Хыпар 34 (28351) № 13.05.2025
Çĕнтерÿ кунне сумлă паллă тунă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва Сергей Артамонов Министрсен Кабинечĕн тулли праваллă ертӳçи пулса тăни, çитес вăхăтра çĕнĕ Правительство йĕркеленсе çитессине аса илтернинчен пуçларĕ. Çакна вăл республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене пурнăçлассине хăвăртлатмалли тата ĕç тухăçлăхне ӳстермелли пирки пусăм туса каларĕ.
Чăваш Енре Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне тата Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкне анлă паллă турĕç. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, паллă пулăмсене халалланă мероприятисене чылай маларах йĕркелеме пуçланă. Республика çыннисем Пĕтĕм Раççей акцийĕсене — «Вилĕмсĕр полк», «Астăвăм стени», «Пĕтĕм Раççейри Çĕнтерӳ хорĕ» тата ытти те — хастар хутшăннă. Çавăн пекех субботниксем йĕркелесе мемориал об±екчĕсене, çар çыннисене пытарнă масарсене, палăксене тасатса йĕркене кĕртнĕ. Çак ĕçе, сăмах май, шкул ачисем, студентсем хастар хутшăннă. Светлана Анатольевна музейсем патриотизм воспитанийĕн уйăхлăхне, вăрçă темисемпе ăслăлăх-çутĕç марафонĕсене, куравсем йĕркеленине пĕлтерчĕ. Театрпа концерт учрежденийĕсем Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕçсене сцена çине кăларнă. Библиотекăсенче кĕнеке куравĕсене, сочиненисен конкурсĕсене, илемлĕ пултарулăх фестивалĕсене йĕркеленĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă тĕп мероприятисем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта тата муниципалитетсенче иртнĕ. Çынсем астăвăм акцийĕсене, митингсене хутшăннă, палăксем патне чечексем хунă. Уяв тĕп хулари салютпа вĕçленнĕ. Светлана Каликова уяв кунĕсенче обществăри йĕркелĕхе пăснă тĕслĕх пулманнине çирĕплетрĕ. Çак тапхăрта 1300 ытла полици сотрудникĕ республикăри 69 ял-хулара иртнĕ 130 ытла мероприяти вăхăтĕнче йĕркелĕхе сыхланă. Республикăра Çĕнтерӳ кунне тивĕçлĕ уявланине Олег Николаев та çирĕплетрĕ. «Влаç органĕсем, общество организацийĕсем, ял-хула çыннисем тăрăшнипе тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркелеме пултартăмăр. Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕçсем умра тата та пур. Астăвăма упрасси, ăна ăруран ăрăва куçарса пырасси — пирĕн сăваплă тивĕç», — терĕ республика ертӳçи. Çанталăк ăшăтас енне кайнă вăхăтра пĕве-кӳлĕ хĕрринче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли пирки манмалла мар. Чăваш Республикин граждан оборонин ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Сергей Павлов ку енĕпе профилактика ĕçĕ-хĕлне пуçлани пирки пĕлтерчĕ. Çавăн пекех муниципалитетсенчи пляжсене тата шыва кĕмелли вырăнсене шута илнĕ. Кăçал çакăн йышши 1814 об±екта хута ямалла. Сергей Павлов округсен ертӳçисене шыва кĕмелли тапхăр пуçланиччен вĕсене йĕркене кĕртмелли пирки асăрхаттарчĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Уяв çĕр-çĕр çынна пĕрлештерчĕ, ăрусене çыхăнтарчĕ
Çĕнтерӳ кунĕ — чи сумлă уявсенчен пĕри. Кăçал ăна 80-мĕш хут кĕтсе илтĕмĕр. Çак кун эпир паттăр салтаксемпе офицерсене, тыл ĕçченĕсене аса илетпĕр, вĕсене пире мирлĕ тӳпе тата ырă пурнăç парнеленĕшĕн тав тăватпăр.
