Комментировать

5 Сен, 2025

Хыпар 66 (28383) № 05.09.2025

Хаваслăха ĕç те никĕслетĕр

Тунтикун Пĕлӳ кунĕ пулнă май пурте шкулсене ачасене саламлама васканине кура ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йĕркелекен канашлу ку хутĕнче эрнен малтанхи кунĕнчех мар, ытларикун пулчĕ, ăна Сергей Артамонов премьер-министр ертсе пычĕ.

Чи малтанах вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров вĕренӳ çулне мĕнле пуçлани çинчен пĕлтериччен ачасен çуллахи канăвне кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Çĕртме-çурла уйăхĕсенче республикăри лагерьсенче — 29 кану тата сывлăх организацийĕнче — 73 пин ытла ача каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттернĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара республикăра парта хушшине пĕтĕмпе 151 пин ача ларнă. Вĕсенчен 13 пин ытларахăшĕ — пĕрремĕш классем. 18 вузпа колледж-техникумра 68 пин студент вĕренет. Çав шутра 17 пинĕшĕ пĕрремĕш курса килнĕ. Пĕлӳ кунĕ йĕркеллĕ, пăтăрмахсăр иртнĕ. Куншăн министр ыттисемпе пĕрлех полицие, Росгвардие тав турĕ. Пĕлӳ кунне шкулсенче «пĕлтерĕшлĕ калаçуран» пуçланă — «çыннăн мĕншĕн вĕренмелле?» темăна сӳтсе явнă. Шкулсен автобус паркне çĕнетнĕ — çурла уйăхĕн вĕçĕнче вĕсене çĕнĕ 39 автобус панă. Çав шутра Шупашкарти Ярославль урамĕнчи шкула хупнă май пĕрремĕш классене — 64 ачана — урăххине, Строительсен урамĕнчи шкула, илсе çӳреме те автобуссем уйăрнă. Çĕнĕ виçĕ шкул уçнă /«Питĕ илемлĕскерсем», — терĕ вĕсем пирки Сергей Артамонов/. Çĕнĕскерсенче малтан палăртнинчен ытларах ача пулнине кура учебниксем çителĕксĕрри палăрнă та — ку ыйтăва та татса панă. Транспорт министрĕ Максим Петров çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕпе сăмах илчĕ. Кăмăллă хыпар: кăçалхи çичĕ уйăхра аварисен, вĕсенче вилнисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Федераци трассисем çинче цифра пушшех нумай пĕчĕкленнĕ — авари 29,7% сахалрах, вилнисен шучĕ вара виçĕ хут чухлех пĕчĕкленнĕ. Çакна министр водительсем çул-йĕр правилисене уянине тĕрĕслесе тăмалли куçса çӳрекен фотовидеофиксаци комплексĕсем ĕçлеме пуçланипе те сăлтавларĕ. Стационарсем ăçта вырнаçнине пурте пĕлеççĕ, кусем вара транспорт юхăмĕнче ĕçлеççĕ — водительсен сыхă пулма тивет. Çавна май кунашкал комплекссене татах туянасшăн. Чăн та, ПАИ управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Михайлов çутă ӳкерчĕке кăшт тĕксĕмлетрĕ. Ӳсĕр водительсем хутшăннипе пулнă инкексем те сахалланнă-мĕн, анчах çав аварисенче çынсем вилесси хушăннă — çулталăк пуçланнăранпа 14 çын пурнăçĕ татăлнă. Эппин, çынсем руль умне ӳсĕрле ларасран сыхланмалли ĕçе вăйлатни вырăнлă. Çапах çул çӳрев хăрушсăрлăхĕ, паллах, ытти нумай сăлтавран та килет. Калăпăр, çулсен пахалăхĕнчен. Ку енĕпе республика курăмлă ĕç туни куç умĕнче. Министр палăртнă тăрăх, кăçал регион шайĕнчи çулсен 120, вырăнсенчи çулсен 170 километрне юсама палăртнă. Çак ĕçĕн пысăк пайне пурнăçланă ĕнтĕ. Çавăн пекех çулсен 15 километрне çутатса тăмалла тумалла — çуран çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн ку пушшех пĕлтерĕшлĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекта пĕтĕмлетрĕ. Çулла хыçа юлчĕ, анчах проект «Чăваш Енре хаваслă» ятпа малалла ĕçлĕ. Сергей Артамонов çакна хирĕçлемерĕ-ха, çапах республика хавасланать кăна пек туйăм çуралнине те пытармарĕ. Лариса Анатольевна шучĕпе вара — «çулла — пурте канаççĕ...» «Куна сире кам каларĕ?» – килĕшмерĕ унпа Правительство пуçлăхĕ. Ял хуçалăх министрĕ пулнăскершĕн çуллахи хĕрӳ вăхăтра «пурте канаççĕ» тени, паллах, тĕлĕнмеллерех илтĕнчĕ. Çавна май вăл «хаваслă Чăваш Ене» ĕçлĕ сĕмпе те пуянлатма сĕнчĕ. Лариса Анатольевна ку ыйтупа ытти министерствăпа канашласа ĕçе «тӳрлетӳсем» кĕртме шантарчĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Тăрăшса вĕренеççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проекчĕпе килĕшӳллĕн ятарлă çар операцине хутшăннисем министерствăсемпе ведомствăсенче, вĕсене пăхăнакан учреждени-организацире стажировка тухасси малалла пырать.

