Çамрăксен хаçачĕ 22 (6573) № 26.06.2025
«Фотожурналистăн кашни ĕç кунĕ кăсăклă»
«ХЫПАР» ИЗДАТЕЛЬСТВО ÇУРТĔНЧЕ МАТТУР ÇАМРĂКСЕМ ĔÇЛЕÇÇĔ. ВĔСЕНЧЕН ПĔРИ — ВАСИЛИЙ КУЗЬМИН. ВĂЛ ПУЛТАРУЛЛĂ ФОТОГРАФ КĂНА МАР, ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУÇЛĂХĔН СТИПЕНДИАЧĔ ТЕ. ПИРĔН ЖУРНАЛИСТА ФОТОГРАФ ПРОФЕССИНЕ МĔНЛЕ КĔРСЕ КАЙНИНЕ, ХĂЙĔН ПĔРРЕМĔШ ФОТОАППАРАЧĔ ПИРКИ КАЛАСА ПАЧĔ.
Повар пулманшăн кулянмасть
— Василий, сăн ӳкерес кăсăклану мĕнрен пуçланчĕ?
— Атте-анне пĕрремĕш фотоаппарат илсе панинчен. Ун чухне шкулта вĕренеттĕм. Анне тĕпренчĕкĕсен ачалăхĕ асра юлтăр тесе «Олимпус» пленкăллă фотоаппарат илме шухăшлани çинчен каларĕ. Астăватăп-ха: икĕ эрнерен атте йăмăх çутă курупка илсе килчĕ те унтан фотоаппарат туртса кăларчĕ. 35 кадр хăвăрт пĕтрĕ, вара анне мана çапла каларĕ: «Вася, куратăп, сана фотоаппаратпа ӳкерме питĕ килĕшет. Кунта пĕр кадр юлчĕ, унпа кирлĕ пек усă кур. Хĕвел аннине ӳкерсе ил». Çак илеме пĕтĕмпех кадра вырнаçтарас тесе ятарласа сарай тăррине хăпартăм. Тĕлĕнмелле те, сăн ӳкерчĕк ăнăçлă пулчĕ. Каярах кун пирки çемье те пĕлтерчĕ. Ку вăл — манăн пĕрремĕш сăн ӳкерчĕксенчен пĕри. Çапла кăсăкланса кайнă. Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеттĕм. Вăл вăхăтра укçа пухса «Sony» профессиллĕ фотоаппарат туянтăм. Пурнăçра манăн 3 фотоаппарат пулнă: «Олимпус», «Canon» тата «Sony». Юлашки иккĕшне хамăн укçапа илнĕ. «Sony» фотоаппарата 30 пин тенкĕпе туянтăм. Ун чухне пирĕншĕн ку пысăк укçа пулнă. Хальхи саманапа танлаштарсан хаклă мар ĕнтĕ.
— Повар пулманшăн кулянмастăн-и? Тен, эсĕ халĕ пĕр-пĕр чаплă ресторанăн хуçи пулăттăн?
— Çук, кулянмастăп. Манăн вăл чунра юлнă. Хушăран хам валли ресторанри пек тутлă апат пĕçерме тăрăшатăп. Кам пĕлет, пурнăç темле пулса тухать. Халĕ мана ытларах сăн ӳкерме килĕшет.
— Фотожурналистикăна мĕнле кĕрсе кайрăн? Эсĕ ку енпе ятарласа вĕреннĕ-и?
— Фотожурналистикăна эпĕ тӳрех килмен. Ачаранах пĕ- çерме юрататтăм. Ӳссен повар-кондитер пулма ĕмĕтленеттĕм. Килтисене тутлă апатпа сăйлаттăм. Çуралнă кунсенче пĕрмаях торт пĕçереттĕм. Печени тăваттăмăр. Вăл вăхăтра рецепт кĕнекисенчен пăхса пĕçересси модăраччĕ. Вăрнар районĕнчи Çĕпрел шкулĕнчен вĕренсе тухсан салтака кайрăм. Унтан Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци техникумĕнче повар тата общество апатланăвĕн технологĕн профессийĕсене алла илтĕм. Пĕтĕмпех хăйĕн черечĕпе пычĕ. Пĕррехинче техникум коридорĕнче мана производство мастерĕ Екатерина Романова чарчĕ те: «Василий, санăн практикăра мĕн тунине упраса хăвармалла. Пĕтĕмпех ӳкермелле пек туйăнать, кайран ĕçе вырнаçнă чухне кирлĕ пулать». Çавăнтанпа пĕтĕмпех улшăнчĕ темелле. Хамăн сăн ӳкерчĕксене пĕтĕмпех буклет-тетраде пухса пытăм. 2012 çулта техникумран вĕренсе тухсан Мускаври ресторана менеджера ĕçлеме вырнаçрăм. Анчах та çулталăкран Чăваш Ене таврăнма тиврĕ. Йăмăксен туйне килсен кунтах юлтăм. Пĕррехинче «Асамат» ушкăн концертне ӳкерме кайнăччĕ. Солистсенчен пĕри — манăн пичче Валерий. Антракт вăхăтĕнче ман пата «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçленĕ, халĕ Чăваш Ен Медиацентрĕнче вăй хуракан Дмитрий Моисеев пычĕ, редакцие фотокорреспондент пек ĕçлеме чĕнчĕ. 2019 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухрăм. Халĕ кунта 10 çул ытла ĕçлетĕп. Сăн ӳкерес енĕпе тĕрлĕ вĕренӳ курсĕ витĕр те тухнă. Анчах çакна ăнлантăм: ку ĕç чунра пулмалла.
— Фотожурналистăн пурнăçĕнчи кăсăклă самантсене аса илсе каласа пар-ха.
— Фотожурналистăн кашни ĕç кунĕ кăсăклă. Ятлă-сумлă çынсене куллен куратпăр. Вĕсен йышĕнче тĕнчипе паллă спортсменсем, актерсем, Раççей эстрада юрăçисем, çыравçăсем, телеертӳçĕсем… 2015 çулта Шупашкара Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл килчĕ. Ăна курни маншăн пил вырăнĕнчех пулчĕ. Çавăн пекех командировкăсем те интереслĕ иртеççĕ. Пĕррехинче «Çамрăксен хаçачĕн» корреспондентĕнче ĕçленĕ Алина Ильинапа Шупашкарти каçхи клуба кайрăмăр. Унăн ялтан хулана килнĕ çамрăксем вăхăта мĕнле ирттернине тишкерсе статья хатĕрлемеллеччĕ. Клуба пĕрле çитсе тăтăмăр, анчах телефон илсе кĕме май пулмарĕ — сăн ӳкереймерĕм.
— Сăн ӳкернĕ чухне мĕнле те пулин пăтăрмах пулса иртмен-и?
— Пĕрре «Чăваш пики» конкурсра ĕçленĕччĕ. Сăн ӳкерсе пĕтерсен киле çитрĕм те манăн фотоаппаратри флешка ĕçлеме пăрахрĕ. Пĕтĕм сăн ӳкерчĕк çунса кайрĕ. Вĕсене каялла тавăрма ниепле те май пулмарĕ. Ĕç сая кайнишĕн питĕ кулянтăм.
— Ытларах çут çанталăка е çынсене сăн ӳкерме юрататăн?
— Пурне те сăн ӳкерме кăсăклă. Кашни хăйне май хитре пулать. Шел те, фотоаппарат çут çанталăка куçпа курнине мĕнле пур, çавăн пек сăнласа памасть. — Сăн ӳкернĕ чухне мĕнле мелсемпе усă куратăн?
— Çынна курсанах: «Атя, сăн ӳкеретĕп», — тесен вăл çухалса е хăраса каять. Калаçа-калаçа унăн кăмăлне çавăрма тăрăшатăп. Пуçлăхсемпе ертӳçĕсем çакна хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, вĕсемпе кăткăслăх çук. Интервью илме кайсан та малтан журналиста калаçтаратăп, тӳрех сăн ӳкерме тăрăшмастăп, мĕншĕн тесен çын калаçнă чухне уçăлать.
