Çамрăксен хаçачĕ 34 (6585) № 18.09.2025
«Чăваш Ен çĕнелĕвĕшĕн сасăларăмăр»
КОМСОМОЛЬСКИ ТĂРĂХĔНЧИ ИСЛАМПА ДИЛЯРА РАХИМЗЯНОВСЕМШĔН ШĂМАТКУН ПĔЛТЕРĔШЛĔ КУН ПУЛНĂ: ВĔСЕМ ÇĔНĔ ÇЕМЬЕ ÇАВĂРНĂ. ÇАК ПУЛĂМ СУЙЛАВ КУНĔПЕ ПĔР КИЛНĔРЕН ÇАМРĂКСЕМ ЗАГС ХЫÇÇĂН 803-МĔШ СУЙЛАВ УЧАСТОКНЕ ÇИТНĔ.
Иртнĕ эрнере хамăр шухăш-кăмăла палăртса республика пуласлăхĕшĕн пысăк ĕç турăмăр. Пирĕн çĕршывра нумайăшĕшĕн суйлав пĕлтерĕшлĕ пулăма çаврăннă. Çавăнпа суйлав участокне çемйипе каякан та сахал мар, çав вăхăтрах сасăлава пĕрремĕш хут хутшăнакан та чылай.
Ватăсем патне — киле
Патăрьел муниципалитет округĕнче те суйлав вăхăчĕ тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Пăлакасси ялĕнче пурăнакан Комаровсен виçĕ ăрăвĕ 315-мĕш суйлав участокне çитрĕ. «Пĕр сасăлавран та юлманччĕ. Пирĕн малашнехи пурнăç мĕнле пуласси хамăртан нумай килет», — терĕç Владимир Ивановичпа Татьяна Леонидовна. Суйлав комиссийĕн членĕсемпе сăнавçăсем ватăсем патне киле çитрĕç. Тури Туçара пурăнакан Мария Уткина вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕ. «Сывлăхăм çирĕпрех пулсан участоках çитсе килĕттĕм те. Çамрăк чухне те суйлава сахал мар хутшăннă», — терĕ Мария Сидоровна урнăна бюллетень янă май. Халĕ хирсенче хĕрсех ĕç пырать. Хĕвеллĕ кунсем тăнă чухне кашни кун шутра. Çапах та «хирти ĕç тармасть» тесех суйлав участокне утакан сахал мар пулчĕ. Кам кăна пымарĕ-ши Кивĕ Ахпӳрт ялĕнчи 315-мĕш УИКе? Чăваш эстрада юрăçи Денис Павлов ĕçлеме те, юрлама та, сасăлава хутшăнма та ĕлкĕрчĕ. Тури Туçари Таса Виç ипостаçлĕ Турра асăнса лартнă чиркӳ настоятелĕ Николай Марков протоиерей та суйлавран юлмасть. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем те хăйсен шухăшкăмăлне пĕлтерчĕç. Акă Кирилл Куделин, отпуска яла килнĕскер, суйлав участокне хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçлама çитрĕ. «Пуласлăх хамăртан килет. Кашнин çакна асра тытмалла. Çĕнтерӳшĕн кашнин тăрăшмалла», — терĕ вăл. Чăваш тумĕ илем кӳнĕ Суйлав участокĕсенче пĕрре те кичем пулмарĕ. Хăш-пĕр çĕрте суйлавçăсене юрă-ташăпа кĕтсе илсе ăсатса ячĕç. Акă Нăрваш Иртнĕ эрнере хамăр шухăш-кăмăла палăртса республика пуласлăхĕшĕн пысăк ĕç турăмăр. Пирĕн çĕршывра нумайăшĕшĕн суйлав пĕлтерĕшлĕ пулăма çаврăннă. Çавăнпа суйлав участокне çемйипе каякан та сахал мар, çав вăхăтрах сасăлава пĕрремĕш хут хутшăнакан та чылай. Шăхальти суйлав участокне çамрăк купăсçăсен ансамблĕ илем кӳчĕ. Чăваш тумĕпе килекен те йышлăччĕ. Ку та суйлава уяв сĕмĕ кĕртрĕ. «Ĕлĕк суйлав умĕн аттесем