Комментировать

25 Июл, 2025

Хыпар 54 (28371) № 25.07.2025

Юрату вăл – куллен тăрăшса пурнăçламалли пархатарлă ĕç

Пурнăç телейлĕ тата тулли пуласси мĕнрен килет? Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн нумай çул пĕрле пурăнакан Эльвирăпа Владимир Тимофеевсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тата унăн мăшăрĕпе, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçипе Наталья Николаевăпа тĕл пулнă, çак ыйту хуравне пĕрле шыранă. Вĕсем — юрату тата пĕр-пĕрне тĕрев пани çемьене çирĕплетнине кăна мар, патшалăх службинчи ĕç ăнăçлăхне ӳстернине кăтартакан чĕрĕ тĕслĕх.

— Юлашки çулсенче çемье пĕлтерĕшĕ чакса пыни пирки час-часах калаçма пуçларĕç. Сирĕн шухăшăрпа, çакă мĕнре палăрать-ши? Тата мĕншĕн хальхи саманара çемье хакне ӳстерсе пымалла?

Наталья НИКОЛАЕВА: Манăн шухăшăмпа, хальхи пурнăç таппи пачах урăхла пулма хистет: çыннăн чи малтан хăйне шанмалла. Пĕр енчен — ку лайăх та. Паян арçыншăн та, хĕрарăмшăн та аталанма майсем ытларах. Иртнине аса илер-ха. Хĕрарăмсен вĕренессишĕн, юратса качча тухассишĕн кĕрешме тивнĕ. Турра шĕкĕр, ку чарусем аваллăхра юлчĕç. Асаттесемпе асаннесен ăрăвне илес тĕк — вĕсене çемье йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Ялта пысăк хуçалăха пĕччен тытса тăма çăмăл пулман. Çемье тĕрек, хӳтлĕх шутланнă. Паян вара технологисем, социаллă институтсем вăй илсе пынă саманара пĕччен те хăтлă пурăнма пулать. Ку çиелтен пăхсан çапла туйăнать. Çапах та çынна çывăх тăвансен ăшши кирлех.

Олег НИКОЛАЕВ: «Самана таппин варкăшне» тарăнрах тишкерес тĕк — виçĕ тĕп уйрăмлăха палăртнă пулăттăм. Пĕрремĕшĕ — пурнăç чуппи хăвăртланни. Кашни кун мĕн те пулин çĕнни пулать, пĕтĕмпех хăвăрт улшăнать. Иккĕмĕшĕ — этем умĕнче уçăлакан майсем. Виççĕмĕшĕ — вĕсене пурнăçа кĕртмелли анлă çул-йĕр. Вĕсемпе усă курма çăмăл тата ансат пек туйăнать. Çав вăхăтрах — ку мана уйрăмах пăшăрхантарать — ăруран ăрăва куçса пынă йăласем çухалаççĕ. Ĕлĕк çирĕп йĕрке пулнă: «арçын ĕçĕ», «хĕрарăм ĕçĕ», «капла тума юрамасть», «çынран аван мар». Паян авалхи чылай япала манăçа тухса пырать. Çав вăхăтрах çĕнни йĕркеленмест.

— Сирĕн иксĕрĕн те ĕç, тивĕç нумай. Çемье ăшшине упрама, пĕрпĕрне тимлĕх уйăрма епле вăхăт çитеретĕр?

Олег НИКОЛАЕВ: Пĕлетĕр-и, паян пирĕн кăна мар, бизнесменсен, чиновниксен, ытти професси çыннисен те ĕç нумай. Манăн шухăшпа, пĕрешкел ĕмĕт, ăнтăлу пулмалла. Тĕслĕхрен, пĕрле апатланни питĕ çывăхлатать. Çав вăхăтра пĕтĕм ĕç пирки манатăн, пĕр-пĕрин ăшшине, пĕр-пĕрне ăнланнине туятăн. Çакăн пек самантсем час-часах пулни хăех туйăмсене вăйлатать. Çав туйăмсем вара тĕрлĕрен пулма пултараççĕ: хисеп, чăтăмлăх, ăнлану, çывăх çын çитĕнĕвĕшĕн савăнни… Ку йĕркене эпĕ ятарласа «çемье валли уйăрнă» вăхăтра кăна мар, ытти чухне те çирĕп тытса пыма тăрăшатăп. Шел те, кулленхи ĕç-хĕл авăрĕнче çывăх çынсене тимлĕх уйăрассине каяраха хăваратпăр. Çакă чăваш культуринче уйрăмах вăйлă палăрать.

Наталья НИКОЛАЕВА: Манăн шухăшпа, ыйту хуравĕ питĕ ансат: пĕр çулпа утмалла. Эпĕ Олег Алексеевич банкра ĕçленĕ çулсенче те, политикăра та, хальхи должноçра вăй хунă чухне те унăн ĕçĕсене пĕлсе тăма тăрăшнă. Çакă маншăн яланах кăсăклă пулнă, мăшăра лайăхрах ăнланма та пулăшнă. Çынсене пĕр шухăш-тĕллевпе пурăнни питĕ çывăхлатать. Эпĕ, сăмахран, Хĕрарăмсен союзĕн проекчĕсене яланах Олег Алексеевичпа сӳтсе яватăп. Унăн стратегиллĕ шухăшлавĕ час-часах кĕтмен йышăнусем тума пулăшать. Тата эпир пĕрле вăхăта ирттерме юрататпăр: уçăлса çӳретпĕр, пĕр пек кĕнекесем вулатпăр, фильмсем пăхатпăр, кайран вĕсене сӳтсе яватпăр. Çакă пире пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма пулăшать. Çакăн пек ансат самантсем чăннипех те питĕ хаклă.

Олег НИКОЛАЕВ: Эпĕ хушса хурасшăн: хĕрарăмпа арçын хутшăнăвĕсенче пĕрне пĕри шанни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Арçын хĕрарăма тĕнчене тĕпчеме ирĕк парать. Хĕрарăм хăй курни-пĕлнине арçынна каласа парать. Çапла майпа вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатса, хутшăнусене çирĕплетсе пыраççĕ.

— Кашни çемьен хутшăнусене çирĕплетекен хăйне евĕрлĕ йăла-йĕрке пур. Сирĕншĕн мĕн уйрăмах хаклă? Тата ачасене мĕне вĕрентсе хăвармалла?

Олег НИКОЛАЕВ /кулать/: Пирĕн çемье йăли-йĕркине упраканни, сăмах та çук, Наталья Алексеевна.

Наталья НИКОЛАЕВА: Пирĕн çемьери йăласем ыттисенчен уйрăлсах тăмаççĕ-тĕр. Анчах вĕсем пирĕншĕн питĕ хаклă. Эпир çĕнĕ куна сĕтел хушшинче юратса хатĕрленĕ ирхи апатран пуçлама тăрăшатпăр. Çав самантсенче пĕрпĕрне куçран пăхатпăр, пĕр-пĕрин кăмăл-туйăмне куратпăр, кун йĕркине тишкеретпĕр. Пытармастăп, кăшт кахалланнă чухне Олег Алексеевич тĕпелте кăмăлласа ĕçлет. Вăл уйрăмах шашлăк тата хура тул пăтти тутлă пĕçерет. Пĕлместĕп, темшĕн манăн унăнни пек пулмасть /кулать/. Тата эпир пĕрле кинона çӳреме кăмăллатпăр. Патриотизм темипе, çемье, ачасем валли ӳкернисене пăхатпăр. Ачасем ӳссе пынă май ачапăча фильмĕсене сахалрах çӳретпĕр. Анчах та мăнуксем çуралсан каллех мультфильмсем пăхма пуçласса шанатпăр /кулать/! Çулла ачасемпе, юлташсемпе походсене çӳретпĕр. Çемье уявĕсене йĕркелетпĕр. Пысăк сĕтел хушшинче темиçе ăру пухăнни питĕ килĕшет. Сасăпа кĕнеке вулани — пирĕн ырă тепĕр йăла.

