Комментировать

9 Сен, 2025

Хыпар 67 (28384) № 09.09.2025

Сасăлавччен виçĕ кун çеç юлчĕ

Республика Пуçлăхĕн суйлавĕччен шутлă кунсем юлчĕç те — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура çитес сасăлав теми кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

Хатĕрленӳ ĕçĕпе республикăн Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров паллаштарчĕ. Сасăлава йĕркелеме тĕрлĕ шайри комиссисен 8352 членĕ хутшăнать. Суйлав умĕнхи кампани йĕркеллĕ иртет — саккуна пăснă курăмлă тĕслĕхсене хальлĕхе палăртман. Кĕрешӳ çивĕччине вара кандидатсем йышли çирĕплетет. Республика Пуçлăхне суйланас кăмăллисем — 5 кандидат. Унсăр пуçне вырăнсенчи депутатсене те суйламалла. Шупашкарта хула пухăвĕн суйлавĕ иртет — 11 парти представителĕсем влаçа кĕме ăнтăлаççĕ. Конкуренци çивĕч — кашни мандатшăн 16 кандидат кĕрешет. Çĕнĕ Шупашкарта та хула пухăвне йĕркелемелле — унта та пĕр вырăна 6-шар кандидат тивет. Çийĕнчен çичĕ округра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен хушма суйлавĕ иртет — вĕсенче кашни мандатшăн вăтамран 4-шар кандидат кĕрешĕве тухнă.

Суйлав участокĕсене йĕркелесси, халăха йышăнма хатĕрлесси тĕпрен илсен вĕçленнĕ ĕнтĕ. Суйлав бюллетенĕсене те валеçсе панă. Суйлав комиссийĕсен членĕсене вĕрентнĕ — ку енĕпе ыйтусем çуралмалла мар. «ИнформУИК» проектпа килĕшӳллĕн суйлав комиссийĕсен членĕсем граждансем патне килĕрен çӳреççĕ — çитес сасăлав çинчен информаци параççĕ. Уйрăм çынсен çурчĕсене 100% çитнĕ. Суйлавçăсен 85,5% сасăлава хутшăнас кăмăлне çирĕплетнĕ. Çав шутран 58% хăйсем суйлав участокне пырĕç, 28% дистанци электрон сасăлавĕн мелĕпе усă курма палăртать, 10% килте сасăласшăн. ДЭГ тенĕрен, паллă сăлтавсене пула интернет тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăрсан мĕн тумалли пирки те калаçу пулчĕ. «Форс-мажор пулмасса шанатпăр, анчах япăх лару-тăрăва та хатĕр пулмалла» тенĕ май Геннадий Семенович ДЭГ мелне суйласа илнисене суйлав участокĕсенче те йышăнма хатĕр пулассине çирĕплетрĕ. Мускаври чăвашсем çине те алă сулман — тĕп хулара 14 экстерритори суйлав участокне йĕркеленĕ. Унта сасăлама 1043 çын заявлени панă. Кашни участокра видеосăнав пулĕ. Олег Николаев пурнăçланă ĕç сасăлав йĕркеллĕ иртессе шанма май панине палăртрĕ. Хăй вăл ДЭГ мелĕпе сасăлать. Тренировкăна хутшăннă та — «сасăламашкăн пĕтĕмпе те икĕ минут кăна кирлĕ пулнине» палăртрĕ. Çапах лăпланмалла мар — «участоксем хупăниччен, мĕн пур бюллетене шута иличчен ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла». Строительство министрĕ Владимир Максимов ЖКХ объекчĕсене хĕле хатĕрлес ыйтупа сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче çак сфера аталанăвне пысăк укçа хывнă — нумай объекта çĕнетме пултарнă. Çĕнĕ 155 шыв башни лартнă, ăшă сечĕсен 140 километрне улăштарнă, 32 блок-модуль котельнăйне хута янă — списока малалла тăсма пулать. Об±ектсене хĕле хатĕрлесе çитересси юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле. Хальлĕхе 95% хатĕр. Пĕлтĕр, сăмах май, çак кун тĕлне ку цифра самай пĕчĕкрех, 82%, пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Олег Николаев та кун пирки «хăвăртлăх лайăх — шанăç кӳрет» терĕ. Çапах ӳсмелли те çук мар. Каллех Çĕмĕрле пирки сăмах пулчĕ. Канализаци сечĕпе çыхăннă ĕç- пуç çивĕчленнĕ те — Олег Николаев округăн çĕнĕ ертӳçине ыйтусем тухса тăрсан кун пирки ырана хăвармасăр пĕлтерме сĕнчĕ, кирлĕ пулсан пулăшма шантарчĕ.

