Комментировать

15 Мая, 2025

Магаданра кашни утăмрах — сюжет

«Сире лайăх — Литература музейĕ, наци çыравçисем пур», — терĕ Раççей Писателĕсен союзĕн Магадан облаçĕнчи уйрăмĕн председателĕ Петр Цыбулькин нумаях пулмасть Чăваш Ене килсен. Çĕнтерӳ кунĕ умĕн Шупашкарта «Пĕрлĕх çĕнтерĕвĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 Еврази халăхĕсем фашизмпа кĕрешни» Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Петр Иванович та хутшăннă. Хăй çыравçă пулнă май вăл Чăваш Енри литература ăстисемпе тĕл пулма та кăмăл тунă.

Петр Цыбулькин иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче – 80-мĕшсен пуçламăшĕнче студентсен миниатюра театрĕ валли КВН выляма сценкăсем çырнă. Çакăнтан пуçланнă та унăн литературăри пултарулăхĕ. Шӳтлĕ калавсем çыра- çырах кĕçех пĕрремĕш кĕнеке те кăларнă вăл, ăна «Случаи из жизни господ» ят панă.

— Мана пĕр ĕçтешĕм çапла каланăччĕ: «О, Петр Иванович, эсир каланисене çырсах пымалла». Çакăн хыççăн хама итлеме тытăнтăм, мĕн каланисене çырса пыма пуçларăм, — терĕ Петр Иванович.

Ыттисен хайлавĕсене те сăнасах пырать вăл — çыравçăн «хăйĕн хуранĕнче çеç вĕремелле мар» вĕт-ха.

— Эпĕ сăнанă тăрăх, хĕрарăмсен поэзийĕнче «каç» сăмах ытларах тĕл пулать. Ăна эпĕ çапла куратăп: хĕрарăм каçхине чашăк-тирĕке çуса тасатрĕ, мăшăрĕпе ачисене çывăрма вырттарчĕ те кухньăра хут чăштăртаттарса темĕн çырса ларать пек. Çакна сăнаса эпĕ «Каçхине чăштăртатакансем» пароди çыртăм, — терĕ литератор.

Хамăрăннипе танлаштарса пăхма яланах кăсăклă. Çавăнпа эпир те аякран килнĕ çыравçăран Магадан литератури çинчен ытларах ыйтса пĕлес терĕмĕр.

— Ун çинчен нумай каласа кăтартма пулать, мĕншĕн тесен пирĕн регионăн хăйне евĕрлĕхне шута илмелле. Чылайăшĕ «кайрана хăварнă пурнăçпа» пурăнать. Совет вăхăтĕнче Çурçĕре укçа ĕçлесе илме çӳренĕ. Кунта çынсем вăхăтлăх килеççĕ. Пурте тенĕ пекех ăнăçлăрах регионсене куçса кайма ĕмĕтленеççĕ — унта лайăх çанталăк пултăр, лавккари хаксем ан çыртчăр. Çавăнпа вĕсем 3-5 çуллăх çеç плансем пăхса хума пултараççĕ. Çакă пултарулăх пĕрлешĕвĕсене те витĕм кӳрет. Çапах та пултаруллă çын питĕ нумай. Çурçĕр тăрăхĕ вăл романтика вĕт-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчи юрăсене итлесен те паллă çакă: Магадана романтика шыраса кайнă. Пирĕн Çурçĕрти биологи проблемисен институчĕ пур. Унта çынсем мĕншĕн Çурçĕре кайнин психологи сăлтавĕсене тĕпченĕ. Вара çак сăлтавсен хушшинче тĕпре мĕнле те пулин хирĕç тăру тухни пулни палăрнă — ăшри, çемьери е производствăри. Лару-тăрăва улăштарас тесе вĕсем Çурçĕре кайнă. Хирĕç тăру вара пултарулăх патне çитерет. Эпĕ тишкернĕ тăрăх, Магадана куçса килнисен йышĕнче пултарулăх çынни, çав шутра çыравçă та, питĕ нумай. Кунта мĕн çырмалли те тупăнсах тăрать, кашни утăмрах — сюжет. Эпĕ час-часах çапла шӳтлеме юрататăп: «Мускав çынни ир-ирех вăранать, куçне сăтăркаласа илет, урама тухать, метрона каять, çула май çерçие курать. Пулчĕ! Вăл çутçанталăкпа «калаçрĕ». Пирĕн патра вара лавккана çăкăр туянма тухатăн та упана тĕл пулатăн». Чăнах та, упасене хулара часах курма пулать халĕ. Çул тăрăх автомобильпе пыратăн, тухатăн та вăрмана 20 метр чухлĕ кĕретĕн çеç — «экстремаллă лару-тăрăва» лекетĕн. Фильм ӳкерме унта шухăшласа кăлармасăрах питĕ нумай сюжет тупăнать. Нумаях пулмасть пĕрисене ылтăн шырама вăрмана вертолетпа пырса янă. Вĕсем унтан тухаймасăр 30 кун аташса çӳренĕ. Мĕн кăна курман пулĕ хăйсем. Вăрмантан аранах тухсан вара: «Пурнăç тăршшĕпе те манăн кун пек отпуск пулман», — тенĕ пĕри. Темĕн те сиксе тухать кунта — çыр та çыр. Çавăнпа халĕ «Драматурги» секцийĕпе тăрăшса ĕçлетпĕр, — каласа кăтартрĕ Петр Иванович.