— Сăн ӳкерчĕке мĕн пăсма пултарать?
— Фотографшăн сăн ӳкернĕ чухне канăç кӳрекен япаласенчен пĕри вăл — хĕвел пăхни. Кун пек чухне ӳкерĕнекенсен куçĕ хĕсĕнет е хĕвел пайăркисен çути кадра лекет. Хитре сăн ӳкерчĕксем çумăр çунă чухне пулаççĕ, анчах техника йĕпенме пултарать. «Хитре кадр куратăп та ӳкеретĕп» — Сăн ӳкернĕ чухне илемлĕ вырăнсене мĕнле шыраса тупатăн? — Ятарласа шырамастăп. Хитре кадр куратăп та ӳкеретĕп. Турист валли Чăваш Енре илемлĕ вырăн нумай. Вĕсенче пулса курма вăхăт кирлĕ. Манăн ĕçре ку енчен кăткăсрах. Ахаль фотограф пулнă пулсан кăнтăр вăхăтĕнче те кайса ӳкерме май пур. Пĕр-пĕр района мероприятие çитсен май пур чухне вырăнти хитрелĕхе те сăнлама тăрăшатăп. Канмалли кунсенче тăван яла кайсан та сăн ӳкеретĕп. — Канмалли кунсенче те ĕçлеме тухма тивет… — Пирĕн ĕçĕ çавнашкал: çынсем уявсенче канса савăннă чухне эпир ĕçлетпĕр. Çав енчен кăштах кăлтăк пур. Уявсенче час-часах пулнипе хăш чухне уçăлма тухас та килмест. Апла пулин те темĕнле мероприятие те çитсе куратăп. Çак енчен хамăн ĕçе килĕштеретĕп те. Анчах та манăн сăн ӳкермесĕр, куракан пек пĕрре те пулин концертра пĕр хускалмасăр ларса пăхас килет. Фотографсем уяв саманчĕсене сăн ӳкерчĕксем урлă çеç курса савăнма пултараççĕ-çке. Хăш чухне çавăн пек мероприятисене кайса килсен сăн ӳкерчĕксене пăхса ларнă чухне палланă çынсене асăрхама пултаратăп. Фотоаппарат витĕр пурне те куçпа курса ĕлкерейместĕн çав. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Сцена ăстин темĕн тума та пĕлмелле
Артиста вĕренмешкĕн суйлав тапхăрĕ тухакан çамрăксене киносенче кураттăм та питĕ кăсăклăччĕ. Ун пеккине эпĕ хамăн пурнăçра пĕрре те тĕл пулман-çке. Анчах çак çитменлĕхе пĕтерме тинех май килчĕ — иртнĕ эрнере К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Мускаври Е.Вахтангов ячĕллĕ патшалăх академи театрĕ çумĕнчи Борис Щукин ячĕллĕ Театр институчĕ итлев ирттерчĕ. Çук-çук, профессие улăштарас темерĕм-ха, çак суйлав мĕнле иртнине хамăн куçпа курас килчĕ çеç
Театра 20 ытла хĕрпе каччă пухăнчĕ. Пĕрисем пăхмасăр калама вĕреннĕ проза сыпăкĕсене е сăвă йĕркисене пăшăлтатса çӳретчĕç, теприсем хумханăвне ирттерес тĕлĕшпе ыттисемпе сăмахлама тăрăшатчĕç. Çамрăксен пултарулăх енĕсене тĕрĕслеме Мускавран актер ăсталăхĕн кафедрин доценчĕ Валерий Маркин килсе çитрĕ. Унпа пĕрле итлев ирттерме Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн актер ăсталăхĕпе режиссура кафедрин доценчĕ Алексей Болдырев, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн директорĕ Елена Николаева, театрăн тĕп режиссерĕ Дмитрий Миронов, Чăваш халăх артистки тата режиссер Наталия Сергеева, драма артисчĕ Григорий Федоров хутшăнчĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма вĕсен умне 20 ытла çамрăк тухрĕ. Артист пулма ĕмĕтленекенскерсем чăвашла тата вырăсла проза сыпăкне тата сăвă пăхмасăр каларĕç, юрларĕç те ташларĕç. Чĕмпĕрте çуралса ӳснĕ Настя Азанова мĕн пĕчĕкрен артист пулма ĕмĕтленнĕ. Халĕ Мускавра пурăнать пулсан та Шупашкарта çакнашкал итлев иртессине пĕлсен тӳрех заявка янă вăл. Кĕтнĕ кун çитсен вара инçе çула кĕскетсе ашшĕпе Чăваш Ен тĕп хулине васканă. Чăвашла калаçма йывăртарах-ха ăна, анчах хĕр хаваспах юрларĕ тата ташларĕ. Чĕлхе пĕлĕвне вара каярах лайăхлатма шантарчĕ. Алексей Михайлов Шупашкарта çуралса ӳснĕ. 24-мĕш шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлӳ илнĕ. Ялан çĕнĕлĕх шыраканскерĕн халĕ ав хăйне артист пек тĕрĕслесе пăхас килнĕ. Çак тĕллевпе вăл интернетра информаци шырама тытăннă та Шупашкарта итлев иртессине пĕлнĕ, заявка панă. Манăн ыйтусене Леша таса чăвашла хуравларĕ. «Тĕлĕнмелле мар, эпĕ чăваш вĕт», — терĕ çирĕппĕн. Каччăн ашшĕ-амăшĕ — Красноармейски тăрăхĕнчен. Вĕсем çемьере тăван чĕлхепе пуплени ывăлне чăвашла та, вырăсла та пĕлсе ӳсме май панă-мĕн. Итлеве килнĕ çамрăксен хушшинче тĕрлĕ енлĕ пултаруллисем пулчĕç. Кам мĕнле шухăшлать, пĕлместĕп, анчах та артист пулма талант кирлĕ пек туйăнать. Сăмахран, темĕнле тăрăшса вĕрентсен те эпĕ ун пек пултараймăп. Итлеве килнисенчен вара тĕлĕнсе пĕтерме çук. Пĕрисем сăвă калама тухаççĕ те пуçламăш йĕркеренех тыткăнлаççĕ, сасă асамлăхĕпе илĕртеççĕ. Теприсен юрри шыв пек шăнкăртатса юхать. Виççĕмĕшĕсен ташă хусканăвĕсем çав тери килĕшӳллĕ пулаççĕ. Çапах хăшне-пĕрне Валерий Михайлович асăрхаттармасăр тӳсеймерĕ: «Хăвăр ăнланман, туйса курман темăна мĕншĕн суйлатăр-ха? Эсир унпа ĕнентерейместĕр». Теприсене вара çапла каларĕ: «Пăхатăп та, эсир хатĕр. Сире мĕн вĕрентеетпĕр эпир? Пире вĕрентмелли çамрăксем кирлĕ». Шупашкарта пурăнакан Александр Федоровшăн нимĕнле чăрмав та çук тейĕн — мĕн ыйтаççĕ, çавна тăвать. Чăвашла сăвă калама ыйтсан та шухăша кайса тăмарĕ, янăраттарчĕ çеç. Унсăр пуçне унăн жонглер пултарулăхĕ те пур: мечĕксемпе те, турилккесемпе те выляса кăтартрĕ. «Сирĕн цирка каймалла мар-ши?» — терĕç ăна ĕмĕт-тĕллев çирĕплĕхне юриех тĕрĕслес тенĕн. «Мĕншĕн? Артиста тем тума пĕлни те кирлĕ», — çухалса каймарĕ Александр. Хĕрлĕ Чутайран килнĕ Данила Глухов 10- мĕш класран çеç вĕренсе тухнă-ха. Çапах та, малашне кирлĕ пулĕ тесе ĕнтĕ, итлеве хутшăнма кăмăл тунă. Елчĕк тăрăхĕнчи Çĕнĕ Эйпеç хĕрĕ Виктория Романовăна чăваш кĕввипе кăсăкланакансем пĕлеççĕ те пулĕ. Кăçал вăл «Кĕмĕл сасă» чăваш