Парадра — ретромашинăсем
Яланхи пекех çак кун Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуç хунă паттăрсене асăнса Нихçан сӳнми çулăм умне чечек кăшăлĕ хунинчен пуçланчĕ. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти — çар парачĕ. Унта 700 ытла салтакпа офицер, 75 техника хутшăнчĕ. Çак йыша «Воин» тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн çар вĕренӳ центрĕсен курсанчĕсем те кĕнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев совет çыннисен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине, вĕсен чăтăмлăхĕпе хăюлăхĕ çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Çар техникисĕр пуçне парада ретроавтомобильсем те хутшăнчĕç. Совет тапхăрĕнче туса кăларнă «Жигули», «Москвич», «Волга» тата ытти машина уява илем кӳчĕç. 1986 çулхи «Запорожец» та вĕсен йышне тăнă. Ун хуçи — 37-ри Евгений Блинов. «Ку автомобиле 2018 çулта туянтăм, ăна юсаса çĕнетрĕм. Реставраци туса 500 пин тенкĕ тăкакларăм. Вăл гаражра ларакан машина мар. Унпа эпир çемьепе канмалли кунсенче çула тухатпăр, яла кайса килетпĕр, автопохода çӳресси йăлана кĕчĕ. Тольяттире, Хусанта, Ульяновскра, Йошкар-Олара, Шупашкарта иртнĕ ретромашинăсен фестивалĕсене хутшăнтăмăр. Фотосесси валли усă кураççĕ. Эпир ача чухнех «Запорожецсем» хулара та сахал марччĕ, халĕ сайра хутра тĕл пулатăп. Кунашкал машинăсене упраса хăварас килет. Вĕсене хальхи автомобильсемпе танлаштарма çук. Совет саманинче туса кăларнăскерсем илĕртӳллĕрех, кăмăллăрах. Вĕсене паян та çынсем ăшшăн йышăнаççĕ, машинăна ларса иртнĕ вăхăта аса илеççĕ. Парада хутшăнни маншăн питĕ сумлă. Асатте-кукаçин ятне асра тытасси — пирĕн тивĕç», — терĕ автосалонра ĕçлекен арçын. Мĕн ачаран автомашинăсене юратаканскер техникумра, институтра ку енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ. Украинăра туса кăларнă «Уазик» рульне Евгений Клементьев тытса пычĕ. Вăл ăна 1994 çулта туяннă. «Ун чухне Сосновкăра пурăнаттăмăр, хулана килсе кайма тесех илнĕччĕ. Çак тапхăрта темиçе машина та улăштартăм, анчах юратнă «Уазике» сутмарăм. Унпа дачăна çӳретпĕр. Пĕр çулхине Крыма та кайса килнĕччĕ. Ку машинăна çар валли кăларнă, унпа десантниксем усă курнă. Сăртпа çӳреме меллĕ. Чечня вăрçинче çакнашкаллисем кăна пулнă. «Гражданкăра» вăл почта машини шутланнă, унăн рулĕ сылтăм енче. Халĕ кунашкалли çукпа пĕрех», — каласа кăтартрĕ 74-ри автомобилист. Ку машинăна вăл СВО пыракан территорие ярассине пĕлтерчĕ. Алăра — аслашшĕ-кукашшĕ портречĕсем Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акцие тепĕр хут пуçарса ячĕç. Ачисемпе мăнукĕсем — 30 пин çын — ашшĕ-аслашшĕн, амăшĕ-асламăшĕн портречĕсене йăтса Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утса тухрĕç. Акă Вячеслав Яранцевăн аллинче — виçĕ сăн ӳкерчĕк. Пĕри — ашшĕ Александр Филиппович. Вăл вăрçă çулĕсенче разведчик пулнă. Александр Яранцев 1924 çулта Киров облаçĕнче çуралнă, Шупашкара 1964 çулта килнĕ. Чăлхапа трикотаж фабрикинче столярта вăй хунă. Тепĕр аллинче — Василий Долгушевăн портречĕ. «Василий Николаевич — ман пичче. Танк командирĕ Польша çĕрĕ çинче çапăçнă, Берлина çитнĕ. Виçĕ хут аманнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Киров облаçĕнче кун çути курнăскер Мари Элти вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ, кайран Шупашкара куçса килнĕ. Василий Николаевичăн ывăлĕ Литвара çамрăкранпах пурăнать, вăл мана ашшĕпе пиччĕшĕн портречĕсене йăтса çак акцие хутшăнма ыйтрĕ. Василий Долгушевăн пиччĕшĕ Порфирий Николаевич отделени командирĕ пулнă, Днепропетровск çывăхĕнчи çапăçура пуç хунă. Çак паттăрсене ялан асра тытатăп. Вĕсем пире пăхса ӳстернĕ, çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Вĕсемшĕн çынлăх, чунлăх малти вырăнта пулнă. Нихăçан та ӳркенсе ларман, ялан ĕçленĕ. Эпир те вĕсем пек тăрăшуллă пулма ăнтăлнă», — кăмăлне ирĕке ячĕ Вячеслав Александрович.