Олег НИКОЛАЕВ: Ансат çак йăласен воспитани пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Ачасене кăна мар, пире те вĕрентеççĕ. Сăмахран, пирĕн çемьере кулăшла йĕрке — «сĕтел — престол» — пур. Сĕтел хушшинче эпир пĕрле апатланнисĕр пуçне ырă ĕçсем пирки те сăмах хускататпăр. Пирĕн хăш-пĕр йăла пуриншĕн те çирĕп йĕрке. Тĕслĕхрен, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пурте пĕрле Çĕнтерӳ кунĕн мероприятийĕсене хутшăнатпăр. Çĕнĕ çулта вара ачасем пурте килте пухăнаççĕ. Аслисем çитĕннĕ пулин те уява пирĕнпе пĕрле паллă тăваççĕ. Пирĕншĕн савăнăç.

— Эсир пĕр-пĕрне юратакан мăшăр кăна мар, тимлĕ ашшĕ-амăшĕ те. «Ачасене пуянлăх париччен ăс парăр» тенĕ ваттисем. Хăвăрăн ачăрсене чи малтан мĕне вĕрентме тăрăшатăр?

Олег НИКОЛАЕВ: Пирĕншĕн ачасене тĕрĕс сăмах калани мар, хамăрăн тĕслĕхпе вĕрентни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Акă эпĕ ирсерен чупатăп. Маншăн çакă спорт çеç мар, хăйне евĕрлĕ медитаци. Ывăла пĕрле чупма сĕнетĕп те — нихăçан та хирĕçлемест. Мĕншĕн тесен маншăн çакă питĕ пĕлтерĕшлине курать. Тепĕр самант — ачасене хамăрăн кулленхи пурнăçа хутшăнтарма тăрăшатпăр. Виççĕмĕшĕ — пушă вăхăтра пĕрле кĕнеке вулани тата фильмсем пăхни. Тепĕр чухне мĕн вуласси пирки тавлашса та илетпĕр. Юлашкинчен пурне те çырлахтаракан йышăну патне — чылай чухне вăл Наталья Алексеевна каланипе тӳр килет /кулать/ — пырса тухатпăр. Ачасем пĕчĕк чухне юмах та вулама тивнĕ. Астăватăп-ха: темле комикса хĕрачана ик çĕр хут та вуласа панăччĕ.

Наталья НИКОЛАЕВА: Анне пулни мĕн таран ырлăх пулнине виççĕмĕшне çуратнă хыççăн тин туйма пуçлатăн. Пĕрремĕш ачапа амăшĕ пулма вĕренетĕн, иккĕмĕшĕпе анне пулса тăнине ăнланса илетĕн. Виççĕмĕшĕ çут тĕнчене килсен вара анне пулнипе киленетĕн. «Кĕçĕннисене пире чарнине те тума ирĕк паратăр», — теççĕ аслисем тепĕр чухне. Тӳррĕн хуравлатăп: «Эпĕ халĕ ăслăрах». Воспитани — чĕрĕ юхăм, эпир ачасемпе пĕрле ӳсетпĕр. Халĕ манăн анне ĕçĕн опычĕ аслă хĕр ӳсĕмĕпе пĕр тан — пĕрле аталанмалли питĕ лайăх мел.

— Эсир çемьесене тĕрев паракан социаллă проектсене хастар хутшăнатăр. Сире çемье опычĕ ку ĕçре пулăшать-и?

Наталья НИКОЛАЕВА: Паллах, хăв курмасăр, илтмесĕр усăллă проектсем хатĕрлеме çук. Пирĕн пуçарусем — сăмахран, ăнăçлă хĕрарăмсен тĕслĕхĕпе хĕрачасене професси суйлама вĕрентекен «Ял управçи» программа — хамăрăн пурнăçран илнĕскерсем. Эпир хамăрăн тĕслĕхпе тăван тăрăхрах телейлĕ пулма май пуррине кăтартатпăр. Çичĕ тинĕс леш енче телей шырамалла мар. Вăл кунтах, хамăрăн çемьере, тăван енре.

Олег НИКОЛАЕВ: Çемье пĕлтерĕшне ăнланни çынсен чунчĕринче тарăн йĕр хăваракан проектсем йĕркелеме май парать. Çемье хаçат-журналта кăтартакан ӳкерчĕк мар, вăл чĕрĕ истори. Çакна çынсем те кураççĕ. Çавăнпа, шухăшлатăп та, пирĕн пуçарусене ыттисем те ырласа йышăнаççĕ.


Халăх укçи – пархатарлă ĕçсем валли

«Эпир Шупашкар хулинчи Низами урамне тăватă çул каялла куçрăмăр. Çурта çулла туянтăмăр. Кĕркуннехи йĕпе-сапа пуçланчĕ те… Çул çинче пылчăк çăрăлать, кӳлленчĕксем урлă сиксе каçма çук», — каласа кăтартрĕ тăватă ача амăшĕ Татьяна Етриванова.

Низами урамĕнче тĕпленнĕ çынсене ку чăрмавсене сирме пулăшас тĕллевпе бюджет программине хутшăнма, ку ыйтупа Калинин районĕн администрацине тухма сĕннĕ. «Проект çинчен тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн кӳршĕсемпе калаçрăм. Вĕсем укçа пухма килĕшрĕç. Çул сармалли тăкакăн пысăк пайне бюджетран саплаштарчĕç. Паллах, строительсен ĕçне сăнасах тăтăмăр. Кашни кун çывăхра çӳрени, ахăртнех, вĕсене йăлăхтарса та çитерчĕ пулĕ. Çапах та питĕ лайăх çул туса пачĕç. Кӳршĕллĕ урамра пурăнакансем те, сăмах май, пирĕн ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕç. Вĕсем те халĕ пуçаруллă бюджет программине хутшăнас тĕллевлĕ», — каласа кăтартрĕ Татьяна. Сăмах май, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пуçаруллă бюджет программи пач пĕлмен япала мар. Проект çынсен, бизнесăн тата влаçăн вăйне пĕрлехи ĕç тума пĕрлештерет. Кунта сăмах укçа пирки мар, тăван хулана хамăрăн алăпа лайăхрах тума май пурри çинчен. Халăх ăçта мĕн улăштармаллине хăй палăртать, сĕнӳсене сӳтсе явма хутшăнать, ĕçсене сăнаса тăрать… Программа пулăшнипе ку таранччен питĕ нумай общество вырăнне хăтлăлатнă, çĕнĕ об±ектсем хута янă, реконструкциленĕ. Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе программăна пĕлтерĕшлĕ улшăнусем кĕртнĕ. «Чăваш Енре пуçаруллă бюджет программи ăнăçлă аталанать. Çынсем территорисене лайăх енне улăштарма хăйсем хутшăнасшăн. Вĕсене хавхалантарас тĕллевпе ĕç-хĕл енĕсене анлăлатрăмăр, бюджетран паракан укçа виçине пысăклатрăмăр. Апла тăк пурнăçа кĕртмелли проектсен шучĕ те ӳсĕ, — тенĕ республика ертӳçи. — Çĕнелнĕ программăна «Ниме — Халăх бюджечĕ» ят патăмăр. Чăваш халăхĕшĕн ниме — пĕрлехи ĕç. Апла тăк кашни тӳпе хывать». Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, маларахри çулсенче пуçаруллă бюджет программипе ытларах ял çыннисем усă курнă. Кăçалтан вара республика хулисенче пурăнакансене хастартарах явăçтарасшăн. Çавна май хуласем валли уйăракан укçа калăпăшне те пысăклатнă. Тĕслĕхрен, Шупашкара 10 миллион тенкĕ вырăнне 87,5 миллион тенкĕ парĕç, Çĕнĕ Шупашкара — 7,5 миллион тенкĕ вырăнне 35 миллион тенке яхăн. Кунсăр пуçне республика уйăракан виçене те 5 процент ӳстернĕ. Çакă çынсене хăйсен пуçарăвĕсене сахалрах тăкакпа пурнăçа кĕртме май парĕ. Программăна çĕнĕ икĕ проектпа пуянлатнă. «Манăн картиш» çуртсен çумĕнчи территорисене хăтлăлатма, урамра çутă, видеосăнав хатĕрĕсене вырнаçтарма май парĕ. «Ача-пăча тата çамрăксен тĕнчи» проектпа килĕшӳллĕн пурнăçламалли ĕçсене çамрăксем хăйсем сĕнеççĕ. Ку сĕнӳсене хула халăхĕпе сӳтсе явнă. Çынсем вĕсене ырласа йышăннă. Тепĕр çĕнĕлĕх — муниципалитетсем кирек мĕн чухлĕ заявка тăратма пултараççĕ. Ку енĕпе чару çук. Проектсен шучĕ укçа виçинчен тата граждансен хастарлăхĕнчен килет. Хаклав тытăмне те улшăнусем кĕртнĕ. Тĕп паллă — халăх ырланин шайĕ. 500 çын ытла алă пуснă проектсем 150 балл илеççĕ. Çавăн пекех ТОСсем тата çамрăксен организацийĕсем ырланисене 50 балл хушса параççĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри пилĕк хулара — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле — пурăнакансенчен те 2026 çулта проекта хутшăнмашкăн заявкăсем йышăнма пуçланă. Сăмах май, çĕнĕлĕхсем пилĕк çак хулана пырса тивеççĕ. Программăна ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусене татса парассине Чăваш Республикин Строительство министерстви йĕркелесе пырĕ. Заявкăсене «Чăваш Ен онлайн» порталта çурла уйăхĕн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Пуçаруллă ушкăнĕсен проект хатĕрлемелле, çынсене алă пустармалла, документсене муниципалитетсен администрацине памалла. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче сасăлав пуçланать. Çĕнтерӳçĕсене юпа уйăхĕн 27-мĕшĕччен палăртаççĕ. Тулли информаципе народныйбюджет.чувашия.рф сайтра паллашма пулать. Сăмах май, пуçаруллă бюджет программине ятарлă пĕлӳсĕр хутшăнма ансат мар. Çакна шута илсе Чăваш Республикин Строительство министерстви тата профильлĕ ведомствăсем общество ĕçĕн хастарĕсем валли семинарсем ирттерме йышăннă. Кашни муниципалитет администрацийĕнче проект ушкăнĕсене туса хунă. Пуçару ушкăнĕсене пулăшакан координаторсене çирĕплетнĕ. Министерствăсенче яваплă специалистсене палăртнă. Çавăн пекех информаци материалĕсем — буклетсем тата методика сĕнĕвĕсем — хатĕрленĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА.


