Пĕчĕк агитатор
«Тарăр, ачамсем, сире шыраççĕ...»
Березина юхан шывĕн сылтăм енче, çÿллĕ вырăнта Якшицы ялĕ вырнаçнă. Тепĕр енче вара тĕттĕм симĕс хырлăх курăнать. Çак илемлĕ вырăнта Миша Хатько çуралса ÿснĕ. Çав çуркунне вăл виççĕмĕш класс пĕтерчĕ, тем те пĕр ăсталама юратаканскер çак ĕçпе аппаланма палăртнăччĕ. Анчах шухăшланă пек пулмарĕ. Ăнсăртран вăрçă пуçланчĕ. Фашистсем килчĕç. Çынсене çаратрĕç, асаплантарчĕç, ним айăпсăрскерсене вĕлерчĕç.
Кĕрхи тĕттĕм каçхине Мишăн пиччĕшĕ Николай партизана кайрĕ. Миша пĕрре те ахаль лармарĕ: вăрманта патронсем, гранатăсем тата ытти хĕç-пăшал тупса пуçтарчĕ те пиччĕшне отряда парса ячĕ. Çапла вăл партизансене фашиста хирĕç çапăçма пулăшрĕ. Тăшмансем Николай çемйине йĕрлеме пуçларĕç, пурлăхне йăлтах туртса илчĕç.
1942 çулхи çу уйăхĕнче полицайсем партизан çемйине тĕп тума шут тытнă. Çав вăхăтра Мишăпа ашшĕ Марье инкĕшĕ патĕнче пурăнатчĕç. Ирхине вĕсем патне Ева кинеми чупса çитрĕ те чĕтрекен сассипе пăшăлтатрĕ:
- Тарăр, ачамсем, сире шыраççĕ...
- Вăрмана пĕчченшерĕн чупăр, - тесе кăшкăрчĕ те ашшĕ пÿртрен вирхĕнсе тухрĕ. Ун хыççăн - ыттисем. Уйра çăра тĕтре тăшманран пытанма пулăшрĕ.
Акă вĕсем вăрман хутлăхĕнче пуçтарăнчĕç те малалла мĕн тумалли пирки шухăшлама тытăнчĕç. Яла таврăнма хăрушă. Партизансем ăçта пытаннине ватă Хатько пĕлмест. Вăрманта çеç юлма пулать. Çĕр пÿрт чавса, çын куçĕнчен шанчăклă пытарса унта пурăнма тытăнчĕç. Çапла икĕ эрне иртрĕ. Ăнсăртран вĕсен вăрттăн вырăнне партизансем асăрхарĕç.
«Шеллетĕп сана, Миша»
- Мĕн тăватăр эсир кунта? - ыйтрĕ çÿллĕ салтак.
Пĕтĕмпех каласа парсан партизансем Хатько çемйине пĕрле чĕнчĕç. Отрядра вĕсене валли ĕç тупăнчĕ. Амăшне апат пĕçерме явăçтарчĕç. Аппăшне Ганкăна салтаксен ретне кĕртрĕç. Ашшĕпе Мишăна хуçалăх ротине йышăнчĕç.
- Партизан пулас килет-и? - ыйтрĕ рота командирĕ Константин Владимирович Сухоцкий арçын ачана пĕремĕш хут курсанах.
- Пулас килет, - терĕ Миша.
Командира çак харсăр ача килĕшрĕ.
Кунсем иртрĕç. Миша çĕнĕ лару-тăрăва хăнăхрĕ. Ăна шинель, гимнастерка, салтак атти тата çĕлĕк çĕлесе тăхăнтартрĕç, карабинпа револьвер тыттарчĕç. Халĕ вăл чăн-чăн салтак пекех. Пĕр япала çеç хурлантарать Мишăна: партизансем ăна çар ĕçĕсене пурнăçлама илмеççĕ. «Ганка - хĕр. Анчах ăна чи яваплă ĕçсене пурнăçлама яраççĕ. Эпĕ вара, ар çын, лагерьте вăхăт ирттеретĕп», - тарăхса шухăшларĕ вăл. Мĕншĕнне ăнланать-ха. Ăна ача вырăнне çеç хураççĕ. Мĕнле ача пултăр вăл? Вун икĕ çулта вĕт! Кĕлеткипе те пĕчĕк мар. Ытти салтаксене, унран кăшт çеç çÿллĕ пулин те, аслисен шутне кĕртеççĕ. «Тĕрĕс мар ку», - шухăшларĕ Миша, меллĕ самант тупăнсанах рота командирĕ патне кайрĕ.
- Костя пичче, мĕншĕн эсир мана пысăк ĕç хушмас-тăр?