78-ти Геннадий Семеновăн ашшĕ те куç умĕнче. Герман Семенович, 1912 çулта çуралнăскер, вăрçа 1942 çулта лекнĕ. «Вăл Брянск фронтĕнче службăра тăнă, çыхăнуçă пулнă, лашапа вăрттăн пакетсем илсе çӳренĕ. Бомба айне лексе лаши вилнине каланăччĕ. Тăшмана хăваласа Таллина çитнĕ. Вăрçă хыççăн яппун самурайĕсемпе кĕрешме янă, киле 1946 çулта таврăннă», — пĕлтерчĕ Геннадий Германович. Вăрçă хыççăн Тăвай районĕнчи Йăнтăрчă çынни тăван колхозра бригадирта ĕçленĕ, куккурус ӳстерсе пысăк тухăç илнĕскер ВДНХ куравĕсене хутшăннă, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Сăмах май, Геннадий Семенов Лапсарти кайăк-кĕшĕк фабрикинче нумай çул ĕçленĕ, директор тивĕçĕсене пурнăçланă. Республикăн çĕр комитечĕн председателĕ пулнă Владимир Герасимов та «Вилĕмсĕр полк» акцие тепĕр хут йĕркелессине пĕлсен хĕпĕртенĕ. Унăн ашшĕ Михаил Моисеевич танкист пулнă, вун-вун çапăçăва хутшăннă. Вăрçăра малтанхи кунсенчен пуçласа Çĕнтерӳ кунĕчченех тăшманпа кĕрешнĕ. Вăрçă хыççăн та майор хăйĕн шăпине çарпа çыхăнтарнă: Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнче çамрăк офицерсене хатĕрлес ĕçре 28 çул тăрăшнă. «Вилĕмсĕр полк» темиçе ăрăва çыхăнтарать. Акă Шупашкарти 37-мĕш шкулта виççĕмĕш класра вĕренекен Дмитрий Ямсков мăн аслашшĕн портречĕпе тухнă. Максим Ямсков Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Каркçырми ялĕн çынни пулнă. Вăл вăрçă хирĕнче хăюллăн çапăçса йывăр аманнă, сусăрскер тăван ене таврăнсан колхозра тăрăшнă, хуçалăх председателĕ те пулнă. «Çĕнтерӳçĕсене пирĕн манмалла мар. Çĕнтерӳ кунне халалласа шкулта парад иртрĕ. Эпир класпа стройпа утса тухрăмăр, çар юррисене шăрантартăмăр», — терĕ кадет. Николай Матвеевăн аллинче те — икĕ портрет. Вĕсем — чи çывăх çынсем: ашшĕпе амăшĕ. «Аттепе анне Вăрмар районĕнчи Мăнçырмаран. Атте Василий Матвеевич 1942 çулта çар ретне тăнă. Йывăр минометсен бригадинче службăра тăнă, «Катюшăпа» тăшмана аркатнă. Кайран ăна инçет хĕвел тухăçне яппунсемпе çапăçма янă. 1947 çулта кăна киле таврăннă. Вăл Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче тăрăшнă», — паллаштарчĕ Николай Васильевич. Амăшĕ Зоя Павловна — тыл ĕçченĕ. Вăрçă пуçлансан 18-ти хĕр патне фронта кайма хут килнĕ, анчах çамрăкскер çул çинче йывăр чирлесе ӳкнĕ, вара ăна каялла киле янă. Сывалса çитсен колхоз ĕçне кӳлĕннĕ. Хĕр суха та тунă, вăрман та каснă. Выçăллăтутăллă пурăннă пулин те ĕçрен пăрăнман. Вăрçă хыççăн вăл хăмла плантацийĕнче, сад пахчинче вăй хунă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш хĕрне-снайпера манмаççĕ
«Паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа палăрнă чăваш хĕрĕ [Тутар Республикинчи Чăваш Майна ялĕнче çуралса ӳснĕ, кайран çемье Санкт-Петербурга куçса кайнă] Мария Алексеевна Ткалич [хĕр чухне Бикулова пулнă. Пĕрремĕш мăшăрĕпе – Кошкина] çинчен каласа парас килет. Чăваш хĕрĕ вăрçăра снайпер пулнă», — çапла пуçларĕ калаçăва Юлия Силэм çыравçă. Вăл Мария Алексеевна çинчен каласа кăтартма редакцие ятарласа килчĕ.