Правительство вице-премьерĕ Владимир Степанов Дмитрий Баннова Шупашкарти медицина колледжĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кунтан вĕренсе тухнăскер улшăнусене тӳрех асăрханă, хăйне вĕрентнĕ преподавательсенчен çĕннине нумай пĕлнĕ. 2023 çулта колледжра федерацин «Профессионалитет» проекчĕпе килĕшӳллĕн «Клиника тата профилактика медицини» енĕпе вĕрентӳ кластерне йĕркеленĕ, 6 вĕрентӳ зонинче 3 специальноçа вĕрентеççĕ. «Вăтам звено валли компетентлă специалистсем хатĕрлеме вĕреннĕ чухне туса кăтартмалли симуляци тата производство оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе кăçал колледжра тактика медицинин кабинетне уçрĕç, кунта студентсем медпулăшу хăвăрт памалли меслетсене, тактика медицинин меслечĕсене алла илеççĕ. Занятисене сертификациленнĕ специалистсем ирттереççĕ, вĕсем Мускав облаçĕнчи «Витязь» вĕрентӳ-тренировка центрĕнче ятарлă пĕлӳ илнĕ», — палăртрĕ вице-премьер. Д.Баннов колледжра вĕренӳ аудиторийĕсене паянхи пурнăç ыйтнă пек çĕнетнине, ку чухнехи оборудовани туянса вырнаçтарнине асăрханă, вăл студентсене специальноçа лайăхрах вĕренме май панине палăртнă. «Дмитрий сывлăх сыхлавĕн енĕсемпе кăсăклансах паллашни савăнтарать. Вăл çĕнĕ пĕлӳ илессишĕн малаллах туртăннине ырлатпăр, пĕрлехи ĕçе малалла тăсăпăр», — терĕ Владимир Степанов. Михаил Лобанов вара «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проектпа килĕшӳллĕн «Чувашупрдор» учрежденире карьера тума пултарать, мĕншĕн тесен унăн наставникĕ — республикăн транспорт министрĕ Максим Петров. Михаил Шупашкарта çуралнă, СВОна хутшăннă. Халĕ «Чувашупрдорта» стажировка тухать. Федераци, республика, муниципалитет шайĕнче çулсем тăвас, вĕсене пăхса тăрас, юсас, реконструкцилес енĕпе пухнă паха опытпа, ку енĕпе çĕршыв тата республика йышăннă саккунсемпе, Правительство тата отрасль министерствин докуменчĕсемпе паллашать. Çынсем вырăнти çулсен пахалăхĕ çинчен министерствăна çитернĕ çырусене тĕрĕслеме, подряд организацийĕсем çулсене юсаса пĕтернĕ хыççăн комиссипе пĕрле йышăнма муниципалитетсене каять, обьектсен проектпа смета докуменчĕсене тĕпчесе строительсем вĕсене епле пăхăннине уçăмлатма хутшăнать. «Вăл палăртнă ĕçсене ăнăçлă пурнăçласси пирки иккĕленместĕп. Манăн тивĕç — ăна аталанма, хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçламашкăн май туса парасси», — терĕ министр. Проекта хутшăнакан Валерий Скворцов наставникĕ — республикăн ĕçлев министрĕ Алена Елизарова. Вăл В.Скворцова министерство ертсе пынипе ĕçлекен учрежденисен ĕçĕпе паллаштарать. Валерий Шупашкарăн социаллă пулăшу кӳрекен комплекслă центрĕнче пулнă, Светлана Милкина директор ун умне лартнă тĕллевсем çинчен каласа панă. В.Скворцов нумай тĕллевлĕ çемье центрĕнче, «Манăн социаллă центр» клуб хутлăхĕпе стационар уйрăмĕнче çынсене кӳрекен пулăшу тĕсĕсене тишкернĕ, центр çумĕнче уçнă кану лагерĕнче ачасемпе тĕл пулнă. Вĕсем чечен вăрçине — икĕ хут, СВОна хутшăннă саппасри майор каласа панине тимлĕ итленĕ. Вăл, инженерконструктор, ачасене çар техники, пирĕн çарсем унпа усă курса СВОра тăшманпа ăнăçлă çапăçни çинчен каласа панă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Наукăпа тĕпчев анлăхĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитрĕ. Ăсчахсене саламлама институт уявне юнкун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та пычĕ.

