Комментировать

23 Окт, 2014

«Чăваш биоçимĕçĕ»: унта нимĕн те хушманнине, пахалăхне экспертсем тĕрĕсленĕ

Тавар пахалăхĕ тата ăна туса кăлараканĕ - лавккасенче пĕр-пĕр япала туянас умĕн эпир чи малтанах çаксене пăхатпăр. Тем те пĕр хушмасăр апат-çимĕç хатĕрлеме тăрăшакан вырăнти тавар туса кăларакансене пулăшас тĕллевпе икĕ çул каялла республикăра «Чăваш биоçимĕçĕ» суту-илÿ маркине хатĕрленĕ. Паян 5 предприяти тата 7 тĕрлĕ продукци «Чăваш биоçимĕçĕ» стандарт ыйтнисемпе килĕшÿллĕн ирĕклĕ сертификат илнĕ. Вĕсенчен 3 продукцие Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем туса кăлараççĕ.

Пур тапхăрта та тĕрĕслев

Хăйĕн продукцийĕн чĕркемĕ çинче çак сарă-симĕс паллăпа усă курмалли ирĕке илмешкĕн тавар туса кăларакансем регионти ирĕклĕ майпа сертификацилекен «Пахалăх» чăваш марки» тытăмне пынă. Шăпах унта суту-илÿ стандартне тата унпа усă курмалли йĕркесене хатĕрленĕ.

- «Чăваш биоçимĕçĕ» Чăваш Енре органика çимĕçĕсен тĕп паллисене тивĕçтерекен, нимĕнпе те хутăштарман апат-çимĕç чĕр таварĕнчен туса хатĕрленĕ выльăх-чĕрлĕх е ÿсен-тăран çимĕçĕ пулнине пĕлтерет, - ăнлантарать сертификаци енĕпе ĕçлекен орган ертÿçи Анна Гольдштейн. Кунсăр пуçне палăртнă санитари тата ветеринари нормисене çирĕп пăхăнма, экологи хăрушсăрлăхĕпе менеджмент ыйтнисене шута илме тивĕçлĕ.

Тавар паллипе усă курмалли ирĕк валли сертификат панă май экспертсем продукци пахалăхне, ăна туса кăларнин пысăк стандартне, тĕрлĕ хушăм, синтетика сăррисем, çимĕçе ырă шăршă кÿрекен япаласем çуккине çирĕплетеççĕ. Тавара паллă тăвас, турттарас тата упрас тĕлĕшпе те çирĕп ыйтаççĕ.

- Мĕн пур продукцие экспертсен ушкăнĕ ятарласа тĕрĕслет, - тет Анна Владимировна. - Тĕрĕслев вăхăтĕнче документсене, производство технологине тата ыттине те тĕплĕн тишкереççĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе сертификат парасси е пама килĕшменни çинчен йышăну тăваççĕ.

Сертификат парсан та çак тытăм эксперчĕсем продукцие тĕрĕслесех тăраççĕ.

 

Хисеплĕ, çапах та яваплă

Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕн предприятийĕсем республикăра хăйĕн продукцийĕн пысăк пахалăхне, тĕрлĕ хушăмсăр пулнине, хăрушсăрлăхне çирĕплетсе панă. «Пахалăх» тытăмăн эксперчĕсен никама пăхăнман хаклавĕ çирĕплетнĕ тăрăх - Чăвашпотребсоюзăн Етĕрнери аш-какай комбиначĕ туса кăларнă «Уяв шăрттанĕ» «Чăваш биоçимĕçĕ» логотипа тивĕç.

- Пирĕн предприяти 100 ытла тĕрлĕ кăлпасси, аш-какай продукцийĕ, çурма фабрикат кăларать, - тет Етĕрнери аш-какай комбиначĕн» директорĕ Сергей Якушев. - Тĕпрен илсен харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕсен ашĕпе усă куратпăр. Пирĕн лабораторисем продукци пахалăхне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. «Чăваш биоçимĕçĕ» тавар паллипе продукци кăларни хисеплĕ кăна мар, яваплă та.

Çакнашкал тавар паллине çавăн пекех Чăвашпотребсоюзăн «Кооператор» обществи хатĕрлекен «Директорская» минерал шывĕн тата Хĕрлĕ Чутай райповĕн «Янтарь» обществи туса кăларакан хурăн сĕткенĕн савăчĕсем çинче те курма пулать.

Сăмах май, Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕн предприятийĕсемпе организацийĕсем республикăра хатĕрлекен эрехсĕр шĕвексен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 52% туса кăлараççĕ, ку кăтартупа Раççей Центросоюзĕн тытăмĕнче малтисен йышĕнче.

Чăваш Республики - Раççейре хăйсен суту-илÿ маркине хатĕрлесе ĕçе кĕртнĕ пирвайхи регионсенчен пĕри. Çавăн пекех республикăра «Вырăнтине суйла - хамăрăнне туян!» акци ирттереççĕ.

Нина АНТОНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.