Комментировать

10 Янв, 2014

Библи сюжетне тĕпе хурса ÿкерет

Нева шывĕ çинчи хулана кайсан Катя Подоплелова /халĕ - Ярмощук/ çыран хĕррипе, урамсем тăрăх тулли кăмăлтан çÿренĕ. Балти сывлăшĕпе сывласа ватă, çав вăхăтрах ялан çамрăк курăнакан Питĕр хулипе киленнĕ.

- Эпир, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика факультечĕн студенчĕсем, çĕр-шывăн çурçĕр тĕп хулине практикăна кайрăмăр, - аса илчĕ Екатерина. - Унти архитектурăна тĕпчерĕмĕр, тĕнчипе паллă ăстасен пултарулăх техникине вĕренмешкĕн музейсене çитрĕмĕр. Çывăхри Петергофа, Павловска кайса куртăмăр.

Питĕрти национальноçсен музейĕнче пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче курав ирттернĕ. Унта Йошкар-Олари ÿнер училищинчен вĕренсе тухнисен ĕçĕсене тăратнă. Вĕсен хушшинче Екатерина Ярмощукăн психологи портречĕн жанрĕпе ăсталанă ÿкерчĕкĕсем те пулнă. Вăл куравсене 2007 çултанпах хутшăнать. Тольяттире йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Ăсталăх пусми» выставкăра Катя икĕ номинацире - «Сăн-питĕн академи ÿкерчĕкĕ», «Портретăн академи живопиçĕ» - палăрнă.

Çÿллĕ шайра иртнĕ олимпиадăра çакăн пек çитĕнÿ ахальтен туман. Çут çанталăк панă пултарулăхсăр пуçне вăл мĕн пĕчĕкрен ăстасен хушшинче çитĕнни те витĕм кÿнĕ-тĕр. Кил вучахĕн управçи - ÿнерçĕ. Вăл хăмана тата тăварлă чустаран хăех хатĕрленĕ пуканесене тĕрлĕ сăрăпа илемлетме юратать. Çемьери аслă хĕр Катя та ÿкерÿпе кăсăкланнă, ку енпе хăй тĕллĕнех аталаннă, ÿнер шкулне пĕтернĕ. Ĕçченскер тĕллев патне çитме яланах ăнтăлнă, çавăнпах мĕн шухăшлани пурнăçланнă.

- Пире Йошкар-Олари ÿнер училищинче тĕлĕнмелле пултаруллă педагогсем вĕрентрĕç, - мăнаçланчĕ Екатерина. - Ÿкерÿпе композици дисциплинине Игорь Мясников ертсе пычĕ. Живопиç вăрттăнлăхне Питĕрти ÿнер академине пĕтернĕ Валерий Чеботкин уçрĕ. Вăл каярахпа Хусанта Харис Якупов мэтрăн пултарулăх лаççинче аталаннă. Университетра та пирĕнпе юнашар чăн-чăн маçтăрсем пулчĕç. Сăмахран, олимпиада умĕн ушкăн ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Анатолий Данилов пирĕнпе çине тăрса ĕçлерĕ. Раççей шайĕнче ирттернĕ куравсенчен пĕринче эпĕ гран-прие тивĕçрĕм. Анатолий Васильевич та виçĕм çул «Кăмăл /натура/ программисемпе усă курмаллине кăтартакан вĕрентÿпе методикăн чи лайăх хатĕрлевĕ» номинацире палăрса гран-при илнĕ.

Екатерина Подоплелова университетра общество ĕçне хастар хутшăннă. 2007 çул хĕршĕн чи ăнăçлисенчен пĕри пулнă. Çав çул вăл живопиç енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурс лауреачĕ пулса тăнă. Тепĕр уйăхран республика шайĕнчи «Çамрăксем тата пултарулăх» фестивальре «Ÿнер пултарулăхĕ» номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ытти конкурсра та палăрнă пике.

- Пĕлтĕр эпир, тăватă студент, паллă ÿнерçĕн мăнукĕн ывăлĕ Костя Кокель, Миша Федосеев, Сережа Аликов тата эпĕ, ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн диплом илтĕмĕр. Манăн квалификаци ĕçĕ - «Соломей ташши». Библи сюжечĕ тăрăх хатĕрленĕ «Ирод патшан ĕçки-çики» ÿкерчĕке вĕренÿ корпусĕнчи экспозицие вырнаçтарнă.

Çамрăк ÿнерçĕ тăван факультетра иккĕмĕш çул ĕçлет. Педагог ĕнентернĕ тăрăх - вăл вĕренÿ вăхăтне студентсемпе ĕçлесе епле ирттермелли программăна хăй хатĕрленĕ. Пĕлÿ пухакансене усăллă сĕнÿ-канашпа яланах пулăшать - хăй те студент ретĕнчен нумаях пулмасть кăна тухнăскер çамрăксене лайăх ăнланать.

Педагогика ĕçĕнчен пушаннă вăхăтра Катя пĕлĕвне тарăнлатать, стенана илемлетессипе аппаланать. Екатерина Валерьевна тĕрлĕ ташăпа та кăсăкланать. Уйрăмах Бразили ташшине /зук/ кăмăллать, ăна хусканусенче кăмăла туллин кăтартма май пуррипе килĕштерет.

Ÿкерчĕкпе искусствăсен теорийĕсемпе историйĕн кафедрин аспирантки /ăслăлăх ертÿçи Ю.Викторов/ психологи портречĕн жанрне ытларах кăмăллать. Истори тата Библи сюжечĕсене тăтăшах аса илет. Екатерина Ярмощук пултарулăхĕнче классика реализмĕн шухăшне тăсни тĕп вырăн йышăнать.

Людмила КУТЬИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.