Комментировать

21 Окт, 2014

Республикăра - чрезвычайлă лару-тăру

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă май Чăваш Енри темиçе муниципалитет территорийĕнче электропередача линийĕсем пăрланнă, татăлнă, çавна май электроэнерги парса тăрасси чарăннă.

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин тата оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ, унта авари сиенне пĕтерес тата юсав енĕпе ĕçлекен мĕн пур служба представителĕсене явăçтарнă. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва çавăн пекех республикăри районсемпе хуласен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Михаил Игнатьев çут çанталăк условийĕсем кÿнĕ авари сиенне пĕтерме хутшăнакансене харсăр тата ырми-канми ĕçшĕн тав тунă. «Оперативлă мĕн пур службăна явăçтарнă, социаллă объектсене, чи малтанах сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене электроэнергин резерв çăл куçĕсемпе çыхăнтарнă. Больницăсен реанимаци уйрăмĕсенче, йывăр чирлисене сиплекен уйрăмсенче электричество парса тăрас енĕпе чăрмавсем пулман», - тенĕ Михаил Васильевич.

Канашлура республика территорийĕнче патшалăхăн чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи тытăмĕн Чăваш Енри управленийĕн органĕсемшĕн регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртни çинчен пĕлтернĕ.

ЧР Министрсен Кабинетне муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсемпе пĕрле чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ямалли ĕçе йĕркелеме, Правительствăн резерв фондĕнчен çирĕплетнĕ йĕркепе бюджет ассигнованийĕсене уйăрассине тивĕçтерме хушнă. ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн вырăнти влаçсемпе пĕрле чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярасси мĕнле пынине сăнаса тăрассине йĕркелемелле.

Муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене авари сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен тытăмсен ĕçне тивĕçтермелли режим йĕркелеме, юсав ĕçĕсене пурнăçлассине тивĕçтерме, пушар хăрушсăрлăхне тата санитари нормисене пăхăнассине тивĕçтермелли хушма мерăсем йышăнма сĕннĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче каç еннелле çанталăк сивĕтнĕ май муниципалитетсенче электроэнерги парса тăрассипе çыхăннă лару-тăру çивĕчленнĕ, электролинисем татăлнă, вĕсен юписем тÿннĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисене лару-тăрăва, организацисемпе учрежденисенчи, нумай хваттерлĕ çуртсемпе хуçалăхсенчи ĕç-пуçа тимлĕ сăнаса тăма хушнă. Çавăн пекех юсав ĕçĕсене пурнăçлама республикăри организацисенчи мĕн пур автовышкăпа дизель генераторне явăçтарма, общество апатланăвĕн предприятийĕсене авари бригадисен ĕçченĕсене вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркелеме сĕннĕ.

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче 8 сехет тĕлне Чăваш Ен территорийĕнчи сывлăшри сиенленнĕ электропередача линийĕсене юсама 94 бригадăна /474 çын/, техникăн 143 единицине явăçтарнă, çав шутра - Самар, Ульяновск, Пенза, Саратов, Чул хула, Оренбург, Киров тата Владимир облаçĕсен, çавăн пекех Мордва Республикин бригадисем.

Н.АНДРЕЕВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.