Хыпар 78 (28395) № 17.10.2025
Çамрăксене çитĕнÿсем тума хавхалантарать
Олег Николаев «Кĕпĕрнаттăр лагерĕн» ĕçĕпе кăмăллă
Вĕренеççĕ те, канаççĕ те
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен «Кĕпĕрнаттăр лагерĕн» 5-мĕш сменине савăнăçлă ларутăрура хупнă çĕре хутшăннă. Ку смена, «Чемпионсем стартра» ятлăскер, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Росинка» физкультурăпа сиплев центрĕнче уçăлнă, 11-17 çулсенчи 100 ачана пĕр çĕре пухнă. Вĕсем — тĕрлĕ ăмăрту çĕнтерӳçисемпе призерĕсем, культура, ăслăлăх, спорт тата общество мероприятийĕсенче хастарлăхпа палăрнисем. «Кĕпĕрнаттăр лагерĕнче» ачасем вĕренеççĕ те, канаççĕ те. «Ку сменăна 15 муниципалитетри ачасемпе çул çитмен çамрăксем хутшăнаççĕ. «Кĕпĕрнаттăр лагерĕ» Чăваш Енре çавăн пек аталанса пыни савăнтарать. Спорт ачасене пурнăçăн пур сферинче те çитĕнӳсем тума пулăшать. «Кĕпĕрнаттăр лагерĕ» — талантсене аталанма пулăшакан тĕп платформа. Эпир ку проекта «Артек» стандарчĕсемпе пурнăçа кĕртетпĕр. Икĕ çулта вăл Чăваш Енри нумай çамрăка пурнăçри вырăнне тупма пулăшрĕ. Кунта вĕренни-канни вĕсене çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантарать», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Пирĕн республикăра ку проект Олег Николаевăн хушăвĕпе пурнăçланать. 2025 çулта «Кĕпĕрнаттăр лагерĕн» 8 сменинче пултаруллă 800 çамрăк канĕ. Ачасем кунта дистанци мелĕпе вĕренеççĕ, аталанма пулăшакан мероприятисене хутшăнаççĕ. Вĕсем валли оборудованипе пуянлатнă 4 класс хăтланă. Шкул программипе уроксем иртнĕ хыççăн ачасем спорт ăмăртăвĕсене, пултарулăх конкурсĕсене, ăсталăх сехечĕсене, паллă спортсменсемпе, культурăпа наука çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене хутшăнаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев дистанци мелĕпе епле пĕлӳ илнипе паллашнă. Çамрăксем Олег Алексеевича лагерьте вăхăта мĕнле ирттерни çинчен каласа панă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Пур çакăн пек тивĕç – çĕршыва хÿтĕлесси
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Çамрăксене çара ăсатасси, призыв кампанийĕн уйрăмлăхĕсем çинчен Шупашкар хулин çар комиссарĕпе Евгений Карповпа калаçрăмăр.
Призывниксене СВОна ямаççĕ
— Евгений Николаевич, калаçăва нумай йĕкĕте хумхантаракан ыйтуран пуçлар-ха: призыв мелĕпе салтак тумне тăхăнакан çамрăксене ятарлă çар операцине ăсатаççĕ-и?
— Çук, унта каймаççĕ, призыв шучĕпе çар ретне тăракансем служба тивĕçĕсене Раççейĕн кивĕ чиккисенчен тухмасăр пурнăçлĕç. Çĕнĕ территорисем — ЛНР, ДНР, Херсон, Запорожье облаçĕсем — çак шута кĕмеççĕ. Çĕнĕ субъектсен территорийĕнчи пĕр яла кăна неонацистсенчен тасатман пултăр — призывниксем унта лекме пултараймаççĕ, вĕсене çав регионсен тăшманран тасатнă территорийĕсене те ямаççĕ.
— Ку призыв тапхăрĕнче Шупашкартан миçе çамрăка çара илмелле? Унччен, астăватăп, кунашкал цифрăсене уççăн пĕлтеретчĕç, халĕ апла мар пек — вăрттăнлăх-им?
— Пытармалли çук — хальхинче Чăваш Ен тĕп хулинчен призыв мелĕпе вăхăтлăх службăна ăсатмаллисен шучĕ 350 çын патнелле. Çуркуннехи призывринчен кăшт сахалрах, çапах пĕтĕмĕшле илсен ку кăтарту çуллен пĕрешкел — уйрăмлăх пысăк мар.
— Камсене çара илетĕр?
— 18-30 çулсенчи çамрăксене.
— Калама та намăс — эпĕ çакна пĕлмен: эпир çара кайнă чухне, астăватăп, призыв 27 çулчченччĕ. Халĕ тата мĕнле улшăнусем пур?
— Призыв вăхăтне 30 çулччен 2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ӳстернĕ. Ытти улшăнăва илес тĕк — халĕ призыва çар учечĕн пĕрлехи реестрĕпе усă курса йĕркелетпĕр. Çамрăксене электрон повестка паратпăр, çав вăхăтрах хут повестка та вăйра.
— Ăнлантарсамăр: повестка электрон почтăна е Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă килет-и?
— Çар ретне тăма тивĕç кашни çамрăк асăннă реестрта шутра тăрать. Ун ячĕпе Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă электрон повестка яни çинчен пĕлтерекен уведомлени килет. Çыннăн порталта уйрăм кабинет пур-и, унта вăл регистрациленнĕ-и — пĕлтерĕшлĕ мар, повестка ăна панă шутланать. Çакăн хыççăн призывник 20 кунра çар комиссариатне пымарĕ тĕк ун тĕлĕшпе чару мерисем вăя кĕреççĕ. Çав мерăсене федерацин çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен калакан 53-мĕш саккунĕн 7.1 статйинче палăртнă: Раççей тулашне кайма, транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларма, уйрăм предприниматель пулса регистрациленме чараççĕ. Çын çавăн пекех водитель удостоверенийĕ вăйра тăмалли вăхăта тăсма пултараймасть.