эстрада юррин фестиваль конкурсĕн Гран-прине çĕнсе илнĕччĕ. Итлевре те вăл илемлĕ сассипе тыткăнларĕ. Артист пулма тĕллев тытнă çамрăксен паха енĕсенчен пĕри — кирек епле лару-тăрура та çухалса кайманни, сăмахсене мансан та мĕн те пулин каласа яма пултарни. Хăшĕ-пĕрин çакă уйрăмах кăсăклă пулса тухрĕ, итлев ирттерекенсем вар тытса кулнă самантсем те пулчĕç. «Эпĕ ăнланмастăп, эсир кулнишĕн савăнмалла-и е хурланмалла-и манăн?» — каламасăр тӳсеймерĕ абитуриентсенчен пĕри. «Савăнмалла! Эсĕ пире кăсăклантарма пултартăн, ку вара питĕ лайăх!» — хавхалантарчĕç ăна. «Чи малтанах Шупашкар мана питĕ килĕшни çинчен калас килет. Пысăк мар, çутă хула. Ешĕллĕх те, сывлăш та нумай… Кунта ытларах пулас килет, — терĕ Валерий Маркин çамрăксен пултарулăхĕ çинчен мĕн шухăшланине пĕлтерме ыйтсан. — Ачасем вара маттурсем, вăр-варскерсем, вĕренес туртăмлăскерсем. Кашнин мĕнле те пулин пултарулăх пурах». Çамрăксене итле-итле Валерий Михайлович хăй те «чăвашла ăнланма тытăнтăм пулмалла» терĕ. «Пăхăр-ха ман çине, чăваш пекех вĕтха?» — шӳтлерĕ вăл. Артиста вĕренес текенĕн вырăс чĕлхипе тата литературипе Патшалăхăн пĕрлехи экзменĕнче миçе балл пухăннине те пăхаççĕ. Итлеве хутшăннă çамрăксен пурин те тенĕ пекех кăтартусем япăх мар, Валерий Михайлович тĕлĕнсе çеç ларчĕ. Акă ăçта каяççĕ иккен чĕлхене тата литературăна лайăх пĕлекен абитуриентсем. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Хура шинель, сăмсасăр карттус хуçисем — йĕкĕрешсем
— Моряк тумĕ ахаль те нумайăшне тыткăнлать. 1988 çулта салтакран отпуска килсен моряксен хура шинелĕпе, бескозыркăпа ял клубне пырса кĕрсен чылайăшĕ ăмсанса та пăхнăччĕ. Эпир Ваньăпа иксĕмĕр те Тинĕс çар флотне лекме тивĕçнĕшĕн савăннă çеç. Хĕсметре пулнăранпа кăçал 36 çул çитет, çапах та унти кашни самант асра, — тет Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Александр Павлович. Иван Павлович та çавнах çирĕплетет.
Çĕртме уйăхĕнче моряксем хăйсен кунне паллă тăваççĕ. Çавна май Портновсемпе тĕл пулса калаçма шухăшларăм. Йĕкĕрешсем вĕсем. Тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ пулсан та, ман кăмăла хăварас мар тесе, Тюмень тăрăхĕнчен курма килнĕ Иван Павлович тăван килне пычĕ. Ытла та тарават çынсем Портновсем. Çапла пулма вĕсене ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе ӳстернĕ. Сашăпа Ваня Павел Петровичпа Маргарита Агафоновна çемйинче 1968 çулта 8-9-мĕш ачасем пулса çут тĕнчене килнĕ. 10 ачаллă çемьере ӳснĕ вĕсем. 5 ывăл та 5 хĕр çитĕннĕ Портновсен. Питĕ туслă ӳсни пирки калаççĕ арçынсем. Нумай ачаллă çемьере урăхла пулма май та çук.
— Ваня ялан тенĕ пекех анне çумĕнче пулнă, фермăра пулăшса пыратчĕ, эпĕ ытларах çĕр ĕçĕнче тăрмашнă. Ĕçпе пиçĕхнĕ, шкулта та аван ĕлкĕрсе пынă. Пĕлӳ илни çинчен калакан аттестат çинче пирĕн икĕ «4» кăна. Çав вăхăтрах спортпа та туслăччĕ эпир. Ваньăпа иксĕмĕр те ачаранах йывăр атлетикăпа интересленнĕ. Пирĕн вăхăтра ДОСААФăн «Урожай» обществи çав тери вăйлă аталаннăччĕ. Районта, республикăра иртекен ăмăртусенчен яланах çĕнтерӳпе таврăннă. Аслисем, аппасемпе тетесем, пире врач профессине алла илтересшĕнччĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсем çынна е выльăха сиплекен тухтăрсем пулнă. Çапах та эпир Ваньăпа Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн аграноми факультетне каяс терĕмĕр. 1986 çулта хамăр класран çав факультета виççĕн вĕренме кĕтĕмĕр. Институтра ялтан пĕр вăхăтра 14-ăн вĕренеттĕмĕр. Сахал мар вĕт. Хăй вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи «Победа» колхоз малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулнă. Çамрăксем те ытларах ялта юлатчĕç. Вĕреннĕ, йывăр атлетикăна та пăрахман. Ял хуçалăх институтĕнче иртекен ăмăртусенчен пĕринчен те юлман. Пире штанга илĕртнĕ. Икĕ мелĕпе йăтассипе те кăсăкланнă эпир. Занятисем хыççăн педуниверситетăн спортзалне тренировкăсене çӳреттĕмĕр, салтакран килсен агрегат завочĕн «Сталь» клубне çул такăрлатнă. Ваня çав енпе 1991 çулта нормативсене пурнăçласа «Спорт мастерĕ» ята тивĕçрĕ, — калаçăва тăсать Александр Портнов. 1987 çулта çĕршывра Тинĕс çар флотне моряксене илсе çитереймен. Çавăнпа та студентсене те çара кайма сĕннĕ. Сывлăх енчен çирĕп каччăсем Тинĕс çар флотне юрăхлă пулни çинчен медкомисси çирĕплетсен Сашăпа Ваньăна иккĕмĕш семестрти экзаменсене маларах тыттарса салтака илсе кайнă. — Канашри çар комиссариатĕнчен пире хула урамĕсем тăрăх çур çĕр иртсен çуран, колоннăпа, «Славянка» юрăпа чукун çул станцине илсе çитерчĕç. Мĕнле хумхануллă самант пулнă ку пирĕншĕн! Унтан кăлтăр-кăлтăр пуйăс Кронштадта илсе çитерчĕ. Вырăнта пире çӳçсене касса ячĕç, тумсене улăштарчĕç. Хайхискерсем пĕрпĕрне тӳрех палласа илеймерăмĕр вĕт. Аран-аран шыраса тупрăмăр. Унта çур çул вĕренӳре пулни нихçан та асран тухмасть. Радиотехникăпа ĕçлеме вĕрентрĕç пире. Ун чухне ку енĕпе çарта тин çеç усă курма тытăннăччĕ. Балтика, унтан Хура тинĕс флочĕн адмиралĕ пулнă Александр Колчак вĕреннĕ класра ăс пухаттăмăр. Эпир йĕкĕрешсем пулсан та сăнпа пĕр пек мар. Вĕренĕве вĕçленĕ хыççăн пире иксĕмĕре те икĕ тĕрлĕ флота ямалла тунăччĕ. Сашăна — Лăпкă тинĕс, мана — Хура тинĕс флотне. Саша: «Йĕкĕрешсене уйăрма юрамасть, атя командир патне», — тесе мана штаба илсе