Комментировать

25 Окт, 2014

«Хыпар» Издательство çурчĕн - çĕнĕ ертÿçĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн должноçне йышăнас тĕллевпе ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Комисси йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн медиа-холдинг ертÿçи пулма Валерий Туркая çирĕплетнĕ. Ĕнер ЧР Информполитика министрĕ Валентина Андреева ăна Издательство çурчĕн ĕç коллективĕпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ ертÿçе ĕçре ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнчех Валентина Владимировна юпа уйхĕн 9-11-мĕшĕсенче пирĕн республикăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума хастар хутшăннă журналистсене - «Хыпар» хаçатăн яваплă секретарьне Федор Чернова, Андрей Михайлов корреспондента тата «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективне министерствăн Тав хучĕсемпе чысларĕ. Хроника пайĕн редакторĕ Роза Власова ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав сăмахне тивĕçрĕ.

Е.АНДРЕЕВ

Пĕлме: Валерий Туркай - Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш тата Тутарстан республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, куçаруçă, РФ Писательсен союзĕн членĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт ЧР Профессионал писательсен союзне ертсе пынă, 1996 çултанпа - Çеçпĕл Мишши фончĕн директорĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн комментарийĕ:

- Валери Туркая эпĕ йĕркеллĕ тата принциплă çын пек пĕлетĕп. Вăл - Чăваш Енĕн, чăваш чĕлхин, тăван историпе культурăн патриочĕ. Унăн ĕç биографийĕнче кун пек яваплă пост пулманран, парламент çамрăк ертÿçĕн ĕçне сăнаса тăрĕ. Республикăри тĕп кăларăмсенчен пĕри - «Хыпар» хаçат - вăл ертсе пынипе çĕнĕ хăват илессе, тĕрĕс тата тулли информаци памалли принципа çирĕп пăхăнасса шанатăп.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.