Çамрăксен хаçачĕ 32 (6583) № 04.09.2025
Специалистсем хатĕрлеççĕ
ВАЛЕРИЯ КУЗЬМИНА ШУПАШКАРТИ СТРОИТЕЛЬСТВĂПА ХУЛА ХУÇАЛĂХĔН ТЕХНИКУМĔНЧЕ ГЕОДЕЗИСТ СПЕЦИАЛЬНОÇНЕ АЛЛА ИЛЕТ. КУ ВĔРЕНТӲ УЧРЕЖДЕНИЙĔНЧЕНЕХ УНĂН ТĂВАНĔСЕМ ВĔРЕНСЕ ТУХНĂ. КИЛТЕ ГЕОДЕЗИСТ ПРОФЕССИЙĔ ПИРКИ ЧАС-ЧАСАХ КАЛАÇНИНЕ ИЛТНИПЕ, ВАЛЕРИЯ ТА ИНТЕРЕСЛЕНСЕ КАЙСА ÇАК ÇУЛА СУЙЛАСА ИЛНĔ. ХАЛĔ ХĔР 4-МĔШ КУРСРА ĂС ПУХАТЬ.
Пĕлӳ кунĕнче Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче строительство енĕпе вĕрентӳпе производство центрĕ уçăлчĕ. Ăна «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн «Профессионалитет» федераци проектне хутшăннипе уçма май пулчĕ. Проекта пурнăçлама 140 миллион тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă: 100 миллион тенкĕ — федераци бюджетĕнчен, 20-шер миллион тенкĕ регион бюджетĕнчен, техникумпа кластера хутшăнакансем уйăрнă. «Эпир çĕнĕ кабинетсемшĕн питĕ савăнатпăр. Халĕ кунта тĕрлĕ оборудовани, малтанхинчен лайăхрах çĕнĕ компьютерсем пур», — савăнăçне пытармарĕ Валерия. Техникумра туса ирттернĕ ĕçсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та паллашрĕ. «Ку пирĕншĕн питĕ сумлă пулăм. Çакнашкал темиçе «Профессионалитет» ĕçлет ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри — икĕ-виçĕ çул та. Вĕсене йĕркеленине кура ачасем техникумсемпе колледжсене хаваспа вĕренме кĕни куçкĕрет. Студентсем пахалăхлă пĕлӳсĕр пуçне вĕреннĕ вăхăтрах лайăх шалу илме пултараççĕ. Кунта вĕренекен ачасем профессионалсем пулни пире те, студентсене те, вĕрентекенсене те пысăк шанăç парать», — терĕ Олег Алексеевич. «Профессионалитет» проектпа килĕшӳллĕн колледжсемпе техникумсен никĕсĕнче предприяти-партнерсем укçа хывса вĕрентӳ кластерĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсем студента çĕнĕ йышши хатĕрсемпе ĕçлеме вĕрентнипе уйрăлса тăраççĕ. Предприятисем проекта хутшăнса хăйсем валли çамрăк, пысăк шанăç паракан, тăрăшуллă специалистсене хатĕрлеççĕ. Строительство техникумĕ проекта пурнăçлама хулари 11 предприятие явăçтарнă. Вĕрентӳпе производство центрне хута ямашкăн пӳлĕмсене юсанă, кирлĕ оборудовани туяннă, брендпа килĕшӳллĕн проект ыйтнине тивĕçтернĕ. — Грант çĕнсе илсен питĕ савăнтăмăр. Çак укçапа 12 специальноçпа вĕренмешкĕн çĕнĕ оборудовани туянтăмăр. Пӳлĕмсене геодези тĕпчевĕсем ирттермелли, çĕр виçмелли хатĕрсемпе, компьютерсемпе пуянлатрăмăр. Кăçалтан пуçласа мĕн пур студент çак техникăпа ĕçлеме пултарать. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче «Профессионалитет» проектпа пирĕн техникумран, çавăн пекех педколледжран, Улатăрти техникумран 600 ытла ача пĕлӳ илĕ, — пĕлтерчĕ директор çумĕ Марина Тюрина. Çак программăпа вĕренекенсем 3,5-4 çул вырăнне 2,5 çул ăс пухаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — студентсем предприятисенче практикăра пулса паха опыт пухни. Çапла республикăри организацисене экономикăн чăн секторĕн требованийĕсене тивĕçтерекен хатĕр специалистсем килĕç.
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Барнаулта хĕрлĕ çулçăллă улмуççи лартнă
Алтай патшалăх медицина университетĕнче Пĕтĕм Раççейри студентсен «Аметист» медицина проекчĕ вĕçленнĕ. Унта 10 регионти 100 ытла студент хутшăннă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Вита» медицина отрячĕн 16 боецĕ чи лайăххисен йышне лекнĕ, Пĕтĕм Раççейри проектăн ялавне тивĕçнĕ.
Алтай, Красноярск тата Краснодар крайĕсенчи, Архангельск, Астрахань, Киров, Кемĕр, Томск облаçĕсенчи, Мускавпа Чăваш Республикинчи медицина аслă шкулĕсен студенчĕсем Барнаулти сиплев учрежденийĕсенче уйăх ытла вăй хунă. Çак вăхăтра студотрядсен представителĕсем кĕçĕн тата вăтам медицина персоналĕн, врач-стажер тата участок тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Вĕсем крайри васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинчи, Барнаул хулинчи сыватмăшсенчи, онкологи диспансерĕнчи, перинаталь центрĕнчи медиксене пулăшнă. Çавăн пекех çамрăксем професси ăсталăхĕн конкурсĕсене, пултарулăх фестивальне, спартакиадăна, вĕренӳ мероприятийĕсене тата донор акцийĕсене хутшăннă. «Аметист» боецĕсем студотряд юхăмĕн ветеранĕсемпе тĕл пулнă, Алтай крайĕнчи паллă вырăнсемпе паллашнă. Проекта хупнă чухне Алтай крайĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Дмитрий Попов, медицина университечĕн ректорĕ Ирина Шереметьева, крайри студентсен отрячĕсен штабĕн ертӳçи Сергей Мельник, çамрăксен политикин тата общество аталанăвĕн программисене пурнăçлакан управленийĕн пуçлăхĕ Никита Свиридов тухса калаçнă. «Кăçал ĕç паракансенчен лайăх хаклав нумай пулни мана питĕ савăнтарчĕ, ку эпир тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет», – тенĕ Патшалăх Думин депутачĕ Юлия Дрожжина. Сумлă хăнасем палăртнă тăрăх, çамрăксем çуллахи тапхăрта медиксене пулăшса пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă, опыт илнĕ, сывлăх сыхлавĕн аталанăвне тӳпе хывнă тата регионсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелеме çул уçнă. «Ку пирĕншĕн питĕ паллă пулăм! Пĕтĕм Раççейри студентсен ĕç проекчĕсен йышĕнче эпир пĕрремĕш хут çĕнтерӳçĕсем пулса тăтăмăр. Студентсен «Вита» медицина отрячĕн боецĕсемпе мăнаçланатпăр, пысăк награда çĕнсе илнĕшĕн тав тăватпăр», – палăртнă Чăваш Республикинчи студентсен отрячĕсен командирĕ Дмитрий Трынов. Ентешсем спорт ăмăртăвĕсенче те хăйсен пултарулăхне, çирĕплĕхне кăтартнă. «Вита» отряд хастарĕсем дартс енĕпе — 1-мĕш, баскетболла выляссипе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Пултарулăх фестивалĕнче пирĕн команда «Хореографи» номинацире — 1-мĕш, «Хальхи юрăсен кавер-версийĕ» номинацире — 2-мĕш, «Музыка инструменчĕпе шăрантаракан автор юрри» номинацире 3-мĕш вырăнсене тухнă. «Çак фестивале чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр: сценарисем хатĕрлерĕмĕр, репетици турăмăр. Эпир сцена çинче хамăрăн пултарулăха кăтартрăмăр: ташларăмăр, юрларăмăр, калаçрăмăр, вылярăмăр... Кăмăл туличчен савăнтăмăр. Ку проект пире çитĕнӳсем тума хавхалану кӳчĕ», — çырнă çамрăксем «Контактра» ушкăнра. «Вита» отрядăн хăйĕн йăли пур: вĕсем хăйсем ĕçленĕ вырăнта йывăç лартаççĕ. Халĕ Барнаулти васкавлă медпулăшу паракан 2-мĕш больница картишĕнче хĕрлĕ çулçăллă улмуççи ӳсет.