çĕрĕпе çывăрмастчĕç. Урамра кăвайт чĕртсе суйлав участокĕсем уçăласса кĕтсе ларатчĕç. Сăмах-юмах çаптаратчĕç, интереслисем каласа паратчĕç. Чи малтан сасăланă çын питĕ телейлĕ туятчĕ. Эпир вĕсене итлесе ларса çывăрсах каяттăмăр. Халĕ те ура утнă, куç курнă чухне суйлавран юлас килмест. Хамăн юлашки çулсене лайăх пурăнса ирттермелле пултăр тесе сасăларăм», — терĕ Вăтаелте пурăнакан 86 çулти Роза Шайкина. Патăрьел округĕнчи Общество палатин членĕ Антонина Салмина ырă кăмăлпа суйлава килнĕ. Антонина Васильевна Тури Туçари ферма заведующийĕнче чылай çул тăрăшса пысăк çитĕнӳсем тунă. Çавăн пекех ял старостин тивĕçне пурнăçласа хастарлăх кăтартнă. Общество палатин председателĕн çумĕ Николай Ларионов суйлав участокĕнчен çынсем ырă шухăшкăмăлпа тухнине палăртрĕ. — Суйлав процедури уççăн иртрĕ. Общество сăнавçисем кунĕпех «хуралта» тăчĕç. Яланхи пекех эпĕ те гражданла тивĕçе пурнăçласа Чăваш Енĕн чечекленĕвĕшĕн, çĕнелĕвĕшĕн сасăларăм, — терĕ пичет ĕçĕн ветеранĕ, чылай кĕнеке авторĕ Николай Ларионов. Çемьепе — суйлав участокне Шупашкар округĕнче пурăнакан Екатерина Иванова Чăрăшкасси территори уйрăмĕнчи суйлав участокне çемйипе пĕрле пынă. Туслă çемьере 10 ача çитĕнет. Çĕнĕ «кайăк» кил-йыша нумаях пулмасть вĕçсе килнĕ. «Кашни суйлавах хутшăнма тăрăшатпăр. Сасăлав урлă паян эпир малашлăха палăртатпăр», – терĕ 10 ача амăшĕ. Каламалла: Екатерина Иванова хăйĕн çăмăл машинипе СВО салтакĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ леçме темиçе хутчен те çула тухнă. Вăл – Шупашкар округĕнчи «Чăваш Енри чи ырă чĕресем» волонтерсен ушкăнĕн ертӳçи. Чăваш Енĕн пулас ертӳçине палăртма суйлав участокне ятарлă çар операцине хутшăнакан Илья та çитнĕ. Çĕрпӳ каччи «Паттăрлăхшăн», «Жуков маршал», «Çапăçура палăрнăшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакан» медальсене тивĕçнĕ. Отпуска килсен Илья çамрăк ăрупа çыхăну тытма тăрăшать, шкул ачисене хăйĕн юлташĕсем тата пирĕн хӳтĕлевçĕсем фронтра мĕнле паттăрлăх кăтартни çинчен каласа парать. Çак тĕлпулусем ачасене хавхалантараççĕ, чунра патриот туйăмĕсем çуратаççĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА, Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Грант ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме пулăшать
Инновацисене пулăшакан фонд «Университетсен технологи предпринимательствин платформи» федераци проекчĕн «Студентсен стартапĕ» конкурс çĕнтерӳçисен ячĕсене пĕлтернĕ. Вĕсене кашнинех бизнес-проекта пурнăçа кĕртме миллионшар тенкĕ парĕç.
Конкурс эксперчĕсем 11,6 пин заявкăран чи лайăх 2500 проекта суйласа илнĕ. Вĕсен йышĕнче — Чăваш Енри 27 ĕç. Çирĕмĕшĕ — Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсемпе магистранчĕсен тата аспиранчĕсен проекчĕсем. Хăшĕ-пĕри хăмла ӳстерессипе çыхăннă. Кирилл Егоров, тĕслĕхрен, хунавсене им-çам сапса купаламалли хатĕр ăсталать. Николай Горзин хăмла ӳстермелли технологи хатĕрлет. Никита Максимов ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли япала тăвать. Конкурсра выльăх тухтăрĕсемпе зоотехниксем те палăрнă. Владимир Колесников — ĕне чĕрни чирĕнчен профилактика ирттермелли поликомпонент авторĕ, Анастасия Семенова пăрусен вар-хырăм чирĕсенчен хӳтĕлекен тата иммунитета çирĕплетекен препарат тăвассине пурнăçа кĕртме шухăшлать. Людмила Савельева — аграри университечĕн биотехнологипе агрономи факультечĕн 3-мĕш курс студентки, «Çамрăк профессионалсем» чемпионатăн дипломанчĕ, сыр тата сĕт юр-варĕ тумалли технологи енĕпе ĕçлекен специалист. Хĕрĕн «Сĕт пневмовыпаривателĕ» ĕçĕ «Студентсен стартапĕ» конкурс çĕнтерӳçисен йышне кĕнĕ. Проект шухăшĕ практика вăхăтĕнче çуралнă. Биотехнологисен тата ял хуçалăх продукцине тирпейлекен кафедра лаборантĕнче ĕçлекен Людмила Савельевăна сĕт отраслĕнче тĕл пулакан тĕрлĕ ыйту канăç памасть: пăслантармалли оборудовани ытла хаклă, энергие тăкаклать, çитменлĕх те нумай. Çĕнĕлĕхсем хĕре инженери факультечĕ çумĕнчи технопарка илсе çитернĕ. Кунта вăл «Студентсен стартапĕн» çĕнтерӳçинчен Арслан Каледанран тата технопарк ертӳçинчен Роман Андреевран пулăшу тупнă. «Эпир пĕр тĕллев лартрăмăр: сĕте пăслантармалли юрăхлă та тухăçлă хатĕр тумалла. Прототип пуçтартăмăр, сăнавсем ирттертĕмĕр. Технологи лайăх ĕçленине ĕнентерекенни — тутлă сĕт коктейлĕ!» — каласа кăтартрĕ Людмила. Пневмовыпарыватель çак ыйтусене татса парать: — Вăл çакнашкал йышши оборудовани хакĕнчен чылай йӳнĕрех, çавăн пекех пăслантарни те укçа-тенкĕ тăкакне сахаллатать. — Çĕнĕ оборудованипе çăратнă сĕтпе коктейльсем çеç мар, томат пасти, пастила валли улма-çырла нимĕрĕ тума пулать. — Фермерсемпе пĕчĕк предприятисене пысăк пулăшу кӳрĕ. «Грантсен конкурсĕнче çĕнтерни пирки хыпар çитсен хаваслă туйăмсем капланса килчĕç. Питĕ савăнтăм, яваплă ĕç пулнине те ăнланатăп. Грант паракансен шанăçне тӳрре кăларма тăрăшмалла. Укçа-тенкĕ енчен пулăшни кăна мар, пирĕн ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăк хак пани те. Умра — производство линине хута ярасси, хăйне евĕрлĕ продукцие сутасси, технологие лицензилесси. Мана пулăшакансене пурне те тав тăватăп: университет ертӳлĕхне, Роман Андреева тата вĕрентекене Арслан Каледана. Çак çĕнтерӳ — пирĕн пĕрлехи çитĕнӳ», — терĕ Людмила Савельева. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ринг королевине — 10 миллион тенкĕ
Чăваш Ен мисĕ Дарина Богоявленская Пĕтĕм Раççейри «Ринг королеви» конкурсăн финалне тухнă. Вăл çак ята тивĕçессишĕн кĕрешет.
