Хыпар 43 (28360) № 17.06.2025
Вăтам ĕç укçи 63,6 пин тенке çитнĕ
Промышленноç, ял хуçалăх производстви, çурт-йĕр тăвасси, ĕç укçи республикăра çĕршыври вăтам кăтартуран пысăкрах хăвăртлăхпа ӳссе пыраççĕ. Çак шухăша Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Рафикова палăртрĕ.
Вăл Чăваш Енĕн кăçалхи 5 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕ. Шухăшне цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ 105% çитнĕ. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 108%. Компьютерсем, электрон тата оптика хатĕрĕсем туса кăларасси 1,6 хут чухлех хăпарнă. Çавăн пекех хими хутăшĕсем, прицепсем туса кăларасси 1,2-1,3 хут пысăкланнă. Çапла вара промышленноç ӳсĕмĕн Атăлçи округĕнчи рейтингĕнче Чăваш Ен иккĕмĕш вырăн йышăннă. Удмурти кăна пирĕнтен маларах. Система йĕркелекен предприятисен тĕп йышĕ производствăна чакарманни, нумайăшĕ ӳстерни пушшех кăмăллă. Ял хуçалăхĕ те вырăнта тăмасть. Çăмарта туса илесси — 40, аш-какай — 15, сĕт суса илесси 5,5% ӳснĕ. Отрасльти 25 предприяти производствăна ӳстерме пултарнă. Строительство ĕçĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 23 миллиард тенкĕрен иртнĕ — çулталăк каяллахи кăтартуран 29% пысăкрах. Пурăнмалли 426,6 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — пĕлтĕрхи 5 уйăхрин 116,6% шайĕнче. Ку кăтартупа эпир округри субъектсен ТОП-3 йышне кĕнĕ — Пермь крайĕпе Оренбург облаçĕ хыççăн. Лариса Рафикова çурт-йĕр тăвас енĕпе Куславкка, Елчĕк, Патăрьел округĕсем, Çĕнĕ Шупашкар хули, ыттисем лайăх ĕçленине палăртрĕ. Кăтартусене чакарнисем — Элĕк, Çĕмĕрле, Тăвай, Шăмăршă, Шупашкар... Чăн та, Сергей Артамонов ку ыйтăва тишкернĕ чухне малашне муниципалитетсем мĕн чухлĕ çурт-йĕр тунине тăваткал метрсене кăтартса тишкерме сĕнчĕ. Калăпăр, пĕр округ пĕлтĕр 100 метрлă çурт хута янă, кăçал тата 100 тăваткал метр хушнă та — ӳсĕм 200% шайĕнчех курăнать. Теприсен вара пин-пин тăваткал метр — пурпĕр япăх пек... Унăн хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ тĕлĕшпе те асăрхаттару пулчĕ. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан республикăра предпринимательсен шучĕ 135 пин çынна çитни çинчен каларĕ. Çав шутра 85 пинĕ — хăй тĕллĕн ĕçлекенсем. Çулталăк каялла кăна вĕсен шучĕ 63 пин пулнă. Сергей Геннадьевич шучĕпе, ку йыш пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пыни, паллах, аван, анчах çак «çарти» çынсем хăш енĕпе ĕçленине кăтартакан пĕтĕмлетӳ çук — вăл интереслĕ пулĕччĕ. Шел те, кам хăш енĕпе ĕçлени патшалăх пулăшăвĕ илекенсем тĕлĕшпе кăна уçăмлă иккен. Премьер-министр çак çитменлĕхе пĕтерме ыйтрĕ — уçăмлă ӳкерчĕк пулмалла. Докладне малалла тăснă май Лариса Анатольевна ĕç рынокĕнчи тăнăçлăх çирĕппи çинчен каларĕ. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх 0,4% шайĕнче кăна. Ĕçсĕррисен шучĕ çулталăк каяллахинчен чакнă. Предприятисенче вакансисен шучĕ пысăк. Кăрлач-çу уйăхĕсенчи вăтам шалу 63,6 пин тенке çитнĕ — пĕлтĕрхи çак тăпхăртинчен 14% пысăкрах. Шалу енĕпе компьютерсен, электрон тата оптика хатĕрĕсен отрасльне çитекенни çук — унта уйăхри вăтам ĕç укçи 108 пин тенкĕрен иртнĕ. Çавăн пекех информаципе çыхăну сферинче шалу аван — 98 пин, финанс сферинче те лайăх ĕçлесе илеççĕ — 89 пин тенкĕ. Чылай округпа хулара ĕç укçи самай хушăннă. Çапах, ӳсĕм хăвăртлăхĕ нумай субъектпа танлаштарсан пысăкрах пулин те, республика шалу виçипе округри чылай регионтан кайра-ха. Шалу тĕлĕшпе те Правительство пуçлăхĕн сĕнӳ пулчĕ: вăл ĕç укçине ӳстерсе пыракан муниципалитетсене асăннипе кăна çырлахни вырăнсăррине палăртрĕ — «уксахлаканнисене» те ятран асăнма сĕнчĕ. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков 5 уйăха бюджета мĕнле пурнăçланине тĕпе хурса тишкерчĕ. Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ çак тапхăрта 48 миллиард тенкĕ патне çывхарнă — планпа пăхнă 120 миллиардăн 39% чухлĕ. Вăл ӳсĕмлĕ пулни чи малтан хамăрăн тупăшсем хушăннипе никĕсленнĕ. Усламран илекен налук пĕчĕкрех пулин те уйрăм çынсен тупăшĕнчен, ансатлатнă йĕркепе илекен налуксен калăпăшĕ палăрмаллах пысăкланнă. Наци проекчĕсем валли уйăрнă тăкаксен хушăмĕ курăмлă. Республика кунне паллă тăвас ыйтупа та Лариса Рафикова сăмах илчĕ. Уявăн ĕçлĕ программипе паллаштарнă май Шупашкарти экономика форумĕ çинчен пĕлтерчĕ. 15-мĕш форум çĕртме уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Оперăпа балет театрĕнче иртĕ. Ун умĕнчи лапама йăлана кĕнĕ «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав йышăнĕ. Вăл, сăмах май, шучĕпе 32-мĕш. Уявăн культура программи те пуян. Культура министрĕ Светлана Каликова халăх килĕштерекен «Ăстасен Руçĕ» конкурс, «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль пулассине çирĕплетрĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, çĕр-çĕр çын хутшăнма кăмăл тунă «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетĕç, çĕнтерӳçĕсене чыслĕç. Вĕсене саламлама паллă артист, Дума депутачĕ Дмитрий Певцов килĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара лаша чупăвĕ иртĕ — унта хутшăнакансем республика Пуçлăхĕн кубокĕшĕн кĕрешĕç. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Акара авăн, уявра – савăн
Раççей кунне Хĕрлĕ Чутай округĕнче нихçанхинчен хĕрӳллĕн те хастаррăн, хавхалануллăн та хаваслăн хăватлă Акатуй ирттерсе уявларĕç. Сала кĕрлесе те шавласа, юрă-кĕвĕпе янраса тăчĕ.
Уяв пĕрлештернĕ хор Раççейĕн, Чăваш Республикин тата Чутайсен гимнĕсене юрланипе пуçланчĕ. Хăватлă янăраççĕ! Чунра — хăпартлану! Кăмăл — çĕкленӳллĕ! Гимн чăнласах та халăха пĕрлештерекен, çĕршывшăн, тăван халăхшăн мăнаçлантаракан хăват. Уяв халăхĕ умне мăчавăр иртсен хамăрăн пăлхар-чăваш йăх-кăкĕн Асли сĕм аваллăхран тухса тăнăнах туйăнса кайрĕ. Вăл мăн-мăн асаттесен Аслă Пӳлĕхе питтĕн тăрса каланă кĕллипе юнра-и, чун тĕпĕнче-и упранса пурăнакан туйăмсене вăратрĕ. Паянхи Хĕрлĕ Чутай чăвашĕсен ӳсĕмĕсемпе çитĕнĕвĕсене округ ертӳçи Иван Михопаров пĕтĕмлетрĕ: — Эпир çак уява çур акине пĕтĕмлетме, тăван халăхăмăра хастар ĕçĕшĕн тав сăмахĕ калама, малта пыракансене палăртма пуçтарăнтăмăр. Кăçал çĕр ĕçĕсене ытти çулхинчен маларах пуçларăмăр, пĕрремĕш тракторсем хире пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче тухрĕç. Комисси çурхи культурăсене пĕтĕмĕшле пăхса тухнă хыççăн кăçалхи çураки пахалăхне питĕ пысăк хак пачĕ — тухăç лайăх пулмалла. Округăн ял хуçалăх çĕрĕсем пурĕ 32 пин гектара яхăн. Вĕсенчен 19,9 пинĕ — сухаласа акмалли. Паянхи кун ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 11 пин те 300 гектар лаптăкра çĕр ĕçĕсем туса пыраççĕ. Вăл шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5 пин те 560 гектар акса хăварнă, 4 пин гектарĕнче — нумай çул ӳсекен курăксем. Хуçалăхсем техникăпа пуянланса пынăçемĕн, выльăх-чĕрлĕх йышĕ пысăкланнăçемĕн ĕçе кĕрекен çĕрсем сарăлсах пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пирки сăмах тапратсан округ ертӳçи кăмăлпах çак хисепсене илсе кăтартрĕ: выльăх шучĕ — 8 пин те 407 пуç, 3561-шĕ — сăвакан ĕнесем. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх шутне ӳстерсех пыраççĕ: кăçал кăна 180 пуç хушăннă. «Шел пулин те, уйрăм, харпăр хуçалăхсенче сăвакан ĕнесен шучĕ сахаллансах пырать, çавна май халăхран сĕт пуçтарасси 1 пин тонна чакрĕ», — палăртрĕ вăл. Ял халăхĕ ватăлса пыни пăшăрхантарать: ĕне тавраш тытма йывăртарах, çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ; тепĕр енчен, сĕте сутăн илмелли хаксем те çырлахтарсах каймаççĕ курăнать. Çак çухатăва округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем тивĕçлĕн саплаштарнă, 5 уйăхра вĕсем пĕлтĕрхинчен 129 тонна ытларах сĕт суса илнĕ. Аш-какайăн 5 уйăхри кăтартăвĕ — 519 тонна. Иван Николаевич ку тĕлĕшпе уйрăмах «Коминтерн» хуçалăха, унăн ертӳçине Альбина Новиковăна ырăпа асăнчĕ. Пĕтĕмĕшле аш-какайăн 83 процентне шăпах çак хуçалăх туса илнĕ. Иван Николаевич ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи пирки те каларĕ. Иртнĕ çулхи пилĕк уйăхра вăл 46 пин те 400 тенкĕ пулнă, кăçалхи çак тапхăртах 63 пин те 450 тенке çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйне сăмах парсан ентешĕсене: «Хаклăран та хаклă юлташсем, Хĕрлĕ Чутайсем, тăвансем!» — терĕ. Халиччен республика ертӳçисенчен халăха «тăвансем» тенине илтсе курманччĕ-ха, ку савăнтарчĕ: эппин, вăл халăха çывăхрах курать, хăйне унран уйăрманнине пĕлтернĕн туйăнать ку. Уяв халăхĕ тӳрех хыттăн алă çупса ячĕ. Олег Алексеевич çурхи ака-сухана ăнăçлă вĕçленине халалласа ирттерекен уява хутшăнма питĕ хавас пулнине пĕлтерчĕ: «Паян Раççей кунĕ. Эпир пурте хамăр Раççей гражданинĕсем пулнине туйса тăрса, хамăр çĕршывшăн хавхаланса малашлăха питĕ хастаррăн утма пĕтĕм халăхпа пĕрле пулса пĕрлешетпĕр». Вăл хăйне ентешĕсен хастарлăхĕ хавхалану кӳрсе тăнине, республикăна та çавнашкал хĕрӳлĕхпе, хастарлăхпа аталантарма тăрăшма кирлине палăртрĕ: — Хамăр тăрăх мĕнле аталаннине сăнасах тăратăп — юлашки пилĕк çулти савăнтараççĕ. Хĕрлĕ Чутай сăнарĕпе те питĕ улшăнчĕ. Ку улшăнусем ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем аталанса пынипе пулса пыраççĕ. Вĕсен тухăçлă ĕçĕ-хĕлĕ палăрсах тăрать. Ку савăнтарать. Çакă чи малтанах кăтартусене ӳстерме, çынсене ыранхи куна шанса пурăнма май парать. Юлашки çулсенчи курăмлă улшăнусене республика Пуçлăхĕн тăван тăрăхĕнче çеç мар, пĕтĕм республика анлăшĕнче асăрхатпăр. Ку регион ертӳлĕхĕ яла аталантарас тĕлĕшпе тимлĕ пулнипе те çыхăнни куçкĕрет. «Тата мĕн савăнтарать мана? — чунне уçрĕ Олег Николаев. — Хулара вĕреннĕ хыççăн ытларах та ытларах çамрăк яла ĕçлеме таврăнни. Çак туртăма вăй памалла». Пилĕк çамрăк республика Пуçлăхĕн аллинчен паспорт илчĕ. «Питĕ хумхануллă. Шăпах — Раççей кунĕнче!» — савăнăçне пирĕнпе пайларĕ Саланчăк ялĕн хĕрĕ Ангелина Иванова. Вăл кăçал 7-мĕш класран вĕренсе тухнă. Пулас профессине те суйланă ĕнтĕ — кондитер пуласшăн. — Пылак юрататăн-им? — шӳтлеме хăтлантăмăр эпир. — Çынсене тутлă çитерес килет, — йăлтăр кулăпа çиçет Ангелина. <...>
Арсений ТАРАСОВ.
