Комментировать

25 Окт, 2014

"Юсава хутшăннисене тав тăватăп"

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче муниципалитет районĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттерчĕ. Икĕ канашлура та çут çанталăк синкерĕ кÿнĕ сиене пĕтерес ĕç еплерех пынине тишкерчĕç.

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсемсĕр пуçне ытти тăрăхра пуринче те юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Тепĕр 9,1: ял-поселока /юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи ирхи 7 сехет тĕлне çутăсăр юлнисен пĕтĕмĕшле йышĕнчен/, 5,5: çурта электроэнерги çитермелле. Аварисене пĕтерес енĕпе 44 бригада ĕçленĕ, 76 техникăпа усă курнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство министрĕ Олег Марков иртнĕ талăкра 108 ял-поселока электроэнергипе çĕнĕрен тивĕçтерме тытăннине пĕлтерчĕ. Çанталăк çиллĕ тăнăран линисем татах татăлма, çавăнпа бригадăсен кирек мĕнле аварие те пĕтерме хатĕр пулмаллине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев юр çусах тăнине пăхмасăр федераци, республика тата муниципалитетсен хушшинчи трассăсене вăхăтлă тасатнине пĕлтерчĕ, çапах ял-поселок патне илсе пыракан çулсем пирки апла калаймăн. Чăваш Ен Пуçлăхĕ автомобильсен хуçисен машинисене çул çинех лартса хăварма юраманнине аса илтерчĕ, вĕсем юр тасатакансене чăрмантарма пултараççĕ-çке. Район-хула пуçлăхĕсене ятарлă техника пур пĕтĕм службăна юр тасатас ĕçе явăçтарма сĕнчĕ.

Видеоконференцире район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем халăха ăшă парассипе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕç, чăрмавсене çак кунсенче пĕтерме шантарчĕç.

* * *

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи ирхи 7 сехет тĕлне Муркаш районĕнчи 1 ялта электроэнерги çуккине пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев. Унта 266 çурт, пĕтĕмпе 766 çын пурăнать. Специалистсем кун вĕçлениччен унти халăха та çутăпа тивĕçтерме шантараççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство министрĕ Олег Марков иртнĕ талăкра тунă ĕç калăпăшĕпе паллаштарчĕ, Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче электролинисене юсассине вĕçленĕ. Çапла вара 46 ял-поселок /2118 çурт, вĕсенче 6503 çын пурăнать/ электричествăпа туллин усă курма пултарать. «Атăл çинчи МРСК» АУО генеральнăй директорĕн çумĕ, «Чăвашэнерго» филиал директорĕ Дмитрий Иванов энергетиксем çав ялти юсав ĕçĕсене темиçе сехетре туса пĕтерĕç терĕ. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова аварисене пĕтерме хутшăннисене пурне те кунне виçĕ хут вĕри апат çитернине çирĕплетрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова республикăри сиплев учрежденийĕсем пурте, Муркаш районĕнчи çутăсăр ялти 1 ФАПсăр пуçне, йĕркеллех ĕçленине каларĕ. ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова Муркаш районĕнчи Сосновка шкулĕнчи ачасем каникулта пулнине, кану вăхăчĕ вĕçленсен вĕренме пуçлассине пĕлтерчĕ. Çак пĕлÿ çуртĕнче те, ыттисенче те çутă пур.

ЧР транспорт министрĕ Владимир Филиппов çулсемпе урамсене юртан тасатас ĕç еплерех пынипе паллаштарчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев синкер сиенне пĕтерме хутшăннисене - службăсене, ведомствăсене, юсав бригадисен рабочийĕсене, волонтерсене - чĕререн тав турĕ. Çак ĕçре уйрăмах палăрнисем валли Тав хучĕсем хатĕрлеме сĕнчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.