Яваплăх çирĕп
— Урăхла каласан, çын çак самантран çар службинчен пăрăнакан шутланать — çапла-и?
— Апла мар, вăл повесткăра кăтартнă вăхăтра çар комиссариатне пыманшăн чару мерисем вăя кĕреççĕ — çавă çеç. Çар службинчен пăрăннăшăн, тарса çӳренĕшĕн вара административлă тата уголовлă яваплăх палăртнă. Административли — саккунлă сăлтавсăр çар комиссариатне пыманшăн явап тыттарса 30 пин тенкĕлĕх таран штрафласси. Уголовлă яваплăх вара, паллах, чылай хаяртарах: 200 пин таран тенкĕрен тытăнса çыннăн 18 уйăхри шалăвĕпе е ытти тупăшĕпе шайлашма пултаракан штрафран пуçласа икĕ çул таран ирĕксĕр хăварасси таранах. Чăн та, манăн практикăра кунашкал преступленишĕн ирĕксĕр хăварнă тĕслĕх пулнине астумастăп — судсем тĕпрен илсен штраф палăртаççĕ. Çакна та калам: уголовлă майпа çапла явап тыттарни вăхăтлăх çар службинчен хăтармасть. Çара каяссинчен тарса çӳренĕскерĕн штраф тӳлеме те, службăна кайма та тивĕ. Тепĕр енчен, çавнашкал преступлени çулĕ çине тăрса çамрăк çын хăйĕнне кăна мар, çывăх çыннисен шăпине те япăх витĕм кӳрет. Çав шутра — çуралса ĕлкĕреймен ачисенне те. Нумай çул иртсен ачисем çар службинче пулни кирлĕ пĕр-пĕр ĕçе вырнаçас тейĕç те — ашшĕ судпа айăпланни вĕсемшĕн хăйсен ĕмĕтне тӳрре кăларас тĕлĕшпе пысăк чăрмав пулса тăрĕ. Çавăнпа та вăл е ку утăма тăвиччен тĕплĕ шухăшламалла.
— Çар комиссарĕсем çамрăксен сывлăхĕ хавшакки пирки каланине час-часах илтме тиветчĕ. Ку енĕпе — призывниксен сывлăхпа çыхăннă юрăхлăхĕ тĕлĕшпе — паян лару-тăру мĕнлерех?
— Сывлăх унчченхинчен япăхраххи халĕ призывниксене кăна мар, пурне те пырса тивет-тĕр. Ку енĕпе те улшăнусем пур — çак призывран каччăсен сывлăх юрăхлăхĕ тĕлĕшпе требованисем кăшт çемçелнĕ.
- Кăштах чирли халĕ çар ретне тăма чăрмантармасть — çапла ăнланмалла-и?
— Апла мар. Унччен, сăмахран, çуркуннехи призывра чир тупса палăртнă çамрăк çынна яланлăхах çар служби валли юрăхсăррисен шутне кĕртнĕ, паян вара хайхи требованисем çемçелнине кура ăна кĕркуннехи призывра çар ретне илме пултаратпăр.
Лайăх шкул, опыт
— Пире ачаранах салтак пулмашкăн юрăхлă пулмалла тесе ăс панă. Çав шутра çарта кирлĕ пулма пултаракан специальноçсене вĕренме те хистенĕ. Халĕ кунашкал йĕрке пур-и?
— Паллах, пур. Паян та эпир яш-кĕрĕме çар енĕпе шута илекен специальноçсене вĕренме сĕнетпĕр — вĕсем çак мелпе усă курма тăрăшни савăнтарать. Ку çамрăксемшĕн хăйсемшĕн те усăллă. Калăпăр, водительсенех илер. Каччăсемпе хутшăннă май час-часах калатăп: ахаль салтак е водитель — уйрăмлăх пысăк. Салтак талăкăн пысăк вăхăтне казармăра ирттерет — унта, ротăра, тĕрлĕ шухăш-кăмăллă 90 çын... Водитель вара — автопаркра, автомобильпе юнашар. Унăн казармăри юлташĕсем пек нарядсене те çӳремелле мар, мĕншĕн тесен кашни самантра çула тухма хатĕр пулмалла. Çар специальноçĕ пурри кайран та, служба хыççăн, пулăшать — ĕçе вырнаçма ансатрах. Çарта водитель пулмашкăн ДОСААФ урлă вĕренме меллĕ. Хăвăр тĕллĕн вĕренес тĕк «С» категоришĕн 50 пин тенкĕ тӳлемелле, унта вара — тӳлевсĕр, тăкаксене Оборона министерстви саплаштарать. Каччăсем груз турттаракан машинăпа çӳремешкĕн «С» тата çăмăл автомобиль рулĕ умне ларма кирлĕ «В» категорисене харăсах вĕренеççĕ те — çапла майпа вăхăт перекетлеççĕ, çийĕнчен «В» категоришĕн те тӳлев енĕпе çăмăллăх илеççĕ. Тепĕр тесен, çар служби хăй те — лайăх шкул, опыт. Ахальтен мар ĕнтĕ чылайăшĕ хăйсене килтен инçетри çар чаçĕсене ăсатма ыйтать — Владивосток, Хабаровск таранах. Çарта мар тăк — унта тата хăçан кайса курăн? Тепĕр енчен, инçетре килшĕн тунсăхласси çăмăлрах теççĕ. Кил юнашар пулсан вара хăшĕсем çывăх çынсем мĕншĕн килсе курмаççĕ текен шухăшпа айкашаççĕ, çавна май «тен, хамăн чупса кайса килес?» текен киревсĕр шухăш çураласси те часах. Çарта пулман çынсем вăй тытăмĕсене, çавнашкал ытти вырăна ĕçе вырнаçаймаççĕ — çакă та çулталăклăх службăпа çыхăннă тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама хистекен самант.