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Грант шухăша пурнăçа кĕртме пулăшнă
«Микрогрантсем» Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурс çĕнтерӳçисене палăртнă. Жюри 129 проекта ырланă. Вĕсен шутĕнче — Чăваш патшалăх аграри университетĕнчи çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн Анна Николаевăн пуçарăвĕ — «Чăнкă ĕç» контент тăвакан лаборатори» проект. Уншăн вăл 175 пин тенке тивĕçнĕ.
Проектпа килĕшӳллĕн Чăваш Республикинчи студентсен отрячĕсен пресс-службисене медиапа ĕçлеме вĕрентме тата паха контент тума тĕллев лартнă. Медиаинтенсивсенче республикăри студентсен отрячĕсен пресс-службисен представителĕсем социаллă сетьсем тытса пыма тата вĕсенче хальхи инструментсемпе усă курса çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе кирлĕ пĕлӳ илĕç. Чи лайăххисем регионти ĕç воспитанине сарма креативлă контент йĕркелекен командăна кĕрĕç: подкастсем тăвĕç, ĕç профессийĕсен фотосессине ирттерĕç. «Ку манăн грант конкурсĕсенче çĕнтернĕ пĕрремĕш ĕç мар. Кун пек пĕлтерĕшлĕ конкурссем шухăша пурнăçа кĕртме, укçа-тенкĕ енчен пулăшу илме май параççĕ. Çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕшĕн питĕ савăнатăп», — тет Анна Николаева. Заявкăсене 2025 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Раççей çамрăкĕсем» платформинче йышăннă. Конкурса Раççейри 89 регионтан 5665 заявка çитнĕ. Грант пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле сумми — 30000000 тенкĕ ытла.
Ирина АЛЕКСАНДРОВА.
♦ ♦ ♦
Пахчари бассейнра шыва кĕреççĕ
Патăрьел тăрăхĕнче чи тирпейлĕ те илемлĕ кил хуçалăхне, урама, яла палăртас тĕллевпе конкурс ирттереççĕ. Кăçал «Çулталăкри чи лайăх хушма хуçалăх» номинацире Нăрваш Шăхальте пурăнакан Виталипе Валентина Калькинсен хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак çемьепе паллашас тесе çула тухрăм.
Кил хуçи — парикмахер
Яла пырса кĕрсенех пĕрремĕш урамрах пурăнаççĕ вĕсем. Тĕрĕссипе, Калькинсен çуртне хăвăрт шыраса тупаймарăм, мĕншĕн тесен кашни кил умĕнчех чечек ешерет. Урама тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек илем кӳрет. Пулевей урамĕ конкурсра округри чи лайăх урам ятне тивĕçнĕ. Канмалли кун пулнăран Калькинсем иккĕшĕ те килтехчĕ. Мана вĕсен пахчи, кил картийĕ тĕлĕнтерчĕ. Алăка уçса кĕрсенех иçĕм çырлин аллейи, унтах пĕчĕк фонтан, беседка, теннис корчĕ вырнаçнă. Пĕчĕк кӳлĕ те пур, ун урлă каçма кил хуçи пĕчĕк кĕпер ăсталанă. Йĕри-тавра чечек. Ытларах — нумай çул ӳсекеннисем. Хӳме тăршшĕпех иçĕм çырлин хунавĕсем явăнаççĕ. Чăнах та, çăтмах вырăнĕ пекех кунта. Икĕ теплица. Унта пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Виççĕмĕшĕ те теплица пуль терĕм. Унта мĕн çитĕнни çинчен ыйтсан Виталий Калькин: «Ку пирĕн канмалли вырăн. Унта пирĕн бассейн», — терĕ. Хулари пек бассейн. Шыв температури те ăшă, вут хурса тăраççĕ тейĕн. Хĕвелпе ăшăнать-мĕн. Чăн та, бассейнра питĕ ăшăччĕ. «Эпир паян ирех шыва кĕрсе тухрăмăр», — терĕ мăшăрĕ Валентина. Виталий Калькин Патăрьел тăрăхĕнчи Пулевей Шăхаль ялĕнче Семенпа Вера Калькинсен çемйинче 1964 çулта çуралнă. — Сакăр пĕртăван ӳсрĕмĕр, виçĕ ывăл та пилĕк хĕр. Эпĕ чи кĕçĕнниччĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă. Снаряд ванчăкĕ унăн хулпуççи витĕр тухса сусăрлатнă. Аттепе анне нумай пурăнаймарĕç. Эпĕ 1982 çулта Нăрваш Шăхальти вăтам шкул хыççăн Казахстанра салтак тивĕçне пурнăçларăм. Шкул çулĕсенчех ӳкерме юрататтăм, çавăн пекех касри ачасен, арçынсен çӳçне касаттăм. Чи малтан аслă тетен çӳçне илем кӳнĕччĕ. Те картласа пĕтернĕ ĕнтĕ, мана вăйлă вăрçнăччĕ. Пурпĕр каярах ыттисем ыйтма пуçларĕç. Аванах картлаттăмччĕ çав, сан парикмахера вĕренмелле тетчĕç. Анчах ял ачин парикмахер пулас килет-и вара? Тракторист, водитель ĕçĕ кăсăклантарнă пире. Салтакра та парикмахер тивĕçĕсене туса пынă эпĕ. Парикмахер ĕçĕ арçын валли мар тенĕ. 1985 çулта киле таврăнсан алла «Авангард» хаçат лекрĕ. Унта районти йăла ыйтăвĕсен комбиначĕ Шупашкара парикмахера вĕренме ярасси çинчен пĕлтерӳ пичетленнĕ. Эпĕ тытрăм та кайрăм çавăнта. Паллах, аслă аппасем кăмăлсăр пулчĕç. «Парикмахер ĕçĕпе çемьене тăрантараймăн», — терĕç. Вĕреннĕ хыççăн виçĕ çул ĕçлеме тиврĕ. 