Машинăпа çÿреме те, çуран утма та кăмăллă
Шупашкарта çулсене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Ку ĕç «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пулса пырать.
Çул саракансем нумай кĕттермеççĕ
Акă утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Гагарин кĕперĕн юсаса çĕнетнĕ пайне хута ячĕç. Çакăнти ĕçе планпа пăхнинчен виçĕ уйăх маларах вĕçленине палăртмашкăн уйрăмах кăмăллă. «Универсал» обществăн ертӳçин çумĕ Спартак Губанов юсав вăхăтĕнче ĕçлекенсен йышне тата техника шутне пысăклатни çине пусăм турĕ. Çапла майпа специалистсем пĕр вăхăтра тĕрлĕ ĕç пурнăçлама вăй çитернĕ. Гагарин кĕперĕ урлă каçса çӳрекенсем юсаса тикĕсленĕ çул витĕмне çийĕнчех палăртрĕç. Шупашкар çыннисем унăн тепĕр енне те хăвăртрах уçасса кĕтеççĕ. Спартак Ильич кĕперĕн çиелти сийне — транспорт çулне — кăçалах туса пĕтермешкĕн тĕллев тытнине каларĕ. Кĕпер айĕнчи ĕçсене вара çитес çул вĕçлĕç.
Калинин кĕперне те юсама палăртнă. «Универсал» организаципе 312 миллион ытла тенкĕлĕх контракта алă пуснă ĕнтĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе çак ĕçе кăçалхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче пуçлĕç.
Сĕнтĕрвăрри шоссине тĕпрен юсас тата транспорт ункине реконструкцилес ĕç 1 çухрăм çулпа çыхăннă. «Универсал» обществăпа 278,6 миллион тенкĕлĕх килĕшӳ тунă. Çул-йĕр ĕçченĕсем Машина тăвакансен тăкăрлăкĕн пуçĕнчи ункăран пуçласа 19-мĕш çуртăн 2-мĕш корпусĕ таран йĕркене кĕртĕç. Çавнашкалах тротуарсене, çутăпа тивĕçтерекен тата çумăр шывĕ юхакан вырăнсене çĕнетеççĕ, ункă тĕлĕнчи шыв тата газ пăрăхĕсене, кивĕ тĕрев çинчи сывлăш сечĕсене куçарса улăштараççĕ, чикĕлекен карта тытаççĕ. Машина тăвакансен тăкăрлăкĕнчи унка светофорлă çул юппипе улăштарĕç. Çакă транспорт çӳрессине лайăхлатмашкăн, пăкăран хăтăлмашкăн пулăшĕ. Бордюрсене илнĕ ĕнтĕ. Халĕ çав лаптăкăн хăш-пĕр пайĕнчи асфальтăн аялти сийне сарнă. Çитес вăхăтра троллейбус линийĕсем валли кронштейнсем вырнаçтарĕç. Контрактпа пăхнă тăрăх кунти ĕçсене кăçалхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.
«Çак вăхăтра автоçулăн сарлакăшне пысăклатас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Юсав хыççăн транспорт икĕ енĕпе те виçĕ йĕрпе çӳреме пуçлĕ», — ăнлантарать Александр Иванов тĕп инженер. Пĕтĕмĕшле ĕçе вăхăтра е маларах та вĕçлесси иккĕлентермест ăна. Уçă лапамра вăй хунине кура, паллах, кунта хушма техникăна явăçтараймăн. Александр Сергеевич ахаль те специалистсем çынсене транспортпа çӳреме чăрмантарас мар тесе ĕçленине калать.
Тавралăх та çĕнелет
2025 çулта «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕнетекен объектсем çинче чарăнса тăрас килет. Пархоменко урамĕнче, тĕслĕхрен, «Воддорстрой» организаци 323 метр çула реконструкцилет. Килĕшĕве 2023 çулта алă пусса çирĕплетнĕ. Кунта Ашмарин урамĕнчен пуçласа Магницкий урамĕ таран транспорт çулне юсама палăртнă. Машина лартмалли вырăн хатĕрлĕç, тротуар сарĕç, çутăпа тивĕçтерĕç. Кабель линийĕсене хурас ĕç пырать. Юсава чӳк уйăхĕн варри тĕлне вĕçлемешкĕн тĕллев тытнă.