Юлия Александровна пĕлтернĕ тăрăх, Мария Алексеевнăн хĕрĕ Вера Мефодьевна Ткалич Питĕр хулинче ĕçлесе пурăнать. Вăл — архитектор, художник-график. Искусствăри псевдонимĕ — Капитолина. «1974 çулта университетран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн мана «Пионер сасси» хаçата ĕçлеме ячĕç. Редакци ун чухне Володарский урамĕнче вырнаçнăччĕ. Пирĕн хутра Чăваш Республикин журналистсен союзĕ вырнаçнăччĕ. Унта яваплă секретарьте Антип Николаев журналист ĕçлетчĕ. Вăл мана пĕррехинче хăй кĕнеке çырни çинчен пĕлтерчĕ. «Маша Кошкина — снайпер» ятлă-мĕн. Документлă повеç вăл. Эпĕ маларах ку снайпер çинчен пĕлмен. Çулсем иртсен манăн Питĕрте пурăнакан чăвашсемпе çыхăну çирĕпленме пуçларĕ. Ун чухне çак хулара Виталий Золотов çыравçă, журналист пурăнатчĕ. Пĕрре «Пионер сасси» хаçат редакцийĕнче ларатăп. Ун чухне Иван Яковлев проспектĕнчи çурта куçнăччĕ. Алăка шаккарĕ те çӳллĕ арçын кĕрсе тăчĕ. Хăйĕнпе паллаштарчĕ. Ку Виталий Золотов пулчĕ. «Эпĕ сире килсе курма тахçантанпах ĕмĕтленетĕп», — терĕ вăл. Нумайччен калаçса лартăмăр. Питĕр чăвашĕсем çинчен нумай каласа кăтартрĕ, çав шутра — Капитолина ятлă художница çинчен. Ӳнерçĕн амăшĕ Мария Кошкина снайпер пулнă иккен. Каярах Золотовпа пĕр-пĕрин патне çыру çӳрететтĕмĕр. Вăл Капитолинăна ман çинчен каласа панă. Кĕçех ман пата çыру çитрĕ. Вăл Чăваш Ене килсе курасси килни çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ, паллах, ăна чĕнсе ятăм. Чăн та, Шупашкара çитрĕ вăл. Кĕтсе илтĕм. Чăваш кукăлĕпӳремечĕпе сăйларăм. Шупашкарти паллă вырăнсене кăтартса çӳрерĕм. Вера амăшĕ Мария Алексеевна çинчен питĕ нумай каласа пачĕ. Мария Кошкина çинчен хаçатсенче нумай çырнă. Вăл снайпер пулса Ленинград хулине хӳтĕленĕ», — калаçăва тăсрĕ Юлия Александровна. «Пĕрре «Комсомольская правда» хаçата вуланă чухне Мария заметка асăрхать. Унта Людмила Павличенко снайпер 309 фашиста тĕп туни çинчен пĕлтернĕ. «Эпĕ те ун пек пулăп», — тĕв тăвать Мария. Вăл 1941 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе фронта каять, снайперсен шкулне вĕренме яма ыйтать. Унăн ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Мария Кошкина дивизире пĕрремĕш хĕр-снайпер пулса тăрать», — вулатăп 2005 çулта Санкт-Петербургра пичетленнĕ «В память о великой победе» кĕнекере. 