Хресчен сасси 38 (3078) № 08.10.2025
«Çĕрпÿ беконĕн» рекорчĕ
«Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 6159 гектартан пухса кĕртнĕ.
31 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç 50 центнер (бункер виçипе шутланă). Ку «Çĕрпӳ беконĕшĕн» — рекорд, иртнĕ çулсенче 47 ц пуçтарса илни пулнă. Кĕрхи тулă 59 центнера яхăн тухăç панă. Танлаштарма: 2020 çулта 57,2 ц. Кăçалхи пысăк тухăç сăлтавĕ мĕнре?
— «Авангардăн» тĕп директорĕ Николай Курчаткин «Çĕрпӳ беконне» çĕнĕ техникăпа, саппас пайсемпе, оборудованипе, бензин-дизтопливăпа, паха вăрлăхпа, минерал удобренийĕпе, сăтăрçăсемпе кĕрешмелли препаратпа, ытти ресурспа çуллен туллин тивĕçтерет, — терĕ филиалăн тĕп агрономĕ Алина Разумова. — Кăçал, вегетацин пĕрремĕш çурри пынă чухне, культурăсене лайăх çитĕнме нӳрĕк самаях ӳкни те пулăшрĕ. Çурхисен вăтам тухăçĕ 46,5 ц. Уя сеялкăпа ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухрăмăр, акана çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче, ытти çулхинчен чылай маларах, вĕçлерĕмĕр. Нӳрĕ тăпрана вăрлăх варăнтарса хăвартăмăр та — калча парка шăтса тухрĕ, çуркунне çумăр çусах тăчĕ. Нӳрĕк çитменрен калча çĕртме-утă уйăхĕсенче иртнĕ çулсенчи пек аптăрамарĕ, çумăр çукаласах тăчĕ. Çапах та уйра çĕр çурăлни нӳрĕк виçи пĕчĕкленнине çирĕплетрĕ. Тĕш тырă культурисене филиалра минерал удобренийĕпе кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах апатлантартăмăр. Акма хатĕрленĕ чухне вăрлăха маларах шăтма пулăшакан биорегуляторпа тата сăтăрçăсене пĕтерекен препаратпа хутăштартăмăр.
Алина Валериевна каланă тăрăх, çурхи ĕçсене хутшăннисем тăрăшса ĕçленĕрен кăçал 18 кунрах акса хăварнă. Ака уйăхĕнче механизаторсене çумăр çуса чăрмантарман, техника çĕмĕрĕлсе ларман, ака комплексĕсем патне вăрлăхпа минерал удобренийĕ вăхăтра çитернĕ.
— Ял хуçалăх çулталăкĕ çăмăллăн иртмерĕ. Тырра пухса кĕртме çумăр чăрмантарсах тăчĕ. 2025 çулччен филиал тырă 30 пин тоннăран ытла пухса кĕртмен, кăçал çав чикĕрен пуçласа иртрĕмĕр. Çурла уйăхĕнче типĕ тăнă тăк тыр-пулăн пĕр пайĕ тăкăнса юлмастчĕ, ытларах пуçтарса илеттĕмĕр. Çулла шарлак çумăрпа çил тырра тĕлĕ-тĕлĕпе вырттарчĕç — вырма йывăрланчĕ. Çанталăк типĕ тăнă чухне лайăхах çапса тĕшĕлерĕмĕр, çумăр чăрмантарма тытăнсан типĕ тăнă кунсенче кашни минутпа усă куртăмăр. Пĕтĕм нӳрĕ тырра сушилкăра типĕтсе склада кĕртрĕмĕр, элеватора ăсатрăмăр. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕччен кĕрхи культурăсене 2718 га акса килес çулхи тухăç никĕсне хыврăмăр. Хура пусăра лайăх шăтса çитĕнеççĕ, тăпрана маларахри культурăсем хыççăн варăнтарнисем тата авăн уйăхĕн пĕрремĕш çурринче акнисем кăшт имшертерех. Калчан кăçалхи вегетацийĕ вĕçлениччен вăхăт пур-ха, çитĕнсе, тымарĕ вăйланса юлатех, — калаçăва хутшăнчĕ филиал директорĕ Юрий Федотов.
