Комментировать

17 Окт, 2025

Икӗ тапхăрпа юсӗç

«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Шупашкарта çул-йĕр тытăмне çĕнетес ĕç пырать. Кăçал Сĕнтĕрвăрри шоссине, Пархоменко тата Станци çумĕнчи урамсенчи çулсене тата Гагаринпа Калинин кĕперĕсене юсаççĕ.

Хальхи вăхăтра Калинин кĕперĕ çинче демонтаж ĕçĕсем пыраççĕ: кивĕ кĕпер çийне сӳтеççĕ, тĕрев пайĕсене улăштарма хатĕрленеççĕ… Объектра 12-16 çынран тăракан бригада тата икĕ единица техника ĕçлет.

Юсав ĕçĕсене икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш тапхăр /кăçалхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çитес çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен/ — кĕперĕн сылтăм çуррине юсасси /Калинин урамĕнчен Воробьев композиторсен урамне куçасси/. Иккĕмĕш тапхăр /çитес çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен/ — кĕперĕн сулахай çуррине юсасси /Воробьев композиторсен урамĕнчен Калинин урамне куçасси/.

Юсав ĕçĕн тĕп тĕллевĕ — çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтересси тата хальхи транспорт пулăшăвне лайăхлатасси. Проекта пурнăçланине тĕрĕслесе тăма хула администрацийĕн пуçлăхĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумне çирĕплетнĕ. Хула çыннисене юхăма йĕркелес ĕçри мĕн пур улшăну пирки массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерсе тăрĕç.

«Хула администрацийĕ водительсене палăртнă чарусене шута илсе хăйсен маршручĕсене малтанах планлама чĕнсе калать», — тет Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Станислав Трофимов.

Аса илтеретпĕр: Калинин кĕперне 1963 çулта хута янă. Вăл тĕп хулари тимĕр-бетон кĕперсенчен чи кивви шутланать. 60 çул ытла «ĕçлет», тĕплĕ юсав пĕрре те ирттермен. Çавăнпа та ăна туллин юсама палăртнă. Каçă тăршшĕ — 114,4 метр.

Тепĕр ырă хыпар: Шупашкарти Благовещени микрорайонĕнче çĕнĕ çул пулĕ — проект патшалăх экспертизи витĕр тухнă. Пасар урамĕнчи 344 метрлă çул лаптăкĕ Н.Рождественский урамĕнчен пуçласа Н.Смирнов урамне çитиччен 1А микрорайона транспорт тата çуран çӳрекенсен çыхăнăвĕсемпе тивĕçтерĕ. Проектпа килĕшӳллĕн асфальтпа бетон сийне хурассине, тротуарсене йĕркелессине, велосипедпа тата çуран çӳремелли çулсем тăвассине, вĕсене çутăпа тивĕçтерессине, çумăр шывне юхмашкăн канализаци вырнаçтарассине палăртнă.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.