Хыпар 44 (28361) № 20.06.2025
Общество тĕрĕслевçисен куçĕ çивĕч
Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство çyртĕнче республика Пуçлăxĕ, вăлах Чăваш Енĕн Аслă экономика канашĕн председателĕ Олег Николаев ертсе пынипе Аслă экономика канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ.
Пирвай «Чăваш Республикин Пyçлăxĕн тĕрĕcлевĕнче» проект епле пурнăçланнине тишкерчĕç. Канаш председателĕн çумĕ, республика Пуçлăxĕ çyмĕнчи Общество канашĕн ертӳçи Наталия Партасова доклад турĕ. Аслă экономика канашĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ, Общество канашĕн тата палатин членĕсенчен, экспертсенчен тăракан ушкăн иртнĕ уйăхсенче 4 муниципалитетра обществăн 6 тĕрĕслевне ирттернĕ. Шупашкарти 4-мĕш гимназие кăçалхи пуш уйăхĕнче тĕпрен юсама тытăннă, кунта строительсем графикпа килĕшӳллĕн ĕçлеççĕ. Тĕрĕслевçĕсем обĕектра ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулнă чухне юсава вăхăтра вĕçлесси пирки иккĕленӳ çуралман. Спортпа туслă ачасене Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăх комплексĕн дзюдо центрĕ куллен кирлĕ. Ăна тата администраци çуртне нумай çул тĕпрен юсаман. Подряд организацийĕн юсава 2024 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçлемелле пулнă, анчах сăмаха тытман. Тĕрĕслевçĕсем кунта кăçалхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулнă. Строительсене ĕçлеме мĕн чăрмантарнă?
— Хăш-пĕр ĕçĕн хакĕ пирки обĕект саккасçи, хула администрацийĕ тата подряд организацийĕ тĕрлĕрен шухăшлани юсава малалла яма самай вăрах чăрмантарнă, — терĕ Наталия Партасова. — Юсав объекта ĕçе кĕртме палăртса хунă кунран 258 талăк юлса пырать, çав тапхăрта вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçлесе-тавлашса вăхăта ирттернĕ. Проектпа смета документне улшăнусем кĕрттерес ыйтупа экспертиза темиçе хутчен те ирттернĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче проекта пурнăçлассине хирĕçле йышăну кăларнă, унпа подряд организацийĕ килĕшмен, контракта татасси пирки Арбитраж судне тавăç тăратнă. Паллах, çак тавлашу ĕçе малалла яма пулăшмасть. Юсава вĕçлессипе çыхăннă ыйтусене çĕртме уйăхĕн варринче тĕп хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов хăйĕн тĕрĕслевне илнĕ. Юлнă ĕçсен калăпăшне, юсава малалла тăсма конкурс ирттерсе çĕнĕ подряд организацине çывăх вăхăтрах палăртĕç, ĕçсене пурнăçлама хула пуçлăхĕн резерв фондĕнчен укçа уйăрĕç. Унчченхи подряд организацийĕ проектпа смета документне çирĕп пăхăнса ĕçлемен, дзюдо центрĕнче те йăнăш чылай тунă. Юсава вĕçлемен пулин те центрта ачасене йышăнаççĕ. Ĕçсен 99% тунă, проектпа смета документне улшăну кĕртмелле, экспертиза тата хаксем тăвакан центрсенчен актсем илмелле. Ушкăн тишкернĕ виççĕмĕш обĕ ект — Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕ. Подряд организацийĕн тĕп юсава 2024 çулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнчех вĕçлемелле пулнă, анчах вăл 108 куна тăсăлса кайнă. Çапах шкула хута янă. — Паян ăна пĕлтĕрхипе танлаштараймастăн. Лайăх юсанă, коридорсенче, спорт залĕнче, пӳлĕмсенче илемлĕ — ачасемпе педагогсене килĕшет. Кунта пĕтĕмпех çĕнĕ, сĕтел-пуканпа оборудовани туянса лартнă, — палăртрĕ Наталия Юрьевна. Тĕрĕслевçĕсем çу уйăхĕн вĕçĕн-че Патăрьел округне çитнĕ, Патăрьелти индустрипе агропромышленноç паркĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă /сăн ӳкерчĕкре/. Ăна 2021 çулта Хусанти подряд организацийĕ тума тытăннă, саккасçи республикăн Ипотека корпорацийĕ пулнă. Строительствăн пĕрремĕш тапхăрне 2023 çулта вĕçленĕ, ĕçшĕн организацие 100% тӳленĕ. Доклад тăвакан подрядчик ĕçĕнчи çитменлĕхсене палăртрĕ. — Вĕсене тӳрлетме ыйтаççĕ, анчах çителĕксĕр тесе шухăшлатпăр, — терĕ Наталия Партасова. — Коммуникаци пуссисем пурте путса аннă. Туса çитерменни ытти вырăнта та пур. Çавăнпа паркра питех савăнмарăмăр. Строительствăн иккĕмĕш тапхăрĕн подряд организацийĕ — «ПМК-8» общество, вăл контрактра палăртнă тивĕçĕсене 100% тата паха пурнăçланă. Строительствăна федераци тата республика бюджечĕсенчен 722,8 млн тенкĕ куçарнă. Хальхи вăхăтра парка оборудовани вырнаçтараççĕ тата картише хăтлăлатаççĕ. Парка газпа, электроэнергипе, ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли коммуникаци тăсассипе çыхăннă ыйтусем пур. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шупашкара вĕçсе килме те, кайма та хăтлă, меллĕ
Шупашкар аэровокзалĕн реконструкцийĕ вĕçленсе пырать. Нумаях пулмасть унта Чăваш Ене вĕçсе килекенсене йышăнмалли çĕнелнĕ зал уçăлнă.