Станци çум урамĕнче те ĕç кал-кал пырать. СУ-29 подрядчик 1 çухрăм çула тĕпрен юсас яваплăха хăйĕн çине илнĕ. База тăкăрлăкĕнчен пуçласа биатлон центрне çити тăсăлакан çула юсаççĕ. Асфальт хума, тротуара, çутă хатĕрĕсене, шалкăм çумăр канализацине çĕнетме палăртнă. Организаци ĕçченĕсем бордюрсене илнĕ. Ĕçлеме чăрмантаракан йывăç-тĕме касаççĕ тата коммуникаци пăрăхĕсемпе сечĕсене куçараççĕ.
Çулталăк шайĕн планĕ халех тулĕ
Республикăн тĕп хулинче пĕр-икĕ хутлă уйрăм çуртсем вырнаçнă микрорайонсенчи çулсене те куçран вĕçертмеççĕ. Кăçал, сăмахран, муниципалитет уйрăм программăпа килĕшӳллĕн 350 урамри çулсене сарать те, юсать те. Çак тĕллевпе 3 миллиард тенкĕ уйăрнă. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов каланă тăрăх, республикăн тĕп хули утă уйăхĕн вĕçĕ тĕлне ку енĕпе çулталăк шайĕн планне тултарĕ.
Тикĕс çулпала машинăпа çӳреме те, çуран утма та кăмăллă. Унашкаллине çатма тĕпĕпе те танлаштараççĕ. Хула çыннисен хăтлăхĕшĕн тăрăшакансем хăвăрт ĕçленине кирек камăн та сăнамашкăн май пур. Эпир, çĕнĕ кăнтăр районĕнче пурăнакансем, Гастелло урамĕнчен пуçласа Трактор тăвакансен проспектĕнчи 73-мĕш çурт патне çитекен çула çĕнетнине сиссе те юлаймарăмăр. А.Данилов усламçă утă уйăхĕн варри тĕлне тепĕр виçĕ адреспа юсав ĕçĕсене вĕçленине каласа хăвармалла. Энгельс, Чапаев урамĕсенчи, Техника тăкăрлăкĕнчи çурт таврашĕсенчи çулсем çĕнелни те кăмăла çĕклет.
Бауман урамĕнчи /Трактор тăвакансен проспектĕнчен пуçласа Ленин комсомолĕн урамне çитичченхи лапам/ тротуара йĕркене кĕртес ĕç графикпа пăхнинчен маларах пулса пырать. Тĕрĕссипе вара ку лаптăка çитес çул кăна юсама палăртнă пулнă.
Укçа перекетленине кура Ленинград урамĕнчи /Хĕрлĕ тӳремрен пуçласа Республика тӳремне çити/ тротуар валли кирлĕ хатĕрсем илмешкĕн аукцион ирттерни — кăмăллă черетлĕ хыпар. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне ĕçе вĕçлеме палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен, 2025 çулта магистраль çулĕсен хĕрринчи 10 тротуара юсаса çĕнетĕç. Вĕсен тăсăмĕ 4,1 километрпа танлашĕ.
Халăх хаклать
М.Горький тата Мускав проспекчĕсенчи, Фучик тата Калинин урамĕсенчи çулсене йĕркене кĕртни те — курăмлă ĕç. «Автодор» организаци шăтса пĕтнĕ çиелти сийе улăштарать. Нумаях пулмасть Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем, районсен управисен çумĕнчи общество канашĕн членĕсем çĕнĕ çула пахаламашкăн тухнă. Сăмах май, пирĕн тăрăхра «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тĕрĕслевĕнче» проект вăй илсе пырать. Ăна регион ертӳçи Олег Николаев сĕннипе пуçарнă. Çакă шăпах социаллă пĕлтерĕшлĕ обĕ ектсен строительствипе реконструкцине тĕрĕслес ĕçе халăха явăçтарнипе çыхăннă.
