Комментировать

23 Окт, 2014

Аллея туслăха çирĕплетĕ

Патăрьелсене энергетиксем пысăк парне кÿчĕç. «РусГидро» АУО тата унăн тытăмне кĕрекен Чăваш энергосбыт компанийĕ укçа-тенкĕпе пулăшнипе Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те чи пысăккисен шутĕнчи тутар ялĕпе, Шăнкăртампа, юнашар Туслăх аллейине хывнă. Иртнĕ эрне кун ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Ку вырăна ăнсăртран суйламан. «ЧЭСК» АУОн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Дмитрий Гаврилов каланă тăрăх - районта электроэнергишĕн сĕмсĕррĕн тÿлеменнисем çук, çынсем, предприятисем энергокомпани умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, киловатсен çухатăвĕ те норма шайĕнче. Çакнашкал ĕçтешлĕхе, паллах, энергетиксем тивĕçлипе хаклаççĕ.

Çапах ку парне Шăнкăртамсемшĕн кăна мар. Тирпейлеме çĕр-çĕр пин тенкĕ хывнă çак территори çумĕнче хĕресленекен çулсем Патăрьел тăрăхне Комсомольски, Йĕпреç, Улатăр районĕсемпе çыхăнтараççĕ. Кунта авалтанпах чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ытти халăх çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Çак вырăнсемпе иртнĕ май кÿршĕ ялсемпе районсен çыннисем те кунта чарăнĕç - паркпа киленме, çул çинче канса илме. Çавăнпах энергетиксем суйласа илнĕ ят та пĕлтерĕшлĕ - Туслăх аллейи.

Парка ял тăрăхĕнче пурăнакансем пуçранипе виçĕ çул каяллах уçнă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те тÿпе хывнă - çуркунне парламент комитечĕсенчен пĕрин ларăвне кунта ирттернĕ май йывăçсем лартнă. Çапах энергетиксен парни уйрăмрах: парка тирпейлессине вĕсем чăннипех çанă тавăрса пуçăннă. Калăпăр, ватăсем аса илнĕ тăрăх, кунти пусса иртнĕ ĕмĕр варринчех чавнă. Педагогика ветеранĕ Памир Салихов çынсем ĕçмелли шыв ăсма тахçантанпах çакăнта çÿренине çирĕплетет: «Çак шывран чей питĕ тутлă пулать». Пусă шăрăх та çумăрсăр 2010 çулта та, нумай çăл куç пĕтнĕ чухне, типмен. Апла пулин те ăна тĕплĕн тирпейлеме алă çитмен. Халь вара энергетиксем тăрăшнипе пĕтĕмпех улшăннă.

Константин АФАНАСЬЕВ, «ЧЭСК» АУОн
ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:
  - Экологи акцийĕсем пирĕн компанишĕн ырă йăлана кĕчĕç. Çав шутра - Атăла пулă яни, Шупашкарти çăл куçсене тирпейлени тата ыт. те. Çак аллея Патăрьел çĕрне илемлетессе, çут çанталăка упрама пулăшасса тата, паллах, хăйĕн ятне тÿрре кăларасса - çынсен туслăхне çирĕплетессе шанатпăр. Пирĕн ырă ĕçсен пуххинчи çак аллея энергокомпанишĕн шучĕпе иккĕмĕш пул чĕ - пĕлтĕр Шупашкарта Энергетиксен аллейине турăмăр. Пирĕн яваплăх зонинче - пĕтĕм Чăваш Ен. Çавăнпа та кунашкал акцисене республикăри ытти хулапа районта та ирттерĕпĕр.

Çил арманĕ çĕкленĕ: çÿллĕскер, çунатлăскер - чăнни пекех! Хресченсен ĕлĕкхи пурнăçне сăнлакан ÿкерчĕкрен куçнă тейĕн - чăннипех парк илемĕ! Шăпах çав арманта хайхи пусă «пытаннă». Брусчаткăран тунă сукмак, шалта бетон янă урай, витре лартмалли вырăн - вак-тĕвеке те шута илнĕ. Электролини те карнă. Текех пылчăк çăрмалла пулмĕ, çил-çумăртан пытанма та пулать.

