Комментировать

20 Мая, 2025

Хыпар 36 (28353) № 20.05.2025

Кăтартусем ÿсĕмлĕ

Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем, çурхи уй-хир ĕçĕсем, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ — çак тата ытти ыйтăва ĕнер Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухрĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ канашлăва Çĕмĕрле хулинчи 8-мĕш гимназири лару-тăрăва тишкернинчен пуçларĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата Вĕрентӳ министерствисен представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне 45 çынна медицина пулăшăвĕ панă. Вĕсен сывлăхне хальхи вăхăтра тухтăрсем сăнаса тăраççĕ. Роспотребнадзор çынсене РНК норовирус лекнине çирĕплетнĕ. Инфекци сăлтавĕ — шкулта ĕçлекенсен хушшинче чирлисем пулни. Çавна май гимназири пӳлĕмсене дезинфекциленĕ. Ачасем çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен дистанци мелĕпе вĕренме пуçлĕç. «Специалистсем пĕтĕмлетӳ тунă хыççăн лару-тăрăва тепĕр хут тĕплĕ тишкерĕпĕр, вĕрентӳ учрежденийĕнче ĕçлекенсен, ачасен апатланăвне йĕркелессишĕн яваплисен сывлăхне сăнаса тăма хушма мерăсем йышăнăпăр. Ачасен тата педагогсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси — пирĕн тивĕç. Урăх кунашкал лару-тăру сиксе ан тухтăр. Ку енĕпе малашне те ĕçлĕпĕр», — терĕ Олег Николаев. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Рафикова пĕлтернĕ тăрăх, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-ака уйăхĕсенчи кăтартăвĕсем ӳсĕмлĕ. Уйрăмах çак тапхăрта промышленноç, ял хуçалăхĕ, строительство, вак суту-илӳ сфери лайăх ĕçленĕ. Промышленноç индексĕн кăтартăвĕсемпе, сăмах май, Чăваш Ен Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Электротехника, машиностроени, хими производстви ӳснĕ. Çавăн пекех çăмарта, сĕт, какай туса илнин кăтартăвĕсем хăпарнă. Çак тапхăрта республикăри предприятисем 195 миллиард тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Ӳсĕм, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 17 процент. Республикăра çу уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 132,1 пин суб±ектне шута илнĕ, 83,7 пин çын «самозанятый» статуспа регистрациленнĕ. Ку кăтартусем те пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Уйăхри вăтам ĕç укçи 63,1 пин тенкĕпе танлашнă. Компьютер производствин, информаци тата çыхăну, финанс тата страховани сферисенче, тирпейлекен производствăра ĕçлекенсен шалăвĕ чи пысăкки шутланать. Ĕç укçин ӳсĕмĕн кăтартăвĕсем Çĕрпӳ, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри округĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта пысăк. Инфляци шайĕ Раççейрипе пĕрешкелех. Кăçал Чăваш Енри аграрисем юлашки вунă çулта чи малтан — пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнчех — çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçланă. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче çурхи тырăсене тата пăрçа йышши культурăсене акма пуçланă. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕр улми лартма тухнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, çурхи ял хуçалăх ĕçĕсене вĕçлеме 3,5 миллиард тенкĕ кирлĕ. Çак укçан пысăк пайĕ — ял хуçалăх предприятийĕсен хăйсен. Ыттине çăмăллăхлă кредитсемпе тата субсидисемпе саплаштарĕç. Хуçалăхсем çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, удобренисем туяннă. Хальхи вăхăтра округсенче хĕрӳ ĕç пырать: çĕр ĕçченĕсем нумай çул ӳсекен курăксене апатлантараççĕ, çурхисене, техника культурисене акаççĕ, пахча çимĕç лартаççĕ, хăмла çакаççĕ... Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, çурхи уй-хир ĕçĕсене çĕртме уйăхĕн малтанхи кунĕсенче вĕçлеме палăртнă. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн те кĕçех хĕрӳ тапхăр пуçланĕ. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытмалли тапхăр пуçланать. 11-мĕш классен аттестацийĕ утă уйăхĕн 4-мĕшĕччен тăсăлĕ. 9-мĕш класран вĕренсе тухакансен пĕлĕвне тĕрĕслемелли вăхăт — çу уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырĕ. Кăçал 4885 çамрăк ППЭ тытĕ. Экзаменсем йышăнма респубикăра 40 пункт йĕркеленĕ. «Патшалăх тĕрĕслевĕсене йĕркелеме хатĕрленсе çитнĕ. Экзаменсене хутшăнакан специалистсене вĕрентнĕ, усă курмалли материалсемпе оборудованисене туяннă, хушма электроэнергипе, онлайн видеосăнавпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ», — пĕлтерчĕ Дмитрий Захаров. Çавăн пекех шкул ачисене тата ашшĕ-амăшне психологи пулăшăвĕ пама «хĕрӳ лини», шанăç телефонĕсем уçнă. Кăçалхи çĕнĕлĕхсен шутĕнче — ашшĕ-амăшĕ экзамена общество сăнавçисем пек хутшăнма пултарни. Дмитрий Захаров патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма пулăшас тĕллевпе вĕрентӳ проекчĕсем йĕркелени пирки пĕлтерчĕ. Çак шутра — «Университетри шăматкун». Ку проекта 9,5 пин ытла çын хутшăннă. «Ӳсĕм вырăнĕсем» урлă малашлăха» проект витĕмĕпе 88 пин çамрăк пĕлĕвне ӳстернĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Экономикăри çыхăнусене çирĕплетеççĕ