Канашлура Çĕрпӳри ветеринарипе санитари утильзавочĕн аталанăвĕн стратегине тишкерчĕç. 6 кăмакаран 5-шĕ 100% юхăннă. 1978 çултах хута янăскерĕн ытти оборудованийĕ, çурчĕсем те кивелсе çитнĕ. Завод вара пысăк пĕлтерĕшлĕскер — биологи каяшĕсене тирпейлесси хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе çыхăннă. Унта туса кăларакан продукци те — ашпа шăмă çăнăхĕ — выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна тĕрлĕ регионти предприятисем туянаççĕ. Кăмакасене, ытти оборудование улăштармалла, автомобильсене çĕнетмелле. 32 çын ĕçлет — сиенлĕ условисенче вăй хураканскерсен шалăвĕ пĕчĕк. Олег Николаев стратегире палăртнă ĕçсене тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçламалли план хатĕрлеме хушрĕ. Театрсен пултарулăх сезонне культура министрĕ Светлана Каликова пĕтĕмлетрĕ. Ирттернĕ мероприятисен шучĕ пысăк — 2,9 пин ытла. Вĕсене 933 пин çын пырса курнă. Çав шутра 132 пин ытла çын Пушкин карттипе усă курнă. Олег Николаева республика валеçнĕ Пушкин карттисен шучĕпе малта пулни, çав вăхăтрах унпа усă курассипе иккĕмĕш вырăна йышăнни сисчĕвлентерчĕ. Эппин, çак майпа кирлĕ пек тухăçлă усă курмастпăр — резерва çухатмалла мар. Çакă ачасем ытларах пĕлӳ илме пултарнипе кăна мар, театр-концерт учрежденийĕсен тупăшĕпе те тӳррĕнех çыхăннă — хушма укçана çухатма юрамасть. Вăл «Культурăллă юнкун» проекта ырланипе пĕрлех ăна та малалла аталантармалли çинчен каларĕ. «Тĕп хула кунĕпе» тата ачасен туризмне аталантармалли проектпа çыхăнтарни лайăх — ку енĕпе малалла ĕçлемелле. Çавна май вăл пилĕк çул каялла спорт учрежденийĕсем пушăрах чухне унта çулланнă çынсене тӳлевсĕр йышăнма ирĕк панине аса илтерчĕ. Çакă ватăсем спортпа туслашассине тăруках пысăклатнă: асаннесемпе асаттесем шывра та ишеççĕ, спортăн ытти енĕпе те кăсăкланаççĕ — çак йыш тӳрех икĕ хут хушăннă. Кунашкал ĕç, паллах, культура учрежденийĕсемшĕн те тĕслĕх пулма пултарать. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ялти пурнăçа лайăхлатасси – тĕп тĕллевсен шутĕнче

«Эпĕ пĕр хутчен кăна мар палăртнă: аренда çуртйĕрĕн малашлăхĕ пысăк. Ку вăл — Раççей Президенчĕ Владимир Путин çирĕплетнĕ стратеги пĕлтерĕшлĕ тĕллев», — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Хĕрлĕ Чутай округĕн ку енĕпе пухнă паха опычĕпе ытти муниципалитетра та анлă усă курмаллине аса илтерсе.

