Комментировать

14 Мая, 2025

Хресчен сасси 18 (3058) № 14.05.2025

Çамрăк ăру валли çырусем шăрçаланă

Çĕнтерӳ кунĕ — чи сумлă уявсенчен пĕри. Кăçал ăна 80-мĕш хут кĕтсе илтĕмĕр. Çак кун эпир паттăр салтаксемпе офицерсене, тыл ĕçченĕсене аса илетпĕр, вĕсене пире мирлĕ тӳпе тата ырă пурнăç парнеленĕшĕн тав тăватпăр.

«УАЗикпе» Крыма çитнĕ

Яланхи пекех çак кун Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуç хунă паттăрсене асăнса Нихçан сӳнми çулăм умне чечек кăшăлĕ хунинчен пуçланнă. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти — çар парачĕ. Унта 700 ытла салтакпа офицер, 75 техника хутшăнчĕ. Çак йыша «Воин» тата ЧПУн çар вĕренӳ центрĕсен курсанчĕсем те кĕнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев совет çыннисен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине, вĕсен чăтăмлăхĕпе хăюлăхĕ çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Çар техникисĕр пуçне парада ретроавтомобильсем те хутшăнчĕç. Совет тапхăрĕнче туса кăларнă «Жигули», «Москвич», «Волга» тата ытти машина уява илем кӳчĕç. 1986 çулхи «Запорожец» та вĕсен йышне тăнă. Ун хуçи — 37-ри Евгений Блинов. «Ку автомобиле 2018 çулта туянтăм, ăна юсаса çĕнетрĕм. Реставраци туса 500 пин тенкĕ тăкакларăм. Вăл гаражра ларакан машина мар. Унпа эпир çемьепе канмалли кунсенче çула тухатпăр, яла кайса килетпĕр, автопохода çӳресси йăлана кĕчĕ. Тольяттире, Хусанта, Ульяновскра, Йошкар-Олара, Шупашкарта иртнĕ ретромашинăсен фестивалĕсене хутшăнтăмăр. Фотосесси валли усă кураççĕ. Эпир ача чухне «Запорожецсем» хулара сахал марччĕ, халĕ сайра хутра тĕл пулатăп. Кунашкал машинăсене упраса хăварас килет. Вĕсене хальхи автомобильсемпе танлаштарма çук. Совет саманинче туса кăларнăскерсем илĕртӳллĕрех, кăмăллăрах. Вĕсене паян та çынсем ăшшăн йышăнаççĕ, машинăна ларса иртнĕ вăхăта аса илеççĕ. Парада хутшăнни маншăн питĕ сумлă. Асаттекукаçин ятне асра тытасси — пирĕн тивĕç», — терĕ автосалонра ĕçлекен арçын. Мĕн ачаран автомашинăсене юратаканскер техникумра, институтра ку енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ. Украинăра туса кăларнă «УАЗик» рульне Евгений Клементьев тытса пычĕ. Вăл ăна 1994 çулта туяннă. «Ун чухне Сосновкăра пурăнаттăмăр, хулана килсе кайма тесех илнĕччĕ. Çак тапхăрта темиçе машина та улăштартăм, анчах юратнă «УАЗике» сутмарăм. Унпа дачăна çӳретпĕр. Пĕр çулхине Крыма та кайса килнĕччĕ. Ку машинăна çар валли кăларнă, десантниксем усă курнă. Унпа сăртпа çӳреме меллĕ. Чечня вăрçинче çакнашкаллисем кăна пулнă. «Гражданкăра» вăл почта машини шутланнă, унăн рулĕ сылтăм енче. Халĕ кунашкалли çукпа пĕрех», — каласа кăтартрĕ 74-ри автомобилист. Ку машинăна вăл СВОна ярассине пĕлтерчĕ. Ашшĕ-аслашшĕн ячĕсем асра Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акцие тепĕр хут пуçарса ячĕç. Ачисемпе мăнукĕсем — 30 пин çын — ашшĕ-аслашшĕн, амăшĕ-асламăшĕн портречĕсене йăтса Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утса тухрĕç. Акă Вячеслав Яранцевăн аллинче — виçĕ сăн ӳкерчĕк. Пĕри — ашшĕ Александр Филиппович. Вăл вăрçă çулĕсенче разведчик пулнă. Александр Яранцев 1924 çулта Киров облаçĕнче çуралнă, Шупашкара 1964 çулта килнĕ. Чăлхапа трикотаж фабрикинче столярта вăй хунă. Тепĕр аллинче — Василий Долгушевăн портречĕ. «Василий Николаевич — ман пичче. Танк командирĕ Польша çĕрĕ çинче çапăçнă, Берлина çитнĕ. Виçĕ хут аманнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Киров облаçĕнче кун çути курнăскер Мари Элти вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ, кайран Шупашкара куçса килнĕ. Василий Николаевичăн ывăлĕ Литвара çамрăкранпах пурăнать, вăл мана ашшĕпе пиччĕшĕн портречĕсене йăтса çак акцие хутшăнма ыйтрĕ. Василий Долгушевăн пиччĕшĕ Порфирий Николаевич отделени командирĕ пулнă, Днепропетровск çывăхĕнчи çапăçура пуç хунă. Çак паттăрсене ялан асра тытатăп. Вĕсем пире пăхса ӳстернĕ, çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Вĕсемшĕн çынлăх, чунлăх малти вырăнта пулнă. Нихăçан та ӳркенсе ларман, ялан ĕçленĕ. Эпир те вĕсем пек тăрăшуллă пулма ăнтăлнă», — кăмăлне ирĕке ячĕ Вячеслав Александрович. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Тухтăр сĕнĕвне çирĕп пăхăнни пурнăç тăршшĕне вăрăмлатать