кайрĕ. Пĕр пек сăнлă пулманран штабрисем эпир йĕкĕреш иккенне пĕлмен те иккен. Ун чухне пире хăть хăш флота суйласа илме ирĕк панăччĕ. Çапла иксĕмĕр те Лăпкă тинĕс флотне лекрĕмĕр, — калаçăва хутшăнать Иван Портнов. — Лăпкă тинĕс флочĕ вăл вăхăтра пысăк карапсемпе çĕнелме тытăннăччĕ. Пирĕншĕн, ялти чăваш ачисемшĕн, ку вăл хăйне кура тĕлĕнтермĕш те пулнă ĕнтĕ. Кронштадтран 12 кун пуйăспа хамăр служба иртмелли вырăна Владивостока çул тытрăмăр. Чи интересли — унта çитсен тепĕр эрнерен хамăр тăван ачине Коля Константинова Владивостокра тĕл пулни. Вăл тин çеç салтака килнĕ иккен. Коля казармăри чӳречерен эпир утса çӳренине курнă. «Иккĕмĕш хутри койка çинче выртаттăм, унта салтаксем утса çӳрени аван курăнатчĕ. Çавăнтан палларăм сире. Аялти хутра выртнă пулсан курман та пулăттăм», — тет. Ыталанса илсех йĕтĕмĕр. Аякра тăвана курни мĕн тери çывăх пулчĕ ун чухне. Çапах та унта нумай тăма тивмерĕ пире. Посьета заливра вырнаçнă чаçрен командир салтаксене илме килнĕччĕ. Виççĕн кирлĕ иккен ăна. Питĕ тĕреклĕ, çирĕп салтаксене суйларĕ. Вĕсен шутне эпир те Ваньăпа лекрĕмĕр. Виççĕмĕшĕ хул-çурăмран тĕреклĕ вырăс салтакĕ пулнăччĕ. Анчах ун ĕçĕнче вăл гражданкăра ĕçкĕпе иртĕхсе милицие лекни çинчен çырнине курсан: «Сана илместĕп. Сан пек ĕçкĕçсем ман хамăн та пур», — тесе пире Ваньăпа иксĕмĕре çеç илсе кайрĕ. Çапла 1987-1989 çулсенче, икĕ çул çурă «Витязь» бухтăра моряк пулнă эпир. Паллах, пирĕншĕн çĕнни, тĕлĕнмелли унта нумайччĕ. Ваня манăн командир пулнă. Эпĕ радиотехникăпа ĕçленĕ. Пирĕн служба вырăнĕ Совет Союзĕн чиккинчи чи пуçламăш постчĕ. Тем те курнă. Пирĕн хамăр шыв территорине кам та пулин пырса кĕнине пăхса тăмаллаччĕ. Чикке пăсакансем ытларах пулăçсемччĕ. Америка çар вĕрентĕвĕсем ирттерни пулнă. Ун пек чухне пирĕн пысăк карапсем те чикĕ тăрăх вырнаçса тухатчĕç. Кунтах пĕрремĕш пысăк карапсене, çĕнĕ ракетăсене ярса тĕрĕслени мĕнле асран тухтăр! Хам çумра вице-адмирал ларса ман ĕçе пăхса тăни те темиçе хут пулнă. Ĕçре пĕр йăнăш та туманран мана темиçе хут та отпуск панăччĕ. Эпĕ вара пĕрре çеç тăвансене курма килтĕм. Салтакăн отпускĕ шутне çул çинче ирттернĕ вăхăт кĕмест. Çапах та Владивостокран Чăваш Ене çитме те çăмăлах мар. Яла килсен климат улшăнăвĕ хăй çинчен систерчĕ. Пĕр эрне чирлесе ирттертĕм. Кайран Ваньăна та отпуск панăччĕ, эпĕ кайма сĕнмерĕм. Хам пек нушаланасран хăрарăм, — калаçăва тăсать Александр. — Паллах, унта службăра тăма çăмăлах марччĕ. Хамăр ĕç патне çитме виçĕ çухрăм утмаллаччĕ. Ялан нӳрĕ çанталăк тăнăран робăсем йĕп-йĕпе пулатчĕç. Çавăнпа яланах хывса улăштарма тиветчĕ. Челема вăхăтĕнче питĕ тĕлĕнмеллеччĕ. Шап-шурă пĕлĕт евĕр çăра тĕтре умра шыв тăрăх шуса пырать. Шыв та палăрмасть, вăл çак тĕтрепе пĕрлешсе кайнăн туйăнать. Ун пек чухне пур курăкăн та, ытларах чечексен шăрши, сăмсана кăтăклать. Сывлăш çав тери уçă пулса каять. Çакă ытла та тĕлĕнмелле илемлĕ çанталăк пулăмĕ, — хушса хурать Иван. 1989 çулта салтакран таврăнсан Портновсем каллех хăйсен вĕренĕвне ял хуçалăх институтĕнче тăснă. Студент пурнăçĕ ытла та ăмсанмалла вăхăт вĕт. Вĕренӳ, ăмăрту, пирвайхи юрату – пурте çав вăхăтра пулса иртеççĕ. Салтакран килнĕ каччăсем тинех шкул ачисем мар, пурнăç тути-масине лайăх пĕлеççĕ. Яланах пысăк стипенди илсе тăнă. «Атте-аннерен укçа ыйтса курман. Хамăра тивĕçекен нухратпа пурăнма тăрăшнă. Тренировкăсене яланах çӳренĕ. Пĕрре çапла институтра «Алло, мы ищем таланты!» конкурс ирттерчĕç. Тренировкăна кайиччен Ваньăпа çавна кĕрсе курар-ха терĕмĕр. Акă залран пысăк тутăр пĕркеннĕ, саркаланса юрласа кĕрекен хĕрсем курăнчĕç. Пĕри пĕчĕк пулсан та ытла та илемлĕ юрлать. Тӳрех кăмăла кайрĕ. Пĕрремĕш курс студентки иккен, Етĕрне хĕрĕ Елена. Çавăн чухнех паллашрăм çак хĕрпе. Виççĕмĕш курс хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Эпĕ институт пĕтернĕ çул ывăл çуралчĕ. Аслă шкул хыççăн мана ялта пахча çимĕç бригадинче кĕтетчĕç. Çапла 1992 çулта ултă уйăхри Павел ывăлăмпа яла таврăнтăмăр. Ачана пăхма анне пулăшрĕ. Мăшăр та агрономи факультетĕнче вĕренетчĕ. Анчах алла диплом илсен ун валли вырăн пулмарĕ. Вăл вара 25 çул ялти культура çурчĕн директорĕнче ĕçлерĕ. Эпĕ бригадирта 5 çул вăй хунă хыççăн районта çĕрпе тĕрĕс усă курнине тĕрĕслесе тăраканра тăрăшрăм, унтан çав енĕпех кăнтăр енчи районсене те ертсе пытăм. 2016 çултан пуçласа Елчĕк тăрăхĕнчи «Улăп» спорт комплексĕнче тренер-преподавательте ĕçлетĕп. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисем: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин манăçа тухнă оборона линийĕсем
1941 çулхи кĕркунне — тĕрĕслев вăхăчĕ 1941 çулхи кĕркунне Совет Союзĕн шăпине татса панă. Нимĕç çарĕсем Смоленска, Киева ярса, Ленинграда хупăрласа илсен Мускавран 30 çухрăмра тăнă. Авăн уйăхĕнче вермахт пуçарнă «Тайфун» операци тĕп хулана хăратса тăнă, «Кăнтăр» çар ушкăнĕ Дон çинчи Ростов еннелле куçса пыни Кавказа çул уçнă. Вăл вăхăтра Уралпа Атăл тăрăхне эвакуациленĕ промышленноç предприятийĕсем танк, самолет, хĕç-пăшал туса кăларма тытăннă кăна. Çавăн пек условисенче Аслă тĕп ертӳлĕхĕн штабĕ çапла йышăннă: тылра тарăн оборона линийĕсем тумалла, вĕсем тăшмана чарма пулăшĕç. Сăр тата Хусан чиккисем халăх хастарлăхĕн символĕ пулса тăнă.
Хушу: «Вăраха ямасăр тумалла!»