Хĕрлĕ Чутай округĕ муниципалитетăн ятарлă çурт-йĕр фондне йĕркелекенсенчен пĕрремĕшĕ пулса тăнă. Олег Николаев ку тĕллеве пĕлтĕр Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă. Ун чухнех çакăн евĕрлĕ çуртра хваттер туянакансен тăкакĕсен 50 процентне республика бюджетĕнчен саплаштарма йышăннă. Ку ĕç ăнăçлă пуçланчĕ: Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи çĕнĕ çуртра 10 хваттер туяннă. Унта ĕç килĕшĕвĕсем вăйра тăнă тапхăрта бюджет тытăмĕнче вăй хуракан специалистсем пурăнĕç. «Кун-çулне тăван тăрăха аталантарассипе çыхăнтарнă сакăр çамрăка хваттер уççи патăм. Вĕсем — вĕрентекенсем, тухтăрсем, полици ĕçченĕсем, — пĕлтерчĕ Олег Алексеевич. — 2030 çулччен аренда çурт-йĕрĕн фондне 40 пин тăваткал метра çитересшĕн. Ятарлă çурт-йĕр фончĕн лаптăкĕ 54 пин тăваткал метртан иртмелле. Çапла майпа Чăваш Енри специалистсене пурăнмалли тата ĕçлемелли хăтлă условисемпе ытларах тивĕçтерме пултарăпăр». Олег Николаев Атнар шкулне кĕрсе тухрĕ, ачасене тарăн пĕлӳ тата тивĕçлĕ воспитани илме май паракан условисене хакларĕ. Вĕрентӳ учрежденине тĕпрен юсанă: çурт тăррине, чӳречесемпе алăксене улăштарнă, ăшă тата пушар хăрушсăрлăхĕн тытăмĕсене çĕнетнĕ. Кăçал республика программипе килĕшӳллĕн шкул картишне хăтлăлатнă. «Халĕ кунта хулари шкултинчен нимĕнпе те начар мар. Питĕ хăтлă вĕрентӳ уçлăхĕ йĕркеленĕ. Пĕлӳ çуртĕнче çамрăк педагогсем ĕçлени, ачасем спорт мероприятийĕсене, пултарулăх ĕçне хастар хутшăнни уйрăмах савăнтарать, — терĕ республика ертӳçи. — Юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре çĕнĕ 12 шкул хута янă, 113-шне тĕпрен юсанă, 9-шĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çитес икĕ çулта 50 шкула тĕпрен юсама палăртнă. Çак шутран 38-шĕнче 2026 çулта юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Çакăн пек мелпе ĕçсене йĕркелени вĕрентӳ тытăмне çĕнетсе пыма, ачасем валли вĕренме хăтлă условисем туса пама пулăшĕ». Республика Пуçлăхĕ Хĕрлĕ Чутайра Правительство членĕсемпе, муниципалитетсен ертӳçисемпе ял çыннисен пурнăç пахалăхне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусемпе семинар-канашлу ирттерчĕ. Ларура социаллă об±ектсене çĕнетессине, транспорт тытăмне лайăхлатассине, ял хуçалăхне тĕрев парассине, ялсенче квалификациллĕ специалистсене илсе килессине, ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессине тишкерчĕç. Хĕрлĕ Чутай округĕнче шыв ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Туктамăш ялĕнче акă шыв пăрăхĕсене хурса пĕтернĕ, усă курма пуçланă. Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай ялĕнче шывпа тивĕçтермелли тытăма йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Сĕнтĕкçырми ялĕнче шыв тытăмĕн строительствине пуçламалла. Ку проектсем валли кăçал 50 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Пулăшăвăн çĕнĕ мерисем пулĕç

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе вĕсен çемйисене пулăшмалли хушма мерăсем хатĕрлеме хушнă.