♦ ♦ ♦
Çĕр ĕçченне – мухтав!
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче 12 муниципалитет округĕнче Акатуй иртнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Йĕпреç округĕнчи Пучинке ялĕнчи тирпейлекен предприятин çусăрлатнă типĕ сĕт туса кăлармалли цехне ĕçлеттерсе яма старт панă. «Темиçе çул каялла хута янă завод производствăна ӳстерсех пырать, ыйтакансене паха продукципе тивĕçтерет. Акă, халĕ çусăрлатнă типĕ сĕт хатĕрлекен цех уçать. Сĕте типĕтмелли уйрăм комплекс тăвас тĕллевпе хатĕрленӳ ĕçĕсем пыраççĕ.
Цех республикăра сĕт туса илекенсене çеç мар, яла аталантарас, пурнăçа лайăхлатас текенсене пурне те çĕнĕ майсем уçса парать», — тенĕ Олег Алексеевич, Чăваш Ен экономикине тӳпе хывнăшăн предприяти коллективне тав тунă. Халĕ предприяти кашни талăкра типĕ сĕтрен 100 тонна таран продукци хатĕрлеме пултарать. Олег Николаев Йĕпреç округĕн Акатуйне хутшăннă, пухăннисене Раççей кунĕ ячĕпе саламланă. «Акатуй чăваш йăлипе иртет, — тенĕ вăл. — Ăна йĕркепе ирттерме пире несĕлĕмĕрсен халалĕ тата ваттисен пилĕ пулăшаççĕ. Вĕсем ламран лама куçарса пынă халала пирĕн пурнăçа кĕртмеллех». Олег Алексеевич кулленхи ыйтусем патне таврăнса муниципалитет ертӳлĕхĕ умне ял хуçалăх продукцине тирпейлесе апат-çимĕç ытларах туса кăларас, ăна республика тулашне те сутас ĕçе вăйлатма, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма тĕллев лартнă. «Халăхăн хăйне евĕрлĕхне упраса хăвармалла, унпа çирĕпленсе малаллах талпăнмалла, хамăр вăя çирĕп шанмалла, ĕмĕте çитермелле», — палăртнă республика Пуçлăхĕ, Раççей кунĕнче çамрăксен пĕр ушкăнне çĕршыв гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паспорт панă. Вăрнар округĕн Акатуйне ялав хăпартса уçма «Чи лайăх калча» конкурсра çĕнтернĕ «Мураты» ЯХПК ертӳçине Геннадий Спиридонова ирĕк панă. Пуçтарăннисене округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова саламланă. Ял хуçалăхĕнче, ытти отрасльте тăрăшакансене тухăçлă ĕленĕшĕн награда парса хавхалантарнă. Канаш округĕн халăхĕ Акатуй-Сапантуйра савăннă. Аграрисен уй-хир ĕçĕсене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов пĕтĕмлетнĕ. 500 га ытла çĕрпе усă куракансенчен Киров ячĕллĕ ЯХПК, «Çĕр улмине мухтав-Канаш» тата «Цивиль» обществăсем, унран сахалрах акнисенчен «Хучель» общество, В.Герасимов фермер тата «Агат» общество малти вырăнсене йышăннă. Рысак урхамахсен ăмăртăвне 10 лавçă хутшăннă, Валерий Краснов «Несĕлсен йыхравĕ» ятлă ăйăрне юрттарса мала тухнă, ăна тиха парнеленĕ. Тăвайсен Акатуйĕнче «Чи лайăх калча» конкурсра «Акконд-агро» — 1-мĕш, А.Моряковпа С.Михайлов фермерсем — 2-мĕш, «Кубнинский» АФ тата М.Охотниковпа В.Грачев фермерсем 3-мĕш вырăнсене йышăннине пĕлтернĕ. Муркашсен Акатуйĕ 70-мĕш хут кĕрлесе иртнĕ. Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов тырă, пахча çимĕç акмалли, çĕр улми лартмалли плансене тултарнине пĕлтернĕ. Ял çыннисен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан кил картишĕсен конкурсĕнче Шетмĕпуç, Катькас, Çатракасси территори пайĕсем малти вырăнсене йышăннă. Комсомольскисен Акатуйĕ çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата паха пурнăçланăшăн округ халăхĕпе пĕрле республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, спорт, вĕрентӳ министрĕсем Василий Петровпа Дмитрий Захаров, Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов савăннă. «Комсомольски округĕ лайăх ӳсĕмпе аталанать, унпа пĕрлех культурăн пуян еткерне упрать. АПКри çитĕнӳсем, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни, экологи ырлăхĕшĕн тăрăшни кашни çын пурнăçне лайăхлатма тата лайăххине çеç кӳме ăнтăлнине çирĕплетеççĕ. Эпир республика тата çĕршыв аталанăвне хăйсен ĕçĕпе тӳпе хывакансене тав тăватпăр. Экономикăна