«Çĕрпӳ беконĕ» юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче уявлакан Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне çитĕнӳпе кĕтсе илет. Пысăк ӳсĕме «Авангард» обществăн тĕп директорĕ Николай Курчаткин çапла ăнлантарчĕ:
— 2026 çулхи тырă тухăçне те кăçалах хывса хăваратпăр. Юр лариччен ĕлĕкхи пекех çĕре плугпа сухаласа çĕртме тăватпăр, халĕ шăпах çак ĕç пырать. Паллă ĕнтĕ, пĕр культура агротехнологийĕ тепринчен уйрăлса тăрать. Обществăн Тутарстанри çĕрĕнче çуллен акса ӳстерекен сахăр кăшманĕн, сойăн, куккурусăн лаптăкне минерал удобренийĕ кĕркуннех хывса хăваратпăр. Кĕрхи тĕш тырă культурисене вăхăтра акрăмăр, удобренипе çулталăк каяллахинчен лайăхрах апатлантартăмăр. Килес çул мĕнле тухăç илесси çурхи ĕçсен хăш тапхăрĕнче акса хăварнинчен те нумай килет. Кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен акса пĕтерме ыйтатăп. Кăçал акана Тутарстанра та, Чăваш Енри округсенче те çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçлерĕмĕр. Çак ĕçе маларах пурнăçласан вырмана маларах тухатпăр, тырра çанталăк йĕпене кайиччен пуçтарса кĕртетпĕр. Паллах, пирĕнтен килмен сăлтава пула çак йĕрке хăш-пĕр çул пăсăлкалать. Çапах та иртнĕ чылай çулхи çурла уйăхĕ типĕ тăнине астăватпăр. Комбайнсене кăçал Тутарстанра уя утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Енре темиçе кун каярах кăлартăмăр. Вĕсен умне ĕç калăпăшĕ вырман кашни эрнинче вăтамран пĕр пекрех каплантăр тесе культурăсем черетпе ӳссе çитессине унăн пуçламăшĕнче, варринче тата вĕçĕнче пулса çитекен сортсене акса йĕркелетпĕр. Кĕрхи туллăн «Бирюза», «Марафон» сорчĕсене — маларах, «Скипетр», «Ермоловка», «Синева» сорчĕсене вырма варринче пухса кĕртетпĕр. Вĕсем хыççăн комбайнсем урпа лаптăкĕ çине куçаççĕ, ăна пуçтарса илнĕ хыççăн çурхи тулла вырса çапатпăр. «Авангард» обществăн Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш, Патăрьел, Елчĕк округĕсенче 10 пин га çĕр шутланать, кăçал вĕсенче пурĕ 40 пин ытла тонна тырă пухса кĕртрĕмĕр. Вăтам тухăç 50 ц ытла, ку обществăшăн — рекорд. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пин ытла çын ĕçленĕ
«Хресчен сассин» 36 тата 37-мĕш номерĕсенче Çĕмĕрле вăрман комбиначĕпе Куславккари строительство деталĕсен заводĕнче ХХ ĕмĕрте йывăçран тĕрлĕ продукци туса кăларни, темиçе пин çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни çинчен вуларăм.
Çак производство республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Улатăр вăрманлăхĕн директорĕпе Юрий Беляковпа килĕшмесĕр тăраймастăп. «Иртнĕ 30 çулта ку производство сӳнсех пычĕ, Чăваш Енрен турттарнă йывăçран ытти регион продукци хатĕрлесесутса тупăш илчĕ», — тенĕ вăл. Çак сăмахсем чуна ыраттараççĕ. Совет тапхăрĕнче Çĕмĕрлере, Вăрмарта, Шупашкарта сĕтел-пукан туса кăларнă, çĕршывра лайăх сутнă, вĕсенче темиçе пин çын ĕçленĕ. Пирĕн вăрман пĕтĕм территорин 32% йышăнать тесе мăнаçланатпăр, ăна темиçе ĕмĕр пăхса çитĕнтертĕмĕр, паха йывăçа ытти региона парса пĕтертĕмĕр, унпа продукци туса хамăр усă кураймарăмăр. Çак ĕçе нивушлĕ хамăр йĕркелесе яраймастпăр? Иртнĕ ĕмĕрте йăхташăмăрсем унпа хальхинчен нумай лайăхрах усă курнă. Манăн Çĕмĕрлесен тепĕр паха опычĕпе паллаштарас килет. Вĕсем «Большевик» заводра юман хуйăрĕнчен тир тума экстракт хатĕрленĕ. Предприяти вăйлă аталаннă, шел, унтан туса хунă хими завочĕ 1997 çулта панкрута тухрĕ. Хуйăртан янтăланă экстрактпа мадицинăра, апат-çимĕç промышленноçĕнче, уйрăммăн илсен хĕрлĕ эрех тунă чухне, халĕ те усă кураççĕ. Çĕмĕрлере экстракт производствине пуçарма 1928 çулта СССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ йышăннă, завод тума Мускаври «Дубитель» общество саккас панă. Завода Чăваш АССРĕнче мĕншĕн тутарнă? Рабочипе хресченĕн Хĕрлĕ çарне, пулăçăсене, ытти професси çыннисене атă-пушмакпа плащ-куртка нумай кирлĕ пулнă. Завода 1928 çулта тума тытăннă, строительствăна Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Хутар районĕсенчи платниксене, кирпĕч хуракансене, çĕр чавакансене, ытти професси çыннисене явăçтарнă. Кунта ĕç епле пынине республикăпа район ертӳçисем çеç мар, СССР Правительстви те тĕрĕслесе тăнă. Ун чухне Чăваш Енре экскаватор пулман, завод никĕсне яма шăтăк кĕреçепе чавнă, дренаж, складсем, пекарня, пурăнмалли бараксем тунă. Малтан ӳплесемпе çĕр пӳртсенче çĕр каçнă, апат кăвайт çинче пĕçернĕ, тумтире типĕтнĕ. Ĕçлеме шурлăхăн ирсĕр вăрăм тунипе ӳпри чăрмантарнă. Хĕлле тĕп корпуса хăпартнă, оборудовани никĕсне янă, ертӳçĕсемпе специалистсем валли 8 хваттерлĕ 4 çурт çĕкленĕ. Каярахпа 28 çемье валли юман пукансем çине пĕр хутлă барак лартнă. Хĕле кĕриччен хăш-пĕр баракри мăрьесенчен тĕтĕм мăкăрланма тытăннă, анчах кунта ĕçлесе хĕл каçма никам та юлман. Строительство ертӳçисем 1930 çулхи çуркунне ялсенчен çынсене каллех пухнă, хальхинче арçынсем çемйисемпех килнĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕ тĕлне «Большевик» завода туса пĕтернĕ, çуркунне-çулла хута янă. Вăл Çĕмĕрле хулинчи пĕрремĕш пысăк предприяти пулнă. Ун çумĕнче пурăнмалли çуртсем, мунча, «Труд» стадион, футбол тата юрă-ташă лапамĕсем, клуб, социаллă ытти обьект тунă. 1964-1985 çулсенче хими заводĕнче 1000 ытла çын ĕçленĕ. <...>
Владимир АЛЕКСАНДРОВ. Çĕмĕрле хули.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...