Комментировать

23 Окт, 2014

Чунлăх, ырăлăх - малти вырăнта

Литература тесен мĕн аса килет-ха? Ыйхăпа кĕрешсе çĕрĕ-çĕрĕпе сăвă вĕренсе ларни-и? Асаплана-асап-лана пысăк повесть вулама тытăнни, кайран вĕçне çитеймесĕр те унран ниепле хăпайманни-и? Пĕр-пĕр çыравçа ас туса юлма тăрăшни-и? Тĕрĕс, литература предмечĕ çакă ĕнтĕ. Анчах ку çеç мар. Литература вăл - пурнăç. Пысăк хайлавсенчи сăнарсен кун-çулне йĕрленĕ май хамăрăннипе пĕр пеклĕх те асăрхатпăр е вĕсен йăнăшĕсене сивлесе çавăн пек утăмран сыхланатпăр. Чăнах та, литература пире курăмлă тĕслĕхсемпе паллаштарса тĕрĕс пурăнма вĕрентет. Пирĕн вара çакна шухăшласа илсе хамăр пурнăçа йĕркелеме пĕлмелле.

- Чи йывăр предмет вăл. Мĕншĕн тесен ыттисемпе хатĕр хурав тупайăн, кунта вара апла мар. Урокра ача мĕнле пĕтĕмлетÿ туни - тĕп вырăнта, - тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Леонидовна Евсеева. - Чĕлхере хатĕр ыйтусем пур, вĕсене хатĕрленсе хуравлама пулать. Литературăра вара ачан хайлаврипе пурнăçрине танлаштарма пĕлмелле. Максим Горький те çапла каланă-çке: «Литература çын çинчен вĕрентет».

Вĕренсе тухса кайнисем шкула хăнана килсен чи малтан класс ертÿçи патне васкамалла пек. Анчах яланах ун пек мар. Чылайăшĕ Ираида Леонидовна патне пырать те: «Пире халĕ сирĕн уроксем çитмеççĕ. Чуна сиплекен калаçусемшĕн тунсăхлатпăр», - тет. Аслă шкулсенче литературăна пур факультетра та программăна кĕртмен вĕт-ха. Шăпах çавăн чухне çак предмета шкулта вĕреннĕ вăхăтсем аса килеççĕ те.

Вĕрентекен шухăшĕпе, ача хайлаври сăнарсенчен хăшне ытларах килĕштерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ иккен. Ку унăн пурнăçри вырăнне ăнланма пулăшать.

- Кăштах «Чичиков» та пулмалла», - тесе вĕрентет Ираида Леонидовна. «Мĕнле-ха апла? Ку хирĕçле сăнар-çке», - тĕлĕнĕç теприсем Н.В. Гоголĕн «Вилĕ чунсем» поэмине аса илсе. Анчах тимлĕреххисем Чичиковра та паха ен асăрхама пултараççĕ - ниме пăхмасăр малалла та малалла талпăнни. Акă мĕн çитмест пире тепĕр чухне!

- Вĕрентекенĕн ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, вĕсене юратмалла, пурин çине те пĕр пек пăхмалла. Анчах вăл ачасене кураймасть, ăнланасшăн та мар пулсан унăн шкулта ĕçлемелле мар. Кĕçĕннисем пĕтĕмпех кураççĕ, сисеççĕ, туяççĕ. Çавăнпа та вĕрентекен хăйне ытла та пысăка хурать пулсан вĕсем ун патне туртăнмаççĕ. Ачасен юратăвне нимĕнле укçапа та илеймĕн.

И.Л. Евсеева ачаранах литература тыткăнĕнче пурăнать. Чăвашли те, вырăсли те, чикĕ леш енчи те кăсăклантарать ăна. Тĕнчери паллă çыравçăсем çинчен ытларах пĕлес тесе вырăс чĕлхипе литературине тарăнрах вĕреннĕ. «Çак хайлавсене кашни çулах вĕрентетĕр. Эсир пĕтĕмпех пĕлетĕр пуль?» - ыйтаççĕ унран ачасем час-часах. Ираида Леонидовна вара кашни çулах çав темăсене хускатать пулин те хайлавсене ачасем патне кашнинчех хăй евĕрлĕ çитерет. Унăн шухăшĕпе, çулсем иртнĕ май çынсем ăсланса пыраççĕ.

Ираида Леонидовна - питĕ пултаруллă класс ертÿçи, саккăрмĕш-сен «амăшĕ». Ачасем унран тĕрлĕ сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ, чуна хумхантаракан пулăмсене пĕлтереççĕ. Экскурсисене тăтăшах çÿресе тавра курăма анлăлатаççĕ вĕсем, çут çанталăк илемĕпе киленме те ятарласа тухса çÿреççĕ, кайран шухăш-кăмăлне сочиненире çырса кăтартаççĕ. Çапла вара класри туслăх та вăйланать, шкул пурнăçĕ те кăсăклăрах иртет.

Ачасенче чунлăха, ырăлăха хаклакан вĕрентекен вĕсене, чи малтанах, ÇЫН пулма ăс парать. Мĕнех, вĕренекенсен тав сăмахĕсене ытларах та ытларах илтмелле пултăрччĕ пултаруллă педагогăн!

 

Манăн шухăшпа...

Ирина ТИМОФЕЕВА, 16 çулта (Комсомольски районĕ, Комсомольски):

- Манăн шухăшпа, шкулта литература предмечĕ пурри питĕ лайăх. Вăл хамăр çĕр-шыври паллă çыравçăсем çинчен пĕлме пулăшать тата шухăшлава анлăлатать. Эпĕ сăвă-калав çырма кăмăллатăп. Тен, çавăнпа та пулĕ литература чунăма питĕ çывăх. Хайлавсенчи сăнарсен кулянăвне те, савăнăçне те хамăнни пек йышăнатăп.

 

Анна АТЛАСОВА, 16 çулта (Сĕнтĕрвăрри районĕ, Шуршăл):

- Мана литература урокĕ питĕ килĕшет. Мĕншĕн тесен эпĕ вулама юрататăп, кĕнеке тĕнчине кĕрсе ÿкетĕп те хама сăнарсемпе пĕрле пулнăн туятăп. Чăваш, вырăс тата ют çĕр-шыв литературине те пĕлмелле пирĕн, хамăр тавра курăма пысăклатмалла. Çак предмет питĕ кăсăклă. Эпир пĕр-пĕр хайлав вуласа тухсан ăна вĕрентекенпе сÿтсе яватпăр вĕт-ха, ун чухне вĕренекенсем те интереслĕ шухăшĕсене пĕлтереççĕ. Тата нумай вулаканăн калаçăвĕ те, çырăвĕ те лайăх аталанать.

 

Диана ЯКОВЛЕВА, 17 çулта (Вăрнар районĕ, Санарпуç):

- Этем пурнăçĕнче литература пысăк вырăн йышăнать пуль тетĕп. Мĕншĕн тесен калавсенче, повеçсенче кăтарт-нă тĕслĕхсем пурнăçра та тĕл пулаççĕ. Вуласа ăса хывни вара пире самай пулăшать. Пĕр-пĕр хайлавпа паллашнă хыççăн пурнăçри хăш-пĕр лару-тăрăва урăхларах хак пама пуçлани манăн та пулнăччĕ. Çавăнпа литература урокĕсене питĕ юрататăп.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.