Раççей Бокс федерацийĕ пуçарнипе йĕркеленĕ илем конкурсне хутшăнакансенчен бокс ăсталăхне ыйтмаççĕ. Суйласа илмелли тĕп виçесем — çут çанталăк панă илем, хĕрсем хăйсене шанни тата сывă пурнăç йĕрки. Конкурс реалити-шоу мелĕпе иртет. Тĕпре — «Киревсĕрлĕх мар — пархатарлăх. Провокаци мар — тивĕçлĕх. Пуканесем мар — чемпионсем» чĕнӳсем. Шупашкарта çуралса ӳснĕ Дарина Богоявленская 4-мĕш гимназирен тата культура колледжĕнчен «Хореографи пултарулăхĕ» специальноçпа вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра вăл Мускавра социаллă психолог пĕлĕвне илет. Дарина спорт бал ташши енĕпе Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссенче çĕнтерӳçĕ пулнă. Вăл илем конкурсĕсенче 2015 çулта — «Чăваш Ен мини-мисĕ», 2020 çулта «Чăваш Ен мисĕ» ятсене çĕнсе илнĕ. «Ринг королевине» хутшăнни Даринăшăн çĕнĕ опыт пулса тăнă: «Реалити-шоу мелĕпе иртекен илем конкурсĕ пирки пĕлсенех унта хутшăнма шухăшларăм. Кастинг витĕр ăнăçлă тухса финала та çитрĕм. Ку питĕ аван!» — тенĕ Дарина. Хĕрсене онлайн-кастинг йĕркелесе суйланă. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен конкурсантсем валли спорт базинче тренировкăсем тата ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Дарина хăйĕн вăйне шанать: «Паллах, эпĕ хатĕр. Бокс — вăйлисем валли. Ку маншăн çĕнĕ тĕнче. Вăл мана çĕнĕ ĕмĕт-шухăш, хавхалануллă кăмăл-туйăм парнелĕ. Спортпа моделинг пĕрлешĕвĕ – маншăн çĕнĕ мар. Бокс тĕнчинче лайăх вырăн тупасса шанатăп, çӳллĕ шайри спорт мероприятийĕсене илем кӳрĕп», — пĕлтерчĕ хĕр. Конкурсăн парне фончĕ тĕлĕнтерет: кашни финалиста 1 миллион тенкĕ парĕç тата Бокс федерацийĕ çулталăклăх контракт тăвĕ, уйăхне 500 пин тенке яхăн шалу тӳлĕç. Çĕнтерӳçе 10 миллион тенкĕ тивĕçĕ, вăл уйăхсерен 1 миллион шалу илĕ. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Леня шӳтлеме юрататчĕ»
— Эпĕ хамăн шăпама ӳпкелеместĕп. Мĕн пӳрнине тивĕçлипе йышăнма тăрăшатăп. Шăпа çырнинчен иртеймĕн, — тет Шупашкар тăрăхĕнчи Шуркассинче пурăнакан Елена Алангова.