тĕреклетесси, пурăнма хăтлă условисем тăвасси, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене пулăшасси — пирĕн чи малтан татса памалли ыйтусем, ку енĕпе малашне те ĕçлĕпĕр», — тенĕ Олег Алексеевич. Округ пуçлăхĕ Николай Раськин çурхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Акатуйра Раççей Геройне Евгений Борисова СВОра тăшманпа тата лайăхрах çапăçма «УАЗ Пикап» машина шанса панă. Ăна туянма округри пĕр ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем укçа пухнă. Вĕсене республика Пуçлăхĕ тав тунă. Олег Николаев Комсомольскинчи 2-мĕш шкулăн 640 ача вĕренмелли çĕнĕ çуртне тăвас ĕç епле пынипе те паллашнă. Ăна пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче пуçăннă, 2026 çулта вĕçлемелле. Республика бюджетĕнчен 1,27 млн тенкĕ уйăрнă. «Строительство пысăк хăвăртлăхпа пырать. Ăна килес çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шанăç пур», — пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев. Куславкка округĕнче çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçленĕшĕн, паха пурнăçланăшăн Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Леонид Пронинпа Юрий Зорин, округ пуçлăхĕ Алексей Людков саламланă. Территорисен пайĕсем кунта та ял çыннисен, тĕрлĕ наци çыннисен паянхи пурнăçĕпе паллаштарнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Авăн, 14 – республика Пуçлăхĕн суйлавĕ
Патшалăх Канашĕн ытларикун регион ертӳçи Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ черетлĕ 35-мĕш сессийĕнче депутатсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кунне палăртрĕç.
Сасăлавччен тата виçĕ уйăх кăна
— Кăçал республикăра яваплă, истори пĕлтерĕшлĕ пулăм — Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ — иртмелле, — терĕ сессин кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва тишкерме пуçланă май парламент спикерĕ Леонид Черкесов. — Çак пулăмран регион малашлăхĕ нумай килет. Паян Патшалăх Канашĕ республика Пуçлăхĕпе, Министрсен Кабинечĕпе çирĕп çыхăну тытса, çав шутра «анлă правительство» формачĕпе алла-аллăн ĕçленĕ май социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне, стратеги пĕлтерĕшлĕ ыйтусене комплекслă майпа татса парассине тивĕçтеретпĕр. Çавна май çывхаракан сасăлав Чăваш Енĕн çитес пилĕк çуллăхри аталанăвĕн векторĕсене палăртни кăна мар, тăнăçлăха, суйласа илнĕ çула малалла тăсассине, халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатассине упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Парламентăн Патшалăх строительстви тата вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕн председателĕ Андрей Марушин пĕлтернĕ тăрăх, саккунпа килĕшӳллĕн республика Пуçлăхĕн суйлавне ирттересси çинчен калакан йышăнăва сасăлавччен 100 кунран иртерех тата 90 кунран кая юлса тума юрамасть — ыйтăва татса памалла. Пĕрлехи сасăлав кунĕ вара — регион ертӳçин полномочийĕсем вĕçленекен çулталăкри авăн уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕ, авăн уйăхĕн 14-мĕшне лекет. Андрей Александрович суйлава шăпах çак куна палăртма сĕнчĕ. Татăклă ыйту пек, анчах депутатсен уçăмлатмалли самантсем пур иккен. Константин Степанов саккун регион ертӳçине депутатсен сасăлавне йĕркелесе те ирттерме ирĕк панине аса илтерчĕ — «Патшалăх Канашне çапла тума ыйтакан сĕнӳсем паман-и?» Комитет председателĕ каланă тăрăх, унашкал сĕнӳсем пулман. Игорь Моляков вара Марушинран ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăнмашкăн кĕрешĕве камсем хутшăнма пултарасси пирки ыйтрĕ. Тепĕр тесен, уçăмлă хурав пуласси пирки хăй те иккĕленчĕ-тĕр — çакă тӳрре тухрĕ: Андрей Александрович хăйĕн çине пысăк яваплăх илмерĕ — пулас кандидатсен пайăр хушамачĕсене асăнмарĕ. Сасăлав пăнчă лартрĕ: Патшалăх Канашĕ республика Пуçлăхĕн суйлавне авăн уйăхĕн 14-мĕшне палăртрĕ. Штрафа подрядчик саплаштарĕ Регионăн иртнĕ çулхи бюджечĕ çинчен манса та кайрăмăр темелле, анчах йĕрке пур — ăна пурнăçлани çинчен Правительство ПК умĕнче отчет тăвать, ăна саккунпа çирĕплетеççĕ. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков асăннă мĕн пур цифрăна аса илтерни кирлĕ мар пуль — вĕсем халиччен те пĕрре кăна мар янăранă. Çапах тĕп шухăша палăртмаллах: Михаил Геннадьевич пĕтĕмлетнĕ тăрăх, регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем — промышленноç, ял хуçалăх производствин индексĕсем, ĕç укçин ӳсĕмĕ — Раççейри вăтам шайран пысăкрах. Республикăн бюджет хăвачĕ те юлашки пилĕк çулта палăрмаллах пысăкланнă. Пĕрлехи бюджет тупăшĕ 121 миллиард тенке çитнĕ, Чăваш Енĕн хăйĕн тупăшĕн калăпăшĕ чылай хăпарнă. Апла пулин те депутатсем укçапа çыхăннă чылай ыйтăва çĕклерĕç. Калăпăр, регион федераци тĕрлĕ программăпа уйăрнă укçапа туллин усă курайманни, çавна май ăна Мускава тавăрса пама тивни... Михаил Геннадьевич унашкал çивĕчлĕх пуррине пытармарĕ. Чăн та, Мускавсемпе тепĕр чухне тавлашма тивнине те палăртрĕ. Укçапа тухăçлă усă курманнипе çыхăннă тĕслĕхсенче мĕнле ĕçленине вара Шупашкарти йĕлтĕр-роллер трассипе çыхăннă тĕслĕхпе уçăмлатрĕ. Об±екта вăхăтра хута ярайманни вăрттăнлăх мар. Федераци енчен тăратнă «претензи» текеннин хакĕ 36,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Об±ект строительстви тăсăлса кайнăшăн подрядчик айăплă. Çавна май республика штрафа тӳлĕ, унăн виçине вара подрядчикран шыраса илĕ. Пенясемпе, ыттипе пĕрле шутласан сăмах 67 миллион тенкĕ пирки пырать. Алексей Шурчанов депутат шкулсен строительствипе, вĕсене юсассипе çыхăннă ĕçпе кăсăкланчĕ. Михаил Ноздряков хăйĕн хуравне юлашки çулсенче çак ĕçсем хаклансах пынине палăртнинчен пуçларĕ. Апла пулин те ку енĕпе нумай ĕç тума май килет. 2024 çулта 11 шкула тĕпрен юсанă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ умĕнхи çултан куçнă об±ектсем пулнă. Çĕнĕ шкулсемпе те ĕçленĕ. Вĕсемпе çыхăннă тăкаксем строительствăпа кăна çыхăнманнине те палăртмалла. Калăпăр, Шупашкарти Университет микрорайонĕнчи çĕнĕ шкула учебниксемпе, оборудованипе тивĕçтерме кăна 240 миллион тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне пĕлтĕр 43 шкул территорине хăтлăлатнă, çакăн валли 947 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку программăпа малалла ĕçлеççĕ. Игорь Моляков регионăн шалти продукчĕн, инвестицисен калăпăшĕ, ĕç укçин виçи Раççейри вăтам шайран пĕчĕкреххине, чухăнлăх шайĕ пысăккине палăртса ĕç-пуçа тĕксĕм тĕспе сăнлама, влаçа намăслантарма пăхрĕ те — Михаил Геннадьевич татăклăн каларĕ: «Никам та çивĕч ыйтусем çук тесе каламасть. Анчах ларутăрăва эпир Раççей шайĕнче миçемĕш вырăнта пулнине кура кăна хаклани те тĕрĕс мар. Калăпăр, 2010 çулта та Чăваш Ен çӳлти вырăнсенче пулнине астумастăп. Чи малтанах бюджет шучĕпе тытса тăракан çынсене мĕнле тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ — унашкаллисем вара 73 пин çын. Малалла утатпăр, анчах Раççей те вырăнта тăмасть — кăтартусене ӳстерсе пырать. Çак лару-тăрура эпир хамăрăн кăтартусене кăштах та пулин пысăкрах хăвăртлăхпа ӳстерсе пыни хаклă». Ку енĕпе вара кăмăллă пулмалли самантсем пур. 2019 çулта, сăмахран, Чăваш Енре чухăннисен шутне кĕрекенсен йышĕ 211 пин çынпа танлашнă. Пĕлтĕр унашкаллисем 121 пин çын пулнă — «пилĕк çул каяллахинчен 90 пине яхăн çын сахалрах». Пĕлтĕр те, финанс министрĕ каланă тăрăх, асăннă йыш 20 пин çын чухлĕ чакнă. 2019 çулта халăхăн чухăн йышĕ 17,4% танлашнă, пĕлтĕр çак кăтарту 10,4% таран пĕчĕкленнĕ. «Объективлă позици йышăнмалла», — депутатсене чĕнсе каларĕ вице-премьер. Аргуменчĕсем витĕмлĕ пулчĕç ахăр — парламент отчета ырларĕ.
НиколайКОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
ЧАО 105 çул тултарать
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне уявлатпăр. Ăна Чăваш Ен уявĕсен шутне хăçан кĕртнĕ?
Чăваш патшалăхлăхĕн юхăмĕ Раççей тытăмĕнче 1917 çулта тапраннă. Чăвашсем валли автономин администраци хутлăхне туса хурасси çинчен 1918 çулта Чăваш рабочийĕсемпе хресченĕсен сездĕнче официаллă шайра пĕрремĕш хут сĕнӳ тăратнă. Автономи никĕслес ĕçе чăвашсен паллă политикĕ Даниил Семенович Элмен пысăк тӳпе хывнă. Унăн 1919 çулта чăваш коммунисчĕсен сездĕнче каланă сăмахĕ автономи тăвас ĕмĕте çывхартнă. Элмен наци интеллигенцине РСФСР Национальноçсен Халăх Комиссариачĕ ªăна И.В.Сталин ертсе пынăº çумĕнчи Чăваш пайĕн ĕçне хастар хутшăнма чĕнсе каланă. Пай автономи тăвассишĕн сарăлнă юхăма йĕркелесе тĕллевлĕн аталантарма тăрăшнă. Вăл 1920 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче маларах палăртнă Халăх Комиссариатне янă докладĕнче чăвашсем валли кĕпĕрне правиллĕ, центр влаçне тӳррĕн пăхăнакан администраци хутлăхĕ — Чăваш автономийĕн коммуни — йĕркелес ыйтăва çĕкленĕ. Элмен ертсе пынипе хатĕрленĕ çак проектра Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисенчи чăвашсем йышлăн пурăнакан территорисене пĕрлештерсе автономи никĕслеме сĕннĕ. 1920 çулхи нарăсра Пĕтĕм Раççейри чăваш коммунисчĕсен I сезчĕ иртнĕ, чăвашсен совет автономине йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене пайăррăн сӳтсе явнă, Чăваш пайĕ йĕркеленĕ проекта ырланă. Ăна пăхса тухма, коммуна туса хурасси çинчен йышăну кăларттарма Мускава ярса панă. РСФСР Тĕп Ĕçтăвкомĕ тата Халăх Комиссарĕсен Канашĕ 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, çак кун Республика кунне уявлатпăр, «Чăваш Автономи облаçĕ çинчен» декрет йышăннă, ун айне В.И.Ленин, М.И.Калинин тата А.С.Енукидзе алă пуснă. Çакна палăртмалла: Чăваш пайĕн проектне пăхса тухнă чухне Владимир Ленин чăваш халăхĕн представителĕсене «Чăваш Автономи коммуни» мар, «Чăваш Автономи облаçĕ» туса хума сĕннĕ — Д.Элмен, ыттисем килĕшнĕ. Çав документпа килĕшӳллĕн ЧАОна Çĕрпӳ, Етĕрне, Шупашкар уесĕсен çĕрĕсем — туллин, Хусан кĕпĕрнинчи Чикме (Козьмодемьянск) тата Кăрмăш, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕсен территорийĕсен пайĕсем кĕнĕ, администраци центрĕн вырăнĕ тума Шупашкар хулине çирĕплетнĕ. РКПªбº Тĕп Комитечĕн йĕркелӳ бюровĕ çĕртмен 24-мĕшĕнчех Чăваш революци комитетне туса хунă, унăн йышне тата ăна ертсе пыма Д.Элмене хушнă. 1920 çулхи çулла ЧАОн ертсе пыракан патшалăх органĕсене йĕркелеме тытăннă. РКПªбº вăхăтлăх Чăваш облаç комитетне, унăн яваплă секретарĕ пулма Д.Элмене суйланă. <...>
Анна КОНСТАНТИНОВА, республикăн хальхи истори патшалăх архивĕн тĕп архивисчĕ.