Хыçра — кăткăс та питĕ пысăк ĕç: аэропорт хăйĕн çуртне пассажирсене ăсатассине-йышăнассине чармасăр çĕнетрĕ. Халĕ кунта республика хăнисене те хăтлă условисемпе кĕтсе илеççĕ. Нумай ĕçлеме тивни куçкĕрет. Çуртăн тĕп конструкцийĕсемпе никĕсне çĕнетнĕ, планировкăна, инженери коммуникацийĕсене тĕпрен улăштарнă, сантехника тата служба пӳлĕмĕсене йĕркеленĕ, хăрушсăрлăх тытăмне çирĕплетнĕ, багаж памалли автомат линине вырнаçтарнă. «Вĕçсе килмелли зона реконструкцине вĕçлени — аэропорт аталанăвĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ чикĕ. Халĕ пассажирсемшĕн кунта вĕçсе килнинчен тытăнса вĕçсе кайни таран пĕрлехи хăтлă анлăш уçăлчĕ», — кăмăллăн пĕлтерчĕ «Пĕтĕм тĕнчери Шупашкар аэропорчĕ» компанин генеральнăй директорĕ Руслан Минаев. Маларах вара, пĕлтĕрхи раштавра, Раççей Президенчĕ Владимир Путин видеоçыхăну мелĕпе хутшăннипе аэропортăн шалти линисем çинчи пассажирсене йышăнмалли çĕнĕ терминалне уçнăччĕ. Аэродром операторĕ, «МАЧ» ООО, Чăваш Енрен вĕçсе каякансене аэровокзалăн çĕнĕ комплексĕнчен ăсатма тытăнчĕ. Реконструкци аэропорт инфратытăмне тĕпрен улăштарнă. Вĕр-çĕнĕ аэровокзал теме те юрать. Унта çутă та хăтлă, меллĕ. Вокзал çурчĕ тултан пăхма та паян питĕ илемлĕ. Реконструкциленĕ май аэровокзал лаптăкĕ виçĕ хут пысăкланнă. Ун çумне тĕртсе çĕнĕ çуртсем тунă. Пассажирсем самолет кĕтмелли çĕнĕ зал, бизнес-зал, кафе... Сăмах май, кивĕ çуртăн иккĕмĕш хучĕ унччен пушă пулнă — юхăннăскерпе усă курман. Халĕ усăллă лаптăк 1,5 пинрен 5 пин тăваткал метр таран пысăкланнă. Пассажирсене йышăнмаллиăсатмалли майсем те икĕ хут ӳснĕ — сехетре 200 пассажир таран. Юлашкинчен калани ахальтен мар. Шупашкара сывлăш çулĕпе килекен, кунтан вĕçсе каякан çынсен шучĕ ӳссех пырать. 2023 çулта вĕсен шучĕ 508 пин çынпа танлашнă. Пĕлтĕр кăтарту самаях хушăннă — 580 пин. Кăçал та йыш пысăкланса пыни палăрать. Çулталăкăн малтанхи виçĕ уйăхĕнче вăл тата 5% пысăкланнă — 125 пин пассажира йышăннă-ăсатнă. Рейссен шучĕ те пысăкрах: пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 863 пулнă, кăçал — 876. Вĕçевсен географине анлăлатассине, пассажирсен йышне ӳстерессине МАЧ ертӳлĕхĕ те, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Правительстви те тĕп тĕллевсен шутĕнче кураççĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Олег НИКОЛАЕВ: Малашлăха çул хыватпăр
Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионăн юлашки пилĕк çуллăхри аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.
Президент хакланă
— Чăваш Ен 2025 çулта республика йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнине палăртать. Çуркунне эсир Владимир Путинпа тĕл пулнăччĕ. Вăл сирĕн ĕçĕре пысăка хурса хакларĕ. Сирĕн шухăшпа, çакнашкал пĕтĕмлетӳсем тума мĕнлерех çитĕнӳсене тĕпе хунă-ши?
— Президент манăн ĕçе çеç мар, республикăн пĕтĕм командин ĕç-хĕлне хакларĕ. Пирĕн тĕп кăтарту — 5 çулта экономика икĕ хут ӳсни. Вăл хăйпе пĕрле ытти кăтартăва та çӳлелле туртрĕ. 2024 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пухнă налуксен виçи пĕрлештернĕ бюджетран пирвайхи хут иртсе кайрĕç. Эпир Чăваш Ене çĕнĕ статуса куçарма пултартăмăр: вăйлă, çирĕп региона. Хальлĕхе çителĕклех мар-ха, анчах эпир ун патне çул хыватпăр. Çак çулсенче эпир ытларах предприятисемпе, вĕсен аталанăвĕпе инфратытăм задачисене синхронизацилес тĕлĕшпе ĕçлерĕмĕр, çав шутрах кадрсене хатĕрлес енĕпе те. Эпир бизнеса пулăшу памалли комплекслă тытăм туса хутăмăр. Кăтарту тăрăх республикăри пĕчĕк тата вăтам предприятисен шучĕ 5 çулта 2,5 хут ӳсрĕ. Ку вăл ковид пандемийĕ тата ют çĕршыв санкцийĕсем пуçланнă вăхăтра. Апла пулсан, предпринимательсем малашлăха кураççĕ, пулăшăва туяççĕ. Çавна май 2023 çултан пуçласа Чăваш Енре экономика кăтартăвĕсем çĕкленчĕç. Çитменнине, гражданла продукципе те, çар продукцийĕпе те пĕр пекех. Çакнашкал пысăк ӳсĕм пирĕн вунă çулта та пулман. Ку вăл — ĕç тытăмĕн тата бизнесăн региона шаннин кăтартăвĕ. Шăпах çак самантсене палăртрĕ Президент тĕл пулнă май. Çавна май социаллă пулăмсене те асăрхарĕ.
— Юлашки икĕ çул Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ, мĕншĕн тесен Президент пире уйрăм тимлĕх уйăрчĕ. 2024 çулта вăл килсе кайнă хыççăн мĕнле улшăнусем пулчĕç?
— Президент килни хавхаланса ĕçлеме икĕ хут вăй-хал хушать. Вăл килсе кайнă хыççăн çĕршыври япăх кăтартуллă вунă регионти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен ку списока кĕмен, эпир лайăх кăтартусемпе палăртăмăр тата тĕслĕх вырăнне тухăçлă ĕç суйларăмăр. Президент пирĕн ĕçе лайăх хакларĕ. Эпĕ халĕ унăн сăмахĕсене тĕп-тĕрĕс аса илсе калаймастăп, çапах та çĕршыв Пуçлăхĕ республикăра укçана тухăçлă тăкакланине, тунă обћектсем чăнахах та çынсене кирлине палăртрĕ. Канашлу пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Владимир Владимирович региона малалла аталантарма тата хальхи вăхăтра пулăшакан йышăнăва палăртрĕ. Сăмахран, эпир социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программисем тăрăх малалла ĕçлетпĕр, çĕннине çирĕплетнĕ. Ку вара — федераци центрĕпе тытакан уйрăм хутшăнусем. Регион программисене пĕрле укçа-тенкĕ уйăрас тĕлĕшпе пысăклатни. Президентпа эпир регион аталанăвĕн темиçе проектне, çав шутрах Шупашкар аэропортне юсаса çĕнетессине те, сӳтсе яврăмăр. Перрона çĕнетмелле, ку пирĕн историлле проблема. Эпир самолетсем валли сакăр чарăну вырăнĕ тума шухăшлатпăр. Танлаштарма: халĕ вĕсем иккĕ çеç. Аэровокзал çуртне тĕп хуларинчен кая мар юсаса çĕнетрĕмĕр. Шупашкарти аэропортра пассажирсен йышĕ, сăмах май, пилĕк çулта икĕ хут ӳсрĕ. Çакна та палăртмалла: Мускав енчен пулăшу пирĕн республикăна шăпах эпир хамăр нумай ĕçленĕрен килет. Чул пек выртмастпăр. Пулăшса паракан кашни тенкĕ çумне хамăрăнне хыватпăр. Наци проекчĕсене хутшăнмалли тытăма лайăх йĕркелерĕмĕр. 2024 çулхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх, вĕсене пурнăçлас енĕпе çĕршывра малта пыракансенчен пĕри пултăмăр.