Институт директорĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче институт аталанса пынине, ĕçре республика Правительстви, Вĕрентӳ министерстви пулăшса пынине палăртрĕ. Гуманитари хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. «1934 çулта чăваш наукăпа тĕпчев анлăхĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш наука ĕçĕ пичетленсе тухнă. Унтанпа нумай-нумай ĕç кун çути курнă, вĕсем пирĕн гражданла обществăна, культурăна аталантарма пулăшаççĕ», — терĕ вăл. Олег Николаев ăсчахсен умĕнчи тĕп тĕллевсене уçăмлатрĕ: «Эсир пурнăçлакан тĕпчев ĕçĕсем пирĕн авалхи йăхсен вăй-халĕнчен сĕткен илсе тăраççĕ. Институт историйĕпе тĕплĕн паллашнă майăн унăн тытăмĕнче, çул-йĕрĕнче нумай улшăну пулнине пĕлетĕп, анчах ертӳçĕсем пурте хăйсен ĕçĕн пĕлтерĕшне таса чунпа ĕненсе пурнăçланă — чи малта хамăрăн тăван халăхăн йăх тымарне тĕпчесе пĕлес, малалла çак ĕçе тата тарăнрах туса пырасси пулнă. Паянхи технологисем пархатарлă çак ĕçе малалла аталантарма майсем туса параççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Раççей халăхĕсен аваллăхне, истори пуянлăхне çĕнĕ мелсемпе тарăнрах тĕпчесси пирĕн паянхи тĕллевсенчен пĕри тесе палăртать. Чăваш тĕрĕ ăстисем Раççейĕн тĕрĕллĕ карттине ăсталани еплерех пысăк та паха пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса тăчĕ! Пирĕн авалхи чăваш руна паллисемпе китайсен иероглифĕсен хушшинче пĕр пеклĕх пурри те палăрчĕ». Олег Алексеевич институт ĕçченĕсене — директор çумне, филологи ăслăлăхĕсен кандидатне Ирина Кирилловăна тата редакципе издательство пайĕн ертӳçине Алсу Семигуловăна ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехет парса чысларĕ. Институт коллективне 95 çулхи юбилей ячĕпе Беларуç Наци наука академийĕн Истори институчĕн директорĕ Вадим Лакиза интернет урлă видеосалам ярса ăнăçу сунчĕ, Раççей наука академийĕн Тухăç институчĕн директорĕ Аликбер Аликберов тата РНА Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн директорĕ Андрей Кибрик видеоçыхăну мелĕпе çитĕнӳсем сунчĕç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ — Чăваш Республикинчи чи ватă учрежденисенчен пĕри. Ăна 1930 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Чăваш комплекслă ăслăлăх тĕпчев институчĕ тесе йĕркелесе янă. Нумай профильлĕ çĕнĕ институт пуçламăш тапхăрта çак пайсенчен тăнă: промышленноçпа экономика, ял хуçалăх, культурăпа пурнăç йĕрки. Ăслăлăх библиотеки ĕçленĕ. 1933 çулхи чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 15-мĕшĕччен институт республикăри 21 яла пĕтĕмĕшле тĕпченĕ. 1935 çулхи утă уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче учреждени чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе пĕрремĕш хут конференци ирттернĕ, унта чăваш чĕлхин орфографийĕпе терминологине сӳтсе явнă. 1937 çулта пысăк тепĕр мероприяти — Чăваш тата Тутар АССрĕсенче лингвистика экспедицийĕ — иртнĕ, 23 районти 120 ял тĕпчеве хутшăннă. Тепĕр тесен пысăк ĕçсене пурне те асăнас тăк — хаçатăн темиçе страници кирлĕ пулĕччĕ. Калама кăна çăмăл: 2010-2013 çулсенче çеç институт коллективĕ истори, этнологи, археологи, филологи, экономика, искусство, социологи тата ытти отрасль ыйтăвĕсемпе пурĕ 85 кĕнеке кăларнă, 97 ăслăлăх конференцийĕ, сессисем, анлă ларусем, «çавра сĕтелсем» ирттернĕ. Институтăн пĕрремĕш директорĕ Чăваш АССР Çут ĕç халăх комиссарĕ М.С.Сергеев пулнă. 1930 çулсенче ăслăлăх учрежденине В.А.Долгов, С.С.Кутяшов, А.С.Сергеева, Н.В.Васильев /Шупуççынни/, Н.А. Резюков, И.Я. Яковлев /Саламбек/ ертсе пынă. 1942-1963 çулсенче — П.Г.Григорьев, С.И.Ухватов, В.В.Чебухов, Т.Г.Гусев, И.А. Афанасьев, В.Н.Любимов, М.А.Андреев, 1963-1968 çулсенче — И.Д.Кузнецов, 1968-1988 çулсенче — В.Д.Дмитриев. Унтан — С.Р.Малютин, А.А.Трофимов, В.С.Григорьев, П.С.Краснов. 2024 çултанпа тилхепе 2010-2016 çулсенче директор пулнă Ю.Н.Исаев аллине таврăннă. Институт кун-çулĕ пултаруллă ăсчахсен пысăк çитĕнĕвĕсемпе палăрса тăрать. Кунта И.Д.Кузнецов, П.Г.Григорьев, Т.М.Матвеев, Е.З.Захаров, К.В.Элле, В.Г.Егоров, М.Я.Сироткин, Н.Р.Романов, Т.Г.Гусев, Д.Е.Сапожников, Н.А.Ургалкина, А.А.Трофимов, В.А.Нестеров, В.Д.Дмитриев, В.Ф.Каховский, Ю.Н.Исаев, П.С.Краснов, В.Н.Викторов, Т.И.Петрова, Л.Г.Федорова, Э.Я.Дмитриева тата ыттисем нумай вăй хунă, чылайăшĕ паян та наука аталанăвне хăйĕн тӳпине хывать. Институтăн Раççей Федерацийĕн ăслăлăх анлăхĕнчи вырăнĕ уйрăм пĕлтерĕшлĕ: вăл çĕршывра чăваш чĕлхин, литературипе фольклорĕн, чăваш халăхĕн тата Чăваш Республикин истори, социологи, этнологипе искусство ăслăлăхĕсен теори тата ăслăлăхпа ĕçлев ыйтăвĕсене пĕтĕмĕшле тĕпчекен учреждени пулса тăрать, нумай профильлĕ ăслăлăх центрĕн ĕçĕсене пурнăçлать. 2006 çултанпа «Чувашский гуманитарный вестник» ăслăлăх журналĕ тухса тăрать. Унта тăван çĕршыв тата ют çĕршыв тĕпчевçисем хăйсен статйисемпе пĕлтерĕвĕсене, рецензисене пичетлеççĕ. 2012 çултанпа учреждени «Ăс-хакăл-Знание» ятпа хаçат кăларса тăма пуçланă. <...>

Людмила САЧКОВА.

♦   ♦   ♦


«Чăн-чăн врач – пысăк чунлă çын»

«Эпир çынсен пурнăçне лайăх еннелле улăштарма пулăшатпăр. Пациентсен сывалнă хыççăн кăмăлĕ те çĕкленӳллĕ», — тет вăл. Сăмахăм Шупашкар хулин тĕп больницинче вăй хуракан аслă категориллĕ врач гастроэнтеролог Тамара Васильева çинчен. Тамара Валерьевна паян пирĕн тĕпелĕн хăни.

«Эпĕ йытăсене, кушаксене сиплеттĕмччĕ»

— Тамара Валерьевна, малтанах хăвăрпа паллаштарсамăр.

— Эпĕ, çемьери иккĕмĕш ача, Шупашкар хулинче çуралнă. Аттепе анне — Вăрмар тăрăхĕнчен. Анне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче биологипе хими факультетĕнче преподавательте ĕçленĕ. Атте агрегат заводĕнче вăй хунă. Анне кандидат диссертацине хӳтĕлесшĕн пулнă. Эпĕ çулталăк тултарсан атте чирленĕ. Аслă пичче вар-хырăм пăсăлнипе аптăранă та антибиотика мана та ĕçтернĕ. Ун хыççăн эпĕ те аптăраса ӳкнĕ, варвитти ниепле те иртмен. Мана сыватас тесе таçта та илсе кайнă. Анчах усси пулман. «Тăван тăрăха таврăнăр», — тесе чĕннĕ вара ялта пурăнакан кукамай. «Эсир нихăçан та выçă пулмастăр. Пахча пур, çурт лартатăр», — тенĕ вăл. Чăнах та, эпĕ виççĕ тултарнă тĕле çывăх çыннăмсем çурт çĕклерĕç. Анне Кивĕ Вăрмарта вĕрентекенре ĕçлерĕ. Каярах ăна директор çумĕ пулма шанчĕç. Унтан Кивĕ Вăрмар шкулĕн директорĕнче вăй хучĕ.

— Эсир шкулта вĕреннĕ чухнех врач пулма ĕмĕтленнĕ-и?