— Çапах та, Евгений Николаевич, нумай çамрăк çар комиссариатĕнчен шикленет пек туйăм пур. Çакă сăлтавлă-и?
— Килĕшетĕп — унашкалли сисĕнет. Çакă çар комиссариачĕсем пирки тĕрĕс мар информаци нумаййипе те çыхăннă. Интернетра тем тĕрлĕ суя та пур вĕт — «сирĕн пата пырсан эсир СВОна ăсататăр» тенине те илтме тивет. Апла мар, çар комиссариачĕсем пуриншĕн те уçă. Эпĕ те, ĕçтешĕмсем те вăл е ку ыйту çуралнă кашни çамрăка йышăнма, итлеме, ăнлантарма хатĕр — кашнинех пулăшма тăрăшăпăр. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Юратусăр пурнăç – çулталăк çуркуннесĕр иртнĕ пекех»
Ăçта çуралнă — çавăнта юрăхлă пулнă. Ку сăмахсене Трак тăрăхĕнчи Шупуçĕнче пурăнакан нумай ачаллă ашшĕ Алексей Кондратьев çинчен каланăнах туйăнать. Алексей Петрович Красноармейски округĕнчи Ашшĕсен союзĕн хастарĕ, ырă кăмăллă, шанчăклă, ăш пиллĕ, тĕллевĕсем патне шанчăклăн утакан, тăван ялне тата çĕршыва юратакан çын. Пĕр сăмахпа, Турă пур енĕпе те çутă панă ăна.
Риммăпа Алексей Кондратьевсем 29 çул пĕрле пурăнаççĕ. Тăватă ачана воспитани параççĕ. Тĕпренчĕкĕсене ĕçе, тăван тăрăха, çут çанталăка юратма вĕрентеççĕ. Çамрăк çемьесене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Сăмах май, кăçал Кондратьевсене Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕнче «Ашшĕамăшĕн мухтавĕ» орденăн медалĕпе чысларĕç. Çак йĕркесен авторне ку çемьере пулса курма тӳр килнĕ, çавăнпа вĕсен пурнăçне, çитĕнĕвĕсене сăнаса пыратăп. Телейлĕ çемьешĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Римма Витальевнăпа Алексей Петрович çемье ăшшине упраççĕ, ламран лама куçакан йăла-йĕркене тытса пыма тăрăшаççĕ. Вĕсен килĕнче юратупа çураçу хуçаланать. «Юратусăр пурнăç çулталăк çуркуннесĕр иртнĕпе пĕрех», — тет çемье пуçĕ. Юрату историйĕ вара çапларах пуçланнă… Алексей Кондратьев Пикшик вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Кӳкеçре водитель, тракторист профессийĕсене алла илнĕ. Унтан çар ретне тăма вăхăт çитнĕ. Хĕсмет хыççăн каччă тăван яла таврăннă, колхозра вăй хунă. «Пулас мăшăрăмпа Чатукасси клубĕнче паллашрăмăр. Вăл Красноармейски округне кĕрекен Çавалçырма ялĕнче çуралса ӳснĕ. Эпир виçĕ çул туслă çӳресен çемье çавăртăмăр. Ывăлпа хĕр çут тĕнчене килчĕç. Кайран, çулсем иртсен, кĕçĕннисем «тупăнчĕç». Аслисемпе кĕçĕннисен хушшинче 20 çул уйрăмлăх. Ачасем, манăн шухăшăмпа, Турă парнисем. Аслисем — Петрпа Татьяна. Ывăлăмăра атте ячĕпе Петр пултăр терĕмĕр. Шел, атте пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Хĕрĕмĕр Татьяна кунĕнче, кăрлачăн 25-мĕшĕнче, çут тĕнчене килчĕ. Çавăнпа Татьяна ят патăмăр. Ятсене мăшăрăмпа пĕрле суйланă, килĕшсе, калаçса хунă. Иккĕмĕш хĕрĕмĕр валли те ят тупасси йывăр пулмарĕ. Екатерина Алексеевна! Питĕ янăравлă илтĕнет, ячĕпе ашшĕ ячĕ килĕшсе тăнăн туйăнчĕ. Ваня — анлă сарăлнă ят. Юмахсенче кĕçĕн ывăл яланах Иван ятлă. Çавăнпа пирĕн те Ваня пултăр терĕмĕр. Ваня халĕ 3-мĕш класра вĕренет. Катя 2-мĕшне каять. Ачасене тăваттăшне те пĕр пек юрататăп. Петя Пикшик шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх аграри университетĕнчи агрономи факультетĕнче пĕлӳ илчĕ. Унтан магистратура хыççăн аспирантура пĕтерчĕ. Халĕ Мускавра пĕр фирмăра хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет. Петя хăйĕн ăраскалне тупнă, çемье çавăрнă. Татьяна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлĕвне тарăнлатрĕ. Вăл — пуçламăш классен вĕрентекенĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Алексей Петрович çемйи пирки каласа пама ыйтсан. Алексей Кондратьев арçын тивĕçне йăлтах пурнăçланă темелле. Салтакра пулнă, вунă çул каялла çĕнĕ çурт лартса пурăнма куçнă, икĕ ывăл çураттарнă. Çемьере тĕпкĕч пулнă май яла юлнă, кил вучахне сӳнме паман. Ăна халĕ те упраса пурăнать. Кĕçĕн ывăлĕпе хĕрне воспитани парас тесе тĕрлĕ мероприятие, ялти субботниксене илсе çӳрет. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк таврашне, Шупуç çăл куçĕ çывăхĕнчи вырăна пĕрле тирпей-илем кĕртнĕ… «Манăн Ванюка яла хăварас кăмăлăм пур. Ял пурнăçне юратма хăнăхтарас тетĕп. Ачасене хамăр тăрăхри илемлĕ вырăнсене кăтартса çӳретĕп. Тĕрĕссипе, тăватă ача пулнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Вĕсем — пирĕн чун илемĕсем! Аслисем тухса кайнă пирĕн йăваран, кĕçĕннисем тунсăхлама памаççĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи. Алексей Кондратьев паян автомобильсен заправка станцийĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ Шупашкар округĕнче вырнаçнă пĕр фермăра машинăпа сăвакан операторта тăрăшать. Алексей Петрович маларах Шупуç, Вăрманкас тата Туканаш ялĕсен старостинче вăй хучĕ. Виçĕ ял хăтлăхĕшĕн, илемĕшĕн чылай ĕç турĕ. Пĕлтĕр республикăра «Чи лайăх староста» ята тивĕçрĕ. «Халĕ пирĕн ĕмĕт — кĕçĕннисене ура çине тăратасси, аслисенчен мăнуксем кĕтетпĕр. Вĕсене часрах курас килет. Яла юлнăшăн савăнатăп. Маншăн ялтах лайăх. Тăван киле мĕнле пăрахатăн? Аттепе анне мана мĕн ачаран яла юлма хатĕрленĕ. Çав йăла-йĕркене манăн малалла тăсас пулать. Ялта хама ирĕклĕ туятăп. Кунта уçă сывлăш. Çут çанталăкпа килĕшӳре пурăнатăп. Пахчара ĕçлеме питĕ юрататăп. Çемьере кам хуçа-ши пирĕн? Эпир ĕçсене иксĕмĕр пĕрле калаçса, килĕшсе тăватпăр. Пĕр-пĕрин сăмахне итлетпĕр, пĕр-пĕрне хисеплетпĕр. Пĕр шухăшлă пулма тăрăшатпăр. Ачасем иксĕмĕре те пĕр пек юратаççĕ, уйăрмаççĕ пек туйăнать. Çемьепе яланах пахчара пĕрле ĕçлетпĕр. Ачасене ĕçрен пĕртте хăвармастпăр. Хăйсем те пулăшма тăрăшаççĕ. «Атте, мĕн тумалла пирĕн?» — теççĕ. Çавăн пекех çемьепе çут çанталăка тухма кăмăллатпăр. Ачасемпе Шупуç пĕвине пулă тытма çӳретпĕр. Анне, ачасен асламăшĕ, Ямайкассинче пурăнать. Вĕсем патне тăтăш хăнана каятпăр. Ăрусен çыхăнăвĕ çирĕп пултăр тетпĕр», — чунне уçрĕ Алексей Петрович. Ача, ывăл пуласси лайăх. Упăшка, ача ашшĕ пуласси вара питĕ пысăк яваплăх пулнине пытармарĕ вăл. «Ачасене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерессишĕн, пурнăç çулĕ çине тăратассишĕн нумай вăй хумалла. Атте ятне илтни — пысăк телей. Нумай ача ашшĕ пулни — темиçе хут пысăкрах телей. Сăмахпа каласа ăнлантарма çук туйăм ку. Аслисемпе кĕçĕннисен хушшинче пысăк уйрăмлăх пулсан та вĕсем пĕр-пĕрне питĕ килĕштереççĕ. Кĕçĕннисем пиччĕшĕпе аппăшĕ аякра пулнăран питĕ тунсăхлаççĕ. Телефонпа шăнкăравласа калаçаççĕ, çыраççĕ. Аслисем киле килсен пирĕншĕн пысăк уяв, савăнăç. Мăшăрăм ятарласа кукăль, пицца пĕçерет. «Пысăк çемьене тытса тăма йывăр мар-и?» — тесе ыйтаççĕ хушăран манран. Эпир йывăрлăхран хăрамастпăр. Ашшĕ кунне, Амăшĕн кунне, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен тата Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕсене çемьепе уявлама тăрăшатпăр, пĕр-пĕрне парне паратпăр», — паллаштарчĕ çемье пуçĕ. <....
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Пирĕн кучченеç çĕршыв хÿтĕлевçисен чунне ăшăттăр»
Халăхăн пурнăç тата ĕç условийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесси, професси ăсталăхне аталантарма, çитĕнекен ăрăва пахалăхлă пĕлӳ илме кирлĕ майсем туса парасси — патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Паянхи кун çамрăксем яла юлни, унтах çемье çавăрни, хăйсен ĕçне пуçарни питĕ паха. Шăпах хĕрупраçпа яш-кĕрĕм хăйĕн пурнăçри вырăнне тупчăр тесе çĕршывра тата пирĕн республикăра тĕрлĕ программа йышăнаççĕ.