Кадрсем татса параççĕ
— 2020 çула таврăнар-ха, ун чухне эсир тин çеç Чăваш Ене ертсе пыма тытăннă. Региона аталантарас тĕлĕшпе сирĕн хатĕр проект пулнă-и? Мĕн тума пултартăр, мĕнле ыйтусене татса пама ĕлкĕреймерĕр? Çаксене калама пултаратăр-и халĕ?
— 2020 çулхи кăрлач уйăхĕнче эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнтăм. Çирĕплетнĕ, уçăмлă план çукчĕ манăн. Мĕн тумаллине вара курса тăнă. Суйлава хатĕрленнĕ, çынсемпе тĕл пулнă, калаçнă май эпир уçăмлă комплекслă программа хатĕрлерĕмĕр тата çирĕплетрĕмĕр. Вăл республикăри мĕн пур тĕп улшăну никĕсĕ пулса тăчĕ. Унăн никĕсĕ çинче эпир чылай тĕллев пурнăçларăмăр. Хăш-пĕр кăтарту тăрăх, палăртнă ориентирсене 1,5 хут ытлашшипех тултарнă. <...>
Валентина ПЕТРОВĂПА Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Экономика çирĕп утăмсемпе малалла талпăнать
Айккинчен е, тĕрĕсрех, çӳлтен пăхсан лайăх курăнать. Чăваш Ен экономикин аталанăвне çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин пĕлтĕр республикăра пулнă май пысăк хак пачĕ: «Чăваш Ен промышленноç производствин ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăнта. Оборонка тӳпи те, гражданла продукци калăпăшĕ те шайлашуллă ӳсеççĕ — çак шайлашу юлашки вăхăтра улшăнман, ӳсĕм вара курăмлă».
Чăнах та, республика экономики юлашки 5 çулта икĕ хута яхăн пысăкланнă. Раççейри ӳсĕмĕн вăтам кăтартăвĕ вара 13% шайĕнче кăна. Пирĕн нефтьпе газ та, алмазсем те çук. Иртнĕ çулсем вара ансат мар пулчĕç: малтан — коронавирус эпидемийĕ, унтан — ятарлă çар операцийĕн пуçламăшĕ... Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн шучĕпе, экономика ӳсĕмĕн çакнашкал пысăк хăвăртлăхĕ — регионта бизнеса пулăшас енĕпе çине тăрса ĕçленин ăнăçлă кăтартăвĕ. Влаçсем вăхăтра тĕревленĕ, предприятисем вара çак шанăçпа туллин усă кураççĕ. Çакăнта республика ертӳлĕхĕ пĕрлехи çитĕнĕве, республикăра пурăнакан мĕн пур çын тата кашни организаци ĕçне курать. Промышленноçа патшалăх енчен пулăшассине республика 30 хут пысăклатнă! Çакă — предприятисен аталанăвне тӳррĕнех хывнă инвестицисем. Çавна май вĕсем производствăна аталантарма пултарчĕç, çĕнĕ продукци кăларассине йĕркелерĕç. Ют çĕршывсен компанийĕсем Раççей рынокĕнчен кайнă тĕле вĕсем пушатнă вырăнсене чăваш производителĕсем йышăнчĕç. Экономика ӳсет: çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăнаççĕ, налук тӳлевĕсен виçи пысăкланса пырать. Çавна май Чăваш Ен бюджетри хăй ĕçлесе илекен тупăш ӳсĕмĕпе Атăл тăрăхĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. Экономикăн тата бюджетăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕпе эпир пуçласа Пенза тата Ульяновск облаçĕсенчен иртнĕ. Укçа ытларах тăк – республикăри пурнăçа лайăхлатмалли майсем те анлăрах. Çакă тӳрре тухнине çирĕплетекен тĕслĕх пайтах. Чăваш Ен промышленноç производствин ӳсĕмĕпе Раççейре 6-мĕш вырăна çĕкленчĕ. Ансат арифметика: предприятисен пирĕн регионти шучĕ 2,5 хут пысăкланнă. Пилĕк çулта республикăра çĕнĕ 4 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Халĕ ĕçсĕр кашни çын пуçне 4 ваканси тивет. Экономика лару-тăрăвĕ тĕпрен улшăннине сăнлакан тĕслĕхсене илсе кăтартма пулать. Калăпăр, эпир электроавтоматсен пысăк тата хăвăрт ӳссе пыракан рынокĕнче çĕршыври лидер позицийĕсене упраса хăвартăмăр. Пирĕн Шупашкарти электроаппаратура завочĕн, «Электроприбор», «Резерв», «Каскад» заводсен клиентури хамăрăн çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те анлă. Халĕ чăваш электроавтоматики атом пăрçĕмĕренĕсем çинче те, атом электростанцийĕсенче те ĕçлет. Ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хими хатĕрĕсен чĕрĕкне пирĕн «Август» предприяти йышăнать. Пирĕншĕн пачах та çĕнĕ продукт — водород перекиçĕ. «Атăлçи перекиçĕ» предприяти çак продукципе Раççее туллин тивĕçтерет. Енчен те хĕрсем çӳçне халĕ те çак хатĕрпе сăрланă тăк — пирĕн патра туса кăларакан перекиç çĕршыври кашни хĕрарăм валли çак процедурăна эрнере икĕ хут пурнăçлама çитнĕ пулĕччĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Хамăра валли çителĕклĕ, ытлашши тулаша каять
Тĕллевсем пурнăçланаççĕ
2025 çулхи I кварталта ял хуçалăх производствин калăпăшĕн индексĕ 108,3% танлашнă.
Çак кăтарту çулталăк каяллахи индексран самай пысăкрах. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче сĕт — 4,3%, чăх çăмарти — 46,3%, аш 10,2% нумайрах туса илнĕ. Ӳсĕме патшалăх пулăшу панипе, производствăна ку чухнехи технологисене ĕçе кĕртнипе, ял хуçалăх предприятийĕсен коллективĕсем тăрăшса ĕçленипе ăнлантараççĕ. Пирĕн АПК лайăх хăвăртлăхпа аталанать. 2020- 2024 çулсенче ял хуçалăхĕн, апат-çимĕç, ĕçмелли шывсен производствин калăпăшĕ тата продукци хакĕн виçи çуллен пысăкланнă. Тухăç тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен иртнĕ 5 çулта маларахри çав тапхăртинчен — 22%, пахча çимĕçĕн — 18%, хăмлан — 4%, кашни ĕнерен вăтамран сĕт сăвасси 32% ӳснĕ. Аграрисем ял хуçалăхне энергипе тивĕçтерес енĕпе кăтартăва палăрмаллах лайăхлатрĕç. Усă куракан техника хăвачĕ 2020 çулта сухалакан-акакан кашни 100 га çĕр пуçне — 111, 2024 çулта вара 163,3 лаша вăйĕ чухлĕ пулнă. 2020-2024 çулсенче ял хуçалăх техники 11 млрд тенкĕлĕх 3 пин ытла туяннă. Республика АПК таварĕсен производствин калăпăшне 2030 çул тĕлне 2021 çулхинчен 25% кая мар, экспорта 1,5 хут ӳстерме тĕллев лартнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче чăх çăмарти 2024 çулта маларахри тапхăртинчен 1,8 хут ытларах туса илнĕ. Республика вĕсене те пулăшу кӳме тытăнсан иккĕшне çĕнĕ инвесторсем килсе производствăна аталантарнă. Иртнĕ 5 çулта мĕн пур йышши хуçалăхсенче акнă вăрлăхра — элита, продукци çуллен нумайрах туса илнĕ хуçалăхсен кĕтĕвĕнче ăратлă выльăх тӳпи пысăкланнă. Культурăсене минерал удобренийĕпе лайăхрах апатлантарма тытăнчĕç. 2024 çулта кашни га пуçне вăтамран 53 кг (ӳсен-тăрана çитĕнме кирлĕ паха элеменчĕсене çеç шутласан) панă. Тăпра пулăхне минерал удобренийĕпе çеç мар, çĕре биологизацилесе, тăпрана извеçлесе, фосфорласа, калилесе пулăхлатмаллине хуçалăхсенче лайăх пĕлеççĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Аталану çулĕпе утакан Шупашкар
Хальхи вăхăтри хулан çынсемшĕн хăтлă, хăнасемшĕн илĕртӳллĕ пулмалла. «Чăваш Ен Правительствипе пĕрле тата республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшса пынипе эпир çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатпăр», — терĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов.
Тĕллевсем çунатлă Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрленĕ чухне Шупашкар хула администрацийĕ 128 инфратытăм тата 107 инвестици проекчĕ сĕннĕ. Шупашкар хатĕрленĕ виçĕ драйверпроект пысăк тухăçлăхпа палăрса тăрать, экономика хăватне ӳстерме май парать. Пĕрремĕш проект — çурт-йĕр строительстви. Пĕр пин ытла гектар çинче 35 лаптăкра çуртсем хута ямалла. Унта 350 пин ытла çын пурăнма пултарĕ. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1 триллион ытла тенкĕлĕх. Иккĕмĕшĕ çул-йĕр строительствипе çыхăннă. Шупашкар агломерацийĕнче 2030 çулччен вунна яхăн çул-йĕр об±ектне тумалла. Виççĕмĕш тĕллев — Атăл леш енче туризм об±екчĕсене аталантарасси. 2022 çулта унта газ кĕртсе пĕтернĕ. Ку та — аталанăва кăтартакан тĕп паллă. Экономика ӳсĕмлĕ 2020 çултанпа Шупашкар хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем пысăк ӳсĕмлĕ. Промышленноç производстви виçĕ хут ӳснĕ. Электротехника, машиностроени тата апат-çимĕç отраслĕсем уйрăмах кăтартуллă ĕçлеççĕ. Тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 2024 çулта 57 миллиард тенкĕпе танлашнă. Ку вăл — 2020 çулхипе танлаштарсан — икĕ хут çурă нумайрах. Юлашки пилĕк çулта предприниматель ĕç-хĕлĕн суб±екчĕсем 65 инвестици проекчĕ ĕçе кĕртнĕ, 1900 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Шупашкар хулинче икĕ индустри паркĕ йĕркеленĕ. Унта 17 предприяти ĕçлет. Пиллĕкĕшне 2024 çулта хута янă. Çулсем такăр пулччăр Шупашкар урамĕсемпе талăкра 140 пин ытла машина чупать. Çул çине тухакан автомобильсен шучĕ кашни çул 10 пине яхăн ӳссе пырать. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче урамсене йĕркеленĕ чухне çакăн чухлĕ техника пулассине, паллах, шута илмен. Хулан тикĕс пурнăçĕ çулсен пахалăхĕнчен нумай килет, — терĕ Владимир Доброхотов. — «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пĕлтĕр 994 миллион тенкĕ уйăрнă. Пилĕк çулта 5,5 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. 2020 çултанпа авоçулсен 72 лаптăкне çĕнетнĕ. Граждан урамне тата И.Яковлев проспектне реконструкциленĕ. Сăкăт тата Октябрь кĕперĕсене тĕпрен юсанă. Пĕрремĕш кăнтăр урамĕнчи автоçула çĕнĕрен сарнă. Пĕлтĕр кĕркунне Гагарин кĕперне юсама пуçланă. Кăçал Калинин кĕперĕпе ĕçлеме тытăнĕç. Сĕнтĕрвăрри çулĕн юсавне вĕçлесшĕн». Хальхи вăхăтра Шупашкар агломерацине кĕрекен çулсен тăршшĕ 215 çухрăмпа танлашать: 85 проценчĕ нормăпа килĕшсе тăрать. Çитес çулсенче Сĕнтĕрвăрри çулĕпе Трактор тăвакансен проспекчĕ, Б.