— Пиллĕкре чухнех тухтăр пулма ĕмĕтленеттĕм. Ăçтан сĕмленнĕ? Çӳлтен такам систернĕ пулĕ. Эпĕ йытăсене, кушаксене сиплеттĕм. Вĕсен урисене çыхса яраттăмччĕ. Анне мана Вăрмарти 2-мĕш шкула вĕренме янăччĕ. «Кивĕ Вăрмарта сана директор хĕрĕ тесе ан иртĕнтерччĕр», — тенĕччĕ. Пичче те çав шкултах пĕлӳ илчĕ. Шкулта биологипе хими предмечĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраттăм. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне волейболла, баскетболла выляма, гимнастикăна çӳреттĕм. Çавăн пекех ӳнер шкулне кайма та ĕлкĕрнĕ. Шкула кĕмĕл медальпе пĕтертĕм. «Эсĕ питĕ хитре ӳкеретĕн. Тамара, санăн художника вĕренме каймалла», — теме пуçларĕç мана ӳнер шкулĕнче. Çавăн хыççăн ӳнер шкулне çӳреме пăрахрăм. «Мана вăйпах ӳнерçĕ пулма яраççĕ», — теттĕм. Ӳкерес туртăм халĕ те пур манра. Тен, пенсие тухсан ӳкерме тытăнăп? /Кулать. — Авт./ Эпĕ тухтăра кайма тăрăшса хатĕрленнĕ, çавăнпа ЧПУри медицина факультетне çăмăллăнах вĕренме кĕтĕм. Хушма занятисене çӳренĕ. Манăн репетиторсем ЧПУри хими факультетĕнче преподавательте ĕçлетчĕç. Вĕсем патне кашни эрнере Шупашкара кайса çӳреттĕмччĕ. Эпĕ физикăпа республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Астăватăп-ха: олимпиадăра манăн йĕри-тавра пĕтĕмпех арçын ачасемччĕ. Вĕсем манран çырса илнĕччĕ. Хам тĕллĕн вĕренме юрататтăм. Ятарлă хушма учебниксем туянаттăмăр. Аслă классенче тăхтаврах алгебрăпа, геометрипе киле панă ĕçсене тăваттăм. Килте химипе, биологипе, физикăпа хатĕрленнĕ. Мана вĕренме йывăр марччĕ. «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа пысăк конкурс витĕр тухрăм.

— Врач çул-йĕрĕ ăçтан пуçланчĕ?

— 1998 çулта университетран вĕренсе тухрăм. Кайран Республика больницинче интернатурăра пулнă. Диплом илсенех Атăл леш енче, Сосновкăра, терапевтра ĕçлерĕм. Ĕç вырăнĕ тупма çăмăлах пулманччĕ. Эпир 200 çын вĕренсе тухнă — пурне те ĕç кирлĕччĕ. Ĕçе вырнаçас тесе Ульяновск хулине те каятчĕç. Пĕр хĕрпе эпĕ те кайса килнĕччĕ. Анчах унта прописка кирлĕ терĕç — ăна ют хулара ăçтан тупăн-ха? Сосновкăра çур çул кăна ĕçлерĕм. Ирхине чирлисене йышăнаттăм. Апат хыççăн стационарта вăй хураттăм. Унта темиçе палатаччĕ. Хирург тата эпĕ, терапевт, ĕçлеттĕмĕр. Медсестрасем пурччĕ тата. Больницăна инсульт пулнă, алли-урине амантнă çынсене илсе килетчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ хирургра вăй хуратчĕ. Дементьев хушаматлăскер пĕрре килетчĕ, тепĕр чух килместчĕ те. Эпĕ хĕлле Атăл шăнсан Сосновкăна çуран çӳреттĕм. Çулла машинăпа лартса каятчĕç. Анчах çур çултан аварие лекрĕм. Пирĕн машина çаврăнса ӳкнĕччĕ — хулпуççине ыраттартăм. Кайран унта урăх çӳрес мар терĕм. Агрегат завочĕн поликлиникинче ĕç вырăнĕ тупрăм. Унта участок терапевтĕнче вăй хутăм. Сосновка хыççăн унта ĕçлеме çăмăл пек туйăнатчĕ. Чирлисене йышăннă хыççăн участок тăрăх çӳреттĕм. Çав вăхăтра качча тухрăм. Пĕрремĕш ачана çуратрăм. Унтан мана кичемлĕх пусрĕ. Маларах гинеколог пулас килет пекчĕ. Ача çуратнă çĕре çӳреттĕм. Кардиолог, невролог ĕçĕ те илĕртетчĕ. Унтан акă мĕн ăнлантăм: мана шухăшламалли ĕç килĕшет. Приборсемпе кăна пăхасси ман валли мар — хамăн шухăшласа илмелле, пĕтĕмлетӳ тумалла. Ординатурăна кайрăм, терапи енĕпе вĕренме кĕтĕм. Çав вăхăтрах «Волжские зори» санаторире те ĕçлерĕм. Каярах Шупашкарти строительсен больницинче ординатура тухрăм. Малтан — пульмонологире, унтан — терапире. Кайран гастроэнтеролога кайрăм. Унта вара нумайлăха вырнаçрăм. 2007 çултанпа — гастроэнтерологра. Мана ун чухне ку больницăра ĕçлеме сĕнчĕç. «Пирĕн патрах юл», — терĕç.

«Чир сăлтавне тупсан пулăшу тухăçлă»

— Тĕп хула больницине юлнăшăн ӳкĕнместĕр-и? Гастроэнтерологи килĕшет-и?

— Питĕ килĕшет. Çакă шăпах манăн ĕç пулнине ăнланса илтĕм. Кунта пĕр япала тепринчен тухса пырать. Малтан вар-хырăм, апат хуранĕн чирĕсем. Унтан — чĕрепе çыхăннисем. Нерв тытăмĕн чир-чĕрĕ питĕ тăтăш тĕл пулать. Йăлтах, пĕтĕмпех пыршăлăхран пырать. Пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.

— Врачăн чи лайăх енĕ мĕн вăл?