Чăрăшкассисем паттăра манмаççĕ
Елена Валериевна — Чечняра пуç хунă Леонид Пучковăн аппăшĕ. Леонид Валериевича Шупашкар округĕнче кăна мар, Чăваш Республикинче те асра тытаççĕ. Вăл террористсемпе кĕрешсе хăюлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Елена Шуркасси ялĕнче Валерипе Галина Пучковсен çемйинче 1979 çулта çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Ишлейри çĕвĕ фабрикинче вăй хунă. Лена 8 çулта чухне ашшĕ сарăмсăр вилнĕ. Хĕрача пĕрремĕш класра вĕреннĕ, шăллĕсем шкула та каяйман, Леня икĕ çулта çеç пулнă. Амăшĕ виçĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. — Атте водитель пулнă, ĕçрен таврăннă чухне çула май лавккана кĕрсе пирĕн валли кучченеç илсе килетчĕ, каçхине яланах уçăлма илсе тухатчĕ. Хĕлле çунашкапа туртса çӳретчĕ, çулла велосипедпа ярăнтаратчĕ. Вăл пур чухне питĕ лайăх пурăнаттăмăр. Атте вилсен пурнăç улшăнчĕ. Аннене пĕччен виçĕ ачана ура çине тăратма çăмăлах пулмарĕ. 90-мĕш çулсенче эпĕ пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне çунса кайрăмăр. Кăнтăр кунĕнчех. Ун чухне раштав уйăхĕ тăратчĕ. Хĕлле. Эпир, ачасем, шкулта, анне – ĕçре. Шуркассинче çунаççĕ тесе пĕлтерчĕç. Ишек çӳлерех вырăнта ларать, Шуркасси — айлăмра. Тĕтĕм йăсăрланни лайăх курăнать. Эпĕ хамăр çуннине пĕлмесĕрех тӳрех яла чупрăм. Пăхатăп: вут-çулăм пирĕн тĕлтех алхасать. Эпĕ чупса çитнĕ çĕре пушара сӳнтернĕччĕ ĕнтĕ. Илсе тухнă япаласем юрăхлă пулаймарĕç. Çапла нимсĕр тăрса юлтăмăр. «Вăрă хăйне кирлине çеç илсе каять, пушар йăлт пĕтерет», — тесе ахальтен каламаççĕ. Пĕр уйăх кӳршĕсем патĕнче пурăнтăмăр. Кăрлач вĕçĕнче Ишлейри «Надомница» фабрика общежитийĕнче пӳлĕм пачĕç. Анне унта мастерта ĕçлетчĕ. Ăна вĕренме ячĕç. Çулталăкра икĕ хут икĕ эрнелĕхе ют хулана каятчĕ. Ун чухне эпир виçсĕмĕрех пурăнаттăмăр. Кӳршĕсене пăхма хушса хăваратчĕ. Эпĕ асли вырăнĕнчеччĕ. Телее, шăллăмсем лайăх ачасем пулса ӳсрĕç. Леня шӳтлеме юрататчĕ. Темле йывăр саманта та кулăша çавăрса пире хавхалантаратчĕ. 90-мĕш çулсенче уйрăмах йывăрччĕ. Кашни уйăхра ĕç укçи те памастчĕç. Эпир пурпĕрех колхоза ĕçлеме çӳреттĕмĕр. Укçа вырăнне анне какай илетчĕ. Каярах Ишекрен Ишлей шкулне вĕренме куçрăмăр. 10 класс хыççăн каникул вăхăтĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнне Астрахане ĕçлеме илсе кайрĕç. Эпĕ те унта савăнсах тухса кайрăм. Çавăнта 750 тенкĕ ĕçлесе илнĕччĕ. Ку маншăн питĕ пысăк укçа пулнă. «Хĕрĕм, шкула кайма тумтир туян», — терĕ. Пĕр пусне те хăйне илмерĕ, — аса илчĕ Елена Алангова. Вăл Иван Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Елена Валериевна 2002 çултанпа, алла диплом илнĕренпе, вĕрентӳ ĕçĕнче вăй хурать. Аслă вожатăй, социаллă педагог тивĕçĕсене пурнăçланă, халĕ — Шупашкар округĕнчи Чăрăшкасси шкулĕн директорĕн çумĕ. — Шăллăм Леня Чăрăшкассинчи вăтам шкул хыççăн салтакра пулчĕ. Унтан таврăнсан полицие вырнаçрĕ. Çемье çавăрнăччĕ. 