Хыпар 57 (28374) № 05.08.2025
Çĕнĕ вĕренÿ çулне пурте хатĕр мар-ха
Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ организацийĕсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлес ыйтăва тишкерчĕç те — уйрăм объектсем тĕлĕшпе вырăнти хăш-пĕр пуçлăха Олег Николаевран самай хивре сăмах тиврĕ.
Малтанах Патшалăх юстици службин ертӳçи Дмитрий Сержантов юстици сферин 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕ çинчен доклад турĕ. Документ анлă — унта миравай судьясен аппарачĕн штатне, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессинчен тытăнса халăх вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулассин кăтартăвне çĕклесси таранах шута илнĕ. Сăмах май, асăннă кăтарту халĕ 75% шайĕнче, çитес çулсенче ăна 95-е çитермелле. Кадрсем улшăнса тăнин кăтартăвне те 29-тан 9% шайне антармалла. Юстици сфери малашне цифровизаци çине пусăм тума палăртать. Граждансене кӳрекен пулăшу ĕçĕсен пысăк пайне электрон мел çине куçармалла. Ку ĕçре искусствăлла ăсхакăл та пулăшĕ. Çав шутра цифрăланă архив пулмалла. Çĕнĕ вĕренӳ çулне пуçлас ыйтупа вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра пĕтĕмпе 150 пине яхăн ача парта хушшине ларĕ. 1-мĕш класа каякансен йышĕ пĕлтĕрхи шайрах — 13,8 пин ача пирвайхи хут шкул алăкне уçса кĕрĕ. Хăш-пĕр вĕренӳ заведенийĕнче 1-мĕш классен шучĕ уйрăмах пысăк пулать: тĕп хулари 64-мĕш шкулта — параллельлĕ 16 класс, 65-мĕшĕнче — 15, 56, 61-мĕшĕсенче — 6-шар. Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкул та пĕрремĕшсем валли 10 класс уçать. Республикăри 707 вĕрентӳ организацийĕнчен 664-шне Пĕлӳ кунне хатĕррине тĕрĕслеме тăратнă, 79-шĕ ачасене йышăнма хатĕррине çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Ыттисемпе малалла ĕçлеççĕ. Çав шутра — капиталлă юсав ĕçĕсем пыракан 43 шкул. Министр çĕнĕ тăватă шкулта ачасен йышĕ проектпа пăхнинчен пысăкраххине кура вĕсене вĕренӳ кĕнекисемпе тивĕçтерме хушма укçа кирлине палăртрĕ. Калăпăр, Хĕвеллĕ микрорайонти шкул валли кăна 18 миллион тенкĕ кирлĕ. Шкул автобусĕсен ыйтăвне те сиктерсе хăвармарĕ. Вĕсен шучĕ 407-пе танлашать. Кăçал çĕнĕ 39 автобус туянма палăртнă. Вĕсем 2015-2016 çулсенчи кивелнĕ транспорта улăштарĕç. 10 шкулти, икĕ ача садĕнчи тата пĕр техникумри капиталлă юсав ĕçĕсем пирки каланă май Дмитрий Захаров ĕç калăпăшĕ пысăккине кура вĕсене раштавра вĕçлессине палăртрĕ. Çав вăхăтрах Нăрваш Шăхаль тата Треньккасси ялĕсенчи шкулсенчи юсава вĕçленĕ те ĕнтĕ. Чăрмавлисен шутĕнче вăл Çĕмĕрлери ача садне асăнчĕ. Çавăн пекех тĕп хулари 10 шкул территорине хăтлăлатассине вĕçлемелле пулнă, анчах хула администрацийĕ çакăн валли кирлĕ укçана пăхса хăварманнине пула ку ĕç каяраха куçать. Кăçал республикăра çĕнĕ виçĕ шкул уçăлмалла: Кӳкеçре, Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонта, Çĕнĕ Шупашкарта. Химиксен хулинчи шкула «Химпром» хăйĕн çуначĕ айне йышăнать, Хĕвеллинчи профиль вырăнне технологисене суйласа илет, Кӳкеçри вара агротехникăна тата медицинăна тĕпе хурĕ. Вĕсем валли, паллах, кадрсем кирлĕ. Çак тĕллевпе 50 вĕрентекен ятарлă хатĕрленӳ витĕр тухнă, çапах Хĕвеллĕ микрорайонти шкул валли тата темиçе теçетке учитель кирлĕ. Дмитрий Анатольевич юлашки курссенчи студентсене те ĕçе явăçтарса йывăрлăхран тухасса шаннине палăртрĕ. Хăйне сăмах тиврĕ те — тĕп хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов лару-тăрăва уçăмлатас терĕ. Тепĕр тесен, хуравне пурпĕр ыйтатчĕç ĕнтĕ. Владимир Анатольевич каланă тăрăх, шкулсен территорийĕсене хăтлăлатмашкăн 270 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă — хула ун чухлĕ уйăрайман. Çавна май кăçал çав территорисене асфальт сарассипе, тротуарсене, картасене йĕркене кĕртнипех çырлахма йышăннă. Ытти ĕç çитес çула юлать. Кăмăлсăрлăхне пытармарĕ Олег Николаев: «Тĕлĕнетĕп, виçесĕр тарăхатăп!» Вăл çав ĕçсене тĕп хула 555 çул тултарнă тĕле палăртнине аса илтерчĕ — пĕлтĕрех тăвасшăн пулнă. Ун чухне вăй çитереймен, 2025 çулта вĕçлес тесе укçана та каялла илмен. Халь вара ав епле пулса тухать: ĕçсем кăçал та вĕçленмеççĕ.
Çавна май вăл темиçе ыйтупа служба тĕрĕслевĕ ирттерме хушрĕ. Тĕпчев шкулсен территорийĕсене мĕншĕн хăтлăлатайманнине кăна мар, хула влаçĕсем çĕнĕ шкулсене учебниксемпе тивĕçтерес енĕпе мĕн тунине те уçăмлатма тивĕç. Учебниксем тенĕрен, Владимир Доброхотов ку ыйтупа кăрлачран тытăнсах çырусем çырни, май пур таран хула бюджетĕнчен укçа уйăрни çинчен каласа тӳрре тухма тăчĕ, анчах Олег Николаев хăйĕн хутне кĕрессе кĕтсе илеймерĕ — ăна пушшех кăмăлсăрлантарчĕ кăна, служба тĕрĕслевне икĕ эрнере вĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ. Çĕмĕрлери 19-мĕш садик пирки каланă май округ пуçлăхĕ Эдуард Васильев планерка умĕн кăна подрядчикпа калаçнине çирĕплетрĕ — объектри ĕçсене вăхăтра вĕçлеме шантараççĕ-мĕн. Анчах Олег Николаев унти лару-тăру çинчен ытларах пĕлет пулас — садик чи малтан Çĕмĕрлесене кирлине аса илтерчĕ, çавна май Стройминăн мар, вырăнти влаçăн çине тăрса ĕçлемелле. Канашлу Канаш хули 100 çул тултарнине паллă тунине пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Олег Николаев муниципалитет округĕн управлени командине уява лайăх йĕркеленĕшĕн тав турĕ.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— Нумай компетенцие централизациленĕ, анчах ку сирĕн вĕсемпе ĕçлемелле маррине пĕлтермест. Çакă сирĕн кулленхи ĕç пулмалла. Стройкăсенчи ĕçсене йĕркелессине централизацилени инструмент кăна. Ăçта округсен пуçлăхĕсем çакна ăнланаççĕ — унта ĕç кал-кал пырать. Пирĕн пĕр муниципалитетсемех ялан «хĕрлĕ çутăпа» çунаççĕ. Енчен те эсир кашни хутĕнчех сирĕн ĕçсене эпир пырса туса парасса шанатăр тăк — ку тĕрĕс мар. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Канаш – ăна юратать кашни чăваш
Канаш хули шăматкун хăйĕн 100-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Юбилей ячĕпе хула çыннисене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, сумлă ытти хăна саламларĕç.