Хмельницкий тата Фучик урамĕсем хĕресленнĕ, «Хĕвеллĕ» тата «Университет» микрорайонсенчен тухмалли, Сĕнтĕрвăрри çулне евĕрлекен çулсене тумалла. Умри тĕллевсен шутĕнче çавăн пекех — виççĕмĕш транспорт çурма унки. Тĕп хула пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, чылайăшĕн проект документне хатĕрленĕ, экспертиза витĕр кăларнă. Парк çĕнелет Чăваш Республикин тĕп хули электричество транспорчĕпе тивĕçтерес енĕпе Раççейре — Санкт-Петербург хыççăн — иккĕмĕш вырăн йышăнать. Шупашкар çыннисем троллейбуспа çӳреме ытларах кăмăллаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти электротранспорт 50 миллион ытла хутчен çула тухнă. Тĕп хула тата спутник хула çыннисен тахçанхи ĕмĕчĕ те пурнăçланчĕ. Пĕр çулта муниципалитетсен хушшинче икĕ маршрут — 61-мĕш тата 62-мĕш — уçăлчĕ. Çитес вăхăтра виççĕмĕшĕ йĕркеленĕ. 2024 çулта 5,3 миллиард тенкĕлĕх 153 троллейбус тата 47 автобус туяннă. Çапла майпа Чăваш Республикин троллейбус паркĕ 70 процента яхăн çĕнелнĕ. Ку ĕçре, паллах, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тӳпи пысăк. Юхан шыв порчĕн те малашлăхĕ пысăк. Пĕлтĕр Шупашкарта 728 теплоход чарăннă. 2020 çулта ку хисеп 3,5 яхăн пĕчĕкрех пулнă. Çуртсем çĕкленеççĕ Шупашкар çултан-çул сарăлса, анлăланса пырать: çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, çĕнĕ микрорайонсем йĕркеленеççĕ. Тĕп хулара пилĕк çулта 2 миллиона яхăн тăваткал метр пурăнмалли çурт хута янă. Хальхи вăхăтра 25 лапамра комплекслă майпа çурт-йĕр строительстви пырать. Шупашкарта çăмăллăхлă тĕрлĕ ушкăнри граждансем валли социаллă çурт-йĕр программисем вăйра тăраççĕ. Сертификатсемпе ĕçлесси вăя кĕрет. «Çынсем тĕрлĕ меслетпе усă курса хăйсене килĕшекен вырăнта хваттер е çурт туянса пурăнмалли условисене лайăхлатма пултараççĕ. Хамăр çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлатпăр», — пĕлтерчĕ Владимир Доброхотов. Пилĕк çулта тăлăхсене 363 хваттер панă. Кăçал 145 тăлăх пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕ. Нумай ачаллă 113 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. 2025 çулта 280 миллион тенкĕлĕх 33 сертификат панă. Çамрăк çемьесем 251 сертификат илнĕ. Сахал тупăшлă 33 çемье çĕнĕ пӳрт уявĕнче савăннă. Авари хăрушлăхĕ пур 11 çуртри 242 çынна хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене Атăл леш енче çĕр пама пуçланă. Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе 2020 çултанпа хваттер туянма пая кĕрсе улталаннă 1750 çыннăн прависене хӳтĕлеме май килнĕ. Çулталăк вĕçлениччен 590 çын ыйтăвне татса пама тĕллев лартнă. Чăваш Енре кăçал капиталлă юсав программипе килĕшӳллĕн 86 лифта улăштармалла. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Тĕрленĕ карттăн музей те пур
«Чăваш Енре чăваш тĕррине аталантарни, çĕклени, ал ĕçне çамрăксене вĕрентни çав тери килĕшет. Тĕрĕ музейне, тĕрĕ шкулне уçни питĕ лайăх. Халĕ ав Раççейĕн тĕрленĕ картин музейĕ алăкĕсене яриех уçрĕ», – палăртрĕ шухăшне Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейне уçнă çĕре хутшăннă Наталия Сергеева.
Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ПСБ банкăн аслă вице-президенчĕ, тулаш çыхăнусем енĕпе ĕçлекен директорĕ Вера Подгузова, Раççейри Халăхсен Ассамблейин генеральнăй директорĕн çумĕ Ирина Бабакова, «Росконгресс» Фондăн MARMA лабораторин ертӳçи Татьяна Зимба хутшăнчĕç. Мари Республикин фрагменчĕн авторĕсем Людмила Ефремовăпа Ирина Чугунова хисеплĕ хăнасем пулчĕç. «Раççейĕн тĕрленĕ картти çĕршыв пĕрлĕхĕн нумай енлĕхне кăтартать. Эпир аслă, мăнаçлă, истори енчен пуян çĕршывра пурăннине çирĕплетет. Проекта пурнăçа кĕртнĕ кашни тапхăрĕнчех партнерсен пулăшăвне туйрăмăр. Çакă килĕшӳре, пĕрле пурăнас килнине, ума лартнă тĕллевсене палăртнă тапхăрта вĕçлес килнине кăтартать. Эпир пысăк çак проект пурнăçланнăшăн мăнаçланатпăр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин чĕнсе каланă пек çĕршыва инфраструктурăпа кăна мар, пĕрлехи культурăри çĕнĕлĕхсемпе те «çĕклемелле», — палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Олег Николаевпа Вера Подгузова çĕнĕ музее Раççей Федерацийĕн тĕрленĕ гербне парнелерĕç. Музейра Раççейĕн тĕрленĕ карттине тата Раççейри халăхсен тĕрĕ тĕслĕхĕсен 84 панновне вырнаçтарнă. Карттăпа юнашар QR-код пур. Ăна сканерласан «Раççейри регионсен интерактивлă карттине» курма пулать. Ăна 2023 çулта тĕрленĕ карттăна тĕпе хурса AR – технологин пулăшăвĕпе MARMA лабораторире тунă. Интерактивлă карттăна «Росконгресс» Фондăн мĕн пур площадкинче, çав шутра Петербургри тата Инçет Хĕвел тухăçĕнчи экономика форумĕсенче усă кураççĕ. Асăннă музей Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремри пĕтĕмĕшле архитектурăпа илемлĕн, мăнаçлăн курăнать, уçăлса çӳрекен хула çыннисемпе туристсене илĕртет. MARMA лаборатори ĕçченĕсем хăнасем валли Раççейĕн тĕрленĕ карттине тĕпе хурса тунă сувенирсен презентацине ирттерчĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕнче «Инносоциум» Фонд Шупашкарта «Раççей чунĕ. Атăлçи тăрăхĕ» фестиваль ирттерĕ. Унта «Раççейĕн хальхи йышши музыка картти» Пĕтĕм Раççейри проектăн пĕрремĕш концерчĕсем иртĕç. Çĕнĕ музейра Раççейри регионсен хăйне евĕрлĕ юрри-кĕвви янăрĕ. <...>
♦ ♦ ♦
Вертолет та илсе çитерет, ФАП та çула тухать
Юлашки пилĕк çулта наци проекчĕсене пурнăçласа пынă май Чăваш Енре медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Пулăшу çынсемшĕн меллĕрех пулса пырать.