1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче нимĕçсен дивизийĕсем тĕп хула еннелле çывхарса пынă май Патшалăх хӳтĕлев комитечĕ (ГКО) вăрттăн приказ кăларнă. Сталин алă пуснă документ вăраха ямасăр хӳтĕлев чиккисем тума тытăнмаллине çирĕплетнĕ. Сăр юхан шывĕн ячĕпе панă оборона линийĕ Чулхула тата Куйбышев (Самар) еннелле пырса кĕме тата СССРăн промышленноç тĕп центрĕ пулса тăнă Урала çул пӳлнĕ. 331 çухрăм тăршшĕ тăсăлнă Хусан линийĕ авиаципе танксен завочĕсене, çавăн пекех Атăл урлă каçмалли стратегиллĕ каçăсене хӳтĕленĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртме мобилизаци кирлĕ пулнă. Çынсене ялсемпе хуласенчен пуху пункчĕсене лавсемпе илсе килнĕ, унтан эшелонпа строительство вырăнĕсене ăсатнă. Кĕреçе, кирка, тачка валеçсе панă, анчах вĕсем пурне те çитеймен. Чăваш Енре, сăмахран, 10 çын пуçне 3 кĕреçе лекнĕ. Рабочисем çĕре черетленсе чавнă. Чи йывăр ĕçе тылра юлнисем хăйсем çине илнĕ. Хӳтĕлев чиккисене тăвакансенчен 65% хĕрарăм пулнă. Час-часах амăшĕсем ĕçе кăкăр ачисемпе килнĕ, вĕсене ватăсене пăхма çĕр пӳртсенче хăварнă. Шкултан вăхăтлăха хăтарнă 12-16 çулсенчи ачасем кунне 6 сехет окоп чавнă. Вĕт-шакăрпа пĕрле çулне тата сывлăхне пăхмасăрах вăрçă паттăрĕн ятне тивĕçнисем те пулнă. Акă Атрать ялĕнчи 70 çулти Федор Кузьмин чĕрепе чирленине пăхмасăрах 200 метр канав чавнă. Çав кунсенчи статистика тĕлĕнтерет: Сăр хӳтĕлев чиккине тума — 171 пин, Хусан линине 98 пин çын хутшăннă. Ĕç кунĕ 14 сехет тăсăлнă. Пĕр çын пуçне 3 тăваткал метр çĕр чавма уйăрса панă. Çынсем выçлăха тӳссе ирттернĕ — 800 килокалориллĕ паек кулленхи нормăн çуррипе танлашнă, Мордвара вара апат-çимĕç çитменнипе йывăç хуппине çăнăхпа хутăштарса çинĕ. Инженери паттăрлăхĕ: хӳтĕлев чиккисене мĕнле тунă? Оборона линийĕн тĕреклĕ конструкцийĕ вăрçăн хаяр урокĕсене кăтартса парать. Кашни чикĕ виçĕ оборона линийĕнчен тăнă. Малти ретре танксене каçма чаракан 3 метр тарăнăш канав чавнă. Дзотсене утă капанĕсем айне пытарнă, канав тĕпне шĕвĕр вĕçлĕ юпасем çапса лартнă. Иккĕмĕш ретре артиллери позицийĕсене тăратнă тата нимĕç бомбардировкине чăрмантаракан суя об±ектсем вырнаçтарнă. Çут çанталăк та хĕрхенмен. 1941-1942 çулсенче 47 градус таран сивĕ пулнă, çĕр чул пек хытă шăнса ларнă. Мордва Республикинчи Зубова Поляна поселокĕ патĕнчи пăра взрывчаткăпа сирпĕтме хăтланнă, анчах рабочисем вилме пултарнăран ку шухăша сирме тивнĕ. Инженерсем майсем шыранă. Чăваш Енре пăр çĕре çемçеттĕр тесе ăна шывпа шăварнă, Улатăрта вара çĕре ăшăтма куçса çӳрекен кăмакасем тунă. Хăйĕн ăславĕпе пин-пин çын пурнăçне çăлса хăварнисен шутĕнче Василий Безроднов инженер та пулнă, вăл канавсем ан ишĕлччĕр тесе дренаж тытăмĕ шухăшласа кăларнă. Мордвари Александра Терентьева бригадир вара 20 кунра дзотсем валли 5000 хурăн пĕренине илсе килессине йĕркеленĕ. Вĕсене шăннă Сăр урлă турттарнă. Стратегиллĕ роль: Атăл тăрăхĕн хӳтлĕхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Атăл тăрăхĕнчи хӳтĕлев чиккисем ахаль инженери сооруженийĕсем кăна мар, вĕсем совет тылĕн çĕнтерейми символĕ пулса тăнă. Вĕсен пĕлтерĕшĕ çар тактикинчен чылай аякра тăнă, экономикăн тата халăх кăмăл-туйăмĕн тĕп енĕсене пырса тивнĕ. Çак оборона тытăмĕн эпицентрĕнче совет авиаци промышленноçĕн флагманĕсенчен пĕри Хусанти 22-мĕш авиаци завочĕ пулнă. 1942 çул тĕлнелле Мускавран эвакуациленĕ тата вырăнти хăват шучĕпе вăй илнĕ предприяти Пе-2 бомбардировщиксен тĕп производителĕ пулса тăнă. Çулталăкра завод 1050 машина хатĕрленĕ, ку — вăрçă çулĕсенче пĕтĕмĕшле туса кăларнă самолетсен 10 проценчĕ. Ĕçе сменăпа йĕркеленĕ. Хĕрарăмсем, çул çитмен ачасем, пенсионерсем талăкĕпех цехсенчен тухман, станоксем умĕнчех çывăрнă. Чикĕсене хӳтĕлесе тăни завода, авиаци тапăнăвĕсен хăрушлăхне пăхмасăрах, пĕр чăрмавсăр ĕçлеме май панă. 1942 çулхи кĕркунне тĕлне Сталинград патĕнче çапăçнă кашни виççĕмĕш Пе-2 бомбардировщика Хусан хулинче туса кăларнă. Чăваш Енрен Чĕмпĕр облаçĕ таран 360 çухрăм тăсăлакан Сăр хӳтĕлев чиккин тĕп тĕллевĕ: Куйбышеври чукун çул узелне Урала — çĕршыв центрĕпе çыхăнтаракан тĕп транспорт артерине — сыхласси пулнă. Кунсерен станци витĕр Урал хурçипе, 183-мĕш заводри Т-34 танксемпе, Молотоври (халĕ — Пермь) авиаци двигателĕсемпе 40 таран эшелон иртнĕ. Анчах груз юхăмĕ çакăнпа кăна чикĕленмен: 1942 çулхи çулла Куйбышев урлă Донбасри предприятисене хĕвел тухăç еннелле эвакуациленĕ, каялла килекен рейссем Сталинград фрончĕ валли пулăшу илсе килнĕ. 170 пин çын (80 проценчĕ хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем) рекордлă 45 кунра пурнăçланă хӳтĕлев чиккисен строительстви халăх пуçарăвĕн тĕслĕхĕ пулса тăнă. Пархатарлă ĕçе хутшăннисенчен нумайăшĕ техникăсăр, кĕреçепе тата киркăсемпе усă курса 40 градуслă сивĕре ĕçленĕ. Нимĕç разведки лару-тăрăва тӳперен сăнанă хыççăн Атăл тăрăхĕнчи чикĕсен «вăйсăрлăхĕ» пирки доклад хатĕрленĕ, вĕсене «окопсемпе блиндажсен йĕрĕ» тесе палăртнă. Çапах та тăшман оборона тытăмлă пулнине çителĕксĕр хакланă: танксене чаракан канавсемпе пулемет йăвисемсĕр пуçне кунта мина уйĕсем, артиллери позицийĕсем тата резервсене вăрттăн куçармалли çĕр айĕнчи çыхăну сечĕсем туса хунă. Тĕп уйрăмлăхĕ — «эшелонлă» принцип — пĕрремĕш линие татсан та тăшман вут-хĕм айне лекĕ. 1942 çулхи çулла «Б» çар ушкăнĕ Сталинграда тапăнса кĕрсен хӳтĕлев линийĕсем çапăçăва хатĕр пулнă. Паулюсăн 6-мĕш çарĕн тыткăна лекнĕ офицерĕсем пĕлтернĕ тăрăх, «Куйбышев факторне» шута илессине тĕпе хуни нимĕçсен командованине хăйĕн вăйĕсене пайласа яма, çурçĕр флангне хӳтĕлеме чаçсем уйăрма хистенĕ. Совет командованийĕн планĕ тăрăх, Атăл тăрăхĕнчи чикĕсенче тăшман 12 НКВД дивизине тата 160 пин ополченеца — ĕнерхи рабочисене, студентсене тата çар ĕçне хăвăрт мелпе вĕренсе тухнă колхозниксене — вырнаçтарма пултарнă. Вĕсем тăшмана тытса чарма кăна мар, кĕтмен çĕртен çухатмалли мелсем тунă: укрепленисене «тумлантарнă», куçса çӳрекен отрядсем çулсене минăланă. А.М.Василевский маршал хăйĕн аса илĕвĕсенче çапла палăртнă: «72 сехет çине тăрса хӳтĕленни те Уралăн леш енчен 3 пĕтĕмĕшле арми çарне куçарма май панă пулĕччĕ». Мĕн шухăшлани тӳрре тухнă — вермахт Сталинград çывăхĕнчи Атăл хĕррине çитнĕ тĕле Штаб резервĕнче Çĕпĕрĕн çĕнĕ дивизийĕсем тăнă, вĕсем контрнаступление пысăк тӳпе хывнă.