— Чунлă пулни, çынлăх туйăмĕ пысăкки, пациента ăнланма тăрăшни. Чирĕн тымарне тупма пĕлни. Çав сăлтава тупсан çынна ытларах пулăшатăн. Çын тав туни хĕпĕртеттерет, ĕçрен киленӳ илме май парать. Пациента пулăшатăн та — вăл кайран пачах урăхла çын пулса килет: депресси, стресс иртет.

— 27 çул каярахрипе танлаштарсан чирлисен шучĕ нумайланчĕ-и?

— Халĕ вĕсен шучĕ вунă хут та ытларах-тăр…

— Мĕнле чирсемпе ытларах аптăраççĕ?

— Чир-чĕртен ытларахăшĕ нервсемпе çыхăннă. Стреса, депрессие пула чирлеççĕ. Маларах ун пекки çукчĕ, вархырăмра юхан сурансем тупаттăмăр. Халĕ унашкалли çук пулсан та çынсем хырăм ыратни пирки калаççĕ. Анализсем партаратпăр та — вĕсем космоса яма хатĕрленекеннĕнни пек лайăх… Анчах хырăм йывăр чирлĕ чухнехи пек ыратать. Хăть васкавлă пулăшу чĕн. Ун пекки нумай халĕ. Çавăнпа пирĕн психотерапевт та пулмалла. Çакă çулсем иртнĕçемĕн ӳссе пырать. Чунпа тата чунтан сиплемелле чирлисене. Тӳрккес чунлă тухтăр тухтăр мар. Врач пулса, ахăртнех, çуралаççĕ. Манăн йăлтах çăмăллăн пулать. Халĕ пыршăлăхпа, ват хăмпинчен ват тухманнипе çыхăннă чир-чĕр уйрăмах нумай. Маларах апат хуранĕн чирĕсемччĕ. Калăпăр, гастрит, язва...

— Мĕншĕн нумай чирлеççĕ?

— Стреса пула. Ку — пĕрремĕш вырăнта. Ĕлĕк выçлăха пула вилнĕ, халĕ чирсем апат нумай çинипе аталанаççĕ. Пĕвер, ват хăмпин чирĕсем… Ытларах çакă апат нумай çинипе пулать. Халĕ этемлĕх чустаран пĕçернĕ, пысăк калориллĕ апата, фастфуда кăмăллать. Çав вăхăтрах сахал хускалаççĕ. Ковид хыççăн мăнтăр çын питĕ нумайланчĕ. Вĕсен йышĕ хушăнсах пырать.

— Врачăн ялан вĕренмелле…

— Тĕрĕсех. Врач вуламанни, пĕлĕвне ӳстерменни тӳрех курăнать. Пирĕн ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле. Ятарлă курссем тухатăп, конференцисене çӳретĕп. Пĕлĕве анлăлатас, тавра курăма ӳстерес тĕллевпе Мускавра, Питĕрте, Чулхулара тăтăш пулатăп. Конференцисем Чăваш Енре те иртеççĕ.

Паллă художниксен куравĕсене çӳрет

— Ачăрсем сирĕн çула суйламан-и?

– Çук. Хĕрĕмсем тухтăра каясшăн мар.

— Малашнехи тĕллевсем?

— Çакăнтах ĕçлес килет хальлĕхе. Йăлтах килĕшет, тата ӳсес килет. Ĕçлеме пуçланă тапхăртипе танлаштарсан пачах урăхла ĕçлетĕп тесе шухăшлатăп хам пирки.

— Хăвăрăн сывлăха упрас тесе мĕн тăватăр?

— Эпĕ йогăна, бассейна çӳретĕп тата. Физкультурăпа яланах туслă пулма тăрăшнă. Йога кун тăршшĕпе ывăннине сирме пулăшать. Малтанах: «Ăçта лекрĕм?» — теттĕм. Халь каймасан тем çитмен пек туйăнать. Çулсем иртнĕçемĕн хитре те сывă курăнмашкăн нумайрах вăй хума, тăрăшма тивет. Тĕрĕс апатланмалла. Сĕтел çинче тĕрлĕ апат пулмалла. Анчах пĕчĕкшерĕн çимелле. Эрех-сăрапа иртĕнмелле мар.

— Сирĕн хобби пур-и?

— Эпĕ машинăпа çӳреме питĕ юрататăп. 16 çултах руль умне ларнă. Водитель удостоверенине ача çуратсан илнĕччĕ. Шкулта кружоксене çӳренĕ, çыхма, çĕлеме вĕреннĕ. Паллă художниксен куравĕсене çӳреме юрататăп. Вĕсен мастерскойĕсене те çитсе куратăп.

— Сирĕн, врачсен, стресс пулать-и?

— Паллах. Кашни кун вăрçăри пек. Анчах лăпкăлăха упрама тивет.

— Стресс ан пултăр тесе мĕн тăватăр?

— Лайăх ыйту. Йога стреса сирме пулăшать. Анчах пăшăрхантаракан ыйтусем чунра пĕрех юлаççĕ. Темĕнле çын та пулать. Хăшĕсем хăйсем йывăр чирлĕ пулнине йышăнасшăн мар. Кун пирки вĕсене асăрханса калама тăрăшатпăр. Кайран хам кулянса çӳретĕп. Ĕçĕме яланах тишкеретĕп, йăнăшăмсемпе ĕçлетĕп. Чăн-чăн врач — пысăк чунлă çын. Çынсем пирĕн сĕнӳсене итлеменни, кайран килсе пире айăплама тăни чуна ыраттарать.

— Çакăнта ĕçлеме пӳрнĕшĕн савăнатăр-и?

— Пирĕн больницăра коллектив питĕ лайăх. Мана кунта сĕре килĕшет. Врачсем ырă кăмăллă, пултаруллă. Пирĕн йышра çамрăк тухтăрсем те хушăнса пыраççĕ. Пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Тăвансем пек — пĕр-пĕриншĕн тăрăшатпăр, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Вĕлле хурчĕсем пек ĕçчен

Канаш округĕнчи Яманкасси ялĕнче пултăмăр. Ăна темиçе 100 çул каялла ирĕклĕх шыраса, хĕн-хура тӳсеймесĕр тарса килнисем пуçарса янă, çырма-çатраллă вăрманта хӳтлĕх тупнă. Хăй вăхăтĕнче кунти Доронин ячĕллĕ колхоза пĕлмен çын Канаш районĕнче пулман, вăл çитĕнӳ туса республикăра та палăрнă.