Фучик урамĕнчи çула, тĕслĕхрен, хула çыннисем çĕнетме ыйтнă. Çавна май 13,8 пин тăваткал метр лапама тикĕсленĕ. Унăн тăршшĕ 0,68 километрпа танлашать. Подрядчик ĕçе планпа пăхнинчен маларах пурнăçласа пырать.
Максим Горький проспектĕнчи 10 пин тăваткал метр лаптăкри çула /0,58 çухрăм тăршшĕ/ улăштарнă. Ĕçе хăвăртлатас тата халăха çӳреме меллĕ пултăр тесе çул юсакансем каçхине те вăй хунă.
Халăх тĕрĕслевçисем çул саракансен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Апла тăк — йăлтах килĕшӳллĕ, хула çыннисене юрăхлă.
Общество транспортĕнче хăтлă
«Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Правительство пулăшнипе эпир экологие сиен кӳмен хула транспортне сыхласа хăварăпăр тата аталантарăпăр», — тенĕччĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов çĕнĕ троллейбуссене çула кăларнă май. Чăваш Енре троллейбус тытăмĕ çĕршывра чи аталаннисенчен пĕри пулнине аса илтерес килет. Халĕ Çĕнĕ Шупашкара каякан троллейбуспа республикăн тĕп хулинчи çĕнĕ кăнтăр районне те çăмăллăнах çитме пулать. Транспортра халăх нумаях мар. Статистикăна тишкерес тĕк — пĕлтĕр Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти троллейбуссемпе 51 миллион ытла çын çӳренĕ. Троллейбус паркĕ çĕнелсе пыни савăнтарать. 1-мĕш маршрутпа çӳрекен пур троллейбуса та улăштарчĕç. Общество транспортĕнче çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăтлă.
ЦИТАТА
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
Пилĕк çулта республикăра 62 çухрăм ытла автомобиль çулĕ тунă тата тĕпрен çĕнетнĕ, 2 пин те 400 çухрăм çула, 19 кĕпере юсанă, ялсенчи 85 çухрăм çула çутăпа тивĕçтернĕ.
Çапла вара 2020-2024 çулсенче регионти нормативлă шая çитернĕ çулсене 44 процентран пуçласа 50 процент таран ӳстернĕ, Шупашкар агломерацийĕн чиккисенчи çулсене – 65 процентран пуçласа 85 процент таран.
Владимир ДОБРОХОТОВ, Шупашкар хулин пуçлăхĕ:
— Шупашкар урамĕсемпе талăкра 140 пин ытла машина чупать. Çул çине тухакан автомобильсен шучĕ кашни çул 10 пине яхăн ӳссе пырать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче урамсене йĕркеленĕ чухне çакăн чухлĕ техника пулассине, паллах, шута илмен. Хулан тикĕс пурнăçĕ çулсен пахалăхĕнчен нумай килет. «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пĕлтĕр 994 миллион тенкĕ уйăрнă.
СĂМАХ МАЙ
Çул-йĕрпе çыхăннă наци проекчĕпе ĕçленĕ май пилĕк çулта республикăн тĕп хулинчи çулсене йĕркене кĕртмешкĕн 5,5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Автоçулсен 72 лаптăкне çĕнетнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ пилĕк çуллăхра Шупашкар çулĕсен 85 процентне йĕркене кĕртнĕ. Урăхла каласан, çакăнти çул нормăпа килĕшсе тăрать. Ку кăтартупа тивĕçлипех мухтанма пулать. Рейтинга пăхас тăк — паян Шупашкар ку енĕпе Мускав, Питĕр, Хусан хыççăнах пырать.