Комментировать

25 Окт, 2014

Чунри хĕлхем ан сÿнтĕр

Валерий Николаевич Яковлев, СССР халăх артисчĕ, РФ Патшалăх тата ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ 75 çул тултарчĕ. Вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне 35 çул ертсе пырать.

Валерий Яковлевăн - Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче ÿссе çитĕннĕскерĕн - пурнăç шăпи мĕн пуçламăшĕнчех ăнăçлă йĕркеленсе пынă. Вăл МХАТра пĕлÿ илнĕ Василий Орлов курсне /ГИТИС/ лекнĕ, режиссурăна искусство çыннисем лайăх пĕлекен Мария Кнебель патĕнче вĕреннĕ. Çак шкулăн никĕсĕ Яковлевăн спектаклĕсенче яланах сисĕнсе тăрать.

Классика произведенийĕсен шухăшĕсене тарăн уçса панипе пĕрлех хальхи вăхăтри наци темипе те тĕплĕн ĕçлет вăл, истори чăнлăхне нихăçан та сутмасть, халăх кăмăл-сипечĕн, характерĕн паллисене паянхи пурнăç хутлăхĕнче тупать.

Яковлев режиссер, актер пултарулăхĕ пирки «Хыпарта» çырса кăтартнă-ха, ун патне тепĕр хут таврăнма акă мĕн хистерĕ, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче театрта вăл тĕрлĕ çулта лартнă спектакльсен фестивалĕ уçăлчĕ. Ăна Анатолий Чебановăн «Праски кинеми мăнукне авлантарать» музыка камичĕ /Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче 1996 çултанпа пырать/ уçрĕ. Ун умĕн театрăн сцени çине юбиляр хăй - кунта 53 çул ĕçлекен, çав шутра 35 çул театра ертсе пыракан Валерий Яковлев - тухрĕ. Вăл тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников СССР халăх артисчĕ утса тухнă çулпа паллаштарчĕç. Артистăн, режиссерăн - Иçти Валерийĕн - йăх тымарĕ пĕтĕмпех тĕне кĕмен чăвашсене çыхăнтарса тăрать. Юнран юна куçса пынă авалхи йăла-йĕрке. «Ман тĕлте хÿтлĕх тупнăн туйăнать, - тет вăл. - Эпĕ, тавра курăм, пĕлÿ, пултарулăхпа ăсталăх çитнĕ таран, ăна пуянлатма, çĕнĕ вăй кĕртме, куракан патне илсе çитерме тăрăшатăп».

Яковлев тăван театрта 90 ытла спектакль лартнă, 50 ытла сăнар калăпланă. Унсăр пуçне пысăк шайри 120 ытла концерт хатĕрленĕ. Унăн пултарулăхĕн пур енне пĕчĕк репортажра уçса параймăпăр. Вăл Театр ĕçченĕсен союзне ертсе пынă, Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕн секретарĕ, «Ылтăн маска» театр конкурсĕн членĕ пулнă. «Мосфильм», ытти киностуди ĕçĕсене чăвашла янраттарма хутшăннă. Сăмах май, Сталина та, Гитлера та чăвашла калаçтарнă.

Юбиляра ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов саламларĕ. Вадим Петрович Валерий Николаевича ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ, Яковлевăн чăваш театрĕшĕн тунă ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Унăн ячĕ тăван халăхăмăрăн мухтавлă ачисен - Иван Яковлевăн, Андриян Николаевăн, Надежда Павловăн, ыттисен - хушшинче сумлă вырăн йышăннине палăртрĕ, чунри хĕлхемне малашне те ялкăштарма сунчĕ.

Сцена асамçине çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов, Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ, хула Пухăвĕн депутачĕ Ирина Клементьева, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев саламларĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.