1986 çултанпа парикмахерта вăй хуратăп. 90-мĕш çулсенче пирĕн организаци саланчĕ. Эпĕ харпăр ĕçе уçрăм. Кăçал парикмахерта ĕçлеме тытăнни 39 çул çитрĕ. Ытларах арçынсен çӳçне касатăп. Клиент чылай, çавăнпа ĕçсĕр ларма çук. Ку ĕç мана килĕшет. Телее, пăтăрмахлă самант сахал пулнă. Çапла пĕррехинче яланхи клиентăн çӳçне илем кĕртме пикентĕм. Вăл аллисемпе сулкалашса калаçма юратать. Ĕçленĕ вăхăтра арçын аллипе бритвăна лекрĕ. Юн самаях юхрĕ. Хам та хăраса ӳкрĕм паллах. Вăл манран каçару ыйтрĕ. Больницăна кайса килчĕ апăршук. Çавăнтанпа йĕркеллĕ лармаллине малтанах асăрхаттарса хуратăп. Итлеççĕ. Ĕçĕ нумай. Килтен ирхине 6 сехетре тухса каятăп та каçхине ултă сехет çурăра таврăнатăп. Икĕ кун канатпăр. Унсăрăн килте ĕçлеме те вăхăт çук. Кил-çурт хушшинче кăштăртатма юрататпăр эпир мăшăрăмпа, — сăмах çăмхине сӳтрĕ кил хуçи. Мускавран яла куçнă — Атте вилсен пĕччен тăрса юлтăм. Аслă тетесем авланса çемьеленнĕччĕ, — калаçăва малалла тăсрĕ Виталий Калькин. — Ĕçлеме пуçласан çĕнĕ çĕрте çурт-йĕр çавăрма тытăнтăм. Никĕс яма та вăй-хăват çитертĕм. Анчах çемье çавăрайманччĕ-ха. Пĕррехинче кӳршĕ ачи авланчĕ. Эпĕ те унта савăнтăм. Туйра икĕ хĕр пĕр-пĕринчен уйрăлаймасăр ташлани кăмăла кайрĕ. Эп хам та ташлама юрататăп, йышпа чухне юрлама та пултаратăп. Çапла паллашрăм çак хĕрсемпе. Мана Валентина ятли ытларах кăмăла кайрĕ. Хамăр ялах пулнă. Пирĕн патра виçĕ Шăхаль: Пулевей, Нăрваш, Вăрманхĕрри. Çума-çумăн лараççĕ вĕсем. Ачасем пурте Нăрваш Шăхальти шкулта вĕренеççĕ. Валентина Вăрманхĕрри Шăхальте çуралнă. Вăл малтан пирĕн шкултах вĕреннĕ. 6 класс хыççăн амăшĕпе пĕртăван аппăшĕ Вальăна Мускава илсе кайнă. Çавăнта вĕреннĕ вăл. Унтан суту-илӳ институтĕнче пĕлӳ илнĕ, кайран çемье çавăрнă. Хĕрĕ Катя 7 çулта чухне мăшăрĕнчен уйрăлнă. Эпир паллашнă чухне Катя 10 çултаччĕ. Çуллахи вăхăтра Валентина хĕрне амăшĕ патне килсе яратчĕ. Шăп çавăн пек самантра паллашрăмăр унпа. Тӳрех кăмăла кайрĕ. Хам та вăтăра çитсе пыраттăм, пĕчченех пурăнаттăм. Тӳрех ăнлантăм: пĕрре ăнманран тӳрех çĕнĕ çемье çавăрма тăрăшмасть ку терĕм. Çавăнпа эпĕ унăн хĕрĕ урлă Вальăна çавăрма тăрăшрăм. Шăккалат илсе параттăм, мотоциклпа ярăнтараттăм. Юлташлансах çитнĕччĕ. Вальăпа районти телеграф урлă шăнкăравласа калаçаттăм. Унăн хваттерĕнче телефон пурччĕ. Хĕрĕ çинчен пĕлтерсех тăраттăм. Шкула каяс умĕн Валя хĕрне илме килчĕ. Çавăн чухне тĕл пулма тытăнтăмăр. Пĕрлешес кăмăл пурри çинчен каласан Валя хирĕç пулмарĕ. Анчах вăл Мускава тухса кайрĕ. Чăтаймарăм, ун хыççăн вĕçтертĕм. Мускавран, хваттерлĕ çĕртен, лайăх ĕç вырăнне пăрахса килме ăна питех те йывăр пулнă. Хĕрĕ яла кайма килĕшрĕ. Çапла Вальăпа Катьăна яла илсе килтĕм. 7 çул пĕччен пурăннă хыççăн çемьеллĕ пултăм. Малтанлăха Патăрьелте пурăнтăмăр. Тăватă çулта çурта туса пĕтертĕмĕр те яла куçрăмăр. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Хăвăртрах сывалса юлташсене пулăшмалла»
Куславкка районĕнчи Чăршкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Павел Мартынов 2022 çулта тулли мар мобилизаци пуçлансанах çар комиссариатне çул тытнă. Тăван çĕршыва хӳтĕлеме ытти салтаксемпе пĕрлех алла повестка илсен çар ретне тăнă. Малтан чăваш полкĕнче пулнă, каярах Владикавказ штурмовикĕсен ретне куçнă.