Маларах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Узбекистанра ĕçлĕ çӳревре пулни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Узбекистанри Бухара облаçĕнчи Ботир Зарипов Хоким тата Узбекистанри Бухара облаçĕнчи инвестицисен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Улугбег Хамраев Чăваш Ене килчĕç. Çак визит Пĕтĕм тĕнчери 16-мĕш экономика форумĕнче пуçарнă ĕçе малалла тăснипе çыхăннă.

Аякри хăнасем Чăваш патшалăх аграри университетне, Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсене çитсе курнă. Уйрăммăн илсен, «Текстильмашра», «Промлит» тата «Промтрактор» предприятисенче пулнă. «ЧЭАЗ» акционерсен обществи республикăри электротехника потенциалĕпе паллаштарнă. Аграри университетĕнче хăнасем лабораторисене, сити-фермăна, «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăна çитнĕ. Чăваш Енри Узбек культура центрĕн председателĕпе Абдували Ергашевпа тĕл пулнă. «Пирĕн регионсем ял хуçалăхĕ, промышленноç тата туризм енĕпе çитĕнӳсем тăваççĕ. Чăваш Ен севок сухан туса илес енĕпе малтисен йышĕнче. Раççейри севокăн 70 процентне Чăваш Республикинче çитĕнтереççĕ. Аякри Узбекистанран килнĕ ĕçтешсем валли анлă программа хатĕрлерĕмĕр. Çакă вĕсене пирĕн ĕç-хĕлпе туллин паллашма, тӳрĕ çыхăнусем йĕркелеме май парĕ»», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Палăртмалла: Чăваш Енпе Узбекистан пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Кăрлач-ака уйăхĕсенче республикăран ăсатакан экспорт пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 1,7 хут ӳснĕ, 664 млн долларпа танлашнă. «Пирĕн пĕр-пĕрин ĕçне пуянлатакан направлени нумай. Бухара Чăваш Республикине пир-авăр продукцийĕпе, пахча çимĕçпе, улма-çырлапа тивĕçтерме пултарать. Эпир Чăваш Енри машиностроени тата электротехника тытăмĕнчи продукцие туянма хатĕр. Çавăн пекех ял хуçалăхĕ, туризм тата вĕрентӳ енĕпе çыхăну тытасшăн. Малашлăхра пысăк çитĕнӳсем тăвасса шансах тăратăп. Пирĕн хутшăнусем Раççей Федерацийĕнчи ытти регионпа Узбекистаншăн тĕслĕх пуласса туятăп», — тенĕ Ботир Зарипов. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çурхи ĕçсем кал-кал пыраççĕ

2025 çулхи çурхи ака планĕпе килĕшӳллĕн тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 190061 га варăнтармалла, çу уйăхĕн 16- мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 173941 га е кăçалхи планран 91,5% акнă.

