Комментировать

24 Окт, 2014

Канализаци - хамăр алăпа

Çуртра канализаци тăвасшăн. Ăна мĕн тарăнăшне хумалла-ши.

А.КОШЕЛЕВ.

Шăмăршă районĕ.

Хальхи вăхăтра ялсенче канализаци тăвасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Вăл канлĕ те хăтлă пурăнма май парать. Кухньăран, туалетран, ваннăран анакан таса мар шыв пĕр çĕре пуçтарăнать те харпăр хăй аллипе ăсталанă септика е тарăн пусса юхса тухать. Анчах çак ĕçе тĕрĕс мар йĕркелесен çуртра пурăнакансем тĕрлĕ пăтăрмахпа тĕл пулма пултараççĕ. Пĕрремĕшĕ - шыв пыракан тата юхса тухакан шыв пăрăхĕсем хĕлле шăнса пăрланма пултараççĕ. Иккĕмĕшĕ - канализаци вырăнĕсенчен ырă мар шăршă кĕрсе тăрать тата ыт. те.

Автономлă канализацие темиçе мелпе тума пулать. Пĕр мел - таса мар шыв ятарласа алтнă тарăн пусса юхса тухать. Ку чи ансат мел тейĕпĕр. Ялсенче тахçанах ку мелпе усă кураççĕ. Шыв анакан пусса кирпĕчпе купалаççĕ, стенисене битум сĕрсе çирĕплетеççĕ, çиелтен çын кĕрсе тухмалăх люкпа хуплаççĕ. Çакнашкал канализацин пĕр çитменлĕх пур, 2-3 çулта пĕрре тасатмалла. Паллах ку ĕç кăмăла каяканнисен йышĕнчен мар.

Тепĕр мел - септик вырнаçтарасси. Чи малтанах çĕнĕ çурт тăвакансен проект хатĕрлемелле. Шыв пыракан вырăнсем - кухня, туалет, ванна - пĕр-пĕринпе çывăхра вырнаçмалла. Туалетран тухакан пăрăхсем 100-110 миллилитр анлăш пулмалла, ваннăран, кухньăран тухакан пăрăхсем - 50 миллилитр. Пăрăхсем поливинилхлоридран е полипропиленран пулсан аван. Ку материалсем йÿнĕрех те, çирĕпрех те, шанчăклăрах та. Çуртăн шал енчи шыв çулĕсене çыхăнтарма та ансатрах. Пăрăх, тройник, кукăр, ревизи ассортименчĕ пысăк. Сыпăнтарнă вырăнсене резина манжет тăхăнтартса çирĕплетмелле. Çыпăçтарнă тĕлсене ятарлă силикон герметикпа сĕрсе тĕрĕслĕр. Пăрăх стена витĕр тухать пулсан çав вырăна гильзăпа çирĕплетмелле. Шыв пыракан пăрăх та, юхса тухаканни те хĕлле çĕр шăнакан сийрен аяларах пулмалла. Пирĕн тăрăхра ку пĕр метртан кая мар. Пăрăхсем çÿлерех вырăнта вĕсене ăшă тытакан материалпа чĕркемелле.

Çурт тунă чухне канализаци тăвассине пăхса хăварман тăк канализаци планне каярах хатĕрлемелле. Фундамента 130-160 мм анлăш шăтармалла. Фундаментран тухакан пăрăх тайлăкĕ метр пуçне 2 см кая мар пулмалла. Шăтăка гильзăпа çирĕплетмелле. Ирĕке тухакан пăрăх анлăшĕ туалетран пыракан пăрăхран пĕчĕкрех пулмалла мар.

Канализаци тунă чухне чи пĕлтерĕшли шыва тасатасси пулмалла. Хатĕр септик е шыва тĕплĕн тасатмалли автономлă станци туянма пулать. Станци вырнаçтарма самаях тăкаклă пулсан септик туянма çăмăлрах. Септика килте те хатĕрлеме май пур. Хăвăр тунă септикра шыв мĕнле тасалнине сăнаса тăма пулать. Темиçе пÿлĕмлĕ септикра малтан йывăр каяшсем тăрăлаççĕ, тепĕр пÿлĕмĕнче шыв биологи тĕлĕшĕнчен тасалать. Септик пĕр пысăк резервуар тăк ăна вăхăт-вăхăт каяшран тасатмалла.

Аса илтеретпĕр, çуртран тухакан пăрăхсем каяш шыв юхмалли септика е пусса сĕвекленсе тухмалла. Кашни метрта 4-5 см айлăмлăх çителĕклĕ. Çуртран тухакан пăрăх хĕл кунĕнче шăнмалли шайра ан пултăр. 100-110 см тарăнăшĕ кирлĕ.

Уйрăм çуртра канализаци туни питĕ аван, пурнăç условийĕсене лайăхлатать. Ăна тумашкăн пĕр тапхăр тăрăшса ĕçлемелле çеç. Хулара пурăнаканăн уйăхсерен укçа «юхать» пулсассăн çак хăтлăхшăн, уйрăм çурт хуçи пĕрре тăкакланнипех татăлать. Ăнăçлă тунă канализаци пĕр кăлтăксăр çулталăкĕ-çулталăкĕпе «ĕçлет».

Септика çуртран 4-5 метртах вырнаçтарма пулать. Анчах шыв çулĕ çурт енне ан пултăр. Унсăрăн йĕри-таврари çĕр сийĕ нÿрелсе тăрса никĕсе сиенлеме пултарать. Септик питĕ аякра пулни те пăрăха пăхса тăрассине чăрмантарать. Шыв çулĕ çинче тĕрлĕ каяш лакса ларма пултарать. Ăна тасатса тăма ятарлă хушма хатĕрсем кирлĕ пулĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.