2013 çулта хĕрĕ çулталăк та тултарманччĕ. Леньăна Чечня Республикине командировкăна ячĕç. Шăп çуралнă кун, çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче, тухса кайрĕ. Ун чухне Чечня Республикинче вăрă-хурах ушкăнĕсем хуçаланатчĕç. Вĕсем террорла ĕçсем тăватчĕç. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Сунжен районĕнчи Серноводск территорине кĕме хатĕрленнĕ террориста тытса чарнă чухне йĕрке хуралçисен пĕр ушкăнĕн пурнăçĕ татăлнă. Постра тăраканскерсем машина вирхĕнсе пынине асăрханă: «Тытса чармасан питĕ пысăк инкек пулать». Çавна сиссе Леньăсем унăн çулне пӳлнĕ. Питĕ вăйлă взрыв пулнă. Инкекре полицин виçĕ сотрудникĕ вилмеллех аманнă, саккăрăшĕ суранланнă. Вилнисен шутĕнче икĕ чăваш каччи пулнă. Вĕсенчен пĕри — пирĕн Леня. 29 çул та тултарайманччĕ шăллăм, террористсен тискерлĕхне пула çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Яла илсе килсе пытартăмăр. Леньăпа унăн юлташĕн ячĕсене /тепри Комсомольски районĕнчи Тури Тимĕрчкасси каччи Александр Егоров пулнă/ Шупашкарти «Çĕнтерӳ» астăвăм комплексĕнче хĕрӳ вырăнсенче пуç хунă паттăрсене сума суса лартнă палăк çинче ылтăн сас паллисемпе çырса хунă. Вĕсене манманни савăнтарать. 2015 çулта Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнчи вăтам шкула тата районти полици уйрăмĕ вырнаçнă урама ун ятне пачĕç. Вăл вилнĕренпе кашни çулах спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Чăрăшкассинчи шкулта ун ячĕпе кĕтес уçнă. Вĕрентекен ĕçĕ пархатарлă Хальхи вăхăтра пирĕн шкулта 39 ача вĕренет. 100 ытла ача çемье вĕрентĕвĕн программипе пĕлӳ илет. Урăхла каласан, килте е харпăр шкулсенче вĕренеççĕ, пирĕн шкулта экзамен тытаççĕ. Хуларан инçе мар вырнаçнипе юлашки вăхăтра ачасем ытларах хулана вĕренме çӳреççĕ. Çапах ялти шкулта пĕлӳ пухас текенсем те пур-ха. Учительтемиçе специальноçа алла илме тăрăшать. Эпĕ те хушма пĕлӳ илтĕм: технологи учителĕ, дефектолог. Юлашки вăхăтра ачасене дефектолог пулăшăвĕ çав тери кирлине куратăп. Вĕренни, пĕлни нихăçан та ытлашши пулмасть. Вĕрентекен ĕçĕ — çĕр çинче чи пархатарлă профессисенчен пĕри. Хамăн пурнăçа ачасемпе çыхăнтарнăшăн эпĕ пĕртте ӳкĕнместĕп. Яланах ачасемпе пулнă май нихăçан та кичем мар, тăтăшах çĕнни патне туртăнатăп, çĕнĕ йышши технологисене алла илсе пурнăçпа тан утса пыратăп. Шăпа мана кӳрентермен: хăш чухне çăмăлах мар пулин те чуна çывăх ĕç хавхалану, телей кӳрет. Мана Леонид та вăй парса, пулăшса пынăн туйăнать. Кашни ир шкул