Вăрлăх 55923 тонна е планран 19% ытларах хатĕрленĕ, çав шутран 52453 тонна кондициллĕ, вăл çулталăк каяллахинчен ытларах. Хими препарачĕпе 26365 тоннăна витерсе акма янтăланă. Кĕрхи культурăн 711 га лаптăкне пăсса çурхи тырă варăнтарнă. Кăçал кĕрхисем 80629 га йышăнаççĕ, çав шутран 73681- шне ª91,4%º минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Нумай çул çитĕнекен курăксем 80260 га çинче, çав шутран 61328-шне сӳрелесе нӳрĕк тытнă, 34857-шне удобрени панă. Çурхисене акма 152062 га çĕре культивациленĕ, 171308 гектара сӳреленĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен 43336 га лаптăкĕнчи çум курăка тата 21512 га çинчи сăтăрçăсене хими препарачĕпе пĕтернĕ. Çĕр улми вăрлăхне 2821 тонна е çулталăк каяллахин çурри чухлĕ яровизациленĕ. Ăна 2274 га лартмалла, палăртнă кун тĕлне 1340 га ªпланран 48,3%º çине варăнтарнă. Уçă вырăнта пахча çимĕç лаптăкĕ 874 га йышăнмалла, 263 га ª30,1%º акнă-лартнă. Чернушка 472 га çине акнă. Техника культурисен планĕ 33473 гектарпа танлашать, 17847 га варăнтарнă, асăннă кун тĕлне ăна пĕлтĕрхинчен 44,2% ытларах акнă. Выльăх апачĕлĕх культурăсем 22577 га е çулталăк каяллахинчен 44,7% пысăкрах лаптăкра варăнтарнă. Сахăр кăшманĕн, хĕвел çаврăнăшĕн, нумай çул çитĕнекен курăкăн, çу юхтармалли йĕтĕнĕн, выльăх кăшманĕн вăрлăхне пĕлтĕрхи çав кунхинчен чылай ытларах акнă. Планпа килĕшӳллĕн 97 га çинчи хăмла аврине шпагатран çакса çавăрса ямалла, ку ĕçе 74 га çинче пурнăçланă. Çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне çурхи ака планне çапла тултарнă: Çĕмĕрле — 120,8%, Йĕпреç — 111%, Çĕрпӳ — 101%, Шупашкар — 100,9%, Елчĕк — 100,5%, Комсомольски — 100%, Куславкка — 99,6%, Шăмăршă — 99,1%, Тăвай — 98%, Патăрьел — 97,7%, Красноармейски — 93,8%, Сĕнтĕрвăрри — 93,7%, Етĕрне — 93,3%, Канаш — 92,3%, Вăрнар — 91,5%, Элĕк — 87,3%, Муркаш — 84,2%, Вăрмар — 81,3%, Хĕрлĕ Чутай — 78,7%, Пăрачкав — 78,1%, Улатăр 42,9%. Çурхи ака финиш патнелле пынине республикăн ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ленар Балтаев Çĕрпӳ округĕнче çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче ака епле пынипе паллашнă чухне палăртнă. «Халĕ хуçалăхсенче техника культурисемпе çĕр улми вăрлăхĕ варăнтараççĕ. Çурхи ĕçсем планпа килĕшӳллĕн пыраççĕ. Çĕр улми кăçал ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче лартма тытăнчĕç. Вăрлăх, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал аграрисен çителĕклĕ», — тенĕ Л.Балтаев. <...>

Михаил СЕРГЕЕВ.

♦   ♦   ♦


Сумлă ветеран

Шупашкар округĕнчи Арккасси ялĕнче пурăнакан Ксения Михайлова — вăрçă ачи, шкулта нумай çул ĕçленĕ. Ман шухăшпа, вăл хальхи чылай педагогран уйрăлса тăрать.