Чăннипех чаплă уяв пулчĕ — уяв программине пуян та интереслĕ йĕркеленĕ. Праçник тĕлне çĕнĕ производствăсем, объектсем хута кайни канашсем савăнма пĕлнипе пĕрлех ĕçре те маттур пулнине çирĕплетет. Хăна пăхма та пĕлеççĕ. Ав епле пуян кĕреке. Канаш поварĕсем уяв тĕлне ятарласа 100 юбилей кукăлĕ хатĕрленĕ — çисе тăранмалла мар! Пултарулăх конкурсĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, юрă-ташă, 100 байкер хăйсен мотоциклĕсемпе хула урамĕсемпе иртни — Канаш кĕрлесе кăна тăчĕ. «Шăхран — Канаш» истори реконструкцийĕ пурне те илĕртрĕ — кашниех аваллăх саманчĕсене куç умне кăларма пултарчĕ. Каçхине вара халăх хулан тĕп лапамне пухăнчĕ — уяв Канашри предприятисен чи маттур ĕçченĕсене чысланипе малалла тăсăлчĕ. — 100 çул хулашăн, тен, нумаях та мар пуль, анчах Канаш аталанăвĕн страницисене пăхсан эпир хула çыннисем çак тапхăрта мĕнешкел тĕрĕслевсем витĕр тухнине куратпăр. Çапах вĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах талпăннă. Хăйĕн юбилейне Канаш çирĕп аталанупа, çулсене, социаллă сферăна, коммуналлă инфратытăма, производствăсене çĕнетсе кĕтсе илет, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене праçник ячĕпе саламланă тата хулана çĕнĕ çитĕнӳсем суннă май. Паллах, награда та чылай пулчĕ. Канаш чукун çул станцийĕн пуçлăхĕ Алексей Георгиев Владимир Путин Президент тавне тивĕçнĕ. «Спецвагондеталь», «Промремстрой» предприятисен директорĕсем Александр Сергеев, Михаил Зефиров, Канаш автовокзалĕн кассирĕ Надежда Андрианова, Сергей Иванов предприниматель, музыка шкулĕн преподавателĕ Ольга Котырева, округ администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Сергеева, ыттисем — наградăсене тивĕçнĕскерсем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухрĕç, регион ертӳçи кашнинех тӳрĕ кăмăллă тата тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса ăнăçу сунчĕ. Каçхи илемлĕ концерт пурне те килĕшрĕ. Вырăнти, республикăри чи лайăх коллективсемпе, юрăçсемпе пĕрле сцена çине Раççейри паллă юрăç Алексей Гоман тата «Фабрика» ушкăн та тухрĕç, куракана хăйсен юрри-ташшипе тыткăнларĕç. <...>
Николай ДМИТРИЕВ.
♦ ♦ ♦
Тĕп вырăнта – çынсем
Аслă экономика канашĕн иртнĕ эрнери республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă ларăвĕнче тĕп çулйĕрсемпе çыхăннă стратегисене тишкересси малалла тăсăлчĕ.
Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова регионăн социаллă политика аталанăвĕн стратегийĕпе паллаштарчĕ. Унăн тĕллевĕ — халăх пурнăçне лайăхлатасси, чухăнлăхпа кĕрешесси, социаллă инфратытăма аталантарасси. Иртнĕ пилĕк çулти кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май министр ачаллă çемьсене пулăшассипе çыхăннă тимлĕх ӳснине палăртрĕ. 2020 çултанпа республикăра пулăшăвăн 24 мерине ĕçе кĕртнĕ. Çав шутра — шкул ачисен тӳлевсĕр апатланăвĕ, транспорт налукĕнчен хăтарни, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлессипе çыхăннă çăмăллăхсем, ыттисем. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ пысăкланса кăçал 19 пине çитнинче, паллах, çакăн витĕмĕ те пур. Паян кашни тăваттăмĕш ача нумай ачаллă çемьере воспитани илет. Тĕрлĕ отрасльти ĕç укçине ӳстерни, çемьесене тĕллевлĕн пулăшни чухăнлăх шайне чакарма май панă — регион çак кăтартупа Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта. Ку енĕпе, иккĕленмест Алена Геннадьевна, çĕнĕ пулăшу мери — социаллă контракт — пысăк усă кӳнĕ. Пилĕк çулта 75 пине яхăн çын пулăшу илнĕ. Чăваш Енре халĕ ĕçсĕрлĕх те истори минимумĕн шайĕнче — 2,1%. 2024 çул вĕçĕнче ĕçсĕррисен шучĕ 2,2 пин çынпа танлашнă — 2020 çулхинчен 13 пин çын сахалрах. Тĕллевсем пирки калас тăк — 2027 çул тĕлне пулăшу мерисен списокĕ татах анлăланмалла. Социаллă пулăшу организацийĕсенче тин çуралнă ачаллă çемьесем валли прокат пункчĕсем уçасшăн. 13-шĕнче 3 çулчченхи ачасене кĕске вăхăт пăхмалли ушкăнсем йĕркелĕç. Çемьесен нумай функциллĕ центрĕсене йĕркелесшĕн. 2030 çул тĕлне унашкаллисене республикăри сакăр муниципалитет округĕнче уçĕç. Ачасен реабилитаци центрне модернизацилеме палăртнă. Çулланнă çынсене общество тата экономика пурнăçне явăçтарас енĕпе çине тăрасшăн. «Хастар вăрăм пурнăç» программа пур. Аслă ăрури çынсене тĕрлĕ вĕренӳ тата культура мероприятийĕсем сĕнекен социаллă 13 центр ĕçлет. Çитес çулсенче унашкаллисем мĕн пур округра ĕçлесе каймалла. 2023 çултанпа ватăсене, инвалидсене вăрах пăхмалли тытăма ĕçе кĕртнĕ. Социаллă инфратытăма аталантарасси çинчен каланă май Алена Елизарова темиçе интернат çурта реконструкцилемелли плансене çирĕплетнине палăртрĕ. Йĕпреçри, Турханти, Шомикри интернатсем валли çĕнĕ корпуссем çĕклеме пăхнă. Çак проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ миллиард тенкĕрен те иртет. 