Комментировать

26 Июн, 2025

Тантăш 22 (4943) № 26.06.2025

Кĕр! кĕрлерĕ ача-пăча Акатуйĕ

Акатуй — чăваш халăхĕн чи сумлă уявĕсенчен пĕри. Ăна çурхи ака-сухана вĕçленĕ хыççăн хаваслă, анлă ирттернĕ, юрласа-ташласа савăннă, тĕрлĕ вăйă вылянă. Халĕ Ака- туя аслисем çеç мар, кĕçĕннисем те хастар хутшăнаççĕ. Çакна Шупашкарти А.Г. Нико- лаев ячĕллĕ паркра иртнĕ «Ача-пăча Акатуйĕ» конкурс-фестиваль тепĕр хут çирĕплетрĕ. Юрлама, ташлама, сăвă вулама юратакан чăваш чунĕллĕ ачасем, пултаруллă ушкăнсемпе ансамбльсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарчĕç. Уяв Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Ни- колаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшӳллĕн иртрĕ.

ЧĂВАШЛА ЮРЛАСА ПАРАДРА УТРĔÇ

«Ача-пăча Акатуйĕ» конкурс-фестивале кăçалхипе вун иккĕмĕш хут йĕркелерĕç. Хальхинче унта Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, çавăн пекех Шупашкар округĕнчен ачасем килсе çитрĕç. Чи малтанах вĕсем чăваш халăхĕн «Илемлĕ» юррине шăрантарса парадра утса тухрĕç. Ăна тĕп хулари «Ровесник» культура керменĕнчи «Пилеш» ача-пăча фольклор ансамблĕ ертсе пычĕ. Уява пухăннисене çак конкурсфестивалĕн жюри председателĕ Зинаида Козлова саламларĕ. «Паян эсир пурте — хитре чăваш тумĕпе, çакăншăн пирĕн чун савăнать», — терĕ вăл. Паллах, çакă ачасене тата хавхалантарчĕ. «Ача-пăча Акатуйне» хутшăнакансем валли хăйне евĕрлĕ этноквест та хатĕрлерĕç. Хăнасен пурĕ сакăр лапама çитсе курмалла пулчĕ. Пĕри тепринчен интереслĕрех! Автан вăййине тухрĕç, чăвашсен мухтавлă çыннисем пирки итлерĕç, ятарлă лапамра сăн ӳкерĕнчĕç, чăваш капăрлăхĕсемпе тата пуçа тăхăнмалли хатĕрсемпе паллашрĕç, чăваш ташшин вăрттăнлăхĕсене тишкерчĕç, мультанимаци ĕçне курчĕç. Кашни кĕтес пирĕн халăх историне, унăн йăли-йĕркине, культурине тата ытларах пĕлме май пачĕ. Акатуй спорт вăййисĕр пулать-и? Паллах, çук. Çакна тĕпе хурса йĕркелӳçĕсем «Чăваш паттăрĕ» лапам хатĕрленĕ. Унта арçын ачасем пиçиххи туртса кам вăйлăрах пулнине тĕрĕслерĕç. «Ача-пăча Акатуйĕ» конкурс-фестиваль чылай кăмăллă самантпа пуянланчĕ. Ачасем алла-аллăн тытăнса, чăваш халăх юррине шăрантарса пĕр картана тăрса утни мĕне тăратчĕ! Кашнийĕн сăн-пичĕ ăшă йăл кулăпа çуталчĕ, хăйсем чăваш пулнишĕн мăнаçланни те палăрчĕ. Наци тумĕпе пулни уяв сĕмне тата илем кӳчĕ. АСЛАШШĔНЧЕН ТĔСЛĔХ ИЛЕТ Фестивале пилĕк çултан пуçласа вун сакăр çула çитичченхи ачасем хутшăнчĕç. Шупашкарти 43-мĕш шкулта улттăмĕш класра вĕренекен Настя Александрова Акатуя иккĕмĕш çул хутшăнать. «Пĕлтĕр мана кунта питĕ килĕшрĕ. Эпĕ сăвă вуларăм, юрларăм. Юрă шăрантарса иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çакă мана ку фестивале кăçал та хутшăнма хавхалантарчĕ. Пирĕн ушкăн «Мелодия» ятлă. Унта эпĕ виççĕмĕш класранпах çӳретĕп. Мана чăваш юрри-ташши питĕ килĕшет», — терĕ Настя. Сăмах май, хĕрачан аслашшĕ те купăс каланă. Халĕ унран мăнукĕ те тĕслĕх илет, чăваш культурине аталантарас тесе тăрăшать. Настя çавăн пекех тĕп хулари Ф.М. Лукин ячĕллĕ 5-мĕш музыка шкулĕнче вĕренет. Шупашкарти 40-мĕш шкултан килнĕ «Туссем» ушкăн / ертӳçи Татьяна Николаева/ кăçал кăна йĕркеленнĕ. «Ачапăча Акатуйне» вĕсем «Вăйăра» юрăпа хутшăнчĕç. «Пирĕн ушкăнри хĕрачасем пурте кĕçĕнрех чухне музыка шкулне çӳренĕ, хорта юрланă, тĕрлĕ инструмент каланă. Вĕсен кĕвĕ туйăмĕ пысăк пулнине палăртма та кăмăллă. Чăваш чĕлхине аталантарас тесе шкулта тĕрлĕ ĕç-пуç ирттеретпĕр. Ачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Çакнашкал уявсене ытларах йĕркелесен питĕ аван», — терĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Татьяна Николаева. Ачасен пултарулăхне айккинчен сăнама кăмăллă пулчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкулта вĕренекен Кристина Захарова куракансен умне «Ирхине ирех тăратăп» юрăпа тухрĕ. Сцена çинче хăйне чăн-чăн артистка евĕрех тытрĕ маттуркка. Çичĕ çултискер музыка шкулне пĕчĕкренпех çӳреме пуçланă. «Акатуя виççĕмĕш çул хутшăнатăп. Мана кунта килĕшет. Пĕлтĕр иккĕмĕш вырăн йышăнтăм», — каласа кăтартрĕ хĕрача. Вăл хăйĕн юрринче чĕпписене апат çитернине еплерех сăнларĕ! Капăр наци тумĕ тăхăннă Кристина витрине те чăваш эрешĕпе илемлетнĕччĕ. <...>

Татьяна ФИЛИМОНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.