Сухоцкий арçын ачан кăмăлне пĕлсе çитме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Чĕрине амантас мар тесе командир ăшшăнрах калаçма тăрăшрĕ:
- Акă мĕнле. Эпĕ, чăнах та, сана пысăк ĕçсене хутшăнтармастăп. Мĕншĕн-ши? Шухăшласа пăхмарăн-и? Çук-и? Апла пулсан итле. Шеллетĕп сана, Миша. Питĕ шеллетĕп. Куратăн вĕт-ха, аслисене мĕнле йывăр килет. Эсĕ вара ача çеç мар, вăйсăртарах та. Пĕр нимĕçе те çĕнтереймĕн. Сана вĕлерме пултарĕç.
- Аслисене те вĕлереççĕ вĕт.
- Тĕрĕс, вĕлереççĕ, - килĕшрĕ Сухоцкий. - Анчах вĕсем кăштах та пулин пурăнса курнă. Эсĕ вара мĕн куртăн? Нимĕн те. Пурнăçу пуçланать кăна-çке.
- Вăрманта ахаль лариччен тăшман пульлинчен пĕтни аванрах.
Сухоцкий куç харшисене пĕрĕнтерчĕ, çамкине шăлчĕ те çемçен каларĕ:
- Юрать, Миша, шухăшласа пăхăп.
«Эх, Андреевна, ывăлăр кăшт аслăрах пулсан...»
Çапла темиçе кун иртрĕ. Пĕррехинче арçын ача патне ашшĕ кĕчĕ те:
- Ну, пуçтарăн, Хатько салтак, - терĕ.
- Мана çар ĕçне хутшăнтараççĕ! - тавçăрса илчĕ те Миша савăннипе сиккелеме пуçларĕ. Хăвăрт-хăвăрт тумланчĕ, револьверне илчĕ те ашшĕпе пĕрле командир çĕр пÿртне утрĕ. Кунта вăл хăйĕн юлташне курчĕ.
Изик Кацнельсон отряда анчахрах килнĕччĕ. Нимĕçсем ăна ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тытнă, геттона ăсатнă. Хăйсене вилĕм кĕтнине ăнланса илнĕ Изик çăлăнма шухăш тытнă. Вăрмана кĕрсенех меллĕ самантра тĕм хыçне пытанса юлнă. Нимĕçсем пăшалтан пенĕ, анчах лектереймен. Тепĕр эрнерен вăл отряда çитнĕ.
Палăртнă вăхăтра çула тухрĕç. Арçын ачасем командиртан юлмарĕç. Урăх чухне пулсан вĕсем çырла шырама тытăнĕччĕç ĕнтĕ. Анчах халĕ ун пирки шухăшлама вăхăт çук. Вĕсем - салтаксем, çар ĕçне пурнăçлама каяççĕ.
Вăрман хĕрне çитсен чарăнчĕç, йĕри-тавралла пăхса илчĕç. Шăп. Рота командирĕ мĕн тумаллине ăнлантарчĕ. Сулахай енчи ялсенче, малта та, хыçалта та нимĕçсем вырнаçнă. Виç кĕтеслĕх варринче, çаран çинче полицейскисен ĕнисем курăк çисе çÿреççĕ. Шăпах вĕсене тытмалла. Партизансем шуса саланчĕç. Мишăпа Изик пĕрлех. Вăрман сайралансан выльăх-чĕр- лĕх кĕтĕвĕ курăнса кайрĕ. Партизансем йывăç хыçĕн-чен сăнама пуçларĕç. Часах Сухоцкий патне разведчик шуса çитрĕ, çывăха кайма юраманнине пĕлтерчĕ: вăрмантан кам та пулин курăнсанах часовойсем персе пăрахĕç. Çак кун хĕвеллĕ пулни ĕçе тата йывăрлатать. Сухоцкий Мишăн ашшĕне - взвод командирне - чĕнсе илчĕ. Ашшĕн çирĕп сăмахĕсем лайăх илтĕнчĕç:
- Çаран тип-тикĕс, асăрхамалла мар йăпшăнса çитеймĕн. Уççăнах кайма каллех хăрушă. Çынсене те пĕтерĕн, ĕнисене те илсе каяймăн...
- Тĕрĕсех...- килĕшрĕ те рота командирĕ ассăн сывларĕ.
- Ирĕк парăр пире, командир юлташ, - терĕ Миша, хăйĕн шухăшне ăнлантарса пачĕ. Ăна итлесен командир сăн-пичĕ çуталчĕ.
Арçын ачасем шĕшкĕ турачĕ хуçрĕç те ним пулман пекех вăрмантан тухрĕç. Карабин тата автомат тытнă партизансем малалла мĕн пуласса кĕтрĕç.
Кĕтÿçсем шăпах чĕлĕм туртма пуçланăччĕ. Миша асли, хура сухалли умне çитсе тăчĕ, Изик - çамрăкки патне.
- Мĕн кирлĕ сире? - хаяррăн ыйтрĕ хура сухалли.
- Ĕнесене ав çавăнта хăвалăр, - хушрĕ Миша вăрман еннелле кăтартса.
- Камсем-ха эсир? Пире хушу паратăр кунта...
- Нумай ан калаçăр, хăвалăр...