2030 çулччен социаллă пулăшăвăн 8 центрĕн тата 9 интернат никĕсĕ çинче 17 реабилитаци центрĕ йĕркелеме пăхнă. Ĕç рынокне аталантарас тĕлĕшпе ăста специалистсем хатĕрлесси мала тухать — экономикăра паян вĕсем çителĕксĕр. Прогнозсем тăрăх, 2029 çул тĕлне кадрсен çак дефицичĕ пысăкланса 39 пин çынна çитĕ. Квалификациллĕ водительсем, строительсем, электромеханиксем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, сварщиксем, газпа усă курса металл касакансем — çителĕксĕр специальноçсен çак списокне малалла тăсма пулать. Стратегире палăртнă мерăсем кадрсен дефицитне икĕ хут чакарасса шанаççĕ. Чылай сĕнӳ янăрарĕ. Документа сӳтсе явассине вĕçленĕ май Олег Николаев социаллă хӳтлĕхшĕн кăтартуллă пулмалли тĕп принципсене асăнчĕ: пулăшу ятран пуласси, вĕсен ансатлăхĕ, сервиссемпе кашниех усă курма пултарасси. Патшалăх пулăшăвĕ тухăçлă пулмалла — çын хăйне кирек хăш лару-тăрура та хăтлă туйтăр, çак пулăшупа усă курасси чăрмавсем кăларса ан тăраттăр. Регионăн «тĕп медикĕ» Лариса Тарасова, трибуна умне сывлăх сыхлавĕн 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕпе тухнăскер, сăмахне отрасльти юлашки пилĕк çулти тĕп туртăмсене хакланинчен пуçларĕ. Пысăк технологисемпе усă курмалли майсем 1,5 хут анлăланнă, амбулатори тапхăрĕнчи медицина реабилитацийĕн калăпăшĕ — виçĕ хут. Тин çуралнă ачасен пурнăçне упрассин кăтартăвĕсем лайăх, çынсен пурнăçĕн тăршшĕ хушăнса пырать. Кадрсен çивĕч ыйтăвĕ енĕпе те ырă улшăнусем пур: врачсен шучĕ 12% пысăкланнă, вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсен — 5%. Отрасле цифровизацилес енĕпе Чăваш Ен малти регионсен йышĕнче. Пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ аталанни те куçкĕрет. Паян граждансем инçе каймасăрах, çав шутра ялта та, медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Çийĕнчен вăл е ку профильпе ĕçлекен врачсем вырăна тухса пациентсене йышăнасси йăлана кĕнĕ. Санитари авиацине çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Юлашки пилĕк çулта вăл пулăшнипе йывăр чирлĕ 400 ытла çын пурнăçне çăлнă. Районсен пĕрлехи медицина центрĕсенче ултă вертолет площадки тунă — аварисенче йывăр аманнисене, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракансене пĕр тăхтамасăр тивĕçлĕ медучрежденисене илсе çитереççĕ. Пилĕк çулта граждансем диспансеризаци тухассине, профилактика тĕрĕслевĕнче пулассине 1,7 хут пысăклатма пултарнă. Çакă чирсене малтанхи тапхăртах тупса палăртма май парать. Çав шутра — онкологи чирĕсене. Республика Пуçлăхĕ пуçарнă «Сывлăх патне — утăм» проект усси курăмлă. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа медиксем 200 ытла хут вырăна тухса йышăнусем ирттерме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Цифровизаци пулăшнипе халĕ врач патне йышăнăва çырăнасси те ансат. Пациентсем медучрежденисене пыма дистанци мелĕпе çуллен 10 миллиона яхăн хут çырăнаççĕ. Паян телемедицина та çын курман япала мар — пĕлтĕр кăна 43 пин ытла сеанс йĕркеленĕ. Стратеги вара çакăнпа çырлахмасть — пысăк тĕллевсем палăртать. Лариса Тарасова 2030 çул тĕлне çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 78 çул таран ӳстерме палăртнине çирĕплетрĕ. Çынсем чирлессине, вăхăтлăх ĕçлеймен тапхăра сахалтан та 16% чакармалла, медицина кадрĕсен дефицитне 97% пĕчĕклетмелле. Министр чирсен профилактики тĕп вырăнта пулмалли çинчен каларĕ. Стратеги районсен пĕрлехи медицина центрĕсен пĕлтерĕшне çĕклет. Вĕсенче ятарлă службăсем, пысăк технологиллĕ оборудовани, квалификациллĕ специалистсем пулмалла. Анчах çакă ытти çĕрте медпулăшупа усă курмалли майсене япăх витĕм кӳмелле мар. Ракченхи тапхăрти диагностикăна аталантармалла, çак тĕллевпе эндоскоп скрининг центрĕсем йĕркелĕç. Пĕрремĕшĕ çитес çул Шупашкарта ĕçлесе каймалла. Амбулатори онкологи пулăшăвĕн, хĕрарăм консультацийĕсен, сахăр диабечĕпе чирлисен кабинечĕсен сечĕсене анлăлатĕç. Çĕнĕ технологисем тĕлĕшпе тимлĕх ӳссех пырĕ. Республикăн клиника больницинче нефрологи центрĕ ĕçлесе каймалла — донор пӳрине трансплантаци тума май пулĕ. Çавăн пекех ват тухакан çулсене, сахăр диабечĕллĕ çынсен юн тымарĕсем çинче операци тăвасси, чĕре клапанĕсене транскатетер мелĕпе протезласси, ытти çĕнĕлĕх те чăваш медицинишĕн ют пулмĕç. Лариса Владимировна инфратытăмпа çыхăннă икĕ мегапроект çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Республикăн клиника больницин çĕнĕ комплексĕн строительствин хатĕрленӳ тапхăрне тӳрре кăлармалла. Чăваш Енĕн санаторипе курорт кластерĕн пурлăхпа техника базине çĕнетĕç. Çакă халăха, çав шутра СВО ветеранĕсене санатори реабилитацийĕпе туллин тивĕçтерме май парĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сăмсана çăкăр шăрши кăтăклать
Эпир ача чухне кашни ялта тенĕ пекех колхоз пекарнисем пурччĕ. Ял çыннисем тутлă та техĕмлĕ çăкăр пиçсе тухасса кĕтсех тăратчĕç. Апат хыççăн лавкка умĕнче кашни кунах пысăк черетчĕ. Шел те, 1990 çулсен пуçламăшĕнче колхозсем арканма тытăнсан вĕсемпе пĕрле пекарньăсем те хупăнчĕç. Çапах та пирĕн республикăра паянхи кунччен сыхланса юлни те пур. Вăл — Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинке ялĕнче, «Красный партизан» хуçалăхра.
