Комментировать

15 Мая, 2025

Çамрăксен хаçачĕ 17 (6568) № 15.05.2025

Уяв çĕр-çĕр çынна пĕрлештерчĕ, ăрусене çыхăнтарчĕ

ÇĔНТЕРӲ КУНĔ — ЧИ СУМЛĂ УЯВСЕНЧЕН ПĔРИ. КĂÇАЛ ĂНА 80-МĔШ ХУТ КĔТСЕ ИЛТĔМĔР. ÇАК КУН ЭПИР ПАТТĂР САЛТАКСЕМПЕ ОФИЦЕРСЕНЕ, ТЫЛ ĔÇЧЕНĔСЕНЕ АСА ИЛЕТПĔР, ВĔСЕНЕ ПИРЕ МИРЛĔ ТӲПЕ ТАТА ЫРĂ ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕНĔШĔН ТАВ ТĂВАТПĂР.

Парадра — ретромашинăсем

Яланхи пекех çак кун Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуç хунă паттăрсене асăнса Нихçан сӳнми çулăм умне чечек кăшăлĕ хунинчен пуçланчĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр мероприяти — çар парачĕ. Унта 700 ытла салтакпа офицер, 75 техника хутшăнчĕ. Çак йыша «Воин» тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн çар вĕренӳ центрĕсен курсанчĕсем те кĕнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев совет çыннисен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине, вĕсен чăтăмлăхĕпе хăюлăхĕ çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Çар техникисĕр пуçне парада ретроавтомобильсем те хутшăнчĕç. Совет тапхăрĕнче туса кăларнă «Жигули», «Москвич», «Волга» тата ытти машина уява илем кӳчĕç. 1986 çулхи «Запорожец» та вĕсен йышне тăнă. Ун хуçи — 37-ри Евгений Блинов. «Ку автомобиле 2018 çулта туянтăм, ăна юсаса çĕнетрĕм. Реставраци туса 500 пин тенкĕ тăкакларăм. Вăл гаражра ларакан машина мар. Унпа эпир çемьепе канмалли кунсенче çула тухатпăр, яла кайса килетпĕр, автопохода çӳресси йăлана кĕчĕ. Тольяттире, Хусанта, Ульяновскра, Йошкар-Олара, Шупашкарта иртнĕ ретромашинăсен фестивалĕсене хутшăнтăмăр. Фотосесси валли усă кураççĕ. Эпир ача чухнех «Запорожецсем» хулара та сахал марччĕ, халĕ сайра хутра тĕл пулатăп. Кунашкал машинăсене упраса хăварас килет. Вĕсене хальхи автомобильсемпе танлаштарма çук. Совет саманинче туса кăларнăскерсем илĕртӳллĕрех, кăмăллăрах. Вĕсене паян та çынсем ăшшăн йышăнаççĕ, машинăна ларса иртнĕ вăхăта аса илеççĕ. Парада хутшăнни маншăн питĕ сумлă. Асатте-кукаçин ятне асра тытасси — пирĕн тивĕç», — терĕ автосалонра ĕçлекен арçын. Мĕн ачаран автомашинăсене юратаканскер техникумра, институтра ку енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ. Алăра — аслашшĕ-кукашшĕн портречĕсем Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акцие тепĕр хут пуçарса ячĕç. Ачисемпе мăнукĕсем — 30 пин çын — ашшĕ-аслашшĕн, амăшĕ-асламăшĕн портречĕсене йăтса Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утса тухрĕç. Акă Вячеслав Яранцевăн аллинче — виçĕ сăн ӳкерчĕк. Пĕри — ашшĕ Александр Филиппович. Вăл вăрçă çулĕсенче разведчик пулнă. Александр Яранцев 1924 çулта Киров облаçĕнче çуралнă, Шупашкара 1964 çулта килнĕ. Чăлхапа трикотаж фабрикинче столярта вăй хунă. Тепĕр аллинче — Василий Долгушевăн портречĕ. «Василий Николаевич — ман пичче. Танк командирĕ Польша çĕрĕ çинче çапăçнă, Берлина çитнĕ. Виçĕ хут аманнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Киров облаçĕнче кун çути курнăскер Мари Элти вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ, кайран Шупашкара куçса килнĕ. Василий Николаевичăн ывăлĕ Литвара çамрăкранпах пурăнать, вăл мана ашшĕпе пиччĕшĕн портречĕсене йăтса çак акцие хутшăнма ыйтрĕ. Василий Долгушевăн пиччĕшĕ Порфирий Николаевич отделени командирĕ пулнă, Днепропетровск çывăхĕнчи çапăçура пуç хунă. Çак паттăрсене ялан асра тытатăп. Вĕсем пире пăхса ӳстернĕ, çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Вĕсемшĕн çынлăх, чунлăх малти вырăнта пулнă. Нихăçан та ӳркенсе ларман, ялан ĕçленĕ. Эпир те вĕсем пек тăрăшуллă пулма ăнтăлнă», — кăмăлне ирĕке ячĕ Вячеслав Александрович. «Вилĕмсĕр полк» темиçе ăрăва çыхăнтарать. Акă Шупашкарти 37-мĕш шкулта виççĕмĕш класра вĕренекен Дмитрий Ямсков мăн аслашшĕн портречĕпе тухнă. Максим Ямсков Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Каркçырми ялĕн çынни пулнă. Вăл вăрçă хирĕнче хăюллăн çапăçса йывăр аманнă, сусăрскер тăван ене таврăнсан колхозра тăрăшнă, хуçалăх председателĕ те пулнă. «Çĕнтерӳçĕсене пирĕн манмалла мар. Çĕнтерӳ кунне халалласа шкулта парад иртрĕ. Эпир класпа стройпа утса тухрăмăр, çар юррисене шăрантартăмăр», — терĕ кадет. «Çĕнтерӳ уйăхĕ» Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хули Совет Союзĕ вăхăтĕнчи кунсене аса илтерчĕ. Урамра хĕрлĕ плакатсем вĕлкĕшрĕç, радиопа Юрий Левитан сассине итлерĕмĕр, репродукторпа вăрçă юррисем янăрарĕç, совет тапхăрĕнчи буфетсем ĕçлерĕç, урампа ретроавтомобильсем çӳрерĕç. Çар тумĕллĕ яштака каччăсемпе хăюпа илемлетнĕ çивĕтлĕ хĕрсенчен куç илеймĕн. Ачасем Çĕнтерӳ çинчен хыпарлакан хаçат валеçрĕç. Çеçпĕл скверĕ Патриотсен паркне çаврăннă. Унта салтаксемпе офицерсем пăшал салатса пуçтарас тата ытти енĕпе ăсталăх сехечĕсем ирттерчĕç, çар техники çинчен каласа кăтартрĕç. Иван Яковлев скверĕнче литературăллă кафе йĕркеленĕ. Унта поэт-фронтовиксен сăввисене вуларĕç. Республика тӳремĕнче «Çĕнтерӳ моди» дефиле иртрĕ. 40-50-мĕш çулсенчи тумсемпе паллаштарчĕç. Унтах вальс ташларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа мăшăрĕ Наталья Алексеевна та кĕвĕ майăн илемлĕн çаврăнчĕç. — Эпĕ 60-мĕш çулсенче çуралнă. Ача чухне аслисем вальс çаврăннине çăвар карса пăхаттăм. Темле асамлă пек туйăнатчĕ. Çамрăк чухне хамăр та ташă каçне сахал мар çӳренĕ, пирĕн предприятире ташă ушкăнĕ те пурччĕ. Эпĕ çав йышраччĕ. Шупашкарта «Çĕнтерӳ вальсĕ» акци ирттерессине пĕлсен репетицие çӳреме тытăнтăм. Совет тапхăрне тепĕр хут таврăнма май килнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм, — савăннине пытармарĕ Çĕнтерӳ вальсне хутшăннă Елена Семенова. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Сипленекеншĕн — шурă халатлă пирĕшти