Олег Алексеевич Шупашкарта «Тăнăç пурнăçа — утăм» социаллă проектпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ «Пулăшу десанчĕн» эксперчĕсен ĕçĕпе паллашрĕ. «Десанта» кăçалхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче йĕркеленĕ, çак тапхăрта вăл кашни муниципалитета çитнĕ. Унăн йышĕнчи специалистсемпе 771 çын канашланă. Вĕсенчен 1368 ыйту йышăннă, 1263 ытла ыйтăва çийĕнчех татса панă. Специалистсем хăйсен ĕçне пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхне палăртнă категорие пулăшмалли 50 ытла мера практикăра ĕçленине, консультацисем ытларах çăмăллăх илессипе çыхăннă ыйтусене пырса тивнине пĕлтерчĕç. Çав кунах Шупашкар хулин администрацийĕнче СВО участникĕсемпе, вĕсен çемйисемпе, общество организацийĕсен представителĕсемпе тата экспертсемпе тĕл пулчĕ — çавра сĕтел хушшинче тĕплĕ калаçу пулчĕ. — Правительствăн социаллă блокĕ умне СВО участникĕсене, вĕсен çемйисене пулăшмалли мерăсене май килнĕ таран тулли хатĕрлеме СВО пуçламăшĕнчех тĕллев лартнăччĕ, — терĕ регион ертӳçи. — Пулăшăвăн 25 мерине пĕрремĕш кунсенчех ĕçе кĕртрĕмĕр. Каярахпа çĕннисене хушрăмăр, ĕçе общество организацийĕсене явăçтартăмăр. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонда, СВО участникĕсен ассоциацине, Тăван çĕршыв воинĕсен çемйисен комитетне пырса тивекен хушма йышăнăвĕсем пирĕн пата та çитрĕç. Пулăшу мерисем çирĕплетес енĕпе пухăнса пынă опыта кăçал «Тăнăç пурнăçа — утăм» проекта кĕртсе пĕтĕмлетрĕмĕр. Пулăшу тытăмĕ епле ĕçленине, унпа мĕнле усă курмаллине çынсене ансат майсемпе ăнлантартăмăр. Çулла «Пулăшу десантне» йĕркелерĕмĕр, вăл пире çынсемпе çывăхрах пулма кăна мар, вĕсен шухăшне пĕлсе хамăр ĕçе вăйлатма та пулăшрĕ. Çак категоришĕн тĕп ыйтусенчен пĕри — ĕçе вырнаçасси. «Мана хама килĕшекен ĕç шыраса тупма пулăшрĕç», — тав турĕ СВО ветеранĕ Владимир Резюков. «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проекта малалла тăсĕç-ши?» — ыйтнă вăл республика Пуçлăхĕнчен. «Нумайăшĕ хăйĕн профессине улăштарасшăн, çĕнĕ специальноçа алла илсе обществăна ырă кӳресшĕн. Çакна шута илсе проекта килес çул малалла тăсăпăр, пулăшу мерисене аталантарăпăр. Кăçал, çак кунччен, 158 СВО участникĕ ĕçе вырнаçтаракан центра пынă. Ку цифра хушăнассине ăнланатпăр. Тĕрлĕ профессие вĕренме, çĕнĕ специальноçа алла илме халех сĕнетпĕр, вĕренĕве çак тапхăрта 18-ăн тухнине пĕлетĕп. Çак тата ытти мерăна пула пирĕн боецсем тăнăç та тулли пурнăçа хăвăртрах таврăнĕç». Пулăшăвăн тепĕр мери — социаллă контракт. Унăн чи пысăк виçи уйрăм предпринимательшĕн — 350 пин, кил хуçалăхне аталантараканшăн 200 пин тенкĕпе танлашать. Калаçăва хутшăннă СВО ветеранĕ Константин Лежнин çак мерăпа усă курса хăйĕн ĕçне фотографи енĕпе уçнă, асăннă тӳлеве çемье тупăш мĕн чухлĕ илнине пăхмасăр илмелли йĕркене саккуна кĕртес ыйтупа кăсăкланнă. «Нумай ачаллă СВО участникне паракан çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа илмелли саккун çырма çукши?» — кăсăкланчĕ СВО участникĕн мăшăрĕ Нина Яковлева. Олег Николаев çак ыйтусемпе республика Правительстви йышăну кăларма пултарнине, çĕр вырăнне укçа илес ыйтăва çывăх вăхăтрах татса парассине пĕлтерчĕ. СВО участникĕсем реабилитаци тухас ыйтăва çĕклерĕç, утă уйăхĕн 1-мĕшне Çапăçусене хутшăннă ветерансен кунне йышăну кăларса çирĕплетме сĕнчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ сĕнĕве ырларĕ, сумлă куна федераци шайĕнче çирĕплетмеллине палăртрĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ырă ят-сум туристсене илĕртĕ