Аманнă тусне илсе тухнă… Килтисемпе час-часах çыхăнăва тухса тăраканскер, кăçалхи çурла пуçламăшĕнче çырма та, шăнкăравлама та пăрахнă. Пĕр эрне иртсен çеç килтисене хăй аманни çинчен пĕлтерме пултарнă. Халĕ вăл Севастопольти госпитальте сипленет. Вăрçăра никам та пĕр-пĕрне ятран чĕнмест. Унта кашнин позывнойĕ пур. Павел Мартыновăн – «Мадрид». Паша «Реал Мадрид» футбол клубне кăмăллать. Вăл унăн фаначĕ. Çавăнпа та позывнойне те çавнашкаллине илнĕ. Пĕрле çапăçакан юлташĕсем «Мадрид» çинчен ырăпа çеç аса илеççĕ. Вăл чăн-чăн паттăр салтак, хӳтĕлевçĕ пулнине палăртаççĕ. Штурмовиксен ĕçĕ-хĕлĕ мĕнлерех пулни çинчен халĕ кашнийĕ пĕлет. Вĕсем çапăçура чи малтан çул уçса пыраççĕ. Малти ретрен аманнисене те вĕсемех илсе тухма тăрăшаççĕ. Азамат Хозиев /«Зяма»/ çинчен телевизорпа та, интернетра та чылай калаçрĕç. Ăна тăшман дронĕсем чылай вăхăт хăваланă хыççăн чĕрĕ тăрса юлма пултарнин сăлтавĕ Павел Мартыновпа та тачă çыхăнса тăрать. Тĕрĕссипе, паянхи кунччен «Мадридпа» «Зяма» пĕр-пĕрин чăн хушамачĕсене пĕлмен. Çапах та иккĕшĕ штурма пĕрре мар пĕрле кĕнĕ. Пĕррехинче «Зяма» задание кайсан ăна тăшмансен дронĕсем хăваласа çитнĕ. Пĕрре кăна та мар, вуннă ытла. Çак дронсенчен хăтăлса сывă тухма пулăшаканĕ шăпах пирĕн «Мадрид» пулнă та. Вăл «Зямăна» раципе ăçта каймаллине кăтартса пынă. Тăшман дронĕсене персе ӳкерекенни те, лару-тăру йывăрланса çитсен хавхалантарса тăраканни те вăлах пулнă. Çав çапăçуран Азамата «Мадрид» хирĕç тухса хăйсенни патне илсе çитернĕ. «Вăл аманнăскер, пĕччен тухма пултараймастчĕ. Мана ăна шыраса тупса илсе тухма хушрĕç. Снарядсем çурăлнин шавĕсем кăштах лăплансан юхăннă блиндажра тупрăм. Пĕчĕккĕн шăва-шăва хăрушсăр вырăна илсе тухрăм», — каласа парать «Мадрид» Азамата хамăрăннисем патне епле çитерни çинчен. Çапла «Зяма» аманнă пулин те сывă тухма пултарнă. Видеора Павел Азамата радиостанципе çул каласа пыни, çав вăхăтра хăй тăшман дронне персе антарни çинчен пĕлтерни, часах ăна хăтарма пырасси çинчен каланине курма пулать. Хăйне те тăшман дронĕ хăваланă Тепĕр талăкран «Мадрида» тăшман дронĕ хăйне хăваласа çитнĕ. Вăл унран тарса тепĕр блиндажа кĕнĕ чухне йывăр аманнă. Мина çине пырса кĕрсе сулахай ури тупанне çухатнă. Вĕсене тăшмансем дронсемпе сапаласа çӳреççĕ. ООН конвенцийĕ тăрăх, çапăçура кун пек минăсемпе пачах та усă курма юрамасть. Аманнă пулсан та Павел çывăхри арканнă блиндажа упаленсе çитнĕ. Сурана хăй çыхнă, ыратнине чарма укол тунă. Çапла пилĕк кун юхăннă блиндажра пирĕннисем ăна çăласса кĕтсе выртнă. Юн юхтаракан юлташне çăлма штурмовиксен роти тем те туса пăхнă. Темиçе хутчен эвакуаци ушкăнĕ ун патне çитме тапаçланнă. Груз турттаракан дрон /вăл аманнă салтака кантрапа çаклатса сĕтĕрсе тухма пултарать. — Авт./ ярса пама хăтлăннă, анчах уçă вырăн пулнипе ку ĕçе ниепле те пурнăçлама май килмен. Тăшман пирĕн салтаксен шухăшне пĕлсе тата ытларах дронсем янă. Павела юлташĕсем пĕр самант та пĕччен юлма паман. Салтакпа çыхăнсах тăнă. Азамат ăна çăлнă юлташне хăтарма талпăннă, уншăн çав тери пăшăрханнă. Павелпа пĕрлех çак подразделенинчи тепĕр салтак та «300» йышĕнче пулнă. Аманнă салтаксене епле илсе тухмалла? Çумăр çуса тăнă. Тĕтреллĕ чухне дронсем, паллах, вĕçеймеççĕ. Эвакуаци ушкăнне кун пек çанталăкра аманнисене илсе тухма йывăр. Каçхине тепловизорлă дронсем чылай вĕçеççĕ. Мотоциклпа е квадроциклпа илсе тухма май пулсан та /вĕсене подразделение осетин халăхĕ илсе панă/ вĕсем пур вырăнта та çӳреймеççĕ. Пилотсăр вĕçекен хатĕр ярсан та ăна дронсемпе сирпĕтеççĕ. РЭБ рюкзаксем кăштах пулăшу пама пултараççĕ-ха. Анчах вĕсене илсе кĕрсен кайран аманнă салтакпа пĕрле сĕтĕрсе тухма йывăр. Кун пек чухне чи меллĕ пулăшу — тĕтĕм. Вăл дронсен ориентирне çухатать, çав вăхăтра тимлĕхе те пăрса ярать. Çапла аманнă салтаксене илсе тухас тесе темĕн те туса пăхнă. Юлашкинчен хăйсен тĕллевне пурнăçланах. 4 çухрăм — çурăм çинче Манăн çак полкри штурмовиксен подразделенийĕн командирĕ «Курск» çинчен уйрăммăн каласа хăварас килет. Вăл Курск тăрăхĕнчен килнĕ çамрăк офицер. «Мадрид» подразделенийĕнчи кашни салтакшăн «ашшĕ» пулса тăнă. Çулĕсемпе чылай салтакран кĕ- çĕн пулсан та пурте тенĕ пекех ăна хисепленĕ. Ашшĕ епле ачисене хӳтĕлет, «Курск» та кашни салтакшăн яваплăха туять. Штурмовиксен командинче пурте çапла пулмалла та. «Мадрид» амансан командир пĕрмаях унпа çыхăнура пулнă. Çав вăхăтра çĕр-çĕр ыйту татса пама тивсен те салтак çинчен вăл пĕр самант та манман. «Мадрида» илсе тухмалли мелсем шыранă. Пилĕк талăкран çеç юлташĕсем ăна илсе тухма пултарнă. Шăпах çавна видеопа ӳкерсе илни интернетра çӳрет. Аманнă «Мадрида» илсе тухма ултă çынран тăракан ушкăна янă. Ăна тăшмансен сăмси айĕнчех шыраса тупнă хыççăн юлташĕсем 4 çухрăм ытла çурăм çинче йăтса çитернĕ. Чăнах та, паттăр тесе калас килет «Мадрид» çинчен. Аманнă хыççăн юн юхтарса выртакан салтака пĕрре те çăмăл пулман. Пилĕк