— Пурнăçра, тен, эпĕ те анне пек вĕрентекен, аппа пек журналист пулăттăм. Пирĕн çемьере пурте йĕрке хыççăн йĕрке аван шăрçалатчĕç. Эпĕ хам та пĕчĕк чухне калавсем çыркаласа пăхнă. Ăна килте, эпир пĕчĕк чухне, кĕнекесем пек туса кăларнисем паян та упранаççĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра пире чăваш чĕлхи учителĕ Мария Табакова та хамăр çырнă калавсенчен кĕнекесем тутаратчĕ. Эпĕ чаплах ӳкерме пултарайман, мана аппа пулăшатчĕ. Анчах эпĕ учитель те, çыравçă та пулаймарăм, мĕншĕн тесен килтисем мана мĕн пĕчĕкренех: «Сан пурнăçна медицинăпа çыхăнтармалла», — тесе ӳстерчĕç, — аса илет ачалăхне Шупашкарти федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн медицина сестри Надежда Викторова.

Çапла калама сăлтавĕ те пулнă. Тухтăрсем Надеждăн ачаранах чĕре чирĕ аталаннине палăртнă. Хĕрача ултă çулта чухне ăна Мускаври клиникăра паллă хирург Лео Бокерия хăй операци тунă. Çапла Шанăçпие вилĕмрен çăлса хăварнă. Халĕ Надежда вăл вăхăта астусах та каймасть. Килтисем каласа панине вара манмасть. Хĕрача ыттисемпе пĕр танах çитĕннĕ. Шкулта та аванах ĕлкĕрсе пынă. Çапах та килтисем вăл хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарсан аванрах пулĕ тесе шухăшланă. Çавăнпа хĕрачана мĕн пĕчĕкрен çавăнта вĕренме кайма хистенĕ те. Çакăншăн пĕрре те ӳпкелешмест Надежда. Унăн тĕслĕх илмелли çынни ку енĕпе пулнах. Ашшĕн тетĕшĕ Геннадий Яковлев республикăри ал-ура сыпписене операци туса улăштаракан пĕрремĕш хирург-травматолог пулнă. Вăл час-часах вĕсем патне килсе çӳренĕ. Ун ĕç-хĕлне пĕлнипех хĕрача 2001 çулхине Тури Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти медколледжа çул тытнă. 2005 çулхине диплом илнĕ хыççăн республикăри 1-мĕш клиникăна ĕçе вырнаçнă. 2009 çултан пуçласа вара паянхи кунчченех Шупашкарти федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче вăй хурать.

