Çамрăксен хаçачĕ 39 (6590) № 23.10.2025
Инкеклĕ лару-тăрура çухалса кайман
ШУПАШКАРТИ АЛЕКСАНДРА ЖЕЛЕЗИНА ШЫВРА ПУТМА ТЫТĂННĂ АЧАНА ÇĂЛНĂ. ÇАВ КУН ХĔР ЮЛТАШĔПЕ БОТАНИКА САДĔНЧЕ УÇĂЛСА ÇӲРЕНĔ. ВĔСЕМ ПУЛĂШУ ЫЙТАКАН ХĔРАРĂМА ТĔЛ ПУЛНĂ, ЧАСАХ АСЛИ ХЫÇÇĂН ЧУПНĂ. ШЫВ ХĔРРИНЕ ÇИТСЕССĔН ИНКЕКЕ ЛЕКНĔ 10 ÇУЛТИ АРÇЫН АЧАСЕНЕ КУРНĂ.
«Пĕри кăкăр таран шывраччĕ, хăй йывăç тунинчен тытăннă, тепри ăна хулĕнчен сĕтĕрет. Эпĕ шухăшласа тăмарăм, çăлма ыткăнтăм. Йывăç тăрăх шуса пытăм, курткипе шăлаварĕнчен тытса пĕрене çине туртса кăлартăм, çыран хĕррине тухма пулăшрăм. Юлташпа иксĕмĕр ачана киле çити ăсатасшăнччĕ, анчах вăл килĕшмерĕ. Ăна чарăнăва çитиччен леçсе ятăмăр. Хама паттăр теместĕп. Çакнашкал лару-тăрура инкеке лекнĕ çынна кашнин пулăшмалла», — терĕ В.М. Краснов ячĕллĕ Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен хĕр. Арçын ачасем пĕвене пулă тытма пынă иккен. Вĕсенчен пĕрин вăлти шыва ӳкнĕ, пĕчĕкскер ăна илме аннă та чăмнă. Сивĕре хăвăрт вăйсăрланнă. «Ултă çултанпах спортпа туслă эпĕ. Вăл пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Дзюдо тата самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларăм. Атăлçи округĕн тата Раççей чемпионачĕсенче призер пултăм, çавăн пекех тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăнтăм», — каласа кăтартрĕ Александра. Училищĕрен вĕренсе тухсан хĕр МЧСа ĕçлеме каясшăн. Ырă чунĕ çынсене пулăшма туртăнать ахăртнех. Ашшĕ-амăшĕ ăна тивĕçлĕ воспитани пани сисĕнет. Инкеклĕ лару-тăрура çухалса каймасăр паттăрла ĕç туни пысăк хисепе тивĕç.
Ирина ПЕТРОВА.
Сергей АРШИНОВ, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пĕчĕк кимĕсемпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн центрĕн аслă инспекторĕ:
— Кĕркунне шыв кунран-кун сивĕнсе пырать. Унта чăмсассăн ишме пĕлекен çын та хăй тĕллĕн тухма вăй çитереймĕ. Шыв-шурта хăйне мĕнле тытмалли йĕркене çирĕппĕн пăхăнмалла. Ачасене шыв хĕррине пĕччен ямалла мар. Александра çав арçын ачашăн пирĕшти вырăнĕнчех пулнă. Харсăр та вăйлă хĕрпе мухтанатпăр. Шкул архивĕнчи сăн ӳкерчĕк. Вăл спортра пысăк çитĕнӳсем тăвасса, пирĕн йыша кĕрессе шанатпăр. <...>
♦ ♦ ♦
Турникрен хăрах алăпа туртăннă
Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Карпов — кире спортĕнчи паллă ят. СССР спорт мастерĕ Раççей, Совет Союзĕн чемпионачĕсенче, Тĕнче кубокĕнче малти вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех Юрий Михайлович спорт ветеранĕсен ăмăртăвĕсенче те пысăк çитĕнӳсем тунă: çĕршыв, тĕнче, Европа чемпионачĕсенче пĕрремĕш пулнă, тĕнче рекордне çĕнетнĕ. 1995 çултанпа пĕр улшăнмасăр Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пырать.
1955 çулта Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш ялĕнче çуралнăскер ачаранах спортпа туслă. «Чупма юрататтăмччĕ, вăрăм дистанцисене ытларах килĕштереттĕм. Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ чухне Николай Мальков учитель штангăпа питĕ кăсăкланатчĕ. Вăлах — Елчĕкре йывăр атлетикăпа кире пуканĕн секцине пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Шкул коридорĕнчех штанга ларатчĕ. Пур ача та унта пухăнатчĕ. Аслисем штанга йăтнине пăхаттăмăр. Пурин те çĕклесе пăхас килнĕ ахăртнех. Вĕсенчен тĕслĕх илсе эпир, хамăр кас ачисем /вĕсем 20 яхăн та пулнă/, трактор ураписене лумпа çыхăнтарса штанга тунăччĕ. Каçченех аппаланаттăмăр вара унпа, тимĕр сасси урамĕпе сарăлатчĕ. Тĕрлĕ виçеллĕ кире пуканĕсем те пурччĕ. Вĕсене те черетленсе çĕклеттĕмĕр. Хамăр тĕллĕнех, аслисем кăтартса пымасăрах. Мĕнлерех йăтмаллине пĕр-пĕрне вĕрентеттĕмĕр. Космос çарĕнче службăра тăтăм. Спортзалта кире пуканĕсем те пурччĕ. Кашни кун тренировкăна çӳреттĕмĕр. Салтака кайиччен эпĕ 58 килограмм таяттăмччĕ, киле 78 килогрампа таврăнтăм. Анне тирпейлĕн упранă тумтир пĕри те юрамастчĕ. Кунта тӳрех çакна каламалла: мăнтăрланнипе ӳт хушман, тренировкăсенче кĕлеткене тĕреклетнĕ. Пирĕн рота командирĕ эрменччĕ. Лутраскер пулин те спортпа питĕ туслăччĕ. Турник çинче упăте пек явăнатчĕ. Штангăпа кире пуканне те хăпăл-хапăл йăтатчĕ. Пирĕнтен те çирĕп ыйтатчĕ. Турникран хам та пĕр алăпа 11-12 хут туртăнаттăм», — аса илчĕ Юрий Карпов. Салтакран таврăнсан каччă Шупашкарти агрегат заводне ĕçе вырнаçнă. Унта Елчĕк тăрăхĕнчи яшсем те нумай пулнă. Штанга йăтассипе спорт мастерĕсем Николай Кутузовпа Владимир Тимошкин ĕçленĕ. «Пурте тренировкăна çӳретчĕç, эпĕ те вĕсемпе пĕрлех. Завод çумĕнчи спортзалта хатĕрленсех кăтартусем çултан-çул ӳссе пычĕç. 1984 çулта пĕрремĕш хут республика ăмăртăвне хутшăнтăм, ун чухне 32 килограмлă икĕ снаряда 26 хут йăтрăм, тепĕр çул — 47, виççĕмĕшĕнче 90 хут тĕртрĕм. 