Арман стени çинчи табличкăри сăмахсем пысăк пĕлтерĕшлĕ: «Ĕçмелли шыв çăл куçĕ вырăнĕнчи пусăсене çынсем авалтанпах хисепленĕ, унти шыв сăваплă тесе шухăшланă. Çĕр айĕнчен тапса тухакан çăл куç шывне ĕçсен çын çĕр хăватне илнине ĕненнĕ». Паллах, «РусГидро» АУО ятне çырса логотипне ÿкернĕ - пусса вăл пулăшнипе çапла çĕнĕ сăн кÿнĕ-çке.

Хĕрлĕ хăйăва касрĕç те - çĕнелнĕ пусăран ăснă шыва чи малтан ас тивмелли хисепе хаклă хăнасем, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов тата Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Афанасьев, тивĕçрĕç. Николай Иванович «хамăрла, ялтилле» турĕ - сивĕ шыва витреренех ĕçрĕ. «Тутлă!» Константин Васильевич та унран юлмарĕ - унăн хаклавĕ те çавнашкалах. Дегустаци ăнăçлă иртрĕ. Çапла пулмасăр! Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Марат Айзатуллов каланă тăрăх - «пусăри шыва тĕпченĕ, экспертиза унăн пахалăхне çирĕплетнĕ - пур енĕпе те таврара чи лайăххи».

Çăкăр-тăвар тата, паллах, чак-чак ас тивнĕ хыççăн хăнасем алла кĕреçе илчĕç. Хайхи Туслăх аллейинчи туя йывăççисене кăшт маларах лартнă. Хунавсене ятарласа Шупашкарти питомникрен кÿнĕ. Анчах темиçе хунав хăварнă - «юлашки пăнча» энергокомпанипе район ертÿçисем лартчăр тенĕ ĕнтĕ. Вĕсемшĕн вара çакă та кăмăллă ĕç иккен: нумай та вăхăт иртмерĕ - йывăçсен илемлĕ речĕсенче тата темиçе туя хушăнчĕ. Акă тутар наци тумне тăхăннă хĕрсемпе хĕрарăмсем - Шăнкăртамри культура çурчĕн уява илем кÿнĕ «Шатлык» /Савăнăç/ юрăпа ташă ансамбльне çÿрекенсем - кĕвентесемпе /ку сăмах тутарла та чăвашăннипе пĕр сасăллă иккен - «кювенде»/ хайхи пусăран шыв ăсса та килчĕç. Тин лартнă йывăçсене шăварчĕç.

Халĕ кунта виçĕ теçетке туя. Аллейăна ытараймасăр пăхнă май Николай Глухов энергетиксене чĕререн тав турĕ: «Шел те, пирĕн кăмăл пулсан та вырăнти бюджет майĕсем хамăрăн ял тăрăхĕсен территорийĕсен аталанăвĕпе çыхăннă мĕн пур ыйтăва хăвăрт, пысăк пахалăхпа татса пама çителĕксĕр. Манăн шухăшпа - пире ăнчĕ, РусГидро, Чăваш энергосбыт компанийĕ шăпах пире суйласа илчĕç, çак парка тирпейлеме самай пысăк укçа хыврĕç. Тавах вĕсене».

Тепĕр самант: асăну чулĕ Туслăх аллейин паллă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăрать-тĕр. Ăна, республикăн тĕп хулинчи Энергетиксен аллейинчи пекскере, хатĕрлемешкĕн энергокомпани саккас панă ĕнтĕ. Ун çинче те икĕ алă - çитĕннĕ çын тата ача аллисен - йĕрĕ пулĕ. Энергетиксем шантараççĕ: çав йĕрсем çине алла хурсан çын хĕвел энергине илет.

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.