Çамрăксен хаçачĕ 29 (6580) № 14.08.2025
ЧППУ студенчĕ «Хĕр çивĕтне» курнă
ЭЛЬБРУС — РАÇÇЕЙРИ ЧИ ÇӲЛЛĔ ТУ. ВĂЛ КАВКАЗРА ВЫРНАÇНĂ. СĂРТ ÇИНЧЕ 25-35 ГРАДУС СИВĔ ТĂРАТЬ. И.Я.ЯКОВЛЕВ ЯЧĔЛЛĔ ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ ПЕДАГОГИКА УНИВЕРСИТЕЧĔН СТУДЕНЧĔ АНАСТАСИЯ КРЮЧКОВА 5642 МЕТРА ПАРĂНТАРСА ТУ ÇИНЕ ХĂПАРНĂ.
— 11-ĕн пултăмăр: 5-ĕш — Çыранçи Чаллăран, 6-шĕ — Чăваш Енрен. Вĕсенчен иккĕшĕ — инструкторччĕ. «Лайăх план» организаци ертӳçи те пулчĕ пирĕнпе. Анчах виççĕшĕ хăпараймарĕç. Çул çинче 13 сехет иртрĕ, каялла 3 сехетрех антăмăр. Пĕлтĕр юлташсем Эльбруса парăнтарасси çинчен пĕлтерчĕç, эпĕ те вĕсенчен юлас темерĕм. Хамăн вăй-хала тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Анчах ун чухне мана ăнмарĕ, хама япăх туйнипе каялла анма тиврĕ. Çавăн чухнех тĕллев лартрăм — тепĕр çул хăпаратăпах. Пĕлтĕрех хатĕрленме тытăнтăм. Хамăрпа пĕрле альпинистсен япалисем /вĕрен, ледоруб.../ илтĕмĕр. Алăра — патаксем, çурăм çинче — рюкзак. Унта — ăшă тум, шыв, вĕри чей, çавăн пекех апатланма типĕтнĕ улма-çырла, канфетсем, батончиксем, пĕçернĕ аш, салă тата ытти кирлĕ. Сăрт çинче йĕри-тавра чул выртать, тĕрлĕ курăк ӳсет, 4000 метртан юр выртать. Эпир майĕпен хăпартăмăр, сăртри условисене хăнăхса пытăмăр. «Хĕр çивĕчĕ» шыв сиккине кайса куртăмăр, обсерваторире пултăмăр. Пастухов хысакĕ патне çитсен эпир приседани турăмăр, чулсем йăтрăмăр. Çапла тусан юн тымарĕсем лайăхрах ĕçлеме тытăнаççĕ, вăй хушăнать. Ту тăррине хăпарса çитсен, ывăннă пулин те, кăшкăрас килчĕ, чĕре кăлт-кăлт тапрĕ, чунра — пысăк савăнăç. Йывăрлăха парăнтарса тĕллеве пурнăçа кĕртни вăй кӳрет, çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантарать. Ту çинчен ансан хăсас килнĕн туйăнчĕ, çавах чунра канлĕ пулса кайрĕ, — каласа кăтартрĕ Анастасия. Шупашкар хĕрĕ 2023 çулта Çурçĕр Осетире походра пулнă, ун чухне пĕрремĕш хут ту çине хăпарса курнă. 2024 çулта Дагестанри илемлĕ вырăнсемпе паллашнă, ун чухне 126 çухрăм утнă. Уралти Аслă Иремель тăвĕ çине виçĕ хут улăхнă, Таганай сăрчĕ çинче пулнă. Анастасия каланă тăрăх, сăрт-тăва парăнтарас тесен спортпа туслă пулмалла, куллен тренировка тумалла, унсăрăн хăпарма вăй çитмĕ. Вăл ачаранпах сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Малтан баскетболпа кăсăкланнă, унтан спорт туризмĕн секцийĕнче Александр Боровой тренер пулăшнипе ăсталăха аталантарнă. Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрсен «Шанăç» туризм клубне çӳреме тытăннă. — Походсене çӳретпĕр, ту çине хăпаратпăр, скалодромсенче хатĕрленетпĕр, шыв урлă каçатпăр, спорт ориентировкипе кăсăкланатпăр, велосипедпа, йĕлтĕрпе çӳретпĕр тата ытти те. Спорт туризмĕ çут çанталăкпа çывăхлатать, кăмăл-туйăма çирĕплетет, вăй-хала тĕрĕслет, ӳт-пĕве тĕреклетет, — терĕ хĕр. Сăмах май, 2024 çулта вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ирттернĕ «Çулталăк студенчĕ» конкурсра «Çулталăк спортсменĕ» номинацире мала тухнă. Анастасия Крючкова тĕрлĕ ăмăртура палăрнă. Унăн пухмачĕнче награда чылай. Тĕслĕхрен, Раççей кубокĕнче ушкăнпа пĕрле виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чăваш Ен чемпионатĕнче ăна çитекенни çук. Кăçал вăл «Туриада» спортпа туризм лагерĕнче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăвашсен пытару йĕркине тĕпчет
«Ача чухне темĕнпе те кăсăкланаттăм. Космонавт пулма ĕмĕтленеттĕм. Тухтăр ĕçĕ те интереслентеретчĕ. Кайран истори илĕртме пуçларĕ. Тĕрĕссипе, археологи енĕпе ĕçлесси çинчен шухăшламан та. Пирĕн республикăра археологсем пуррине те пĕлмен. Египетра е Грецире кăна шырав ĕçĕсем ирттереççĕ тесе шухăшланă. Пирĕн республикăн историйĕ пуян пулнине ăнлантăм», — терĕ Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Владимир Григорьев.
Историе шкултах кăмăлланă
Паян вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вăй хурать. Университетра вĕреннĕ вăхăтрах вăл кунта лаборант-тĕпчевçе ĕçлеме килнĕ. Çакă ăна археологипе çывăхрах паллашма май панă. Кăсăклану мĕнрен пуçланнă-ха? Владимир Юрьевича çак ыйтăва уçăмлатма ыйтрăм: — Ачалăхăм Етĕрне районĕнчи Анат Ачакра иртрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех Александр Павлов ертсе пыракан истори урокĕсене кăмăллаттăм. Çак предмета 9-мĕш класра экзамена хатĕрленнĕ чухне килĕштертĕм. Шкулпа сыв пуллашсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн истори, управлени тата право факультетне вĕренме кĕтĕм. Пĕрремĕш курсра чухне пире, студентсене, археологи, истори, авалхи общество тата этнологи енĕпе вĕрентекен Николай Мясников «Астăвăм» шырав отрядне кĕме йыхравларĕ. 2018 çулта пĕрремĕш хут археологи экспедицине кайрăм. Виççĕн çула тухрăмăр: чăваш археологийĕн аксакалĕ Евгений Михайлов, пĕр курсра вĕренекен юлташ тата эпĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи 17-18-мĕш ĕмĕрти чăвашсен çăвинче шырав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Унта вырăнти çынсем çыран хĕрринче шăмăсем тупнă-мĕн. Виçĕ вил тăприне чавса кăлартăмăр. Ялти чăвашсен пытару йĕркине тĕпчерĕмĕр. Кайран кун пирки статья çыртăм. Халĕ Владимир чăвашсен пытару йăли-йĕркине археологи енчен тĕпчет. Ку ыйтупа пысăк тĕпчев ĕçĕ çырма шухăшлать. — Чăваш халăхĕн историйĕ хăйне евĕрлĕ. Вăл çак çĕр çинче пин-пин çул пурăнать. Чăваш чĕлхи — авалхи пăлхар ушкăнĕсенчен сыхланса юлнă пĕртен-пĕр чĕлхе. Шел те, унпа калаçакансен шучĕ çултан-çул сахалланса пырать. Чĕлхе ан пĕттĕр тесен ăна тĕплĕнрех тĕпчемелле. Çавăнпа та эпĕ çак ыйтупа ытларах ĕçлес тетĕп, — пĕлтерчĕ хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер. — Чăвашсен пытару йăли-йĕркине тĕпчеме ĕлĕкхи çăвасене кайса килетпĕр. Ăçта, мĕнле пытарнă, шăтăк тарăнăшне тĕпчетпĕр. Паян чăвашсен 40 ытла çăвинче шырав ĕçĕсем ирттернĕ. Хальхи тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, 16-мĕш ĕмĕрте пĕрремĕш çăвасем чавма тытăннă. Эпир вĕсене шыратпăр, ытти масарпа танлаштарса вăхăтне палăртатпăр. Çын виллин юлашкийĕсене тĕпчесе вăл хăш халăх çынни, миçере, хĕрарăм е арçын пулнине пĕлетпĕр. Ку енĕпе антропологсем лайăх ĕçлеççĕ. Тупнă шăмăсене эпир чакаласа кăларатпăр, специалистсем вĕсене экспертиза ирттерсе пĕтĕмлетӳсем тăваççĕ, — малалла калаçрĕ Владимир Юрьевич. Кĕреçе яланах пĕрле — Хăшĕ-пĕриншĕн çĕр чакаласа ларни кичем пек туйăнĕ. Кашнинчех çак ĕçе тунă чухне эсĕ мĕн тупма пултарассине пĕлместĕн-çке. Пĕрне, теприне чакаласа кăларатăн — азарта кĕрсе каятăн. Татах мĕн те пулин интересли тупма васкатăн. Кашни япалара — тăван халăхăмăрăн тĕрлĕ вăхăтри кун-çулĕ. Япала çĕр ăшĕнче кирек мĕнле тарăнăшĕнче те упранма пултарать. Калăпăр, пĕр çын вырăнне тепри пурăнма килсессĕн, унта мĕн те пулин тупас тесен çĕре тарăн чакаламалла мар — 30 сантиметр çителĕклĕ. Енчен те çын çав вырăнта яланах пурăннă пулсан, япаласене шыраса тупма 2-3 метр та чакалама тивет. Мĕншĕн тесен çĕр «ӳсет». Шырав ĕçне çумăр çеç улшăну кĕртме пултарать. Çавăн пекех кашниех 2 эрне уйра пурăнаймасть. Эпир çакна хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ Владимир Юрьевич. Археологсем экспедицие кайнă чухне пĕрле кĕреçе, савук, витре илеççĕ. Кашни артефакт мĕнле тарăнăшĕнче выртнине тахеометрпа палăртаççĕ. Унтан тупнă япалана сăн ӳкерсе 3D модель ăсталаççĕ. Археологсем шырав ĕçĕсене хамăрăн республикăрах ирттереççĕ, ытти региона каймаççĕ. — Археологи палăкĕсене тĕпчетпĕр. Сăмахран, Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Таяпа çывăхĕнчи авалхи хулашра шырав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Тупнă япаласен хушшинче 10-13-мĕш ĕмĕрти экспонатсем сахал мар тĕл пулчĕç. Тăм чӳлмек катăкĕсем, тимĕр япаласем, вăрçăра усă курнă сăнă, çĕçĕ тата ытти ăпăр-тапăр чакаласа кăлартăмăр. Хăй вăхăтĕнче кунта пуян хула пулнă. Асла Таяпа ялĕ 17-мĕш ĕмĕрте йĕркеленсе кайнă, — калаçрĕ Владимир Григорьев. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем, педагогика университечĕн студенчĕсемпе волонтерсем Çĕрпӳ тăрăхĕнчи «Звездный» ача-пăча уйлăхĕнчен инçе мар чуллă ĕмĕр вăхăтĕнче пурăннă çынсем чарăнса тăнă вырăна тĕпчеççĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Пурнăç пыл пек пылак пултăр
— Çурла уйăхĕ уявсемпе пуян. Çак тапхăрта чылай çимĕç пулса çитет. Çав вăхăтрах чиркӳ виçĕ уява паллă тăвать: Пыл сăпасĕ, Пан улми сăпасĕ, Мăйăр [Çăкăр сăпасĕ. Паллах, чиркӳ календарĕнче çак уявсен ячĕсем урăхла. Ăна халăхра çапла калаççĕ, — палăртрĕ Николай Марков протоиерей.