Паянхи номерте манăн Елчĕк округĕнчи теветкеллĕ те тăрăшуллă çамрăк предприниматель Илья Григорьев пирки çырса кăтартас килет. Вăл алкоголь шĕвекĕ шутне кĕмен пылак тата ĕçмелли таса шыв туса кăларать, тавар туянакана пысăк пахалăхлă продукцин анлă ассортиментне сĕнет. Елчĕк лимоначĕ çинчен Чăваш Енре анчах мар, кӳршĕллĕ Тутар Республикинче те лайăх пĕлеççĕ. Илья Григорьев – предпринимательсен йăхĕнчен. Унăн ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕасламăшĕпе кукашшĕ-кукамăшĕ те, çывăх тăванĕсем те – усламçăсем. Илья 1996 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шкул хыççăн вăл пĕр хушă ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн пайĕнче ĕçленĕ. «Службăна юрататтăм, ĕçшĕн халь те кăшт тунсăхлатăп, ĕçтешĕмсене питĕ хисеплетĕп», — аса илет çамрăк. Вăхăт иртнĕ май каччă бизнес çулĕ çине тăнă, лимонад кăларма тытăннă /сăмах май, маларах вăл çакнашкал производствăра ĕçлесе курнă/. 2022 çулта Илья ятарлă конкурсра «Колăпа» «Фантăна» улăштаракан алкогольсĕр шĕвексем кăларас енĕпе бизнес-проект хатĕрлесе 500 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕ ăна пысăк тепĕр утăм тума май панă — вăл гранта чĕр тавар илме тăкакланă, производствăра шыв тата газировка кĕленчисем «вĕрсе» кăлармалли 125 пин полимер хатĕрĕ туяннă. Савăтсене те, тултармалли шĕвеке те цехра хатĕрлеççĕ. Илья Алексеевичăн бизнесĕн уйрăмлăхĕ — тĕрлĕ округра вырнаçнă ĕçмелли шыв точкисем. Çакă клиентсен йышне ӳстерме май парать. «Манăн бизнес» центр пулăшнипе Илья Григорьев Елчĕкре тата Патăрьелте таса шыв сутма вендинг аппарачĕсем туянса вырнаçтарнă. Цехра ĕç кал-кал пырать, кунта куллен сахал мар савăт лимонад тухать. Илья маркетингпа продукцие сутас ыйтусене хăй çине илнĕ. Ăнăçлă ертсе пынăран лимонад тăвакан предприяти тивĕçлĕ аталанать. Патшалăхран пулăшу илнĕ çамрăк çĕршывăн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен те айккинче юлмасть — ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли волонтерсем урлă апат-çимĕç, пылак тата таса шыв ăсатсах тăрать. Сăмах май, Илья Чăваш Енрен ятарлă çар операцине чи малтан пулăшма тытăннă усламçăсенчен пĕри, газлă шĕвекĕсене «Z» паллăпа кăларнă, этикеткăсем çине «Zа Победу, Zа Правду, Zа Героев» сăмахсем çырнă. Тăван вырăнсенчен аякра çапăçакан чылай салтакшăн çак напитоксем чăн çăлăнăç пулса тăраççĕ, çар условийĕсенче те тăван округ, çемье вучахĕн ăшшине туйма пулăшаççĕ. Салтаксем çакна питĕ хаклаççĕ, уйрăмах — çуллахи шăрăх кунсенче. «Пылак шыв ăша кантарнипе пĕрлех чуна ăшăтать», — палăртаççĕ вĕсем. Чăн та, тăван тăрăхран килнĕ кашни япала хаклă ентешсемшĕн. «Эпĕ çар тивĕçне Хура тинĕс флотĕнче пурнăçланă, аякри вырăнта лайăх палăракан тăванлăх туйăмне аван ăнланатăп. Казармăна пĕрремĕш хут килсен çар простынĕсем çинче «Шупашкар трикотажĕ» пичете курсан чуна сăмахпа каласа ăнлантарма çук ырă туйăм çавăрса илчĕ, лăплантарчĕ. Ют вырăнта чухне юнашар тăван тăрăхри япала пурри тем пекех хаклă, — каласа парать Илья Алексеевич. — Салтаксене вăй пур таран тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшатăп. Шыв янипе пĕрлех ытти хатĕре те туянатăп. Вĕсем ыйтнипе квадрокоптерсем те ярса пама май пулчĕ. Пулăшнă чухне яланах çак ӳкерчĕксене куç умне кăларатăп: вĕсен кашни саманчĕ хăрушлăхпа çыхăннă, кирек хăш вăхăтра та вилĕм аллине лекме пултараççĕ. Эпир ăшă çĕрте пулсан, салтаксем куллен сивĕ те нӳрлĕ окопра /унта 5 минут тăрасси те çăмăл мар, вĕсем вара ир те, каç та çавăнта/. Тăван тăрăхра хатĕрлесе парса янă напитока ĕçни пăртак та пулин чунĕсене ăшăтасса шанатăп. Çамрăк предприниматель пулăшу ыйтакана нихăçан та хирĕçлемест, çынсене инкекре пăрахмасть. Интернет уçлăхĕнче пысăк хăвăртлăхпа сарăлнă Сергей Лекеровпа Данила Зайцев юрăçсен «Елчĕк — Патăрьел» клипне кăларма та тӳпе хывнă вăл. Кире спорчĕ енĕпе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççей турнирне хатĕрленсе ирттерес ĕçре те пулăшу аллине тăсрĕ. Илья Алексеевич хăй тунă çитĕнӳсемпе лăпланса лармасть. Газлă пылак шĕвексем туса кăларас ĕçе татах анлăлатасшăн вăл. Предприниматель палăртнă тăрăх, онлайн суту-илӳ рынокĕ хăвăрт аталаннă май паянхи самана ыйтакан технологисен мĕн пур майĕсемпе анлăн усă курмалла. Илья Григорьев общество ĕçĕнче те хастар. Вăл — Чăваш Республикин ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марат Михайлов ертсе пыракан «Опричники» мотоклубăн хастар членĕ. Организацин тĕп тĕллевĕ — мотоциклсемпе хăрушсăр çӳрессине пропагандăласси. Унăн йышĕнче — йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем-байкерсем. Мото-опричниксем çамрăксемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, соцсетьсенче пабликсем ертсе пыраççĕ, çапла майпа çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма чĕнсе калаççĕ. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Сиккассинчи Илле Пайташ
Эпĕ мĕн ачаран кĕнеке вулама юратнă. Канаш районĕнчи (халĕ округ) Сиккассинче вĕреннĕ чухне шкулти çеç мар, ял библиотекине те çырăннăччĕ. Вăл Вăрăм шывĕ хĕрринчи йывăç клубра вырнаçнăччĕ.
