Çĕнĕ транспорт та, вĕренÿ те
Иртнĕ эрнере Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ĕçченĕсемшĕн хĕрӳ тапхăр пулчĕ — тунтикунран пуçласа юнкунччен пысăк мероприятисем иртрĕç. Çакă йăлтах — çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине çирĕплетес тĕллевпе.
Ултă машинăпа тивĕçтернĕ
Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче МЧС подразделенийĕсен тата пушарпа кĕрешекен службăн паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ: тăватă «Нива», тулли приводлă «Соболь» автомобильсем тата КамАЗ никĕсĕ çинчи пушар автоцистерни. Çĕнĕ техникăна федераци тата регион бюджечĕсен укçипе туяннă. Машинăсен уççисене çăлавçăсене савăнăçлă ларутăрура Раççей МЧСĕн федерацин Атăлçи округĕнчи территори органĕсен ертӳçисен канашĕн председателĕ шалти службăн генераллейтенанчĕ Валерий Синьков тата Чăваш Ен премьер-министрĕ Сергей Артамонов пачĕç. Çĕнĕ транспорт пулăшнипе çăлавçăсене пушар е ытти чрезвычайлă лару-тăру вырăнне çитме çăмăлрах пулĕ. Çӳлерех асăннă КамАЗ ултă тонна таран шыв турттарма пултарать, ăна хăватлă насус хатĕрĕпе тивĕçтернĕ. Ку техника Муркаш округĕнчи ялсене вут-çулăмран хӳтĕлĕ. «Соболь» автомобильпе Раççей МЧСĕн пилотсăр авиаци тытăмĕпе ĕçлекен специалисчĕсем усă курĕç. «Нивăсем» вара Патăрьел, Муркаш тата Шупашкар округĕсене ăсанчĕç — вĕсем Патшалăх пушар надзорĕн ĕçченĕсем валли.
— Паянхи куна пирĕн округра 12 пушар машиниччĕ. Халĕ, акă, çĕнĕ автомобиль пачĕç. Ку пире пушар тухнă вырăнсене хăвăртрах çитме пулăшĕ, — терĕ Муркаш салин 37-мĕш пушар чаçĕн ертӳçи Юрий Варюхин.
Ĕçре хастарлăх кăтартнисем çак кун тĕрлĕ наградăллă пулчĕç. Вĕсене Сергей Артамонов чысларĕ. Пушар сӳнтерессипе ĕçлекен службăн ертӳçи шалти службăн полковникĕ Эдуард Сорокин «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Шалти службăн аслă прапорщикĕсене Эдуард Ивакова, Александр Китова, Алим Петрова тата Геннадий Пушкина, 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн водительне Владимир Никонорова, 40-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пушарнăйне Сергей Михайлова Сергей Геннадьевич Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен Тав хучĕ тата алла çыхмалли сехет пачĕ. Эдуард Сорокин пушар хуралĕнче — 1993 çултанпа.
— Пушар сӳнтерессипе ĕçлекен служба çак ĕçе республика территорийĕнче йĕркелет. Пирĕн тĕп тивĕç — пысăк, кăткăс тата вăраха тăсăлакан пушарсемпе кĕрешесси. Çак профессие суйлакан çыннăн чи малтан яваплăха туймалла, юлташ тĕрев пама хатĕррине туйса тăмалла. Мĕншĕн тесен пушар сӳнтересси яланах пысăк хăрушлăхпа çыхăннă, çавăнпа ĕçе пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса туни çынсен пурнăçне упраса хăварма май парать, — терĕ Эдуард Николаевич.
Геннадий Пушкин пушар хуралне вырнаçнăранпа та кĕçех 32 çул пулать. Халĕ вăл — ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн аслă инструктор-пушарнăйĕ.
— Мана ку професси ачаранпах илĕртетчĕ. Çавăнпа хамăн пурнăçа пушар хуралĕпе çыхăнтарас терĕм. Ывăлăм та манăн çулпа утма тăрăшать. Паллах, пирĕн ĕç çăмăл мар, ку таранччен питĕ хăрушă пушарсем те, вĕсенче çын пурнăçĕ татăлни те пулнă. Чун хурланать уншăн, анчах парăнмастпăр, çулăмпа кĕрешме яланах хатĕр, — терĕ Геннадий Александрович.
— Пĕтĕмпех аталанать. Çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси транспорт пахалăхĕнчен тӳррĕн килет. Çавăнпа кашни çулах май пур таран çĕнĕ техника туянма тăрăшатпăр. Эпир республика Правительствипе пĕрле ĕçлетпĕр. Ку ыйтăва вăл, чăннипех те, пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал çĕнĕ техника татах килмелле тесе шухăшлатăп. Федераци центрĕпе пĕрле пуçарнă программăсем малалла та аталанасса шанатăп, — терĕ Валерий Синьков генерал-лейтенант.