«Хальхи вăхăтра чĕре чирĕ уйрăмах анлă сарăлнă. Чи хăрушши — юн пусăмĕ хăпарнипе халăхăн 40 проценчĕ аптăрать. Ăна пула тĕрлĕ чир аталанать. Çакă инфарктпа инсульт патне илсе çитерме пултарать. Чире вăхăтра тупса палăртни тата сиплев илни пурнăç тăршшĕне вăрăмлатать», — палăртать Республикăри кардиологи диспансерĕн тухтăрĕ Ирина Мокеева.

— Ирина Геннадьевна, мĕнле сăлтавсем гипертони чирне аталантараççĕ?

— Пирĕн регионта кашни 3-мĕш çын çак чирпе аптăрать. Хăшĕ-пĕри кун пирки шухăшламасть те, çакна тимлĕх те уйăрмасть. Арçынсем 55 çултан, хĕрарăмсем 65 çултан чирлеме тытăнаççĕ. Юн пусăмĕ ӳсесси йăхран йăха та куçма пултарать. Тепĕр чухне хăй тĕллĕн те аталанать. Сăмахран, кĕлетке виçи ытлашши пулни, сахал хускални, холестерин шайĕ пысăк пулни, тĕрĕс мар апатланни, тăварлă çини, эрех-сăрапа иртĕхни, сахăр диабечĕ пурри, шалти чун-туйăм та чире аталанма витĕм кӳрет. Чĕрене 40 çултан иртсен уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ученăйсем каланă тăрăх, арçынсем 60 çула çитиччен инфаркт е инсультсăр пурăнса çитеççĕ тĕк тепĕр 30 çул сывлăхлă пурăнма пултараççĕ. Çавăнпа çулсерен диспансеризаци тухмалла. Тепĕр чухне чир палăрмасса та пултарать. Кун пек чухне анализсем памалла. Тухтăр улшăнусене курсассăн хушма тĕрĕслеве ярать, сиплев палăртать.

— Юн пусăмне мĕншĕн кулленех тимлесе тата виçсе тăмалла?

— Чĕре хĕсĕннĕ е каннă самантра юн чупнине тата куçнине артери пусăмĕ теççĕ. Чĕре хĕсĕнсе юна кăларса яни артери пусăмĕн çӳлти цифрине кăтартать. Вăл вăтамран 120-пе танлашать, аялти цифри чĕре каннă самантри юн пусăмĕ. Чир пуррине юн пусăмне виçсе пăхмасăр пĕлме май çук. Вăл майĕпен те аталанса пырать. Йĕркеллĕ юн пусăмĕ кашни çыннăн расна. Ку чылай кăтартуран килет: миçе çулта пулни, мĕнле чирпе чирлени... Паллах, çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Юн пусăмĕ 140-90-ран иртрĕ е тата çӳллĕрех пулсан пĕр тăхтамасăр тухтăр патне каймалла.

— Çак чир ытти органпа тытăма витĕм кӳме пултарать-и?

— Ытларах чĕрепе пуç мимине, пĕверпе пӳрене, куçа сиен кӳрет. Сăмахран, 140-90 таран пулни те юн тымарĕсене витĕм кӳрсе майĕпен аркатма пуçлать. Çак вырăнта холестерин пухăнать, юн çаврăнăшĕ йывăрланать. Хĕсĕннĕ артерисем витĕр юн сахалтарах чупать, органсемпе клеткăсене кислородпа çителĕклĕ тивĕçтереймест. Чăмаккасем юн тымарĕсен хăвăлне хупласа лартаççĕ, çакă инфаркт е инсульт патне илсе çитерет. Юн пусăмĕ пысăк пулнăран чĕрен вăйлăрах тапма тивет. Çак чирпе аптăракансен чĕре, ишеми чирĕ 4 хут ытларах пулать.

— Артери пусăмне тĕрĕс виçмелле теççĕ. Кун пек чухне мĕн шута илмелле?

— Юн пусăмне ир тата каç виçмелле, ăна дневника çырса пымалла. Малтан ларса пĕр 5 минут канмалла, лăпланмалла. Артери пусăмне ĕçлесе е чупса каннă хыççăн 15-20 минутран кăна виçме юрать. Урана тӳрĕ тытмалла. Алла сĕтел çине хумалла та тонометр манжетне чĕре шайĕпе тытмалла, унăн аялти хĕрри чавса хуçланнă вырăнтан 2 сантиметр çӳллĕрех пулмалла. Юн пусăмне 2 хутчен виçмелле. Пĕрре виçнĕ хыççăн 3 минут канмалла. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.