Патшалăх оборона комитечĕн вăрттăн упраннă докуменчĕсем, Л.П.Воронин инженерăн кун кĕнекисем, «Щит» шырав отрячĕн даннăйĕсем тăрăх хатĕрленĕ, ветерансем каласа панине çырса илнĕ.
♦ ♦ ♦
Çăлавçăра çирĕп кăмăллисем кăна ĕçлеме пултараççĕ
Шупашкарта пурăнакан Роман Лукшин ашшĕн çулĕпе кайса çăлавçă профессине алла илнĕ. Евгений Венегдитович 29 çул çак тытăмра ĕçлет, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи» ята тивĕçнĕ. Паян ашшĕпе ывăлĕ пĕр службăра вăй хураççĕ, çынсен пурнăçне çăлаççĕ.
Ашшĕн çулĕпе
Урăхла пулма та пултарайман. Ача чухнех Роман ашшĕпе пĕрле ĕçе çӳренĕ, çăлав машинине ларса курнă. Çăлавçăсен ĕçне шал енчен пĕлсе тăнă. Çак тытăмра вăй хуракансен паттăрлăхĕпе хавхаланнă. Çитĕнсен кам пулассине ун чухнех шухăшласа хунă. Çапла шкултан вĕренсе тухсан Роман Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне çул тытнă. Студент çулĕсенчех çынсене çăлнă. — Ĕçе 2020 çулта вырнаçрăм. Диплом иличчен икĕ çул Чăваш Республикин шыравпа çăлав службинче тăрăшрăм. Çарта çулталăк тăхтав тусан каллех çăлав службине таврăнтăм. Роман хăйне урăх профессире курманнине пĕлтерет. Вăл хăйĕн ĕçне çынсене пулăшма пултарнишĕн килĕштернине палăртать. — Пирĕн ĕç кунĕ пĕр пек иртмест. Паян эпир çын кĕлеткине шывран туртса кăларма е хупăнса ларнă алăка çĕмĕрме пултаратпăр. Атте яланах калать: «Харсăрлăх кăтартнине яланах тӳрре кăлармалла. Пӳрт тăррине хăпарса сăн ӳкерессишĕн, кăмăл-туйăма çĕклес тенипе, адреналиншăн çеç çăлавçа ĕçлеме килмелле мар. Кунта эсĕ çынсене пулăшатăн, ку санăн тивĕç. Эпĕ 9-мĕш хута ахаль кăна хăпармăттăм. Хăвăншăн мар, тепĕр çыншăн тăрăшатăн, унăн пурнăçне çăлса хăваратăн. Обществăшăн лайăх ĕç тăватăн, — пĕлтерчĕ Рома хăйĕн ĕçне мĕншĕн юратнине палăртса. Пĕрремĕш шăнкăрав Çăлавçăсен ĕçре темĕн те курма тивет. Ку профессире çирĕп кăмăллисем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Роман та çакна палăртрĕ. — Çулсем иртнĕçемĕн служба вăхăтĕнче пулса иртекен пур пулăма та хăнăхса çитетĕн. Малтанах çăлавçăра ĕçлеме тытăнсан, 18 çулта чухне, службăри самантсем пирки ĕçтешсем каласа панинчен, илтнинчен кăна пĕлсе тăнă. Интерес пулнă. Вĕсен вырăнĕнче хăвна вăл е ку лару-тăрура мĕнле тытма пултарнине туйса курас килнĕ. Çын виллисене те час-часах курма тивет. Çак службăра 5 çул ĕçленĕ май эпĕ çакна хăнăхса çитрĕм. Кашнинех хĕрхенсен, çын пурнăçне тишкерме тытăнсан çăлавçăра ĕçлейместĕн. Психика пăсăлма пултарать. Ку ĕçре çирĕп пулмалла, чуна хытарма пĕлмелле, — малалла калаçрĕ çăлавçă. Пĕрремĕш хут шăнкăрав хыççăн çула тухни те асрах. Ун чухне ача амăшĕ тĕпренчĕкĕ аллине алăкпа хĕстерсе лартнăран çăлавçăсене чĕнсе илнĕ. — Эпир ун чухне 2-мĕш çăлав пунктне çул тытаттăмăр. Шăнкăрав çитрĕ. Эпир шăпах вăл вырăнтан аякра мар пыраттăмăр. Юрать, машинăра манпа пĕрле çăлавçăра 20-25 çулсене яхăн ĕçлекенсем пурччĕ. Малтанах хăрарăм, ку манăн пĕрремĕш шăнкăрав-çке. Эпĕ шикленнине ĕçтеш курчĕ те мана çапла каларĕ: «Ан пăшăрхан, халĕ инструментсен ещĕкне илетĕн те пирĕн хыççăн утатăн». Хваттере хăпарса çитнĕ тĕле амăшĕ ачан аллине туртса кăларма ĕлкĕрнĕччĕ. Ку — маншăн хăйне евĕр тĕрĕслев пулчĕ. Çакăн хыççăн вара ытти чухне хăрамасăрах çула тухнă. Малашне мĕнле ĕçлемеллине, мĕн тумаллине пĕлсе тăнă, — аса илчĕ Роман. Пĕр шăнкăрав вара уйрăмах асра юлнă. Романăн салтак аттине тăхăнма вăхăт çитсе пынă. Тумтире хывса, шалу илсе ĕçрен каймалли çеç юлнă ĕнтĕ. Анчах пĕр кунхине çĕрле шăнкăрав çитнĕ: çын вĕренпе пăвăнса вилнĕ. Арçын çăмăл мар вырăнта, çумăр шывне юхтарса ямалли çĕр айне хывнă коллекторта пурнăçран уйрăлма шухăшланă. Унăн тарăнăшĕ 30 метр тăршшĕ. «Виççĕн кайрăмăр: эпĕ машина рульне тытса пытăм, манпа пĕрле смена пуçлăхĕ Александр Петрушкин тата Василий Иванов пычĕç. Эпир çитиччен унта пушарнăйсемпе полицейскисем çитсе тăнăччĕ. Çамка çинчи хунарсемпе сĕм тĕттĕм шăтăка кĕрсе кайрăмăр. Çав çынна виççĕн алă вăйĕпе наçилкка çине хурса çĕклесе кăлартăмăр. Ĕç виçĕ сехете тăсăлчĕ. Унтан базăна таврăнтăмăр. Ун чухне пурин те ыйхă вĕçнĕ-тĕр, çывăрасси çинчен никам та шухăшламасть. Пирĕн ĕçре çавăн пек самант пур: психика тĕлĕшĕнчен йывăр шăнкăравсем хыççăн эпир яланах кулăшсем каласа пĕр-пĕрин кăмăлне çĕклеме тăрăшатпăр. Хăшне-пĕрне çакă тискерлĕх пек туйăнĕ, анчах та çапла майпа çăлавçăсем, тухтăрсем чуна йăпатса пулни-иртни çинчен манаççĕ. Ку вăл — професси уйрăмлăхĕ», — ĕçри самантсем пирки пĕлтерчĕ çамрăкскер. Хваттер алăкĕ шаплатса хупăннă Ун хыççăн темиçе кунран Роман çара тухса кайнă. Хĕсмет тивĕçне вăл стратегиллĕ тĕллевлĕ ракетăсен çарĕнче пурнăçланă. — Салтак аттине тăхăниччен эпĕ пуринпе те сыв пуллашрăм. Вăл вăхăтра шалу та пĕчĕкчĕ. Каялла службăна таврăнасси пирки те иккĕленеттĕм. Салтакран килсен ăçта ĕçлеме вырнаçас теттĕм. Пĕрле вăй хунă ĕçтешсем каялла службăна таврăнма сĕнчĕç. Шалу ӳснине, ĕç условийĕсем те лайăхланнине пĕлтерчĕç. Службăна таврăнма шухăшлани çинчен аттене шăнкăравласа пĕлтертĕм. Вăл вара мана çапла услови лартрĕ: «Çар хыççăн Воронежа водолаз