Техĕмлĕ те тутлă çăкăр шăрши сăмсана урамранах кăтăкларĕ. Тин çеç кăмакаран пиçсе тухнă вăхăта çитрĕмĕр эпир. Цехра хĕрсех кукăль-пӳремеч янтăлатчĕç. Аллисенче чуста вылянса çеç тăрать. Вĕсен ăшă куçĕнчен хăйсен ĕçне чунтан юратни сисĕнчĕ. Çак маттур пикесем ял çыннисем ыйхăран вăранса ирхи апата ларнă çĕре техĕмлĕ те кăпăшка çăкăра пĕçерсе кăларма та ĕлкĕреççĕ. «Красный партизан» колхозăн пекарньăпа столовăй заведующийĕ Ирина Максимова кунта 1994 çултанпа тăрăшать. Шупашкарти кулинари училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл пĕр вăхăт хулара ĕçленĕ-ха, кайран тăван тăрăхах таврăнас тенĕ. — Халĕ çăкăр кăна мар, хуплу, пӳремеч, кукăль-пицца, кекс тата темĕн тĕрлĕ çимĕç те пĕçеретпĕр. Ассортимент палăрмаллах пуянланчĕ, пурĕ 20 тĕрлĕ. Эрне варринче икĕ кăмака, тунтикунпа шăматкун виçшер кăмака таранах янтăласа кăларатпăр. Малтан тата та ытларах çăкăр пĕçереттĕмĕр, халь конкуренци вăйлах палăрать, çапах та парăнмастпăр. Эрнере икĕ кун 500 буханка таранах пиçсе тухать, ытти кун пăртак кăна сахалрах. Пучинке çăкăрне таврари ялсем те питĕ кăмăллаççĕ. Эйпеçрен, Хурамалтан, Хирти Выçлинчен ятарласа туянма килеççĕ. Çуллахи вăхăтра яла, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕасламăшĕ патне канма килнĕ ача йышлă. Çавăнпа та пирĕн çимĕç сентре çине тухнăтухман саланса пĕтет. Черет тăрсах туянаççĕ. Çакна шута илсе çу кунĕсенче ытти вăхăтринчен ытларах та пĕçерме тивет. Столовăйĕнчи апата та питĕ юратса çиеççĕ колхозра тăрăшакансем. Поварсем ĕçĕ-хĕлĕпе халăх кăмăллă. Кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ, — каласа кăтартрĕ Ирина Петровна. Паянхи пурнăç çапла ыйтать — пĕр вырăнта ларма, чарăнса тăма юрамасть. Конкурентсем те йĕри-таврах çав. Çавăнпа та кондитер изделийĕсен ассортиментне пуянлатсах, ылмаштарсах тăма тивет. Çакна Пучинкери пекарньăра шута илеççĕ. Кунта тăрăшакансем каланă тăрăх, тăпăрчăран хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕçе, хуплăва, пиццăна халăх юратса туянать. Çĕнĕ çимĕç аван сутăнни ăна çынсем кăмăлланине пĕлтерет. Çăнăх, тип çу, çунтармалли-сĕрмелли материалсем пĕрмай хакланаççĕ. Тĕш тырă хакĕ те хăпарать. Апла çăнăх йӳнĕ пулмасси паллă. Чĕр тавар хакланни продукцире те палăрать. Çапах хаксене ытлашши хăпартма тăрăшмаççĕ кунта. Çăкăрăнне — пушшех. Вăл яланах, кашни кунах сĕтел çинче кирлине ăнланаççĕ. Ял халăхĕн ĕç укçи те пысăках мар, ăна та шута илме тăрăшаççĕ. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Кашни паттăр асра
1418 кунпа çĕр пынă юнлă та хăрушă вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитрĕ. Пысăк çак уява çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕнчипех анлăн паллă турăмăр. Пархатарлă çак ĕçе Раççейĕн кашни гражданинĕ хăйĕн тӳпине хывма тăрăшрĕ. Унашкаллисем çыравçăсен хушшинче те чылаях пулчĕç. Вĕсенчен пĕри – Йĕпреç округĕнчи Энтриел ялĕнче çитĕннĕ Василий Михайлович Лаврентьев-Чубар сăн ӳкерчĕкре . Шупашкарти наци библиотекинче харсăр тĕпчевçĕ çырса хатĕрленĕ икĕ томлă «Стоявшим на смерть во имя Родины» кĕнеке хăтлавĕ пулчĕ.
Калас пулать, республикăри тĕп вулавăшăн конференци залĕнче пан улми ӳкме те вырăн çукчĕ. Василий Михайлович чылай çул Энтриел ял тăрăхне кĕрекен Энтриел, Кăшмас, Кушакпуç, Пĕчĕк Патăрьел, Çĕрпел ялĕсенчен вăрçа тухса кайнă паттăрсен кун-çулĕ çинчен кăларнă кĕнекесемпе паллашма çар ветеранĕсем, ученăйсем, çыравçăсем, журналистсем, тавра пĕлӳçĕсем, общество юхăмĕсен хастарĕсем, çамрăк армеецсем килсе çитнĕ. Автора сăмах панă май презентаци ертӳçи Антонина Андреева библиограф Чăваш Енре вăрçă тематики çыравçăсен тĕп çул-йĕрĕ пулнине, вăл çамрăк патриотсене çитĕнтерессинче питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Василий Михайлович хăйĕн сăмахĕнче çапăçу хирĕнче Çĕнтерĕве туптанă совет салтакĕ яланах асра пулмалли, кашни фронтовикăн пархатарлă ячĕ çитес ăрусем валли упранмалли, Аслă Çĕнтерĕве Совет Союзĕнчи тĕрлĕ халăхпа пĕрле чăваш ывăлĕ-хĕрĕ те паттăррăн туптани çинчен каларĕ. — Хальлĕхе тĕпчевçĕсен, архив ĕçченĕсен, вырăнти тавра пĕлӳçĕсен юнлă вăрçă суранĕсене палăртассипе, вĕсене сиплессипе чылаях ĕçлемелле. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине эпĕ тĕпчекен ялсенчен 411 çын тухса кайнă. Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 60 çул çитнĕ май Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Астăвăм» томĕсене пурĕ те 263 ентеше çеç кĕртнĕ. Çапла вара 5 ялти 148 фронтовик хыпарсăр çухалнă. Шырава Патшалăх, СССР Хĕç-пăшал Вăйĕсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Чăваш Республикин Тĕп архивĕсенче ирттернĕ май çакна калама пулать: пирĕн çĕршывăн Тĕнчен иккĕмĕш вăрçинче 27 миллион мар, чылай нумайрах çын ресурсне çухатнă. Çĕршывра пур паттăр та асра пулмалла! Тавра пĕлӳçĕ çырса пичете кăларнă ĕçе чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Виталий Осипов, Чăваш Енри ăслăлăхпа искусство академийĕн секретарĕ Елизавета Долгова пысăк хак пачĕç. Эдисон Патмар çыравçăпа Любовь Петрова сăвăç, Анатолий Абрамов журналист-педагог саламларĕç. «Йĕпреç ентешлĕхĕ» общество юхăмĕн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Антонина Краснова Василий Лаврентьевăн сумлă та пархатарлă ĕçĕ республикăшăн кăна мар, Раççейшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ: «Енчен те кашни ялхулара историографие Василий Михайлович пек тарăн тишкерекен тĕпчевçĕ пулнă тăк пирĕн пурнăçра «шурă пăнчăсем», çитменлĕхсем чылай сахалрах пулĕччĕç».