Яманкассисен пурнăçĕнче тем те пулнă: лайăххи те, япăххи те. Пурне те тӳссе ирттернĕ, чăтнă, ырă, ăшă кăмăл вучахне сӳнме паман. Туслă пурăнса, пĕр-пĕрне пулăшса малаллах талпăннă. Кунти Вăрăм юхан шыв кукăр-макăр юхса Атăл еннелле васкать. Ял çывăхĕнче халĕ те вăрман, шухăша яракан тарăн çырмасем, ытарлă сăртсен хысакĕсем, уйсенче пучах кăларса хумханса ларакан тырă пуссисем. Вăрăм урлă хывнă тимĕр кĕперпе каçса ял урамне кĕтĕмĕр. Кунта пире Мясниковсен сумлă çемйи кĕтет. Эрешлесе капăрлатнă тимĕр калинкке умĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Артемий Васильевич чылайранпа «Канаш ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлет. Вăл — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Амăшĕ Людмила Порфирьевна шкулта нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Кил хуçалăхĕнче курмалли, тĕлĕнмелли, сăнамалли темĕн чухлех! Мĕн кăна ăсталаман Артемий Васильевич: ĕç хатĕрĕсем, хăй аллипе тунă илемлĕ те капăр пӳртпе беседкăсем, çил арманĕ тата темĕн те пĕр. Çăтмахăн пĕр тĕлĕнмелле кĕтесĕнче пулса курнă пекех туйрăмăр хамăра. Мясниковсем çĕр лаптăкне малтан тара илнĕ, каярахпа харпăрлăха куçарнă. Ăна хăтлăлатас тесе пыл хурчĕсем пек вăй хураççĕ. Журналист ĕçĕ яваплă, интереслĕ. Куллен çĕннине шырамалла, пурнăçпа тан утмалла. Артемий редакци шаннă тивĕçсене тӳрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçлать, çав вăхăтрах хăйне интереслентерекен, кăмăлне каякан ĕçе те тăвать. Ăна амăшĕ Людмила Порфирьевна хавхалантарса тăрать. Вĕсем çĕр лаптăкне карта тытса çавăрнă, çумĕпе туя тата чăрăш лартнă, Типĕ вар хысакне ĕлĕкхи тупă кĕлеткине вырнаçтарнă, юнашарах çил арманĕ. Кăшт çил вĕрсенех çунаттисемпе хăлаçланса ĕлĕкхине аса илтерет. Арман çи виттинче — ӳхĕ сĕмеки. Уринчен çыхнă кантраран туртсанах пуçне çавăрать. Чăн-чăн юмах тĕнчи! Усă куракан çĕр лаптăкĕ варринче утар çуртне вырнаçтарнă. Унта ĕлĕкхи хресченĕн ĕç хатĕрĕсем — тырă акмалли, йĕтĕн-кантăртан сӳс тумалли, тĕрлĕ çи-пуç —кăçатăранпуçласатăлатаран, çăпатакалăпĕ — тата ытти те. Çывăхри çырмасенче тупнă авалхи мамонт-носорог, çурçĕр пăланĕн шăммишакки те пур. Сăмах май, çывăх юлташăма килте упраннă çăмламас носорогăн пуç шăммипе мамонтăн янах шăммине парнелерĕм. Сентре çинче вут чулĕнчен ăсталанă ĕç хатĕрĕсем те курăнчĕç. Мясниковсем пахча çимĕçе çапла шă-вараççĕ: çи виттинчен анакан çумăр шывĕ валак тăрăх юхса каткасене тулса тăрать. Артемий Васильевич утарта пыл туса илет, вĕллесене ятарласа тунă пӳртре хĕл каçарать. Çӳллĕ юпа тăррине лаша пуçĕн шăммине вырнаçтарнă. Ĕлĕкхи çын янавар хурт сăхнине юратманнине пĕлнĕ, çавăнпа лаша пуçĕпе асăрхаттарнă. Хыр йывăççисен сулхăнĕнчи беседкăна кĕтĕмĕр: уçă, сулхăн, тирпейлĕ, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Пире чăвашсем юратакан шăм-шак курăкĕ ярса вĕретнĕ сиплĕ чейпе сăйларĕç. Кăмăллăн калаçса, ырă, ĕçчен те маттур çынсене чĕререн тав туса уйрăлтăмăр. <...>

Николай ВОРОНЦОВ,

Канаш округĕ, Кивĕ Шелттем ялĕ.

♦   ♦   ♦


Асăмри ырă юлташ

«Хыпарăн» çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчи номерĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Етĕрнере пурăнакан 106 çулти Иван Ермолаев пурнăçĕ çинчен çырнă материал кун çути курчĕ. Мана килĕшрĕ. Иртнĕ эрнере Иван Васильевичпа телефонпа çыхăнтăм, çуралнă кунĕ ячĕпе саламларăм.