Чăваш Ен ытти регионшăн тĕслĕх вырăнĕнче

Чăваш Енре 2025 çулта халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă 1555 проекта ĕçе кĕртме палăртнă. Вĕсем валли уйăрнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле виçи 3,3 млрд тенкĕпе танлашать.

Шыв ыйтăвĕ çивĕч

Çав шутрах Елчĕк округĕнче кăçалхи ĕç калăпăшĕ чылай пысăкрах: 110 проект хакĕ 99,4 млн тенкĕпе танлашать. Ентешсем ытларах «Пирĕн çулсем» /38/, «Ял инфраструктурине аталантарасси» /36/ проектсене суйласа илнĕ. Утă уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне округра 12 проекта вĕçленĕ: Тăрăм, Çуткӳл ялĕсенче пушар резервуарĕсем хута янă. Кĕçĕн Таяпапа Каркаларта хăйăрпа, чулпа хытарнă çулсем йĕркеленĕ. Петровка поселокĕпе Çĕнĕ Тӳскелте масарсен картисене улăштарнă, Энтепе çăвинче çурт лартнă, Хăвăлçырма ялĕнчи пĕр урамра шыв пăрăхĕсене çĕнетнĕ тата ыт. те. Халĕ территори пайĕсенче 33 проекта пурнăçлаççĕ. Хăвăлçырмасем икĕ урамра шыв пăрăхĕсене улăштараççĕ. Яманчӳрелсем те çак тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Кунта 4 урамра хĕрӳ ĕç пырать. Чылай ялта кирлĕ мар пысăк калăпăшлă япаласене вăхăтлăх пухмалли контейнер лапамĕсем йĕркелеççĕ. Ялсенче çул-йĕре тăтăшах юсаса тăраççĕ. Çавăн пекех шыв пăрăхĕсене улăштарасси те çивĕч ыйту çуратать. Мĕншĕн тесен вĕсем кивелнĕ. Ку ыйту асăннă тăрăхри Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакансене те канăç памасть. Ăна вĕсем иртнĕ çулах хускатнă. Мĕншĕн тесен шыв ыйтăвĕ кунта питĕ çивĕч. Пăрăхсене 1989 çултах хунă. Унтанпа 40 çула яхăн иртнĕ. «Ун чухне пирĕн чукун пăрăхсем пулнă. Вĕсем халĕ кивелнĕ, час-часах шăтаççĕ. Пăрăхсене асфальт хĕррипе хывнă. Çул тăрăх вара йывăр тиевлĕ машинăсем çӳреççĕ. Вĕсем пăрăхсене сиен кӳреççĕ. Çавна май пĕрмаях юсама тивет. Халăх пăшăрханать. Çулталăкра çĕр чавса 5-6 хутчен юсатпăр», — тет ял старости Николай Кожевников. Кивĕ Эйпеçĕн хисеплĕ гражданинĕ Леонид Григорьев палăртнă тăрăх, шыв ыйтăвĕ ял çыннине тарăхтарсах çитернĕ. Хăш чухне пĕр эрне шывсăр пурăнма тивет. Ял çынни вара чылай выльăх-чĕрлĕх тытать. Вĕсене те шывсăр усраймăн. «Çавăнпа та çак ĕçе пуçăнма шухăш тытрăмăр, — терĕ вăл. — Пĕлтĕр кĕркунне халăхран укçа пуçтартăмăр та пуçаруллă бюджет программăна кăçал валли явăçас терĕмĕр». Укçа пухассине ял халăхĕ те ырланă. Нухрата килсеренех панă. «Зинаида Семенова 87 çулта, — малалла сăмах илчĕ ял хастарĕ Алевтина Казакова. — Укçа пуçтарас тĕллевпе ун патне кĕтĕм те: «Зина аппа, эсĕ çулпа та аслă çын, унсăр пуçне санăн пусă та пур. Эсĕ укçа памасан та пултаратăн», — терĕм. «Ай, çук. Çынран юлатăп-и?» — пулчĕ хурав. Хăй çавăнтах укçа кăларса тыттарчĕ». Программăна çĕнĕлĕх кĕртнĕ хыççăн заявка тăратиччен малтан сасăлав ирттермелле. Ăна вара Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă пурнăçламалла. Асăннă ялта вара ытларах аслă ăру çыннисем пурăнаççĕ. Сасăлав вĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ чăрмав шутланать. Çавна май ял клубĕнче ватă çынсем валли сасăлав кунĕсем ятарласа йĕркеленĕ. «Ватă çынсене сасăлав вăхăтĕнче пулăшрăмăр, — терĕ Любовь Алексеева. — Эпир вĕсене электрон почта, Патшалăх пулăшăвĕн порталне йĕркелесе патăмăр. Çапла майпа ял-йыш сасăлав витĕр тухрĕ». Проект хакĕ 5 млн ытла тенкĕпе танлашнă. Кивĕ Эйпеçсем 2025 çулхи программăна кĕрсе юлнă. Çак кунсенче ĕçе пуçăнассине пĕлтерчĕ вырăнти ТОС пайташĕ Юрий Алексеев. «Нумаях пулмасть подрядчикпа çыхăнтăм, — терĕ вăл. — Договор тăрăх, вĕсен ку ĕçе çу-авăн уйăхĕсенче пурнăçламалла. Халăх питĕ кĕтет. Пăрăхсене кашни урама хураççĕ. Колонка пачах пулмасть. 2 пушар гидранчĕ вырнаçтарасшăн. Кашни урам вĕçĕнчех крансем пулмалла. Вĕсем тытăма тасатма май параççĕ». Сăмах май, Кивĕ Эйпеçсемшĕн ку программа çĕнĕлĕх мар. Маларах вĕсем унпа усă курса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсанă, масар çулне асфальт сарнă. Ентешсем ял аталантăр тесе тăрăшаççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: халăх хăйĕн вăйĕпе кану паркĕ те тунă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, мăшăрланакан çемьесем туя лартаççĕ. Çавна май парк ӳссе пырать. Программăн пĕлтерĕшне тĕпе хурса малашне ял-йыш 1970 çулсен пуçламăшĕнче тунă культура çуртне те çĕнетме шухăшлать. Проект тăван тавралăха тирпей-илем кĕртме, хитрелетме, хăтлăлатма пулăшать. Тăван тавралăха аталантарма «Пуçаруллă бюджет питĕ кирлĕ. Вăл хăйĕн кирлĕлĕхне лайăх кăтартрĕ. Эппин, ăна мĕншĕн пăрахăçлас-ха? Пачах урăхла, ку практикăна анлăлатмалла», — тенĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2025 çулхи ака уйăхĕнче муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă май. Çĕршыв Пуçлăхĕн сăмахĕсем хулапа ялсене аталантарас ĕçе унта пурăнакансене, вĕсен ыйтăвĕсемпе пуçарăвĕсене тĕпе хурса, явăçтармаллине уççăнах палăртаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак ĕçĕн кирлĕлĕхне çирĕплетет: «Эпир хамăр республикăна хăтлă тата аталануллă курасшăн. Çакна пĕрле çеç пурнăçлама пулать. Чи тухăçлă мел — пуçаруллă бюджет программине хутшăнасси. Ăна пула эпир 6379 проект пурнăçларăмăр: çул-йĕр юсарăмăр, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртрĕмĕр, ача-пăча лапамĕсем турăмăр тата ыт. те. Программăна хутшăнса маларах ял халăхĕ хастарлăх кăтартрĕ. Халĕ хулара пурăнакансене вырăнти çивĕч ыйтусене татса пама явăçтарасшăн. Эпир укçа-тенкĕ уйăрассине ӳстертĕмĕр, ĕç çул-йĕрне анлăлатрăмăр, çавăн пекех программăна çĕнĕ ят патăмăр — «Ниме — Халăх бюджечĕ».