— Медицина мана питĕ килĕшет. Йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшниех сăвап пулать-çке. Эпĕ ачаранах урăх професси çинчен шухăшламан та. Килтисем ялан: «Сан медицина ĕçченĕ пулмалла», — тени те пуçа кĕрсе вырнаçнă пуль. Мускавра операци тунă хыççăн ялти фельдшер пунктне мана укол тума илсе çӳретчĕç. Çавăн чухне медсестра мĕнле ĕçленине пăхса лараттăмччĕ. Больницăри эмел шăрши те питĕ кăмăла каятчĕ. Эпĕ çав медсестра вырăнĕнче хама миçе хутчен туйманши? Медколледжра вĕреннĕ чухне аттен пиччĕшĕ Геннадий Минович хăнăхмалла тесе хăйĕн патне санитаркăна вырнаçтарчĕ. Каçсерен тата канмалли кунсенче унта тирпейлеме çӳреттĕм. Уншăн та мĕнле савăнманши? «Хăçан диплом алла илсе чирлисене сиплеме тытăнăп-ши?» — теттĕм. Пĕррехинче, ун чухне студент кăначчĕ-ха, Васкавлă пулăшу больницине практикăна васкатпăр. Пĕр чарăнура пирĕн умри хĕрачана пысăк машина çапса хăварчĕ. Çийĕнчех васкавлă пулăшу чĕнтĕмĕр. Вăл хăвăртах килчĕ. Больницăна çитсе тумсене улăштарнăччĕ çеç — çав хĕре пирĕн пата илсе те çитерчĕç. Практика вĕçленичченех унăн сывлăхĕпе интересленсе тăнăччĕ. Хамăр çăлса хăварнăнах туйăннăччĕ ун чухне. Малтанхи пулăшу пама, йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшма пире медколледжра тĕплĕн вĕрентнĕ. Пĕлӳ илнĕ чухне çырса пынă конспектсене паянхи кун та упратăп. Пире яланах преподавательсем: «Эсир çурма врачсем, сирĕн пурне те пĕлмелле», — тетчĕç. Алла диплом илсен хам ĕçе вырнаçнă больницăрах медсестрара тăрăшма тытăнтăм. Тăватă çултан федераци центрне куçрăм. 16 çул ĕнтĕ кунта медсестрара вăй хуратăп. Коронавирус алхаснă вăхăтра пирĕн уйрăм «Ковид-19-па» чирлисене сиплекен уйрăм та пулса илчĕ. Нумай ĕçлемерĕ паллах. Çапах та космонавтсем пек «скафандрсемпе» те çӳрерĕмĕр. Халĕ пирĕн больницăна Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ. Ытларах Мари тата Мордва республикисенчен, Чĕмпĕрпе Мускавран сипленме çӳреççĕ. Пĕр çулхине Сири çынни те пирĕн патра сывлăхне çирĕплетрĕ. Кунта çыннăн çурăм шăмми хуçăлсан сиплеççĕ, пӳсĕртен операци туса сыватаççĕ е сыпăсене тĕрлĕ имплантпа улăштараççĕ. Эпир травматологипе ортопедин 4-мĕш уйрăмĕ шутланса тăратпăр. Кунта 4 хирург. Уйрăма Дмитрий Козлов ертсе пырать. Çав вăхăтрах 9 медсестра чирлисене сипленĕ çĕре хутшăнать. Эпир питĕ килĕштерсе ĕçлетпĕр. Чирлисене сыватнă çĕрте урăхла май та çук. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан коллективра çеç ырă еннелле улшăну пулать. Хускалайман, наçилкка çинче выртакан чирлĕ çын каярахпа хăй урипе утса тухса кайнă чухне чун савăнать. Ĕç сая кайманнине куратăн та тата ытларах тăрăшас килет. Пирĕн патра нумай выртмаççĕ: 10 кун е унран та сахалрах. Кунта пурте çителĕклĕ. Йăлтах тӳлевсĕр. Центра лекес тесен чи малтан пирĕн клиникăна тухтăр патне консультацие килмелле, сипленме черет йышăнмалла. Вăхăт çитсен чĕнсе илеççĕ. Чирлĕ çынна пур енчен те канăçлă пултăр тесе пирĕн ĕçченсем нумай тăрăшаççĕ. Тăраймасăр выртакана пăхма та çăмăлах мар, чирлĕскере тата та кансĕр. Çавăнпа ура çине хăвăртрах тăратас тесе пурте тăрăшатпăр. Кунта сипленекенсене те маттур тесшĕн. Хăвăртрах сывалас тесе хăйсем тăрăшмасан нимĕн те пулмасть. Çак тарана çитсе эпĕ чире парăннă, хуçăк кăмăллă пĕр пациента та курман. Çавă паха. Юлашки вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем те пирĕн пата киле пуçларĕç. Вĕсене черетсĕрех йышăнаççĕ. Нумаях та пулмасть çапла пĕр салтак пирĕн патра сипленсе кайрĕ. Больницăра выртнă чухнех юлташĕсем патне кайма васкатчĕ. Сипленсе тухсанах СВОна çул тытнă вăл. Татах çурăм шăммине амантнă. Пирĕн пата килсе тепре операци тутарчĕ, — сăмах çăмхине сӳтрĕ медицина сестри. — Паллах, пурнăçра тем те сиксе тухать. Ĕçри йывăрлăхсăр пуçне çемьере те чăрмав пулма пултарать. 2003 çулхине Виктор Викторовпа çемье çавăрнăччĕ. Икĕ ывăл çитĕнтереттĕмĕр. Мăшăр чирлесе ӳкрĕ. Çав йывăрлăха чăтса ирттерме хам медицинăра ĕçлени те нумай пулăшрĕ. Шел, чирпе виçĕ çул кĕрешнĕ хыççăн мăшăр çĕре кĕчĕ. Халĕ ывăлсем те çитĕнсе пыраççĕ ĕнтĕ. Мана чылай çăмăлрах. Çынсене вара тĕрлĕ чирчĕр çулăхсан тӳрех хуçăлса ӳкмелле марри çинчен каласшăн. Халĕ медицина çултан-çул аталанса пырать. Эпĕ ĕçлеме тытăннă вăхăтра кăна чире пĕр тĕрлĕ операци туса сиплетчĕç, халĕ çавна тĕрлĕ майпа йĕркелеççĕ, — тесе ăнлантарать Надежда Викторова. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Ывăлсен паттăрлăхĕсем çинчен диктор каласа парсан мĕн тери мăнаçлантăм»

Ачине вăрçа ăсатнă амăшĕ мĕн туйнине ун вырăнĕнче пулса курнă çын çеç ăнланать. Енчен те çапăçу хирĕнче харăсах темиçе ывăл пулсан? Пушкăртстанри Давлекан районĕнчи Кăнчалав ялĕнче пурăнакан Наталия Ивановăн вара тăватă ывăлĕ те — ятарлă çар операцийĕнче.

