Комментировать

24 Окт, 2025

Пĕрлехи ĕç тухăçлă

Республика тӳремне ешĕллетес ĕç малалла пырать: Ленин палăкĕ хыçĕнчи лапама çамрăк чăрăшсем лартнă.

Çак вырăнта утмăл çул ытла ӳснĕ йывăçсене, чирпе вăйсăрланса хитрелĕхне çухатнăскерсене, маларах кăкласа тирпейленĕччĕ. Вĕсен вырăнне малашне 10 кăвак чăрăш çитĕнĕ. Шупашкар хулин Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата хăтлăлăх управленийĕн пай пуçлăхĕ Анна Александрова пĕлтернĕ тăрăх, кивĕ йывăçсене çĕннисемпе экологи нормисене çирĕп пăхăнса улăштарнă. Тĕмсем 3-3,5 метртан çӳллĕ мар, тымарĕсем çирĕп, лăссисем лапăска. Муниципалитет контрактĕнче çирĕплетнипе килĕшӳллĕн специалистсем чăрăшсене виçĕ çул пăхса тăрĕç. Ĕçсене «Симĕс хула» подряд организацийĕ пурнăçланă. Йывăç лартма çавăн пекех Шупашкар хула администрацийĕн ĕçченĕсем, депутатсем, студентсем, эковолонтерсем, çамрăксен юхăмĕсен, ТОСсен, Чăваш Енри Ветерансен союзĕн представителĕсем, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕсем хутшăннă.

Станислав ТРОФИМОВ, Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:

— Республика тӳремĕнче кăвак чăрăшсене лартнă кун, чăннипех те, хăйне евĕрлĕ уяв пулчĕ. Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕçĕн тухăçлăхĕ иккĕлентермест. Халĕ лартнă йывăçсем çынран кăшт çеç çӳллĕрех. Вĕсем тепĕр вунă çултан мĕнлерех çитĕнĕç? Чăрăшсем пирĕн хулан илемĕ пуласса шансах тăратăп.

Валентина БАГАДЕРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.