1943 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мария Кошкина 85-мĕш нимĕçе персе ӳкернĕ. Анчах çав кун ăна хăйне те сылтăм куçĕнчен йывăр амантнă. Текех снайпер пулма пултарайман вăл. Анчах тăшманпа çапăçма пăрахман. Разведкăна çӳренĕ, аманнисене çапăçу хирĕнчен илсе тухнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, III степень Мухтав орденĕсемпе, «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Мария Алексеевна Питĕрте аш-какай комбинатĕнче ĕçленĕ. Унта вăл хăйĕн пекех вăрçă вучĕ витĕр тухнă Симферополь йĕкĕчĕпе Мефодий Ткаличпа тĕл пулнă, унпа çемье çавăрнă. /Пĕрремĕш упăшки вăрçăра малтанхи кунсенчех пуç хунă/. Ывăлпа хĕр — Юрăпа Вера — пăхса ӳстернĕ вĕсем. Юра халĕ Симферопольте пурăнать. Вера телейне Питĕрте тупнă. Пĕр хĕр /Полина/ çитĕнтернĕ. «Капитолина Чăваш Ене питĕ кăмăлларĕ. Вăл хăй те мана килĕшрĕ. Каярах манăн та Питĕр хулине кайма май килчĕ. Капитолина питĕ лайăх кĕтсе илчĕ. Мана Нева шывĕ хĕррине илсе кайрĕ, амăшĕ çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Пĕрремĕш тĕлпулу çапла пулчĕ. 2015 çулта Капитолина шăнкăравларĕ. «Ĕçне пăрах та ман пата кил. Эпĕ курав уçатăп», — терĕ. Эпĕ çу уйăхĕнче ун патне Питĕре тухса кайрăм. Мана вăл хăна çуртне вырнаçтарчĕ. Ăна хăна çуртне хăйĕн дизайнĕпе хитрелетнĕшĕн пĕр пӳлĕм уйăрнă-мĕн. «Эсĕ çакăнта пурăнма пултаратăн», — терĕ вăл мана ун чухне. Арт-салонта Капитолина хăйĕн ӳкерчĕкĕсен куравне уçрĕ. Халăх питĕ нумайччĕ. Тепрехинче Капитолина мана Кронштадт хулине курма илсе кайрĕ. Вăл сумкине пĕчĕк минтер чикрĕ. Кронштадт хулинче пысăк храма кайрăмăр. Ăна Владимир Путин Президент юсаса çĕнетме пулăшнă. Тĕлĕнсе каймалла чаплă собор! Капитолина пĕчĕк минтерĕ çине ларчĕ те ӳкерме пуçларĕ. Эпĕ çав вăхăтра курса çӳрерĕм. Темиçе кунран пире пысăк библиотекăна тĕлпулăва чĕнчĕç. Унта Капитолина амăшĕ çинчен каласа пачĕ. Унпа паллашса туслашиччен Питĕрте пулса курманччĕ. Вăл маншăн çак хулана уçрĕ. Манăн портрета ӳкерчĕ. 2015 çулта курава уçнă хыççăн киле таврăнтăм. Раштавăн 15-мĕшĕнче шалкăм çапрĕ. Эпĕ хама пурăнатăп тесе шухăшлама та пултарайман. Çавăн хыççăн Капитолинăпа çыхăну татăлчĕ. Шел, телефонне те çухатнă. Вĕсемпе хутшăнăва çĕнĕрен йĕркелес килет. Капитолинăпа хĕрĕ Полина — Питĕр хулинче чăваш ятне çĕклекенсем. Вĕсем хăйсем чăваш пулнишĕн мăнаçланаççĕ», – пĕтĕмлетрĕ Юлия Александровна. Хĕр-снайпер çинчен ытларах пĕлес килнĕрен çӳлерех асăннă кĕнекене каллех алла илетĕп. «Тăван çĕршыв кăна мар, нимĕçсем те Марийăна лайăх пĕлнĕ. Вĕсен снайперĕсем ăна йĕрленĕ. Кошкинăна черетлĕ орден пани çинчен пĕлсен: «Машка-кошкăна тытатпăр, унăн ӳчĕ çинче çăлтăр касса кăларатпăр!» — тесе кăшкăрнă. Фашистсем унран хăранă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Кĕрешессипе, алă вăйĕпе никам та парăнтарайман»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ май асатте [сăмаха кĕскетсе асать тенĕ эпир. — Авт.] Иван Скворцов çинчен каласа парас килет. Иван Ильич пирки халĕччен пĕрре те çырман. Вăл икĕ вăрçа хутшăннă.