Вăл Йĕпреç районĕнче ĕçленĕ çулсенче унпа час-часах хутшăннă. Орден-медаль кавалерĕ пулнине пĕлеттĕм, вĕсене çакса çӳреместчĕ, вăрçă çинчен аса илместчĕ, «вăрçă урăх ан пултăр» тетчĕ. 1964 çулхи раштав — 1965 çулхи кăрлач уйăхĕсенче промышленноçпа ял хуçалăх районĕсене пĕтерсе малтанхи администраци районĕсенех тавăрчĕç, колхозсовхоза тӳррĕн ял хуçалăх управленине пăхăнтарчĕç. Унта специалистсене пуçтарчĕç, управленин кадрсен пайне çирĕплетрĕç, вăл хуçалăхсене кадрсемпе тивĕçтерессине йĕркелесе ячĕ. Управленире вĕсемпе ĕçлеме Иван Васильевича шанчĕç. Мана 1965 çулта Гурий Андреев председатель Пучинкери «Красный партизан» колхозăн тĕп бухгалтерĕнче ĕçлеме ӳкĕте кĕртрĕ. Ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсемпе паллашрăм. Пирвай кадрсемпе ĕçлекен аслă специалист патне кĕтĕм: сĕтел хушшинче — 40 çултан иртнĕ, çĕнĕ костюмпа шурă кĕпе тăхăннă арçын. Сĕтелĕ çинче — блокнотручка, графинпа стакан. Графина квас тултарнă пек туйăнчĕ. Хăйне хирĕç ларма сĕнчĕ. «Эсĕ «Красный партизанра» ĕçлеме пуçлани лайăх, унта техникум е институт пĕтернисем, çав шутра экономистсем, кирлĕ», — терĕ. Хамăн биографипе кĕскен паллаштарма ыйтрĕ — каласа патăм. Ун чухне Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн 2-мĕш курсĕнче куçăн мар майпа вĕренеттĕм. Иван Васильевич çулпа чылай аслăрах пулин те хăйне манпа тан тытрĕ, «ыйтусем сиксе тухсан пулăшăп» терĕ. Çапла паллашрăмăр. Колхоз ĕçĕпе Пучинкерен 18 çухрăмри Йĕпреçе час-часах кайма тиветчĕ, кашнинче тенĕ пекех Ермолаев патне кĕреттĕм. Йĕпреçре хăйĕн пӳртĕнче пурăнатчĕ. Пĕррехинче райцентрта çĕрлечченех ĕçлеме тиврĕ, Иван Васильевич çĕр каçма хăйĕн килне пыма чĕнчĕ, мăшăрĕпе паллаштарчĕ. Кăмăллă хĕрарăм мана тарават йышăнчĕ. Колхозсен ĕçĕ, ял пурнăçне лайăхлатмалли тĕллевсем çинчен темиçе сехет калаçса лартăмăр. 1966 çулта мана Чăваш АССРĕн Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ пухура лайăх ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Тин ĕçлеме тытăннăскере наградăласси кадрсемпе ĕçлекен аслă специалист Иван Васильевич хутшăнмасăр пулман. Иван Васильевич сĕннипе 1967 çулта мана ял хуçалăхне ертсе пыракансен курсне, обком йĕркеленĕскере, вĕренме ячĕç. Унтан пĕлӳ илсе таврăнсан районăн ял хуçалăх управленине ĕçе илчĕç. Ермолаева Йĕпреç поселокĕн канашĕн председательне суйларĕç, урам-лапама хăтлăлатассишĕн нумай тăрăшрĕ. Уйрăммăн илсен тĕп урамсене асфальт сарнине, тротуар хывнине палăртас килет. 1968 çул хыççăн Ермолаев пурнăçĕнче пысăк улшăну пулчĕ. Паллах, ку каярахпа унăн хĕрĕпе Валентина Ивановнăпа, ашшĕне чылай çул пăхаканскерпе те, çыхăнчĕ. «Атте — 52, анне 22 çулта чухне эпĕ çуралнă. Пулас атте пулас аннене пĕрре курнипех юратса пăрахнă, ăна качча илме тĕв тунă, хăй ертсе пынă хатĕрлев кантурĕнчи пӳлĕмне шал енчен кăвак тĕспе — анне куçĕн тĕсĕпе — сăрлаттарнă», — тенĕ Валентина Ивановна. Çак йĕркесенчен Иван Васильевич хăйĕн иккĕмĕш мăшăрне Нинăна хытă юратнине пĕлтĕм. Ермолаев Йĕпреç поселокĕн депутачĕсен черетлĕ суйлавне хутшăнмарĕ, Нинăпа иккĕшĕ Етĕрнене куçса кайрĕç, Иван Васильевич çăкăр комбиначĕн директорĕ пулса ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна тата Нинăна 1982 çулта Етĕрнере куртăм. Ун чухне Шупашкарта, «Чувашсельхозхимия» пĕрлешĕвĕн тĕп бухгалтерĕнче ĕçлеттĕм, унăн Етĕрнери уйрăмĕн ертӳçисем йыхравланипе районăн Ĕçпе юрă уявне кайрăм. Çынсем каруççелпе ярăнаççĕ, «Прощание славянки» янăрать. Иван Васильевича курах кайрăм! Çӳçĕ кăвакарма тытăннă ĕнтĕ, пуç тӳпи шаклаланнă. Вăл мăшăрĕпе Нинăпа тата шкул çулне çитсе пыракан ачапаччĕ. Савăннăскер васкасах вĕсем патне пытăм, сывлăх сунтăм. Иккĕшĕ те мана манса кайман, кăмăллăн калаçрăмăр, паллакан çынсене аса илтĕмĕр. Нина Йĕпреçри пекех илемлĕ, йăрăс пӳллĕ. Шел, унтанпа вĕсене урăх курман. Иван Ермолаев Йĕпреçре ĕçленĕ чухне кунти драма ушкăнĕн артисчĕ пулнă, чăваш драматургĕсен пьесисене сцена çине кăларма хутшăннă. <...>

Геннадий ПАВЛОВ-СЕХНЕР.

Йĕпреç округĕ, Пучинке ялĕ Çемье архивĕнчи сăн ӳкерчĕк.

♦   ♦   


«Çынсем пирĕн юрăсене итлени савăнтарать»

Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Станислав Толстов 200 ытла юрă çырнă. Вĕсене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем юратса юрлаççĕ. Паллă композитора, дирижера, концертмейстера, юрăçа, купăсçа «Хыпар» тĕпелне йыхравларăмăр.

— Станислав Петрович, паян эсĕ музыка тĕнчинче паллă çын. Çак пултарулăх епле çуралса аталаннă-ха?

— Эпĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче сакăр ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Пирĕн килте юрă-кĕвĕ пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă. Анне Анастасия Петровна хитре юрлатчĕ. Атте Петр Николаевич питлĕхпе, кашăкпа тĕрлĕ кĕвĕ кăларатчĕ. Куккасем вара питĕ ăста купăсçăсемччĕ. Сăкăтра ача-пăча музыка шкулĕ пурччĕ. Мана çавăнта вĕренме ячĕç, баян туянса пачĕç. Борис Прохоров баянист ăсталăха ӳстерсе пыма пулăшрĕ. Вăл питĕ тăрăшса вĕрентетчĕ. «Пурнăçра хăвăра çеç шанăр», — тетчĕ. Уроксенче Михаил Лермонтов сăввисене пăхмасăр вуласа паратчĕ. Эпĕ баян калама пуçласан савăннипе унăн куçĕ шывланатчĕ.

— Музыка шкулĕнче çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Çĕрпӳри культура тата искусство училищине кайма шутларăн-и?

— Унта кайма мана Борис Константинович сĕнчĕ, экзамен тытма та хăех илсе кайрĕ. Училищĕре вĕреннĕ чухне вăхăта юрă-кĕвĕпе ирттереттĕм. Шӳт те тухрĕ: «Толстовăн юлташĕ кам? Баян!» Иккĕмĕш курс хыççăн салтака кайрăм. Мускав çар округĕн ансамбльне лекрĕм, икĕ çул гарнизон тăрăх концертсемпе çӳрерĕмĕр. Çартан таврăнсан малалла вĕрентĕм, хор дирижерĕн уйрăмне пĕтертĕм. Çак вăхăтрах пĕр шкулта хор ертсе пытăм.

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне мĕнле лекрĕн?

— Училищĕне ансамбль ертӳçи Юрий Васильев музыкантсем шыраса пынăччĕ. Мана суйласа илчĕ. 1987 çул пуçламăшĕнче коллектив Хĕвел тухăçне гастроле тухса кайрĕ. Мана икĕ сехете яхăн пыракан концерт программине вĕренме 12 кун пачĕç. Путвала анса ларса икĕ эрнене яхăн пĕр чарăнми баян каларăм. Ун чухне нумай хулана çитсе куртăмăр: Хабаровск, Владивосток, Благовещенск, Биробиджан, Магадан, Уссурийск... Карелире те пултăмăр. Çынсем концерт курма чăваш кĕпи тăхăнса пыни тĕлĕнтернĕччĕ.

— Станислав Петрович, Хусанти культура тата искусство институтĕнче вĕреннĕ çулсене аса илер-ха.

— Унта эпĕ Виталий Гордеев, Виталий Петров юрăçсем сĕннипе кайрăм. Оркестр дирижерĕсен уйрăмĕнче пĕлӳ илтĕм. Манпа Александр Васильев, Михаил Федоров юрăçсем вĕренчĕç. Паллă музыкант тата ăста педагог Анвар Аминев класне лекрĕм. «Вĕрентме çук, вĕренме кăна пулать», — тетчĕ вăл. Хусанта вĕреннĕ чухне «Молодость» ансамбль йĕркелерĕм, ăна ертсе пытăм.

— Çак тапхăрта эсĕ Файзулла Туишев ячĕллĕ конкурс лауреачĕ те пулса тăнă вĕт-ха?

— Çапла. Конкурса 80 профессионал музыкант хутшăнчĕ. Виçĕ тапхăрпа иртрĕ вăл. Юлашкинчен тăххăрăн юлтăмăр. Эп хама çапла каларăм: «Хытнă çăкăр çиетĕп, анчах ку конкурсра çĕнтеретĕпех!» Тăрăшни сая каймарĕ, мана пĕрремĕш преми пачĕç. Тутар Республикин халăх инструменчĕсен патшалăх оркестрĕн тĕп дирижерĕ Анатолий Шутиков: «Сана пысăк пуласлăх кĕтет», — тенĕччĕ.

— Чĕмпĕре хăçан килсе тĕплентĕн?

— 1993 çулта Володарский шкулĕнче музыка преподавателĕнче ĕçлеме пуçларăм. Пĕр харăс пилĕк ушкăн ертсе пытăм: чăваш ансамбльне, фольклор ушкăнне, арçын ачасен, хĕрачасен тата учительсен хорĕсене. Облаçри, районти конкурссенче, фестивальсенче ялан 1-2-мĕш вырăнсене йышăнаттăмăр. Çав вăхăтрах мана «Палнай» ансамбле ертсе пыма сĕнчĕç. Каярахпа коллективпа «халăх» ятне те илтĕмĕр. Унта Верония Алексеевна юрлатчĕ. Эпир унпа 1995 çулта пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Шкулта 10 çул вăй хутăм. Çав вăхăтрах «Чĕмпĕр ен» ансамбль йĕркелерĕм. Шупашкара концертпа та кайса килнĕччĕ. Шупашкар юрăçисене Чĕмпĕре йыхăрса та нумай концерт кăтартнă. Чĕмпĕр хулинчи «Руслан» культура керменĕ çумĕнчи «Эревет» халăх ансамбльне 13 çул ертсе пыратăп. Пире хулари, облаçри пысăк мероприятисене йыхравлаççĕ, тĕрлĕ регионта концертсемпе кайса çӳретпĕр. Сиктĕрмери Уява та çитнĕ. Юпа уйăхĕнче акă Шупашкарта концерт лартма ĕмĕтленетпĕр.

— Юрă хывас ĕç çинчен калаçар-ха. Мĕнрен пуçланчĕ ку?

— Ку пултарулăх мана атте-аннерен куçнă. Пĕрремĕш юрра эпĕ 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерсен çырнă. Эпĕ ун чухне Шăмăршă районĕнчи пионер лагерĕнче музыка ертӳçиччĕ. Çав вăхăтрах Карапай Шăмăршăри клубра та ĕçлеттĕмччĕ. Ильина студентка /вăл вожатăйччĕ/ çырнă «Куçусем» сăвва юрра хывнăччĕ. Ăна каçсерен микрофонпа колонкăсем урлă юрлаттăмăрччĕ. Пĕтĕм вăрман янăратчĕ. Тăрăн ялĕн çыннисем анкарти хыçне тухса итлесе тăратчĕç. Юрă çырма мана савăнни те, хурланни те, пурнăçри йывăрлăхсем те хистеççĕ.

— Эсир Верония Алексеевнăпа 30 çул пĕр сцена çинче юрлатăр. Мăшăру çинчен каласа кăтарт-ха.

— Юрăри пек каласан — «пире юрă çыхăнтарчĕ». Хитре юрлать вăл, сасси илемлĕ. Унăн амăшĕ Александра Никифоровна купăс каланă. Мăшăрăм — манăн пĕрремĕш пулăшакан. Юрă çырнă чухне яланах ман çумра вăл. Мана кĕвĕ ритмне туйса илме, кăлтăксене тӳрлетме пулăшать. Килĕштерсе пурăнатпăр эпир. Пире Турă хăй пĕрлешме пулăшнă. <...>

Николай ЛАРИОНОВ-ЙĔЛМЕЛ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.