Ачалăхри тĕллеве пурнăçларăм
Пĕррехинче библиотекăра сĕтел хушшинче çĕнĕ кĕнекесене уçкаласа ларнă чухне хаçат подшивкине асăрхарăм. Хăш çулхиччĕ вăл – астумастăп. Унта Сиккассинче Вăрăм шывĕ çинче арман пĕви пĕвеленĕ колхозниксен ĕçкинче пулса иртнĕ мыскарасем çинчен çырнă фельетон куç умне пулчĕ. Пĕрре вуласа тухрăм, тепре... Ун чухне пĕтĕм пурнăçа журналистикăпа çыхăнтарасси çинчен чухлама та пултарайман, çапах та сăмахăн илемлĕхне, витĕмлĕхне чĕрепе туйма пултарнă. Авторăн хушамачĕ Пайташчĕ.
Кам-ши вăл, Илле Пайташ? Çавна пĕлес текен туйăма эпĕ пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе упрарăм. Вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа 67 (!) çул иртрĕ. Çак вăхăтра ача чухнех хам ума лартнă тĕллев – Илле Пайташ çинчен тĕплĕнрех пĕлесси – пĕрре те канăç памарĕ. «Унăн хĕрĕ Елена Павлова Сиккассинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет вĕт», – терĕ мана Сиккассинчи территори пайĕнче ӳĕлĕкхи ял КанашĕӲ тăрăшакан Ирина Андреева.
Паллах, ку хыпар мана савăнтарчĕ. Елена Павловăпа шкулта тĕл пулса калаçрăмăр.
– Елена Ильинична, аçун «Пайташ» псевдонимĕ мĕне пĕлтернĕ-ши?
– «Ку сăмах ют чĕлхерен кĕнĕ, икĕ пайран тăрать, «ылтăн пуç» (ăслă çын ĕнтĕ) тенине пĕлтерет», – тетчĕ вăл пире. Те шÿтлесе калатчĕ, те чăннипех сăмахăн пĕлтерĕшĕ ĕлĕкрех атте каланă пекех пулнă? (1982 çулта Мускаври «Русский язык» издательствăра кăларнă «Чăвашла-вырăсла» словарьте» «пайташ» сăмаха вырăсла «соучастник», «сотоварищ» тесе куçарнă. – Автор).
– Аçу Илья Иванович Сиккассинче çуралса ÿснĕ, аннÿ те ку ялсемех пулнă-и?
– Çук, пирĕн анне Матрена Павловна, Çатăрка Çырминчен пулнă. Çывăх çыннăмсене Çатăркаран Сиккассине качча килнĕ хĕрарăм паллаштарнă. Эпир ача чухне атте колхоз пахчинче хуралта тăратчĕ, бригадирта та ĕçлетчĕ. Çамрăк чухне республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат редакцийĕнче тăрăшни пирки те каласа паратчĕ. Пĕрре «Сталин» сăмахра «т» вырăнне «р» сас палли кайнă та, çавăншăн такама ĕçрен кăларнине калатчĕ. «Çав çын хăв пулман-и?» – тесен, – «Çу-у-к, эпĕ ма-ар!» – тетчĕ аллине сулсах. Вăл пĕрмаях темĕн çыратчĕ. «Мĕн çыратăн-ха?» – тесе пырса пăхсан пире «Ан кансĕрлесе çÿрĕр», – тетчĕ. «Хут вараласа ларан!» – тесе вăрçатчĕ ăна анне. Ун чухне вĕреннĕ çынсем çукрах пулнă ахăртнех. Атте патне пенсие тухма хатĕрленекен ватăсем документсем шыраттармалли хутсем, заявленисем çыртарма пыратчĕç. Пĕрремĕш пенси илсен киле килсех ăна тав сăмахĕсем калатчĕç. Шел, аттен ĕмĕрĕ вăрăмах пулмарĕ. Вăл 1920 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă та 1981 çулта çĕре кĕчĕ. Пирĕн анне вунă ача çуратнă. Тăватă ывăл та ултă хĕр. Эпĕ – саккăрмĕш.
– Пурте пурăнаççĕ-и?
– Çук çав. Красноярскра пурăннă аппа Римма рак чирĕпе вилчĕ. Кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентнĕ вăл. Тепри – Коля, çамрăклах чукун çул çинче ĕçлетчĕ, сунара кайсан пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕ. 1962 çулта çуралнă тепĕр шăллăм вилни çур çул çитрĕ. Халĕ çиччĕн пурăнатпăр. Ялта – иккĕн: эпĕ тата пичче Толя. Вăл 1953 çулта çуралнă, тĕп килте пурăнать. Тепĕр пичче Канашра тĕпленнĕ. Ыттисем тĕнче тăрăх саланса пĕтнĕ: Мускавра, Тулăра. Пĕри Одессăра пурăнатчĕ те, халĕ Шупашкара куçса килчĕ. Тепĕр аппа та Шупашкарта, çемьеллĕ. Эпĕ хамăн пĕтĕм пурнăçа шкула пилленĕ тесен те йăнăш пулмасть. Учитель стажĕ манăн 45 çула çывхарать. Малтан педучилищĕрен вĕренсе тухрăм, кайран – Шупашкарти пединститутран.
