Комментировать

18 Авг, 2025

Андриян Николаев паркне улшăнусем кĕтеççĕ

Шупашкарта пурăнакансемпе кунта канма килекенсен чи юратнă вырăнĕсенчен пĕри — А.Г. Николаев космонавт ячĕпе хисепленекен ача-пăча паркĕ. Нумаях пулмасть вăл хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ — парк никĕсленнĕренпе кăçал 63 çул çитрĕ. Çавна май ачасемпе ашшĕ-амăшĕ савăнăçлă уява хутшăнчĕç. Кĕтмен çĕртен çумăр килсе çуни те хăратмарĕ вĕсене — хаваслăх малаллах тăсăлчĕ.

Уяв сĕмĕ кӳме хутшăнакан команда йышлăччĕ çав: аниматорсем, ачасем çав тери кăмăллакан Лабубу сăнар… Сцена çине Александра Голубева юрăç тата «Golden Flesh» шоу-балет тухсан вара пĕчĕкскерсем пĕрле юрларĕç те, ташларĕç те.

«Хыпар» Издательство çурчĕ те уявăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ — ятарласа уйăрнă лапамра пирĕн хаçат-журналпа паллашма, çырăнма май пулчĕ. Унсăр пуçне Фотокорреспондентсен музейĕн экспоначĕсенчен хатĕрленĕ куравпа паллашакан та нумай пулчĕ.

«Куча-мала» ача-пăча центрĕ вара хăйĕн лапамне кăсăклă вăйăсемпе илĕртрĕ. Сцена умĕнче тепĕр лапам ĕçлерĕ. Унта пултаруллă педагог ертсе пынипе ачасем Космос блокночĕ хатĕрлерĕç. «Атăлçи тĕл пулăвĕсен» хастарĕсем вара фотоквест ирттерчĕç. Наци Сывлăхĕн Лигин волонтерĕсем хастар пурăнма йыхравласа хăйне евĕрлĕ квеста хутшăнма сĕнчĕç.

Пурнăç аталаннă май ача-пăча паркĕ те вырăнта тăрасшăн мар. Мероприятин пĕлтерĕшлĕ саманчĕ — парка хăтлăх кĕртмелли проектăн презентацийĕ. Хулари юратнă вырăн малалла мĕнлерех пуласси хамăртан та чылай килет. Çавăнпа презентацие ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те, журналистсем те, ыттисем те хутшăнчĕç. Проект ушкăнĕ ятĕнчен Филипп Якубчук архитектор-урбанист тухса калаçрĕ.

- Проекта хатĕрленĕ чухне эпир «вырăс космизмĕн» темине суйларăмăр, тĕнче уçлăхне аса илтерме пултаракан хăйне евĕрлĕ, тĕлĕнмеллерех хурăмсене тĕпе хутăмăр, — терĕ Филипп Александрович.

Мĕнлерех улшăнусем кĕтеççĕ-ха А.Н. Николаев ячĕллĕ Ача-пăча паркне? Çакна Филипп Якубчук питĕ тĕплĕн ăнлантарчĕ. Чи малтанах, çĕнĕ лапамсем хута каяссине палăртмалла. Ачасем валли кăсăкли питĕ нумай паркра. Анчах пĕчĕкскерсем выляса савăнасса кĕтнĕ вăхăтра ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла? Хăтлăх проектне пурнăçа кĕртсен кун пирки пуç ватма тивмĕ. Паркра хальхи общество центрĕ хута кайĕ: унта кафе те, типĕ фонтан та, çĕнĕ сцена та, кану вырăнĕсем те пулĕç. Сăмах май, мĕншĕн типĕ фонтан? Ку вара ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Паркра космос теми ытларах палăрĕ: «Хуркайăк çулĕ» сукмак пулĕ, чĕр чунсем валли вара зоопаркра çĕнĕ павильон хута кайĕ. Зоокĕтесе аталантарассипе тĕплĕн ĕçлеме палăртнă: «Ковчег» анлăланĕ, чĕр чунсемпе кайăксем валли çĕнĕ вольерсем тăвĕç. Ачасем килĕштерекен аттракционсем, батутсем, вĕрен паркĕ малашне те пулĕç, çапах та вĕсене улшăну кĕртме те пултарĕç.

Хальлĕхе ку проекта çирĕплетмен-ха. Çавăнпа та ăна малтан халăхпа пăхса тухма, тӳрлетӳсем кĕртме палăртнă. Хăйсен шухăшне пĕлтерекенсен шутĕнче ачасем уйрăмах хастар пулчĕç. Зоокĕтесе çĕнетнĕ вăхăтра чĕр чунсемпе кайăксем ăçта пурăнĕç? Пур аттракциона та çĕнетесшĕн-и? Йывăçсен шучĕ чакмĕ-и? Парк картине /хапхине/ мĕнлерех улăштарасшăн? Çак тата ытти ыйту канăç памарĕ презентацие пухăннисене.

— Эпир парк илемлĕ те хальхи вăхăтпа тан пултăр тесе çеç мар, хулара пурăнакансен кăмăлне те тивĕçтертĕр тесе тăрăшатпăр. «Вырăс космизмĕн» концепцийĕ пире хăюллă шухăшсене пурнăçа кĕртме, çав вăхăтрах парк чунлăхне тата хăтлăхне упраса хăварма май парать, — терĕ Филипп Якубчук архитектор-урбанист.

— Презентаци шăпах паркăн çуралнă кунĕнче иртни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир йăласемпе историе упраса çĕнелме тытăнатпăр. Пур ыйтăва та, сĕнĕве те тимлĕ итлерĕмĕр, малашнехи ĕçре вĕсене шута илетпĕрех, — пĕтĕмлетрĕ парк директорĕ Надежда Айвенова.

Проекта хатĕрлесе çитерес ĕç малалла пырать. Презентаци мĕнле иртнине вара QR-кода сканерласа пирĕн видеора курма пултаратăр.

www.hypar.ru А. Николаев паркӗн сӑн ӳкерчӗкӗсем 

Рубрика: