Чăваш хĕрарăмĕ 28 (1408) № 07.08.2025
Пурнăç çăмăл пулман, çапах пуç усман
«Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар», — тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăç çулĕ çинче савăнăçлă самантсем те, йывăрлăх та çителĕклех. Патăрьел округĕнчи Красномайскинче пурăнакан Людмила Леонтьева та çакнах çирĕплетет. 1945 çулта кун çути курнăскерĕн аса илмелли нумай.
— Эпĕ çăмăллăх шыраса пĕр вырăнтан теприне куçса çӳремен. Чылай çул дояркăра, сысна пăхнă çĕрте вăй хутăм. Ака вăхăтĕнче тыр-пул та акнă, икшер çĕр пайĕ илсе тĕрлĕ культурăна çум курăкран тасатнă, – терĕ Людмила Михайловна хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май. — Аннен пĕртенпĕр хĕрĕ пулнă эпĕ. Апла пулсан та вăл мана ачашласа çитĕнтермен. Хăй сысна ферминче тăрăшатчĕ. Ĕçе тухса кайнă май мĕн-мĕн тумаллине ман валли çырса хăваратчĕ. Яшка, çăкăр пĕçерме ир вĕрентĕм. Пӳрт-çурта ăшăтма вутă кирлĕрен вăрмана кунне иккĕ-виççĕ те хутлаттăм. Каярахпа ĕне туянтăмăр. Шкула кайиччен ĕне суса хăвармаллаччĕ. Хĕлле вара ăна пӳрте илсе кĕреттĕм. Кун пек чухне вараласси çавăнтахчĕ. Хамăн та тирпейленмеллеччĕ, тислĕк те тасатма тиветчĕ. Тантăшăм Рита мана кĕтсе ларатчĕ. Унтан иксĕмĕр Кзыл Чишмари шкула чупаттăмăр. Вырăнти пĕлӳ çуртĕнче ăс пухнă хыççăн кӳршĕри яла çӳренĕ. Аннен пурнăçĕ те çăмăл пулман. Вĕсен çемйине кулак тесе çуртне туртса илнĕ, хăйсене Çĕпĕре янă. Аннепе аппăшĕ вара çул çинче тарса юлнă. Килне килнĕ чухне выçăхса çитнипе вилнĕ чăх какайне çинине каласа кăтартатчĕ вăл. Вĕсем яла çитсен ниçта пурăнма пулманран çĕр пӳрт чавнă. Аппа Саня Баранова каярахпа Анат Туçана качча кайнă. Çурт тумашкăн йывăç касма колхоз ирĕк панă хыççăн амăшĕпе хĕрĕ тăрăшсах пӳрт тунă. Çавăн чухне платниксене укçа тӳлемешкĕн ĕнине те сутса янă. Çĕнĕ çуртра савăнса пурăнмалла чухне Людмила Михайловнăна ял ачи вăрласа кайнă. Малалла вĕренме ĕмĕтленекен хĕр 18 çултах арăм шутне кĕнĕ. — Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн правленире пĕр вăхăт ĕçлерĕм, — малалла сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. — Урай çăваттăм, телефон шăнкăравĕсене хуравлаттăм. Çак каччă мана урама улталаса илсе тухрĕ те вăрласа кайрĕ. Мăшăра эпĕ малтан палламан та. Леонтьевсем мана хăйсен хĕрĕ пек йышăнчĕç. Сивĕ сăмах каласа кӳрентерсе курман. Ачасене ӳстерме пăянам пулăшрĕ. Хам пĕрмай ĕçе фермăна утнă. Качча кайсанах дояркăра вăй хума пуçларăм. Упăшка пысăк çемьере çитĕннĕ, саккăрăн пĕртăванччĕ вĕсем. Александр Леонтьев тухтăра палламан çын пулман таврара. Вăл шăпах — Валерин шăллĕччĕ. Шел те, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Манăн мăшăр çемьере аслă ывăл пулнăран уйрăлса тухрăмăр. Чи малтанах Шăмалакри шкул çуртĕнчен пӳрт лартрăмăр, каярахпа кирпĕчрен хăпартрăмăр. Людмила Михайловна хăйĕн пурнăçне ӳпкелемест. Вăл 20 çул ытла дояркăра тăрăшнă, малтисен ретĕнче пулнă. Хуçалăхра ĕне выльăха усрама пăрахнă хыççăн сысна пăхма пуçланă. — Хама уйăрса панă ĕнесенчен уйрăлма питĕ йывăр пулчĕ, ун чухне куççульпех йĕтĕм, — терĕ Люда аппа. Леонтьевсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăлне ĕç çумне ир хăнăхтарнă, тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Вĕсем амăшне фермăна пулăшма çӳренипе пĕрлех уй-хирте те тăрăшнă, çум çумланă. Килти ĕçсене те пурнăçланă. Паянхи кун ачисем пурте хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Мăшăрĕ Валерий Емельянович чылай çул «Ленинец» колхозра трактористра ĕçленĕ. Шӳт ăсти пулнă вăл. 2019 çулта ку тĕнчерен уйрăлса кайнă. <...>
Ольга ПАВЛОВА. Патăрьел округĕ.