умĕнче çакăнса тăракан шăллăмăн сăн ӳкерчĕкĕ ăшшăн кĕтсе илнĕн, ĕç вĕçленсен ырă сунса ăсатса янăн туйăнать. Шел, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Леонид Пучков ячĕллĕ шкул Шупашкар тăрăхĕнче палăрса тăрать. Вĕренӳри ӳсĕмсем, спортри, пултарулăх конкурсĕсенчи çитĕнӳсем коллектив тăрăшса ĕçленине кăтартать. Директорăн вĕрентӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă май çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине тăратас, тарăн пĕлӳ парас тесе тăрăшсах ĕçлетĕп. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, паянхи шкул ачисем 25 çул каяллахипе танлаштарсан пачах урăхла, вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлесен кăна çитĕнӳ пулать. Ачасене ашшĕ-амăшĕ пулăшса пырсан, вĕсем вĕрентекенсемпе тачă çыхăнура пулсан тарăн пĕлӳ те, тивĕçлĕ воспитани те илме тивĕç. Ку енĕпе шкул директорĕ Александр Матьянов, унăн канашçи Наталья Никифорова тимлеççĕ. Вĕрентекенсене, ачасене пур енлĕн аталантарса çул уçса пама тăрăшаççĕ. Завуч ĕçĕ те яваплă. Çĕнĕлĕхсене алла илсе пурнăçпа тан пыма тăрăшатпăр. Ĕçе тивĕçлипе хаклани вара яваплăха ӳстерет, çĕнĕ çитĕнӳсем тума хистет. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Шăннă çĕре такка-такка йĕп-йĕпе пулаттăмăр»
«Ĕмĕр тăршшĕпе колхозра ĕçленĕ эпĕ. Фермăра та вăй хунă, лаша та пăхрăм, ялти кирпĕч заводĕнче те ĕçлерĕм – нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. Çак таран çитсе хам миçе çул ĕçленине те шутласа кăлараймастăп. Ялан пус çумне пус хушас тесе пурăнтăм. Çиме çăкăр çиттĕр, ачам-пăчам тивĕçлĕ пурăнтăр тесе тăрăшрăм. Ачи вара манăн пĕрре кăна. Анчах манăн пурнăçăм ытла та йывăр вăхăтра иртрĕ», — тет 100 çултан иртнĕ Анастасия Пыркина.
Çăмăл пулман
Çапла, çулĕпе пĕр ĕмĕртен иртнĕ пулин те тăн-тăн çӳрет темелĕхех çук Наçтук аппана. Ури ыратнипе чылай çул ниçтах та тухмасть. Юрать, мăнукĕн Владимирăн çемйи ăна пăхать. Унсăрăн çак çула çитиччен пурăнĕччĕ-и вăл? Наçтук аппа Патăрьел тăрăхĕнчи Треньел ялĕнче Иванпа Евдокия Пыркинсен çемйинче 1925 çулта çуралнă. Халĕ те кунтах кун кунлать. Хăй вăхăтĕнче унăн çичĕ çул çеç вĕренме май килнĕ. Малтан ялти шкулта 4 çул ăс пухнă, унтан кӳршĕ ялти Тăрăна виçĕ çул çӳренĕ. Малалла вĕренме тӳр килмен унăн. Пурнăçĕнче Наçтук аппан темĕн те курма тӳр килнĕ. 13 çулта чухне амăшĕсĕр тăрса юлнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне илсе кайнă. Унран çырусем килме пăрахсан вăл вилнĕ тесе шухăшланă. Ашшĕ вара тыткăнра асапланнă. Унтан таврăнайман та. Иккĕн пĕртăван ӳснĕ вĕсем. Унăн аслă аппăшĕ пулнă. Тăлăхсене хăйсен ялĕнче пурăнакан тăванĕсем Галкинсем пăхнă. Вĕсене паянхи кун та Наçтук аппа ырăпа аса илет.