2020-2024 çулсенче сывлăх сыхлавне аталантарма 145 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕн 70 процентне çынсене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх программипе килĕшÿллĕн тăкакланă. Иртнĕ пилĕк çулпа танлаштарсан республика бюджетĕнчен сывлăх сыхлав отраслĕ валли уйăрнă укçа-тенкĕ сумми икĕ хут ÿснĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов отрасль аталанăвĕ пирки каланă май диспансеризаци тата медицина тĕрĕслевне явăçтарнă çынсен шучĕ ÿссе пынине те палăртать. 2024 çулта 900 пин ытла çын çак тĕрĕслеве хутшăннă. Ку вăл республикăра пурăнакансен 80% яхăн. Танлаштарма: 2020 çулта диспансеризаци тата медицина тĕрĕслевне пурĕ 500 пин ытла çын хутшăннă. Иртнĕ пилĕк çулта пирĕн республикăра сывлăх сыхлав отраслĕн малтанхи сыпăкне çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн 207 обĕект çĕнетнĕ. Çавăн пекех юсанисен тата çĕннисене хута янисен шучĕ пурĕ 84-па танлашнă. Медицина учрежденийĕсен кивĕ çурчĕсем чаксах пыраççĕ. Паллах, çĕнĕ çуртсен шутĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем сахал мар. Мĕншĕн тесен ялта медицина пулăшăвне меллĕрех тăвассинче фельдшерпа акушер пункчĕсен витĕмĕ пысăк. Республикăра пурăнакансем астăваççĕ пулĕ-ха: Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Енре ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Çавăн чухне вăл фельдшерпа акушер пункчĕсен ырă витĕмне палăртрĕ. Çĕрпÿсемпе калаçнă хыççăн вара округра тата тепĕр икĕ çĕнĕ ФАП тума хушрĕ. Çулталăк вĕçлениччен Çĕньял тата Михалкка ялĕсенче пурăнакансем çĕнĕ хăтлă сиплев çуртне çÿреме тытăнчĕç. Çĕнĕ фапсем çулленех çĕкленеççĕ. Унпа пĕрлех кашни çулах республикăри тĕрлĕ ялта пурăнакан 100 пин ытла çын патне медицина тĕрĕслевне ирттерме куçса çÿрекен медицина комплексĕсем – фельдшерпа акушер пункчĕсем – çула тухаççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкар район больницин тĕп врачĕ Владимир Викторов хальхи вăхăтра округри ялсене куçса çÿрекен икĕ ФАП куллен çула тухнине пĕлтерчĕ. Çавна май çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме унчченхинчен чылай меллĕрех пулнине палăртрĕ. 2020-2024 çулсенче республикăри яллă вырăнти больницăсене инçе вырнаçнă ялсене тухса çын¬¬сене пулăшу пама пурĕ 134 автомашинăпа тивĕçтернĕ. Вĕсем çулсеренех вăтамран пурĕ 30 пин ытла хутчен çула тухнă. Çул-йĕр çинче инкеке лекнисене тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăранисене пулăшма районсен хушшинчи центрсем валли вертолет площадкисем йĕркеленĕ. Санитари авиацийĕ пурри ку таранччен йывăр суранланнă тата хăвăрт пулăшу кирлĕ пурĕ 400-е яхăн çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май панă. Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вертолетпа Улатăр, Çĕмĕрле, Шăмăршă округĕсенчен чирлисене Шупашкара илсе çитернĕ. Çапла çу уйăхĕнче Улатăртан 41 çулхи хĕрарăма, чĕре чирĕпе аптăранăскере, Шупашкарти кардиодиспансера 40 минутрах çитернĕ. Пулăшупа вăхăтра тивĕçтернĕ. Чăваш Енре санитари авиацийĕ 2020 çулта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтранпа Улатăрти больницăран 200 ытла чирлĕ çынна республика тĕп хулине вăхăтра çитерсе пурнăçне çăлса хăварнă. <...>
Наталия ИВАНОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Кÿме илме – прокат пунктне
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2025 çулта Патшалăх Канашне янă Çырура тин çуралнă ачасем валли куллен кирлĕ япаласене проката тӳлевсĕр паракан пунктсем уçмаллине тата 3 çула çитичченхи ӳсĕмри ачасене кĕске вăхăтлăха пăхса усрамалли тата пăхса тăмалли ушкăнсем туса хумаллине пĕлтернĕччĕ.
Акă Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекс центрĕ çумĕнче çакнашкал прокат пункчĕ ĕçлеме тытăннă. Çамрăк ашшĕ-амăшĕ ача-пăча валли куллен кирлĕ япаласене унтан илме пултарать. Çавна май çемье бюджечĕн тăкакĕсене кĕскетме май пур. Акă нумай ачаллă Антиповсен çемйи çак çăмăллăхпа чи малтан усă курнă. Вĕсем прокат пунктĕнчен ача-пăча кӳми тата утма вĕренмелли хатĕр илнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ пулăшу ĕçĕсем меллĕ, хатĕр-хĕтĕр пахалăхлă пулнине палăртнă. «Эпир, йышлă ачаллă çемьесем, ача-пăчана çитĕнтерме çăмăл маррине туятпăр. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ хĕсĕкрех пулни кансĕр. Кӳме, кравать тата ытти кирлĕ япала тӳлевсĕр илме пултарни — пирĕн çемьешĕн чăн-чăн çăлăнăç. Пирĕн нушасене ăнланнăшăн, пулăшнăшăн тавтапуç сире! Эсир пурнăçа çăмăллататăр, пирĕн ачасене савăнăç кӳретĕр», — тенĕ нумай ачаллă амăшĕ Надежда Антипова. Прокат пункчĕсен ассортиментне тĕрлĕ çулти пĕчĕк ачасем валли çак хатĕрсем кĕреççĕ: ача-пăча кӳми, манеж, кравать, автокресло, çуна тата ыт. те. Прокат пунктне уçни çемье пурнăçĕн хăтлăхне ӳстермелли мел шутланать. Çавăн пекех вырăнти çынсене социаллă пулăшу памалли мера та. Çакнашкал прокат пункчĕ çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарти Хусанкай урамĕнчи «Манăн çемье центрĕ» никĕсĕ çинче уçăлнă. Çавăн пекех унта 3 çула çитичченхи ӳсĕмри ачасене кĕске вăхăтлăха пăхса усрамалли тата пăхса тăмалли ушкăн та пур. Çитес вăхăтрах çакăн пек пунктсем Çĕмĕрлери, Канашри, Çĕнĕ Шупашкарти, Улатăрти, Вăрмарти социаллă центрсен çумĕнче йĕркеленеççĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ Шупашкарта уçăлĕ. Чăваш Ен ĕçлев министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, малтанхи çемьесем çĕнĕ инвентарьсемпе усă курĕç. Çавăнпа та вĕсене тирпейлĕ тытмаллине асăрхаттараççĕ. Республикăра пурăнакансем, ачисем çитĕннĕ çемьесем, хăйсен пуçарăвĕпе прокат пунктне тĕрлĕ инвентарь пырса пама пултараççĕ. Вĕсене хапăлласах йышăнаççĕ, вăхăтлăха урăх çемьене параççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
ГТО пурне те пĕрлештерет
Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хӳтĕлеме хатĕр» физкультура комплексĕ массăллă спорта аталантарма пулăшать. ГТО нормисене пурнăçлани çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслашма хавхалантарать. Комплекса чĕртсе тăратнă хыççăн [ку ĕç 2014 çулта «Раççей — спорт çĕршывĕ» форум вăхăтĕнче Шупашкарта пулса иртрĕ физкультурăна юратакансен йышĕ ӳснине палăртаççĕ специалистсем. Чăваш Республикин Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра пирĕн республикăра пурăнакансен 61 проценчĕ спортпа туслă.
ГТО нормисене пурнăçлас енĕпе шкул ачисемпе студентсем уйрăмах хастар. Ĕçлекен çамрăксемпе çитĕннисем те ку юхăма хутшăнаççĕ, ĕç коллективĕсенче те вăй илсе пырать. Сусăрсемпе ватă çынсем валли çăмăллатнă программа хатĕрленĕ. Тĕп категори — 6-70 çулсенчи çынсем, аслăрах ӳсĕмрисем те тĕслĕх кăтартаççĕ. «ГТО кашни кун зарядка тума, спорт лапамне тухма хистет. ГТО нормисене пурнăçласси сывă çыншăн йывăрах мар. Чупма, сикме, туртăнма тата ыттине пурте пултармалла. ГТО инфратытăмĕ те лайăхланса пырать. Çĕнĕ лапамсем хута каяççĕ, çĕнĕ оборудованипе пуянланаççĕ. Çамрăк чухне ГТО паллине илес тесе нумай тăрăшнă, анчах çав тапхăрта спорт хатĕрĕсем чаплах марччĕ», — терĕ 74-ри спорт ветеранĕ Иван Захаров. Хальхи вăхăтра 26 округпа хулара тест ирттермелли центр йĕркеленĕ. Вĕсенче спорт судйисен штабĕ ĕçлет. Мобильлĕ комплекспа усă курса вĕсем ялсемпе шкулсене тухса çӳреççĕ, унта тест ирттереççĕ. «Спорт — пурнăç йĕрки» федераци проекчĕ пулăшнипе округсемпе хуласенчи ГТО центрĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Чăваш Енре 23 ГТО лапамĕ тунă. Кăçал 5 округра /Элĕк, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Çĕмĕрле/ хута ярĕç. 2027 çулччен вĕсен йышĕ 37-е çитмелле. Спорт обћекчĕсене бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе тăваççĕ. 315 тăваткал метрлă лапамра турниксем, бруссем, баскетбол щичĕсем, тренажерсем тата ытти вырнаçтарнă. Унта тренировка тума та, тест ирттерме те май пур. ГТО комплексне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пирĕн республика Пĕтĕм Раççейри рейтингра — 6-мĕш, Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăнсенче. Чăваш Енри 51 пин ытла çын ГТО паллиллĕ пулнă. Ку юхăмра Елчĕк, Комсомольски тата Шăмăршă округĕсем хастар. Спорт ведомстви ГТОна ĕçе кĕртес енĕпе рейтинг тунă. Унăн кăтартăвĕсемпе килĕшӳллĕн кăçал Тăвай районĕ пĕрремĕш вырăна тухнă, Комсомольскипе Шăмăршăсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Анчах Красноармейски, Улатăр, Вăрмар, Çĕрпӳ округĕсем ку енĕпе япăх ĕçленĕ. Сăмах май, кăçалхи пĕрремĕш кварталта /кăрлач-пуш уйăхĕсенче/ Раççейри 79125 çын ГТОн ылтăн паллине тивĕçнĕ. «Ĕçлеме тата хӳтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне халăхра сарас тĕллевпе спорт ведомстви тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. ГТО фестивалĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă пĕлтĕр кĕркунне массăллă информаци хатĕрĕсен командисем ГТО нормативĕсене пĕрремĕш хут пурнăçларĕç. Тупăшура Çĕнĕ Шупашкар хулинчи хаçат редакцийĕ мала тухрĕ. Пĕлтĕрех çемьесем ГТО лапамĕнче вăй виçнĕ. Унта 10 çемье хутшăннă. Ăмăртура Вăрнарти Политовсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Сăмах май, кăçал Шупашкар Пĕтĕм Раççейри ГТО фестивальне йышăнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Спортзалсем, стадионсем çĕкленеççĕ
Чăваш Енре спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе нумай ĕç тăваççĕ. Пирĕн республика халăха спорт обČекчĕсемпе тивĕçтерессипе Атăлçи округĕнче пĕрремĕш ретре тăрать. 2020 çултанпа пирĕн регионта 50 ытла спорт обČекчĕ çĕкленĕ. Чи пĕлтерĕшлисем: Шупашкарти «Волга» стадион, «Çĕнĕ хула» микрорайонти тăрăллă каток, Ишлейри «Ункă» физкультура керменĕ, Элĕкри 25 метрлă бассейн, 15 футбол уйĕ...
Шупашкарта, Çĕрпӳре тата Патăрьелте уçă вырăнти 4 спорт комплексĕ тунă. Унта футбол уйĕ, чупмалли çулсем, баскетболла тата волейболла вылямалли лапамсем, воркаут зони, тренажерсем, куракансем лармалли вырăнсем пур. Çĕнĕ обћектра физкультура урокĕсем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Спортсменсемсĕр пуçне унта округ çыннисем те хăйсен хул-çурăмне çирĕплетееççĕ. Кашни уйăхра спорт керменĕсенче Сывлăхпа спорт кунĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. 700 пин çын тӳлевсĕр майпа усă кураççĕ. 2022-2023 çулсенче «Эпĕ спорта суйлатăп» проектпа килĕшӳллĕн «Шурă чулсем» тата «Росинка» сиплев центрĕсенче «ăслă» спорт лапамĕсем хута янă. Вĕсене интернетпа, QR-кодпа тивĕçтернĕ. «Шурă чулсем» центрта çавăн пекех модульлĕ спортзал хăпартнă. 47 спорт шкулĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, вĕсене хальхи йышши оборудованипе тата спорт хатĕрĕсемпе пуянлатнă. Тĕп хулан кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă «Волга» стадион тĕпрен çĕнелнĕ. Унта тĕп корпуссăр пуçне футбол уйĕ, бассейн, каток, тир тата ытти ĕçлеççĕ. Çĕнĕ обћект хута кайнăранпа унта спортсменсене тренировка ирттермелли лайăх майсем туса пачĕç. Çăмăл атлетсем, ухăçăсем, ишевçĕсем, сусăр спортсменсем тата ыттисем хӳтлĕх тупрĕç. Çĕнĕ стадион тĕрлĕ ăмăрту ирттермелли лапам пулса тăчĕ. Çывăх вăхăтра «Труд» стадионта футбол манежĕ уçăлĕ. Унта 40х60 метрлă уй пулать, çавăн пекех хывăнса тăхăнмалли, çăвăнмалли пӳлĕмсем, тренерсемпе судьясен, медиксен, хуçалăх кабинечĕсем тата ытти пулаççĕ. Шупашкарти биатлон центрне хута янăпа пĕрех ĕнтĕ. Унта спортсменсем тренировка ирттерме те тытăннă. Çĕнĕ обћектра ăмăртусем йĕркелеме пуçласшăн. 2024 çулта ишевçĕсен керменне тума пуçланă. Ăна 2026 çулта вĕçлемелле. Çĕнĕ керменте 3 бассейн — 52, 25 тата 12 метрлисем — пулаççĕ. Çавăн пекех тренажер, хореографи залĕсем, «типĕ» бассейн тăвĕç. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Халăх пĕрлĕхĕпе вăйне палăртать
Акатуй — чăваш халăхĕн ĕлĕкрен пыракан ырă та чаплă уявĕ. Ăна уява халĕ те чыслă ирттерни вăл чăваш çынни хăйĕн тăван çĕрне юратнине, тăван халăхне хисепленине, мăн асаттесен сăваплă йăли-йĕркине çирĕп тытса пынине, хамăра тăрантаракан пархатарлă Çĕраннемĕре пуç тайса хисепленине пĕлтерет. Çавăнпа та илемлĕ çак уява мăнаçлăн, савăнăçлăн ирттерме тăрăшаççĕ.