Валентина ПЕТРОВА.


Ÿсĕм çулĕ чикĕ урлă та каçать

Пĕлетĕр-и, Шупашкарта çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ экономика форумĕн кунĕсенче Перекет банкĕн регион территорийĕнчи суту-илӳпе сервис точкисенчи транзакци хастарлăхĕ тăруках пысăкланнă. Çакăн çинчен Сбер аналитикĕсем пĕлтереççĕ. Ку, паллах, форумăн республикăшăн усăллă пĕчĕк çеç саманчĕ кăна. Унашкал самантсем вара вăхăт иртнĕ май нумайнумай сферăра палăрĕç. Çав шутра — экономика форумĕн кун йĕркинче пулнă экспорт аталанăвĕ енĕпе те.

5 çулти хушăм — 45 процент

Шучĕпе 15-мĕш форумра 23 килĕшӳ алă пуснă. Вĕсенчен тăваттăшĕ инвестицисемпе çыхăннисем — 7 миллиард тенкĕлĕх. Çакă, ăнланмалла, пирвайхи кăтарту, республика ертӳлĕхĕ икĕ куна тăсăлнă форумра пулнă мĕн пур сĕнĕве тĕплĕ тишкермеллине палăртать — вĕсем Чăваш Ен аталанăвĕн малашнехи стратегийĕсене никĕслĕç. Транзакцисем тенĕрен, çĕртме уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче вĕсем Сбер терминалĕсене вырнаçтарнă асăннă точкăсенче пĕтĕмпе 940 пин, 325 миллион тенкĕлĕх, пулнă. Банк пĕтĕмлетнĕ тăрăх, ку виçе ытти чухнехи кулленхи вăтам кăтартуран 29,2 миллион тенкĕ чухлĕ пысăкрах. Сутуилӳпе сервис точкисенчи операцисен вăтам шучĕ 55 пин единица чухлĕ хушăннă. Ӳсĕм «Кафе тата ресторансем» сегментра пушшех курăмлă. Ахальтен мар ĕнтĕ Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Дмитрий Краснов та «Шупашкарти экономика форумĕ диалог площадки кăна мар, экономика процесĕсен катализаторĕ те пулса тăнине» палăртать. — Транзакци хастарлăхĕ ӳсни, вăл уйрăмах пулăшу ĕçĕсемпе общество апатланăвĕн сферинче пысăкланни кунашкал мероприятисем вырăнти бизнеса хавхалантарнине çирĕплетеççĕ. Ĕçлĕ хастарлăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхшĕн пайăр кăтартусемпе çаврăнса килни пушшех хаклă. Кăçал эпир вĕсен укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ ӳснипе пĕрлех регионсен, çĕршывсен хушшинчи çыхăнăвĕсем те çирĕпленнине куратпăр. Çакă — Чăваш Ене инвестици енĕпе илĕртӳллĕрех тумалли пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм, — терĕ вице-премьер. Дмитрий Иванович Шупашкарти форум программинчи «Раççей регионĕсен тулашри экономика çыхăнăвĕсен трансформацийĕ: çĕнĕ горизонтсем» çавра сĕтеле пухăннисен умĕнче хăй те сăмах илчĕ, Чăваш Ен экспорчĕн паянхи лару-тăрăвне сăнларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республика экспорчĕ юлашки пилĕк çулта 45 процент ӳснĕ. 2024 çулта республикăра туса кăларакан продукцие 54 çĕршыва ăсатнă. 2030 çул тĕлне вара чĕр таварпа çыхăнман экспорт калăпăшĕ 70 процентран кая мар хушăнмалла. Регион ку условие тивĕçтересси иккĕлентермест: нефтьпе, çут çанталăк парнеленĕ çакнашкал ытти ресурспа мухтанайман Чăваш Енĕн паянхи экспорчĕн 99 проценчĕ — чĕр тавар шутланман продукци. 46,4 проценчĕ — пысăк технологилли. Китай, Иран, Марокко, ыттисем... Çавра сĕтел темине ăнсăртран суйласа илмен. Тулашри экономика çыхăнăвĕсен трансформацийĕ çĕнĕ горизонтсене Вăтам Ази, Африка еннелле курать. Республика хăйĕн таварĕсене унти çĕршывсене ытларах ăсатма пуçлани халех сисĕнет, çак туртăм татах вăй илмелле. Чылайранпа тачă çыхăну тытаканнисен шутĕнче — Кăркăсстан, Казахстан, Беларуç, Инди, Китай... Çак список Чăваш Ен экспорт çыхăнăвĕсемпе çывăхланакан çĕнĕ çĕршывсемпе пуянланнине палăртма кăмăллă: Конго, Иран, Сауд Аравийĕ, Марокко, ыттисем. Узбекистанпа ĕçлесси, авă, çĕнĕ шая çĕкленчĕ — çакна республикăн унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе кайнă делегацийĕн ĕçлĕ визичĕ çирĕплетрĕ. Пирĕн продукцие туянакан çĕршывсен шутне 84-а çитерме палăртнă. Регионăн экспорт тытăмĕнче машиностроени продукцийĕ тĕп вырăн йышăнать — 61 процент ытла. Хими тӳпи курăмлă — 14,4 процент. Агропромышленноç комплексĕ те чикĕ леш еннелле ытларах та ытларах тинкерет — экспортăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕнче унăн тӳпи 15,9% çитнĕ. «Акконд» канфечĕсенчен пуçласа çăнăхпа севок сухан тата чăх ури таран — пирĕн ĕçме-çимене чылай çĕршывра кăмăллаççĕ. Эппин, продукци пахалăхĕ пысăк. Çакна экономика форумĕн иккĕмĕш кунĕнчи пĕрлехи ларура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та пусăм туса палăртрĕ: «Экспорт ӳсĕмĕ пирĕн продукцие чикĕ леш енче те хакланине çирĕплетет. Пилĕк çулта вăл 45% ӳсрĕ. Тĕнчери 50 ытла çĕршыв Чăваш Енри компанисен продукцине туянать». Патшалăх экспорта вăй пама ăнтăлнин уссине вара вице-премьер цифрăпа çирĕплетрĕ: çак ĕçе хывнă 1 тенкĕ 2 тенкĕлĕх тупăшпа çаврăнса килет. Çавăнпах патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă. Экспортерсен йышĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Тĕрев мерисен шутĕнче халь шăпах вĕсене пулăшмалли экспорт кэшбекĕ те пур. Олег Николаев хушнипе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртнĕ çак çăмăллăх условийĕсемпе килĕшӳллĕн 2025 çулта экспорт контракчĕ тунисене унăн 1 миллион тенкĕрен ытла мар хакĕн пĕр пайне тавăрса параççĕ. Субсидипе конкурс никĕсĕ çинче тивĕçтереççĕ. Ун валли республикăн кăçалхи бюджетĕнче 5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Нумай мар пек, анчах пысăк мар предприятисемшĕн вăл та курăмлă пулăшу. Пĕлтĕр республика промышленноçĕ экспорт калăпăшне — 50, агропромышленноç комплексĕ 15 процент ӳстернĕ. Медицина пулăшу ĕçĕсен экспорчĕ 80 процент чухлех хушăннă. Çавра сĕтелте вара логистика аталанăвĕн, валюта тӳлевĕсен, хамăрăн производствăсене аталантарса чикĕ леш енче çĕнĕ ĕçтешсем тупассин, пирĕн экспортерсем çĕршывсен хушшинчи «Вăтам Атăл — Каспи тинĕсĕ — Перс заливĕ» транспорт коридорĕн проектне хутшăнассин, Атăл тăрăхне Перс заливĕпе тата Индипе çыхăнтараканскерĕн, ыйтăвĕсене сӳтсе явнипе пĕрлех Чăваш Ен креативлă индустрисен экспорчĕ çине пусăм тăвасси пирки те калаçу пулчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.