Анатолий АБРАМОВ.
♦ ♦ ♦
Вăкăр самăртаççĕ, ĕне усраççĕ
Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăн АПК Ветеранĕсен союзĕн президиумĕн черетлĕ ларăвĕ Шăмăршă округĕнче иртрĕ.
АПК ветеранĕсем 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хӳтĕленисене сума суса Васан ялĕнчи палăк умне чĕрĕ чечек хучĕç. Хăнасене тавра пĕлӳ музейĕ умĕнче «Тевет» фольклор ушкăнĕ юрăпа кĕтсе илчĕ, унăн ертӳçи Ираида Ефимова музейри экспонатсемпе паллаштарчĕ. Союз председателĕ Александр Самылкин Васан тăрăхĕнчи чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçĕпе культурине кăтартса паракан курав тĕслĕхĕсене упранăшăн, вĕсемпе килен-каяна паллаштарнăшăн тав турĕ. «Тевет» ламран лама куçса XXI ĕмĕре çитнĕ юрăсене шăрантарчĕ. Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски округĕсенчи ялсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли управа тата ăна уçласа тултармалли сооруженисене президиум членĕсене комплекс директорĕн çумĕ Миргалим Ибетуллов кăтартрĕ. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн директорĕн çумĕ Наталия Игнатьева ветерансем валли музейре экскурси йĕркелесе парк ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. АПК хастарĕсем округ центрĕнчи Çĕнтерӳ паркĕнчи сӳнми çулăм умне 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăра Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуç хунă Шăмăршăсене асăнса чĕрĕ чечек хучĕç. Александр Самылкин ертсе пынипе округ администрацийĕн залĕнче президиум ларăвĕ иртрĕ. Унăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа округ пуçлăхĕ Сергей Галкин сăмах илчĕ, муниципалитетăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Уйрăммăн илсен, ял хуçалăхĕнчи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Фермăсем уçма, округ ипподромне хăтлăлатма, инвестицин ытти проектне пурнăçлама палăртнă. «Иртнĕ çулсенче хресчен-фермер хуçалăхĕсем ял хуçалăх производствине çуллен ӳстернĕ, — терĕ округ пуçлăхĕ. — 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан вĕсенче кивĕ техника юлмарĕ, ял хуçалăх культурисене çĕннипе çитĕнтереççĕ тата пухса кĕртеççĕ. Агропромра ĕçлекенсен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 42346 тенкĕпе танлашать, ăна татах ӳстерме май пур. Калăпăр, «Победа» обществăра кашни комбайнер куллен 15 пин тенкĕ таран ĕçлесе илме пултарать. Кунта пушă вырăнсем çук, мĕншĕн тесен лайăх тӳлеççĕ. Хуçалăх соя туса илме вĕренсе çитнĕ, 50 млн тенкĕлĕх оборудовани вырнаçтарса унран продукци туса кăларма пуçласшăн, округри пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртет». Пуçлăх вырмапа, выльăх апачĕ хатĕрлессипе, сĕт тата аш производствипе, экономикăн ытти секторĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. 2020 çултанпа пуçаруллă бюджет программипе 142 млн тенкĕлĕх 100 ытла проекта пурнăçланă. Кăçал — 76 млн тенкĕлĕх, 2026 çулта 90 млн тенкĕлĕх проектсене ĕçе кĕртесшĕн. Александр Самылкин кăçал шкултан вĕренсе тухнă ачасем хăш вĕрентӳ заведенийĕсене вĕренме кĕмешкĕн заявлени панине пĕлесшĕн пулчĕ. Округ пуçлăхĕ ку ыйтупа Чăваш патшалăх аграри университечĕн представителĕсем округра пулнине, ача садĕнче агролаборатори йĕркеленине, Карапай Шăмăршă шкулĕнче агрокласс ĕçленине, механизаторсем хатĕрлеме курссем уçма палăртнине пĕлтерчĕ. Союзăн округри уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ăна ертсе пыракан Вадим Севрюгин отчет турĕ. Уйрăмра 15 ветеран шутланать, вĕсен вăтам çулĕ 71 çул. «Пĕлтĕр союза 2 çынна илнĕ, кăçал тата 2-шне йышăнасшăн, — терĕ Вадим Петрович. — Муниципалитет аталанăвне тӳпе хывнă, округăн пуласлăхĕ пирки пăшăрханакан ветерансене организацие малашне те илĕпĕр. АПК ветеранĕсен хушшинче 10-12 вăкăр самăртакансем, 2-3 ĕне усракансем, ытти продукци хатĕрлесе сутакансем пур. Чылайăшĕ общество ĕçне хастар хутшăнать: сасăлав пунктĕнче — сăнавçă, пуху-тĕлпулура ялсен аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явать. Ветерансен сĕнĕвĕсене территори пайĕсен пуçлăхĕсем итлеççĕ, шута илеççĕ. Округăн общество палатин йышне союз членĕсене те кĕртнĕ, вĕсем ял хуçалăх пайне ертсе пыраççĕ. Союз хастарĕсем Аслă Çĕнтерӳ 80 çул тултарнине округри кашни территори пайĕнче уявлама хутшăнаççĕ. АПК ветеранĕсем Карапай Шăмăршă шкулĕн агрокласĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Фермерсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр, вĕсене çурхи-кĕрхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлас, вăрлăх хатĕрлес, çĕнĕ техникăна ĕçе кĕртес тĕлĕшпе сĕнӳсем паратпăр. Ветерансен канăвне йĕркелетпĕр. Улатăр хулинчи арçынсен мăнастирĕнче, Тутарстанри Пăлхар хулинчи историпе этнографи комплексĕнче пултăмăр. Пирĕн уйрăмри 6 ветеран вĕлле хурчĕ ĕрчетет. Культурăпа спорт мероприятийĕсене хутшăнатпăр. Союз членĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшаççĕ. Хам маскировка тетелĕ çыхма укçа парсах тăратăп. Пĕлтĕр пыл пухса панăччĕ, кăçал та пуçтарăпăр. Иртнĕ çул СВОна яма пахча çимĕç пухнăччĕ, ку ĕçе кăçал та тăвасшăн, укçа куçаракансем те йышлăн». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Куçару чĕлхене упрать
Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен поэзи тата поэзи куçарăвĕсен Л.Ю.Север ячĕллĕ «Туслăх çыранĕсем» конкурс фестиваль Ростов облаçĕнче çеç мар, Раççейри ытти регионта тата ют çĕршывсенче те палăрчĕ. Сăвăçсем тĕрлĕ чĕлхепе çыракан поэтсен сăввисене хăйсен чĕлхине е вырăсла куçараççĕ. Конкурс фестиваль 2012 çултанпа иртет, ăна Ростов облаçĕнчи Неклиново районĕнчи белоруссен наципе культура автономийĕ çав тăрăхра çуралса ӳснĕ Леонид Север поэта халалланă.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – наци чĕлхисене, куçару урлă поэтсене наци чĕлхисене вĕренме хавхалантарасси. Конкурс темиçе тапхăрпа иртет: суйлав тапхăрĕ, куçару ĕçне пурнăçламалли тапхăр тата чи пултаруллисен хайлавĕсене итлесси. Конкурса хутшăнакансемсĕр пуçне кунта наставниксем те пур – вĕсем опытлă куçаруçăсем, çамрăксене куçару ĕçĕнче пулăшса, вĕрентсе пыраççĕ. Кăçал фестивалĕн координаци канашĕ Раççейĕн 54 регионĕнчен, 18 наципе автономи территорийĕнчен тăратнă çамрăк куçаруçăсемпе наставниксен 250 ытла заявкине пăхса тухнă. Унсăр пуçне куçару тупăшăвне Беларуç Республикинчи 6 регионта, Казахстанра, Израильте, Кăркăсстанра, Арменире, Польшăра, Канадăра пурăнакан поэтсем хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш çыравçисем Галина Матвеева (Антонова), Ольга Австрийская (Иванова), Лариса Петрова тата Дмитрий Трофимов кăçал «Туслăх çыранĕсен» дипломĕсене тивĕçрĕç. Галина Матвеева поэт, прозаик, куçаруçă, Раççей Писательсен союзĕн пайташĕ наставник дипломне илчĕ. – Пĕлтĕр Светлана Гордеева ман ята сĕннипе конкурс йĕркелӳçисем пултарулăх тупăшăвне хутшăнма йыхравласа çырса ячĕç, хамăнне куçарма подстрочник ыйтрĕç. Хайлавсемпе паллашрăм та чун чăтмарĕ: Aйнура Мамытова, Лидия Железовская, Ольга Звягина, Владислав Звягин сăввисене куçaрса ярса патăм. Ман сăвăсене пĕлтĕр Светлана Макарова, Ольга Звягина, Анна Перевозова тата Наталья Соколова /Майорова/ вырăcла куçaрчĕç. Пĕлтĕр эпĕ Торонто хулинчи Наталья Соколовăпа ытларах хутшăннă. Ăна чăваш тумĕ, фольклорĕ, aлфавитри чăваш сас паллиceм тата ытти çинчен те çырса ятăм. Çaвăнпа куçaрăвĕсене те лайăх турĕ вăл. Кăçaл хутшăнас тесе хамах заявка ярса патăм. Эпĕ Надежда Вишневецкая, Анна Воронина, Светлана Карлова, Елена Скоропупова, Людмила Шарова, Юрий Бомбицкий сăввисене – пĕтĕмпе 15 хайлав – чăвашла куçaртăм. Хамăн 10 ытла сăвăн подстрочникĕcене ярса патăм. Хăш-пĕр aвторпа электрон почта урлă е телефонпа çыхăнса ĕçлерĕм. Ку конкурсăн хăйне евĕрлĕхĕ мĕнре-ха? Кам хăш поэтăн сăввисене куçaрнине сборник пичетленсе тухсан тин куратăн? Пĕр сăввунах темиçe çынна куçaрмашкăн пама та пултараççĕ. Танлаштарса пăхатăн та кайран: икĕ куçарăвĕ те аван, пĕрне те хурлаймастăн. «Туслăх çыранĕсем» – питĕ интереслĕ те кирлĕ пултарулăх проекчĕ. Вăл тĕрлĕ чĕлхепе çыракан поэтсене пĕр-пĕринпе паллаштарать, çывăхлатать. Кашнинчех мĕн те пулин çĕннине тата хăвна кирлине пĕлетĕн. Пĕлтĕр — наставник сертификатне, кăçал диплома тивĕçрĕм, – конкурса хутшăнни пирки каласа пачĕ Галина Алексеевна. Куçару ĕçĕпе вăл студент çулĕсенченех аппаланать. Çыравçă чăвашла куçарнă проза тата поэзи жанрĕпе çырнă авторсен хайлавĕсем «Тăван Атăл» журналта, Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути куракан уйрăм кăларăмсенче, коллективлă сборниксенче пичетленеççĕ. – Наставник пулассине пĕлсен тĕрлĕ туйăм çупăрласа илчĕ мана, пултарайăп-ши? Ку конкурса пуçласа хутшăнатăп. Пултарулăх тупăшăвне хамăн вырăсла тата чăвашла çырнă сăвăсене ярса патăм. Унтан ман пата чăвашла, май килсен тата вырăсла куçарма ултă автор сăвви почтăпа «вĕçсе çитрĕ». Малтанах хăрататчĕ, çапах та аппаланса пăхам-ха терĕм. Эпĕ Анастасия Лесковăн «Кăвакарчăнсем» «Сăвăсемпе» хайлавĕсене чăвашла, Лидия Железовскаян «Янкăр çутă ылтăн пыл» сăввине белорус чĕлхинчен чăвашла, «Пока жива, я буду приезжать…» сăввине белорусларан вырăсла; Татьяна Чекисăн «Хĕлле вăранчĕ тухрĕ февральте…», «Кăрлач килчĕ кăрлач пек…»; Анна Бабинцевăн «Туяннă япала» сăввисене вырăсларан чăвашла; Залина Унежевăн «Эльбрус» хайлавне кабарда-балкар чĕлхинчен чăвашла; Роман Башкардинăн «Пулсам, тархасшăн, манпала…» сăввине вырăсларан чăвашла куçартăм – пĕтĕмпе 9 хайлав. Лариса Петровăн канашĕсем усăллă пулчĕç, пысăк тав ăна. Малтан йывăр пек туйăнать, ĕçлесе кĕрсе каятăн та чарăнаймастăн, – диплом илнĕ хыççăн çуралнă кăмăл-туйăмне уçса пачĕ Ольга Австрийская. Лариса Петрова поэт, прозаик, куçаруçă конкурс фестиваль финалисчĕ пулса тăчĕ. Вăл унта иккĕмĕш хут хутшăнать. Пĕлтĕр те Лариса Николаевна чи пултаруллă куçаруçăсен йышĕнче пулнă, Ростов облаçĕнчи Неклиново районне çула тухнă, куçарусене сцена çинче вуламалли тапхăрта палăрнă. <...>
Ольга ФЕДОРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пирĕн ĕçре чи кăсăкли – пациентсене пулăшасси»
«Больницăна вунă çынран çиччĕшĕн профилактика тĕллевĕпе килмелле», — тет вăл. Сăмахăм Шупашкарти тĕп хула больницин медицина профилактикин уйрăмĕн заведующийĕ Эвелина Васильева терапевт çинчен. Эвелина Алексеевна паян — «Хыпар» тĕпелĕн хăни.