профессине вĕренме каятăн тăк эпир сана ĕçе илĕпĕр». Килĕшрĕм. Унта икĕ уйăх вĕренсен ăмăртусене хутшăнтăм. Час-часах Мари Элти аварипе çăлав службин опычĕпе паллашма каяттăмăр. Пляжсене тĕрĕслесе çӳренĕччĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава Канаш тăрăхĕнчи Асхва ялне кайнăччĕ. Ялти пĕвере хĕрарăм путнă. Вырăна çитрĕмĕр. «Кунта 5-6 метр тарăнăш кăна пулĕ», — шухăшларăм. Аялтан йĕм тăхăнмасăрах водолаз тумĕпе шыва кĕтĕм. Малтанах хăрарăм. Шыв айĕнче мĕн пулса иртессине ăнкармастăн-çке. Çын кĕлетки ăçта пулнине пĕлместĕн. Тен, ун çине пуçпа çапăнатăн — шиклентерет. Сивве туйнипе ура хуçланма тытăнчĕ. Çав вăхăтра çын кĕлеткине часрах шыраса тупасси çинчен кăна шухăшлама пултартăм. Шыв тĕпĕнче йывăç турачĕсем пурри шырава кăткăслатрĕ. Этем ăс-тăнĕ шыв айĕнче тĕлĕнмелле ĕçлет. Сăмахран, турата алăпа сĕртĕнсен вăл сана çын ури пек туйăнма пултарать. Хыпашласа пăхатăн та ку вăл мар пулнине ăнланса илетĕн. Çапла темиçе минут шыранă хыççăн темĕскере пырса тăрăнтăм. Тепĕр хут хыпашласа пăхрăм — çын кĕлетки. Раципе ĕçтешсене çыран хĕррине тухасси çинчен пĕлтертĕм. Шыв айне кайиччен никам та çукчĕ, тухнă çĕре вара икĕ хĕрĕ килсе тăнăччĕ. Вĕсем амăшĕн кĕлеткине курсан ӳлесе макăрма тытăнчĕç. Кун пек самантсенче питĕ йывăр, тăванĕсемпе пĕрле хурланатăн, — чунне уçрĕ 22 çулти çамрăк. Ытларах чухне çăлавçăсене алăк шал енчен хупăннă чухне чĕнсе илеççĕ. Дежурнăй чаçе кунне кун йышши 1-2 шăнкăрав та çитет. Пĕррехинче çапла амăшĕ уява каять те ачисене хĕр тусĕпе хăварать. Пĕри — 10-ра, тепри 2 çул та тултарман. Хĕр тусĕ тухса каять. Алăк шал енчен хупăнать. Амăшĕ çĕрле киле таврăнсан алăка уçаймасть. Темĕн пулнă тесе вăл çăлавçăсене чĕнсе илет. — Стенана 15 минут хушшинче çĕмĕрсе пĕтертĕмĕр. Ачасем вăл вăхăтра çывăрнă. Никам та шар курман, — аса илчĕ вăл. Çăлавçăсем алăк шал енчен шаплатса хупăнсан хваттер хуçисен тĕлĕшĕпе хĕрхенӳллĕ пулма тăрăшаççĕ. Çемьене çĕнĕ алăк туянма тăкаклă-çке, стенана\çăмăллăнах купаласа лартма пулать. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ваттипе — ватăлла, çамрăкпа — çамрăкла
— Пирĕн пахчари кӳлĕре караçсем пурăнаççĕ. Çăвĕпех шыв таса, тăрă тăрать. Хĕлле те аванах хĕл каçаççĕ вĕсем. Çуркунне ăшăнма çиеле тухнине пăхса тăма питĕ илемлĕ. Кăшт ют сасă илтсенех пытанаççĕ тата. Апат çитерсех тăнăран пулĕ хамăртан хăрамаççĕ. Ăнланаççĕ тейĕнех. Çынсем те çапла-çке, пĕр-пĕрне пулăшу панине часах туяççĕ. Çав çын патнелле туртăнма тăрăшаççĕ, — теççĕ Шăмăршă тăрăхĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Людмилăпа Александр Семеновсем.
Маттур çынсем Семеновсем. Пуринчен ытла Людмилăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнинчен тĕлĕнтĕм. Унпа малтанах инçет уçлăхĕнче паллашнăччĕ. Сăвăсем çырать, юрлать, ташлать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те чылай çул ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Сурпан» фольклор ушкăнне çӳренĕ. Паллашу та вĕсен çак ушкăнрах пулнă. Çулталăкран туй кĕрлеттернĕ. Ачалăх урхамахĕ Людмила Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче Зойăпа Алексей Ульяновсен çемйинче 1965 çулта çуралнă. «Шăп Питрав кунĕ çĕр çине килнĕ эпĕ. Улттăн пĕртăван ӳсрĕмĕр. Эпĕ чи асли. Аттепе анне ĕçре чухне манăн ытларах шăллăмсене пăхма тиветчĕ. Çавăнпа вĕсене хам пĕлнĕ пек воспитани панă. Тăваттăнччĕ вĕсем пирĕн тата пĕр йăмăк пулнă. Питĕ килĕштерсе ӳсрĕмĕр. Халĕ тăван тăрăхра кĕçĕн шăллăм çеç пурăнать. Анне, мухтав Турра, сывах-ха. Ачалăх ытларах шкул çулĕсемпе çыхăннă манăн. Пĕр класра вĕренекен хĕрачасем çав тери маттурччĕ. Учительсем пире хавхалантарсах тăнăран эпир тата та лайăхрах пулма тăрăшнă. Хамăн пĕрремĕш сăвва 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне çырнăччĕ. Вырăслаччĕ вăл, «Мама» ятлăччĕ. Ăна паянхи кун та астăватăп. Унтанпа сăвăсен темиçе кĕнекине те пухса кăлартăм. Çапах малтанхи халĕ те асрах. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне хĕрачасемпе вăрттăн ушкăн йĕркелерĕмĕр. Ăна «КЧС» тесе ят панăччĕ. «Клуб честных и справедливых» теттĕмĕр. Унта класри 9 хĕрача кĕнĕччĕ. Каярах тата икĕ арçын ачана хамăр йыша илтĕмĕр. Эпир ăна «Молодая гвардия» хайлава вуланă хыççăн йĕркеленĕччĕ. Хамăрах тупа сăмахĕсене çырнăччĕ. Хамăрăн ялав, юрă пурччĕ. Урăхла каласан, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен пĕчĕк организациччĕ вăл. Пур япалана та вăрттăн тума тăрăшаттăмăр. Хаçатсем те вăрттăн кăларса çакса хураттăмăр. Ачасене çеç мар, учительсене питлекен статьясем те вырăн тупатчĕç унта. Çапах та камсем çапла хăтланнине учительсем те пĕлместчĕç. Çулталăка яхăн çапла никама систермесĕр пурăнтăмăр. Юлашкинчен арçын ачасемпе çапăçса кайрăмăр та вĕсем пире сутрĕç. Директор патнех чĕнсе илнĕччĕ ун чухне. Урăх тытăнса тăраймарăмăр вара, салантăмăр. Районта тухса тăракан «Çĕнĕ çул» хаçатпа тачă çыхăну тытаттăм. Мĕн çĕнни курнă — эпĕ пурне те туса пăхма тăрăшнă. Килте пирĕн мотоцикл пурччĕ. Эпĕ унпа ачаранах çӳреме вĕреннĕ. Кайран ку чăнах