1987 çулта Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтертĕм. Унта икĕ снаряда кăкăр çинчен 130 хут тĕртрĕм, тепĕр çул — 140 хут. 1989 çулта çĕршыв чемпионатĕнче мала тухрăм, 1990 çулта Совет Союзĕн чемпионатĕнче виççĕмĕш пултăм. Çитĕнӳсене кура завод директорĕ Олег Волков мана уйрăм секци йĕркелеме сĕнчĕ. Хăй те спорта çывăх çынччĕ, бокспа туслăччĕ. Секцие республикăри кире пуканĕ йăтакан атлетсене пухрăмăр. Çав вăхăтри спортсменсен йышĕнче заводра конструкторта ĕçленĕ Александр Григорьева, Александр Андреева, СТОн тĕп инженерĕ пулнă Иван Фадеева, Борис Глинкина уйрăммăн палăртса хăварас килет. Пирĕн команда Раççейри ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăнчĕ», — каласа кăтартрĕ Юрий Михайлович. 30 çул каялла вăл спорт федерацийĕн ĕçне кӳлĕннĕ. 1995 çултах Шупашкарта Тĕнче кубокне йĕркеленĕ. 30 çулта 60 ытла çын Раççей спорт мастерĕн, спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативĕсене тултарнă. Çакна та палăртмалла: 2004 çулта пĕрремĕш хут Любовь Эллина /Семенова/ тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Каярах Мария Федорова, Джанита Павлова /Щербина/, Анастасия Александрова тата ыттисем тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрнă. «Хĕрсем тимĕр вăййипе интересленни малтан тĕлĕнтеретчĕ. «Мĕн тума кирлĕ вĕсене çакă?» — теттĕм. Вĕсене шеллеттĕм. Каярах хăнăхрăм. Самана та улшăнчĕ. Хĕрсем те вăйлă пуласшăн, яшсенчен те ирттереççĕ вĕсем. Кире пуканĕ йăтакансен хушшинче пикесен йышĕ сахалах мар», — терĕ вăл. Юрий Карпов пĕр шухăшлисене пĕрле пуçтарма, коллектива пĕтĕçтерме пĕлет. Çавăнпа кашни ăмăрту çӳллĕ шайра иртет. Акă 2013 çулта Раççей кубокне йышăннă. 2015 çулта Шупашкарта тимĕр вăййине юратакансен Пĕтĕм Раççейри конференцине йĕркеленĕ. Чылай шкулта ăс пухакансем кире пуканĕ йăтма вĕренеççĕ, муниципалитетсенче ăмăртусем иртеççĕ. Шкул ачисем çĕршыв спартакиадисенчен парнесемпе таврăнчĕç. Юрий Михайлович каланă тăрăх, пулас чемпиона ача чухнех хатĕрлеме пуçламалла. «Унсăрăн нихăçан та çитĕнӳ пулаймĕ. Спортпа туслă ача нихăçан та киревсĕр ĕçпе çыхланмасть. Усал ĕç тума вăхăт та пулмĕ. Çапла тусан кăна унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Вĕсене тĕрĕс çул çине тăратмалла. Çавăн чухне кăна çĕршыва юрăхлă çынсем пулаççĕ. Тăван республика, тăван çĕршыв, тăван халăх пуласлăхĕ вĕсенче. Çавăнпа паян çамрăксемшĕн пирĕн, çитĕннисен, тăрăшмалла, вĕсемшĕн ĕçлемелле. Шел те, çитменлĕхсем те пур. Хăш-пĕр округра /Пăрачкавра, Комсомольскинче тата Çĕнĕ Шупашкарта/ кире спорчĕпе туслисем çукпа пĕрех. Вырăнти ертӳçĕсем ĕç çине çиелтенрех пăхни, специалистсем çитменни ура хурать», — терĕ вăл. Юрий Карповпа юнашар ырă та пултаруллă çынсем. Пурте спорт аталантăр тесе тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, Петр Сидоров, çамрăк чухне штанга тата кире пуканĕ йăтнăскер, тимĕр вăййине юратакансен ăмăртăвĕсем тата спортсменсем çинчен вун-вун статья çырчĕ, кĕнекесем хатĕрлерĕ. Спорт ветеранĕсене те уйрăммăн палăртса хăвармалла: тĕнче чемпионатĕнче 19 хут çĕнтернĕ Владимир Понихидкин /Канаш хули/, Улатăр хулин Хисеплĕ гражданинĕ Валерий Притуленко, Шăмăршă районĕн Хисеплĕ çынни Владимир Шуряков, Йĕпреçри Михаил Петров, Куславккари Иван Краснов /ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем/, Елчĕкри Олег Федоров тата ыттисем. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин мухтава тивĕç. Вăл вун-вун ăста спортсмена çитĕнтерчĕ. Вĕсен йышĕнче тĕнче тата Европа чемпионĕсем те пур: Александр Павлов, Алексей Иванов... Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацине пирĕн ентеш Сергей Кириллов ертсе пынипе те кăмăллă Юрий Михайлович. РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ спорта аталантарассишĕн чылай ĕç тунине палăртрĕ. Юрий Карпов — «Хыпар» Издательство çурчĕн чи çывăх тусĕ. Хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен турнирăн помосчĕ çинче чылай çул тухнă. Вăлах ăмăрту йĕркелекенĕсенчен пĕри. «Журналистсем хаçат урлă спорта пропагандăланине, уйрăм редакцисем ăмăртусем ирттернине ырлатăп. Ку турнира районсенче те ирттертĕмĕр. Пĕр çулхине Чĕмпĕр те йышăнчĕ. Тĕрлĕ вырăнта йĕркелени хаçат вулаканĕсен йышне ӳстерме, спорта аталантарма май парать», — палăртрĕ спорт ветеранĕ. Пĕтĕм Раççейри турнир кăçал юпа уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртет. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш ачисем Китайра юрланă
«Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» фестиваль çĕнтерӳçисем «Хыпар» издательство çуртĕнче хăнара пулчĕç. Ачасем тĕрлĕ хулара, ют çĕршывсенче пулса курни çинчен каласа пачĕç, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç.
Ку фестиваль 2000 çулта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова пуçарнипе çуралнă. Пĕрремĕш çултах проект ачасене хăйсен пултарулăхне кăтартма май туса панă, Сергей Бреус предприниматель вĕсем валли Раççейри тата тĕнчери сумлă сцена алăкĕсене уçнă. Шупашкар округĕнчи Хыркассинчи искусство шкулĕн директорĕ Людмила Абдулкина «Чăваш Ен ахах-мерченĕ» фестиваль çинчен каласа кăтартрĕ. — Пирĕн ачасем малтан — Раççейри тĕрлĕ хулана, кайран ют çĕршывсене тухма пуçланă. Çĕнтерӳçĕсем Китайра, АПШра, Грецире, Португалире, Грузире пулнă, паллă артистсемпе пĕрле сцена çине тухнă. Ксюша Гришина, тĕслĕхрен, Иосиф Кобзонпа юнашар юрланă, ачасем Елена Воробейпа тĕл пулнă. 2017 çулта фестивале ирттерме пăрахнă. Мана ӳнер шкулĕн директорне çирĕплетсен ĕçтешсемпе ырă йăлана çĕнĕрен чĕртсе тăратас терĕмĕр, Сергей Бреуспа çыхăнтăмăр. Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕпе Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ те çак пуçарăва ырларĕç. Фестивале виçĕ çул пирĕн шкулта йĕркелерĕмĕр. Кăçал ачасене Раççей тулашне илсе тухас йăлана тавăртăмăр. Сергей Николаевич икĕ хĕре Китая çитсе килме май туса пачĕ. Пирĕн «ахах пĕрчисем» Благовещенскра тата Хэйхэре /Китай/ иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XI фестивалĕн «Амурти ачалăх» вокал конкурсне хутшăнчĕç. Дарья Лукина — 12-14 çулсенчисен ушкăнĕнче «Ача-пăча тата çамрăксен юррисем» номинацире, Дарья Моранькова 15-17 çулсенчисен хушшинче «Халăх юрри» номинацире пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç, — пĕлтерчĕ Людмила Евгеньевна. «5 çултанпах тĕрлĕ фестивале хутшăнатăп, «Этномир» этнографи музей-паркĕнче те пулса куртăм. Шăпах çак мероприятисем тĕрлĕ халăха, регионсене пĕрлештереççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр. Благовещенскра иртнĕ «Кăранташ курупки» курав уйрăмах асра юлчĕ. Китайра пире ăшшăн кĕтсе илчĕç, ăсталăх класĕсем иртрĕç. Кашни фестиваль, тĕл пулу, хула чунра юлать», — терĕ Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекен Даша Моранькова. Дарья Лукина çинчен амăшĕ каласа кăтартрĕ. «Даша чиркӳре юрлатчĕ, ăна Сергей Бреус фестивале чĕнчĕ. Унта вăл лауреат пулса тăчĕ. Çакăн хыççăн «Чунга-чанга» ача-пăча пултарулăхĕн фестивалĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Мускавра Юрий Энтин умĕнче тухса юрларĕ, Губаревпа, Эдуард Ханокпа паллашрĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Амурти ачалăх» фестивальте мала тухнине пĕлсен савăнтăмăр. Чи пĕлтерĕшли — туслăх. Ачасем те, аслисем те пĕр-пĕринпе паллашса çыхăну тытаççĕ», — терĕ вăл. Ют çĕршывра хĕрсем китайла темиçе сăмах та вĕреннĕ. Канашри музыка учителĕ Наталья Демина Калуга облаçĕнчи «Этномирта» иртнĕ ретро-фестиваль пирки чарăнса тăчĕ. «Пирĕн квартет уяв валли 15 юрă вĕренчĕ. «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» конкурс çĕнтерӳçисем маларах Китайра та пулса курчĕç, пĕри Магнитогорска кайса килчĕ. Хор коллективĕ Мускав облаçĕнчи Колонтаево ялĕнче пулчĕ, хĕрсем Сергиев Посадра тата Мускавра уçăлса çӳрерĕç. Киле кайма вăхăт çитсен ачасен куçĕ шывланчĕ», — шухăш-кăмăлне ирĕке ячĕ хăна. «2023 çулта Сергей Николаевич «Этномира» кайма сĕнчĕ, эпĕ килĕшрĕм. Унта питĕ интереслĕ, илемлĕ вырăн. Этнофестивальтен савăнăçлă кăмăл-туйăмпа таврăнтăм. Унта виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Наталия Евгеньевна Раиса Сарпи сăввипе çырнă «Чечеклен, чăваш тĕнчи» юрăпа ЮТВ телеканалта клип ӳкертĕмĕр. Вăл нумай вăхăт радиопа та янăрарĕ. 2025 çулта «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» фестивальте Григорий Гладковпа паллашрăм. Квартетпа ретро-фестивале кайса килтĕмĕр. Хĕрсемпе çул çӳреври чи савăнăçлă самантсенчен видеоролик турăмăр. Халĕ эпĕ «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» фестиваль сайтне, социаллă сетьсенчи ушкăнсене тытса пыратăп», — савăннине пытармарĕ Канашри 5-мĕш шкулта вĕренекен Ксюша Алексеева. Çамрăк артистсем ашшĕ-амăшĕ тата педагогсем пултарулăха аталантарма пулăшни, искусствăпа интереслентерни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Эпир шăн çĕре лумпа таккаттăмăр...»
1941 çулхи кĕркунне. Хĕвел тухăç фронтĕнчи лару-тăру йывăр та хăрушă. Сехĕрлентерекен хыпар кашни кун килсе тăрать. Аслă Тĕп командовани ставкинче тата Хĕрлĕ çарăн Тĕп штабĕнче çар пуçĕсем карттăна пăлханса та тимлĕн тишкереççĕ, унта фронт хĕвел тухăçнелле куçса пыни уççăн курăнать.