Вĕренӳ ăсталăха ӳстерет
Кирек хăш сферăра ĕçлекен те хăйĕн пĕлĕвне, хăнăхăвĕсене анлăлатма тăрăшать. Çăлав службинче вара ку енĕпе уйрăмах тимлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă. Тепĕр кунне Шупашкарта аэромобильлĕ ушкăнсен вĕренĕвĕ пулчĕ. Çăлавçăсем авари хыççăн çурт ишĕлсен тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕç, хăнăхусене çирĕплетрĕç. Ишĕлнĕ конструкцисем айĕнчен çынсене кăлармашкăн Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн аэромобильлĕ ушкăнĕсен специалисчĕсемпе хатĕрĕсем хутшăнчĕç. Отряда специалистсемпе тата кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни ăна чрезвычайлă лару-тăрура пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерме май парать. Подразделенире — 100 çын, усă курмалăх — тĕрлĕ йышши техникăн икĕ теçетке единици. Пысăк калăпăшлă чрезвычайлă лару-тăру пулсан вĕсене унта çийĕнчех яраççĕ. Ку ĕçе ирттернĕ чухне авиаципе тата транспортăн ытти тĕсĕпе усă кураççĕ. Тренировкăн тĕллевĕсенчен пĕри — службăсемпе ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленине кăтартасси. Çавăнпах çăлавçăсен ĕçне йĕркелеме оперативлă штаб тата ертсе пымашкăн куçса çӳремелли пункт вырнаçтарнă. Мĕншĕн яваплине кура кашнин валли уйрăм палатка хатĕрленĕ. Сăмах май, вĕсенчен пĕри журналистсем валли пулчĕ.
— Çакнашкал вĕренӳ чрезвычайлă ларутăру сиксе тухсан харпăр составăн, федерацин тата республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен пĕрлехи ĕçне йĕркелеме кирлĕ, — терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçи шалти служба генерал-майорĕ Валерий Зеленин.
— Çак вĕренĕве паян тĕрлĕ служба хутшăнчĕ. Çав шутра — медиксем те. Хамăрăн хăнăхусене çирĕплетни пирĕншĕн питĕ усăллă. Çакăн пек вĕренӳ хыççăн эпир ытти региона пулăшма кайсан та ĕçлеме пултаратпăр, — терĕ ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн ертӳçин çумĕ шалти служба капитанĕ Андрей Сапожников. Театртан тухма пулăшрĕç Пушарпа кĕрешесси пур çĕрте те пĕрешкелех иртет тетĕр пулĕ. Анчах çулăм мĕнле çуртра алхаснине кура ĕç кăткăслăхĕ те уйрăлса тăрать.
Театртан тухма пулăшрĕç
Пушарпа кĕрешесси пур çĕрте те пĕрешкелех иртет тетĕр пулĕ. Анчах çулăм мĕнле çуртра алхаснине кура ĕç кăткăслăхĕ те уйрăлса тăрать. Çавăнпах çăлавçăсем вĕренӳ ирттермешкĕн кашнинче çĕнĕ обĕект суйлаççĕ — ку пушарнăйсемшĕн те, çав çуртра ĕçлекенсемшĕн те усăллă. Хальхинче пушарпа тактика вĕренĕвĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Сценари тăрăх, «путвалта юсавсăр электропроводран хĕлхем сирпĕннĕ — асăрхаттару сигналĕ янăраса кайнă. Тĕтĕм çуртра хăвăрт сарăлнă, çулăм кĕçех сценăна ярса илнĕ, унтан — театр тăррине...» Пушарнăйсем киличчен театртан пилĕк çын тухма ĕлкĕрнĕ. Тĕтĕм вăйлă сарăлнине пула сакăр çын шалтах юлнă. Газпа тĕтĕмрен хӳтĕлекен служба звенисем çăлав хатĕрĕсем пулăшнипе çынсене уçă сывлăша илсе тухрĕç. Урамра вĕсене васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисем кĕтсе илчĕç, тухтăрсем «инкек тӳснисене» пирвайхи пулăшу пачĕç, унтан машинăна вырнаçтарса больницăна илсе кайрĕç. «Çулăма» пĕр сехет ытларах иртсен сӳнтерчĕç. Тренировка вăхăтĕнче пушарнăйсем сакăр вводнăйпа ĕçлерĕç. Вĕренĕве пĕтĕмпе Раççей МЧСĕн 99 сотрудникĕ, техникăн 45 единици хутшăнчĕ.
— Тренировка ăнăçлă иртрĕ. Театр ĕçченĕсем те, хулан оперативлă службисем те тĕрĕс утăмсем турĕç, — пĕтĕмлетрĕ Раççей МЧСĕн Чулхула облаçĕнчи тĕп управленийĕн пушар сӳнтерекен, аварипе çăлав ĕçĕсене йĕркелекен управленийĕн ертӳçи Илья Шаров. Чăваш Енри ĕçтешĕсен вĕренĕвне Валерий Синьков та ырласа хакларĕ.