та кĕç çеç пысăк инкек патне илсе çитермерĕ. Çунатлă çамрăклăх 1982 çулта Матакри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне çул тытрăм. Чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Студент пурнăçĕ çинчен калас пулсан ирччен сăмахламалла. Чи кăсăкли Виталий Станьялпа фольклор экспедицийĕсене çӳрени пулнă. Пĕр çулхине çапла Самар тăрăхĕнчи чăваш ялĕсене тухса кайрăмăр. Çав ялти каччăсен мотоцикл пур иккен. Эпĕ, çӳреме пĕлекенскер, çакскерсенчен ăна ярăнма ыйтса илтĕм. Юлташ хĕрачана хыçала лартса ял тăрăх çаврăнма шухăшларăмăр. Çӳренĕ май аслă çул çинех тухнă хамăр. Пире хирĕç шăпах пысăк машина килет, мотоцикл çул çинче сӳнсе ларчĕ. Хам та шиклентĕм паллах. Пире шырама хамăр ушкăн тухнăччĕ. Виталий Петрович та шурса кайса кĕтсе илнĕччĕ ун чухне. Сăмах лекрĕ. Çапах та çак самант нихçан та асран тухмасть. Çавăн пекех кĕркуннехи вăхăтра студентсен отрячĕсемпе тĕрлĕ района çĕр улми пуçтарма кайни те асрах. Эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тракториста вĕренсе права илсе тухнăччĕ. Колхозри механизаторсем мана хăйсен хурçă учĕсене шанса паратчĕç. Хамах çĕр улмине ана çинчен илсе кайса шăтăксене тăкнине те лайăх астăватăп. Çав вăхăтрах пĕрремĕш курсран пуçласа вĕренсе тухичченех çамрăксен ушкăнне ертсе пынă эпĕ. Ăна УВК /учебно воспитательный комитет/ тетчĕç. Унта хаçат та кăларнă, занятисене çӳремен студентсене чĕнтерсе илсе сӳтсе яваттăмăр. Мана пĕрле вĕреннисем ытларах çавăнтан паллаççĕ. 1987 çулта университета вĕренсе пĕтернĕ хĕре Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнчи шкула чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме ячĕç. «Вăт кунта манăн тепĕр тĕрлĕ пултарулăх уçăлчĕ те. Ялти культура çурчĕ çумĕнче «Сурпан» фольклор ушкăнĕ ĕçлетчĕ. Мана та, çамрăк учителе, унта чĕнчĕç. Хаваспах çӳреме тытăнтăм. Çамрăксем йышлăччĕ ушкăнра. Тин çеç салтакран таврăннă Александр Семенов каччă та çӳретчĕ. Пур енĕпе те пултаруллă çамрăка епле курмасăр тăрăн? Паллашрăмăр, туслă çӳреме пуçларăмăр, пĕрлешрĕмĕр. Ялти «Сурпан» фольклор ушкăнĕ пире чăн чăвашла туй туса пачĕ ун чухне. 1980-1990 çулсенче туйсене вырăсла ирттерме тытăннăччĕ. Сцена тыткăнĕнче Хамăр патра çеç мар, таврари ялсене, районсене тухса концертсем, спектакльсем лартса панă эпир. Тата кама кăна выляман-ши эпĕ? Çамрăк ачаран пуçласа ватă карчăк таранах. «Ялта» спектакле лартни куç умĕнчех. Эпĕ Елюка выляттăм, мăшăрăм – Ванюка. Куракансем пире артистсене йышăннă пекех йышăнатчĕç. Пирĕн тăрăхран пултаруллă та маттур çынсем тухни те пурне те хавхалантарнă. Ансамбле арçынсем те йышлă çӳретчĕç. Çак «Сурпан» фольклор ушкăнĕпе ăçта кăна çитмен-ши эпир? Шупашкар, Хусан, Самар, Чулхула, Оренбург… Пĕр çулхине Душанбене каймаллаччĕ. Япаласене малтан ярса патăмăр. Хамăрăн çула тухмалла чухне лару-тăру улшăнса кайрĕ те, каяймарăмăр вара. Çапах та 1995 çулта Францире пулнăччĕ. Унта çав çулхине пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕ иртнĕччĕ. 40 кун пурăнтăмăр унта. Миçе тĕрлĕ фестивале хутшăнмарăмăр-ши? Чăваш Республикинчен тата «Уяв» ансамбль пынăччĕ. Çавăнта паллашса килнĕ французсен фольклор ушкăнĕсемпе паян та çыхăну тытатпăр. Хăйсем те пирĕн пата темиçе хут та килсе кайрĕç. Эпĕ хам Виçпӳрт Шăмăршă шкулĕнче 23 çул чăваш чĕлхипе литератури вĕрентрĕм. Ялти шкула хупрĕç. Халĕ 15-мĕш çул Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлетĕп. Ялта ачасемпе «Виçпӳрт çеçкисем» ансамбль те йĕркеленĕччĕ. Каярах вăл саланчĕ. «Сурпан» ансамбль паянхи кун та хăйĕн хăватне çухатман. Пĕрисем ватăлса пиртен уйрăлса каяççĕ, теприсем вĕсен вырăнне йышăнаççĕ. Эпир те мăшăрпа паянхи кун та унта çӳретпĕр», — каласа парать Людмила Семенова. Кĕнеке авторĕ Людмила Алексеевна — аслă категориллĕ вĕрентекен, пилĕк кĕнеке авторĕ. Унăн сăвăсен виçĕ пуххи, «Телей палли», «Чун-чĕре кĕввисем», «Чул çинчи чечексем» кун çути курнă. «Ытларах чун мĕн çинчен юрлать е мĕншĕн кулянать, çавăн пирки çыратăп. Кашни сăвă йĕрки — ман чун-чĕрери юрă. Хамăн сăвăсене вырăсла та куçаратăп», — тет вăл. Çак тăрăхран тухнă журналистăн, поэтăн Николай Падиаровăн поэмипе сăввисене «Пурнăçăм, кун-çулăм» тата Петр Падиаровăн «Аташса кайнă çын» поэмине вырăсла куçарса уйрăм кĕнекен те пичетлесе кăларнă вăл. Унсăр пуçне Людмила республикăри Писательсен союзĕн пайташĕ, чăваш хĕрарăмĕсен Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ. 2015 çулта Леонид Якубович ертсе пыракан «Асамлă уй» /«Поле чудес»/ кăларăма та хутшăннă Семеновсем. Тата пĕлетĕр-и? Питĕ илеме юратаççĕ Семеновсем. Вĕсен çурчĕ йĕри-тавра чечексем ешереççĕ. Мĕн тĕрли кăна çук кунта! Людмила çав тери ӳкерме юратать. Хăй çырнă сăвăсемпе юмахсем валли хăех ӳкерет. Малашлăхра кĕçĕн тата вăталăх çулсенчи ачасем валли сăвăсен пуххине кăларас ĕмĕтлĕ. Тĕрĕссипе, пичете яма хатĕрлесе те çитернĕ вĕсене. Ӳкерчĕкĕсене те хăех тăвас шухăшлă. Паллах, çумĕнчи мăшăрĕ çапла хавхалантарса пымасан нимех те пулмĕччĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...