Кăнчалав – пысăках мар ял. Кунта ытларах чăвашсем пурăнаççĕ. Чăваш Енрен аякра пулин те кунти çынсем халăх пур йăли-йĕркине те тытса пыма тăрăшаççĕ. Наталия Иванова ку яла качча килнĕ. Çак районти Чуюнчи Николаевка ялĕнчи Валерипе Евдокия Андреевсен çемйинче çуралнă вăл. Çак çемье çинчен Çĕршыв хӳтĕлевçисен кунĕ ячĕпе ирттернĕ уяв каçне телекуравпа кăтартнă хыççăн пĕлтĕм. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче палăртакан Пĕтĕм тĕнчери амăшĕн кунĕ умĕн Наталия Валериевнăпа çыхăнма шухăшларăм. Салтаксен амăшĕ калаçма хирĕç пулмарĕ. Чăн чăвашла калаçрĕ пулсан та тутарпа пушкăрт акценчĕ пурри ун калаçăвĕнче тӳрех сисĕнчĕ. Çавăнпа унран тӳрех: «Эсир чăваш-и?» — тесе ыйтрăм. — Эпĕ Пушкăртстанра пурăнакан чăваш. Пирĕн районти икĕ чăваш ялĕ Кăнчалавпа Чуюнчи пĕр-пĕринчен 30 çухрăмра вырнаçнă пулсан та ĕмĕр тăршшĕпех тачă çыхăну тытнă. Пирĕн тăрăха каçсерен çав çула кĕскетсе каччăсем клуба килетчĕç. Пĕр-пĕринпе паллашасси те, туслă çӳресси те çавăнтан пуçланатчĕ. Эпĕ те Кăнчалав каччипе Михаилпа паллашса пĕрлешсен çак яла пурăнма килтĕм. Унтанпа 35 çул иртрĕ. Пирĕн çемьесенче ачасем йышлă пулнă. Эпир хамăр пиллĕкĕн ӳснĕ. Мăшăрăн çемйинче те пилĕк ывăл çитĕннĕ. Халĕ хамăрăн та — пилĕк ывăл. Хампа пĕртăвансен хушшинче виççĕшĕ хĕр, иккĕшĕ ывăл пулнă. Мухтав Турра, пурте сывлăхпа пурăнатпăр. Мăшăрăн вара икĕ пĕртăванĕ пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Манăн упăшка Михаил та 2020 çулта инсульт хыççăн 52-рех пурнăçран уйрăлчĕ. Çунатăма çапсах хуçрĕ. Юрать, юратнă ывăлсем ун чухне çумрах пулчĕç. Хуйха-суйха парăнма памарĕç, — каласа кăтартать Наталия. Пилĕк пăхаттир çуратса çитĕнтернĕ пулсан та çамрăк курăнать вăл. 1972 çулта çуралнăскер, хăйсен ялĕнче 9 класс таранччен вĕреннĕ, вăтам шкула кӳршĕри тутар ялне çӳренĕ. Ун хыççăн Ĕпхӳри техникумра повар профессине алла илнĕ. 1991 çулта çемье çавăрнă та Кăнчалав ялне таврăннă. Мăшăрĕ Михаил Владимирович ĕмĕр тăршшĕпех водительте ĕçленĕ. Çемьере пĕрин хыççăн тепри Владимир, Анатолипе Николай йĕкĕрешсем, Николай, Сергей ывăлсем çуралнă. Мăшăрĕ час-часах рейсра пулнăран килти ĕç-пуç ытларах Наталия çине тиеннĕ. — Ачасем ӳснĕ вăхăтра эпĕ килти йывăрлăха туйман та. Пирĕн ывăлсем нихçан та ку хĕрарăм ĕçĕ, ку арçыннăн тесе уйăрса курман. Апат та пĕçернĕ, кĕпе-йĕм те, урай та çунă, выльăх-чĕрлĕх патне те тухнă. Вĕсем пĕчĕкрех чухне выльăх чылай усраттăмăр. Халĕ те çуркунне вăкăр е тына пăру илетпĕр те – кĕркуннене пурин валли те аш-какай пулать. Ачасем килти ĕçсĕр пуçне спортпа çав тери интересленетчĕç. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнатчĕç. Нихçан та мала тухмасăр килмен. Эпĕ паян та ывăлсем шкулта вĕреннĕ чухне илнĕ медальсене упратăп. Вĕсем манăн курăмлă вырăнтах çакăнса тăраççĕ. Ашшĕ вара ачасене техникăна юратма вĕрентрĕ. Пĕр-пĕр юсав ĕçĕ тунă чухне вĕсем унран юлман. Çавăнпа та шкул хыççăн алла професси илнĕ чухне ывăлсем пурте ашшĕ пекех арçын ĕçĕсене суйласа илчĕç. Асли Владимир — электрик, Анатолий — сварщик, Дима — инженер, Николай — водитель, Сергей юсавçă пулма вĕреннĕ. Шел, ашшĕ час-часах юн пусăмĕ ӳссе кайнипе пилĕк çул хушши аптăраса тăчĕ те сасартăк вилсе кайрĕ. Çакă, паллах, мана питĕ хуçса хăварчĕ. Халĕ тата ачасем тăваттăшĕ те СВОра пулни чуна канлĕх памасть. Анчах амăшĕн мĕн тумалла? Хĕрарăмăн чăтмалла. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр тесе Турра кĕлĕ вулатăп. Унтан ытла мĕнех тăвайăп ĕнтĕ? Аннен кĕлли çитмеллех, — хурланса каласа парать салтаксен амăшĕ. Ивановсен пилĕк ывăлĕ те салтак тивĕçне пурнăçланă. 1993 çулта çуралнă Анатолипе Николай хĕсметрен килсен контракт çырса çарта юлнă. Вĕсем хыççăн 1995 çулта çуралнă Дмитрий те тетĕшĕсем пекех салтак аттине хывас темен, контрактпа çар хĕсметнех суйланă. Виççĕшĕ те Челябинск облаçĕнчи Чебаркуль хулинче салтак тивĕçне пурнăçланăскерсем, малалли службăна та çавăнтах тăснă. Ун чухне Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланман-ха. Çавăнпа амăшĕн чĕри те хальхи пекех пăшăрханман. 2022 çулта çар операцийĕ пуçланас умĕн ывăлĕсем амăшне çитес вăхăтра ятарлă вĕрентĕве каясси, нумай вăхăт çыхăну пулмасси, вĕсене çухатма кирлĕ марри çинчен асăрхаттарса хунă. Çар операцийĕ пуçлансан та ачисем вăрçăра пулнине Наталия часах пĕлмен-ха. Анчах анне чĕрине улталама пулать-ши вара? Пĕчĕккĕн пурте çиеле тухнă. Çавăн хыççăн Наталийăн çĕр çывăрман каçсем пуçланнă. Ку кăна мар-ха. Иртнĕ çул кĕçĕн ывăлĕ Сергей СВОна тухса кайсан амăшĕн чĕри çип çинчи пек тытăнса тăма пуçланă. «Çук, эпĕ пиччесем çапăçнă вăхăтра килте лараймастăп. Тăван çĕр çинче пурте тăнăçлăхра пурăнччăр тесен тăшмана хăвăртрах тĕп тумалла», — тенĕ вăл. Кĕçĕнни хыççăн асли Владимир та контракт çырма шухăшланă. Анчах кĕçĕннисем пиччĕшне амăшне пăхма юлма ӳкĕте кĕртнĕ. Владимир хăйĕн çемйипе Иглинăра пурăнать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Наталия Валериевнăн Чебаркульте ывăлĕн Анатолин çемйи те пурăнать. Унта та Ивановсен икĕ мăнук çитĕнет. Николай çемйи те Чебаркультех. Вĕсен хĕр ӳсет. Çапла Ивановсен ачисене кĕтекен нумай. Çапах та Наталия килĕнче пĕчченех. Шкулта тирпейлӳçĕре вăй хурать вăл. Хĕрарăм хăйĕн тунсăхне ĕçре пусарать. Унсăр пуçне паттăрсен амашĕ нумай çул ялти культура çуртĕнчи халăх пултарулăх ушкăнне çӳрет. Питĕ лайăх юрлать вăл. Сасси уçă. «Эпир яланах чăваш халăх юррисене сцена çине кăларма тăрăшнă, тăрăшатпăр та», — тет вăл. Ывăлĕсем те маттур, хастар, паттăр. «Мишка», «Леший», «Уфа», «Чуваш» позывнойпа çӳрекен тĕпренчĕкĕсем паттăрлăх кăтартнăшăн, çар тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Çакăнпа тивĕçлипе мăнаçланать салтаксен амăшĕ. Çав вăхăтрах ывăлĕсем çĕнтерӳпе таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет. Амăшĕн юбилейне пурте пĕрле тăваттăшĕ те килсе курнă-ха вĕсем. Ытти чухне уйрăмшарăн çӳрекеленĕ. Юлашкинчен «Леший» Çĕнĕ çула килсе кайнă. Унтанпа телефонпа çыхăнса çеç калаçнă. …Нарăс уйăхĕнче Наталия патне ют номертен шăнкăравланă. Хăра-хăрах тытнă ун чухне телефонне салтак амăшĕ. Унта вара ăна ку шăнкăрав Хӳтĕлев министерствинчен пулнине пĕлтернĕ. Салтак амăшне Мускава Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунĕ ячĕпе ирттерекен пысăк концерта йыхравланине каланă. Çак тарана çитсе те Наталия тĕп хулара пулса курман. Çавăнпа чи малтанах кинĕсемпе çыхăннă. Лешсем хĕрарăма кайса курма ӳкĕтленĕ. Май пулсан хăйсем те унпа пĕрле пыма шантарнă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Унăн аллинче яланах пĕчĕк кĕреçе

Виçĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă вăл. Шăпа пĕрех юратнă, чун туртнă ĕç патне илсе çитернĕ. Çĕмĕрле округĕнчи Хутар шкулĕнче ачасене биологи вĕрентекен Татьяна Надеева çав тери хавхаланса вăй хурать. Çак предметпа пĕлӳ паракансен çуркунне пушă вăхăт пачах çук. Эпĕ пынă чухне Татьяна Валентиновна ертсе пынипе вĕренекенсем шкул пахчинчи улмуççисене шурататчĕç. Тараватлă вĕрентекен класа кĕрсе курма чĕнчĕ. Вĕсем пахча çимĕç, чечек калчисем ӳстернĕ-мĕн...

Вăрман сăнав участокĕ вырăнĕнчеччĕ. Хутар шкулĕнче пур класра та хитре чечексем ӳстереççĕ. Коридорти чӳрече янахĕсем çинче те чылай вĕсем. Чечексене шкул ачисем пăхса тăраççĕ. Çакăнта Татьяна Надеевăн тӳпи пысăк. «Эпĕ Муркаш районĕнчи Калайкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вырăнти шкулта вĕреннĕ. Анне бухгалтерта ĕçленĕ. Атте ветеринари тухтăрĕнче вăй хунă. Шел, пирĕнтен уйрăлса кайрĕ вăл. Анне пурăнать-ха, Турă сывлăх патăр ăна. Çывăх çыннăмăр çурла уйăхĕнче 90 çул тултарать. Çемьере 5-ĕн ӳснĕ эпир. Эпĕ — иккĕмĕшĕ. Тăватă хĕр те пĕр ывăл пирĕн. Шкулта вĕреннĕ чухне биологи, хими предмечĕсене юрататтăм. Уйрăмах биологи килĕшетчĕ мана, мĕншĕн тесен биологи вĕрентекенне Евгения Игнатьевăна питĕ кăмăллаттăм. Ăна сăнаса пăхса лараттăм. Вăл пире тăван тăрăха, çутçанталăка юратма, ӳсен-тăрана тата чĕр чунсене упрама вĕрентнĕ. Экскурсисене час-часах илсе каятчĕ. Тата акă мĕн астуса юлнă: ăçта каятпăр — аллинче унăн яланах пĕчĕк кĕреçеччĕ. Йывăçа тĕрĕс лартма вĕрентетчĕ. Вăрман пирĕншĕн сăнав участокĕ вырăнĕнчеччĕ, çавăнтах йăлт туса кăтартатчĕ. Полиэтилен пакет, кĕленче выртать тĕк вĕсене пуçтарса çĕр чавса хупласа хăвараттăмăр. Çав йăла халĕ манăн та пур. Кĕтĕве кайнă чухне пĕчĕк кĕреçене, пысăках мар хутаçа пĕрле илетĕп. Пирĕн хушăра тирпейлех мар çынсем те пур. Кĕтӳ пăхнă чухне апат çисен ăпăр-тапăра çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Чун чăтмасть — çавсене пуçтаратăп. Хамăн ачасене те çапла тума вĕрентнĕ эпĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Татьяна Валентиновна хăйĕн çинчен каласа пама ыйтсассăн. Агроном ĕçĕ биологипе çыхăннă. Татьяна шкулта чылай предмета килĕштернĕ пулин те юратнă вĕрентекенĕн çулнех суйланă. Çутçанталăка юратни те витĕм кӳнĕ паллах. Анчах Калайкасси хĕрĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕреймен. «Пирĕн вăхăтра конкурс питĕ пысăкчĕ… Вара Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчи агрономи факультетне кайрăм. Агроном ĕçĕ те биологипе çыхăннă терĕм. Килĕштерсех вĕрентĕм. Ун чухне ĕçлеме направленипе яратчĕç. Диплом илсен Калуга облаçне каймалла пулчĕ. Унта 5 çул агрономра ĕçлерĕм. Çав вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи биологипе хими факультетĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм. Эпир пулас мăшăрăмпа Виктор Надеевпа ял хуçалăх академийĕнче пĕрле пĕлӳ илнĕччĕ. Студент çулĕсенчех пĕрлешнĕччĕ. Калуга облаçне те пĕрлех кайнăччĕ. Унăн амăшĕ чирлесе ӳкрĕ те Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Турханта пурăнма пуçларăмăр», — каласа пачĕ Татьяна Валентиновна. Вырăс чĕлхи учителĕ пулса тăнă. «Килтĕм те — ялта ĕç çук. Турхан шкулĕн директорĕ биологи учителĕччĕ. Унăн мăшăрĕ те биологчĕ. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен вара çукчĕ. Мĕн тумалла? Вырăс чĕлхине те юратнă эпĕ. Ак хайхи, пединститута каллех кайрăм. Куçăн мар майпа вĕренсе вырăс чĕлхи учителĕ пулса тăтăм», — тĕлĕнтерчĕ пултаруллă вĕрентекен. Халĕ вăл Хутар шкулĕнче ªпĕлтĕртенпе Турхан шкулне Хутарти пĕлӳ çурчĕпе пĕрлештернĕº вырăс чĕлхипе литератури, биологи вĕрентет. Пĕр вăхăт вырăс чĕлхипе литератури кăна вĕрентнĕ. Халĕ Татьяна Надеевăн биологипе сехет ытларах. Вырăс чĕлхи икĕ класра кăна. Биологие 5-9-мĕш классене вĕрентет. Хутарсем ачасене çĕр ĕçне вĕрентеççĕ. «Тĕрĕссипе, ачасем биологие вырăс чĕлхинчен ытларах юратаççĕ. Унта правилăсем çук. Паллах, термин нумай ĕнтĕ. Биологи пурнăçпа тачă çыхăннă предмет. Шкул умне кашни çул хамăр вăрлăх туса чечексем акатпăр. Вĕренекенсем хăйсемех çĕр чаваççĕ. Маларах шкул ачисене ĕçлеттерме юрамасть тетчĕç. Эпир ăна питех уяман: çамрăк ăрăва çĕр ĕçне яланах вĕрентме тăрăшнă. Шкул çумĕнче халĕ темиçе лаптăк та пур. Чечек ытларах лартатпăр. Маларах пахча çимĕçе те хамăрах туса илнĕ. Вĕсем чечеке епле ларнине кăтартаттăмччĕ ачасене», — хавхаланса калаçрĕ вĕрентекен. Татьяна Надеева пĕлтернĕ тăрăх, Хутар шкулĕнче вĕренекенсем ППЭ тытма биологие тăтăш суйлаççĕ. Пысăк балсем илеççĕ. Биологие тĕплĕн «шĕкĕлчекенсем» медицина енĕпе ытларах каяççĕ. Тăхăр çул хушшинче икĕ çамрăк биологи учителĕ пулса тăнă. «Çын шăм-шакĕ [скелет] мĕн çинчен каласа панă?» «Ачасем интересленнине кура-и биологие ытларах тимлĕх уйăратăп. Вĕренекенсене мĕн килĕшнине асăрхатăн паллах. Биологипе интереслĕ уроксем ирттерме тăрăшатăп. Халĕ икĕ предмета пĕрлештерсе уроксем ирттеретпĕр. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнман предметсене те пĕрлештеретпĕр: калăпăр, биологипе вырăс чĕлхине çыхăнтарса урок ирттеретĕп. Хам шухăшласа кăларнисем те пур манăн. Сăмахран, 8-мĕш класс ачисем валли биологипе вырăс чĕлхисене пĕрлештерсе «Çын шăм-шакĕ мĕн çинчен каласа панă?» урок йĕркелерĕм. Ăна уçă урокра та кăтартрăм. Çавăн пекех биологипе технологие пĕрлештеретпĕр. Эпир технологи предметне вĕрентекен учительницăпа туслă. Киле ĕç пама та манмастпăр. Килте ашшĕамăшĕпе ӳстернĕ калчасене шкула илсе килеççĕ», — паллаштарчĕ шкулти лару-тăрупа Татьяна Валентиновна. Вăл каланă тăрăх, урокра вĕреннĕ темăна килте тăсни, çак ĕçе ашшĕ-амăшне явăçтарни питĕ лайăх. Çакă ачасен пĕлĕвне çирĕплетсе хăварать. «Ӳсен-тăран тĕнчи». Татьяна Надеева шкул лесничествине те ертсе пырать. 5-мĕш классем валли «Ӳсентăран тĕнчи» кружок йĕркеленĕ. Унта ытларах ăс-хакăла, тавра курăма пуянлатмалли вăйăсем йĕркелеççĕ. «Кружок хастарĕсемпе чечексем акатпăр. Тăрăшуллăскерсем класри ӳсен-тăрана пăхса тăраççĕ. Учительсен пӳлĕмĕнче ачасемпе лартса ӳстернĕ пăрăç, помидор, чечек калчисем те пур. Герань ытларах пирĕн. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çутçанталăк хӳтĕлевçисен /эколята/ кунне уявларăмăр. Практика занятине те ирттертĕмĕр. Хура çăкăр мĕнрен пулнине ăнлантаратăп. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене уйăрмаççĕ вĕсем. Пурне те «тырă» теççĕ. Тулăпа ыраша, урпапа сĕлле уйăрма хăнăхтаратăп. Çак кунсенче «уй-хир патшине» кăтартрăм. Чăваш Енре мĕн ытларах ӳсет — çав культурăсен вăрлăхĕсемпе ĕçлетпĕр», — палăртрĕ биолог. Кашни çемье вунă йывăç лартнă. Пĕлтĕр Чăваш Енре Экологи культурин тата çутçанталăк пурлăхĕпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕ тесе пĕлтернине хавхаланса йышăннă Хутарсем. Чылай ĕç тунă ĕнтĕ вĕсем. «Ачасене килĕсенче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле сахалтан та вунă йывăç лартма ыйтрăм. Çакна пурте пурнăçланă. Юрий Мазяков Хутар шкулĕнче нумай çул директорта вăй хунă. Унăн ячĕпе 2023 çулта сад лартрăмăр. Улмуççисемпе грушăсем ешереççĕ халĕ. Карта хĕррипе сиреньсем вырăн тупнă. Кăçал Турхан ачисемпе ĕне кĕтĕвĕ тухиччен çул хĕррисене тирпейлерĕмĕр, ăпăр-тапăра, çӳп-çапа пуçтартăмăр. Хамăрпа пĕрле хутаçсем илтĕмĕр. Ку ĕçе кашни çулах аслисем тăватчĕç. Кăçал ачасене те явăçтартăм. Вăрман çумĕнче йăлт пуçтарса тухрăмăр. Шкул картишне тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем йĕркелетпĕр», — терĕ Татьяна Валентиновна. «Юманлăх» малтисен ретĕнче. Хутар шку¬¬лĕнче «Юманлăх» /«Дубрава»/ шкул лесничестви тахçантанпах ĕçлет. Çак хушăра вăл республикăра та палăрма ĕлкĕрнĕ. Шкул лесничествин хастарĕсем яланах малтисен ретĕнче. Раççей шайĕнче 3-мĕш вырăн йышăнни те пулнă. «Халĕ те кашни çулах республика шайĕнче тĕрлĕ номинацире малти вырăнсене çĕнсе илетпĕр. Çутçанталăк тусĕсем «Вăрман олимпиадинче», «Шкул лесничествисен слетĕнче» палăраççĕ. Шкул лесничествине вунă ача çӳрет. Вĕсем — 6-9-мĕш классенче вĕренекенсем. Эпир Çĕмĕрле лесничествипе çыхăну тытатпăр. Александр Спиридонов лесникпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Александр Иванович шкула тăтăш килет. Вăл пуçарнипе Çĕмĕрлери питомника юман йĕкелĕ пуçтарма кашни çулах каятпăр. Чăрăшсем лартма пулăшатпăр. Çавăн пекех юр çине ӳкнĕ çăка вăррине те пуçтаратпăр», — пĕлтерчĕ Татьяна Валентиновна. Çăлкуçсене тасатма палăртнă. Çамрăк эко¬логсем çăлкуçсене тасатас тата тирпейлес енĕпе те ĕçлеççĕ. «Турхантан инçе мар, Пĕренешпе Çĕнкас хушшинче хăтлăлатнă çăлкуç пур. Хĕлле те шăнмасть вăл. Ун патне çулла кăна мар, хĕлле те йĕлтĕр сырса каятпăр. Сиплĕ шыв тапакан вырăнта таса та тирпейлĕ пултăр тетпĕр. «Пĕренеш патĕнчи çăлкуç» теççĕ ăна. Кӳршĕ ялсенче те пур тапса тăракан шыв куçĕсем. Турханти çăлкуçран маларах, утă типĕтнĕ вăхăтра, шыв ĕçеттĕмĕрччĕ. Юлашки вăхăтра вăл хупланма пуçланă. Кăçал ăна тасатасшăн. Шкул ачисене тăван тăрăха, çутçанталăка упрама вĕрентмеллех. Çак тĕллевпе шкул лесничестви йĕркелени питĕ лайăх. Ку енĕпе ачасем пĕлӳ нумай илеççĕ. Вăрман — пуянлăх, ăна перекетлемелле. Мĕн вĕрентетĕн – килĕсенче те çавна каласа параççĕ. Тепĕр чухне аслисем шашлăк пĕçерме кайсан хăйсем хыççăн тасатса хăвармаççĕ. Ачасене илсе кайса йăлтах кăтартатпăр. Мĕн тума юрать, мĕн юрамасть — пĕтĕмпех каласа ăнлантаратпăр. «Мĕн тĕрĕс мар тунă кунта канакансем?» — тесе ыйтатпăр. «Кĕленчисене, полиэтилен хутаçсене, хутсене пуçтарса илсе каймалла пулнă», — теççĕ вĕренекенсем. Тирпейлĕ чавса хурсан та лайăх. Эпир пулнă вырăнта тасамарлăх сапаланса ан вырттăр. Экологи тата çутçанталăк пурлăхĕпе тирпейлĕн усă курмаллин çулталăкĕнче йĕркелекен конкурссемпе викторинăсене хастар хутшăнатпăр. «Эткер» центр пире тăтăш тĕрлĕ ĕç ярса парать. Экологипе тата çутçанталăк темипе пĕчĕк сочинени-эссе çыратпăр. Биологи тата экологи предмечĕсемпе ирттерекен олимпиадăсенче пирĕн хастарсем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ĕçĕм питĕ килĕшет. Ачасем хавхаланса вĕренни, вĕсен куçĕсем çунса тăни кăмăла çĕклет», — хĕпĕртесе калаçрĕ вĕрентекен. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çамрăк авторсемшĕн литература алăкĕ уçăлчĕ