Раççей Писательсен союзĕн Магадан облаçĕнчи уйрăмĕн председателĕ пулнă май вăл çамрăксемпе ĕçлессине пысăк тимлĕх уйăрать, литература лаççине ертсе пырать, тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелет. Сăмахран, çыравçăсен вил тăприсене пăхса тăраççĕ, йĕркене кĕртеççĕ. Мĕншĕн тесен хăшĕпĕрин тăванĕсем куçса кайнă, вĕсене пăхса тăракан çук.

Петр Иванович палăртнă тăрăх, Магадан çамрăкĕсен хушшинче вунă хастар литератор пур. Çамрăк литераторсен канашĕнче вара — вăтăра яхăн. Вĕсем ытларах фантастика жанрĕпе çыраççĕ. Сăмах май, нумаях пулмасть Чăваш Енре иртнĕ «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашсан пирĕн республикăра та фантастика жанрĕпе çыракан çамрăк авторсем йышланни палăрчĕ.

— Çамрăк çыравçăсене тупас тесе пĕтĕм облаçе тишкерсе тухрăмăр. Пирĕн территори пысăк пулсан та унта 150 пин çын çеç пурăнать. Пĕр районтан теприн таран, сăмахран – 700 километр. Асфальтпа та каймалла мар вĕт-ха, Колыма трассипе. Çамрăк авторсене тупас тесен пĕтĕм района çитмелле, вырăнти библиотекăсенче семинарсем ирттермелле. Пĕр каччă пирки калас килет. Тимофей Деркач ятлă вăл, Охотски тинĕсне кĕрекен Шелихов заливĕн çыранĕнче вырнаçнă Тахтоямск салинчен. Вăл Клепка салине юлташĕпе пĕрле снегоходпа 12 сехет килнĕ — унăн литература лаççине çав тери лекес килнĕ. Пултаруллăскер хăй. Пур çавăн пек çынсем, — терĕ Петр Иванович.

Çамрăк авторсемпе ĕçленĕ чухне Петр Цыбулькин вĕсене Татьяна Дудниковăн Магадан çинчен хайланă сăввине вуласа пама кăмăллать. «Мĕн çинчен ку сăвă?» — ыйтать вăл аудиторирен. «Магадана юратни çинчен», — теççĕ çамрăксем. «Куратăр-и, сăвăра «Магадан» тата «юрату» сăмахсем пачах тĕл пулмаççĕ, анчах автор унсăрах чунри ăшă туйăмĕсене палăртма пултарнă. Журналистика вăл – мĕн курнине калани, илемлĕ прозăпа поэзи вара – сăнарлă чĕлхе», — вĕрентет Петр Иванович вĕсене.

Аякран килнĕ пулин те Чăваш Ен уншăн ют мар. Петр Цыбулькин Пушкăртстанра çуралса ӳснĕ, кайран, патшалăх хăрушсăрлăх службинче ĕçленĕскер, Магадана çитнĕ.

— Кунта хама тăван ене килнĕ пекех туятăп. Мĕншĕн тесен манăн атте енчи несĕлсем Пушкăрт çĕрне Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчен куçнă, Ивано-Кувалат салине пуçласа янă. Пирĕн çемьери калаçура яланах чăвашлăх сĕмĕ сисĕнетчĕ. Аттен тăван çĕрне çитсен киле килнĕ пекех туйăнчĕ. Кунта та çавăн пекех — тăпраран сĕткен илетĕн пек.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.