Ванюш /килĕнче ăна çапла чĕннĕ/ Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕре 1916 çулта çĕртмен 23-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Аннăпа Илья Скворцовсен 6 ачаллă çемйинче вăл вăталăххи пулнă. 5 ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ вĕсем. 1939 çулта Иван Скворцова çара илнĕ. Вăл флотра пулнă, Кола çурутравĕ, Мурманск патĕнче службăра тăнă. Пуçарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă Иван Ильича карап çинче аслă повар — кок — тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Кĕçех финн вăрçи пуçланнă. Иван Скворцов Тинĕс çарĕнче тăракан юлташĕсемпе пĕрле унта хутшăннă. «Совет Заполярьене хӳтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. «Атте çӳллĕ /1 метр та 80 сантиметр/, тĕреклĕ, вăйлă пулнипе палăрнă. Ялта кĕрешессипе те, алă вăйĕпе те ăна никам та парăнтарайман. Карап çинче вăл чашăка какай татăкĕ сахал лекнĕшĕн мăкăртатакан матроса ĕнсе хыçĕнчен хăрах алăпа çĕклесе илсе шыва пăрахма пултарнă. Пĕррехинче вĕсен карапне тăшман вăйлă пенĕ. Карап çинче 6 матрос кăна юлнă. Çав шутра атте те пулнă. Анчах вăл вăйлă контузи илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан матроссене пехотăна куçарнă. Иван Скворцов Хĕвел анăç Украинăри çапăçусене хутшăннă, пулеметчик пулнă. Танксене пени çинчен каласа паратчĕ. Иосиф Сталин генералиссимус хăюлăхпа, паттăрлăхпа палăрнăшăн вĕсен чаçне Тав çырăвĕпе чысланă. Атте «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне тивĕçнĕ. Шел, наградисем пушарта çунса кайнă. Эпĕ иккĕре чухне кӳршĕсен килĕнче ачасем шăрпăкпа вылянăран «хĕрлĕ автан» тухнă. Тăватă кил-çурт вутра кĕлленнĕ», — каласа парать Иван Ильичăн аслă ывăлĕ Анатолий Скворцов. Анатолий Иванович пĕлтернĕ тăрăх, шăрпăкпа вылянисен ашшĕ-амăшĕ çакăн хыççăн Çĕпĕре тухса кайнă. Скворцовсен çемйи вара ампар туянса унта хĕсĕнкелесе пурăннă. Каярах пысăках мар çурт лартма вăй çитернĕ. Анатолий Скворцов пĕлтернĕ тăрăх, Иван Ильич 1946 çулта яла таврăннă. Малтан бригадирта, каярах ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Пĕр вăхăт ял канашĕн председателĕнче те вăй хума тивнĕ. Иван Скворцов Вăрманкасри хăйĕнчен вунă çул кĕçĕн Тамара Васильевăпа çемье çавăрнă. Хĕрарăм Мăн Шетмĕ больницинче медсестрара вăй хунă. Вĕсен виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуралнă. «Атте уринче снаряд ванчăкĕсем пурри çинчен калатчĕ. Пĕрре мунча кĕретпĕр. Эпĕ ун чухне 5-6 çулсенчеччĕ. Пĕр ванчăкĕ урине шăтарса тухнăччĕ», — аса илчĕ Анатолий Иванович. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Скворцовсен 5 ывăлĕ те тухса кайнă. Александр Ильич, Петр Ильич тата Иван Ильич çĕнтерӳпе таврăннă. Алексей Ильичпа Афанасий Ильич Беларуç па¬тĕнчи хĕрӳ çапăçусенче хыпарсăр çу¬халнă. Александр Ильич, вăрçăччен Шупашкар районĕнчи Ишекри шкулта 8 класс вĕреннĕскер, офицер пулнă. Петр Ильич çапăçу хирĕнче чылай наградăна тивĕçнĕ. Александр Ильич вăрçă хыççăн Мăн Шетмĕри ял канашĕн председателĕнче нумай çул вăй хунă. Иван Ильич — 83, Александр Ильич — 78, Петр Ильич 70 çула çитиччен пурăннă. Христина Ильинична Томск облаçĕнче ĕçлесе пурăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Мускав патĕнче окоп чавнă çĕре хутшăннă, медале тивĕçнĕ. Шел, йывăр чире пула пурнăçран иртерех уйрăлнă. Сăмах май, Иван Скворцовăн кĕçĕн ывăлĕ Михаил та салтак ячĕ тухсан ашшĕ пекех Тинĕс-çар флотне лекнĕ. Амур юхан шывĕ хĕрринче хĕсметре тăнă. Унăн пиччĕшĕсем те çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Анатолий – ракета, Лев авиаци чаçĕсенче пулнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Халăх вăйĕпе — асăну комплексĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германи вăрă-хурахне çапса аркатнăранпа 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Пархатарлă та сумлă çак пулăма Патăрьел районĕнчи Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсем сумлăн кĕтсе илчĕç.