1944 çулта районти Эсеккасси ялĕнче çуралнă, 1951 çулта Паçпак шкулне 1-мĕш класа кайнă. 1961 çулта Апаш шкулĕнче аттестат илнĕ те — професси суйласа илес ыйту тухса тăнă. Ашшĕ педагог пулнăран учитель пулас ĕмĕчĕ ача чухнех çуралнă, вуламаçырма 5-рех пĕлнĕ. 1960 çулсен пуçламăшĕнче республикăра пуçламăш класс вĕрентекенĕсем çитмен, çавăнпа кĕске хушăра хатĕрлес тĕллевпе 1961 çулта Кӳкеç шкулĕн педагогика класĕнче ятарлă пĕлӳ парса Чăваш Енре ĕçлемешкĕн яма 30 ытла çамрăка пухнă. Унта Ксения Петровна та вĕреннĕ. 1962 çулта ăна Арккассинчи пуçламăш шкула ĕçлеме янă, кунта тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă. Вăл аслă пĕлӳ илес ĕмĕтне пăрахман, виçĕ ача амăшĕ 1978 çулта экзаменсем парса И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне кĕнĕ, куçăн мар майпа вĕренсе 1983 çулта диплом илнĕ. Учитель тата класс ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне общество ĕçне хастар хутшăннă. Нумай çул участокри суйлав комиссийĕн секретарĕ, Шăмăш ял канашĕн депутачĕ пулнă. Арккасси ялĕн старости чухне ФАП патне çитмелли çула хытарас, кĕпере çĕнетес, яла газ кĕртес, ытти ĕçе ертсе пынă. Ксения Петровна çынсен канăвне те йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, вăл ертсе пынипе ял уявĕ ирттернĕ. Унта пухăннисене юрă-ташăпа вырăнти артистсемсĕр пуçне Шупашкарти «Çĕнĕ чăваш пикисем» (ертӳçи Марина Ильичева-Шуракăш), Тольяттири «Шанчăк» (ертӳçи Владимир Левуков) ушкăнсем савăнтарнă. К.Михайлова çветтуй шывпа тасалма Чулхулари Дивеевăна, ытти çĕре илсе кайнă. Вăл тата эпĕ Арккасси, Оппукасси, Чумкасси ялĕсенче пурăнакансене Шупашкара спектакль курма виçĕ сезон илсе çӳрерĕмĕр. К.Михайлова — мăшăрпа иксĕмĕрĕн пĕрремĕш учитель, шкулта вăл анне вырăнĕнчехчĕ. Эпир ăнланман чухне Ксения Петровна хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр уроксем хыççăн хăварса темăна тепĕр хут шĕкĕлчесе паратчĕ, çавăн хыççăн предмета тата лайăхрах ăнланаттăмăр. Пурнăçра вăл пирĕншĕн — ырă тĕслĕх, халĕ те усăллă сĕнӳсем парать. Обществăри ĕçе ун пекех хутшăнатăп. Аслă пĕлӳ илтĕм, упăшкапа пĕрле ял çыннисен кулленхи ыйтăвĕсене татса паратпăр, ял урамне тирпейилем кĕртетпĕр. Ксения Петровна вĕренекенĕсем тĕрлĕ специальноçа алла илчĕç: Алина Петрова — çĕвĕç, Светлана Иванова — врач, Анатолий Петров — спортсмен… Ачасене пĕлӳ парас ĕçе тӳпе хывнăшăн ăна патшалăх тата муниципалитет органĕсем темиçе хут та тав тунă, награда парса чысланă. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан ăна Шăмăш тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пыма суйларĕç. Вăрçă тата ĕç ветеранĕсемпе, вăрçă ачисемпе нумай çул çыхăну тытса ĕçлерĕ. Çавăншăн ăна 70 çул тултарнă май ветерансен Республикăри канашĕн президиумĕн Хисеп хутне парса хавхалантарчĕç. — Çамрăк чухне учитель профессийĕ чуна çывăхчĕ, пенсие кайсан ветерансемпе пĕрле тĕрлĕ мероприяти ирттерме пуçларăмăр та çак ĕç аслăрах ăрури çынсемшĕн пĕлтерĕшлине ăнланса илтĕм, — терĕ 81 çулти Ксения Петровна. — Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче палăк умĕнче Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕленисене сума сурăмăр. Шел, вăрçă ветеранĕсем пурнăçран кайса пĕтрĕç, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем те сахалланса юлчĕç. Çамрăк ăру вĕсене ытларах хисепленине, вĕсемпе мăнаçланнине курас килет. Çакна уйрăммăн палăртмалла: Ксения Михайлова ламран лама куçса пынă чăваш йăли-йĕркипе пурăнма тăрăшнă, халĕ те çав чикĕрен иртмест, уншăн чăвашлăх — тĕп вырăнта. Хавшанă чăваш сăмахне пĕтерме парас мар тесе паян та ял-хулара иртенçӳренпе тăван чĕлхепе калаçать. Унăн статйисем район хаçатĕнче 70 çул ытла кун çути курнă. Вăл Шупашкар районĕнчи вăрçă ветеранĕсемпе паллаштарма — республикăн «Астăвăм» кĕнекине ª2006º, 100 çултан иртнисем çинчен «Долгожители Чувашии» кĕнекене кĕртме материал пухса панă. <...>

Надежда ФИЛИППОВА.