— Вăрçă çулĕсене хам виличчен те асран ярас çук. Ытла та йывăр пурăнтăмăр. Ялти лашасене фронта илсе кайрĕç. Аки-сухине тумаллах. Хĕрарăмсем малтан тем канашлатчĕç, еплерех тусан аванрах пулать тетчĕç. Унтан ĕçе тытăнатчĕç. Çимелли нимех те çук. Вăрçă вăхăтĕнче пахчари çĕр улми нумайăшне çăлса хăварнă. Ăна лартнă чухне хĕрарăмсем лаша вырăнне кӳлĕнетчĕç. Пĕри пуçĕ тĕлне минтер хурса суха пуçне тăратчĕ. Икĕ енчен икĕ хĕрарăм сухапуçне сĕтĕрме пулăшатчĕç. Питĕ ывăнатчĕç хăйсем. Кунне икĕ пахча лартма пултаратчĕç. Çимелли те пулман вĕт-ха ун чухне. Хĕрарăмсем халран кайса тăсăлса выртатчĕç. Ун чухне ытти ĕçĕ те мĕн чухлĕ пулнă. Тырра алă вĕççĕн выраттăмăр. Ĕçе хĕвел тухичченех тăрса утнă, ансан киле таврăннă. Хăшпĕр чухне хирте çĕр каçни те чылай пулнă. Мĕнле чăтнă-ши ун чухне халăх? Кăнтăрла ĕçлекенсене тăрă шӳрпе сыптаратчĕç. Ятне тума пĕр татăк çăкăр панă. Унтан Сăр хĕррине окоп чавма илсе каятчĕç. Шăннă çĕре такка-такка йĕп-йĕпе пулаттăмăр. Кăштах канса илсенех шăнса хытаттăмăр. Ватăраххисем сывлăш çавăрса илнĕ вăхăтра нимĕн те тумастчĕç. Эпир çамрăксем такмак каласа ташлаттăмăр. Унсăрăн шăнса хытатăн, чире каятăн. Ваттисем, чăнах та, кайран окоп чавса килсен чирлесе çĕре кĕчĕç, — аса илчĕ Анастасия Пыркина. Ялта — хисепре Вăрçă пĕтнĕ çул Анастасия Пыркина ял каччипех çемье çавăрнă. Вĕсен ывăл Николай çуралнă. Мăшăрĕ Çĕпĕре тухса кайнă та унтан урăх таврăнман. Çакă Наçтук аппана çав тери хуçса хăварнă. Урăх çемье çавăрма шухăшламан вăл. Ăçтан çавăрăн? Вăрçă хыççăн арçынсем те шутлă кăна пулнă та. Пĕчченех çитĕнтернĕ ывăлне Наçтук аппа. Нăйкăшман, нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. Хăйĕн ывăлне чиперех ӳстерсе çитĕнтернĕ вăл. Николайăн çемйипе пурăнса ĕмĕрне ĕмĕрленĕ. Шел, ывăлĕ ир çĕре кĕнĕ. Наçтук аппа хăйĕн мĕн пур хуйхи-суйхине ĕçпе лăплантарнă. Тĕрĕссипе каласан, вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай çул Тутар Республикине кăшман çумлама, кăларма çӳренĕ. «Ури утма пăрахсан çеç ĕçлейми пулчĕ», — теççĕ килтисем. Паянхи кун кинемей мăнукĕпе Владимирпа пĕрле пурăнать. Унăн мăшăрĕпе кĕçĕн мăнукĕсене тав тăвать. «Вĕсем пулмасан эпĕ пурăнаймăттăм», — тет вăл. Çавăн пекех Наçтук аппан 3 мăнукĕ тата 6 кĕçĕн мăнукĕ куç умĕнче. Пурнăçĕ çăмăлах иртмен пулсан та кашни кунпа савăнса пурăнма тăрăшать вăл. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене те пурнăçпа туллин киленсе пурăнма пил парать. Ял хушшинче пĕр çын та Наçтук аппа çинчен усалпа аса илмест. Хисеплеççĕ ăна. 100 çул пурăнса çитнĕрен те мар, çак тарана çитсе никам çинчен те усал каласа курман вăл, никама та усал ятпа аса илмен. Çавăншăн кăмăллать те ăна ял халăхĕ. Анастасия Ивановнăн 100 çулхи юбилейне тăванĕсем, ял халăхĕ чылай пуçтарăнчĕ. Пынисене пурне те палланăран, пурин çинчен те аса илсе каласа панăран нумайăшĕ тĕлĕнчĕ. Итлесе ларакансем: «Юмах-ши ку е чăн пурнăçра пулнă-ши?» — тесе ларчĕç. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...