кун пуç çийĕн тăшман дронĕсем вĕçеççĕ пулсан та ишĕлчĕк блиндажра хăйне çăласса шанса тăнă. Çимелли те, ĕçмелли те пулман. Çапах та çак йывăр лару-тăрура юлташĕсем квадрокоптерсемпе раци, медикаментсем, шыв, апат-çимĕç çитерме пултарнă. Çапла Владикавказ полкĕнче хăйсен боецĕсене сăмахпа та, ĕçпе те пулăшса пыраççĕ. Кашни салтак вĕсемшĕн шутра. Паттăрсен полкĕ тесе каласах килет. Кашни метра, кашни çухрăма хăйсен хастарлăхĕпе малалла илсе пыраççĕ. Халĕ манăн Павел Мартыновпа /«Мадридпа»/ тĕплĕнрех паллаштарас килет. Çав тĕллевпе эпĕ Чăваш Енре юлнă ашшĕ-амăшĕпе тата шăллĕпе Петрпа калаçма май тупрăм. Павелăн амăшĕ Надежда Николаевна хăйсен ялĕнчи шкулта чылай çул учительте те, директорта та ĕçлерĕ. Ялти шкула хупнăранпа тивĕçлĕ канура. Надеждăпа Александр Мартыновсем виçĕ ачана ура çине тăратнă. Асли — Павел, ун хыççăн — Петрпа Светлана. Пурте ӳссе çитĕнсе тăван йăваран тухса кайнă. Мартыновсен икĕ ывăлĕ те салтакра пулнă. Каласа хăвармалла, Павел — тулли мар мобилизаципе тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайнă Чăршкасси ялĕнчи пĕртен-пĕр çын. Тăван çĕршыв умĕнчи ĕçсемшĕн Павел Мартынова Раççей Президенчĕн Указĕпе «Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн» тата Георгий Жуков медальсемпе наградăланă. Çитес вăхăтра «Мадрида» тепĕр награда кĕтет. «Павел ачаранах мĕн хушнине тăвакан ача пулса ӳсрĕ. Ытлашши нумай сăмах ваклама юратсах та каймастчĕ. Малтан Чăршкассинче 9 класс пĕтерчĕ те Энтри Пасарти вăтам шкулта вĕренчĕ. Хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти хими техникумне вĕренме кайрĕ. 2010 çулта вĕренсе пĕтерсен салтака илсе кайрĕç. Алтай крайĕнче çулталăк радиоминер пулса салтак тивĕçне пурнăçларĕ. Пирĕн вăл ачаранах спорта юратнă. Футбол вăййи уншăн — чун киленĕçĕ. Çавăнпа сывлăх енчен çирĕп пулнă. Салтакран таврăнсан Çĕнĕ Шу— пашкара кайса ĕçе вырнаçрĕ те паянхи кун та унта шутланса тăрать-ха. 2022 çулта тулли мар мобилизаци пуçлансан вăл «мана пурпĕрех илсе каяççĕ» тесе çар комиссариатне кайрĕ. Çав çулах чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен вăл çарта. Малтан чăвашсемпе пĕрлеччĕ, каярах вĕсене уйăрса ячĕç. Çапла вăл Владикавказ полкне штурмовиксен подразделенине лекрĕ. Малтанхи вăхăтра çур çулта пĕрре отпуска килкелесе каятчĕ. Иртнĕ çул чӳк уйăхĕнче килсе кайнăранпа урăх отпускра пулмарĕ. Килсен те унти йывăрлăх çинчен вăл пит каласа памастчĕ. Эпир вĕсен полкĕ çинчен ытларах телеграмри ушкăнĕнче пĕлсе тăратпăр. Паллах, Павелпа час-час телефонпа калаçса тăнă. Юлашкинчен утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче çыхăнăва тухрĕ. «Паян çеç заданирен таврăнтăмăр, ыран каллех кĕрсе каятпăр. Кунта сывлама та çук, тăшман дронĕсем çăвăр хуртсем пекех вĕçеççĕ», — терĕ. Ун хыççăн Павел çыхăнăва тухмарĕ. Ялан мăшăрĕ Настя патне шăнкăравлаттăм. Павел çинчен мĕнле хыпар пуррине ыйтаттăм. Ывăлăм СВОна кайиччен шăпах авланнăччĕ, вĕсен икĕ çулти хĕрача çитĕнет. Паллах, мана, амăшне, Павел аманни çинчен те çийĕнчех пĕлтермерĕç. Анчах анне чĕри мĕнле ан туйтăр. Павликран шăнкăрав пулмасан килтисенчен ялан ыйтаттăм. Павелăн шăллĕ Петр ялан мана лăплантаратчĕ: «Заданире вĕсем, унтан тухмасăр сас параймасть». Ун чухне Павел аманнă. Госпитале çитмесĕр мана пĕлтермерĕç. Вĕсен полкĕн телеграмри ушкăнĕнче пĕр чăваш салтакĕ аманни çинчен каласан тӳрех пирĕн Павел пулĕ-ха ку тесе шухăшларăм. Чăнах та, çапла пулчĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Çепĕçлĕх, ăс-тăн, вăй — пĕтĕмпех унра
Валентина Салманова 2020 çулта Чăваш Енре тхэквондо федерацине йĕркелесе янă. Хура пиçиххин 2-мĕш данне тивĕçнĕскер спортăн ку тĕсĕпе ытларах çын туслашасса шанать, ăна аталантарассипе тăрăшать. Чăваш Республикинчи Тхэквондо федерацийĕн президентне, тренера «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
— Валентина, малтанах тхэквондопа мĕнле кăсăкланса кайнине каласа пар-ха. Спортăн çак тĕсĕпе сана кам туслаштарчĕ?
— Спортăн хăш тĕсĕпе кăсăкланассине эпĕ яланах хам суйланă. Тхэквондопа 12 çулта чухне интересленме пуçларăм. Эпĕ Шупашкарти 61-мĕш шкулта ăс пухрăм. Пĕрремĕш класран бал ташшине вĕрентĕм. Пĕрле ташлакан арçын ача çӳреме пăрахсан, ман валли мăшăр пулманран 6-мĕш класра унтан кайрăм. Çапла пĕр кунхине урампа утса пынă май пĕлтерӳ куртăм. Унта ачасене тхэквондо секцине йышăнни çинчен çырнăччĕ. Занятие пĕр хут кайса килтĕм те, унтанпа 20 çул ытла та иртрĕ ĕнтĕ, ку мана килĕшсе кайрĕ. Тхэквондо — илемлĕ спорт тĕсĕ. Утăм хыççăн утăм туса эпĕ çак çар искусствипе çывăхрах паллашрăм. Хура пиçиххин 2-мĕш данне тивĕçрĕм. Спорт ăсталăхне Валерий Харитонов тренер патĕнче туптарăм. Шупашкарти «Салют» культура çуртĕнче тренировкăсем иртетчĕç. Унта тхэквондо енĕпе секци ĕçлетчĕ. Малтанах вырăнти ăмăртусенче çитĕнӳсем турăм. 20 çултан пĕлтерĕшлĕрех ăмăртусенче хама кăтартрăм.
— Мĕнле ăмăрту асра юлчĕ?
