мелĕпе эрнере пилĕк кун çеç вĕрентеççĕ. Çавна май хăш-пĕр уроксене кĕскетме тивнĕ. Хăш предметăнне тетĕр-и? Чăваш чĕлхинне: чăваш чĕлхипе литератури валли эрнере пĕрер сехет çеç хăварнă. Тата тăван ен культури предметран та «чĕпĕтсе» илесшĕн е пачах вĕренттересшĕн мар. Чăваш чĕлхин урокĕсене Интернет урлă вĕрентме сĕнекен çыру та килнĕ-мĕн.
Шухăшласа пăхăр-ха: ялти шкулта чăваш ачисене тăван чĕлхене Интернет урлă вĕренме сĕнеççĕ. Мăшкăллани мар-и çакă?
Канаш район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн методистне Елена Ивановăна мĕн канăçсăрлантарать-ха? Ялти ача сачĕсенче воспитательсем шăпăрлансемпе вырăсла кăна калаçни. Тăван чĕлхепе калаçма «хушу» çук иккен. «Чĕлхесем çинчен» саккун кам валли вара? Елена Ивановна шухăшĕпе - чăваш шкулĕсенчи мероприятисене пурне те тăван чĕлхепе ирттермелле. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вăл районти 30 шкула /унта чăваш чĕлхипе литературине 35-ĕн вĕрентеççĕ/ çапла тума сĕннĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне чăн чăвашла пĕртен пĕр Катек шкулĕ çеç кĕтсе илнĕ.
Катексен ячĕпе ырă сăмах Çеçпĕл музейĕн директорĕнчен те пулчĕ. Ирина Егорова пĕлтернĕ тăрăх - унти пур класс та музейре пулса курнă.
Тĕл пулăва асăннă шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Васильева та хутшăнчĕ. Татьяна Ильинична шухăшĕпе - кун пек мероприятисене шкул директорĕсене те, ял тăрăхĕн ертÿçисене те явăçтармалла. Вĕсен те пĕлмелле асăннă çивĕч ыйтусем çинчен. Хăйсем пирки çакна пĕлтĕмĕр: Катексем чăвашлăха хÿтте илнĕ, шкулти мероприятисене ытларах чăвашла ирттересшĕн. Кунта 5-6 классенче вĕренекенсем валли ашшĕ-амăшĕ чăваш тумĕ ятарласа çĕлеттернĕ, ыттисем маларах хатĕрленисене тăхăнаççĕ-мĕн. Ачасене çывăх вăхăтра Чĕмпĕре экскурсие илсе каясшăн.
«Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи Эдуард Бахмисов та сăмах илчĕ, комитет тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
Сцена çинче юрă-кĕвĕ те янăрарĕ: ялти шкул ачисем Çеçпĕл Мишшин сăвисене вуларĕç, культура керменĕ çумĕни «Кăвар чĕре» тата «Шĕкĕр» ушкăнсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.
Тата çакна та пĕлтĕмĕр: кăçал Канаш, Вăрнар, Тăвай, Комсомольски районĕсенче тăхăр класс пĕтернисенчен пурĕ те 28 ача çеç тăван чĕлхепе экзамен тытнă, вĕсенчен 19-шĕ - Канашсем. Апла кунта ĕç-пуç начар мар темелле, ытти çĕрте вара?
Надежда СМИРНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем