Хыпар 60 (28377) № 15.08.2025
Красноармейскисем проектсемпе тухăçлă ĕçлеççĕ
«Трак ене кашни килмессерен ырă улшăнусене асăрхатăп. Ку тăрăхра пурăнакансем хăйсен пуçарăвĕсене ĕçе кĕртме республика Правительстви сĕнекен мелсемпе те, тĕрлĕ фонд пулăшăвĕпе те анлă усă кураççĕ. Çакă вĕсене инфратытăма лайăхлатма та, ялти пурнăçа пуянлатма та май парать», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Красноармейски округĕнче пулнă май.
Пĕчĕк ялăн пысăк ĕçĕсем
Йĕпрем ялĕ — пĕчĕк ял, унта 70 яхăн çын кăна пурăнать. Апла пулин те ял-йыш пысăк ĕçĕсемпе Трак енре кăна мар, республикăра та сумлă ят çĕнсе илчĕ. «Пысăк ял мар, анчах çынсем хăйсен пурнăçне хăйсем хăтлă тума тăрăшаççĕ», — терĕ Олег Николаев хастарсен ĕçĕпе паллашнă хыççăн. Йĕпремре ырă улшăнусем, сăмах май, «Чамăш» ТОС йĕркеленнĕ хыççăн ытларах пулса иртеççĕ. 2022 çулта кунта пуçаруллă бюджет программипе усă курса Ял халăхĕ тĕл пулмалли çурт туса лартнă. Кунта халĕ кӳршĕ-аршăпа пухăнса калаçса ларнисĕр пуçне концертспектакль те кăтартаççĕ, ытти мероприяти те йĕркелеççĕ. Кăçал вара Йĕпремсем чей типĕтмелли çурт хута янă. Унта ялти хĕрарăмсем пилĕк тĕрлĕ чей хатĕрлеççĕ. «Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Юнашар вăрман кашласа ӳсет, улăх-çаран сарăлса выртать. Сиплĕ курăксене унта пуçтаратпăр, — каласа кăтартрĕ «Чамăш» ТОС ертӳçи Елена Александрова. — Пире чей хатĕрлеме округ пуçлăхĕ Павел Семенов сĕнчĕ, курăк типĕтмелли оборудование илме те вăл пулăшрĕ». Олег Николаев Йĕпрем ялĕнчи пĕве хĕрринче йĕркеленĕ кану вырăнне те пысăк хак пачĕ. Ăна та пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн хăтлăлатнă. Елена Александровна пĕлтернĕ тăрăх, округ ертӳлĕхĕ çырана йĕркене кĕртме сĕннине Йĕпремсем хапăл туса йышăннă. Проекта пĕр уйăхра ĕçе кĕртнĕ. «Дорстройтрест» пĕрлĕх специалисчĕсем çырана хăма сарса хăтлăлатнă, хывăнса тăхăнмалли, çăвăнмалли пӳлĕмсем, туалет вырнаçтарнă. Округ администрацийĕ понтон кĕперсем хунă, шывпа тивĕçтерме скважина чавнă. Шыва кĕрсе тухсан сунчăк айĕнче шезлонгсем çинче выртма та, пальма хӳттинче ларса канма та, катамаранпа е кимĕпе ярăнма та пулать. Авăн уйăхĕнче пĕвене пулă, шурă амур, яма хатĕрленеççĕ. Çавна май пулăçсемшĕн те ырлăх вăхăчĕ çитĕ. Ял çыннисемпе калаçнă май Олег Николаев Йĕпремри евĕр кану вырăнĕсем йĕркелени ялсен илĕртӳлĕхне ӳстернине, экономика аталанăвне вăйлатнине палăртрĕ. «Правительство халăх пуçарăвĕсене ĕçе кĕртме яланах пулăшать. Шăпах çак тĕллевпе «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа йĕркелерĕмĕр. Вăл ял-хулара ырă улшăнусем тума май парать. Кăçал Красноармейски округĕнче 42 проект ĕçе кĕртĕпĕр», — терĕ республика ертӳçи. Сăмах май, «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сĕннипе улшăнусем кĕртнĕ. Программăпа килĕшӳллĕн хатĕрленĕ проектсене пурнăçлама укçа ытларах уйăрĕç, муниципалитет округĕсенче проектсен шутне чикĕлемĕç, хуласенчи об±ектсене хăтлăлатма та майсем ытларах пулĕç. Ял валли специалистсем ӳстерĕç Красноармейски салинче общество транспорчĕн чарăнăвĕн «ăслă пункчĕ» ĕçлеме пуçларĕ. Павильона Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе хăтлăлатнă. Олег Николаев павильона кĕрсе курчĕ. Пунктра кондиционер вырнаçтарнă, шыв кĕртнĕ. Хĕвел батарейинчен энерги илекен видеосăнав тытăмĕ ĕçлет. Транспорт кĕтекен пассажирсем интернетпа усă курма, кĕнеке, хаçат вулама, сĕтелçи вăййисене выляма, телевизор курма пултараççĕ. Пӳлĕмре çавăн пекех сенсорлă панель лартнă. Унта автобуссен расписанине пăхма, округ пуçлăхĕ патне тӳррĕн ыйтупа тухма пулать. Сăмах май, Красноармейски округĕ 2024 çулта Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсăн «Муниципалитет йĕркеленĕвĕнче пурăнакансемпе тухăçлă çыхăну йĕркелессине тивĕçтересси» номинацире мала тухнă. Округ проекчĕ çĕршыври 80 регионран тăратнă 1200 ытла заявка хушшинче чи лайăх 50 проект шутне кĕнĕ. Çĕнтерӳçе федераци бюджетĕнчен 40 миллион тенкĕ панă. Олег Николаев Красноармейски вăтам шкулне çитсе курчĕ. Унта «АгрокванториУМ» уçма хатĕрленеççĕ. Инновациллĕ вĕрентӳ проекчĕ пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн пĕлтĕр старт илнĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 14 миллион тенкĕ. Проекта темиçе тапхăрпа ĕçе кĕртĕç. Пĕрремĕшĕнче проект тăвассин, строительство, монтаж ĕçĕсене пурнăçлама палăртнă. Иккĕмĕш тапхăр «Ăслă» теплицăн автоматизациленĕ управлени тытăмне вырнаçтарассипе çыхăннă. Виççĕмĕшĕнче ачасем валли вĕрентӳ лапамне йĕркелĕç. Сăмах май, «АгрокванториУМ» проекта ĕçе кĕртнĕ май 2025 çулта Трак вăтам шкулĕнче «АПК кадрĕсем» проектпа килĕшӳллĕн агрокласс уçăлĕ. Красноармейски округĕнчи ача сачĕсенче агролабораторисем йĕркеленĕ ĕнтĕ. Унта биологие тата экологие тĕплĕнрех вĕрентеççĕ. Красноармейски вăтам шкулĕнче 2026 çулта агрокласс уçма палăртнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине заявка тăратнă. Лапама йĕркелесен агропромышленноç сферинчи вĕрентӳ пахалăхне ӳстерме майсем ытларах пулĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, «АгрокванториУМ» строительстви çамрăксене ял хуçалăхĕпе тата экологипе кăсăклантаракан вĕрентӳ уçлăхне йĕркелеме пулăшать. «Красноармейски шкулĕнче кăçал муниципалитет гранчĕпе тата «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа «ăслă» теплица уçнă. Унта ачасем вĕрентекенсемпе пĕрле тĕрлĕ опыт тума пултарĕç, ял хуçалăхĕпе çыхăннă пĕлĕвне тарăнлатĕç», — терĕ республика Пуçлăхĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Тăпăртатса кăна тăраç лашисем…
Елчĕк тăрăхĕнчи Патреккелти Андрей Смирнов мĕн ачаран лашасене юратнă. Çавна май пĕчĕк чухне колхозăн лаша витинчен тухма та пĕлмен. Виççĕмĕштăваттăмĕш классенчен тытăнса янаварсен çумĕнче пулассишĕнех ятарласа хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе явăçнă. Çитĕнсен çак чĕр чуна килте усрама ĕмĕтленнĕ. 2014 çулта, Лаша çулĕнче, мĕн палăртни тинех пурнăçланнă. Хăйĕн валли хаклă парне тунă вăл — киле çулталăкри тихана çавăтса килнĕ. Ку калама çук пысăк савăнăç пулнă. Юратса Зорька тесе чĕнме тытăннă ăна. Паян вара унăн витинче пĕтĕмпе çичĕ пуç лаша.
Мĕншĕн нушаланатăн? Транспорт, техника йышланнă май çынсем тахçанах лаша пирки манса кайрĕç. Акă темиçе çул ĕнтĕ ял халăхĕ пахча сухалассине, çĕр улми йăранне çуртарассине, утă çулассине тата ытти мĕн пур ĕçе тенĕ пекех мотоблокпа, тракторпа пурнăçлать. Ансат та, меллĕ те темелле-ши? Хĕл каçарас тесе çăвĕпе выльăх апачĕ хатĕрлесси пирки шухăшламалли çук, ăшă вите те кирлĕ мар. Çапах та Андрей Смирнов ку ансатлăха сивлемесен те лашасемсĕр пĕр кун та пурăнайманнине туять. «Мĕнпе кăсăкланатăр?» — тесе ыйтсан епле хурав пуласси паллă ĕнтĕ. «Ав, витери лашасемпе», — тет ăшшăн кулса. Вăл вĕсене пăрахса инçе çула та тухса каймасть, ĕçрен те, хăнаран та хăвăртрах киле васкать. Пурăнаймасть вăл янаварсемсĕр. «Хальхи вăхăтра лаша мĕн тума кирлĕ, мĕншĕн ахалех нушаланатăн?» — текенсене ăнланмасть Андрей Леонидович. «Апла çынсем хулари хваттерте темĕн те усраççĕ, темиçешер йытă тытаççĕ, çакна мĕнле ăнланмалла?» — хирĕç çапла хуравлать вăл. Сăмах май, мăн аслашшĕ те питĕ лашасемпе кăсăкланнă. Апла ламран лама пырать çак чĕр чун патне туртăнни. Икĕ лаша пулнăран мăн аслашшĕне кулаксен йышне кĕртсе айăпланă-мĕн. Çапах ял халăхĕ тахçанах мотоблок, трактор çине куçнă терĕмĕр пулин те Патреккелсем халĕ те çĕр улми йăранне авалхилле лашапа çуртарнине килĕштереççĕ. Уйрăмах кинемейсем техникăна шансах каймаççĕ. Лашапа çĕре сухаласан темиçе хут пахалăхлăрах та лайăхрах пулни пирки калаççĕ. Андрей Леонидович патне аслăрах çултисем час-часах пулăшу ыйтма килеççĕ. Хĕллехи вăхăтра юр тăкнă чухне те лашапа усă курать вăл, ял çыннисене те туххăмрах урама кăларса парать. Сахăр катăкĕпе хăналать Кил хуçи пĕрре шăхăрчĕ кăна — уçă сывлăшра ешĕл курăк çисе çӳрекен лашасем вĕçтерсе те çитрĕç. Пĕлеççĕ, туяççĕ вĕсем хуçи хăйсене юратнине. Çитнĕ-çитмен ырă хуçа кĕсйинчен кучченеç — сахăр катăкĕ — кăларасса та хăнăхнă ĕнтĕ. Кашнинчех пылак çимĕçпе хăналать вĕсене Андрей Леонидович. Пан улми, кишĕр юратаççĕ тата. Шыв ĕçмешкĕн хăйсемех Пăла юхан шывĕн хĕррине анаççĕ. Вăл пахча хыçĕпе юхса выртать. Темиçе лаша валли çӳремешкĕн пысăк лаптăк пур кунта. «Урхамахсене ачасем питĕ юратаççĕ. Çуллахи вăхăтра хуларан яла канма килнисем ятарласа курма тата фотосессие килеççĕ», — каласа кăтартать Андрей Леонидович. Лаша кӳлсе шăпăрлансене ял тăрăх ярăнтарса килме те ӳркенмест вăл. Урапи те, хыçлă çуни те — пĕтĕмпех пур унăн. «Авалхи йăлана манăçа кăларар мар» Ялти Çăварни уявĕ те авалхилле иртет Патреккелте. Ку праçнике кашни çулах Андрей Смирновăн янаварĕсем илем кӳреççĕ. Тĕрлĕ хăюпа, çӳçеллĕ тутăрсемпе капăрлатать вĕсене. Пĕкĕсем çине шăнкăравсем çакать. Эх, купăс каласа, юрă юрласа ял çамрăкĕсем вĕçтереççĕ кăна вĕсемпе! Акă миçе çул ĕнтĕ Андрей Смирновăн лашисем Çăварнинче тăпăртатса кăна тăраççĕ. Патреккел, Акчел халăхĕ, ватти-вĕтти таранах, кашни çул савăнать çак уявра. Авалхи йăлапа, катаччи чупса, хут купăс каласа, чуна тыткăнламалла иртет вăл. «Ĕлĕкхи йăла-йĕркене манăçа кăлармалла мар пирĕн. Асатте-асаннесене, кукамайкукаçисене хисеп туса авалхи уявсене чĕртсе тăратмалла», — çапла палăртать Андрей Леонидович. Мăшăрĕпе Алина Геннадьевнăпа пĕрле Елчĕк округĕн администрацийĕнче тăрăшакан /Алина Смирнова — Елчĕк округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Андрей Смирнов — водитель/ çак çемье выльăх валли вăхăтне епле тупни тĕлĕнтерчĕ мана. Смирновсен витинче лашасемсĕр пуçне темиçе ĕне, картиш тулли — чăх-чĕп, хур-кăвакал… Хĕл каçарма мĕн чухлĕ выльăх апачĕ кирлĕ! «Утă çулса, типĕтсе хатĕрлесси киленӳ кӳрет. Юратнă выльăх валли-çке, кунта нимĕнле йывăрлăх та курмастăп», — çакăн пек хурав пачĕ кил хуçи. Чунтанах парăннă çав вăл хăйĕн урхамахĕсене. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Раççейĕн кашни кĕтесĕнчен туянма килеççĕ
Шупашкартан Çĕрпӳ еннелле кайнă чухне, М7 федераци çулĕ çинчи Шăнкас Клычево чарăнура, «Батыревские саженцы» тесе çырнине чылайăшĕ асăрханă пулĕ. Юлашки вăхăтра унти теплицăсен шучĕ йышлансах пыни те куç тĕлне лекет. Питомникра мĕн çитĕнтерни тахçанах питĕ интереслĕччĕ. Çавна май нумаях пулмасть унта ятарласа кайса килме шухăшларăмăр.
Пасара чечек калчи сутма кайнă та… «Батыревские саженцы» питомник хуçи — Денис Селендеев. Патăрьелте çуралса ӳснĕ çамрăк 2010 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен компьютер специалистне — программиста — вĕренсе тухнă. Пилĕк-ултă çул хăйĕн профессийĕпе ĕçленĕ, кĕтмен çĕртен пасара чечек калчи сутма кайнă. — Атте сĕннипе пулчĕ ку. Вăл хăй Патăрьел пасарĕнче ĕçлет. Шăпах çуркуннеччĕ ун чухне. «Денис, чечек сутса пăхмастăн-и?» — терĕ пĕррехинче. Мĕнех, хама тĕрĕслес терĕм. Питомникран калчасем кайса илсе республикăри тĕрлĕ район тăрăх çӳреме тытăнтăм. Сутăнмасăр юлнă калчасене кĕркунне пĕтĕмпех çĕре чавса чикнĕччĕ. Пĕри те вилмерĕ, çуркунне пурте хунав парса ешерчĕç. Çакă та хистерĕ-тĕр мана калчасемпе малалла ĕçлеме. Туртса кĕрсе кайрĕ темелле-ши? Пасар çавăн пек вĕт вăл, кĕске хушăрах темĕн те курма тиврĕ унта. Ют çĕршывран килнисем ир-ирех çитетчĕç те михĕрен калчисене кăларса вĕсем çине куçа илĕртекен хитре этикеткăсем çакса тухатчĕç. Çапла майпа çынсене суйса сутатчĕç. Кинемейсем килетчĕç те пасара: «Çимĕçне хамăр виличчен тутанса курайăпăр-ши?» — тесе туянса каятчĕç. Паллах, кăнтăртисем пирĕн патра ĕрчемеççĕ. Хĕлле шăнса хăрса каяççĕ. Çак киревсĕрлĕх чуна витермеллех ыраттарчĕ. Кун пек юрамасть-ха, улма-çырла калчипе хамăрăн ĕçлеме тытăнмалла тесе шухăшларăм. Çапла майпа çине тăрсах улмуççи, груша тата ытти йывăç-тĕм ĕрчетме тытăнтăмăр. Акă, çичĕ-сакăр çул ĕçе пуçăнни. М7 федераци çулĕ çинчи питомника икĕ çул каялла уçрăмăр. Халь пирĕн пата таçтан та, Раççейĕн кашни кĕтесĕнчен тенĕ пекех, йывăç-тĕм туянма килеççĕ, — паллаштарчĕ Денис. Çемьепе пĕрле ĕçлеççĕ Селендеевсен Патăрьелте те çĕр лаптăкĕ пысăк. Кунта вара – 6 гектар таранах, Кӳкеçре — тепĕр 3 гектар çĕр. Унта хăмла çырли калчи çитĕнтереççĕ. Шăнкасри питомникра — 40 тĕрлĕ улмуççи, декоративлă тата лутра йышши /колоновидный/ улмуççисем, 10-15 тĕрлĕ груша, 10 тĕрлĕ чие, 5 тĕрлĕ дюк, çавăн пекех абрикос, ирга, кашкăр çырли, хурлăхан, хура хăмла çырли тĕмĕсем. Çĕр çырли сорчĕ те тĕрлĕрен. Гортензи темĕн тĕсли те пур. Пурĕ 15 тĕрлĕ сорт ешерет. Хӳхĕм кĕлчечек те туллиех: куçа йăмăхтаракан хĕрлĕ, сарă, шурă тĕслисем. Мĕнле кăна туя çук тата! Пĕри тепринчен хитререх. Декоративлă улмуççисене кил-çурта илем кӳме туянаççĕ. Вĕсен çулçисем тĕттĕм кĕрен, чечекĕсем — илĕртӳллĕ шупка хĕрлĕ тĕслĕ. Çӳлерех асăннă калчасене Патăрьелти питомникра та туянма пулать. Унта та йывăç-тĕм, чечек ассортименчĕ пуян. «Мăшăрăн амăшĕ Валентина Васильевна, хуняма, вăл хăй пĕччен Патăрьел тăрăхĕнчи çĕр çинче 5-6 пин тĕм улмуççи, 2 пин тĕм хăмла çырли, 1 пин тĕм хура хăмла çырли ӳстерет. Пĕтĕмпех çумласа кăпкалатать. Питĕ нумай пулăшать вăл пире. Епле ĕлкĕрет пулĕ. Аттепе анне те чылай вăй хураççĕ. Вĕсем хавхалантарман, çул кăтартман пулсан ку ĕçе пуçăнас та çукчĕ. Пирĕн çемье питĕ туслă», — каласа кăтартрĕ Денис. Унăн мăшăрĕ Галина Геннадьевна — профессипе врач. Декрет отпускне кайиччен вăл пилĕк çул больницăра тăрăшнă. Мăшăрне пĕччен çăмăлах маррине туйса унпа пĕрле ĕçлеме тĕв тунă. Вăл халь бухгалтер та, сайт, социаллă сеть йĕркелесе тытса пыракан та. Пĕр улмуççи çинче – 31 тĕрлĕ сорт Денисăн ашшĕпе амăшĕн, Владимир Валентиновичпа Мая Геннадьевнăн – Патăрьелте тĕлĕнмелле хитре те пуян, чăн-чăн юмаха аса илтерекен сад. Унта çĕр-çĕр тĕрлĕ сорт улма-çырла йывăççи, чечек, ӳсен-тăран çитĕнет. Кашнине асăнса та пĕтереймĕн. Сăмах май, 2023 çулта Селендеевсен хушма хуçалăхĕ территорие хăтлăх кĕртес енĕпе ирттернĕ республика шайĕнчи смотр-конкурсра çĕнтерсе укçан премие тата диплома тивĕçнĕччĕ. Çĕрĕн-кунĕн вăй хумасăр, тар тăкмасăр пулмасть çакă. Владимир Валентинович йывăç сыпма ăста. Килти пĕр улмуççи çинче кăна — 31 тĕрлĕ сорт пан улми. Ку чăннипех те тĕлĕнмелле! Кашни тĕрлĕ тутăллă. Тата — пĕрисем маларах пиçекеннисем, теприсем вăтаммисем, тата теприсем — хĕллехисем. Мая Геннадьевнăн ашшĕ Геннадий Германович та ăста пахчаçă пулнă-мĕн. Вăл та улмуççисене хăех сыпса тĕрлĕ сорт ĕрчетнĕ, кайран пан улмипе тăванĕсене, кӳрши-аршине хăналанă, ытлашшине пасара тухса сутнă. «Кукаçи те, аттепе анне те — маншăн ырă тĕслĕх. Çывăх çыннăм сад-пахча ĕçне манран та нумайрах пĕлет. Аннерен вĕренмелли нумай. Эпĕ, программист профессине алла илнĕскер, нихăçан та сад ĕçченĕ пулатăп тесе шухăшламан. Пасара чечек сутма тухнă хыççăн ку ĕçе пăрахаймарăм. Тĕрĕссипе, кунта эпĕ агроном. Çак ĕçпе ытларах тăрăшма тивет манăн», — терĕ Денис. «Батыревские саженцы» питомникра пурĕ те икĕ-виçĕ çын кăна ĕçлет. Паллах, таврари ялсенчен, Çĕрпӳ тăрăхĕнчен пулăшма çӳрекенсем пур. 14 çул тултарнă ачасем те ик-виç сехетлĕхе чечек калчисем лартма, куршаксене торф тултарма килсе каяççĕ. «Чечексемпе, улма-çырла калчипе ĕçлесси пире киленӳ кӳрет. Йĕри-тавра — илем, куçа йăмăхтаракан темĕн тĕрлĕ ӳсен-тăран… Эпир кунта иккĕмĕш çул çемьепе пулăшма çӳретпĕр. Ачасем те хамăртан юлмаççĕ. Питомник хуçи питĕ кăмăллă та ырăскер. Çынсем эпир çитĕнтерме пулăшнă калчасене кăмăлласа туянни хамăра та савăнтарать», — терĕç Апашра пурăнакан Прокопьевсем. Шăпах таврари ялсенчи шкул ачисем те питомника пулăшма çитнĕччĕ. Вĕсем Денис Владимировичăн ывăлĕпе Арсенипе пĕрле куршаксене торф тултарма пулăшатчĕç. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Çĕнĕ проект поликлиникăна пациентсемпе çывăхлатрĕ»
«Çĕнĕ оборудовани хăй тĕллĕн ĕçлемест. Тухтăрсем çителĕклĕ пулмалла. Коллектив тулли пултăр тесе тăрăшасси тĕп тухтăрăн тивĕçĕсенчен пĕри», — тет Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп врачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Татьяна Маркелова. Паян вăл «Хыпар» тĕпелĕн хăни.
Çамрăксем ĕçлеме килеççĕ
— Татьяна Николаевна, мĕнле аталанать паян халăх кăмăллакан больница? Мĕнле çул-йĕрпе, проектсемпе ĕçлет?
— Больница аталансах пырать. Материалпа техника бази те пуянланать: çĕнĕ аппаратсем илетпĕр, юсав ĕçĕсем тăватпăр. Хăвăрах куратăр — больница улшăнать, çĕнелет. Халĕ Лапсарти поликлиникăра юсав ĕçĕсене вĕçлерĕмĕр. Вĕсем 2 çула яхăн пычĕç. Çавăн пекех кадр ыйтăвĕпе те ĕçлетпĕр. Çуллен направленипе тĕллевлĕ вĕреннĕ 7-8 специалиста йышăнатпăр. Кăçал пирĕн 8 «целевик» вĕренме каять. Ординатурăна каякансем те пур. 5 çамрăк И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 1-мĕш курсне çул тытать. Нумаях пулмасть çĕнĕ специалист — аллерголог — ĕçе вырнаçрĕ. Кĕçех эндокринолога ĕçе илĕпĕр. Вĕсем килнĕшĕн савăнатпăр. Пирĕн пуçламăш сыпăкра ĕçлекенсем çителĕклĕ. Коллектив çамрăкланса пырать. Вăтам ӳсĕм — 46 çул. «Перекетлĕ поликлиника», «Диспансер тĕрĕслевĕ» проектсемпе ĕçлетпĕр. «Дистанци мониторингĕ» — пациентсемпе дистанци мелĕпе ĕçлемелли проект. Вăл ытти регионта вăя кĕнĕ. Пирĕн патра та çывăх вăхăтра пурнăçланма тытăнмалла. Паян кун пирки канашлура та каларĕç. Çывăх вăхăтрах эпир çĕнĕ эндоскопи центрĕ уçасшăн. Вăл поликлиникăн çĕнĕ çуртĕнче пулать. Кунта усал шыçăсене маларах тупса палăртмалли центр алăкне яриех уçĕ. Вăл — вар-хырăм, пыршăлăх чирĕсене тĕрĕслемелли центр. Ун валли ятарласа специалистсем хатĕрлетпĕр тата çĕнĕ оборудовани илме палăртатпăр. Пирĕн пата ансăр специальноçлă тухтăрсем те килеççĕ. Нумаях пулмасть тăватă окулист ĕçе вырнаçрĕ. Çавăн пекех пирĕн йыша 4 невролог хушăнчĕ.
— Юлашки вăхăтра мĕнле çĕнĕ оборудовани туяннă?
— Колоноскопи тумалли оборудование çĕнетрĕмĕр. Ама хуранне пăхмалли çĕнĕ оборудовани илме ĕмĕтленетпĕр. Çавăн пекех маммограф туянмалла. Вĕсем иккĕ пур пирĕн. Пĕри кивелнĕ ĕнтĕ. Оборудование тăтăш ылмаштарса тăмалла. Юн тымарĕсене пăхмалли аппарат илес тĕллевпе заявка патăмăр. Оборудовани пĕтĕмĕшле илсен пирĕн пулнă. Халĕ çĕнетме тăрăшатпăр. Пирĕн материалпа техника бази лайăх. Çĕнĕ поликлиникăна уçнă чухне çĕнĕ оборудованисем туяннăччĕ: томограф, флюорограф. Вĕсене икĕ сменăпа ĕçлеттеретпĕр. Çынсене ĕç вырăнĕнчех диспансеризаци кăларатпăр. Предприятисемпе организацисене тухса çӳретпĕр. Рабочисен сывлăхне вырăнта тĕрĕслетпĕр. Анализсене те çавăнтах илетпĕр. Терапевтсемпе пĕрле гинеколог, уролог тĕрĕслеве хутшăнать. Ытти тĕрĕслев кирлĕ тĕк хамăр поликлиникăна чĕнетпĕр. Халăха кирлĕ проект — «Сывлăх патне — утăм» проектпа мĕнле ĕçлетĕр? Миçе çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ? – Врачсем çак проекта ăнланса йышăнчĕç. Эпир «Сывлăх пунктĕнче» пациентсене пĕрремĕш хут йышăнсанах ăнлантăмăр: ку çынсене кирлĕ! Хăшĕсем хăш-пĕр ыйтупа тухтăр патне кайма тăхтаса тăраççĕ. Тĕрĕсленĕ хыççăн акă мĕн асăрхарăмăр: çынсен 40 проценчĕн юн пусăмĕ пысăк. Чирĕ пирки пĕлекеннисем те эмелсене вăхăтра ĕçмеççĕ. Юн пусăмне тĕрĕслесе тăманни курăнать. Е эмелсене тĕрĕс мар ĕçеççĕ. Çавăн пекех сахăр диабетне нумай тупса палăртатпăр. Ӳт-кĕлетке чирĕ те чылай. Дерматолог дерматоскоппа пăхса тĕрлĕ чире палăртать. 4-5 çыннăнне ӳт çинче усал шыçă аталаннине палăртрĕ. Вĕсене онкодиспансера вăхăтра ятăмăр. «Сывлăх патне — утăм» проект поликлиникăна пациентсемпе çывăхлатрĕ. «Сывлăх пунктĕнче» направлени парсан пациентсенчен хăшĕ-пĕри поликлиникăна харпăр карточкисемпе килет. Эпĕ эндокринологра ĕçлетĕп те — куратăп: хастар вĕсем. «Манăн карточкăна пăхăр-ха, манăн анализсем çавăн пек пулнă», — теççĕ. Çакă çынсем харпăр сывлăхĕшĕн тăрăшнине кăтартать. Пирĕн пата урăх территорисенчен те нумаййăн килеççĕ. Хăйсен малтан тунă тĕрĕслев кăтартăвĕсене танлаштарса пăхаççĕ. «Сывлăх пункчĕсенче» пĕтĕмпе 3077 çыннăн сывлăхне тĕрĕслерĕмĕр.
— Халăх диспансеризацие хăйĕн ирĕкĕпе çӳрет-и?
— Пирĕн патра çулталăкра 70-80 пине яхăн çын диспансеризаци тухать. Халăх хăйĕн ирĕкĕпех килет. Пирĕн, тухтăрсен, ялан çыншăн ĕçлемелле, халăха пулăшма тăрăшмалла. Кун пирки кашни планеркăрах калатăп. Пирĕншĕн чи лайăххи — çын поликлиникăран кăмăллă кайни. Килнĕ пациент хăйĕн ыйтăвĕсен хуравне туптăр. Пирĕн патра кашни çын диспансеризацие çырăнмасăрах тухма пултарать. Пирĕн поликлиникăна çирĕплетнĕ çынсем кăна мар, ытти çĕртисем те килме пултараççĕ. Ирхине сакăр сехетрен пуçласа каçхи сакăр сехетченех йышăнатпăр. Ансăр специалистсем те аякран килекенсене йышăнаççĕ. Полис пур тăк кирек хăш специалист патне те килме пулать. Пирĕн патра темиçе тĕрлĕ диспансеризаци тухма май пур. Калăпăр, ача çуратмалли вăхăтрисем валли уйрăм диспансеризаци пур. Вĕсене ытти тĕрĕслев ирттернисĕр пуçне гинеколог, уролог пăхать. СВОра пулнисем валли ятарласа кабинет уйăрнă. Унта вĕсен çывăх çыннисем те кирек епле ыйтупа килме пултараççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене çырса юлатпăр. Çав куннех хуравлаймасан та вĕсемпе çыхăнса татса пама тăрăшатпăр. Пирĕн патра çулталăк пуçланнăранпа СВОра пулнă 35 çын диспансеризаци тухрĕ. Эпир вĕсене шăнкăравласа чĕнетпĕр. Вĕсене валли кунта яланах — «симĕс коридор». Вĕсем анлăрах диспансеризаци тухаççĕ. Ытти çĕртипе танлаштарсан унта специалист нумайрах. Ятарласа уйăрнă çынсем алăран тытсах кабинетсем тăрăх ертсе çӳреççĕ — нумай ан кĕтчĕр тетпĕр.
— Çамрăк тухтăрсене хавхалантарас тĕллевпе мĕнле пулăшатăр?
— Яшсемпе хĕрсене чи малтан наставничествăпа илĕртетпĕр. Ĕçлеме пуçланă самант – ансат мар вăхăт. Кашни çамрăк специалист çумне наставник çирĕплететпĕр. Кирек епле ыйтупа та ун патне пыма пултарать. Çавăн пекех çамрăксем социаллă тӳлевсем илеççĕ. Кашни уйăхра шалу çумне 14 пин тенкĕ ытла хушăнса пырать. Медицина сестрисем валли те çакăн пек хавхалантару пур. Унсăр пуçне çулталăк ĕçлесен вĕсене 200-шер пин тенкĕ паратпăр. Çакă — çамрăк специалистсене, врачсене хавхалантармалли мел. Çамрăксене тĕрлĕ конкурса явăçтарма тăрăшатпăр. Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тăрататпăр. Хăйсен профессине юратчăр, лайăх специалистсем пулччăр тетпĕр. Вĕсем валли кашни юнкун тухтăр конференцине ирттеретпĕр. Пирĕн психологи пулăшăвĕ паракан пӳлĕм те пур. Ăна профсоюз организацийĕ грантпа çĕнсе илнĕ.
«Хам тухтăр пулнине туяс килет»
— Çĕнĕ поликлиника уçăлнăранпа ĕçĕр тата хушăнчĕ-тĕр. Пациентсене йышăнма вăхăт юлать-и?
— Кашни эрнере виçĕ кун пациентсене эндокринолог пек йышăнатăп. Шăпах пациентсемпе ĕçлесе хам тухтăр пулнине туятăп. Ытти ĕçре хăш чухне кăмăл тулни çук. Çынна тепĕр чухне сăмахпа та сиплеме пулать. Пациента йĕркеллĕ каласа ăнлантармалла çеç. Нимĕн хăрамалли те çук. «Анализсене лайăхлатма пулать», – темелле. Пациент пирĕн пата кăмăлпа тепĕр хут килтĕр тесен ăна юратмалла. Унпа куçран пăхса калаçмалла. Йышăнăва коридортанах пуçламалла. Кашни врачăн медсестра пур. Унăн коридора тухса пăхмалла: миçе çын килнĕ? Камăн талон çук, кама паянах пулăшу кирлĕ… Ыйтусене оперативлă татса пама вĕренмелле.
— Мĕнле йывăрлăхсем пур?
– Кадрсем енĕпе... Çамрăксем тепĕр чухне 2-3 çул ĕçленĕ хыççăн йывăртарах тесе тухса каяççĕ. Кашнинпех калаçма тăрăшатпăр паллах. Хăшĕсене юлма ӳкĕте кĕртетпĕр. Пурнăçра йывăрлăхсăр пулмасть. Ку ĕç нумаййипе çыхăннă. Шалу пĕчĕк тесе калас килмест. Патшалăх медицина ĕçченĕсене тимлĕх уйăрать. Пирĕн республикăра медиксен вăтам ĕç укçи япăх мар. Çамрăксене ĕç нумаййи хăратать. Хут ĕçĕ чакмасть. Хăш чухне чăтăмлăх тени сахалрах. Паян йăлтах, хăвăрт тăвас килет… Вăхăтлăх йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренмелле. Хăшĕсем урăх региона тухса кайма пăхаççĕ. Е тата тухса кайнисем каялла килеççĕ. Ун пек тĕслĕхсем те пур. Ытти енĕпе ытла пысăк йывăрлăхсем пур тесе каламастăп. Çын пĕтĕм çĕрте пĕрешкел. Пур çĕрте те ĕçлемелле. Юратса ĕçлесен йывăрлăхсене çĕнтерме пулать.
— Больница 65 çул тултарнине мĕнле паллă тăвасшăн?
— Авăн уйăхĕн вĕçĕнче пысăк конференци ирттересшĕн. Врачсемшĕн усăллă пултăр вăл. Пирĕн, тухтăрсен, ялан вĕренмелле. Мĕнле улшăнусем пулнă — çавсемпе паллаштармалла. Унтан савăнăçлă лару-тăрура ветерансене чĕнсе чысласшăн. Эпир хатĕр никĕс çинче ĕçлетпĕр. Хăй вăхăтĕнче Валентина Теллина 26 çула яхăн тĕп врачра ĕçленĕ. Çав тери туслă коллектив йĕркеленĕ. Çав çынсем халĕ те пирĕн йышрах. Вĕсенчен вĕренсе юлмалла, тетĕп çамрăксене. Вĕсене урамра та паллаççĕ. Çавăн пек ят-сум çĕнсе илмелле. Врачăн тĕслĕх пулмалла: ĕçре те, урамра та, çемьере те. Унра ырăлăх тапса тăмалла. Коллектива 2017 çултанпа ертсе пыратăп. 2013 çултанпа тĕп врач çумĕнче тăрăшнă. Коллектива пĕлнĕрен ĕçлеме çăмăлрах. Эпĕ маларах ку поликлиникăра эндокринологра вăй хунă.
— Сирĕн ĕçе сăнаса пыратăп. Эсир коллективпа зарядка та тăватăр. Канмалли кунсенче коллективпа çул çӳреве, экскурсисене тухатăр…
— Ку питĕ кирлĕ. Профсоюз хастар ĕçлет. Унăн лидерĕ Людмила Челейкина манпа пĕрлех ĕçлеме пуçларĕ. Людмила Геннадьевна манăн сылтăм алă вырăнĕнчех. СВО членĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ темиçе те пуçтартăмăр. Ĕçтешсем хастар пулни хавхалантарать. Профсоюз тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Бассейна çӳреççĕ, волейбол команди пур. Теннисла выляс енĕпе те хастар. Пĕлтĕр республика шайĕнче 4-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Канмалли кунсенче экскурсисене каяссине йĕркелет. Çыннăн ĕçсĕр пуçне тĕрлĕ ыйту пур. 1-мĕш класа каякан ача пуррисене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче канмалли кун паратпăр. Юбилейсенче, йывăр вăхăтра укçан пулăшма тăрăшатпăр. Хисеп хучĕпе чысласан ун çумне укçа хушса паратпăр. Пирĕн коллективра талантлă çын нумай. «Профсоюз çуркунни» конкурсра кăçал пирĕн больница коллективĕ 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Поэт, инженер, патриот
Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Александр Ильин 80 çул тултарать. Юбилей умĕн вăл «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Пирвайхи сăвăсем
— Александр Моисеевич, сăвă çырма миçере тытăнтăр?
— Вуннăра чухне, 1955 çулхи кĕркунне. Çак сăмахсене çеç астăватăп: «Пиччепе эпир пĕрре кайрăмăр Шупашкара…» Вĕсем мăнакпа иксĕмĕр çăкăр илме Шупашкара кайсан, лавккара темĕн те пĕр курса яла таврăннă хыççăн, çуралчĕç. Йăлтăр-ялтăр чуна витерчĕ, киле килсен шухăша кайрăм пуль. Çемьене çăкăр 1950 çулсенче те çитместчĕ-ха. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне ялти хурал пӳртĕнче библиотека уçрĕç, кĕнекесем илсе килчĕç. Уроксем хыççăн килте вулама черет тăрсах кĕнекесем илеттĕм. Вырăс писателĕн Александр Фадеевăн «Çамрăк гварди» романĕнчен, чăвашла куçарнăскертен, тытăнтăм — питĕ килĕшрĕ. Романри 15-20 çулсенчи геройсен паттăрлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Александр Матросовăн, пуç хунă хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕскерĕн, хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен чăвашла тухнă кĕнеке те чун-чĕрене кисретрĕ-тĕр, çавăн хыççăн пуçра тăватă йĕрке çуралчĕ: «Матросов чĕри кăлт сикрĕ, вăл пăхрĕ тăшман еннелле. Хăйсем пĕтессе вăл сисрĕ, çапах та усмарĕ пуçне…»
— Сăвă техники çинчен хăçан илтрĕр?
— Пĕррехинче манран аслăрах Лев Михайлов, 5-мĕш класра вĕренекенскер, «сăвăсенче рифмăпа ритм пур» терĕ. Эпĕ, 4-мĕш класс ачи, вĕсем çинчен илтмен те! Вăт, çĕнĕлĕх! Рифма-ритм мĕнне 5-мĕшĕнче тăван сăмах урокĕнче пĕлтĕм. Ăна Георгий Шумилов вĕрентекен ирттеретчĕ, чăваш литературине питĕ лайăх пĕлетчĕ. Пĕррехинче ăна сăвăсем çырса тултарнă 12 страницăллă тетраде кăтартрăм. Вăл паллашрĕ те: «Килсе лар-ха çывăха, санран поэт тăватпăр!» — терĕ. Лартăм. Кăсăклансах тишкернĕ иккен. «Ку сăмаха улăштармалла, çак сăмаха мар, урăххине çырмалла», — ăнлантарчĕ хăй.
— Пĕрремĕш сăввăр хăçан тата ăçта пичетленсе тухрĕ?
— 1957 çулта районăн «Октябрь çулĕ» хаçатĕнче, 5-мĕш класра чухне. «Кӳлĕ» ятлă. Ял варринчи кӳлĕре кашни çуллах шыва кĕрсе савăннă, лашасене те уçăлтарнă.
— Сăввăрсене пухса пынă-и?
— Тетрадьсене апай мачча çине хăпартса хунă. Ун чухне чернил çителĕксĕрччĕ, кăранташпах çырнă. 7 класс хыççăн Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕскер 9 çухрăмри тăван киле çуран таврăннă май куллен пĕр-икĕ сăвăран кая мар çыраттăм. 12 страницăллă 3-4 тетраде умлă-хыçлă хурса, çиппе çĕлесе хулăнлататтăм. Çапла тултарнăран темиçе çĕр сăвă пухăнчĕ. Акка 1964 çулхи çулла çĕнĕ пӳрт лартрĕ, эпĕ килте пулман: 19 тултарсан Ульяновскри танк училищине вĕренме кĕтĕм. Анчах чирленĕрен пăрахса таврăнма тиврĕ. Кивĕ пӳрте пăснă чухне маччаран мĕн пур япалана, çав шутра сăвă тетрачĕсене те, кăларса пенĕ. Вĕсене упрама пĕлменшĕн çулсем иртнĕçемĕн пĕрре çеç мар кулянтăм.
— Сире техникумран Казахстана практикăна янă. Ăçта ĕçлерĕр?
— 1963 çулхи пуш-юпа уйăхĕсенче Павлодар облаçĕнчи Ермак районĕнчи «Кызыл курама» совхозра Юрий Михайлов, Владимир Василевский, Андрей Матвеев, Николай Ермаков, Александр Филиппов, Дмитрий Бобриков тата ыттисем вăй хучĕç. 7-мĕш бригадăн «СУ-24», «СД-24» сеялкисене, «ДТ-54» тата «Т-74» тракторĕсене, «СК-3», «С-4» комбайнĕсене юсама, тырă акма, вырмара тулă тата вир пухса кĕртме хутшăнтăм. Паркра юсанă комбайнсемпе бригадăна таврăнтăмăр, вăл тĕп усадьбăран 45 çухрăмра. Йĕри-тавра пăхса пыратăп — вĕçĕ-хĕррисĕр çеçен хир, ниçта пĕр çырма çук! Кăн-кăвак тӳпе! Çак илем чун-чĕрере савăнăç, вăй-хал, юрату çуратрĕ. Кайран «Çеçен хирти юрату» повеç пичетлерĕм. Малтан шухăшламан та — унăн тĕп геройĕ хамăн пулма тиврĕ. Чăн та, хушамата улăштартăм, повеçе техникумра пĕрле вĕреннисене хăйсен хушамачĕ-ячĕпех кĕртсе ятăм.
Пĕрремĕш юрату
— Повеçре юратаканни хăвăр-и?
— Хам. Кунта 18 çулти каччăпа хĕр юратăвĕ. Анчах практика вĕçленсен йĕкĕтĕн Чăваш Ене таврăнма тивет. Юратакансем уйрăлаççĕ, шел, пĕрле пулаймаççĕ. Çерем уçакансен темипе «Хур кайăк çулĕ» поэма та хайларăм, Казахстанра практикăра пулнă 21 ачана унта кĕртсе тĕрлĕ сăнар турăм. Çерем «çĕтекенсен» тата илемлĕ çут çанталăк, çав шутра пирĕнтен инçетри кăвак сăрт та, туслăхпа юлташлăх темисем, манăн вырăсла çырнă 15 яхăн сăвăра тата чăвашла хайлавсенче пысăк вырăн йышăнчĕç. Вĕсем те тĕрлĕ вăхăтра кун çути курчĕç.
— Сирĕн пултарулăхра çар теми пысăк вырăн йышăнать. Сăлтавне мĕнле ăнлантаратăр?
— Пире совет саманинче патриотла воспитани парса çитĕнтернĕ, Тăван çĕршыва юратма, хӳтĕлеме пĕчĕкрен вĕрентнĕ. Мана фронтовиксем, çав шутра вăрçа 1942 çулхи пуш уйăхĕнче тухса кайнă, Сталинграда хӳтĕлесе йывăр аманнă хыççăн госпитальте сакăр уйăх сипленнĕ атте, III степень Мухтав орденĕн кавалерĕ, колхоз счетоводĕнче ĕçленĕ анне тӳрĕ çулпа пыма ачаран хăнăхтарнă. Çарта мана шывра ишекен çăмăл «ПТ-76М» тата йывăр «Т-10М» танксемпе çӳреме, тăшманпа çапăçма вун пĕр уйăх вĕрентрĕç, экипаж командирĕ пулма тата учебкăра стена хаçачĕпе çар листокĕ кăларса тăма шанчĕç. Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Германири тĕллевĕсене пурнăçлама 1-мĕш арми йышĕнче виçĕ çул хутшăнтăм. Пушă вăхăтра сăвăсемпе заметкăсем çыртăм, вырăсла хайланисем дивизи хаçатĕнче пичетленчĕç. Каярахпа пурĕ 34, çав шутра çар темипе — 10, поэма çыртăм. 26-шĕ чăвашла, 8-шĕ вырăсла. «Тăван Атăл» журналăн кăçалхи утă уйăхĕнчи номерĕнче «Çур аки», «Хапха», «Çурла», «Сарă тумлă тырă уйĕнче» поэмăсем кун çути курчĕç. СВОри ывăла халалланă поэма чăвашла — «Ывăл», вырăсла «Сын» ятлă. Çар темипе манăн вырăсла тата чăвашла 200 ытла сăвă, вĕсем «Тăван Атăл», «Ялав», «Хатĕр пул» журналсенче, кĕнекесенче, хаçатсенче пичетленнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...