- Чи хумхануллă самант маншăн Раççей чемпионатне хатĕрленесси пулчĕ. Кун пек шайри ăмăртура пĕрремĕш хут пултăм. Пĕрремĕш тупăшура хирĕç тăракана çĕнтерме пултартăм. Иккĕмĕш раундра çĕнтерӳçе палăртайманнипе тепĕр хут доянг (кавир) çине тухма тиврĕ. Тупăшу ылтăн балл тивĕçиччен пычĕ. Эпĕ ун чухне, шел те, выляса ятăм. Тхэквондора спортсменсене Олимп системипе хаклаççĕ. Хутшăнакан выляса ярсан ăмăртуран тухса ӳкет. Чемпионата хутшăнмашкăн кĕлетке виçине чакарма йывăр килчĕ. Атте-аннерен ыйтаймастăн, вĕсем спортсменсем мар, ăнланмаççĕ. Кĕлетке виçине тĕрĕс мĕнле чакармаллине тренертан сĕнӳ ыйтрăм. Тхэквондора тĕрĕс апатланни, çывăрни, ӳт-пĕве аталантарни пĕлтерĕшлĕ. Ура та, кĕлетке те вăрăм пулмалла. Эпĕ тата пĕчĕкрехчĕ. Çавăнпа 50-51 килограмран 47 таран начарланма тиврĕ.
— Спортра суранланни пулнă-и?
— Пулнă. Пĕрре эпĕ ура сыппине мăкăлтанăччĕ. Бинтланă урапах тренировкăсене çӳрерĕм. Алă-ура валли хăнăхтарусем турăм. Суранланни те мана спорта пăрахма шухăшлаттарман. Кашни ăмăрту хыççăн эпир яланах тухтăр патĕнче тĕрĕсленетпĕр. Пуçран ура лексен темĕн те пулма пултарать-çке!
— Çĕлĕк те пуçа хӳтĕлеймест-и?
— Хӳтĕлет, çапах та вăл пурри хăрушлăх çинчен манмаллине пĕлтермест. Çын унталла-кунталла куçнă чухне ăна лектерме йывăр. Çав самантра спортсмен ăнсăртран чарăнса тăрсан унăн пуçне амантма пулать.
— Эсĕ ăмăртусенче судья пек те хутшăннине пĕлетĕп.
— Раççей чемпионачĕсем хыççăн 23 çулта эпĕ ăмăртусене судья пек хутшăнтăм. Çапах спорт мана ямарĕ. Тхэквандон «пхумсэ» дисциплинине алла илтĕм. 2018-2019 çулсенче Федерацин Атăлçи округĕн чемпионатĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне хӳтĕлерĕм. Çак вăхăтрах суту-илӳре ĕçлерĕм. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра персонал управленийĕн менеджерне вĕренсе тухрăм. Кунтах тепĕр пĕлӳ илтĕм — преподаватель-куçаруçă. Ют чĕлхе пĕлни спортра кирлĕ пулчĕ. Пĕтĕм тĕнчери семинарсем акăлчанла иртеççĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 3-мĕш курсĕнче, персонал управленийĕн менеджерне вĕреннĕ чухне, ăмăртусене хутшăнма пăрахма йышăнтăм. Тхэквондо пирки çулталăклăха мантăм. Бал ташшине çӳреме тытăнтăм. Тхэквондора ертӳçĕ пек хăвăн ума тĕллев лартатăн та ăна пурнăçлатăн пулсан, бал ташшинче ман пуç мими «канать». Кунта ташлакан хыççăн йĕрлесе кăна пыратăн, çавăнпа та ăна килĕштеретĕп. Халĕ эпĕ тангăна çӳретĕп. Спорт хăйĕн патнех туртрĕ. Хусанти федераци университетĕнче хатĕрленӳ курсĕ витĕр тухрăм. ОБЖпа физкультура учителĕн дипломне илтĕм. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче спорт хатĕрленĕвĕн тытăмĕн программипе магистратурăран вĕренсе тухрăм. Манăн пурĕ 4 диплом. Яланах çĕннине пĕлме тăрăшатăп. Хамăн пĕлĕве çитĕнекен ăрăва парас тесе тăрăшатăп. 2020 çулта суту-илӳрен кайма йышăнтăм. Юратнă ĕçе ытларах вăхăт уйăрма шухăшларăм. Çапла Чăваш Енре Тхэквондо федерацийĕ йĕркелесе ятăмăр. Паян спортăн çак тĕсĕпе тĕп хуламăрта кăна мар, Сĕнтĕрвăрринчи яш-кĕрĕм те туслă. Пĕлĕве ӳстерсе пыма тăрăшатăп. Спортăн çак тĕсĕ пирки ытларах пĕлес тесе Раççейри ытти маçтăрсен ăсталăх класĕсене çӳретĕп.
— Тренировкăсене мĕнле ӳсĕмри ачасем çӳреççĕ?
— 1-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класченех. Аслăраххисем те тхэквондона çӳреме кăмăл пурри çинчен пĕлтереççĕ. Çакна пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Пĕр ушкăнра 15-20 çын пухсан питĕ лайăх пулĕччĕ.
— Ачасемпе тренировкăсене хăвах ирттеретĕн-и? Е пулăшакансем пур-и?
— Хам та, федерацин тренерĕсем те пулăшаççĕ. Эпир — пĕр команда. Ача садне, шкула çӳрекенсемпе тренировкăсене уйрăммăн ирттеретпĕр. Нумаййăн пухăнсан, ӳсĕмне кура ушкăнсене пайлатпăр. Занятисем эрнере 3 хут иртеççĕ. Тренировкăсене «Çĕнĕ кăнтăр» районĕнчи Хусанкай урамĕнчи 14-мĕш çуртра тата Çурçĕр анăç районĕнчи «Меридиан» суту-илӳ центрĕнче йĕркелетпĕр.
— Ачасемпе мĕнле шайри ăмăртусене хальччен хутшăннă-ха?
— Кашни çулах тхэквондопа Чăваш Ен первенстви йĕркелетпĕр. Чи лайăххисем Федерацин Атăлçи огругĕнчи ăмăртăва хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ дисциплинăра вăй виçеççĕ. Хальлĕхе вĕсен йышĕнче спорт мастерĕн ятне илнисем çук-ха. Çавăн пекех эпир сывлăх енчен хавшакрах ачасемпе те тренировкăсем ирттеретпĕр. Вĕсем уйрăм ушкăнра тупăшаççĕ. Сывлăх енчен хавшакрах ачасемпе ĕçлеме эпĕ ятарласа уйрăм пĕлӳ илтĕм. Тхэквондо федерацийĕ Хусанта та пур. Раççей команди ОАЭра Çĕршыв чемпионатне хутшăнчĕ. Пĕтĕмĕшле командăсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.
— Унта санăн воспитанниксем хутшăннă-и?
— Çук. Раççей сборнăйĕн йышне кĕме ĕмĕтленетпĕр. Ку — пирĕн тĕллев. — Тхэквондопа ытларах арçын ачасем е хĕрачасем кăсăкланаççĕ?
— Арçын ачасем те, хĕрачасем те кăмăллаççĕ. Урокра 5 сехет ларсан ачан пурпĕрех капланнă туйăмсене мĕнле те пулин кăларса ямалла-çке. Аслисем те пур чухне те туйăмсене хăйсенче тытса тăраймаççĕ. Тренировкăсем хăйне евĕр стреса пĕтерме пулăшаççĕ. Çитменнине, ачасем çапла ăмăртусене хутшăнса разрядсем илме пултараççĕ.
— Калăпăр, кам та пулин тхэквондона çӳрес тет, вăл секцие мĕнле çырăнма пултарать-ха?
— «Контактра» социаллă сетьре пирĕн ушкăн пур — «Чăваш Республикинчи Тхэквондо федерацийĕ / вырăсла — Федерация тхэквондо по Чувашской Республике/. Ыйтăва унта çырса яма пулать. <...>
Юлия ИВАНОВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
Çĕр шăтăкĕнчи сивĕ те хăратман
Сисмерĕмĕр те — çуллахи ăшă кунсем иртсе кайрĕç. Хапха умне ылтăн кĕркунне çитсе тăчĕ. Отпуск-каникул тапхăрĕсем те вĕçленчĕç. Хаçат тусĕсем кану кунĕсене епле ирттернĕ-ха? Вĕсене ĕç вăхăтĕнче кансĕрлесех ыйтса пĕлтĕмĕр тата социаллă сетьсенчи страницисене тишкертĕмĕр. Ара, вĕсен урлă çын пурнăçне йăлтах пĕлме пулать.
Чечексен ытамĕнче
Ытти çулхи пекех нумайăшĕ тĕрлĕ хулана, паллă вырăнсене çитсе килме тăрăшнă. Акă Красноармейскинчи вăтам шкулта ĕçлекен Зинаидăпа Виталий Михайловсем тĕрлĕ çĕрте пулнă. Самар облаçĕнчи Ширяево сали çывăхĕнчи ту айне кĕрсе курнă. «Çĕр шăтăкĕнче тахçан чул кăларнă. Вăл туризмпа çут çанталăк обьекчĕ пулса тăнă. Ăна курма нумай çын çӳрет. Шалта сивĕ пулсан та интереслĕ», — тенĕ çул çӳревçĕсем. Çав тăрăхрах ентешсем Жигулевск тăвĕсем çине хăпарнă. Атăл хĕрринче вырнаçнă сăрт вĕсен чунĕнче çĕкленӳлĕх, асамлăх çуратнă. Самар тăрăхĕнче Зинаида Петровнăна Вера Глуховăн пахчинчи гортензи чечекĕсем уйрăмах тыткăнланă. Унпа вăл 2023 çулта Чăваш Ене çырла фестивальне килсен паллашнă-мĕн. «Чăн-чăн çăтмах тĕнчи», — тенĕ ентеш чечек ытамне лексен. Сад центрĕнче чечек кăна мар, тĕрлĕ йывăç-курăк та ӳстереççĕ. Çавăн пекех Михайловсем Гарибальди керменĕнче, Чĕмпĕрти авиаци историйĕн музейĕнче пулнă. Педагогсем республикăри паллă вырăнсемпе те кăсăкланаççĕ. Акă кăçал Пăрачкава çитнĕ. Унти урамсемпе курса çӳренĕ май купсасен çурчĕсем уйрăмах тыткăнланă. Вĕсем Трак енри Йĕпрем çăлĕн сиплĕ шывне те тутанса курнă. «Çăл куç илемлĕ вырăнта тапса тăрать. Ял çыннисем ун тавра 300 кедр хунавĕ лартнă. «Чамăш» ТОС ертӳçи Елена Александрова тăрăшнипе ялта пĕчĕк пляж тунă. Хĕвел çинче хĕртĕнсе выртма, шыва кĕрсе савăнма питĕ кăмăллă кунта», — тенĕ Михайловсем. «Отпуск ырă самантсемпе, кăмăллă тĕлпулусемпе, ăшă калаçусемпе пуян пулчĕ. Çут çанталăкран вăй-хăват илтĕмĕр, ăс-пуçа кантартăмăр, кăмăл-туйăма çĕклерĕмĕр, ĕмĕт-шухăша çĕнетрĕмĕр, вăй-хала çирĕплетрĕмĕр», — пĕтĕмлетнĕ Зинаида Петровна. Шупашкар округĕнчи Чăрăшкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Алина Николаева кашни çулах çул çӳреве тухаканччĕ, кăçал вара май килмен. Мĕншĕн? Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл: — Иртнĕ çулсенче çемьепе Пăлхар çĕрĕ çине, ЙошкарОла, Хусан, Чулхула, Мускав, Ульяновск, Самар хулисене çитсе курнăччĕ. Хаваслă кăмăл-туйăмпа таврăннăччĕ. Кăçал стройкăна пула вăрăм çула тухаймарăмăр. Çапах та çуралнă тăрăха, Красноармейски округĕнчи Тăватпӳрт ялне, кайса килнĕшĕн çав тери хĕпĕртерĕм. Темле чаплă хуларан та канлĕ мана унта. Тăван ялта триммера алла тытса курăк çултăм. Унпа ĕçлеме çăмăл мар пулин те ĕçĕн кăтартăвĕ кăмăла çĕклерĕ. Пирĕн, вĕрентекенсен, отпуск вăхăчĕ яланах çулла пулать. 56 кун канатпăр пулин те çак тапхăр хăвăрт иртнĕн туйăнать. Кашни кунпа тухăçлă усă курма тăрăшрăм. Ялта пурăннăран пахчара ĕçлемелли чылай. Тĕрлĕ чечек лартатăп, вĕсем картише илем кӳреççĕ. Улма-çырла та, пахча çимĕç те кăçал ăнса пулчĕ. Вĕсенчен тĕрлĕ варени-компот, салат турăм. Хĕл валли 100 ытла банка хупрăм. Картана сăрласа çĕнетрĕм. Çуллахи каникулта мăнук та ялта пурăнать. Вăл пире чăх-чĕп пăхма пулăшать. Пушă вăхăтра сăвăсем çыратăп. Аслă ывăл Алексей çĕнĕ пӳрт ĕçки ирттерчĕ. Ăна чăвашсен йăлипе йĕркелерĕмĕр, «Алран кайми аки-сухи» юрăпа пуçларăмăр, купăс каласа юрларăмăр, ташларăмăр. «Суварята» ансамбль артисчĕсем пирĕн уява пуянлатрĕç.
Эрмитажра пĕр кун курса çӳренĕ
Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлекен Ольга Австрийская [Иванова] çыравçă та курса çӳреме юратать. Кăçал ĕçтешĕмĕр Питĕр хулинче пулнă. – Санкт-Петербургăн илемĕпе чапĕ-сумĕ çинчен пĕрре мар илтнĕ-вуланă, унта тинех пулса курма тӳр килчĕ. Пуйăсран анса Мускав вокзалĕнчен тухсанах тыткăнларĕ вăл. Хӳхĕм çуртсемпе керменсем, чаплă палăксем, Фонтанкăпа Мойка шывĕ, Грибоедов каналĕ… Нева проспекчĕпе утнă май ку çулсемпе ĕлĕкрех Александр Пушкин, Федор Достоевский, Владимир Маяковский, Анна Ахматова тата ытти паллă çын çӳрени çинчен шухăшлатăн. Нева хумĕсем гранит çырана пырса çапнине сăнатăн, картлашкасемпе анса юхан шыв çывăхнех пыма пулать. Кашлать, шавлать Нева. Çил ачисем хыçранах хăвалаççĕ. Тепĕр енне каçнă чух кĕпер чӳхенсе тăнине те туятăн. Турист нумай Питĕрте. Хамăр çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кăна мар, ют патшалăхсенчен те чылаййăн килеççĕ. Китай çынни уйрăмах нумай. Александр Невский лавринче, ун çумĕнчи Лазарь тата Тихвин масарĕсенчи Некропольсенче пулса курни те асрах. XVIII ĕмĕрти Некропольте Пĕрремĕш Петĕр патша ирĕк панипе хисеплĕ те чаплă йăхсенчи çынсене çеç пытарнă. Кунта дворян йăхĕнчи Шереметевсем, Столыпинсем, Салтыковсем, Гагаринсем, Голицынсем, Долгорукисем тата ыттисем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Хамăрăн китаевед Никита Бичурин палăкĕ умĕнче те пуçăма тайрăм. «Искусство маçтăрĕсем» Некропольте çыравçăсемпе композиторсен, ӳнерçĕсемпе артистсен вил тăприйĕсем упранаççĕ. Федор Достоевский, Василий Жуковский, Иван Крылов, Николай Карамзин, Петр Чайковский, Иван Шишкин, Борис Кустодиев тата ытти паллă çыннăн палăкĕсемпе паллашнă май ирĕксĕрех пурнăçпа вилĕм пирки шухăша путатăн. Пĕр куна Эрмитажра ирттертĕм. Ку музей хăй темиçе уйрăмран тăрать. 365 залра вырнаçнă экспозиципе çулталăкĕпех çӳресен те тĕплĕн паллашса пĕтереес çук паллах. Хĕллехи керменти Иордан картлашки, Малахит гостинăйĕ, Герб тата Авалхи Египет залĕсем; Пĕчĕк Эрмитажри Павильон залĕ; Çĕнĕ Эрмитажри Рафаэль лоджийĕсем; Пысăк Эрмитажри Леонардо да Винчи залĕнчи «Мадонна Литта» тата «Мадонна Бенуа» шедеврсем... Ку картинăсем уйрăм витринăсенче упранаççĕ, вĕсен умĕнче халăх кăткă пек хĕвĕшет. Тĕрлĕ скульптура, савăт-сапа, сĕтел-пукан… Пĕтĕмпех интереслĕ. Хырăм выçса çитсен кафене кĕрсе апатланма пулать. Хакĕсем Шупашкарти пекех тесен те юрать. Столовăйра йӳнĕрех. Унти черетсем хăратмасан паллах. Каçхи Питĕр хăйне евĕрлĕ асамлăхĕпе илĕртет. Кашни кĕтесрех юрă-кĕвĕ янăрать. Эрмитаж умĕнчи лапамра пĕр каччă Баста юррине шăрантарать, кăшт аяккарах – тепĕр яш Сергей Шнуров репертуарне кивçене кайнă. Нева хĕрринерех вара шакла пуçлă та татуировкăллă, çирĕп хул-çурăмлă йĕкĕт Надежда Кадышевăн юррине каçса кайса юрлать. Ташлакансем те пур. Çуллахи сада кĕриччен ун умĕнче сăн ӳкерĕнтĕм. Ара, садăн эрешлĕ хӳмин авторĕ – чăвашран тухнă Петр Егоров архитектор-çке. Ăна вун пилĕк çул хатĕрленĕ вăл. «Чижик-Пыжик» пĕчĕк кайăк скульптурине шыраса тупрăм. Кунта вĕçĕмсĕр çын кĕпĕрленет, пурте вак укçа ывăтаççĕ. Хайхи укçа кайăк çывăхне ӳксен ĕмĕт пурнăçланать имĕш. Çаврăнăçуллисем кунта бизнес пуçарнă тесен те юрать. Çумра вак укçа çук пулсан темех мар: хутлă çĕр тенкĕ тӳлесе икĕ тенкĕлĕх вунă вак укçа илме пулать. «Çынран юличчен муртан юл», – тетчĕ кукамай. Эпĕ те ывăтрăм. Пĕри «Чижик» патне ӳкрĕ, ыттисем шыва чăмрĕç. Эппин, пĕр ĕмĕтĕм пурнăçланас шанăç пур-ха. Пĕрре çула тухнăскер Гатчинăри, Патша Салинчи, Петергофри керменсене, садсемпе фонтансене çитсе куртăм. Пур çĕрте те тĕлĕнмелле илемлĕ, юмахри пек асамлă. Пĕвисенче хур-кăвакал, акăшсем ишсе çӳреççĕ, çынсенчен хăрамаççĕ, хăнăхнă ахăртнех. Янтарь пӳлĕмĕ тĕлĕнтерчĕ. Янтарьтен хатĕрленĕ икĕ сулăпа, алкапа тата çĕрĕпе пуянлантăм. Тăвансемпе юлташсем валли те асăнмалăх чылай парне туянтăм. Хам валли темиçе кĕнеке те илтĕм. Паллах, ултă кунра тунă сăн ӳкерчĕксем те отпускăн савăк кунĕсене аса илме пулăшаççĕ, — çул çӳреврен çунатланса таврăннине пытармарĕ Ольга Михайловна.
Кашни ире зарядкăран пуçланă
«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕ Нина Иванова та мăшăрĕпе пĕрле отпуск вăхăтĕнче тĕрлĕ хулана çитсе килме тăрăшать. Кăçал вĕсем Кисловодскра пулнă. Нина Евгеньевна каланă тăрăх, хăйне евĕрлĕ çут çанталăкĕпе палăрса тăрать. «Унта сывлăшĕ таса та уçă, шывĕ сипетлĕ. Хулара кĕлчечексен лапамĕ сарăлса выртать. Миçе тĕрлĕ чечек ешерет, куçа илĕртет. Çӳллĕ тусем тыткăна илеççĕ. Вĕрен çулĕпе ту çине хăпарса тавралăхпа киленеççĕ», — каласа кăтартрĕ ĕçтешĕм. Ивановсем «Мускав» санаторире пурăннă. «Унта пылчăкпа, тăварпа тата ытти мелпе сиплеççĕ. Бассейнра шыва кĕтĕмĕр, паркра уçăлса çӳрерĕмĕр, кашни кун ирхи зарядкăна тăтăмăр», — терĕ Нина Иванова. Сăмах май, Кисловодскра 50 яхăн санатори вырнаçнă. Çавăн пекех Ивановсем Грозный хулине çитсе курнă. Унта 30 хутлă çурт тăррине хăпарнă, Ахмат Кадыровăн музейĕнче пулнă. «Чечня чĕри» мечĕтпе те паллашрăмăр. Унта атă-пушмака хывса, алла çуса кĕмелле. Хĕрарăмсен ятарлă юбка тăхăнмалла, тутăр çыхмалла. Урайĕнче — кавирсем, стенисем мрамортан. Питĕ чаплă, музейри пекех», — тĕлĕннине пытармарĕ Нина Евгеньевна.
Андрей МИХАЙЛОВ кăсăкланнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...