♦ ♦ ♦
«Атя, хĕрĕм, ăсатса яратăп»
Елена Дорогова пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕ. Чиркӳпе прихут шкулĕнчи вĕренĕве вĕçленĕ çеç вăл, хăйĕнчен тăхăр çул аслăрах çамрăкпа мăшăрланнă. 17 çулта пике пĕрремĕш ачине кун çути парнеленĕ. Умлăн-хыçлăн Дороговсен сакăр пепке çуралнă, анчах тăваттăшне çеç Турă пурăнма пӳрнĕ…
«Пĕррехинче хĕр туспа Пелагейăпа вăййа тухрăмăр. Каç пулчĕ ĕнтĕ. Киле каймалла. Анчах юлташăм «тăхта» та «тăхта» тет. Унччен те пулмарĕ Саша ятлă каччă: «Атя, хĕрĕм, ăсатса яратăп», — терĕ мана. Вăл пирĕн яла Çĕпĕртен куçса килнĕскерччĕ. Эпĕ 15 çултаччĕ ун чухне. Çавăнтанпа вăл кашни каç мана киле ăсатма пуçларĕ. Кайран вара евчĕ яма çитрĕç. Анчах та пачăшкă венчет тума хирĕçлерĕ — эпĕ качча каяс ӳсĕме çитеймен-мĕн. Атте савнисен килне кайнă та йăлтах ăнлантарнă, Сашăна урăх хĕре качча илме сĕннĕ. «Эсĕ мана, Матвей Петрович, эпĕ юратман апатпа сăйлама ан хăтлан», — çапла хуравланă. Сашăн ашшĕ вара Улатăра архиепископран мана качча илмешкĕн ирĕк ыйтнă. Çапла вара хаваслă туй кĕрлеттертĕмĕр», — каласа кăтартать Елена Матвеевна юратнă çыннине аса илнĕ май. Елена Матвеевна, 98 çулччен пурăннăскер, хăй çуралса ӳснĕ Пăрачкав тăрăхĕнчи Кудеиха салинчи пысăк пулăмсене курнă. 1917 çулхи революцие, колхозсем йĕркеленине, шоссе тунине, электростанци хута янине тата ыттине те. Çак электростанцире шăпах унăн мăшăрĕ тăрăшнă. Тăватă ача амăшĕ вара колхозра тар тăкнă. Анчах хăй еккипе пыракан пурнăç кустăрмине 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче пуçланнă юнтăкан вăрçă аркатнă. Малтанхи кунсенчех Кудеиха салинчи вăй питти арçынсем фронта тухса кайнă. Хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем çеç юлнă. Колхоз лашисене те çапăçу хирне илсе кайнă. Вĕсем тĕрлĕ хатĕре, тупăсене турттарма кирлĕ пулнă. Çапах та пурнăç чарăнса ларман ялта, унчченхи пекех ирсеренех килĕрен бригадирсем çӳренĕ — хĕрарăмсем. Ĕç нарячĕ панă. Елена Матвеевна Сăр хĕрринчи хӳтĕлев чиккисене тунă çĕрте тар тăкнă. Шартлама сивĕре окоп чавнă, блиндажсемпе дотсем тунă. «Шăннă çĕре малтан киркасемпе таккаттăмăр, кайран — кĕреçепе. Аслă ӳсĕмри арçынсем йывăçпа ĕçлетчĕç. Вĕсене апат енчен çăмăлрахчĕ, салтак паекĕ çитеретчĕç. Пире кунне пĕрре пăтă çеç панă…» — аса илет иртнине хура-шурне чылай курнăскер. — Çăкăрăн пĕр татăкĕ те темрен хаклă пулнă. Эпĕ сивле чирпе аптăраттăм. Кăнтăрла яланах тытса пăрахатчĕ. Бригадир ĕçе килме чарчĕ — ĕçлемесĕр паек илетĕп-мĕн. 500 грамм çăкăр паратчĕç. Эпĕ ĕçе каймасăр пултараймастăм, çемьене тăрантармалла вĕт. Ăçта кăна вăй хумарăмши! Утă-улăм купаланă, кĕлтесем хатĕрленĕ. Вĕрентĕм. Мучисемпе кинемейсем кăтартрĕç, сĕнӳ пачĕç. Тем тĕрлĕ ĕçе те явăçаттăм — çум çумланă, вырнă, çулнă, çыхнă, авăн çапнă, кĕтӳ те кĕтнĕ… Никама та çăмăл пулман ун чухне. Пахчасене хамăр, хĕрарăмсем, сухалаттăмăр — иккĕнвиççĕн суха пуçне тăраттăмăр та… Çапла кашнин пахчине черетпе сухалаттăмăр. Ялта лашасем пĕтсен вăкăрсемпе ĕçлеме вĕрентĕмĕр. Эпĕ ку выльăха тытман, çул çитсен ачасене вара шеллеттĕм. Суха пуç кӳлнĕ вăкăр çĕр çине выртатчĕ те ниепле те тăмастчĕ. Лешсем хӳрисене те пăрса пăхатчĕç, хăлхинчен те туртатчĕç — çавах хăнк та тумастчĕç вăкăрсем. Ĕçлекенсем çитместчĕç. Ачаллă хĕрарăмсене каçхи сменăра кантаратчĕç, хĕрсен вара çĕрле те тар тăкма тиветчĕ. Уйрăмах авăн çапмалли чухне. Ачаллисем те тухнă ĕнтĕ, мĕн каласси. Колхоза патшалăха тырă памалли пирки хушу килетчĕ. Хатĕр тырă пулмасан çĕрĕпе çапаттăмăр, ирхине лавсем тиесе ăсататтăмăр. Лавĕсене хĕрсем тытса пынă, обоза вăрçă инваличĕ Иван Клюкин ертсе пыратчĕ. Апат тĕлĕшĕнчен питĕ йывăрччĕ. Çĕрĕк çĕр улмипе, ана суханĕпе, мăянпа, хăмла çырлипе тăранкалаттăмăр. Мĕн çиме май пур, йăлтах чăмланă. Çапах фронт валли нимĕн те хĕрхенмен: укçа кивçен илеттĕмĕр, ăшă тумтир ăсататтăмăр, хӳтĕлев фондне укçа хываттăмăр». <...>
Светлана ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...