– Сиккасси пысăк, шкула ытти темиçе ялтан та çÿреççĕ. Ачасен шучĕ нумай-и?
– Çитмĕл çиччĕ. Классенче те сахал: чи нумаййи – 12 ача, чи пĕчĕкки – 10-мĕшпе 11-мĕш классенче – икшер вĕренекен. Халĕ çамрăксем хулара хваттер туянаççĕ те пурăнма унта куçса каяççĕ. Çавăнпа ялти ачасен йышĕ çултан-çул чакса пырать.
– Пирĕн вăхăтри ачасен колхоз ĕçне те хутшăнма тÿр килнĕ...
– Çапла, эпир çемйипех кăшман сайралатма, кăларма, хăмла татма, çĕр улми пуçтарма каяттăмăр. Пире ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Аслă аппа каласа панине астăватăп: «Анне кăкăр ачине уя кÿмепе илсе тухатчĕ. Пире ача пăхтарнă, хăй ĕçлетчĕ». Килте шыв пулман вĕт-ха, ирхине тăрсан аякра вырнаçнă тарасаран кайса ăснă. Пысăк хуранпа чей вĕретнĕ, икĕ флягăпа сивĕ шыв, пĕр фляга чей илсе тухаттăмăр уя. Анне чей курăкĕ пуçтарттаратчĕ. Сар çип ути ӳзверобойӲ, шăм-шак курăкĕ тата ыттине типĕтсе хатĕрлесе хунă. Çав чейе тата сивĕ шыва флягăсемпе пиччесем бригадир хушнипе колхоз уйне колхозниксем ĕçленĕ çĕре илсе тухнă. Уншăн бригадир кăштах укçа хушса тÿленĕ ĕнтĕ. Анне ирсерен: «Айтăр, айтăр, ачасем, тăрăр, шыв кайса ăсмалла, чей вĕретмелле», – тесе вăрататчĕ. Вăл вăхăтра пушарсем час-час пулатчĕç, çавăнпа асанне пире каçхине киле шыв ăсса килсе лартмасăр çывăрма выртмалла мар тесе вĕрентнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пÿрт лартма питĕ йывăр пулнă. Пура валли йывăç çыртарма Канаша райĕçтăвкома кайни çинчен каласа паратчĕ анне. Пĕри тухать тет кабинетран, тепри... «Алă пусса пачĕ-и?» – тесе ыйтаççĕ тет кусенчен. «Çук!» Аннен кĕме черет çитрĕ тет. «Мĕнле ыйтупа?» «Манăн вунă ача, çурт лартмалла, ывăл-хĕре урайĕнчен кăна хăпартасчĕ», – тесе каларăм тет. Заявлени çине пĕр сăмахсăр алă пусрĕ тет кабинет хуçи. Анне вăрçă пуçланнă çул Тăвай районĕнчи Эль кÿлли патĕнче шартлама сивĕре 17-18 çулсенчи хĕрсем окоп чавни çинчен каласа паратчĕ. Çăвăнма май пулманнипе çынсем пыйтланса каятчĕç тет. Ĕç çав тери йывăр пулнипе ача кĕтекен хĕрарăмсен хырăм ÿкетчĕ тет. Çак нушана чăтаймасăр хăйсем çине алă хуни те пулнă тетчĕ. Анне каласа панисене хут çине çырса хума тăн çитеймен çав, ĕмĕр пурăнать тенĕ пуль. Кала-кала паратчĕ те тепĕр чухне, «Ай, анне, кăна çĕр хут та каласа панă, урăх аса ан ил-ха, чĕрене ан ыраттар», – теттĕмĕр. Пирĕн ялта Мухина Маня аппа пурăнать, больницăра санитаркăра ĕçленĕ. Тăхăр вун тăххăрта-ши вăл? Паянхи кун та ăс-тăнпа. Хĕрĕпе, ывăлĕпе, кинĕпе пурăнаççĕ. Хăйне окоп чавнă çĕре хутшăнма тÿр килмен пулин те унăн аса илмелли нумай. Шкултан ун патне ачасене Лидия Антонова илсе кайнăччĕ, ветеранăн аса илĕвĕсене ачасем видеопа ÿкерсе илнĕ. Çав урамрах 92 çулти Анна Шпакова патне кĕрсе тухма пулать. Больницăра медсестрара ĕçленĕ. Унăн та аса илсе каласа памалли нумай. <...>
Василий ЛАПИН, Канаш округĕ, Пĕршенер ялĕ.
♦ ♦ ♦
Антон АЛИМОВ: «Ташă – туслăх кĕперĕ»
«Хыпар» хаçатăн паянхи хăни — Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн балет артисчĕ Антон Алимов. Вăл 8 çулта Нинăпа Арслан Вагаповсем патĕнче ташă ăсталăхне туптама пуçланă. Антон Алексей Болдырев ертсе пыракан каскад трюкĕн шкулне пĕтернĕ, республикăри культура училищинчен вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.
— Антон Андреевич, эсĕ хăв та, мăшăру та, аçупа аннӳ те — ташă искусствипе çыхăннă çынсем. Алимовсен династийĕн стажĕ миçе çулпа танлашать?
— Тĕрĕссипе, ку професси ĕмĕрĕ вăрăм мар. Калăпăр, эпĕ 102 çулти врач, профессор операци туни çинчен илтнĕ. 50 çултан иртнĕ ташăçăсем сцена çине тухмаççĕ темелле. Аттепе анне, Роза тата Андрей Алимовсем, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Эпĕ ку коллективра — 14 çултанпа. Мăшăрăм Наталия та çирĕм çул ытла ташлать. Пĕтĕмпе 90 çул.