- Мĕ-ĕ-ĕн? - сассине хăпартрĕ хура сухалли, анчах хăйне тĕлленĕ револьвера асăрхасанах чĕтрекен сасăпа калаçма пуçларĕ. - Эпĕ шÿтлерĕм çеç...
Çамрăкраххи вара хирĕçлемерĕ. Кĕтĕве пуçтарчĕç те çитерме илсе кайнă пек вăрмана хăвалама тытăнчĕç. Çапла полицейскисен пĕтĕм ĕни партизансен аллине çакланчĕ.
- Эх, Андреевна, сирĕн ывăлăр кăшт аслăрах пулсан унран аван партизан тухĕччĕ, - терĕ рота командирĕ Мишăн амăшне каçхине.
«Чĕрĕ юлăпăр, Николайшăн тавăрăпăр»
Миша текех лагерьте лармарĕ. Разведкăна сахал мар çÿрерĕ, партизан листовкисене салатрĕ, ытти ĕçе те хастар пурнăçларĕ. Яла лексен арçын ачасене пуçтарчĕ те Совет информбюровĕн хыпарĕсене пĕлтерчĕ, хресченсене çак вăрçă çинчен мĕн пĕлнине йăлтах каласа пачĕ. Çынсем унăн кашни сăмахне пĕр сиктерми итлерĕç. Партизансем Мишăна юратса пĕчĕк агитатор тесе чĕнме тытăнчĕç. Рота командирĕ Сухоцкий те çамрăк пулăшуçипе кăмăллă.
1942 çул вĕçĕнче çар ĕçĕ вăхăтĕнче арçын ачан пиччĕшĕ Николай вилчĕ. Çак çухатăва ашшĕ йывăррăн йышăнчĕ. Вăл пусăрăнчăк кăмăлпа çÿрерĕ, никампа та калаçмарĕ. Амăшĕ тăтăшах пĕр-пĕр кĕтесе лăпчăнса никам илтмелле мар макăрчĕ. Мишăна та çăмăл пулмарĕ. Пиччĕшне тек кураймасса, унпа калаçаймасса, пĕрле пулла çÿреймессе ниепле те ĕненес килмерĕ. Анчах хăйĕн хурланăвне вăл чĕринче питĕ тарăн упрарĕ. Амăшне хул пуççинчен ыталаса, çепĕç сăмах каласа лăплантарчĕ:
- Ан йĕр, аннеçĕм. Чĕрĕ юлăпăр, Николайшăн тавăрăпăр.
Çак сăмахсем пысăк çăмăллăх кÿреймерĕç, паллах. Анчах ача чĕрине амантас мар тесе амăшĕ лăпланнă пек курăнма тăрăшрĕ.
Тăшмана парăнмарĕ
Миша фашистсене тата ытларах курайми пулчĕ. Пĕррехинче Сухоцкий аманса таврăнсан арçын ача ун патĕнчен пăрăнма пĕлмерĕ. Вăл сывалса пынине курсан ĕмĕтленме тытăнчĕ:
- Костя пичче, вăрçă пĕтсен эпир вăрмантан тухăпăр-и?
- Паллах, тухăпăр. Кунта мĕн туса юлмалла пирĕн?
- Вара эпĕ сирĕнпе пурăнăп, вĕренĕп. Пире лайăх пулĕ... пĕрле. Тĕрĕс-и?
- Çапла, - килĕшрĕ командир.
Анчах Миша Хатько çав телейлĕ куна кĕтсе илеймерĕ. Акă мĕнле пулчĕ ку.
Пĕррехинче рота командирĕ васкавлă задани илчĕ: Притерп ялĕнчен отряда икĕ пулемет тата икĕ ешчĕк патрон илсе çитермелле. Çак хĕç-пăшалпа тивĕçтерме пĕр хресчен шантарнă.
Каçхине Сухоцкий, Мишăпа ашшĕ, Ганка тата тепĕр виçĕ салтак яла кайрĕç. Кунта вĕсен полицайсенчен тарма тиврĕ. Юхан шыв урлă каçнă чухне тăшмансем Ганкăна, Тюхова тата Адамовича персе вĕлерчĕç.
- Исак, эсĕ хамăр çын вĕт!.. Парăн! - кăшкăрчĕç вĕсем Мишăн ашшĕне.
- Ак чышкă! - терĕ те ашшĕ вăйлăрах ишме тытăнчĕ. - Парăнмастăп, путсĕр сутăнчăксем!.. - Вилмеллех аманнăскер шыв тĕпне анса кайрĕ.
Юхан шыв варрине ишсе çитнĕ Миша сулахай хул пуççийĕ пĕçертнине туйса илчĕ, аманнине ăнланчĕ. Çурăм çине çаврăнчĕ те хăйне тăнлав тĕлĕнчен револьвертан печĕ... Миша Хатько тăшмана чĕррĕн парăнмарĕ.
С. ЛЕВИНА, В. РОМАНОВСКАЯ.
Вырăсларан Лариса ПЕТРОВА куçарнă.