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» регионсен хушшинчи IX конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призерĕсене чысларĕç. Литература пултарулăхĕнчи çамрăк авторсен тупăшăвне кăçал вилĕмсĕр поэмăн «Нарспин» авторĕ çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă.

Раççейри аякри хуласенчен те хутшăннă

Конкурса 2002 çулта пултаруллă çамрăксене литературăна илĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, «Хыпар» Издательство çурчĕ, Чăваш Енри Писательсен союзĕ тата Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки пĕрле пуçарнă. Кăçал вăл тăххăрмĕш хут иртрĕ. 2020 çулта конкурса Чăваш Республикин «Культура аталанăвĕ» патшалăх программин «Чăваш чĕлхине упрасси, вĕренесси тата аталантарасси» программине кĕртнĕ. Палăртмалла: вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе пурнăçланать. Çак çулсенче конкурс чылай çĕнĕ ят уçрĕ. Вĕсем паян республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те паллă. Конкурса пирĕн республикăри çамрăксем кăна мар, СанктПетербург, Мурманск хулисенчен, Тутарстанран та хутшăнчĕç. – Кăçал 48 автор – 37 хĕрпе 11 каччă – тупăшрĕ, вĕсем 53 ĕç тăратрĕç. «Поэзи» номинацие суйлакан ытларах пулчĕ – 60% ытла, 30% проза жанрне килĕштернĕ, ыттисем драматурги енĕпе ĕçленĕ. Эсир конкурса хутшăнни те çĕнтерӳпе танах. Малалла ĕçлĕр, аталанăр, ыттисене те хутшăнăр. Пирĕн библиотека нумай конкурс ирттерет», – конкурсçăсене саламланă май сăмах илчĕ библиотека ертӳçи Татьяна Вашуркина. Вăл жюрие, Чăваш Енри паллă çыравçăсене, тав турĕ. Çамрăксен ĕçĕсене писательсемпе поэтсем хакланă. Акă Чăваш Республикин халăх поэчĕ Раиса Сарпи конкурс чăваш чĕлхине аталантарнине палăртрĕ. «Ĕçĕрсене кăмăлпа вуларăм. Сирĕн йышра тĕнче литературинче палăрма пултаракан хастар çамрăксем пур», – терĕ вăл. «Чăваш поэзийĕ» номинацире 15-25 çулсенчи çамрăксен хушшинче 1-мĕш вырăна Çĕрпӳри В.М.Воротников ячĕллĕ 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Ксения Леонтьева çĕнсе илчĕ. 2-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс, чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕ Кристина Николаева палăрчĕ. Виççĕмĕш вырăна Шупашкарти медицина колледжĕн 1-мĕш курс студенчĕ София Воронцова йышăнчĕ.

– Конкурса хутшăннисем пурте маттур. Хăюллăн компьютер умне ларса çырнă, – терĕ «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн радиохыпарлав службин шефредакторĕ, çыравçă Ольга Туркай çĕнтерӳçĕсене чысланă май. Çак номинацирех 25-35 çулсенчи çамрăксен йышĕнче 1-мĕш вырăна Шупашкарти И.Тургенев ячĕллĕ библиотека ĕçченĕ Кристина Васильева йышăнчĕ. 2-мĕш вырăн Мурманск хулинчи 9-мĕш гимназин педагог-психологĕн Дина Агеевăн пулчĕ. Шупашкарти 37-мĕш шкул вĕрентекенне Антонина Майоровăна 3-мĕш вырăнпа хавхалантарчĕç.

– Эпĕ ачаранах сăвă çырма кăмăллатăп. Вĕсене «Елчĕк ен» тата «Тантăш» хаçатсене час-часах ярса параттăм. Пичетленсе тухнине курсан çав тери савăнаттăм. Тĕрĕссипе, сăввăмсене ытларах чухне юлташсем хак параççĕ. Хальхинче сумлă жюри хакланишĕн тата хĕпĕртерĕм, – кăмăллă пулнине палăртрĕ Кристина Васильева çĕнтерӳçĕ. Кĕнекере пичетленĕç «Вырăсла поэзи» номинацире 15-25 çулсенчисен йышĕнче Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш шкулта 10-мĕш класра ăс пухакан Дарина Федорова çĕнтерчĕ. 2-мĕшĕнче – Шупашкарти 59-мĕш шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Анна Котовăпа Чăваш патшалăх аграри университечĕн ветеринари медицинипе зоотехни факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Леонид Семенов, 3-мĕшĕнче – Шупашкарти 59-мĕш шкулта 9-мĕш класра пĕлӳ илекен Елизавета Илюхинăпа Шупашкарти 20-мĕш шкулта 8-мĕш класра ăс пухакан Арина Савинова тата Çĕрпӳри В.М.Воротников ячĕллĕ 2-мĕш шкулăн 8-мĕш класс вĕренекенĕ Кристина Матросова. Çак номинацире хавхалантару парни те пулчĕ: ăна Санкт-Петербург хулинчи Арсений Бледнов тивĕçрĕ. Асăннă номинацири 15-25 çулсенчи çĕнтерӳçĕсене Светлана Гордеева çыравçă, куçаруçă, художникиллюстратор чысларĕ. – Конкурс çамрăк авторсене хулăн кĕнекере пĕрремĕш хут пичетленсе курма май парать. Унсăр пуçне вĕсемшĕн литература алăкне уçать. Республикăри чылай паллă çыравçă çак конкурс витĕр тухса литература ани çине тăнă, – терĕ Светлана Денисовна. 25-35 çулсенчисене вара Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова çыравçă, куçаруçă чысларĕ. Вăл литературăри пултарулăх паянхи саманара чылайăшĕшĕн чун киленĕçĕ пекех пулнине, ăна вара ĕмĕр тăршшĕпе сыхласа хăварма, вăл пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнине палăртрĕ. Асăннă ӳсĕмре 2-мĕш вырăна – Шупашкарти Дарья Вострецовăпа Шупашкарти И.Тургенев ячĕллĕ библиотека ĕçченĕ Кристина Васильева, 3-мĕшне Шупашкарти 203-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Оксана Григорьева йышăнчĕç. «Чăвашла проза» номинацире 1-мĕш вырăна – Чăваш Республикин Вĕрентӳ министерствин вĕренӳ центрĕн вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Елена Кудрявцева, 2-мĕшне Шупашкарти 130-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Анастасия Семенова тивĕçрĕç. – Маттурсем, хавхаланса ĕç¬ летĕр. Аталанма талпăнатăр, – вĕсене ырă сунса чысларĕ Улькка Эльмен çыравçă. «Вырăсла проза» номинацире 15-25 çулсенчисен йышĕнче тупăшса 1-мĕш вырăна Шупашкарти сывлăх енчен хавшак ачасен 2-мĕш шкулĕнчи 9-мĕш класра ăс пухакан Даша Кондратьева тивĕçрĕ. Иккĕмĕшĕнче Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш пĕлӳ çуртĕнчи 8-мĕш класс хĕрĕпе Ирина Бобинăпа Шупашкарти 59-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Елизавета Илюхина палăрчĕç. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн колледжĕн 1-мĕш курс студенчĕпе Яна Илларионовăпа Шупашкарти 20-мĕш шкулăн 11-мĕш класс хĕрĕ Анастасия Федорова тата Шупашкарти 59-мĕш шкулти 8-мĕш класс вĕренекенĕ Анна Котова виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Жюри «Палăрнă ятсем» ятарлă номинаци те çирĕплетнĕ. Кунта Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн педагогĕ Инесса Шашкина тата ЧПУ преподавателĕ Артем Евсеев çĕнтерчĕç. <...>

Эвелина МАЛЕЕВА, тавра пĕлӳпе наци литературин уйрăмĕн заведующийĕ.

♦   ♦   


Яш-кĕрĕм лагерĕ уçăлать

«Туриада-2025» спортпа туризм лагерĕнче Чăваш Республикин чысне 30 çамрăк спортсмен тата 5 конкурсант хӳтĕлеме хатĕрленеççĕ.

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Саратов облаçĕнчи «Хвалынский» курортра «Туриада» 12-мĕш спортпа туризм лагерĕ уçăлать. Чăваш Ен командинче – 30 спортсмен, 5 конкурсант, 3 тренер тата 4 судья. Пĕтĕмпе кăçал Атăлçи регионĕсенчен 800 яхăн çын хутшăнать. Вĕсен йышĕнче, паллах, слетсен çĕнтерӳçисем, профильлĕ специальноçпа вĕренекен студентсем, тренерсем, экспертсемпе волонтерсем. Федерацин Атăлçи округĕн 14 командисĕр пуçне ăмăртура тата Донецк, Луганск тăрăхĕсенчи, федерацин тĕп округĕн регионĕсенчи, çавăн пекех Беларуç, Таджикистан, Узбекистан, Туркменистан, Казахстан, Киргизипе Монголи республикисенчи спортсменсем те тупăшĕç. Чăваш çамрăкĕсем темиçе кун ăмăртĕç. Вĕсен велосипедпа хăйсен вăйне тĕрĕслемелли, шывра ишмелли, утмалли дистанцисем витĕр тухмалла. Çавăн пекех «Атăлçи территорийĕнче турист маршрутне хатĕрлекен чи лайăх проект» конкурс та иртет. Тĕрлĕ регионти юниорсем те пĕр-пĕринпе матчсенче ăмăртма палăртнă. Унсăр пуçне лагере хутшăнакансен хăйсен пултарулăхне «Чĕресен кĕвви» автор юррисен конкурсĕнче тата туризм енĕпе иртекен интеллектуаллă марафонра кăтартма май пур. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче лагерь хупăнать. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи Раççей Президенчĕн полномочиллĕ элчи Игорь Комаров хутшăнать. Çав кунах ушкăнсен тата «Туслăх кубокĕ» хутăш эстафетисем иртеççĕ. Унта ют çĕршыв делегацийĕсем те хутшăнаççĕ. «Туриада» – спорт ăмăртăвĕсене, культура программисене, пултарулăх конкурсĕсене пĕрлештернĕ форматпа иртекен лагерь. Унăн тĕллевĕ – çамрăксен хушшинче туризм енĕпе занятисем ирттерме условисем туса парасси. Сăмах май, 2024 çулта Чăваш Ен делегацине 40 çын кĕнĕ. Чăвашсем 3 ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Андрей Прокопьев тата Валерия Лекомцева спорт туризмĕ енĕпе утмалли дистанцире Федерацин Атăлçи округĕн первенствин çĕнтерӳçисем пулса тăнă. Булат Халиков вара «Чĕресен кĕвви» тупăшура мала тухнă – «Текст авторĕ» номинацире çĕнтернĕ. <...>

Анжелика КИРИЛЛИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.