Чăваш Ен Раççейĕн туризм енĕпе илĕртӳллĕ регионсен ТОП-20 йышне кĕмелле. Аслă экономика канашĕн иртнĕ эрнери ларăвĕнче туризмăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегине тишкернĕ май çак тĕллеве республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртрĕ.

Документра палăртнă тĕп ориентирсен шутĕнче — туризм юхăмне 1,7 миллион çынна çитересси, пулăшу ĕçĕсен экспортне – 3, çынсене пурăнма вырнаçтармалли вырăнсен шутне 2,4 хут ӳстересси. — Туризм аталанăвĕ çинчен калаçнă май пирĕн туризмпа çыхăннă кашни продукт инфратытăмпа, тĕрлĕ пулăмпа çыхăннă ытти самантпа пĕтĕçмеллине асра тытмалла. Тĕслĕх вырăнне паян «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекта асăнтăмăр. Ĕçе пĕлсе йĕркеленине кура вăл пысăк тăкаксем кӳмерĕ. Регионти тĕрлĕ пулăма пухрăмăр, вĕсене кирлĕ пек «чĕркесе» илемлетрĕмĕр — çапла ĕçлесе республикăна пачах çĕнĕ шайра кăтартма пултарнине курса ĕнентĕмĕр. Шалти туризма, Чăваш Ен çыннисемшĕн илĕртӳллĕ вырăнсене те вăй памалла. Калăпăр, «Пехет» агромаркет пирки кашниех пĕлтĕр. Ăна эпир чăвашсен çĕр ĕç, кухня, культура йăлисене тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр, унта интересли пайтах. Çак сервиса лайăхлатар, вăл лайăххине кăтартар та — ăна пĕтĕм çĕршыв аудиторине сĕнер. Ку тĕплĕн, туризм индустрине хутшăнакансене, влаç органĕсене, бизнеса явăçтарса пĕрле тумалли пысăк ĕç, — терĕ Олег Николаев. Стратегире регион шайĕнчи «Наци туризм маршручĕ» мегапроекта пурнăçлассине палăртнă. Вăл пĕтĕмĕшле хакĕ 19 миллиард тенкĕрен иртекен 110 ытла инвестици тата инфратытăм проектне пĕрлештерет. Анлăш аталанăвĕн принципĕсене малалла тăсса республика 10 территори çине пусăм тăвать — вĕсем туризм юхăмне пысăклатмалли тата регионăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстермелли драйверсем пулса тăмалла. Атăл леш енче сывлăха çирĕплетмелли туризма тĕпе хурасшăн. Шупашкар округĕ этнос туризмĕн центрĕ пулса тăмалла. Куславкка тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсем юхан шыв туризмĕ енĕпе çине тăрса ĕçлĕç. Унта теплоходсем чарăнмалли причал стенкисем тумалла. Муркаш тата Красноармейски округĕсенче экологи туризмне аталантармалла, Çĕрпӳ тата Улатăр округĕсенче тĕнпе çыхăннă туристсене кĕтеççĕ. Круиз туризмне аталантармалли проект Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка хулисенче причал стенкисем тума палăртнисĕр пуçне Шупашкар юхан шыв порчĕн пассажирсене йышăнмалли причал стенкине тăсмаллине, унти МФЦ строительствине шута илет. Çакă 55 миллиард тенкĕ инвестици, çĕнĕ 400 ĕç вырăнĕ кӳмелле. Юхан шыв транспорчĕпе пирĕн пата килекен туристсен йышĕ 290 пине çитмелле. Тулашри туризм пирки те манман. Хăйне евĕрлĕ культура, чĕлхе, наци йăлисем — вĕсем те креативлă экономика проекчĕсене çаврăнмалла. Çак ĕç паян туризма аталантармалли никĕссен шутне кĕрет. Çавăнпа республика креативлă экономикăна вăй парас енĕпе те çине тăрса ĕçлĕ. Кăçал туризм бизнесне легализацилессин реформине пуçарнă. Вăл экскурсоводсене аттестацилессине, туризм сферинче ĕçлĕ климата лайăхлатассине, хăнасене йышăнмалли вырăнсен реестрне хатĕрлессине тĕпе хурать. Отрасле цифрăлассин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси ансатланĕ, цифра сервисĕсем ĕçлесе кайĕç. Çакă пĕтĕмпех регионăн ырă имиджне йĕркелессине мала хурĕ.