♦ ♦ ♦
Тупа туни яваплăха ÿстерет
Раççей кунĕ умĕн Чăваш Енри пушарпа çăлав подразделенийĕсен 40 ытла çамрăк ĕçченĕ тупа турĕ. Çулăмпа кĕрешекенсен ретне тăракансене саламлама сумлă хăнасем килнĕ, çав шутра — Раççей МЧСĕн ветеранĕсем, пушарнăйсен çемйисем те. Чи çывăх çынсен тĕревĕ çăлавçăсемшĕн, паллах, пушшех пĕлтерĕшлĕ.
Çăлавçăсен парад расчечĕ утса иртрĕ. Службăна килнĕ брандмейстерсем Тăван çĕршывшăн тата халăхшăн тăрăшма, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ чухне хăюллă пулма тупа турĕç. — Пирĕн тивĕç — чрезвычайлă лару-тăрура тата пушарта республикăра пурăнакансене тата территорие хӳтĕлесси. Çынна çăласси яланах хăрушлăхпа çыхăннă. Паян присяга пама пухăннисем ыттисемшĕн профессире те, пурнăçра та тĕслĕх пуласса, Министерство умĕнче тăракан кăткăс ĕçсене хăюллăн пурнăçласса шанатăп, — терĕ çамрăксене саламланă май Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçи шалти службăн генерал-майорĕ Валерий Зеленин. «Мĕн пĕчĕкрен çак профессие кăмăллатăп. Çынна пулăшасси, инкекрен хăтарасси — маншăн пĕрремĕш вырăнта, — палăртрĕ 11-мĕш пушарпа çăлав чаçĕнче ĕçлекен Андрей Васильев. Раççей МЧСĕн тытăмĕнче вăл — 2023 çултанпа. 2-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пушарнăйĕ Алишер Степанов та унпа пĕр шухăшлă: «Иккĕленместĕп: çак профессие суйласа питĕ тĕрĕс турăм». Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Якуртушкăнь ялĕнче çуралса ӳснĕ Григорий Белов та халĕ — пушарнăйсен ретĕнче. Çак ĕçе суйлама ăна пиччĕшĕ 7-мĕш пушарпа çăлав чаçĕнче караул ертӳçинче ĕçлени хавхалантарнă иккен. Пĕррехинче хайхискер Григорие те хăйĕнпе пĕрле чĕннĕ. — Пичче ăçта ĕçленине кайса куртăм та — мана килĕшрĕ. Çынсене пулăшасси, ырă тăвасси, инкекрен çăласси пархатарлă. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн ăçта каясси пирки нумай пуç ватмарăм вара — пушар сӳнтерекене вырнаçрăм. Халĕ хамăн ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлатăп — Шупашкарти 7-мĕш пушарпа çăлав чаçĕнче ĕçлетĕп. Тупа тунă кун маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен эпĕ хам çине пысăк яваплăх илтĕм, — терĕ Григорий. Çак кун ĕçре уйрăмах хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрнисене ведомство наградисемпе чысларĕç. 7-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пушар машинипе çӳреме хăнăхтаракан инструкторĕ Владимир Семенов, сăмахран, Раççей МЧСĕн «Пушарта çăлнăшăн» медальне илчĕ. — 2023 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Иван Яковлев проспектĕнчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртра пушар тухнă. Эпир çитнĕ çĕре 2 тата 3-мĕш хутри чӳречесенчен хура тĕтĕм мăкăрланатчĕ. 2-мĕш хутри пĕр хваттерте ачасем пулнине пире кӳршисем пĕлтерчĕç. Эпĕ унта газпа тĕтĕмрен хӳтĕлекен службăн звени йышĕнче хăпартăм. Пушар шăпах çав вырăнтан пуçланнине пĕлтĕмĕр. Хваттерсене тĕрĕслесен çул çитмен икĕ ачана тупрăмăр. Çăлав хатĕрĕ пулăшнипе эпир вĕсене уçă сывлăша илсе тухрăмăр. Çакăн хыççăн пушар сӳнтерессипе малалла ĕçлерĕмĕр, — наградăна мĕншĕн тивĕçни çинчен каласа кăтартнă май аса илчĕ пушарнăй. Инкекпе кĕрешнĕ чухне çухалса кайманни, кашни утăма тĕрĕс туни, командăра пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Çакна çăлавçăсенчен ытларах кам пĕлет-ши? Мероприятин кăсăклă саманчĕсенчен пĕри — пушарпа кĕрешекенсен ретне тăракансем хăйсен пĕрремĕш дежурстви умĕн хисеплĕ ритуала хутшăнни. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вĕсене пушар пăрăхĕнчен тухакан шывпа сирпĕтрĕç. Çакăн хыççăн ĕçтешĕсемпе ведомство ветеранĕсем салам сăмахĕсем каларĕç. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...