Мăнаçлăх кÿрекен юратупа туслăх уявĕ

Чăваш Акатуйĕ çĕршывăн тĕп хулине те тараватлăхпа тыткăнларĕ

Чăваш халăхĕ сĕм авалтан пыракан йăли-йĕркине упрани савăнтарать. Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн Акатуя тĕрлĕ тăрăхра ирттереççĕ. Халĕ çак уяв Раççейĕн тĕп хулине — Мускава та — куçрĕ. Ăна кăçал та ВДНХ территорийĕнче йĕркеленĕ.

Сумлă мероприятие Раççейри Çĕршыв хӳтĕлевçисен тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. «Паян чăваш халăхĕ Раççей Федерацийĕн мĕн пур халăхне хăйĕн йăлана кĕнĕ наци уявĕпе — Акатуйпа — саламлать. «Халăхсен туслăхĕ» фонтан патĕнче чăвашсем çеç мар, ытти наци çыннисем те вăйă картине тăрса алран алла тытăнчĕç. Çакă пирĕн ĕмĕрсен хушшинчи çыхăнăва тата çирĕплĕхе палăртрĕ. Çак пулăма Раççей Президенчĕ Владимир Путин тăтăшах тимлет. Пире кашни халăхăн хăйне евĕрлĕхне упрама, çав вăхăтрах ĕмĕрсен хушши йĕркеленнĕ пĕрлĕхе хаклама, сыхлама вĕрентет. Эпир, чăвашсем, паян хамăрăн культурăна, апат-çимĕçе, кĕпе-тумтире, наци кĕрешĕвне кăтартса юратнă, тăван Раççейĕмĕр тĕрлĕ енлĕхне çирĕплететпĕр. Хамăрăн тĕрлĕ культурăллă çĕршывăмăра юрататпăр тата хаклатпăр», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Кăçал Акатуй Мускав правительстви пулăшнипе Наци тараватлăхĕн фестивалĕн программипе килĕшӳллĕн иртрĕ. Унта пухăннисене Раççейĕн тĕрленĕ карттипе, Чăваш Енĕн туризм илĕртӳлĕхĕпе паллаштарчĕç, унсăр пуçне республикăран тухнă çынсем пулăшнипе ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Вице-премьер — Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, гуманитари пулăшăвне Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра Мускавра тата ытти регионта пурăнакан ентешсем пухнă. Вĕсен йышĕнче — малти линире питĕ кирлĕ хатĕрсем: шанчăклă «Нива» машинăсем, дронсем, тепловизорсем тата ытти те. Олег Николаев каланă тăрăх, техникăна çар çыннисен сĕнĕвĕсене шута илсе туяннă. Часах вĕсем салтаксене пулăшу кӳрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн Раççей Геройне, СВОна хутшăннă Михаил Марцев подполковника паттăрлăх, хастарлăх кăтартнăшăн «Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысланă. Михаил Николаевич Шупашкарта чăваш çемйинче çуралнă, тинĕс пехотин батальонĕн командирĕ таран ӳснĕ. СВОн пуçламăш кунĕсенченех вăл малти линире. 2024 çулхи çурла уйăхĕнче вара унăн батальонĕ пин çухрăмлă марш тунă, Курск облаçĕнче оборона йышăннă. Çапăçура калама çук çирĕп пулнипе палăрнă. Марцев подполковникăн пĕлĕвне кура пысăк йышлă тăшман оборонăна татайман — пирĕн салтаксем тăшман техникине тата чĕрĕ вăйне тĕп тунă, ялхуласене ирĕке кăларнă. «Олег Алексеевич, пысăк наградăшăн тав тăватăп. Чăваш халăхĕн ывăлĕ пулнă май «Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ» ята çӳлте тытăп, республика мухтавне ӳстерĕп. Хăш йăхран пулнине пурин те асра тытмалла. СВО зонинче пирĕн йĕкĕтсем фашизма хирĕç çапăçнă чухне пĕр-пĕрне пулăшни паян уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Михаил Марцев. «Çĕр-çĕр çул эпир вырăссемпе тата ытти халăхпа пĕрле пурăнатпăр, тыр-пул акатпăр, пуçтарса илетпĕр, заводсем лартатпăр — кирлĕ чухне вара алла хĕç-пăшал тытатпăр та тăван çĕре хӳтĕлетпĕр, — сăмах илчĕ РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков. — Пирĕн ачасем ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче питĕ кирлĕ тĕллеве пурнăçлаççĕ, аслă Раççей интересĕсене хӳтĕлеççĕ. Шанатăп, эпир çĕнтеретпĕрех. Чăваш Ен вара çĕршыв малалла çирĕппĕн аталантăр тесе пĕтĕмпех тăвать. Олег Алексеевич республикăна ертсе пынă май аталану программине хатĕрлеме хушрĕ. Çакă — чи хăюллă ĕмĕтсемпе тĕллевсен программи. 2030 çула эпир лайăх кăтартусемпе кĕтсе илетпĕр. Кăçал вара историре пĕрремĕш хут Чăваш Ен хăйĕн бюджетне профицитпа пурнăçлать. Олег Алексеевич команди çине тăнине кура республика çирĕп аталанать». Чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕпе, чун-хавалĕпе никĕсленнĕ уявра наци юрри-ташши, халăх пултарулăхĕ тĕп вырăнта пулчĕç. ВДНХ лапамĕсенче чăваш юрри-кĕвви илтĕнмен кĕтес пулмарĕ-тĕр. Тĕп сцена çинче кунĕпех Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, «Ярды» вокал ушкăнĕ тата Августа Уляндина юрăç, «Бельканто» классик-ушкăн, «Çеçпĕл» вокал ансамблĕ, «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ тата эстрада çăлтăрĕсем куракансене пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уява хутшăннисем валли крафт вăййисем йĕркеленĕ, Чăвашра туса илекен сувенир тата ытти продукцин курав-ярмăркки ĕçлерĕ. Çавăн пекех капăрлăх хатĕрĕсем, эрешсем тумашкăн ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. Раççей кухнин çуртĕнче хуплу, пашалу, шӳрпе пĕçерме те вĕрентрĕç.

Валентина ПЕТРОВА.


2030 çул тĕлне Чăваш Ене 1,7 миллион турист килмелле

Çулсерен чечекленет Чăваш Ен. Илемĕпе вăл республикăра пурăнакансене кăна мар, унăн хăнисене те тыткăнлать. Туристсем валли курмалли-пĕлмелли чылай кунта: музейсемпе театрсем, фестивальсемпе спорт ăмăртăвĕсем, истори вырăнĕсемпе парксем… Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем Чăваш Республикине машина-автобуспа çеç мар, самолетпа вĕçсе тата Атăл шывĕ тăрăх та çитме пултараççĕ.