— Артистсен ывăлĕ-хĕрĕн ачалăхĕ сцена хыçĕнчех иртет пулĕ. Аçу-аннӳпе пĕрле гастрольсене те çӳренĕ ĕнтĕ. Хăш тăрăха, ял-хулана çитни асра юлнă?
— Артистсен пысăк ушкăнĕ виçĕ автобуспа ялтан яла, хуларан хулана çӳретчĕ. Чĕмпĕр, Самар тăрăхĕнчи ялсем халĕ те куç умне тухаççĕ. Ирхине аттепе пĕрле пулă тытма та çӳреттĕмĕр.
— Чаршав хыçĕнчен сценăна сăнанă май мĕнле ташăсем асра юлнă?
— «Çимĕк» ташă ĕмĕрлĕхех чĕрене кĕрсе вырнаçнă. Кăвайтпа тунă ташша та /ятне астумастăп/ манаймастăп. Ку ташăсене чăваш хореографийĕн мэтрĕ Александр Ангаров лартнăччĕ.
— Ташă хусканăвĕсене миçе çулта пĕрремĕш хут тума вĕреннĕ? Аçупа аннӳ эсĕ пысăк сцена çинче ташланине курасшăн пулнă-и е…?
— Ташлас туртăм яланах пулнă. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне аттепе анне Вагаповсем йĕркеленĕ халăх ташшин ансамбльне илсе кайрĕç. «Чи лайăх ушкăн. Кунта чи маттур ачасем ташлаççĕ. Коллектив питĕ туслă», — тесе ăнлантарчĕç. Чăннипех те çапла пулса тухрĕ. Вагаповсем патĕнче ташă культурине, дисциплинине вĕрентĕм. Тĕрĕсрех каласан, хореографи искусствин пуçламăш вăрттăнлăхĕсене алла илтĕм. Халăх ташши — спорт мар, çапах юн тытăмне çирĕплетме пулăшать, тĕрĕс сывлама вĕрентет. Сăмах май, маларах тĕрлĕ чирпе нушаланнă ачасем Вагаповсем патĕнче ташласа сывлăхне çирĕплетрĕç. Унта тĕнчери тĕрлĕ халăх ташшисене вĕрентĕмĕр. Питĕ пархатарлă вĕрентекенсем. Вĕсен умĕнче яланах пуçăма таятăп.
— Хĕрсем çарта пиçĕхнĕ каччăсене уйрăмах килĕштереççĕ. Салтак кунĕсем ăçта иртрĕç?
— Шкул хыççăн хореограф специальноçне алла илтĕм. Çар ансамблĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлама май пуррине малтанах пĕлнĕ. Анчах та унта лекес тесен питĕ «вĕтĕ ала» витĕр тухмалла. Раççей çар ансамблĕн пултарулăх комиссийĕ умĕнче хама тивĕçлĕ кăтартма пултартăм. Дружинин полковник тавра питĕ пултаруллă йĕкĕтсем пуçтарăннăччĕ. Çар ансамблĕн пултарулăх ертӳçи искусствăшăн чунтан çунакан офицерччĕ. Салтакра пĕрле пулнă юлташсем халĕ «Гжель», «Кубань казакĕсем», «Березка», «Пятницкий хорĕ» тата ытти коллективра ĕçлеççĕ. Паян кун та нумайăшĕпе туслă çыхăну тытатпăр.
— Антон Андреевич, сирĕн кумир пур-и?
— Паллах. Халăх ташшин патшалăх академи ансамбльне йĕркеленĕ, коллектива 70 çул ертсе пынă Игорь Моисеев. Шухăшласа пăхăр-ха: 1937 çултан пуçласа 2007 çулччен! Ăна Сталин та питĕ килĕштернĕ теççĕ.
– Хăш халăх ташшисем ытларах килĕшеççĕ? Брейк, твист, ламбада, чечетка ташлатăн-и?
— Мана Аргентина ташшисем килĕшетчĕç. Бал ташшисемпе те кăсăкланнă. Анчах та вăхăт çитменнипе Вагаповсем патне кăна ĕлкĕреттĕм.
— Эсĕ ташлатăн кăна мар, сценарисем çыратăн, фильмсем, клипсем ӳкеретĕн…
— Чăнах та, хăшĕ-пĕри мана ташăçă пек пĕлет. Теприсемшĕн эпĕ — фильмсем ӳкерекен. Ташă ăсти те, фильм ӳкерекен те пĕр çынах — Антон Алимов — пулнине пĕлсен вара питĕ тĕлĕнеççĕ. Пĕррехинче Вагаповсем пире, 10-11 çулсенчи ачасене, «Артека» илсе кайнăччĕ. Унта мана çуралнă кун ячĕпе «Смена» фотоаппарат парнелерĕç. Лагерь юбилейне халалланă мероприятире çак аппаратпа ӳкертĕм. Каярахпа сăн ӳкерчĕксене хам тĕллĕн кăларма та вĕрентĕм. Мана ку ĕç питĕ килĕшетчĕ. Унтан атте «Зенит» фотоаппарат туянса пачĕ. Арçын ачашăн пысăкрах телей пулать-и вара?! Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне аттепе анне Бельги çĕршывне гастроле кайсан видеокамера илсе килчĕç. Вара эпĕ йăмăк çӳрекен ача садĕнче видео ӳкерме пуçларăм. Çавăнтанпа ку ăсталăхпа кăсăкланса кайрăм. Сценарие, паллах, малтанах çырса хуратăп. Ун пек тĕллевлĕ ӳкерме пулать. <...>
Анатолий АБРАМОВ, Зоя ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