Хула хыççăн хула юлать
Кăнтăр енче йĕркеленекен лару-тăру уйрăмах хăратать — тăшман Атăл патне çитес хăрушлăх пысăк. Çавна кура, инçетри тылра, Мускавран 800 çухрăмра, тăшмана Атăлçи чĕри патне иртме чарас тĕллевпе Хусан хӳтĕлев чиккине тăвасси çинчен калакан йышăнăва çирĕплетеççĕ. 1941 çулхи юпа уйăхĕ. Мускавра хупăрлав вăхăтĕнчи йĕрке вăя кĕнĕ. Нимĕç çарĕсем çĕршывăн тĕп хули патнелле талпăнаççĕ, фронт линийĕ халь-халь татăлса кайма пултарать. Совинформбюро сводкисенче — пирĕн çарсем хула хыççăн хула хăварнине пĕлтерекен хыпарсем. Хĕрлĕ çарăн Тĕп штабĕнче тата Аслă Тĕп командовани ставкинче нимĕç çарĕсен тапăнăвĕсене палăртакан карттăсем çине пăхса чи япăх сценарисене сӳтсе яваççĕ. Тăшман Мускав çулĕпе иртес пулсан мĕн тумалла? Енчен те вăл кăнтăр-хĕвел тухăç- нелле — Атăлçи чĕри патнелле — пăрăнсан пире мĕн кĕтет? Тăшман Атăл патне, пысăк транспорт çулĕ тата юлашки стратегиллĕ чикĕ çывăхне тухма пултарас шухăш аслă çар пуçĕсене те пăшăрхантарать. Çук, ку сехĕрленӳ мар, енчен те çаплах пулас тăк, çĕршывăмăра çухатасси те инçе маррине лайăх ăнланатăн. Шăпах çавнашкал лару-тăрура, 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, СССР Оборона Патшалăх Комитечĕ «Хусан тата Ульяновск хулисем тавра хӳтĕлев чиккисем тăвасси çинчен» 874-мĕш йышăнăвĕ пичетленсе тухать. Халĕ Раççейри патшалăх архивĕсен чылай материал йышĕнчи çак документ нимĕн тума аптăранăран çирĕплетнĕ йышăну мар пулни паллă. Ăна вăрçăн хаяр саккунĕсем, чи малтанах лару-тăрăва стратегилле хаклама пĕлни, йышăнма хистенĕ. Кунта Хусан хулин пĕлтерĕшĕ те хăйĕн витĕмне кӳнĕ. Çапах та мĕншĕн Хусан-ха? 1941 çулхи кĕркунне тĕлне Хусан Тутар АССРĕн тĕп хули кăна шутланман, вăл оборонăн пысăк пĕлтерĕшлĕ узелĕ, Çĕнтерĕве тылра туптаканĕ тата Атăл патĕнчи юлашки бастион пулса тăнă. Оборона архитектури: лини мар, ункă Сăр хӳтĕлев чиккипе танлаштарсан /ăна Патшалăх Оборона Комитечĕн 1941 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 796сс йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн тунă/, вăл Хусана хĕвел анăç енчен, Чăваш Ен урлă, хӳтĕленĕ. Хусан хӳтĕлев чиккине вара хула çумĕпе, ункă пек тума йышăннă. Тутар Республикин Патшалăх архивĕн докуменчĕсемпе тата çар инженерĕсен отчечĕсемпе килĕшӳллĕн унăн вăрăмăшĕ 331 çухрăма яхăн тăсăлнă. Ăна çурма çаврашка евĕр, Хусана хĕвел анăç, çурçĕр тата хĕвел тухăç енчен çавăрса илсе хальхи Зеленодольск, Çӳллĕ Ту, Питрĕч, Лаиш, Рыбная Слобода районĕсен, çавăн пекех Чăваш Ен территорийĕсем тăрăх туса хатĕрленĕ. Чăваш АССРĕнче хӳтлĕх чиккин стратегиллĕ икĕ лаптăкĕ пулнă: Çурçĕр енчи: Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Улатăр /çурçĕр пайĕ/, Пăрачкав /çурçĕр пайĕ/. Вăл Арзамас хули урлă выртакан Мускава илсе каякан çула хӳтĕленĕ. Кăнтăр енчи: Куславкка, Вăрмар, Тăвай районĕсем. Ку лини пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланнă: вăл Хусан патне пымалли вырăнсене кăнтăр-хĕвел анăç /Улатăр/ енчен тата Хусана каякан Канаш-Красный Узел /Зеленодольск/ стратегиллĕ чукун çула хӳтĕленĕ. Тĕп çул-йĕр патĕнче /тĕслĕхрен, Вăрмар тата Тăвай/ икĕ оборона линийĕ тума палăртнă. Хӳтĕлев чикки темиçе сыпăклă пулнă: танксене иртме чаракан вырăнсем, окопсем, йывăçпа тата тăпрапа усă курса тунă ДЗОТсем, сăнавпа команда пункчĕсем, йĕплĕ пралук карнă чăрмавсем, эскарпсем тата тăшмана чармалли вырăнсем /уйрăмах Чăваш Енри вăрман лаптăкĕсенче/ тунă. Çав сооруженисене мĕнлерех тумаллине кăтартакан çар инженерĕсен схемисем сыхланса юлнă. Строительствăна çийĕнчех пуçăннă. Сăр хĕрринчи хӳтĕлев чикки пекех Хусан хӳтĕлев чиккине те мирлĕ халăх тунă. Документсем палăртнă тăрăх, çав ĕçре 100 пин ытла çын вăй хунă, вĕсенчен 85 проценчĕ — хĕрарăмсем тата çула çитмен ачасемпе ватăсем. Чăваш Енре те ку хисеп пысăк пулнă: Тăвай районĕнче кăна асăннă ĕçĕн малтанхи пайне 8000 ытла çын хутшăннă. Вăрмар районĕнчен — 7500-е яхăн, Куславкка тăрăхĕнчен 6000 ытла çын ĕçленĕ. Çынсене кăна мар, лашасемпе выльăхсене те мобилизациленĕ. Ĕç хатĕрĕсем — кĕреçе, лум, киркка, тачка — çителĕклĕ пулман. Çитменнине, вĕсем тăтăшах юрăхсăра тухнă. Тăпрана саппун е кĕпе арки çине хурса кăларнă. 1941-1942 çулсенчи питех те сивĕ хĕл вăхăтĕнче ĕçлеме тивнĕ. Атăл тăрăхĕнче ун чухне сывлăш температури 40 градусран та сивĕрех тăнă. Ăшă тумтир, апат çитмен. Çынсем çĕр пӳртсенче е çывăхри ялсенче пурăннă, туратсенчен хатĕрленĕ ӳплесенче е кăвайт умĕнче выртса тăнă. Акă еплерех аса илеççĕ хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисем: «Эпир, хĕрсемпе хĕрарăмсем, шăн çĕре лумпа таккаттăмăр. Алă юнланатчĕ, çăм атă йĕпенетчĕ. Сарайĕнче улăм çинче çывăраттăмăр. Инçетри ялсенчен пынă арçынсем вара çĕрĕпех чавнă канавсенче брезентпа витĕнсе выртатчĕç. Çимелли çукран вăй пулман, çапах ĕçленĕ. Фронтшăн, Хусаншăн тăрăшнине пĕлнĕ…» / Тăвай салинчи А.Федорова аса илĕвĕнчен, «Сурский и Казанский рубежи» кĕнекере пичетленнĕ/. «Лашасене те мобилизациленĕ. Манăн Зорькăна Вăрмар çывăхĕнче канавсем чавнă çĕре илсе кайрĕç. Çунасем, кĕреçесем турттармашкăн… Вăл унта ӳксе вилнĕ тетчĕç. Çынсем вара шăнса, тифпа чирлесе пурнăçран уйрăлнă…» /Çĕнĕ Чулкас ялĕнчи Н.Петровран илнĕ интервьюран, Вăрмар музейĕн архивĕнчен/. Тылри çак паттăрлăх «Пурте фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерӳ валли!» лозунгăн тӳрĕ витĕмĕ пулнă. <....>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Хĕрсем йывăрлăха чăтаймасăр таратчĕç»
«Турă вăрăм çул пачĕ те, çаплах пурăнатăп-ха. Паянхи кун та ăс-тăн чиперех, куç курать, хăлха илтет, çӳретĕп. Ӳпкелешмелли çук», — терĕ Анисия Евдокимова.