Кĕскен калас тăк, кăмăл пулсан аякка каймасăр, тăван тăрăхрах кăсăклине, чуна çывăххине тупма пулать. Çакна Шупашкарта кун кунлакан Татьяна Путина та çирĕплетрĕ. Вăл Чăваш Енĕн мĕн пур округĕнче пулса курнă. Унпа çул çӳревсем пирки сăмах пуçариччен чаплă та тĕнчипе паллă хушамачĕ пирки ыйтса пĕлтĕм. «Паллашнă чухне хушамата пĕлтерсенех çĕнĕ пĕлĕшсен сăнĕнче ырă кулă çуралать, вĕсем мана шанни те палăрать, «Эсир Президентăн тăванĕ-им?» — ыйтăва та пĕрре мар илтнĕ, илтетĕп те. Çакнашкал паллă хушамат яланах яваплă, тирпейлĕ пулма хистет. Пĕр сăмахпа, хамăн хушаматăмпа мăнаçланатăп», — каласа кăтартрĕ Татьяна. Тĕп хулара çуралса ӳснĕскер экономика тата педагогика енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ. Çул çӳревсене юратасси унăн Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн Министерствин Туризм аталанăвĕн агентствине ĕçе вырнаçсан пуçланнă. «Тĕрĕссипе, мана çул çӳревсем ача чухнех илĕртнĕ. Университетран вĕренсе тухсанах туризм тытăмĕнче ĕçлеме ĕмĕтленеттĕм. 2023 çулта вара Туризм аталанăвĕн агентствине вырнаçрăм, пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм. Ĕçлеме пуçласанах çак темăна пуçĕпе путрăм. Çав вăхăтрах агентствăн социаллă сетьри ушкăнĕсем валли туризмпа çыхăннă текстсем çырса хатĕрлеттĕм», — паллаштарчĕ хăйĕнпе çамрăк хĕрарăм. Сăмах май, Татьяна Путина кăçал нарăс уйăхĕнче регионсен хушшинче ирттернĕ «Тараватлăх çăлтăрĕсем» фестивальте «Чи лайăх сити-блогер» номинацире финалист ятне илтнĕ. Кунсăр пуçне вăл ырă ĕçсем тума та манмасть, çулталăкра пĕрре ыр кăмăллăх фондне укçа-тенкĕпе пулăшса ыттисене тĕслĕх кăтартать. Агентствăран кайса килтен дистанци мелĕпе ĕçлеме пуçласан та Татьяна туризмпа кăсăкланма пăрахман. Хăйĕн социаллă страницинче Чăваш Енри паллă вырăнсемпе, тĕрлĕ предприятипе, музейсемпе, кану лапамĕсемпе тата ыттипе паллаштарать. Халĕ аслисем валли кăна мар, пĕчĕккисем валли те тĕрлĕ вырăна çитсе курма май пуррине палăртрĕ вăл. «Республикăри «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн вĕренекенсем йӳнĕрех хакпа республикăри икĕ кунлăх экскурси турне тухма пултараççĕ. Пирĕн ача та пĕлтĕр çавнашкал экскурсие хутшăнчĕ. Унта ятарлă программа, ăна вĕренекенĕн ашшĕ-амăшĕ суйлать», — сăмахне малалла тăсрĕ Татьяна Путина. Юхан шыв транспорчĕсемпе Чăваш Енре квадроциклпа, хаски йытăсемпе катаччи чупма, этнокомплексра чăваш йăли-йĕркипе туй йĕркелеме, «Гарри Поттер» паллă фильмри евĕр кĕпере курма тата ытти кăсăклă вырăнсемпе паллашма май пуррине пĕлетĕр-и? Татьяна республикăри тĕлĕнтермĕшсенчен чылайăшне курма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Унпа кăна çырлахмасть вăл, паллах, кӳршĕ регионсене те çитет. Тĕслĕхрен, Атăл тăрăх — Хусана. Питĕ хăйне евĕрлĕ çул çӳрев. Тутарстанăн тĕп хулине Шупашкартан «Валдай» юхан шыв транспорчĕпе çитме май пур. «Пĕлтĕр çулла çак кимĕпе Хусана кайса куртăм. Ирхи 8 сехетре Шупашкарти Юхан шыв портĕнчен тухрăмăр, 11 сехетре палăртнă вырăна çитрĕмĕр. Унтан пире «Газельпе» хăна çуртне илсе кайрĕç, хыççăн экскурси программи иртрĕ. Чăваша та Атăл тăрăх килтĕмĕр. «Валдайпа» çул çӳремешкĕн уйрăмах ачасемшĕн кăсăклă, вĕсем кантăкран куç илми сăнаççĕ. Шал та мини-буфет, кресло, микрохумлă кăмака, сĕтел, электрочейник пур. Çакă уйрăмах пĕчĕк ачапа çула тухакансемшĕн меллĕ. Пепке кӳмине вырнаçтармалли ятарлă вырăнсем те йĕркеленĕ «Валдайра».

Нина ЦАРЫГИНА.


Машинăпа çÿреме те, çуран утма та кăмăллă

Шупашкарта çулсене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Ку ĕç «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пулса пырать.

Çул саракансем нумай кĕттермеççĕ

Акă утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Гагарин кĕперĕн юсаса çĕнетнĕ пайне хута ячĕç. Çакăнти ĕçе планпа пăхнинчен виçĕ уйăх маларах вĕçленине палăртмашкăн уйрăмах кăмăллă. «Универсал» обществăн ертӳçин çумĕ Спартак Губанов юсав вăхăтĕнче ĕçлекенсен йышне тата техника шутне пысăклатни çине пусăм турĕ. Çапла майпа специалистсем пĕр вăхăтра тĕрлĕ ĕç пурнăçлама вăй çитернĕ. Гагарин кĕперĕ урлă каçса çӳрекенсем юсаса тикĕсленĕ çул витĕмне çийĕнчех палăртрĕç. Шупашкар çыннисем унăн тепĕр енне те хăвăртрах уçасса кĕтеççĕ. Спартак Ильич кĕперĕн çиелти сийне — транспорт çулне — кăçалах туса пĕтермешкĕн тĕллев тытнине каларĕ. Кĕпер айĕнчи ĕçсене вара çитес çул вĕçлĕç. Калинин кĕперне те юсама палăртнă. «Универсал» организаципе 312 миллион ытла тенкĕлĕх контракта алă пуснă ĕнтĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе çак ĕçе кăçалхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче пуçлĕç. Сĕнтĕрвăрри шоссине тĕпрен юсас тата транспорт ункине реконструкцилес ĕç 1 çухрăм çулпа çыхăннă. «Универсал» обществăпа 278,6 миллион тенкĕлĕх килĕшӳ тунă. Çул-йĕр ĕçченĕсем Машина тăвакансен тăкăрлăкĕн пуçĕнчи ункăран пуçласа 19-мĕш çуртăн 2-мĕш корпусĕ таран йĕркене кĕртĕç. Çавнашкалах тротуарсене, çутăпа тивĕçтерекен тата çумăр шывĕ юхакан вырăнсене çĕнетеççĕ, ункă тĕлĕнчи шыв тата газ пăрăхĕсене, кивĕ тĕрев çинчи сывлăш сечĕсене куçарса улăштараççĕ, чикĕлекен карта тытаççĕ. Машина тăвакансен тăкăрлăкĕнчи унка светофорлă çул юппипе улăштарĕç. Çакă транспорт çӳрессине лайăхлатмашкăн, пăкăран хăтăлмашкăн пулăшĕ. Бордюрсене илнĕ ĕнтĕ. Халĕ çав лаптăкăн хăш-пĕр пайĕнчи асфальтăн аялти сийне сарнă. Çитес вăхăтра троллейбус линийĕсем валли кронштейнсем вырнаçтарĕç. Контрактпа пăхнă тăрăх кунти ĕçсене кăçалхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. «Çак вăхăтра автоçулăн сарлакăшне пысăклатас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Юсав хыççăн транспорт икĕ енĕпе те виçĕ йĕрпе çӳреме пуçлĕ», — ăнлантарать Александр Иванов тĕп инженер. Пĕтĕмĕшле ĕçе вăхăтра е маларах та вĕçлесси иккĕлентермест ăна. Уçă лапамра вăй хунине кура, паллах, кунта хушма техникăна явăçтараймăн. Александр Сергеевич ахаль те специалистсем çынсене транспортпа çӳреме чăрмантарас мар тесе ĕçленине калать.