Заводсене çӳреççĕ, лекцисем вулаççĕ
— Малтанах хăвăрпа паллаштарсамăр. Мĕншĕн эсир медицинăна каяс тенĕ?
— Эпĕ Каçал тăрăхĕнчи Шурут ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мĕн пĕчĕкрен врач пулма ĕмĕтленнĕ. Пирĕн çемьерен тухтăрсем тухман. Аттепе анне пурнăçран уйрăлнăранпа чылай çул иртнĕ ĕнтĕ. Çывăх çыннăмсем «Урожай» колхозра ĕçленĕ. Атте — тракторист, анне колхозница пулнă. Астăватăп: анне тăтăш чирлекелетчĕ. «Килте медицина ĕçченĕ пулсан аванччĕ. Вăл уколсем тутăр, пĕрремĕш пулăшу патăр», — тесе ĕмĕтленнĕ. Тен, çавăнпа, çулсем иртнĕ пулин те, хăйĕн валли тепĕр ача çуратас тенĕ. Аслисемпе манăн хушăра — 20 çул уйрăмлăх. Тухтăр пулас ĕмĕтпе шкулта чухне çине тăрса вĕренме тăрăшаттăм. Кирлĕ предметсем çине пусăм тăваттăмччĕ. 2000 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. Тӳрех терапи специальноçне суйларăм. Диплом илсен Шупашкарти Чапаев завочĕн больницинче участок терапевтĕнче 5 çул ĕçлерĕм. Халĕ вăл «Хулан клиника центрĕ» ятлă. Ун хыççăн шăпа мана профилактикăна илсе çитерчĕ. Малтан вăл «Сывлăх центрĕ» ятлăччĕ — ун чухне Çеçпĕл урамĕнчи 24-мĕш çуртра вырнаçнăччĕ. Каярах ăна Осипов ячĕллĕ больницăпа пĕрлештерчĕç. 2023 çулта пирĕн больницăна Шупашкар хулин тĕп больници çумне «çыпăçтарчĕç». Медицина профилактикин уйрăмĕн заведующийĕнче вунă çул вăй хуратăп. Ĕç халĕ питĕ нумай. Халăх та йышлă çӳрет. Апла пулин те ĕçĕм сĕре килĕшет. Пĕтĕмĕшле стаж – 20 çул.
— Паян мĕнле ĕçсем тăватăр? — Пытармастăп: ĕçлеме пуçланă тапхăртипе танлаштарсан пирĕн ĕç питĕ нумайланчĕ. Халĕ, ав, «Сывлăх патне — утăм» проектпа ĕçлетпĕр. Заводсене çӳретпĕр, лекцисем вулатпăр, пациентсене пăхатпăр, сывлăх паспорчĕсем тăватпăр. Профилактика чире сиплессинчен лайăхрах паллах. Медицина халĕ шăпах профилактика çине пусăм тăвать. «70 процент профилактика ĕçĕ пулмалла», — теççĕ. Халĕ çавăн патне çитрĕмĕр. Пирĕн уйрăмра 10 çын ĕçлет. Ытларахăшĕ — вăтам медперсонал. Вĕсем ЭКГ тăваççĕ, документсемпе ĕçлеççĕ. Çамрăк специалистсене ĕçе илме тăрăшатпăр. Халĕ хăвăрт ĕçлекенсем кирлĕ. Больницăна халăх йышлăн çӳрет. Хĕлле — пушшех.
— Медицинăна кайнипе кăмăллă-и эсир?
— Ку шăпах манăн. Енчен те профессие тепĕр хут суйламалла пулнă тăк эпĕ çак çулпах кайăттăм, специальноçсенчен профилактикăнах суйлăттăм. Ку ĕçри чылай вăрттăнлăха пĕлетĕп халĕ.
— Профилактика ĕçĕ мĕнпе интереслĕ?
— Чи интересли — пациентсене пулăшни. Чир пулма пултарать, анчах симптомĕсем çук. Çын хăй сывă тесе шухăшлать, больницăна килмест. Пирĕн задача — çав пациента чĕнсе илесси, симптомсем çук пулсан та амакне тупса палăртасси.
Пирĕн сывлăх — пирĕн алăра
— Юлашки вăхăтра халăх питĕ нумай чирлет. Мĕнле сăлтавсемпе çыхăннă ку?
— Пирĕн пĕтĕм чиртен 70 проценчĕ эпир мĕнле йĕркепе пурăннипе çыхăннă. «Пирĕн сывлăх – пирĕн алăра», — тесе ахальтен каламаççĕ. 10 проценчĕ генетикăпа çыхăннă. 20 проценчĕ тулаш факторсенчен килет. Ăна та питех улăштараймастпăр. Енчен те эпир хамăр пурнăçа тĕрĕс мар тытса пыратпăр пулсан — тĕрĕс мар апатланатпăр, хускалмастпăр, ларса ĕçлетпĕр, эрех ĕçетпĕр, наркотиксемпе айкашатпăр, пирус туртатпăр, сахал çывăратпăр, холестерина, юн пусăмне тĕрĕслесе тăмастпăр тăк — çак факторсем пĕрпĕр чир патне илсе çитерме пултараççĕ. Унтан — инвалидноç, пурнăçран ир уйрăлни… Пĕлтĕр пĕр çамрăк килĕнче вилнĕччĕ. Каярах пĕлтĕмĕр: инфаркт пулнă. Вăл 5 çул больницăра пулман. Паян пасарта ĕçлекен пĕр хĕрарăм поликлиникăна килчĕ — больницăна 20 çул ура ярса пусман иккен. Пирĕн чире пуçаракан сăлтавсене тупса палăртасси. Çын тĕрĕс апатланмасть тĕк апата тĕрĕс çиме вĕрентетпĕр. Халăх халĕ питĕ нумай апат çиет. Питĕ нумай тĕрĕс мар çиет тата. Чылай çын ларса ĕçлет. Нумайăшĕн машина пур. Ларса килеççĕ, ларса каяççĕ, ларса ĕçлеççĕ… Киле çитсен сăра ĕçеççĕ, чипс çиеççĕ те выртса çывăраççĕ. Сигарет туртаççĕ, эрех-сăра ăша яраççĕ. Çынсен халĕ стресс нумай. Ĕçе пула сахал çывăраççĕ. Чир сăлтавĕсене палăртсан кашни çынпа уйрăммăн ĕçлетпĕр. Камшăн сăмахпа калани те çителĕклĕ, теприне брошюрка пани вырăнлă. Хăшне-пĕрне «Сывлăх шкулне» чĕнетпĕр. Пирĕн вĕсем питĕ хастар ĕçлеççĕ. Диабетпа, астмăпа чирлисен, юн пусăмĕ пысăккисен — уйрăм шкулсем. Хăшĕсемпе нарколог та ĕçлет.