Елчĕк округĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче кун кунлаканскер чăхсене те хăех апатлантарать, вĕсен картине тасатать. 101 çула çитнĕ тесе калаймăн ăна. Иртнине те лайăх астăвать хĕрарăм. Пурнăç çулĕпе пархатарлăн утса тухнăскер паянхи кун та чун ăшшине, ыр кăмăллăха, юратăва мала хурать. Сăнĕ те çутă та таса. Анисия Антоновна 5 ачаллă çемьере кун çути курнă, вăл асли пулнă. Хĕрачана икĕ шăллĕпе икĕ йăмăкне пăхма шаннă. Йăмăкĕ Ольга Аслă Таяпана качча тухнă, ыттисем пурте — Клавдия, Иван, Василий — тăван ялĕнче пурăннă. Анисия аппан çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Шкулта 7 çул вĕреннĕскер тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ. Иртнине аса илмессерен унăн куçĕ шывланать. «Вăрçă нихăçан та ан пултăр тесе пурăнаттăмччĕ те, паянхи ăру ав каллех унăн çулăмĕнче нуша курать. Хамăр та йывăр вăхăтра\ӳсрĕмĕр çав. Тăхăнмалли те, çимелли те çукчĕ. Хĕл кунĕсем çав тери сивĕччĕ. Вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайсассăн ватти-вĕтти, çамрăксем ĕçе кӳлĕнтĕмĕр. Салтаксем валли тырă, пахча çимĕç, какай, çăмарта пуçтараттăмăр», — терĕ вăл. Анисия аппа ял çыннисемпе пĕрле ырми-канми тăрăшнă. «Пĕтĕмпех фронт валли, йăлтах çĕнтерӳшĕн!» чĕнӳ\пуриншĕн те тĕп вырăнта пулнă. Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен çамрăксене Хусан хули çывăхне çулсем тума янă. Çинĕ-çимен пурнăç, сивĕ кунсем самай тĕрĕсленĕ вĕсене. Тарласа ĕçленĕ хыççăн тумтире типĕтсе тăхăнма майсем те пулман. Çапах тӳснĕ, харсăрлăха çухатман. Аслă Çĕнтерӳ кунĕ çитессе чун-чĕререн ĕненнĕ, шаннă. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш обкомĕ кăларнă указпа килĕшӳллĕн 17 çул тултарнă çамрăксене тата вăйпитти çынсене Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвас ĕçе явăçтарнă. Анисия аппа Улатăр районĕнчи Иваньково ялĕ çывăхĕнче ĕçленĕ. Вăл аса илнĕ тăрăх, лумпа, пуртăпа тата кĕреçепе усă курса кунне виçĕ кубла метр тăпра кăларнă. Çав тапхăрта хĕл питĕ сивĕ килнĕ. Сывлăш температури 50 градуса çитнĕ. Чавнă май тăпра шăнсах пынă. 1942 çулхи ака уйăхĕччен вăй хунă Елчĕк хĕрĕ. Мĕн пур йывăрлăха тӳснĕ вăл. Сăр тăрăхĕнчен таврăнсан колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Çав çулах кĕркунне хĕрсене Владимир облаçне торф кăларма илсе кайнă. Унта та йывăр ĕçре тертленме тивнĕ, çапах чăваш хĕрĕ пĕтĕм вăйне парса тăрăшнă. «Чылайăшĕ таратчĕç, эпир тантăшăмпа çирĕп тăтăмăр. «Таркăн ят илтсе милици аллине лексе намăс куриччен шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçлăпăр, йывăрлăхсене чăтса ирттерĕпĕр», — сăмах патăмăр пĕр-пĕрне. Аслă Çĕнтерӳ кунне те Владимир облаçĕнче кĕтсе илтĕмĕр. Мĕн тери савăнтăмăр çак хыпара илтсен, малашне ырă та лăпкă пурăнасса шантăмăр. Чăн та, шанчăк тӳрре тухрĕ. Мĕн ватăличченех çĕршывра лайăх самана хуçаланчĕ», — сăмах çăмхине сӳтрĕ кинемей. Тăван киле çамрăк хĕрсем 1948 çулта анчах таврăннă. Ялта çăмăлах пулман — çĕршыва ура çине тăратас тесе пĕтĕм вăя хума тивнĕ. 1952 çулта Анисия кӳршĕ каччипе Василий Евдокимовпа çемье çавăрнă. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса\ӳстернĕ. Ывăлĕ Валерий Мускавра метро тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хĕрĕсем Елизаветăпа Галина ялти каччăсемпе пĕрлешсе çемье çавăрнă. Паянхи кун вĕсем — амăшĕшĕн çирĕп тĕрев. Шел те, Анисия аппан мăшăрĕ Василий пичче 2001 çулта çĕре кĕнĕ. Хальхи вăхăтра кинемее хĕрĕсем пăхаççĕ. Çуллахи вăхăтра ывăлĕ Валерий килет, ял сывлăшĕпе савăнать. Хĕлле кинемей хĕрĕсем патĕнче пурăнать, çулла — тăван килĕнче. Евдокимовсен хуçалăхĕ çирĕп те тĕреклĕ, пур çĕрте тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Анисия Евдокимова шкул ачисемпе час-час тĕл пулнă, çитĕнекен ăрăва вăрçă нушипе асапĕ пирки ĕнентерӳллĕн каласа панă. Ырă чун-чĕреллĕ те пархатарлă çынсем пуртан тĕреклĕ те çирĕп пирĕн çĕршыв. Кăмăлне, çирĕп чунне кура ăна пурнăç вăрăм ĕмĕр панă пулинех. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Эпир кашни кун окоп чаватпăр»
Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан центрта «Паттăрлăх урокĕ» иртрĕ. Ăна Ашшĕн кунне халалланă. Шкул ачисем Раççей Геройĕсен ашшĕамăшĕпе тĕл пулчĕç.
Елчĕк районĕнчи Тӳскел ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Петров 2023 çулта паттăр ĕç туса Раççей Геройĕн ятне /вилнĕ хыççăн/ тивĕçнĕ. Елчĕкри шкула ун ятне панă, Паттăрсен аллейинче палăк уçнă. Аслă лейтенанта Мухтав орденĕпе наградăланă. Николай Петровăн ашшĕпе амăшĕ Алексей Витальевичпа Олеся Владимировна ывăлĕ çут çанталăка юратнине, çынсене пулăшма тăрăшнине, çар пурнăçне кăмăлланине палăртрĕç: — Коля ĕçченччĕ, асли пулнă май пире пӳрт тума нумай пулăшрĕ. Вăл вĕренме те, тренировкăна çӳреме те, кил хуçалăхĕнче ĕçлеме те вăхăт тупатчĕ. 7-мĕш класра чухне кире спорчĕпе туслашрĕ. Шкул çулĕсенчех вăл шăпине çарпа çыхăнтарма ĕмĕтленетчĕ, çар училищине вĕренме кĕме хатĕрленетчĕ. Салтак пурнăçĕ Дагестанри çар чаçĕнче пуçланнă. Малтан — взвод командирĕччĕ, кайран ăна рота шанса панă. Унта — 100 яхăн салтакчĕ. Ун чухне вăл 22-ре кăна пулнă. Салтаксем унран аслăраххисемччĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан пире ялан лăплантаратчĕ, окоп чаватпăр тетчĕ. СВОри пирки каласа кăтартмастчĕ. Отпуска килсен те çарташĕсем çинчен шухăшлатчĕ. Вĕсемшĕн яваплăха туйнă. Ачасем каланă тăрăх, вăл хăйĕн çимелли пайне те ыттисене панă, салтаксене тумлантарнă. Отпускра пире вăл е ку ĕçе тума пулăшатчĕ, юлташĕсемпе курнăçма васкатчĕ, пĕрле вĕреннисемпе тĕл пулатчĕ, вĕсем учительсем патне кайса килетчĕç. Экстремаллă лару-тăруран шикленместчĕ, телевизорпа та çавнашкал кăларăмсем пăхма юрататчĕ. Историре йĕр хăварнă паллă çынсемпе интересленетчĕ. Вăл вĕсем пек пулма тăрăшатчĕ. Юр вĕçтерет-и е çумăр çăвать-и — тренировкăна тухатчĕ, ачашланса лармастчĕ. Йывăрлăхран хăрамастчĕ. Унран тĕслĕх илсе йăмăкĕ Дарья, шăллĕ Матвей спортпа туслашрĕç. Пирĕн килте кире пуканĕсем пур. Коля çавăн пекех хоккейла выляма юрататчĕ. Юлташĕсене спортра хавхалантарса тăратчĕ. Шкул олимпиадисене хатĕрленетчĕ. Каçхине кăна киле таврăнатчĕ, ывăнтăм тесе каланине илтмен. Вăл мухтанма юратмастчĕ. Наградисем çинчен те кайран кăна пĕлтĕмĕр. Салтаксене çăлнине паттăрла ĕç тесе шухăшламастчĕ», — терĕç Петровсем. Сăмах май, паттăр ентеш Çĕнтерӳ парадне икĕ хут хутшăннă. Улатăр округĕнчи Ялушево ялĕнче кун çути курнă Александр Старчков та хăйне шеллемесĕр салтаксене вилĕмрен çăлнă. — Шурик тесе чĕнеттĕмĕр ăна. Волейболла, баскетболла выляма юрататчĕ. Ачаранпах çар тумне килĕштеретчĕ. Техникум хыççăн çар ретне тăчĕ, Сывлăш-десант çарĕнче служба тивĕçне пурнăçларĕ. Парашютран пĕрремĕш хут сиксен хăй питĕ хĕпĕртенине шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Çар пурнăçне суйланăшăн савăнатчĕ, СВОна пĕр турткаланмасăрах тухса кайнă. Юлашкинчен килсен вăл пур тăван патне кĕрсе тухрĕ, яланлăхах сыв пуллашать тейĕн. Туйнă, ахăртнех, урăх таврăнмасса. Эпир ăна халĕ те кĕтетпĕр, килсе кĕрессĕн туйăнать, — куççульне шăлчĕç ашшĕпе амăшĕ Иван Николаевичпа Людмила Борисовна. Улатăр паттăрне сума суса хăй вĕреннĕ Чуварлей шкулне ун ятне панă, Тольяттири Çар мухтавĕн аллейинче палăк уçнă. Сăмах май, Старчковсен тепĕр ывăлĕ тата кĕрӳшĕ ятарлă çар операцийĕнче тăшманпа кĕрешеççĕ. Тĕл пулăва Чăваш Енĕн ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хутшăнчĕ. «Ачана пĕр аллинчен — ашшĕ, тепринчен амăшĕ тытать. Атте-анне кашниншĕн — чи çывăх çынсем. Вĕсем урлă ача ырăпа усала, тĕрĕслĕхпе суяна уйăрма вĕренет, Тăван çĕршыва, çуралнă тăрăха юратма хăнăхать. Тăван культурăна, йăла-йĕркене упрасси, иртнĕ вăхăта асра тытасси, пĕр-пĕрне хисеплесси те çемьере пуçланать. Кашни ача чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илет. Вăл епле çын пулассинче те, мĕнле ĕçсем тăвассинче те çемье витĕмĕ палăрать. Тĕслĕхрен, хăравçă паттăр ĕç тăвайĕччĕ-ши? Хӳтĕлевçĕ пулма та ашшĕ-амăшĕ вĕрентет», — терĕ Алена Геннадьевна. Чăваш Енри салтаксен çемйисен комитечĕн председателĕ Ольга Владимирова «Сан паттăрлăхна асра тытатăп, асатте» куравпа паллаштарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă выставкăра СВО паттăрĕсемпе вĕсен аслашшĕ-кукашшĕ сăнланнă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шăннă çĕр улмине те тиркемен
— Аттепе анне ултă ывăл çитĕнтерчĕç. Эпĕ виççĕмĕш. Вĕсенчен пĕчченех юлтăм. 92 çула çитетĕп. Мăшăрăн та пĕртăванĕсем вилсе пĕтрĕç. Ăс-тăн енĕпе аптăрамастпăр, урасем кăна патаксăр утасшăн мар. Иксĕмĕр кăштăртатса пурăнатпăр. Ачасем килсе каяççĕ, — теççĕ Патăрьел округĕнчи Анат Туçа ялĕнче тĕпленнĕ Александрпа Нина Платоновсем.