Çимĕçсене чиркӳре сăваплаççĕ Аса илтеретпĕр: Пыл сăпасне — çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пан улми сăпасне — 19, Мăйăр сăпасне 29-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çак уявсем çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăм. — Сăпас сăмах «Спаситель» сăмахран пулнă. Вăл пирĕн Çăлаканăмăр Иисус Христос тенине пĕлтерет. Çурлан 14-мĕшĕнче, чиркӳ календарĕ тăрăх, Чĕрĕлĕх паракан Таса Хĕресе çĕклесе кăтартнине уявлаççĕ. Ку вăл ĕлĕк Константинополь хулинче хăрушă чирсем сарăлнă вăхăтра Иисус Христоса пăталанă хĕреспе урамсенче çӳренипе çыхăннă. Çак кунах чиркӳ Çăлаканпа Турă Амăшĕн Турăшне те асăнать. 1164 çулта Андрей Боголюбский кнеç Атăлçи Пăлхара çак Турăшпа Таса хĕрес пулăшнипе çапăçура çĕнтернĕ. Çакăн хыççăн вăл кашни çул çак кун хĕрес йăтса шыв патне аннă, унта кĕлĕ ирттернĕ. Хĕрес çӳревĕ хыççăн çынсем шыва кĕрсе тасалнă, кайран выльăхсене те шыва кĕртнĕ. Унтан Шыв сăпасĕ текен ят та пур. Çавăнпа çак кун шывсене те сăваплаççĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра кивĕ çăлсемпе пусăсене те тасатнă. Çурлан 14-мĕшĕнчи уява мăкăнь сăпасĕ тесе те калаççĕ. Ку вăл Маккавейсен 7 ывăлĕпе амăшне Соломонийăна суя тĕн çыннисем нушалантарса вĕлернипе те çыхăннă. Мĕншĕн çак уява халăх пылпа çыхăнтарнă-ха? Çак кун вĕлле хурчĕсем пыл тума пăрахаççĕ. Колхоз утарĕнче çĕртме уйăхĕнчех пыл юхтаратчĕç. Вĕсем валли колхоз тĕрлĕ курăк акатчĕ. Халĕ те утарçăсем çулла икĕ-виçĕ хутчен пыл илни çинчен калаççĕ. Ĕлĕкренпех çак уяв тĕлне пыл юхтарма пăрахатчĕç. Çĕнĕ пыла чиркĕве илсе кайса сăваплаççĕ. «Пыл сăпасĕнче çук çын та пыл çиет», — тенĕ ваттисем. Утарçăсем паянхи кун та ырă йăлана тытса пыраççĕ. Çак кун пылтан тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, квас тăваççĕ. Çĕнĕ пылпа ачасене, кӳршĕ-арша сăйлаççĕ. Çурлан 14-мĕшĕнче Турă Амăшĕ вилнине асăнса типĕ кунсем пуçланаççĕ. Вăл икĕ эрне çурлан 27-мĕшĕччен тăсăлать. Çурлан 19-мĕш кунĕнче — Пан улми сăпасĕ. Чиркӳ календарĕнче çак кун Иисус Христос Туррăмăр виçĕ вĕренекенĕпе Фавор тăвĕ çине кĕлĕ тума улăхсан çап-çутă курăннине паллă тăваççĕ. Çак пулăма асăнса ĕлĕк чиркĕве иçĕм çырли илсе пынă. Пирĕн патра иçĕм çырли ӳсменрен пан улми илсе каяççĕ, çавăнпа Пан улми сăпасĕ тенĕ. Христианство тĕнĕпе пурăнакансем пан улмине çак уявччен çимен. Ывăл-хĕрне çухатнă хĕрарăмсем çиме тăрăшман: вилнĕ ачасене леш тĕнчере пан улми çитермеççĕ имĕш. Чиркӳре пан улмине сăвапланă хыççăн çимĕçпе пурне те сăйлама тăрăшнă. Чи малтан пĕччен пурăнакан ватăсене, чухăнсене валеçсе панă. Виççĕмĕш сăпаса халăхра Çăкăр е Мăйăр сăпасĕ теççĕ. Чиркӳ календарĕнче вăл Туррăн Таса Амăшĕ вилнĕ хыççăн /çурла, 28/ тепĕр кунне пулать. Çак уяв Турă амăшĕ хăйĕн çĕр çинчи пурнăçне вĕçленипе çыхăннă. Авалхи кĕнекере акă мĕн çырнă: Авгарь патша чирлĕ выртнă. Иисус Христос тăвакан тĕлĕнмелле ĕçсем çинчен илтсен тарçисене ăна чĕнме янă. Иисус хăй патша патне пырайман, вăл питне çунă та пирпе шăлнă. Пир çине Иисусăн сăнĕ ӳкерĕннĕ. Унпа шăлăннă хыççăн патша сывалнă. Çавăнпа çак кун алăпа туман Иисус Христос сăнне те уявлаççĕ /Нерукотворный образ Христа/, — каласа кăтартрĕ Николай атте. Утарçăн ĕçĕ çăмăл мар Пыл сăпасĕ умĕн 47 çул хурт-хăмăр ĕçĕпе пурăнакан Владимир Машинпа тĕл пултăм. Унран епле çак ĕçпе аппаланма тытăнни çинчен, пыл епле юхтарни çинчен ыйтса пĕлтĕм. — Вĕлле хурчĕсене 1978 çулта ĕрчетме тытăнтăм. Ун чухне эпир мăшăрпа çемье çавăрнăччĕ çеç. Пĕрремĕш ача Наташа çуралчĕ. Хамăр тăван, Толя тете, çак ятпа мана вĕлле çемйи илсе килсе пачĕ. «Малалла та йыш хыççăн йыш хушмалла пултăр. Вĕллесен çемйине те аталантар. Хĕрӳ вара вĕлле хурчĕ пек ĕçчен пултăр», — пиллерĕ тăван. Çавăнтанпа пĕчĕккĕн вĕлле пăхма тытăнтăм. Йышĕ хушăнчĕ паллах. Вĕсемпе пĕрлех хам та вĕренсе пытăм. Вĕллесен шутне каламаççĕ. Пĕр çул пĕр вĕлле тăрса юлнăччĕ. Унтан каллех хунаса кайрĕ. Халĕ аванах. Хамăр валли кăна мар, сутмалăх та пулать. Эпир уйрăлса тухсан çурта, хуралтăсене йăлт çĕнĕрен турăмăр. Вĕлле тытма пурпĕрех пăрахман. Укçа-тенкĕрен йывăр вăхăтра вĕлле хурчĕ çав тери пысăк пулăшу кӳчĕ. Пĕр кашăк пыл та вĕлле хуртне пăхмасăр пулмасть. Утарçăсен ĕçĕ çăмăл мар, ăста алăллисен ĕçĕ-хĕлĕпе танлаштарас килет. Çынсем те вĕллесем пек хăйсен ĕçне йĕркелеме пĕлмеççĕ. Вĕлле хурчĕн кашнин хăйĕн вырăнĕ, хăйĕн ĕçĕ. Вĕсене лайăх пăхсан пĕр çемьерен сезонра 150 килограмм пыл илме пулать. Вĕлле хурчĕ пĕр грамм та таймасть пулсан та вăл тăвакан ĕç çав тери пысăк. Пыл пухнисĕр пуçне вĕсем çĕр чăмăрĕ çинчи ӳсен-тăранăн 80% шăркалантараççĕ. «Çĕр чăмăрĕ çинчен вĕлле хурчĕ çухалсан 3-4 çулта тĕнче пĕтет», — теççĕ ăсчахсем. Вĕллере нихăçан та ĕç чарăнмасть. Ĕç хурчĕсем пыл тăваççĕ, амисем йыш хушаççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан, чечек çителĕклĕ тĕк кашни рамăран 3-4 килограмм таран пыл илме пулать. Вĕлле хурчĕсем пылсăр пуçне тата ытти сиплĕ çимĕçсене нумай параççĕ. Тĕслĕхрен, хурт çăкăрĕ /перга/ питĕ сиплĕ çимĕç шутланать. Çавăн пекех хурт çилĕмĕ /прополис/ çинчен уйрăммăн каламалла. Ăна хуртсем вĕллери шăтăксене хуплама усă кураççĕ. Унсăр пуçне хурт амин сĕчĕ /маточное молоко/, вилнĕ вĕлле хурчĕ /подмор/ усăллă шутланать. Вĕсене тĕрлĕрен эмел тунă çĕрте усă кураççĕ. Пыл илсе пĕтернĕ хыççăн вĕллесене ревизи тăватпăр, тасататпăр, тирпейлетпĕр. Каярах хуртсене апат пама тытăнатпăр. Кашни вĕлле çулталăкра 15 килограмм сахăр шывĕ /сироп/ çиет. Эпĕ хам кашни вĕллене мĕн чухлĕ сироп панине çырса пыратăп. Сахăр шывне 15 килограмран ытла памастăп. Хĕл пуçланиччен вĕллесене хӳтлĕх вырăна илсе кĕретпĕр. Унта сывлăш температури 14-16 градусран ăшă пулмалла мар. Ăшăрах пулсан вĕсем вĕллерен тухаççĕ те вилеççĕ. Питĕ сивĕре те вĕсене хĕл каçма йывăр. Ун пек чухне те вĕсем вилме пултараççĕ. Çуркунне çитсен тата тепĕр хут ревизи тăватпăр. Рамăсене улăштаратпăр. Вилнĕ хуртсене шăлса илетпĕр. Çурта тасатнă пекех çăвăрсене тасатса тирпейленĕ вĕллене вырнаçтаратпăр. Ĕç хурчĕсемсĕр пуçне çăвăр хуртсем те пур-çке. Вĕсем çинчен те манса каймастпăр. Çуркунне епле çанталăк пулнинчен нумай килет. Çуллахи вăхăтра вĕллесен çемйи йыш хушать. Ун пек чухне çамрăк çемье тухса ан кайтăр тесе сыхлама тивет. Тасатса хунă вĕлле яланах хатĕр тăрать. Кăçал пĕр çемьене тартрăмăр çав. Камăн пахчине те пулин пырса ларнах. Усă курччăр. Пыл патăр, çемйи хушăнтăр, — терĕ Владимир Николаевич. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...