Лариса РАФИКОВА, экономика аталанăвĕн министрĕ:

– Чăваш Ен 2024 çулта Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви пуçарнă «Пысăк Атăл» проектăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Турист макротерриторие килнĕ май харăсах кӳршĕллĕ темиçе региона çитсе курма пултарать. Çав шутра — пирĕн республика та. Атăл тата автоçулсен сечĕ макротерриторие çыхăнтаракан кăшкар пулса тăраççĕ. Чăваш Енри туризмăн 90% ытла — автотуристсем. Çĕршыв Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн эпир автомобиль туризм маршрутне хатĕрлерĕмĕр. Russia travel сайтра пичетленĕскере пуянлатсах пырăпăр. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   ♦


«Таврăнмах чĕнет ял-йыш»

Çак кунсенче Çĕмĕрле округĕнчи Тăванкасра Чăваш Республикин ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, ЧР патшалăх премийĕн лауреатне, филологи ăслăлăхĕсен докторне Георгий Федорова асăнса палăк уçрĕç.

Ялти культура çурчĕ çине унчченех «Г.И.Федоров ячĕпе хисепленекен Тăванкас ял библиотеки» тесе ятарлă хăма çакнă-ха, унта профессорăн вилĕмсĕр сăвă йĕркисене çырса хунă: «Нимле сукмак та тăсăлмасть пĕр вĕçсĕр, таврăнмах чĕнет ял-йыш». Çапла, акă таврăнчĕ вăл — филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, сумлă литературовед тата хӳхĕм поэзиллĕ, çирĕп алăллă прозаик — хăйĕн тăван ялне. Унăн пултарулăхне, вăл тунă ĕçсене сумласа Тăванкасра гранит палăк лартрĕç. Яланхиллех ăшшăн та килпетлĕн пăхать пирĕн çине… Вăл çырнă кĕнекесем кунта библиотекăра упранаççĕ, ячĕ — халăх чĕринче. Г.Федоров «Тăван Атăл» журнал редколлегийĕнче тăнă. Палăк уçма пухăннă халăх умĕнче округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Краснова сăмах илчĕ: «Пирĕн тăрăхри сумлă та чыслă ăсчахсен хушшинчен чи пысăк хак илнĕ Георгий Федоров профессор ячĕпе паян вăл çуралнă ялта асăну палăкне уçатпăр. Унăн наукăри çитĕнĕвĕсем тата литературăри еткерĕ çак чыса тивĕç. Халăх çапла йышăнчĕ». Тăванкас территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Васильев мухтавлă ентешĕн сăмахĕсене аса илтерчĕ: «Çын вилет, халăх юлать. Халăх вара вилĕмсĕр. Çавăнпа та хамăр хыççăн ырă ят хăвармалла». Чăваш наци библиотекин директорĕ Роза Лизакова унăн шухăшне малалла тăсрĕ: «Георгий Федоров профессор Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене вĕрентнĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçленĕ, нумай наука ĕçĕ çырнă, культура анинче тăрăшнă. Вăл — талантлă писатель. Хăй хыççăн пысăк еткер хăварнă. Унăн сăнĕ — Чăваш Енĕн литература картти çинче. Паян уçакан палăка тепĕр пултаруллă çын, талантлă скульптор Владимир Нагорнов ăсталаса хатĕрлерĕ. Ентешĕсем çак палăка лартма сасăлани вĕсем пысăк шайри культурăллă çынсем пулнине ĕнентерет». Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов мĕн ĕмĕр тăршшĕпех Георгий Федоровăн юлташĕ те, наукăри ĕçтешĕ те пулнă. «Эпир пĕр-пĕрне халалласа çырнă сăвăсем сахал мар. Ман шухăшпа, Георгий Иосифович Федоров ал çырăвĕсене пухса «Çырнисен пуххи» пичетлесе кăлармалла. Эпĕ Чăваш патшалăх университетне декан пулса ĕçлеме куçсан ăна хампа пĕрле пыма чĕнтĕм. Культурологи кафедрин пуçлăхĕ пулчĕ вăл, Раççейре пĕрремĕш! Унсăр пуçне вăл тĕлĕнсе каймалла философчĕ. Пĕр-пĕр хайлава тишкернĕ чухне тĕшшине шыраса тупма пĕлетчĕ. Никам курманнине курса калатчĕ, пĕтĕмĕшле хак пама пултаратчĕ. Тĕпчвçĕ çеç мар, юрă та çыратчĕ. Анне пирки çырнă юррине Чăваш наци радиовĕпе час-часах параççĕ. Епле хитре!» Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов Георгий Федоров ĕçне пысăка хурса хакларĕ: «Кун пек сумлă палăка кашни писатель тивĕçеймест, Георгий Иосифович вара чăннипех тивĕçлĕ. Вăл — прозаик та, поэт та. Унăн кĕнекисене эпир вулатпăр, вăл пил панисем, вăл çырнисем яланах пирĕн чунра». <...>

Людмила САЧКОВА.

♦   ♦   


«Пирĕн тĕллев — явап тыттарасси мар, профилактика ĕçĕ»

Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче вăй хуракансемшĕн вырма — хĕрӳ тапхăр. Инспекторсем округсене çитеççĕ, комбайнсене, тырă турттаракан техникăна тĕрĕслеççĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе инструктаж ирттереççĕ. Шел, йĕркене пăснă тĕслĕхсем те тĕл пулкалаççĕ. Инспекци ертӳçи Владимир Димитриев каланă тăрăх, тĕп сăлтавĕ — хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнинче.