Ашшĕне чутах персе пăрахман
Александр Куприянович 1934 çулта, мăшăрĕ Нина Федоровна 1938 çулта çак ялтах кун çути курнă. Вĕсем — вăрçă ачисем. Çав вăхăта астăваççĕ-ха ватăсем. — Вăрçă пуçланнă чухне 7 çулти ача пулнă. Пĕрремĕш класа каймаллаччĕ. Ялти арçынсене вăрçа ăсатнине те питĕ лайăх астăватăп. Кĕçĕн шăллăм Валери тин кăна çуралнăччĕ. Атте Куприян Платонович фронта тухса кайрĕ. Вăл Перепелкин хушаматпа çӳренĕ. Ялта Перепелкинсем нумаййипе вăл хăйĕн ачисене Платонов тесе çыртарнă. Тĕрĕссипе, вăрçă вăрăма тăсăласса ун чухне никам та шухăшламан. Малтанхи çул аванах хĕл каçрăмăр. Каярах йывăр пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех ыйткаласа çӳрекенсем пурччĕ. Пире çĕр улми выç- лăхран «çăлчĕ». Ку çимĕç аван çитĕнетчĕ. Атте хыççăн аслă тете Николай, 1923 çулта çуралнăскер, вăрçа тухса кайрĕ. Аннене йывăр килнĕ ĕнтĕ. Хĕрачасем пулманран унпа пĕрле ĕçе çӳреттĕмĕр. Эпĕ 7-8 çулсенчех çурлапа тырă вырнă. Ĕçе ирех тухса каймаллаччĕ. Анне мана шеллесе кăнтăрла çĕмелсем айне выртма ирĕк паратчĕ. Ĕçлеме хăнăхнă эпир. Куншăн пĕрре те ӳпкелешместĕп. Пурăнма вĕреннĕ. Аттепе тете вăрçăран аманса таврăнчĕç. Атте виçĕ вăрçă витĕр тухнă. Тĕнче вăрçинче пулнă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче «шуррисем» патне лекнĕ. «Шуррисенчен» юлташпа Архиппа тарса килнĕ чухне пире «хĕрлисем» тытрĕç. Сутăнчăксем тесе тӳрех стена çумне тăратрĕç, персе пăрахма хатĕрленчĕç. Хамăр ял çынни Захар Мышкин вилĕмрен çăлчĕ», — каласа паратчĕ атте. Ялти шкула çичĕ çул утрăм. Малалла вĕренме шухăшламан. Шăллăмсем вĕренсе пысăк çын пулчĕç. 1953 çулта мана çара илчĕç. Унта епле çитнине аса илсен йĕрес те, кулас та килет. Ун чухне ялтан пире, виçĕ йĕкĕте, ăсатса ячĕç. Канашри призыв пунктне çитрĕмĕр. Унта мунча хутса кĕртрĕç. Вăл вăхăтра пыйтă еретчĕ. Пирĕн тумтире вĕри шывпа пăшăхланă. Кĕсьерен тимĕр укçасене, шăрпăксене кăларăр тесе малтанах асăрхаттарчĕç. Илтменнисем пулнă-тăр. Эпир мунчара чухне пирĕн япаласене вут тивсе илнĕ. Кăшкăрашнипе мунчаран тухрăмăр — пушар сӳнтерекенсем пирĕн тумтире шывпа сирпĕтеççĕ. Пĕрин çанни çуннă, теприн — йĕмĕ. Эпĕ хамăн япаласене аран шыраса тупрăм. Урăх тум çук. Йĕпе, çуннăскерсене çаплипех тăхăнтăмăр. Курасчĕ сирĕн çавăн чухне пулас салтаксене! Çаплипех чукун çул станцине илсе кайрĕç. Хăшĕ-пĕрин япалисем çунсах кайнăччĕ, вĕсене киле ярса тумланса килме хушрĕç. Яшсем савăнсах кайрĕç, улах сăри ĕçсе килетпĕр тесе тăрса юлчĕç. Ыттисене вакуна кĕртсе лартрĕç. Лере çитсен тумлантарчĕç. Эпĕ Дон çинчи Ростов хулине авиаци чаçне лекрĕм. Чăваш ачисем хăть те ăçта та хăйсен ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Хушнине итленĕ. Эпĕ те çаплах пулнă. Çĕнĕ ĕçе çине тăрсах вĕрентĕм. Унтан мана Беларуç Республикине куçарчĕç. Укçа-тенкĕ енĕпе те аптăрамастăм. Ыттисене 120 тенкĕ паратчĕç, пире 400 тенкĕ тиветчĕ. Çапла салтак пурнăçне хăнăхса çитнĕччĕ. 1955 çулта анне питĕ чирлĕ тесе телеграмма килчĕ. Командир отпуска ячĕ. Чăнах та, анне çав тери йывăр иккен. Шупашкарти больницăрах выртать. Илме каймалла. Килтисем Шупашкара кайма укçа çук теççĕ. Ун чухне тӳлеместчĕç, ĕç кунĕсем çырса пыратчĕç. Ман çумра укçа пурччĕ. Аннене илме аттепе тата тетепе кайрăмăр. Ун чухне хальхи пек автобуссем çӳремен. Канаша машина кузовне ларса çитрĕмĕр, унтан пуйăспа каймалла. Хулана каяс текенсен шучĕ те çукчĕ. Пурте çыхăсемпе. Аран-аран хĕсĕнсе кĕтĕмĕр. Пăхатпăр та, хамăр ял хĕрĕ Нина Долгова пуйăса кĕреймест. Вăл ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕренетчĕ. Ăна тетепе иксĕмĕр чӳречерен кĕртрĕмĕр вĕт. Кайран пире тав туса пурăнчĕ. Аннене илсе килтĕмĕр, анчах вăл сывалса çитменччĕ. Отпуск вĕçленсен чаçе таврăнтăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ — анне вилни çинчен пĕлтерчĕç. Пытарма та каяймарăм. Çамрăклах çĕре кĕчĕ. Отпуска килсен улаха кайнăччĕ. Кĕр кунĕсем çитсен ялти çамрăксем ун чухне улах ларатчĕç. Унта пĕр хĕре тĕл пултăм. Хальччен пирĕн касра ăна курманччĕ. Ыйтса пĕлтĕм те кӳршĕ хĕрех иккен — Нина Плешкова. Унччен вĕсен çемйи тепĕр урамра пурăннă, эпĕ салтакра чухне пирĕн каса куçнă. Тӳрех кăмăлларăм. Ку манăн пулать терĕм. Колхоза ĕçе тухсан шăпах Нинăпа пĕр бригадăнах лекрĕм. Çавăнтан туслă çӳреме тытăнтăмăр. Пирĕн килте хĕрарăм çук. Атте тепре авланмарĕ. Аслисем уйрăлса тухнă. Пирĕн пата евчĕсем килме тытăнчĕç. Мана хĕр тупса парасшăн. «Куç хывнă хĕрĕ пур», — тенĕ çаксене атте. Пĕрре вăрмантан таврăнсан атте мана тенкел çине лартрĕ те: «Санькка, авланма вăхăт çитнĕ. Ялтан илетĕн-и е юта каятăн-и — пурпĕрех. Туй-çăнăхта тума йăлтах хатĕр», — терĕ хайхи. Çапла 1958 çулта пĕрлешрĕмĕр. 70 çул çитет пĕрле пурăнма тытăннăранпа. Ун чухне ял канашне тӳрех кайман. 1960 çулта çеç, аслă ывăл çуралсан, ачана ят хума утрăмăр. «Эпир арăмна пĕлместпĕр, хут та çук. Такам ачине ят хуратăн-ха эсĕ», — çапла кĕтсе илчĕç мана ял канашĕнче. Çапла кайса çырăнтăмăр, — каласа кăтартрĕ Санькка тете. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Çынсене вилĕмрен çăлнă Люба-Люда
— Эпĕ хамăн ĕмĕрте виçĕ ватта пăхнă. Питĕ килĕштерсе пурăннă эпир. Качча килнĕ чухне ваттисем хальхи пек ман ӳсĕмри çынсемччĕ. Вĕсемех мана, çамрăкскерне, нумай вĕрентрĕç. Йывăрлăхра пулăшрĕç, — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Шупашкар округĕнчи Шăнкас ялĕнче пурăнакан Людмила Григорьева.