Ака вĕçленнине палăртса халăх Акатуй йĕркеленĕ. Асамçă-мăчаварсем кĕлĕ сăмахĕ каланă: «Акнă тырри-пулли, лартнă пахча çимĕçĕ ăнса пултăр. Çанталăк лăпкă тăтăр. Ĕçне тума вăй-хал çиттĕр. Кĕр çитсен тырри-пуллине пуçтарса кĕртме Турри ырлăх патăр…» Унтан пурте вăйă картине тăнă, чăваш юрри-кĕввине шăрантарнă, чăваш апат-çимĕçĕпе сăйланнă, кĕрешсе вăй виçнĕ. Акатуй чăваш халăхĕн иртнĕ, хальхи тата пуласлăхĕ хушшинчи çиппе çыхăнтарать. Уяв тĕрлĕ ăру çыннисене пухать. Чăвашсене çеç мар, Раççейри нумай нациллĕ обществăна та пĕтĕçтерет. Çакна та асăнма кăмăллă: Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ Раççейри наци уйрăмлăхĕнчи çуллахи 20 тĕп уявсен списокне лекнĕ. Акатуя йăхташăмăрсем хăйсем пурăнакан регионсенче те ирттереççĕ. Унсăр пуçне çак уяв чăвашсене Раççей тĕп хулине пуçтарать. Тĕрлĕ тăрăхри чăвашсем туслă пурăннине пĕлтĕр Мускаври ВДНХра иртнĕ Акатуй кăтартса пачĕ. Унта 150 пин ытла çын хутшăннă. Пĕлтерĕшлĕ çак мероприяти кăçал утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче ВДНХрах иртĕ. Ăна кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Чăваш юрри-кĕвви çĕршывăн тĕп хулинче янăрĕ. Акатуя Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, фольклор коллективĕсем, эстрада юрăçисем илем кӳрĕç. «Халăхсен туслăхĕ» фонтан патĕнче уяв хăнисем юрă-ташă картине тăрĕç. Çавăн пекех унта куравсемпе паллашма, ăсталăх класĕсене хутшăнма, «Кĕрешӳ» ăмăртăвне хутшăнма майсем пулĕç. Унта наци апат-çимĕçне те тутанса пăхма пулать. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Телей, хĕвел, туслăх кирлĕ
Ачасен чи вăрăм каникулĕ малалла пырать. Çу кунĕсем хăйсен хаваслăхĕпе, илемĕпе, ĕлккенлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Вĕсем усăллă иртчĕр тесе Чăваш Енре ача-пăчапа çамрăксем валли утă уйăхĕнче пĕтĕмпе 100 ытла мероприяти йĕркелĕç.
Аса илтеретпĕр: кăçал Чăваш Республикинче «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн ачасемпе çамрăксем валли ятарлă мероприятисем, уявсем, вăйăсем, ăсталăх сехечĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсенче тăван тăрăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарма, ачасен ăс-хакăлне ӳстерме, сывлăхне çирĕплетме тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах мероприятисене уявсемпе çыхăнтарма тăрăшаççĕ. Калăпăр, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи Кӳкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра çамрăксем валли «Тĕнчери халăхсен туй йăли-йĕрки» лекци иртĕ. Ăна Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халаллĕç. Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шанарпуçра «Телей, хĕвел, туслăх — акă мĕн кирлĕ ачасене» ачалăх уявĕ йĕркелĕç. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Кушник салинче «Иван Купала кунĕнче хĕвел хаваслă пăхнă» вăйă иртĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Хуракассинче «Халăх вăййисем» фольклор сехечĕ йĕркелĕç. Асăннă округри Карапашсем шкул ачисене тăван тăрăхри культура маршручĕпе паллаштарĕç. Сĕнтĕрвăрри хулинче вара шăрăх кунсене халалласа «Нептун кунĕ» ирттерĕç. Сĕнтĕрвăрри хулинче çавăн пекех ӳкерме юратакан çамрăк ăру валли çуллахи «Живопиç шкулне» йĕркелĕç. «Купсасен тата мещен пурнăçĕн» музейĕ «Купсасен нӳхрепĕн вăрттăнлăхĕ» тата «Хресченсем 200 çул каялла мĕнле пурăннă?» мероприятисем йĕркелĕç. Çĕрпӳре утă уйăхĕн 3-6-мĕшĕсенче «Тихвин ярмăркки» иртĕ. Унăн программинчи концерта, регионсен хушшинчи «Наци культурисен тăкăрлăкĕнче», «Çĕрпӳ кĕввисем» фестивальсене, Акатуя фестивале ачасемпе çамрăксене те хастар явăçтарĕç. Утă уйăхĕнче республикăра нумай çĕрте ял кунĕсем иртĕç. Çак уявсене ача-пăчапа çамрăксене те явăçтарĕç. Сăмахран, Куславкка, Октябрьски, Семеновски салисен кунĕсем иртĕç. Куславкка тăрăхĕнчи Куснар ялĕнчи культура ĕçченĕсем Ахтивар ращинче «Пĕрле юрлас, пĕрле выляс» фольклор кунне йĕркелĕç. Унта чăваш тумне тăхăнса тухса вăйă картине тăрĕç. Ваттисем çамрăксене чăваш йăли-йĕркипе паллаштарĕç. Илепар ялĕнче вара «Атьăр, вăййа тухар-и?» фольклор праçникне пухăнĕç. Муркашри Тури чăвашсен музейĕ те ачасемпе çамрăксем валли чылай мероприяти ирттерме палăртнă. «Çемьерен хакли мĕн пултăр» калаçăва вĕсем Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă. Турайсем вара йăлана кĕнĕ «Турай пуххи» ирттерĕç. Етĕрне тăрăхĕнчи Тури Ачакри аваллăх управçинче «Улах вăййисем» фольклор кунне кĕрлеттерме палăртнă. Кунсăр пуçне «Янра, çава» ăсталăх сехечĕ, «Утăçи» йăли-йĕркипе çыхăннă театр представленийĕ, «Улах вăййисем» вăйă йĕркелеме палăртнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...