Комментировать

22 Окт, 2014

Лару-тăру йĕркеленсе пырать

Пирĕн корреспондентсем ĕнер министерствăсемпе, ведомствăсемпе çыхăнса республика çут çанталăк инкекĕн сиенлĕ кăтартăвĕсемпе мĕнлерех кĕрешнин пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкне сăнларĕç.

 

ВĔРЕНТŸ ТЫТĂМĔНЧЕ

Республикăри чрезвычайлă лару-тăрура вĕрентÿ тытăмĕнчи хăш-пĕр учреждени шар курнă. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче 11 сехет тĕлне çакнашкал ÿкерчĕк палăрнă. Республикăри виçĕ районта /Муркаш, Шупашкар, Етĕрне тăрăхĕсем/ пĕлÿ паракан 5 организацире температурăн чи пĕчĕк виçине тытса тăмашкăн котельнăйсен оборудованине дизельгенераторсемпе çыхăнтарнă. Хальлĕхе виçĕ шкулпа икĕ садике электричество çути çитмен. Çанталăк синкерне пула сиенленнĕ шкулсенчи ачасене вăхăт çитмесĕрех каникула янине пĕлтернĕччĕ. Паян кĕрхи кану 500 ачашăн малалла тăсăлать.

Хăш-пĕр муниципалитетри ача сачĕсене çÿрекен шăпăрлансене те канупа тивĕçтерме тивнĕ. СанПин требованийĕсем тăрăх - пÿлĕмре ăшă 21 градусран сахалрах пулмалла мар. Çак условие пăхăнас тĕллевпе хальлĕхе 10 садик ачасене йышăнаймасть.

 

СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔН ТЫТĂМĔНЧЕ

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ведомство организацийĕсенче лару-тăру лайăхланса пырать. Етĕрне районĕнчи Тяптикасси ялĕнче вырнаçнă Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центра электроçутă çитернĕ. Йÿçкассинчи Ваттисемпе сусăрсен интернатне, Шупашкар районĕнчи Кăрмăшри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăма та цивилизацин асăннă ырлăхĕпе тивĕçтерме май килнĕ.

Муркаш районĕнчи Турайри участок больницинче, Каршлăхри ĕç тата вăрçă ветеранĕсен интернат çуртĕнче централизациленĕ электроçутă халĕ те çук-ха, анчах вĕсенче резерв генераторĕсем вырнаçтарнă.

Медицина учрежденийĕсен ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх 64 ФАП, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн 7 офисĕ - çутăсăр, 9 ФАПра, 6 офисра ăшă çук. Çакнашкал лару-тăрура медицина пулăшăвĕ кирлĕ çынсене килĕсенче сиплеççĕ.

Телее, çанталăк ырă мар условийĕсене пула çак кунсенче медицина тата социаллă хÿтлĕх учрежденийĕсенче чрезвычайлă пулăм сиксе тухман. Организацисем палăртнă йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ.

 

КУЛЬТУРА ТЫТĂМĔНЧЕ

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă пирки темиçе муниципалитет территорийĕнчи культура учрежденийĕсем электроэнергисĕр юлнă. Ытлари кун тĕлне вĕсенче çакăн пек лару-тăру: Вăрнар районĕнче çутăсăр 31 ял юлнă пулнă тăк тунти кун пур çĕрте те çутă çунма пуçланă. Культура учрежденийĕсенче те. Элĕк районĕнчи инкек самай пысăк. Кунти культура учрежденийĕсем вырнаçнă 32 çуртран 30-шĕ çутăсăр юлнă. Район администрацийĕн социаллă аталанупа культура секторĕн ертÿçи Людмила Семенова пĕлтернĕ тăрăх - ытлари кун тĕлне вĕсенчен 16-шне çутăпа тивĕçтерме май килнĕ.

Шупашкар районĕнче те çут çанталăк синкерĕпе çине тăрса кĕрешеççĕ. Кунта Чĕмпĕр, Киров, Самар, Эрĕнпур тăрăхĕнчи юсавçăсен бригадисем ĕçлеççĕ. Çапах та хальлĕхе 11 культура учрежденийĕ электроэнергисĕр-ха, иккĕшĕ - ăшăсăр.

Пăрлă çумăр Муркаш районне уйрăмах сиен кÿнĕ: кунти 177 ялтан 145-шĕ çутăсăр юлнă. Культура учрежденийĕсем те йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Ытлари кун тĕлне 80 учрежденирен /вĕсем 57 çуртра вырнаçнă/ 46-шĕнче /32 çурт/ çутă çук, 10 учрежденире /5 çурт/ - ăшă çук. Юсав ĕçĕсем пур çĕрте те малалла пыраççĕ. Культура ĕçченĕсем хăйсем те пуçарулăх кăтартаççĕ: ÿкнĕ йывăçсене çулсем çинчен пуçтарма, касса тирпейлеме хутшăнаççĕ.

 

ФИЗКУЛЬТУРĂПА СПОРТ ТЫТĂМĔНЧЕ

Спорт керменĕсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкмен-и? Çынсем физкультурăпа спорт комплексĕсене çÿреççĕ-и? Кун çинчен пире ЧР Физкультурăпа спорт министерствин кадр, право тата тĕрĕслев енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Владимир Игнатьев каласа пачĕ. «Телее, спорт объекчĕсенче йĕркеллех. Пурте графикпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Канмалли кунсенче те ФСКсене тата ытти сооружение хупнă е кĕме чарнă тĕслĕх пулман. Хăш-пĕр объектра кăна йывăç тураттисем хуçăлнă, çак çитменлĕхе çийĕнчех пĕтернĕ. Стадионсемпе спорт лапамĕсенче пăрлак пулни спортсменсене тренировка ирттерме чăрмантарать. Ку вăхăтлăх пуласса шанатпăр», - пĕлтерчĕ Владимир Афиногенович.

Районсенчи спорт шкулĕсенчи лару-тăру çинчен те ыйтса пĕлме май килчĕ. Учрежденисен ертÿçисем каланă тăрăх - çав кун инкек-синкексĕр иртнĕ.

 

ÇУТ ÇАНТАЛĂК РЕСУРСĔСЕН... ТЫТĂМĔНЧЕ

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви вăрмансене кÿнĕ сиен виçине пĕлтерчĕ. Республикăри 4 лесничествăра - Сĕнтĕрвăрри, Сăнав, Шупашкар тата Етĕрне лесничествисенче - нумай йывăç сиенленнĕ. Вăхăт иртнĕ май тĕплĕрех пĕтĕмлетÿ те пулĕ-ха, малтанлăха палăртнă тăрăх вара Чăваш Енĕн вăрман фондĕнче 4,6 пин кубла метр йывăç сиенленнĕ, сиен виçи - 4,83 млн тенкĕлĕх.

Министерствăра ведомствăна пăхăнса тăракан учрежденисенче инкек сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлени çинчен пĕлтерчĕç. Лесничествăсен ĕçченĕсене, техника хатĕрĕсене явăçтарнă, электропередача линийĕсемпе автоçулсем иртекен вырăнсене тÿннĕ йывăçсемпе хуçăлса ÿкнĕ туратсенчен тасатассипе çыхăннă ĕç калăпăшĕ самай пысăк-мĕн.

 

ЯЛ ХУÇАЛĂХ ТЫТĂМĔНЧЕ

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов палăртнă тăрăх - кĕрхи культурăсем хĕл каçма хатĕрленнĕ май ÿсме пăрахаççĕ. Пăр ирĕлсенех калча ытлашши сиенленеймĕ. Пăрлă çумăр тата йĕпе юр улма-çырла йывăçĕсене те самай шар кăтартрĕ. Пăрланса ларнă туратсем йывăрăша чăтаймасăр шатăрах хуçăлса анчĕç. Вĕсене çуркуннеччен çапла лартаймăн. Çанталăк кăшт ăшăтсанах хуçăлса аманнă туратсене касса пуçтарма сĕнет министр. Шел, пăрланса ларнă улма-çырла йывăçĕсенчен çитес çул пысăк тухăç илесси иккĕлентерет.

Электропередача линийĕсем татăлнипе ял хуçалăх организацийĕсенче 40 ферма çутăсăр юлнă. Пĕчĕкрех фермăсенче çынсем ĕнесене алăпах сунă. Пысăк комплекссенче вара ĕнесене пĕр-икĕ талăк сăваймасăр тăратнă. Энергетиксем фермăсенче дизель-генераторсем хута янипе кăна ĕçе йĕркелесе яма пултарнă.

- Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 20 фермăна çутă çитернĕ. Ĕнер тĕлне вара - ытти объекта. Çут çанталăк инкекĕ хуçалăхсене пысăк тăкак кăтартрĕ. Çак тапхăрта сĕт суса илесси палăрмаллах чакса кайрĕ. Сăвăма унчченхи шая çитерме 6-7 кун кирлĕ, - терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин.

 

ШУПАШКАР

Шĕкĕр хуламăр пăрлă çумăр айне пулнăранпа темиçе кун хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çут çанталăкăн çакнашкал пулăмĕ сехĕрлентернине хулари ватăсем те ас тумаççĕ. Çанталăк «чăрсăрлăхĕ» самай чăрмав кÿчĕ Шупашкарсене.

Çанталăк сиен кÿнине кĕске вăхăтрах сирсе ярас тĕллевпе тĕп хуламăрта оперативлă штаб йĕркеленĕ. Ăна Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ертсе пырать. Виçĕ кун хушшинче 45 автомашинăпа ÿкнĕ йывăçсемпе туратсене хуларан тиесе тухнă. Иртнĕ талăксенче электричество линийĕн 18 юпине тÿрлетнĕ, нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсене те çутăпа тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе техникăн 25 единицине, çав шутра 6 автовышка, 90 ытла çын тата 2 дизель-агрегата ĕçлеттернĕ. Хулара троллейбуссем йĕркеллех çÿреме пуçланă. Пур светофор та ĕçлет. Хулари тата хула çывăхĕнчи поселоксенчи пур çурта та çутăпа тивĕçтернĕ.

Ÿкнĕ йывăç турачĕсене тасатас ĕç малалла пырать. Хальлĕхе асăннă ĕçĕн 70 процентне пурнăçланă.

 

ГИДРОМЕТЕОРОЛОГИ

Чăваш гидрометеорологи центрĕн пай пуçлăхĕ Марина Китарьева юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи синкере çапла ăнлантарать.

«Пăрлă çумăр - ăшне шыв пухăннă пăрпа витĕннĕ чăмăр, вăл çĕре ÿксен çурăлса каять, шывĕ юхса тухать. Кунашкалли юпа уйăхĕн 16, 17, 18-мĕшĕсенче Чăваш хутлăхĕнче палăрман. Пирĕн тăрăхри пулăм - пăрланса ларни. Юпа уйăхĕнче республикăра çумăр çусах тăчĕ, çавна май çĕр шÿсе кайрĕ, пралуксем, йывăçсем йĕпенсе тăчĕç, типме пĕлмерĕç. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче атмосферăра ăшă сывлăш хуçаланчĕ, çĕр çинче вара ун айĕпе сивĕ варкăш «юхрĕ». Çавна май температура ирех чакма тытăнчĕ, ахаль те нÿрĕ пралуксемпе йывăçсем пăрпа витĕнчĕç. Çумăр çуса тăнă май унăн сийĕ хулăнланса пычĕ, 20 миллиметртан та иртрĕ», - çирĕплетет Марина Анатольевна.

Асăннă кун йĕпе юр çăвасса кĕтнĕ метеорологсем атмосферăн çакнашкал пулăмĕн сăлтавне ăнлантарма пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен кÿршĕллĕ Мари, Мордва республикисенче, Чул хула облаçĕнче çав вăхăтра йĕпе юр çунă.

Çут çанталăк çак кунсенче мĕнпе савăнтарĕ? Марина Китарьева пĕлтернĕ тăрăх - халĕ пирĕн тăрăха Арктикăн черетлĕ циклонĕ килсе çитрĕ. Эпир унăн варрине, ăшă секторне, лекрĕмĕр. Апла тăк çанталăк пăсăлать, юр çумăра куçать, сывлăш температури 5 градус сивĕрен 4 градус ăшă таран /кăнтăр районсенче/ выляса тăрать. Пралуксемпе йывăçсем çинче сыхланса юлнă пăр сийĕ татах хулăнланма, вĕсене йĕпе юр çыпçăнма, çил çеккунтра 12-13 метра çитнипе тăман тухма пултарать. Циклон ыран пирĕн патран иртсе каять - Арктикăран сивĕ сывлăш валли çул уçăлать. Юпа уйăхĕн 22-27-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче çанталăк сивĕ тăрать, температура талăкра климатăн вăтам норминчен 7 градус чакса /ку кăтарту асăннă тапхăрта 1 градус ăшăпа танлашмалла/ 4-6 градус сивве çитмелле.

Çанталăк çитес тунти кунччен ытлашшиех улшăнмалла мар, юр çумасан та пултарать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.