Калча ӳстерет
Людмила Михайловна Патăрьел тăрăхĕнчи Ишек ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шупашкар тăрăхĕнчисемшĕн вăл — Люда. Хут çинче — Людмила, мĕн ачаран ăна килте тата тăван ялта Люба тесе чĕнеççĕ. Михаилпа Зинаида Петряковсен пилĕк ачаллă çемйинче виççĕмĕш хĕр пулнă. Вунă класс хыççăн Шупашкарти коопераци училищине çул тытнă. Унтан вĕренсе тухсан 1988 çулта Шупашкар тăрăхĕнче ĕçлеме тытăннă. 1990 çулта ăна Шăнкас ялĕнчи лавкка заведующине çирĕплетнĕ. Çакăнта вăл пулас мăшăрĕпе Сергей Григорьевпа паллашса çемье çавăрнă. — Сергей çемьере чи кĕçĕнниччĕ. Вăл вăхăтра тĕпкĕчĕн ваттисене пăхмалла пулнă. Эпĕ те авалтан пыракан йăлана хирĕç кайман. Çапла тĕп килте пурăнма тытăнтăмăр. Эпĕ качча пынă вăхăтра хунямапа хуняçа тивĕçлĕ канăва тухманччĕ-ха. Вăй питти çынсемччĕ. Хуняма Роза чаплă штукатур-маляр пулнă. Ялта ун алли тĕкĕнмен кил-çурт юлман та тен. Ачасем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килме пуçларĕç: асли Наталья, тепри — ывăл Саша. Вĕсене пăхма çăмăлтарах пултăр тесе газооператора вĕрентĕм. Шкулта пĕр талăк ĕçлеттĕм, виçĕ талăк канаттăм. Кунашкал йĕрке килти ĕçсене тума май паратчĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаттăмăр. Манăн мăшăр, аграри техникумĕнче вĕреннĕскер, çĕр ĕçне лайăх ăнланатчĕ. Çĕр çинче ĕçлеме тытăнтăмăр. Мăшăр фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕ. Хуняма тăванĕсем çуркунне сутма калча тăватчĕç. Эпĕ те çав ĕçе пуçăнтăм. Малтан хамăр валли çеç ӳстернĕ пулсан каярах сутма тытăнтăм. Чечек, хăяр, помидор, пăрăç тата ытти çимĕç калчине çитĕнтеретĕп. Таçта аякка тухса çӳремен эпĕ. Хамăр тăрăхра та калчасене аванах туянаççĕ. Калча тума та çăмăл мар. Кăрлач уйăхĕнче пуçланать те кĕркунне вĕçленет. Халĕ теплицăсене хĕлле валли тирпейлетĕп. Вĕсене хутса ăшăтатпăр, унсăрăн калчана упрама май çук. Ялта пурăнакан çын çĕр çинче ĕçлемесĕр епле пурăнтăр? Йывăр пулсан та çĕр улмине те, кăшманĕпе кишĕрне те чылай туса илнĕ эпир. Хамăрăн техника та, комбайн та пур. Ку енĕпе мăшăр маттур. Вăл тума пĕлмен ĕç çук. Таврари ялсенчен те ун патне юсама илсе килеççĕ. Калча ӳстерес енĕпе 30 çула яхăн ĕçлетĕп. «Епле ывăнмастăр эсир? Ăçтан вăй-хăват тухать сирĕн?» — тĕлĕнеççĕ çынсем. Ачаранах ĕçе хăнăхса ӳснĕ эпир. Аттепе анне фермăра вăй хуратчĕç. Çавăн пекех вĕсене пай та уйăрса паратчĕç. Эпир, пилĕк ача, ана çумлаттăмăр, çимĕçне кăлараттăмăр. Пиллĕкмĕш класс хыççăн çуллахи вăхăтра Ульяновск облаçне сахăр кăшманĕ çумлама çӳреттĕмĕр. Ăна темиçе гектар лартатчĕç. Унта икĕ эрне ĕçлеттĕмĕр, кайран татах кайнă. Халĕ шухăшлатăп: атте-анне пиллĕкмĕш класс хĕрачине епле кăларса яма шикленмен. Ачалăх — чи хаваслă вăхăт, вăл асра юлмалли самантсемпе пуян. Ĕçре те пиçĕхнĕ, савăнма та пĕлнĕ. Пирĕн ялта вăййа тухатчĕç. Ытти ялта манăçа тухнă тăк пирĕн çав йăлана çирĕп тытса пыратчĕç. Хĕле ăсатни асрах. Пирĕн килте лаша пурччĕ. Тăрантасĕ те хамăрăнахчĕ. Атте лаша кӳлетчĕ, эпир ăна капăрлататтăмăр. Пĕр çулхине юрларăмăр-ташларăмăр, унтан кӳршĕ яла Выçлине 17 лавпа хĕл ăсатма кайрăмăр. Каялла килнĕ чухне: «Пирĕн ял çунать!» — кăшкăрса ячĕç. Лашасене васкатса пырса кĕтĕмĕр. Хамăрпа пĕрле кайнă çыннăнах çурчĕ çунать иккен. Вăл килте виçĕ ачине хăварнă. Пурте унта чупрăмăр. Анчах пӳрт çулăмпа кĕлленчĕ. Мухтав Турра, ачисене пурне те илсе тухнăччĕ. Вăрă хăйне кирлине илсе каять, пушар йăлтах тĕплет тени чăна килчĕ. Ун пек инкек сиксе ан тухтăрах. Халĕ ялсенче хăрушă пулăмсем пирки илтмен. Урамсем те çулсерен илемленсе, çĕнелсе пыраççĕ. Апаш тăрăхĕнче /Шăнкас ялĕ çав тăрăха кĕрет. — Авт./ паянхи кун та Ленин ячĕллĕ колхоз ĕçлет. Ултă яла пĕрлештерсе тăрать вăл. Çĕр ĕçĕпе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те колхоз пысăк çитĕнӳсем тăвать. Фермăсене газпа хутса ăшăтаççĕ, ĕнесене юрă-кĕвĕпе сăваççĕ. Техникăна та çулсерен çĕнетсе пыраççĕ, — калаçу çăмхине сӳтрĕ Людмила Григорьева. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