— Уй-хире тухакан техника юсавлăхне ĕççи пуçланиччен тата вырма вăхăтĕнче тĕрĕслетпĕр, çак тĕллевпе кашни округа çитме тăрăшатпăр, профилактика рейчĕсем йĕркелетпĕр, — терĕ Владимир Павлович. — Техника юсавлă тата салонра пушар хăрушсăрлăхĕн хатĕрĕсем пулни пĕлтерĕшлĕ. Инспекторсем техника тĕрĕслевĕ ирттернĕ чухне тормоз тытăмне, руль управленине тата электрохатĕр юсавлăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Техникăн ытларах пайĕ 15 çултан аслăрах. Патшалăх пулăшнине кура техника паркĕ самай çĕнелчĕ, хуçалăхсен тăкакĕсен çуррине патшалăх саплаштарать. Юлашки пилĕк çулта республикăра çĕнĕ техникăн 3500 единицине регистрациленĕ. Вырма вăхăтĕнче техника нумай кирлĕрен хуçалăхсем ĕçе киввисене те явăçтараççĕ. Паллах, кунта йывăрлăхсем пур. Кăçал техника тĕрĕслевне тăратнă комбайн-тракторăн 98% тĕрĕслев витĕр тухнă. Тырă выракан комбайнсемпе ку процент пĕчĕкрех — 1063 комбайнран ĕçе тухма 900-е ирĕк панă. Кунта механизаторсен яваплăхĕ те пысăк. Вĕсен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла, çумра удостоверени тата автомашина докуменчĕсем пулмалла. Ку шутра — хăй тĕллĕн çӳрекен машинăна регистрацилени, техника тĕрĕслевĕнчен тухни, ОСАГО полисĕ, тракторист-машинист удостоверенийĕ. Патшалăх технадзор инспекторĕсем çулленех кашни водитель-механизаторпа инструктаж ирттереççĕ. Юлашки çулсенче инкексем сыхлăх пысăк пулмаллине çирĕплетеççĕ. Комбайнсем çуннин тĕп сăлтавĕ — механизаторсем хăрушсăрлăх йĕркине çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнинче. 2023-2024 çулсенче 9-шар инкек пулнă, 5 çын пурнăçран уйрăлнă. Пĕлтĕр вырма тапхăрĕнче 2 комбайн тата 2 трактор, 2023 çулта 2 комбайн çуннă. Уй-хирте комбайнсем çителĕксĕр пулни сисĕнет, пĕчченшерĕн ĕçлеççĕ. Вут-çулăм тухсассăн та пĕр çын нимĕн те тăваймĕ. Кун пек тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă. Телее, кăçал тырă пуçтармалли техникăпа пăтăрмахсем тĕл пулман. Анчах çу вăхăтĕнче Сĕнтĕрвăрри округĕнче уйрăм çын хăйĕн тракторĕпе пĕве пуçĕнче ансăр çулпа каçма тăрсан çаврăнса ӳкнĕ. Муркаш округĕсенче выльăх апачĕ пуçтармалли комбайнпа механизатор ĕçленĕ чухне двигателе сӳнтермесĕрех вентилятор патне аллине чиксе ярса çӳп-çапран тасатма тăрсан суранланнă. Çулталăк вĕçĕччен ĕçĕсем нумай-ха, апла тимлĕрех пулмалла. Çакна та палăртмалла: хăй тĕллĕн çӳрекен техника çулсерен тĕрĕслев витĕр тухмалла. Халĕ «Тухăçлă регион» проект шайĕнче çак ĕçе ирттерме ансатрах та, меллĕрех те. Малтанах Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнче заявка памалла кăна. Хыççăн инспектор ятарлă техникăпа вырăна çитет, çав кунах техника тĕрĕслев витĕр тухни пирки свидетельство парать. Пирĕн тĕллев — явап тыттарасси мар, çынсене хăрушсăрлăх йĕрки пирки аса илтересси. Çак тĕллевпех çулсерен Патшалăх автоинспекцийĕпе пĕрле йăлана кĕнĕ йĕркепе «Лайăх тракторист» акци ирттеретпĕр. 2024 çулта, сăмахран, техникăн 400-е яхăн единицине тĕрĕсленĕ, йĕркене пăснă 83 тĕслĕхе шута илнĕ. Акци авари шутне чакарма тата яваплă водительсене хавхалантарма май парать. Ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлесси — чи кирли. Техникăна лайăх пăхмалла, вăхăтра тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Инкексене сирсе ярасси — хуçасен тата механизаторсен тивĕçĕ. Водительсен ĕç тата кану йĕркине пăхăнмалла. Уйри тыр-пула вăхăтра тата тухăçлă пуçтарса кĕртесчĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.