Марина ТУМАЛАНОВА.


«Иçĕм çырлине çуркунне лартсан лайăхрах»

Россельхозцентрăн Чăваш Енри уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕн, ял хуçалăх наукисен кандидачĕн Олег Исаевăн пахчинче темĕнле культура та çитĕнет. Çав шутра иçĕм çырли те.

— Чăваш Енре иçĕм çырлине нумаях пулмасть кăна ӳстерме тытăннă темелле. Малтан нумаях марччĕ вăл. «Кăнтăрта ӳсекен çырла пирĕн патра каймасть», — тесе шухăшланă чылайăшĕ. Юлашки 15-20 çул хушшинче пĕри те тепри иçĕм çырли лартма пикенчĕ. Çĕнĕ сортсем илсе килме тытăнчĕç. Тӳрех каласа хăварам: сорчĕсене пĕлсе суйламалла. Ку культурăна хĕле кĕрес умĕн витес пулать — шăнма пултараççĕ. Кăнтăрта, паллах, витмеççĕ: тĕревлемелли хатĕрсем çине çакаççĕ те хĕлле те, çулла та ӳсет. Хĕллехи вăхăтра шăнмасть. Пирĕн енче ун пек ӳстерейместĕн. Çавăнпа хамăр патра уйрăм технологи шухăшласа тупса урăхларах ĕçлемелле. Эпĕ килти пахчара 10-12 тĕрлĕ иçĕм çырли ӳстеретĕп. Пирĕн тăрăха «Изабелла» сорт маларах килчĕ. Ăна ӳстерме йывăрах мар. Вăл шăнмасть. Чи малтан çак сортран пуçламалла. Çавăн пекех кăвак çырлаллă сортсем пур: «Муромец», «Фиолетовый ранний». Вĕсен вăррисем пысăк. Кусем çимелли сортсем мар — эрех тумаллисем. Çавсемпе ĕçлеме вĕренсессĕн ыттисене те лартса пăхма пулать, — çапла пуçларĕ калаçăва Олег Николаевич. Олег Исаев пĕлтернĕ тăрăх, кĕркунне иçĕм çырлин аврисен пулса çитмелле. Хытнă хунавсем лайăх хĕл каçаççĕ. Вĕсем ытларах чухне юпа уйăхĕнче кăна пулса çитеççĕ. Çакă çуллахи вăхăтра çанталăк мĕнле пулнинчен те килет. Çулла сулхăнрах пулсассăн, уйрăмах çурла, авăн уйăхĕсенче сивĕрех тĕк вĕсем часах пулса çитмеççĕ. Авăн уйăхĕнче ăшăрах тăк иçĕм çырлин аврисем, курланкисем лайăх пулса çитеççĕ. «Çакна акă мĕнле пĕлме пулать. Иçĕм çырлин тунисем симĕс тăк – вăл пулса çитмен. Пулса çитнĕ хунавсем хăмăр тĕслĕ пулаççĕ, йăлтăртатса тăраççĕ. Кассан — варри шурă. Вăл пулса çитнине пĕлтерет. Çак хунавсене майлаштарса çĕр çине хумалла. Урамра çанталăк шăнтсассăн витмелле. Хĕлле юрпа хупламалла. Улăмпа, пăчкă кĕрпипе витекенсем те пур. Хунавсене витиччен хĕле хатĕрлемелле. Иçĕм çырлине кĕркунне касмалла, çуркунне çак ĕçе тусассăн иçĕм çырли йĕрет теççĕ. Унăн каснă вырăнĕнчен сĕткен юхать. Кĕркунне иçĕм çырлине 3 процентлă ешĕл сенкер купорос шĕвекĕпе сирпĕтмелле: çĕрне те, тунисене те. Вăл чир-чĕре тĕп тăвать. Кăмпа чирĕсене пĕтерет. Унтан торфпа витме пулать. Эпĕ торфпа мар, агроспанпа 6-7 хутлă туса витетĕп. Каярахпа юрпа хуплатăп», — ăнлантарчĕ специалист. «Изабелла», «Муромец», «Фиолетовый ранний», «Алешкинский» сортсене пиçме пирĕн тăрăхра ăшă çитет-мĕн. Иçĕм çырлине лартнă чухне вăл ăшша юратнине шута илмелле. Хĕвел ӳкекен, хӳтĕ вырăна лартмалла. Çынсем юпасем лартса, поликарбонатпа тăрă туса параççĕ. Çав тăрă айĕнче яланах ăшă пулать. «Манăн пахчара — тĕрлĕрен иçĕм çырли. Симĕссисенчен «Лиана» ятли килĕшет. «Киш-миш Запорожский» те пур. Çак сортсем мана питĕ килĕшеççĕ. «Киш-миш» ир пулать, шултрах мар. Кăваккисенчен «Чарли», «Бодрянка» аван. Вĕсем çимеллисем, хĕрлĕ эрех тумаллисем мар. Хĕрлисенчен «Виктория» ятли пур. Питĕ кăмăла килет. Шултра пулать вăл. Иçĕм çырли – хăйне евĕр культура. Кашни çул пулса çитмест. Çавăнпа ăна коммерци тĕллевĕпе лартма кирлĕ мар. Вăл чун киленĕçĕ валли кăна. Иçĕм çырлине питех шăвармалла мар. Мĕншĕн тесен вăл хăех нӳрĕк тупать. Унăн тымарĕсем питĕ тарăн каяççĕ. Иçĕм çырлин хунавне, вăл пĕр çулхи пулсассăн, çуркунне лартсассăн лайăхрах. Икĕ çулхи хунавсене кĕркунне те лартма пулать. Ун чухне те каяççĕ. Пĕр çулхисен тымарĕсем шурă, пулса çитмен. Çавăнпа вĕсем хĕллехи вăхăтра шăнаççĕ. Икĕ çултисен тымарĕсем хăмăр. Пулса çитнĕ тымарсем. Аван хĕл каçаççĕ», — хавхаланăвне пытармарĕ Олег Николаевич.

Роза ВЛАСОВА.


Асламăшĕ нумай çул пурăнма пилленĕ

«Тăлăхăн Турри тăххăр», — теççĕ. Хурине те, шуррине те пайтах курнă. Йывăрлăхпа ӳснĕрен пире çапла нумай çул пурăнма пилленĕ-тĕр», — теççĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Туçара пурăнакан Нинăпа Алексей Сверчковсем.

Сверчковсем çемье чăмăртанăранпа кăçал 67 çул çитнĕ. Кил хуçи 9 теçеткене хыçа хăварнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ 87 çулта. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăр юлашки вăхăтра пур çĕре те пĕрле çӳрет. Лавккана та пĕрлех каяççĕ — пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса тăраççĕ. Ĕмĕрне вĕсем «Гвардеец» колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Пĕрле калаçса ларнă май ватăсем кун-çулне куç умне кăларчĕç, ачалăхне аса илчĕç. «Эпĕ çулталăкра чухне хамран виçĕ çул аслăрах аппапа, Маньăпа, тăлăха юлтăмăр. Пирĕн анне ача çуратнă хыççăн вĕрĕлсе вилнĕ. Атте 3-4 хутчен те авланса пăхнă, анчах пĕри те пире пăхасшăн пулманнипе пăрахса кайнă. Асанне пурччĕ-ха. Анчах вăл та ватăччĕ. Юлашкинчен атте Упирен пĕр хĕрарăма илсе килчĕ, вăл пурăнчĕ вара. Вăл килнĕ хыççăн тăраниччен апат çисе курман эпир. Асанне ирĕксĕрех пире аппапа иксĕмĕре ыйткалама илсе тухса каятчĕ. Ялтан яла çӳреттĕмĕр. Ют çынсем шеллесе çăкăр татки те пулин тыттарса яратчĕç. Атте питĕ хĕрхенетчĕ пире. Вĕсем вăрман касма кайсан уйăхшар таврăнмасăр ĕçлетчĕç. Ун пек чухне асанне пире ялти тăвансем патне яратчĕ. Ама çури аннепе кăна пурăнма май çукчĕ. Çавăнпа мана атте хăйĕнпе пĕрле ĕçе мĕн чухлĕ илсе çӳремен-ши! Çапла ачаранах арçын ĕçĕсене тума вĕренсе ӳснĕ эпĕ. Ялти шкулта 7 класс пĕтертĕм. Шкул хыççăн тӳрех колхоза ĕçлеме кайрăм. Ĕçленĕшĕн кĕркунне тырă паркалатчĕç. 18 тултарсан салтака илчĕç. Эпĕ Кронштадта лекрĕм, моряк пултăм. Хĕсмет хыççăн колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Малтан мана бригадир пулăшуçине лартрĕç, кайран колхоз осеменатора вĕренме ячĕ. Унтан килсен тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра ĕçлерĕм — пенсие кайсан та чылай çул тăрăшрăм. Пур ĕçе те яваплăха туйса, чунтан парăнса пурнăçланă. Çавăншăн мана тимиçе хутчен те канма ячĕç, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç», — каласа пачĕ çемье пуçĕ.

Алексей Сверчков мăшăрĕпе Нина Гавриловнăпа 5 ача — тăватă хĕр те пĕр ывăл — пăхса ӳстернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Ачисем, улми йывăççинчен аякка ӳкмест тенешкел, ĕçчен те ырă кăмăллă пулнипе палăраççĕ. «Асанне пире аппапа иксĕмĕре вăрăм ĕмĕр пиллесе хăварчĕ. Унăн пилĕпе эпир çапла нумай çул пурăнатпăр пулĕ. Аппа Маня 93 çул тултарчĕ», — аса илнĕ май хушса хучĕ кил хуçи. «Эпĕ те тăлăх ӳснĕ. Пирĕн анне Кĕтерне ятлăччĕ. Вăл икĕ хутчен качча кайнă. Малтанхи упăшки те, иккĕмĕшĕ те çĕре ир кĕнĕ. Тăлăх ӳсрĕмĕр пулсан та выçăпа нушаланнине астумастăп. Тăван нумайччĕ, пире пулăшатчĕç. Фермăра ĕçленĕ чухне вăрласа кайрĕç. Хуняма, Элекçейĕн ама çури амăшĕ, ватăлса виличченех пирĕнпе пурăнчĕ. Мăшăрăмпа килĕштерсе пурăнтăмăр. Пĕр-пĕрин сăмахне итленĕ. Килте тирĕк-чашăк шăкăртатасси пулать, анчах нихăçан та çын çине кăларман. Çемьере сасă хăпартса калаçман. Ачасене те çаплах вĕрентнĕ. Валя, Галя, Аля… Пĕртен-пĕр ывăлăмăр — Борис. Чи кĕçĕнни — Оля. Вăл ытларах пăхать пире. Ывăл кил-çурта йăлт çĕнетрĕ. Пирĕн 12 мăнукпа 13 кĕçĕн мăнук. Питĕ маттур та пултаруллă ачасем. Вĕренӳре те ĕлкĕреççĕ, тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Çулла лайăх вĕренекенсем валли йĕркеленĕ лагерьсенче канаççĕ. Ачасем пире халĕ кăштах йăпанмалăх тесе чăх-чĕп илсе панă», — каласа пачĕ Нина Гавриловна. Сверчковсен килĕнче, картишĕнче тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланаççĕ. Кунта ватăсем мар, çамрăксем пурăнаççĕ тейĕн. Телейлĕ мăшăр хушăран лавккана, çынсемпе курса калаçас тĕллевпе, ятарласа каять. Пурнăçран юласшăн мар вĕсем.

Роза ВЛАСОВА.


Каникула кĕнекепе ирттереççĕ

Çу кунĕсем малалла пыраççĕ. Ачасем çулталăкăн чи хитре вăхăтне усăллă, лайăх ирттерччĕр тесе республикăра çав тери нумай мероприяти йĕркелеççĕ.

Çуллахи каникул — вăйă-кулă кăна мар, пултарулăха аталантармалли, ăс-хакăла ӳстермелли вăхăт та. «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» социаллă проектпа килĕшӳллĕн çамрăк ăрăва кĕнеке вулаттарас енĕпе те мероприятисем пулĕç. Калăпăр, çурла уйăхĕн вĕçĕнче Куславкка округĕнчи Энтри Пасар вулавăшĕнче «Çуллана кĕнекепе ирттерет» çуллахи вулава пĕтĕмлетĕç. Аманик ялĕнчи вулавăшра «Тĕлĕнтермĕшпе пуян çулла» мероприяти пулĕ. Елчĕкри тĕп библиотекăри уçă тӳпе айĕнчи «Лар, итле!» пĕрлехи вулав иртĕ. Çавăн пекех Елчĕк тĕп библиотекинче çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче «90 куна тăсăлакан литература марафонне» пĕтĕмлетĕç. Ăна ачасене вулавăша çӳреттерес, кĕнеке тата вăйă урлă вĕсен çуллахи канăвне йĕркелес, вулавăш ĕçченĕ ачапа тачă çыхăнса ĕçлес, илемлĕ тата ятарлă литературăпа паллаштарас, тăван тăрăха, Тăван çĕршыва юратма вĕрентес, патриот туйăмне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Марафон кăтартăвĕсемпе тĕрлĕ номинацире кĕнеке чи нумай вулакана палăртĕç. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 31-мĕ шĕччен Муркаш тăрăхĕнче «Ашкăнчăклă, кĕнекеллĕ çу» мероприятисен ярăмĕ пулĕ. Унпа килĕшӳллĕн «Пĕрле вулатпăр! Сасăпа вулатпăр!» акци те иртĕ. Шупашкарта Чăваш наци музейĕнче çĕртмен 11-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 22-мĕшĕччен «Калпакпа паллашни» курав ĕçлет. Раççей этнографи музейĕ Шупашкара 205 ытла калпак илсе килнĕ. Выставкăра Хĕвел тухăç Европа, Атăл тăрăхĕнчи, Çурçĕрти, Çĕпĕрти, Вăтам Азири, Кавказри халăхсен XVIII-XX ĕмĕрсенчи пуçа тăхăнмаллисемпе паллашма май пур. Вĕсенчен кашнийĕ халăх символĕ пулса тăнă. Çурла уйăхĕнче Илен, Пыл, Пан улми тата Мăйăр сăпасĕсем пулаççĕ. Çак уявсенче чылайăшĕ Ял кунне уявлать. Паллах, вĕсене ачасемпе çамрăксене те явăçтараççĕ. Ял уявĕ тĕлне куравсем йĕркелеççĕ, концертсем, тĕрлĕ вăйă хатĕрлеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсемсĕр еплеха тата? «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшӳллĕн театрсем ачасемпе çамрăксене çурла уйăхĕнче те тарават пулĕç. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Рэпка» /çурлан 14-мĕшĕ/, «Мымренок» /çурлан 16-мĕшĕ/, «Айболит тухтăрăн çул çӳревĕ», «Кĕл пике», «Суперкуян тата браконьер» спектакльсем Çу кунĕсем малалла пыраççĕ. Ачасем çулталăкăн чи хитре вăхăтне усăллă, лайăх ирттерччĕр тесе республикăра çав тери нумай мероприяти йĕркелеççĕ.

Сăмах май «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектăн официаллă сайчĕ ĕçлеме тытăннă — яркоелето.чувашия.рф. Чăваш Республикинче иртекен мероприятисем çинчен ятарлă платформăра вуласа пĕлме май пулĕ. Çав шутра — пысăк пĕлтерĕшлĕ фестивальсем, концертсем, театр постановкисем, экспозицисем, хаваслă уявсем тата ытти те. Усă курма меллĕ пултăр тесе асăннă сайтăн мобильнăй версине те йĕркеленĕ. кăтартĕç. Чăваш патшалăх пукане театрĕ ача-пăчана «Тĕлĕнтермĕш çарăк!» спектакль курма йыхравлать. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ ачасемпе çамрăксем валли «Куйкăрăш» спектакль хатĕрленĕ. Вырăс патшалăх академи драма театрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшӳллĕн кунти пур спектакле те пăхма пулать. Утă уйăхĕнче театра Кӳкеçри интернатри ачасене илсе килнĕ. Вĕсене «Ашкăнчăк Петрушка» спекталь кăтартнă.

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.