Ку тăрăхран ылханлă вăрçа пурĕ 355 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 145-шне /Çăл Атăкран — 75, Анат Тăрмăшран 70 паттăр/ тăван киле таврăнма пӳрмен. Ял çыннисен Аслă вăрçăри тата ун вăхăтĕнчи паттăрла ĕç-хĕлне иртнĕ çул пичетлесе кăларнă «Вĕсем Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ» астăвăм кĕнекинче аван çутатса панă. 152 страницăллă кĕнекере вăрçăра алла хĕç-пăшал тытса çапăçнă паттăр ентешсен аса илĕвĕсем, тăван çĕре хӳтĕлесе пуç хунă Анат Тăрмăшсемпе Çăл Атăксен тулли списокĕ тата тыл ветеранĕсемпе вăрçă ачисем каласа панисем вырăн тупнă. Вăрçă ветеранĕсен упранса юлнă сăн ӳкерчĕкĕсемпе наградисен копийĕсем те сахал мар кăларăмра. Кĕнекери чылай материала Анат Тăрмăшри шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Владимир Ершов пухнă. РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ялти ветерансене аван пĕлнĕ. Вăрçа хутшăннисем шкулта тăтăш пулнă, ачасене вăрçă çинчен каласа кăтартнă. 1970 çулта Аслă Çĕнтерӳ 25 çул тултарнă ятпа Анат Тăрмăшсемпе Çăл Атăксем Анат Тăрмăш шкул территорийĕнче тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă ентешĕсене асăнса палăк çĕклесе лартнă. Ăна уçнă кун, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ветерансем шкул ачисемпе пĕрле килес ăру валли çыру хайланă, ăна капсулăна хурса палăк ăшне хунă. Çав капсулăна 2000 çулта уçса вуланă: «Вăрçă терт-асапĕ, инкекĕ пирĕн ялсене те килсе çапрĕ. Ыттисемпе пĕрле пирĕн ял çыннисем те тăшмана хирĕç çĕкленчĕç, алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн кĕрешрĕç. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Пирĕн ялсенчен вăрçа хутшăннă 240 çынран 145-шĕ килĕсене таврăнаймарĕç, вăрçă хирĕнче выртса юлчĕç. Вĕсен хушшинче тин кăна ача ӳсĕмĕнчен тухнă çамрăксем те, çулланнă çынсем те пурччĕ. Пурте вĕсем мал ĕмĕтлĕ, пурнăçа малалла тăсассишĕн тăрăшакан çынсемччĕ. Вĕсем çĕршыва хӳтĕлесе этемĕн чи хаклă пуянлăхне – пурнăçне — пачĕç, хăйсен вилĕмĕпе çĕршыв ирĕклĕхне, пире çăлса хăварчĕç. Эпир вĕсен ячĕсене чĕрере усратпăр. Вĕсем яланах пирĕн асра. /Список çӳлерех асăннă кĕнекен 13-22 страницисенче/. Эпир вăрçăра пулнисем тата вăл вăхăтра тылра вăй-хала шеллемесĕр ĕçлесе çĕнтерĕве çывхартнă çынсем çамрăксене çапла чĕнсе калатпăр: «Пирĕн телее, пуласлăха сыхласа пуç хунă ентешсене нихăçан та ан манăр, вĕсен ячĕсем ĕмĕрĕпех сирĕн чĕрере упранччăр, паттăр ĕçĕсем пурнăçра яланах ырă тĕслĕх пулччăр. Вĕсене асăнса лартнă палăксене тирпейлесех тăрăр. Тăван çĕршыва аннӳне юратнă пек юратăр, ăна хӳтĕлеме яланах хатĕр пулăр. Ĕçчен çынсем пулăр, ĕçĕрпе çĕршыв тĕрекне çирĕплетме тăрăшăр. Сăпайлă, йĕркеллĕ çынсем пулăр. Çут- çанталăка юратăр, ун пуянлăхĕпе илемне упрăр. Ваттисен, вăрçă ветеранĕсен, фронтра пуç хунă çынсен ĕçĕсене малалла тăсăр, яланах пуçаруллă пулăр. Яланах лăпкă тӳпе пултăр, нихçан та вăрçăра юн ан юхтăр, асапсене курмалла ан пултăр. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем. 1970 çулхи майăн 9-мĕшĕ». Ветерансем çавăн пекех шкул территорийĕнче ентеш паттăрсен мухтавлă ĕçĕсене асăнса Мухтав аллейи уçса хăварнă. Çав йывăçсене шкул ачисемпе пĕрле пăхса çитĕнтернĕ. Кашни çуркуннех палăк умĕнче Çĕнтерӳ кунне уявланă, аллейăра уçăлса çӳренĕ, çамрăк ăрăва вăрçă тискерлĕхĕ пирки каласа панă. Ветерансем кулленех паттăрлăх урокĕсене хутшăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн ветерансем пурнăçран уйрăлчĕç, вĕсем лартнă аллея та кивелчĕ. Пурăна киле пĕлӳ çуртĕнче те ачасен шавĕ шăпланчĕ. Апла пулин те Анат Тăрмăшсемпе Çăл Атăк çыннисем хăйсене мирлĕ пурнăç парнеленĕ аслашшĕ-кукашшĕн пархатарлă ĕçне, паттăрлăхне манмаççĕ. Икĕ ял халăхĕ пĕр шухăшлă пулса ентеш паттăрсен мухтавлă ĕçĕсене паянхи ăрăва аса илтерес, ачасене ырă тĕслĕх кăтартас тесе 1970 çулта уçнă палăка çĕнĕ сăн кĕртес, Мухтав аллейине çĕнĕрен чĕртсе тăратас терĕç. Çавăн пекех тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне тата вăрçă ачисен чăтăмлăхĕпе тӳсĕмлĕхне халалланă сăваплă вырăнсем йĕркелеме палăртрĕç. Анат Тăрмăшпа Çăл Атăк ялĕсен хушшинче вырнаçнă, 1968 тата 1976 çулсенче халăх хăй вăйĕпе туса лартнă, хальхи вăхăтра ача сассисĕр ларакан шкул çурчĕпе çыхăнтарма шухăшларĕç. Шкул çурчĕсенче малашне тăван тăрăхăн йăли-йĕркипе, культурипе, историйĕпе тата вĕрентӳпе çыхăннă кĕтессем, асăнупа астăвăм тата пуçтайăм вырăнĕсем йĕркелесшĕн. Кĕске вăхăтра икĕ ял халăхĕ, хулара пурăнакан ентешĕсемпе пĕрле 1000000 тенкĕ пуçтарса, Анат Тăрмăш шкулĕн территорийĕнче Çĕнтерӳ паркĕ йĕркелерĕ. 1970 çулта уçнă палăка çĕнĕ сăн кĕртсе çĕнĕрен çĕклесе лартнă «Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене» тата «Çĕнтерӳçĕ салтак» палăксене çыхăнтарса чăрăш, хыр тата кедр йывăççисенчен аллея никĕслерĕç. Çавăн пекех шкулти сада, палăксен таврашне тасатрĕç. Çĕнĕ палăксен лапамне чул сарса илемлетнĕ, Раççей, Чăваш Республикин тата Çĕнтерӳ ялавĕсене çакмалли флагштоксем вырнаçтарнă, Сӳнми çулăм çăлтăрне, палăксене çутатмалли хатĕрсене тунă. Палăк тавра илемлĕ карта тытнă. Анат Тăрмăшри культура çурчĕ çумĕнче СССР спорт мастерĕ Н.Петров ячĕллĕ «Шлипшур» спорт клубне çӳрекен çамрăк кĕрешӳçĕсем ялти çынсемпе пĕрле Мухтав аллейине кăçал лартнă çамрăк хунавсене шăварас ĕçе йĕркеленĕ. <...>
Николай ОСИПОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...