♦   ♦   ♦


Аслă Çĕнтерÿпе мăнаçланса хатĕрленĕ кăларăм

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр тăшмана çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. Паллă пулăма халалласа Чăваш кĕнеке издательствинче «Аслă Çĕнтерӳ мăнаçлăхĕ» коллективлă сборник кун çути курчĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Владимир Степанов, ӳнерçи – Дмитрий Литаврин.

Коллективлă сборника вăрçă хыççăнхи ăрăвăн калавĕсемпе поэмисене, сăввисемпе балладине кĕртнĕ. Вĕсен хăйне евĕрлĕхне Владимир Васильевич умсăмахра çапла ăнлантарать: «Расна авторсен произведенийĕсемпе усă курни аслă вăрçăн тематикине «калейдоскоп» манерлĕн – тĕрлĕ позицире тата анлă курăмра та – çутатма май парать. Произведенисем пысăк калăпăшлă пулманран сюжет çул-йĕрĕ ытла вăрăма тăсăлмасть, тĕп вырăнта никĕслĕ самантсем çеç, çавăнпа авторăн шухăшлавĕ, пултарулăх мел-меслечĕ тӳрех куç умне тухать. Сюжетăн анлăшсарлакăшĕ иккĕмĕш планра, мĕншĕн тесен масштаблăх хайлава истори утăмĕсене, вăрçă факчĕсене кĕртме ыйтать, сăнарсен йышне те ӳстерме хистет. Ку евĕрлĕх вара роман жанрĕ валли». Авторсен йышĕнче – Василий Кервен, Владислав Николаев, Сергей Павлов, Светлана Петрушкина, Ольга Рубцова, Владимир Степанов, Анатолий Хмыт, Айсан Термен, Денис Гордеев, Александр Ильин, Галина Матвеева, Юрий Сементер. Кĕнеке Василий Кервенĕн «Шалкăм çумăр» калавĕнчен пуçланать. Çамрăк хĕрарăм Аля упăшкине çав тери юратать, анчах Олегăн инкĕшне Кулинене темшĕн кăмăлласах каймасть. Ватă çыннăн мăшăрĕ Илюк вăрçăран таврăнайман. Ĕмĕрне пĕчченех ирттернĕ Кулине. Ялта хăшĕ-пĕриншĕн вăл «сутăнчăк арăмĕ» ятпах тăрса юлнă. Илюк паттăррăн пуç хуни çинчен ĕнентерекен çыру пуррине шансах кайман çынсем. Упăшкисĕр икĕ эрне пурăнса курнă хыççăн Аля инкĕшне лайăхрах ăнланма пуçлать, ăна пулăшма тĕв тăвать. Ара, ватă çынна савăнтарма нумай та кирлĕ мар-çке. Владислав Николаевăн «Тĕлпулу» калавĕ иртнипе хальхине çыхăнтарать. Кирле пĕр çапăçура аманать те тăн çухатать. Тем вăхăтран куçне уçсан икĕ нимĕçе курать. Вилĕм е тыткăн кĕтессе ăнланса илет чăваш арĕ. Анчах тăшмансем кĕтмен çĕртен ăна чĕрĕ хăвараççĕ кăна та мар, ăçталла çул тытмаллине кăтартса яраççĕ. Ĕненмелле-и ку лару-тăру, çук-и – вулакан хăй татса патăр. Сергей Павловăн «Амăшĕпе ывăлĕсем» хайлавĕ чĕрене çатăрлать. Хĕветлен аслă ывăлĕ – вăрçăра, кĕçĕнни Ванюш ялта почтальон тивĕçĕсене пурнăçлать. Пĕррехинче хăйсен адресĕпе çырнă виç кĕтеслĕ мар, конвертлă çыру илет Ванюш. Хура хыпара амăшне пĕлтересшĕн мар вăл... Малалли чуна тата ытларах хурлантарать. «Республикăран тухса кайсан чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» – тесе янрашать хăш-пĕр мал ĕмĕтсĕр те айван ăслă этем. Светлана Петрушкинăн «Тăван чĕлхе» калавĕ чăвашла калаçма пĕлни вăрçăра та кирлине, вилĕмрен те çăлса хăварма пултарнине кăтартса парать. Ил-2 штурмовика нимĕçсем персе антарсан аслă лейтенант Валерий Земских летчик вилет, сывлăш стрелокĕ Гурий Иванов рядовой вара тăшман аллине çакланать. Ăна персе пăрахасшăн пулаççĕ, анчах яваплă самантра чăвашла кăшкăрса янине пула совет салтакĕ тыткăнран хăтăлать... Ольга Рубцовăн «Чĕкеç» калавĕ çамрăк чăваш хĕрĕн кун-çулĕпе паллаштарать. Вăрçă вăхăтĕнчи чылай хĕрупраçăн шăпи Чĕкеçĕнни пек йĕркеленнĕ пуль: вăрман та каснă, торф та кăларнă, колхозра та тар тăкнă, фронта та пулăшнă, килти ĕçсене те туса ĕлкĕрнĕ... Харпăр хăй телейĕ пирки шухăша кайма вара вăхăт та пулман. Амăшне тата йăмăкĕ-шăллĕне шеллесе, вĕсене тĕрексĕр хăварасран хăраса качча каймасăрах ĕмĕрлет Чĕкеç. Дмитрий Моисеевăн «Урасăр салтакĕнчи» Верăна та аса илтерет вăл. «Чĕкеç вырăнĕнче эпĕ мĕн тунă пулăттăм-ха?» – çак ыйту вулакана канăçсăрлантаратех ĕнтĕ. Владимир Степановăн «Мăкăр кĕперĕ» калаври тĕп сăнар – вутра та çунман, шывра та путман Вершинин капитан. Тĕрлĕ пăтăрмах витĕр тухса вăл Александр Гаврилов аслă сержант пулса тăрать. Ят-шывне, биографине мĕншĕн улăштарма тивет-ха унăн? Кун çинчен приключениллĕ мелпе çырса кăтартнă автор. Анатолий Хмытăн «Ковпак юрри» калавĕ наука ăнлантарса парайман хутлăха чăмма хистет. 1977 çулхи çĕртме уйăхĕнчен арçын ачасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вăхăтне – 1943 çула – лекеççĕ. Калу пĕрремĕш сăпатран – Тиша ятĕнчен – пырать. Гришăпа Миша тата Тиша пач кĕтмен çĕртен партизансене персе вĕлернине кураççĕ, Сидор Артемьевич Ковпакăн отрядне çитеççĕ, Валя Котик партизанразведчикпа паллашаççĕ, Митрофан ятлă сутăнчăка тăрă шыв çине кăларма пулăшаççĕ. Чăн пулнă истори пекех вуланать хайлав. Ачасем мĕн-мĕн курса-тӳссе çӳренине питĕ ĕненмелле çырса кăтартнă прозаик. Айсан Терменĕн «Нимĕç шпионĕ» – лашасемпе туслă Кирук çинчен. Чи юратнă урхамахĕ – Кăйкăруш ăйăр. Колхоз лашисене те вăрçа ăсатма хушу çитсен Кирук хăйĕн тусĕпе асамат кĕперĕ айĕнчен тухма тĕв тăвать: вара иккĕшĕ те вăрçăран каялла таврăнĕç. Вун тăхăр çулти каччă фронта лекет, ездовой пулса тăрать. Ăна Орлика шанса параççĕ. Пăхма хăйпашка курăнакан, çар йĕркине ниепле те хăнăхайман яш яваплă самантра хăйне питĕ хастар кăтартать, ырă ята тивĕçет. Çын хăйне шансан, ырă тума тăрăшсан кĕтни-ĕмĕтленни тӳрре тухатех. Денис Гордеевăн «Салтак шинелĕ», «Вăрçăра пуç хунисене», «Полк ялавĕ» сăввисен ячĕсемех мĕн тата кам çинчен сăмах пынине систереççĕ. Александр Ильинăн «Асăну» поэми вăрçă терчĕ-нуши, çухатăвĕ-тĕрĕслевĕ, салтаксен паттăрлăхĕ çинчен аса илтерет. Пӳрт умĕнчи шап-шурă хурăн та хăрать, этем чĕри епле тӳсет-ши? Тĕп шухăшĕ çак йĕркере, ăна пысăк сас паллисемпех çырнă: «МИРЕ СЫХЛАС, СЫХЛАС ПУЛАТЬ!» Галина Матвеева «Киле килчĕ салтак вăрçăран» поэмине вăрçăра хыпарсăр çухалнисене тата патшалăх тимлĕхне туймасăрах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ фронтовика А.М.Матвеева халалланă. Вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă салтаксем пайтах пулнă-тăр. Вилнĕ хут илнинчен те хăрушăрах-мĕн ку: «Тухатăн шанăçран çав хушăрах. Тен, паттăрла вилсе салтак çĕтет?.. Çемйин хисепĕ пурпĕрех пĕтет». Поэмăри Иван утмăл çичĕ çул иртсен тăван ялне «таврăнать» – шыравçăсем ун шăмшаккине курупкăна хурса Йӳçпана илсе çитереççĕ. Хăш-пĕр салтакăн шăпи паян та уçăмлă мар... <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

♦   ♦   


Чăваш ташшин амăшĕ

Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Людмила Нянинăн 85 çулхи юбилейне палăртрĕç. Çак ятпа Людмила Николаевнăна ĕçтешĕсем, çывăх çыннисем, вĕренекенĕсем, юлташĕсем саламларĕç.

Людмила Нянина Куславкка районĕнчи Çĕнĕ Тĕрлемес ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралса ӳснĕ. Хăй каланă тăрăх, ачаранах юрлама-ташлама юратнă, артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах хăш театрта ĕçлекен артистка — ăна пĕлмен. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе тата ун хыççăнхи йывăр вăхăтсемпе тӳр килнĕ. Ашшĕ вăрçăран таврăнайман. Амăшĕ тăватă тĕпренчĕкне пĕчченех çитĕнтернĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне физкультура вĕрентекенĕ ташă кружокĕ йĕркеленĕ. Унта юлташĕсемпе пĕрле Людмила та çӳренĕ. Ташă уншăн чун уççи пулнине шăпах çакăнта туйса илнĕ пулĕ вăл. «Людмила Николаевнăна хам 18 çулта чухнех пĕлнĕ, — терĕ Герольд Алексеев, маларах Чăваш Республикин культура министрĕнче ĕçленĕскер. — Эпĕ ун чухне 17 çултаччĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Аристарх Орлов-Шуçăм пир-авăр комбиначĕ çумĕнче «Атăл» халăх хорĕ йĕркелерĕ. Унтах ташă кружокĕ те пурччĕ. Людмила Николаевна, кирпĕч заводĕнче ĕçлекенскер, унта çӳретчĕ. Эпĕ пединститутра ташлаттăм. Çапла майпа эпир пĕр-пĕринпе ăмăртса ташланă. Каярахпа вăл халăх пултарулăх çуртĕнче ĕçлеме пуçларĕ, унтан — Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче. Каярахпа пачах çухалчĕ. Эпĕ ун чухне «Чапай», «Евгений Онегин» оперăсенче ташлаттăм. Куславкка хĕрĕ Мускава ГИТИСа вĕренме кайнине каярахпа çеç пĕлтĕм. Мĕнле маттур ташăçă пулса таврăнчĕ вăл унтан! Вăл çакăн пек пысăк çитĕнӳсем тунишĕн питĕ савăнатăп». Людмила Нянина 65 çул ытла хăйĕн пурнăçне искусствăпа çыхăнтарнă, вĕсенчен 25 çулне Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçленĕ: малтан балет артисткинче, унтан — педагог-репетиторта, каярахпа тĕп балетмейстерта. ГИТИСран вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Дзержинскри культура училищинче преподавательте тата балет студийĕн ертӳçинче вăй хунă. Анчах унăн чунĕ тăван тăрăхах туртнă. Çапла майпа Людмила Николаевна Шупашкара таврăннă. Вăл тăрăшнипех культура училищинче хореографи уйрăмĕ уçăлнă. Паянхи кунччен пултаруллă педагог пулас хореографсене çитĕнтерет. «Пирĕн умра — чăвашăн чăн-чăн ахахмерченĕ. Ăна пирĕн упрамалла. Людмила Николаевнăн ташшисене пур театрта та лартаççĕ. Мĕн те пулин пĕлместпĕр е иккĕленетпĕр пулсан эпир, режиссерсем, тӳрех сирĕн пата васкатпăр. Эсир — чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса тăракан çын. Театрăн ылтăн фондĕнчи спектакльсенче ташă лартаканĕ — çак çепĕç, çинçе хĕрарăм. «Кушар», «Айтар», «Нарспи», «Ĕмĕр сакки сарлака», «Салампи» тата нумай-нумай спектакльти ташăсене пĕтĕмпех Людмила Николаевна лартнă. Тавах, сире! Турă сывлăх патăр, упраса пурăнтăр яланах!» — терĕ Чăваш Республикин халăх артистки, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕ Наталья Сергеева. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕн илемлĕх ертӳçи Юрий Филиппов халăхра Людмила Нянинăна «Чăваш ташшин амăшĕ» тенине аса илтерчĕ. Çĕнĕ ĕçсене сцена çине кăларма ăна малашне те вăй-хăват сунчĕ. Культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский хаклă юбиляра чăваш культурине аталантарма тăрăшнăшăн — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова аслă шкулăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. «Людмила Николаевна хăйĕн пурнăçне хореографи искусствине халалланă, — сăмах илчĕ институт ректорĕ. — Пултаруллă ташăçăсене пĕр ăру çеç çитĕнтермен вăл. Манăн вара унăн çынлăхĕ пирки сăмах хускатас килет. Людмила Николаевна пурне те пулăшма тăрăшать. Ун патне пулăшу ыйтса республикипех пыраççĕ. Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, республикăри конкурссене ачасене хатĕрлеме ыйтаççĕ. Чăн та, ачасем тĕрлĕ конкурсран çĕнтерӳçĕсем, лауреатсем пулса таврăнаççĕ. Паллах, вĕсемшĕн савăнать вăл. Çав вăхăтрах ĕçе пăрахмаллине те калать. Çук, малашне те тăрăшсах вăй хурăр. Эсир пирĕншĕн чĕрĕ тĕслĕх шутланатăр. Мĕнле пурăнмаллине, ĕçлемеллине вĕрентетĕр». Людмила Нянинăна «Уяв» ансамбль те саламларĕ. Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, асăннă ушкăн ертӳçи Зинаида Козлова юбилярпа 42 çул пĕрле ĕçленине пĕлтерчĕ. «Людмила Николаевна маншăн аппа вырăнĕнчех, — терĕ Зинаида Алексеевна. — Унта-кунта тухса çӳренĕ чухне вăл ташăпа кăсăкланать, эпĕ вара юрă-кĕвĕ пуçтаратăп». Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕпе халĕ те туслă çыхăну тытать юбиляр. Ахальтен мар ăна саламлама ансамбль ĕçченĕсем ушкăнпах килнĕ. «Людмила Николаевнăн пултарулăхĕ иксĕлми, — пуçларĕ салам сăмахне ансамбль директорĕ Леонид Антонов. — Пирĕн патра «ылтăн çӳпçере» унăн вунă ташă ытла. Вăл Европăра, Азире, Америкăра, Африкăра тăван халăх культурине Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ушкăнĕ урлă пĕтĕм тĕнчене кăтартнă. Уншăн эпир сирĕн умра, Людмила Николаевна, пуç таятпăр». Сăмах май, асăннă ансамбль юбилей каçĕнче Людмила Нянина лартнă «Авланасси çăмăл мар» вокалпа хореографи композицийĕ кăтартрĕ. Унта юбиляр хăй те çамрăксемпе пĕрле ташласа куракансене тĕлĕнтерчĕ. Чăн та, маттур, хастар вăл паян та. Пултарулăхĕ çăлкуç пек тапса тăрать. 85 çулта пулсан та тапăртатса ташлать. Мĕн е кам хавхалантарать-ши талантлă ентешĕмĕре? Хăй каланă тăрăх, çемье, çывăх çыннисем. Мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем — пурте ун пекех ташăçăсем. Эппин, хореографсен династийĕ республикăра малалла аталанать. «Ачамсем, сире пысăк тав. Эсир пурришĕн эпĕ савăнатăп. Сире пула пурăнатăп, вăй хурса малалла ĕçлетĕп», — терĕ Людмила Николаевна тĕпренчĕкĕсене тав туса. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.