Комментировать

23 Окт, 2014

Яваплисем çывăраççĕ те...

Çавăнпа çулсене юр хĕвет

Кун йĕркинчи ыйтусем те самай йышлă пулчĕç-ха та, çапах ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ тăсăларах кайни урăххипе сăлтавланчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирхине Муркаш тăрăхĕнче пулнă - унтан кăмăлсăрланса таврăнни сисĕнчĕ. Кăмăлне пăснă хăш-пĕр саманта вăл ларура та çĕклерĕ. Тĕрĕссипе, çакă пĕтĕм ларăва витĕм кÿнĕн те туйăнчĕ: темиçе министра пайăррăн сăмах тиврĕ - служба тĕрĕслевĕсем ирттерме хушни таранах.

Транспорт министрĕ Владимир Филиппов хăй ертсе пыракан ведомство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турĕ. Вăл трибуна патне утнă чухнех Михаил Игнатьевăн сăмахĕсем сисчĕвлентерчĕç: «Çул-йĕр хуçалăхĕ мĕнле ĕçленине паян тĕрĕслерĕм - чăхăмлать...» Владимир Иванович вара сăмахне ним пулман пек пуçларĕ-ха: республикăри çулсене юсани, çĕнĕ çулсем туни, çак ĕç валли мĕн чухлĕ укçа уйăрни... Чăваш Ен Пуçлăхĕ çул тăвакансене бракшăн мĕнле виçелĕх штрафланипе кăсăкланса такăнтарчĕ. Пĕтĕмпе те 8,9 пин тенкĕлĕх кăна штрафланă иккен.

«Министерство мĕнешкел пысăк ĕç тунă - 8 пин тенкĕлĕх штраф!» - тĕлĕнчĕ Михаил Васильевич. Министр тÿрре тухма тăчĕ - çук, Пуçлăха витереймерĕ, Михаил Игнатьев кăмăлсăрланнине кăтартса пуçне сулкаларĕ кăна. Тепĕр тесен штрафсемпех çыхăннă тепĕр тема унăн кăмăлне кăштах çавăрчĕ пулас. Министр çулсем çинчи йĕркелĕхе сыхлас енĕпе фотофиксаци приборĕсем лартни пирки каласа пачĕ. Пĕлтĕр çав приборсен кăтартăвĕсем тăрăх кăна йĕркене пăснисене штрафлама 286 пин йышăну тунă-мĕн, штрафсен пĕтĕмĕшле виçи - 135 млн яхăн тенкĕлĕх. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă йышши приборсене тата та ытларах лартмалли пирки каларĕ, вĕсем пулăшнипе пухакан штрафсемпе шăпах çак ĕç валли усă курмалла.

Çул-йĕрпе çыхăннă ĕç-пуçа хакланă май вара вăл ирхине Муркаш районĕнче пулни çинчен пĕлтерчĕ - çĕр каçа çуса лартнă юра тасатассишĕн яваплисене ÿпкевлĕ сăмах тиврĕ: «Муркашра хăйĕнче тасатнă. Федераци трассине вара тасатман. Мĕншĕн хатĕр пулман? Мĕншĕн техникăн пĕчĕк пайне кăна ĕçе явăçтарнă? Пуçлăхсем çывăраççĕ - вĕсен служба машинисем лайăх, çумра темиçешер кĕсье телефонĕ... Халăх социаллă пурнăç енĕпе хăйне мĕнлерех туясси, вăл влаçа шанасси шăпах çакăнтан килет!»

Владимир Филиппов пĕлтернĕ тăрăх - федераци трассине тасатассишĕн «Воддорстрой» компани яваплă. Вăл техникăн 35 единицине ĕçе кăларнă-мĕн, анчах çула сапмалли хăш реагентпа усă курмаллине тĕрĕс хаклайман. Кунашкал хурав Михаил Васильевича тивĕçтермерĕ: «Юр ирĕлсе кайĕ те - вĕсем ĕç тунă пек кăтартĕç, эпир вара укçа куçарăпăр, çапла-и? Халĕ ак çакна пула çулсем пăрлакланĕç, транспорт 3-4 километрлă «пăкăсенче» лакса ларĕ. Чăваш Ен урлă иртекенсем тарăхĕç. «Чăваш Ене кам ертсе пырать - Игнатьев», - тейĕç!»

Калаçăва çивĕчлетнĕ ыйтусем татах та пулчĕç. Ветеринари сферинче ĕçлекенсен шалăвне ÿстермелли положение сÿтсе явнă май Патшалăх ветеринари службин ертÿçине Сергей Скворцова сăмах тиврĕ. Кирлĕ документа тăратассине тăсса янине пула Михаил Игнатьев служба тĕрĕслевĕ ирттерме хушрĕ.

Республикăн 2020 çулчченхи инвестици стратегине улшăнусем кĕртессине пăхса тухнă май Михаил Васильевич пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тăвассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕнрех палăртмалли пирки каларĕ. Çавăн пекех ăна производствăра ял хуçалăх, апат-çимĕç продукцийĕн тÿпи пĕчĕкки те тивĕçтермест. Çавна май ял хуçалăх министрне асăрхаттарчĕ: «Кăçал апат-çимĕç тÿпине чакарма юрамасть. Апла тăк сирĕн хăвăрăн интерессене çине тăрса лоббилемелле».

Культура ыйтăвĕсенчен те пăрăнса иртмерĕç. Пушă вăхăта ирттермелли, канмалли учрежденисем валли оборудовани туянас ыйту тавлаштармарĕ. 25 учреждени валли 400-шер пин тенкĕ уйăраççĕ. Çитес çул Константин Иванов поэт çуралнăранпа 125 çул çитнине уявлас енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕпе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ май вара Михаил Васильевич культура министрне Вадим Ефимова хушу пачĕ: «Константин Иванов çамрăклах илемлĕ хайлавсем çырнă, вĕсене эпир шкултах пăхмасăр вĕреннĕ. Çитес çул вĕçленнĕ тĕле çавăн пек пултаруллă ачасене кăтартма пултарăр». «Юрать», - иккĕленерех /çулталăкра çĕнĕ Иванова мĕнле çуратмалла текен ыйту шухăшлаттарчĕ-ши?/, çавăнпа пуль пăшăлтатнăн каларĕ министр.

Тепĕр служба тĕрĕслевĕ ирттерессине вара Экономика аталанăвĕн министерстви сăлтавларĕ. Министрсен Кабинечĕн маларах тунă йышăнăвне улшăну кĕртме хатĕрленнĕ май килĕштермешкĕн проекта Финанс министерствине панă, Правительство ларăвне вара проектăн урăх редакцине тишкерме тăратнă иккен. Те йăнăшпа, те ăнсăртран... Апла-и, капла-и - Михаил Васильевич хĕрхенсе тăмарĕ: «Икĕ министерство хушшинче унашкал тавлашусем пулмалла мар. Кунашкал пăтăрмахсем ан пулччăр!» Çавна май проекта та йышăнмарĕç. Çийĕнчен тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх айăплисене те тивĕçлипех лекет-тĕр.

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.