— Çав шкулсене камсем çӳреме пултараççĕ? Вĕсем тӳлевлĕ-и?
— Тӳлевсĕр. Ятарлă графикпа килĕшӳллĕн пациентсем кунта килеççĕ. Хамăр та вĕсем патне кайма пултаратпăр. Калăпăр, «Водоканал» коллективĕнче — 20 çын. Вĕсене пурне те кунта килме йывăртарах. Çавăнпа унта хам кайса килтĕм. Çавăн пекех эпир тухса çӳрейменнисем патне çитетпĕр. «Сывлăх патне – утăм» проектпа килĕшӳллĕн кашни «Сывлăх пунктĕнче» виçĕ лекци вулатпăр.
— Паян мĕнле чирсем ытларах сарăлнă?
— Пĕтĕм тĕнчери пекех пĕрремĕш вырăнта — чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем. Нумаййăн чирлеççĕ, чылайăшĕ вилет, инвалида тухать. Усал шыçăсем — иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшĕнче — сывлав органĕсен чирĕсем. Халăх сигарет нумай туртать, çамрăксем электрон сигаретсемпе айкашаççĕ. Ковид хыççăн пневмони сарăлчĕ. Тăваттăмĕш вырăнта — вархырăм чирĕсем. Тĕрĕс мар апатланни, эрех нумай ĕçнĕрен пĕвер, ват хăмпин тата ытти чирсем аталанаççĕ. Мускава ĕçлеме çӳрекенсем больницăна пачах килмеççĕ. Аптекăра эмел туяннипех çырлахаççĕ. «Сывлăх патне — утăм» шăпах çавăн пек çынсем валли те. Çак проекта пуçарни питĕ лайăх. Тухтăрсем унта сахăр диабетне нумай тупаççĕ.
— Хăш-пĕр эмел юна чăмаккалантарма пултарать теççĕ. Тĕрĕс-и ку?
— Эмел сиплет кăна мар, унăн хушма сиенлĕ енĕсем те пур. Халĕ çынсем аптекăна кĕреççĕ те хăйсен ыйтăвне пĕлтереççĕ. Вĕсене пĕр кутамкка эмел тыттарса яраççĕ. Анчах кашни эмел çинех: «Тухтăрпа канашламасăр ĕçме юрамасть», — тесе çырнă. Çавăнпа харпăр хăй тĕллĕн сипленмелле мар. Халĕ тухтăр пулăшăвне çăмăллăнах илме пулать. Больницăна килсен терапевт патне лекме пулатех.
Стресс — чăн нуша
— Эсир хăвăр сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăр-и?
— Эпĕ те ларса ĕçлетĕп. Ĕç хыççăн мăй, пуç ыратать. Çавăнпа ĕçе çуран çӳретĕп. Çур сехет малтан тухатăп та — утатăп. Ĕç хыççăн çуран каятăп. Çапла, кунне сехете яхăн утатăп. Пирĕн больницăра производство гимнастикине йăлана кĕртнĕ. Кашни эрнекун инструктор килет. Вăл пире 20 минут хусканусем тутарать. Халĕ йăлана кĕчĕ ку. Килте те ирхине зарядка тăватăп. Тăрсанах пĕр стакан шыв ĕçетĕп. Унтан — ирхи апат. Эпĕ пĕлетĕп: кăнтăрлахи апат пулмасть манăн. Сиенлĕ йăласене сирме тăрăшатăп. Пирĕн ĕçре стресс шайĕнчи лару-тăру час-часах пулать. Эпĕ профилактикăра кăна мар, урăх вырăнта чирлисемпе те ĕçлетĕп. Кунта — сывă çынсем, лере «васкавлă пулăшупа» илсе килеççĕ. Стреса епле ирттеретĕп, вăй-хала ăçтан илетĕп тетĕр-и? Çулла пахчара ĕçлетĕп. Унта йăлтах манатăн. Халĕ ав тухăç пуçтармалла… Унтан урăх çын пулса килетĕп. Хĕлле, пахча çук чухне, хĕр туссемпе пĕрле эрнере пĕрре мунчана каятпăр. Милĕкпе çапăнатпăр, чей ĕçетпĕр.
— Эвелина Алексеевна, мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăр?
— Çакăнтах ĕçлеме ĕмĕтленетĕп. Ĕçĕм интереслĕрех те интереслĕрех пулса пырать. Пирĕн пата кашни çул Мускавран хăнасем килеççĕ. «Сывлăх патне — утăм» интереслĕ проект. Унччен сывлăх шкулĕсемпе кăсăкланса ĕçлеттĕмĕр. Халĕ чирлисем килмесен килĕсене каятпăр. Ĕнер 3 çуртра пурăнакансем патне çитрĕм. Астматик ингаляторпа усă курма пĕлмест. Пирĕн вĕрентмелле. Юн пусăмĕ пысăкки сумкăра капотен выртмаллине пĕлмест. Диабетиксем дачăра хăйсене япăх туйса илсен çăвара сахăр катăкĕ хумаллине пĕлменнипе тӳнсе каяççĕ. Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне пĕр тĕрлĕ диспансеризациччĕ. Халĕ — 5 тĕрлĕ.
— Мĕнле диспансеризацисем вĕсем?
— Пĕрремĕшĕ — çын ӳсĕмне кура. Иккĕмĕшĕ çамрăксем валли, профилактика енĕпе. Виççĕмĕшĕ ковидпа чирленисем валли. Унта ӳпкене, чĕрене лайăх тĕрĕслеççĕ. 4-мĕшĕ — 18- 49 çултисем валли, репродуктивлă диспансеризаци. Паян çавăн пекех СВОра пулнисем валли анлă диспансеризаци ирттеретпĕр. Унччен кабинета 15 çын килнĕ тĕк, халь кунне 160 çынна та çитет. Диспансеризацин усси пысăк. Ăна тухасси йывăр ĕç мар.
— Коронавирус çынсен сывлăхне самаях хавшатрĕ çав…
— Вăл ӳпкене кăна мар, мĕн пур органа хавшатнă. Тĕп нерв тытăмне, хырăм ай парне, чĕрене… Çавăнпа Правительство çав çынсем валли анлă диспансеризаци ирттерессине пуçарнă. Тĕрĕсленекен çынсен 80 проценчĕн ковид хыççăнхи синдромсем пур. Вĕсене реабилитацие яратпăр. Хăшĕсем психиатри больницинче сипленеççĕ. Ковид хыççăн сахăр чирĕ нумайланчĕ. Хăшĕсем кукшаланса юлнă тата ытти те.
— Эпир мĕн пирки калаçмарăмăр?
— Эпир, медиксем, питĕ тăрăшатпăр, çав вăхăтрах çыннăн хăйĕн те сывлăхĕшĕн çине тăмалла. «Сывлăх пунктне» пыма чĕнсен «кирлĕ мар», «каймастăп» текенсем те пур. Çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пулмалла. «Хăвăра упрăр», — тесе калас килет. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...